Утаман
• Этеме турă вырăнне хуни
Ахăрать, кăтăрать тинĕс шывĕ,
Темĕнле тытăçать пĕрмаях.
Инçетре…
Инçетре…
Ах, мĕн-ши вăл?
Те — телейлĕ хĕвел, те — маяк?
Инçетре…
Инçетре…
Ах, мĕскер вăл?
Ах, мĕскер вутланать тинĕсре?
Нимĕн те мар ăна хум кисревĕ,
Сÿнтереймĕ ăна нимĕскер…
Ак пырать тинĕспе вутлă крейсер —
Хумсене ывăтан Утаман.
Шанчăксем ун вăйне хĕтĕртеççĕ,
Ун чĕрийĕ — çунан вутама.
Ун чĕри тăвăлпа çирĕпленнĕ,
Ун чĕри тимĕр-хурăç татать,
— Эй, карап капитанĕ —
Ленин,
Каласам, миçе çухрăм тата?
Инçе мар,
Инçе мар
Пирĕн шанчăк!
Ав умрах çут маяк ялкăшать.
Тинĕс хумĕсем те ĕнтĕ шăнчĕç,
Ватă тинĕс сывлать ак кăштах…
Вунă çул тинĕсре чаплă крейсер,
Вунă çул ыткăнать Утаман.
Шанчăксем ун вăйне хĕтĕртеççĕ,
Ун чĕрийĕ — çунан вутама.
Самананăн пархатарлă ывăль —
Хурçăланă карап Утаман.
Халĕ урнă тинĕсĕн шывĕ
Час тапратĕ ăна пуççапма…
1927