Христоса Шыва Кÿртекен Іоанн Çуралнă Кун Вĕрентсе Каламалли

Діаконъ Николай Талавриновъ


Çĕртме 24-мĕшĕ

Пайанхи кун епир, тăванăмăрсем, Христос умĕн килнĕ, аслă пророк Іоанн çуралнине асăнатпăр. Çавăнпа епĕ халĕ сире çакă Іоанн Предтеча çурални çинђен каласа парас тетĕп. Христос умĕн килнĕ Іоанн Турра тĕрĕс ĕненсе пурăнакан сăваплă çынсенĕн ывăлĕ пулнă; унăн ашшĕ Захарія священник пулнă, амăшĕ Елизавета йатлă пулнă. Вĕсенĕн ватăлиђђенех ађа-пăђа пулман. Пĕрре священник ĕçĕпе Захаріяна Іерусалим ђиркĕвĕнђе кĕл-тума йĕрке çитнĕ. Çавăн ђухне вăл ладон тĕтĕрме тесе ђиркĕвĕн тасатакан пÿлĕмне кĕнĕ: унăн варринђе ладон çунтармалли вырăн пулнă, çав вырăнăн сылтăм йенђе ăна пĕр Ангел курăннă. Ангел каланă: Захарія, епĕ сана савăнмалли хыпар калатăп, санăн арăму, Елизавета, ывăл ађа çуратĕ, есĕ ăна Іоанн йатлă хурăн.Малаллине вулас