Гурий Комиссаров: Пулсаччĕç савăнăçлă кунсем


Пулсаччĕç савăнăçлă кунсем

Авлану

Ĕçĕ чăваш ялĕнче пулса иртет, юлашки Çĕпĕрте пулать.

Пьесăри çынсем:

  1. Антун – 60 çулхи çын.
  2. Натюк – Антун арăмĕ, 55 çулхи карчăк.
  3. Павăл – вĕсен ывăлĕ, 20 çулта.
  4. Ваçĕли – 45 çулхи чăваш.
  5. Татьян – унăн арăмĕ, 42 çулта.
  6. Евкен – вĕсен хĕрĕ, 20 çулта.
  7. Купис (хуçа) – 40 çулта.
  8. Петрушка Иванĕ – Ваçĕлин кÿрши, 40 çулта.

Староста, ял çынĕсем, уретник, ăрестансем.

Малтанхи картинĕ.

Антун пÿртĕнче. Антун, Натюк, унтан Павăл. Антун сак çинче ларать, Натюк каçхи апат хатĕрлет.

Натюк. Тавăрăнмарĕ-çке ку пирĕн ача! Ытла каç туса ячĕ. Антун, тухса пăхсам-и хуть, мĕн пĕрмаях выртатăн. Лашисем валли çимĕç хутăн-и?

Антун. Çимĕçлерĕм та-ха… Тем ăш вăркать-ха: тулта та ларас-тăрас килмерĕ. Тем усал-тĕсел пулассăн туйăнать. Суха патĕнче тем пулчĕ-и, тен. Павăла, час килеймерĕ. Сухаласа час пĕтереймерĕ пулинех.

Натюк. Килĕ-ха, çĕрлех пулса кайман-ха… (Тулта тпрр! тенĕ сасă илтĕнет. Натюк чÿрече патне пырса пăхать.) Акă персе çитрĕ те ачи. Тух, Антун, лашисене тăварма пулăш.

Антун. Тухăп. Килчĕ пулсан юрать-ха… (Тухса каять.)

Натюк. Ачи чиперех килчĕ курăнать-ха. Ку ашшĕ темшĕн усал пулассăн туйăнать, тет. Ăшĕ хамăн та темшĕн вăркать… Çырлахтăр анчах…

Павăл кĕрет.

Ма каçа юлтăн, ывăлăм? Час пĕтереймерĕн-и-мĕн анине?

Павăл (шĕлепкипе хывса пăта çине çакать). Час пĕтереймерĕм çав. Каçчен çапах пĕтерĕп-ха тесе ериперех сухаларăм, лашана ывăт арас мар терĕм.

Натюк. Ани пĕтрĕ-и вара?

Павăл. Пĕтрĕ. (Питне çăвать).

Натюк (яшка тултарса). Акă апат хатĕр. Ларса çиех, Павăл. Кун каçа хырăму выçрĕ пулĕ.

Павăл (питне алшăллипе шăлать). Çук, анне, питех выçман. Ĕçленĕ вăхăтра хырăм выççи те сисĕнмест.

Натюк. Аçуна чĕнем-ха тата. (Чÿрече питĕр) Антун, апат çиме кĕр. Яшка сивĕнес кайĕ тата. (Антун сасси: «Кĕрĕп». Павăл сĕтел хушшине ларать, çиме пуçлать. Амăшĕ те ларать. Антун кĕрет. Çиме пуçлаççĕ).

Натюк. Эх, лашман… Тăвар лартман та эпĕ… (Тăрса тăвар илет).

Павăл. Тăвар кĕт çех кирлĕ пек туйăнать çав.

Антун. Ыран хăш анине сухалас тетĕн-ха ĕнтĕ?

Павăл. Шĕшĕкĕ çырми хĕррине каяс пулĕ тетĕп.

Натюк. Ку эрнере çывхарĕ-ши вара çухи?

Павăл. Пĕтет пулĕ тетĕп. Сÿри юлать пулĕ.

Антун. Сÿресси кайран та пулĕ-ха. Çăмăр турă парсан, луччă çимĕçĕ ак…

Павăл (тăранса тухать). Атте, лашисене эп хамах шăварăп. Эсĕ выртах.

Антун. Юрĕ Эппин.

Павăл тухса каять. Ашшĕпе амăшĕ апатсене пуçтаркалаççĕ те çывăрма выртаççĕ.

