Митта Ваçлейĕ: Кĕреке Юрри


Кĕреке Юрри

Ик куç тулли колхозăн кĕреки,
Кĕреке те тулли чысăмăр.
Тытăр, тытăр савăнăç курки!
Савăнар, хастарлă йышăмăр.

Кам колхозăн ятне çĕклекен?—
Пирĕнпе кар тăрса ĕçлекен.
Тытăр, тытăр пыллă куркăра,
Шăрантарăр савнă юррăра!

«Хура вăрман урлă эп çул хыврăм:
Самар сарă шывне курасшăн.
Ялйышпа килĕшсе колхоз пултăм:
Ĕмĕрлĕхе ырлăх курасшăн.

Сăрт хĕррипе тилĕ юртать-çке,
Куракансем калĕç ух! тесе.
Ытла шăлтăр-малтăр пулас мар,
Ватă çынсем калĕç шух тесе.

И пахчи те пахчи шур купăста,
Çулçине татмасăр пуç пулмасть.
Эсĕрех те ватă, эпир — çамрăк,
Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть.

Ыр ут юртать, юртать, пуçне ухать:
Инçе çулне çывăх тăвасшăн.
Колхозпала колхоз ăмăртать:
Ялан малтан мала каясшăн.

Вырăсла та хапха ай хăмисем —
Пурте ватă хырăн ай вăррисем.
Пирĕн колхоз ĕçки ай çикисем —
Пурте ватă хуртăн ай пылĕсем.

Улатăртан илтĕм ула ĕне
Нумай та çумарăм — çу турăм.
Ялйышпа пĕр пулса, пурнăç туса —
Нумай та иртмерĕ — ыр куртăм.

Кĕмĕл çĕррĕн ахах куç пулсан —
Пулсан пулĕ Хусан лавккинче.
Ай-хай, пĕр колхозсем — тăвансем,
Сирĕн пек илемлĕ чĕлхелли
Пулсан пулĕ хура чĕкеçре…»

Нихăçан ан чактăр пирĕн перекет,
Çуллен-çул хăпартăр аслă чысăмăр.
Ĕрехмет, колхозăм, пысăк ĕрехмет!
Мухтав, мухтав сана, хастарлă йышăмăр!

1933

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.