Улăхра
• Суя тĕн
• Этеме турă вырăнне хуни
Куçăмсен умĕнче аслă улăх
Атăл евĕр сиксе ыткăнать.
Улăх, улăх!
Мĕн чул санăн пурлăх,
Мĕн чул ырлăх сана пăхăнать!
Улăх, улăх!
Хитре эс, ятуллă,
Ешĕл тум сан — савнин улани.
Ахаль мар
Çав тери юратуллă
Сан çине куç хывать
Ял ачи.
Эп пĕлетĕп: татах чиперленĕн,
Капăрланăн, ыр улăх — анне.
Халь кашни хресченех:
«Эпир Ленин
Хушнă пек
Пурнар»,— тет тăванне.
Çĕн этем пурнăçпа
Курнăçасшăн,
Вăл илесшĕн алла ĕмĕте.
Ĕмĕте çитерме —
Пурнăç ашшĕ
Вырăнне халь суйланнă
Этем.
Ак сана та часах, ешĕл улăх,
Илем мырĕ çĕнелнĕ этем.
Килĕ санăн телейшĕн
Çĕн Улăп,
Чечекленĕ уй-хир те йĕтем.
Çавă Улăп — телей, вăл — пархатăр.
Вăл çунатлă йăлттам урхамах.
Эпĕ уншăн тахçан-тахçан хатĕр
Çамрăк сассăмпала юрлама.
Электрицăн
Кĕрен шурăмпуçĕ,
Сана, Улăп,— йăлттам урхамах,
Тахçанах тавçăрать улăх куçĕ,
Саламлать вăл сана тахçанах.
Эх, килсемччĕ часрах, хурçă Улăп!
Виçсе тух çакă улăх çĕрне!
Эп ун чух урăхла юрă юрлăп,
Мухтăп хурçă хăват ĕмĕрне,
1927
Çĕн Улăп вăл – совет çынни, коммунист парти идеологĕсем шутласа кăларнă архетип. [rf]