2-мĕш картинĕ

Çырма хĕрринче, йывăçсем хушшинче. Евкен Павăла кĕтсе уткаласа çÿрет. Пичĕсем хĕвел пек çунаççĕ, куçĕсем çăлтăр пек йăлтăртатса тăраççĕ.

Евкен (хуйхăрса). Мĕншĕн килмерĕ-ши ку Павăл? Пăрахма шухăшлать мар-ши-ха вăл? (Çав вăхăтра Павăл курăна пуçлать, Евкен хĕпĕртет.)

Павăл. Кĕттертĕм пулĕ сана, Евкен.

Евкен (аллине парса). Пайтах кĕтрĕм çав. Мĕншĕн час килмерĕн? Эпĕ сана çилленчĕ пулĕ терĕм.

Павăл. Çук, Евкен, çилленмелли пирĕн иксĕмĕрĕн çук. Суха патĕнчен час таврăнаймарăм. Акине пĕтерсех килес терĕм те…

Евкен. Павăл, мĕншĕн эсĕ хуйхăллă пек паян?

Павăл. Ах, Евкен, эпĕ хам та пĕлместĕп. Ăш пит вăркать: тем пулассăнах туйăнать. Эсĕ те маншăн ют çын пулса каяс пекех туйăнать.

Евкен. Ах. Павăл, манăн хамăн та ларас-тăрас килмест. Ĕлĕк кун пек марччĕ: сана курсан, чун савăнса тăратчĕ. Халĕ ăш пушшех вăркать. Эсĕ те маншăн ют çын пулса каяссăн туйăнать.

Павăл. Ан шарла-ха, Евкен. Калла мĕн пулчĕ-ши пире? Санăн та чун вăркать, манăн та вăркать. Эпĕ паян суха патĕнче те сан çинченех шухăшларăм. Ах, Евкен, эсĕ маншăн пит паха-çке. Эпĕ сана çухатассăнах туйăнать. Хама та тем пулмалла пек.

Евкен. Ма апла калатăн эсĕ?..

Павăл. Эсĕ мана пăрахмăн-ши?

Евкен. Çук, Павăл, пĕрре юратнă çынна ăçтан манăн вара? Эсĕ ху ан сивĕн манран.

Павăл. Ах, Евкен, манăн урăх варли çук-çке, пулас та çук… Эпĕ саншăн вилме те хатĕр.

Евкен. Хуллен, Павăл, çынсем илтĕç. Манăн киле те каймалла… Аттесем мана килтен ниçта та кăларасшăн мар. Халĕ улталакаласа çеç кунта килтĕм.

Павăл. Евкен, эпĕ сансăрăн пурăнас çук. Каласам-и мана тÿррипе: эсĕ мана пăрахмăн-и?

Евкен. Каланă вĕт сана пăрахмăп тесе.

Павăл. Юрататăн-и мана?

Евкен. Юрататăп-çке.

Павăл. Туршăн та те!

Евкен. Павăл, эсĕ ухмаха ертĕн-и-мĕн? Ну, туршăн та…

Павăл. Ах, Евкен…

Евкен. Мĕн вара?.. Çук, Павăл, манăн киле каяс пулать. Аттесем çухатрĕç ĕнтĕ мана. Сыв пул, Павăл.

Павăл. Кăштах тăхта-ха, Евкен. Аллуна пар.

Евкен. Ил… Ну, сыв пул…

Павăл. Юрататăн пулсан, чуптутар (тытать, ыталать).

Евкен. Ытлашши пулĕ… (Павăл чуптăвать). Çитĕ, Павăл. Туй пулман халĕ!

Павăл. Ыран евĕчĕ яратăп, Евкен… Юрать-и?

Евкен. Ху пĕлетĕн…

Павăл. Аçусем мĕн калĕç? Парĕç-и мана?

Евкен. Пĕлместĕп çав… Хытăрах тапăнăр эсир.

Павăл. Памасан, вăрлатăп сана, юрĕ-и?

Евкен. Юрĕ… Ну, яр ĕнтĕ. Сыв пул… (кайма тăрать, туртăнать.)

Павăл. Çаплипех-и вара? Мĕнтен паллă-ши ĕнтĕ эсĕ юратни?

Евкен. Юратас мар пулсан, эпĕ аттесене улталаса сан пата килмĕттĕм ĕнтĕ.

