Тупмалли
Малтанхи картинĕ. | 2-мĕш картинĕ | 3-мĕш картинĕ. | 4-мĕш картинĕ.
Пулсаччĕç савăнăçлă кунсем
Авлану
Ĕçĕ чăваш ялĕнче пулса иртет, юлашки Çĕпĕрте пулать.
Пьесăри çынсем:
- Антун – 60 çулхи çын.
- Натюк – Антун арăмĕ, 55 çулхи карчăк.
- Павăл – вĕсен ывăлĕ, 20 çулта.
- Ваçĕли – 45 çулхи чăваш.
- Татьян – унăн арăмĕ, 42 çулта.
- Евкен – вĕсен хĕрĕ, 20 çулта.
- Купис (хуçа) – 40 çулта.
- Петрушка Иванĕ – Ваçĕлин кÿрши, 40 çулта.
Староста, ял çынĕсем, уретник, ăрестансем.
Малтанхи картинĕ.
Антун пÿртĕнче. Антун, Натюк, унтан Павăл. Антун сак çинче ларать, Натюк каçхи апат хатĕрлет.