Павăл. Çапах, Евкен… Килтĕн те – каятăн…

Евкен. Мĕн тумалла тата?

Павăл. Эпĕ сана мĕн турăм?

Евкен. Ытла нумая ăмсанатăн эсĕ… Вара чармастăн-и?

Павăл. Çук.

Евкен. Ну, ак епле юрататăп сана! (Павăла чуптуса илет те чупать). Сыв пул ĕнтĕ…

Павăл. Ах, Евкен, юрататăн иккен эсĕ мана.  Ан кай-ха. (Чупать.)

Евкен. Мĕн тата?

Павăл. Ма пăхмастăн ман çине? Ман чун савăннине курсам-и?

Евкен (чарăнса). Ах, Павăл, куратăп… Ан шарла текех. Манăн каймалла…

Павăл. Тепре çеç (Евкене тытса чуптăвать). Ху тата.

Евкен. И, ĕмĕтсĕр (чуптуса илет те чупать). Ан шарла! Курăпăр-ха…

Павăл. Ыранах, ыранах… Карĕ… Ах, чĕре сикет-çке… Манăн чунăм Евкен! Юратать-çке вăл мана! Ах, чун савăнать-çке. Никама та памăп-ха сана. Турă çырни эсех пулĕ-ха… Çук, урăх чăтса пулмасть… Ыранах, ыранах… Мĕн пулин пулĕ…

(Чаршав анать.)

3-мĕш картинĕ.

Ваçĕли килĕнче. Чăланлă пÿрт. Татьян сăмавар лартнă, урай шăлать.

Ваçĕли (тултан кĕрет). Ку сухана тем тăвас? Çынсем кайса пĕтрĕç: эпĕ пĕчченех юлтăм пулĕ…

Татьян (чăлан çинелле кăтартса). Ан кăшкăр-ха эсĕ! Хуллентерех калаç: çынĕ тăман вĕт-халĕ. Тăхта ĕнтĕ çухи патне кайма. Хăнуна епле пăрахса кайăн?

Ваçĕли. Тăхтас пулĕ ĕнтĕ. Лашисене юрса патăм та-ха… Евкен ăçта тата?

Татьян. Кĕтÿ яма карĕ-ха вăл.

Ваçĕли. Çĕрĕк час таврăнчĕ-и вара вăл? Тем, эпир выртсан тин пăлтăр алăкĕ сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Пит чупакан пулчĕ курăнать-ха вал.

Татьян. Çулĕ çитет, шухăш кĕрет. Эпĕ хам та хăратăп-ха. Парса ярасчĕ хуть часрах: кĕт шухăрах пулчĕ пирĕн хĕр. Шухă хĕре килте нумай усрама хушмаççĕ.

Ваçĕли. Эсĕ ху çемçе тытан ачусене.

Татьян. Эсĕ тата çапманах-çке… Эпех айăплă пултăм пулать ĕнтĕ… Эсĕ ху тата ют çын-и-мĕн?

Ваçĕли. Ютран каламастăп. Эс амăшĕ пулатăн. Çавăнпа калатăп… Хамăрла тĕс ачи çавăрăнсан парса та пыратчĕ, эпĕ ăна хирĕç мар.

Татьян. Ытла тĕс мар çав. Паллăрах çын тупăнакан пулмарĕ-ха. Евкен хăй Партас Антун Павăлне килĕштерет пулмалла та…

Ваçĕли. Партас таврашĕ килĕшес çук пире…

Татьян. Мана хама та килĕшмен пек туйнать çав… Элле ачи ĕçлет, ĕçлемест темелле мар. Хире-хирĕç çитеркелеççĕ. Чухăнрах çав. Павăлпа иксĕмĕрĕн кăсьясем шăтăкрах: укçа-тенкĕ пит тытмастпăр. Сутă-илÿ туни те çук… Манăн пуянтарах, сутă-илÿ тăвакан, ятлăрах çынна парасчĕ…

Ваçĕли. Çук, Павăл килĕшмĕ… Ача хыççăн кайсан-е! вĕсем тата пуç çине те хăпарса ларĕç: хĕр качча хăй суйламĕ ĕнтĕ. Эпир вĕсене çуратса ÿстеретпĕр пулĕ вĕт, вĕсем пире мар!

Татьян. Тăрать курăнать. Чей хатĕрлес (Хатĕрлет).

Купис (чăлантан тухать). Ай-ай хытă çывăрнă эпĕ! Нимĕн те туйман.

Ваçĕли. Чиперех çывăртăн пулсан, юрĕ ĕнтĕ. Вырăнĕсем çавнашкал пирĕн.

Купис. Ничево, лайăх. Каçпа сăра нумай ĕçнĕ, санăн сăра лайăх, пуç патнех пынă.

Татьян. Ан ятла ĕнтĕ, ырă çын. Питна ак çакăнта çăв.

Купис тула тухса каять.

Татьян. Мускавран таврăнатăп тет, чăматанĕнче темĕн те пур, Ваçĕли.

Ваçĕли. Э! Çĕрме пуян мар-и! Вĕсен укçа мĕльюн та пулĕ.

Татьян. Пулмасăр… Вĕсен аслашшĕ таркăн укçине пичĕкипех тупнă теççĕ вĕт… Чей чашкисене хатĕрлекеле-ха.

Купис кĕрет.

Купис. Çанталăк лайăх паян.

Ваçĕли. Çанталăкĕ лайăх-ха… Эсĕ, Хветĕр Пархвенчă, питна çавăнта лаххан çинче çу. Кÿр, шывне хамах ярса парам.

Купис. Пырать (питне çăвать).

Татьян. Акă алшăли.

Купис. Алшăли хамăн та пор… (хăйĕнпе шăлать).

Ваçĕли. Лар-ха, Хветĕр Пархвенчă, чей ĕçме.

Купис. Ай, инке, самовар та лартнă. Молодчина.

Татьян. Лартрăм-ха. (Купис хăйĕн çимĕçĕсене, канхвитсене кăларать). Сахăр та лартрăм, пыл та тупрăм, хăвăнне ма кăларан тата эсĕ?

Купис. Ман кучченеçе çисе пăхăр (ларать сĕтел хушшине, чей ĕçеççĕ). Эсир сирĕн хĕр пур терĕр. Эпĕ курмарăм-çке.

Ваçĕли. Пур, пур, Евкен ятлă.

Татьян. Кĕтÿ яма карĕ та-ха, час килеймерĕ-ха… Ав, асăннă çĕртех килет. (Купис чÿрече витĕр пăхать. Евкен пÿрте кĕрет, Куписе курсан, вăтаннă пек пулать. Купис Евкене шăтарас пек пăхать). Пĕрер чашкă чей ĕçетĕн-и, Евкен?

Евкен. Çук, анне ĕçес килмест.

Купис. Килсем-и йăмăкăм, манран ан хăра. (Ваçĕлие). Санăн хĕр пит хитре.

Ваçĕли. Темле пек ĕнтĕ сана…

Купис. Лайăх, çырла пек… Кил-ха, йăмăк.

Татьян. Итле тата, кил кунта. (Евкен, вăтанса, пырать).

Купис (Евкене). Кучченеçе çисе пăх (пĕр ывăç канхвит парать). Тыт.

Евкен. Ма чăрманан.

Купис. Э! Канхвит мĕн вăл. (Тăрать те васкаса чăланне каять, унтан ылтăн алă сули илсе тухать). Акă сана, Евкен, халалласа паратăп.

Евкен. Çук, çук, кирлĕ мар, илместĕп.

Купис. Эсĕ мăн кăмăллă хир. Ма илместĕн? Сана юратса паратăп вĕт. Манăн кама парас? Арăм çук манăн…

Татьян. Ыра çын ырă сунса парать сана. Ил тата, ан кÿрентер.

Ваçĕли. Хветĕр Пархвенчă сана кăмăлшăн парать. Пĕлетĕн-и-ха Хветĕр Пархвенча: Шупашкарта вĕсем пек тĕреклĕ хуçа çук вĕт! (Евкен ним тăваймасть. Купис суллине Евкен аллине тăхăнтарать).

Купис. Э! Манăн Чулхулара та икĕ макаçăн пур. Манăн прикащăксем те çĕр çын таран. Çĕр-вăрман манăн пайтах.

Татьян. Евкен, пăрува укăлчаналла яран пулĕ, хĕрĕм…

Евкен. Юрĕ, анне (тухса каять).

Купис. Çуртсем те манăн селĕм, пĕлетĕр пулĕ. (Бутылка çут эрех, бутылка коньяк тата тепĕр тĕслĕ эрех йăтса тухса сетĕл çине лартать).

Ваçĕли. Э, Хветăр Пархвенчă, ма чăрманан? Çуттине тупаттăмăр. Атя-ха тула тухар. Пахчаналла кайса уçăлса çÿрер.

Купис. Атя, атя (тухса каяççĕ).

4-мĕш картинĕ.

Ваçĕли пÿртĕнчех. Ваçĕлипе Купис сетĕл хушшинче лараççĕ. Сĕтел çывăхĕнче Петрушка Иванĕ. Сĕтел çинче хăпарту, чăкăт, чăмпа сăра, сăра куркисем, купис эрехĕ кĕленчисем лараççĕ. Татьян тĕпелте, тамăка таврашĕнче хыпаланса çÿрет.

Петюк арăмĕ кĕрет.

Петюк арăмĕ. Ман килес. Вăй патăр.

Ваçĕли. Килях, кин, тĕпелех ирт.

Татьян. Ирт-ха, кин, ирт…

Петюк арăмĕ (Татьяна). Каччи çав пулать-и вара? Татьян. Çавă, çавă.

Петюк арăмĕ. Хăй вырăс-ши, чăваш-ши ку?

Татьян. Чăвашах, чăвашах. Шупашкар хуçи мар-и… Пархань хуçи ывăлĕ…

Петюк арăмĕ. Пархан таврашĕ тесен, кирек кам та пĕлет ĕнтĕ…

Ваçĕли. Урăх никама та кĕтмелли те çук пуле ĕнтĕ.

Татьян. Килте çук вĕт, суха патне кайса пĕтнĕ. Хăйматлăх аттесем патне ятăм та, вĕсем те килте пулмарĕç… Пурис пăяхамсем те килте çук.

Петрушка Иванĕ. Халăхĕ ĕçре мар-и. Халĕ никам та килте пулас çук çав.

Ваçĕли. Тăвансем, ял-йышсем, кĕтмен-тăман çĕртен турă Хветĕр Пархвенча пирĕн киле çавăрса килчĕ… Вăл пирĕн Евкене килĕштернĕ. Турă çырни хăех килет, теççĕ. Çалла пулчĕ-ха пирĕн. Эпир Хветĕр Пархвенчпа сăмах татрăмăр ĕнтĕ. Алă çапнă. Турра пуççапасси анчах юлчĕ… Евкен таçта çÿрет тата?

Татьян. Вăл халех килет (тухса каять).

Петрушка Иванĕ. Ват аслашшĕн йĕркинчен тухмăпăр ĕнтĕ. Çынна турриех мăшăрлă пулма хушнă та…

Купис. Эп хам та чăвашранах пулнă вĕт… Эпĕ чăваша тиркеместĕп. Килĕшет – илетĕп. А мĕн, укçа ман çитмест-и-мĕн?

Петрушка Иванĕ. Пĕлетпĕр, пĕлетĕр. Сире пĕлмесен, кама пĕлмелле. Ара, сирĕн укçине те, таварне те шутласа кăларма çук ĕнтĕ…

Купис. Çапах кирек мĕн пулсан та, арçынна хĕрарăм кирех çав.

Петрушка Иванĕ. Çапла, çапла.

Купис. Ман хĕр таçта тарса çÿрет-ха тата…

Ваçĕли. Килĕ-ха… (Татьянпа Евкен кĕреççĕ). Ав, çитрĕç те.

Купис. Акă Евкен те килчĕ. Пирĕн апла нумаях ларас…

Ваçĕли. Ĕнтĕ ĕçĕ пулса та тăрать…

Купис. (Евкен патне пырса). Ну, Евкен, эпĕ сана юратрăм. Сана хампах илсе каятăл. Аçу-аннÿпала сăмах тăтрăмăр… Пăртак тăрсан, кайăпăр… Мĕн илмеллине ил. А мĕн илмелле питех… Манăн çук-и-мĕн? Тем те туса парăп эп сана… (Евкен йĕрет). Мĕн мăкран тата… Эпĕ кашкăр мар. Манран мĕн хăрамалли пур… Хуçа арăмĕ пулан…

Татьян. Хĕрачан макăрмасăрах пулмасть ĕнтĕ.

1902

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.