Псаломсем


Тупмалли

Псаломсем. | 1. | 2. | 3. | 4. | 5. | 6. | 7. | 8. | 9. | 10. | 11. | 12. | 13. | 14. | 15. | 16. | 17. | 18. | 19. | 20. | 21. | 22. | 23. | 24. | 25. | 26. | 27. | 28. | 29. | 30. | 31. | 32. | 33. | 34. | 35. | 36. | 37. | 38. | 39. | 40. | 41. | 42. | 43. | 44. | 45. | 46. | 47. | 48. | 49. | 50. | 51. | 52. | 53. | 54. | 55. | 56. | 57. | 58. | 59. | 60. | 61. | 62. | 63. | 64. | 65. | 66. | 67. | 68. | 69. | 70. | 71. | 72. | 73. | 74. | 75. | 76. | 77. | 78. | 79. | 80. | 81. | 82. | 83. | 84. | 85. | 86. | 87. | 88. | 89. | 90. | 91. | 92. | 93. | 94. | 95. | 96. | 97. | 98. | 99. | 100. | 101. | 102. | 103. | 104. | 105. | 106. | 107. | 108. | 109. | 110. | 111. | 112. | 113. | 114. | 115. | 116. | 117. | 118. | 119. | 120. | 121. | 122. | 123. | 124. | 125. | 126. | 127. | 128. | 129. | 130. | 131. | 132. | 133. | 134. | 135. | 136. | 137. | 138. | 139. | 140. | 141. | 142. | 143. | 144. | 145. | 146. | 147. | 148. | 149. | 150. | 151.

Псаломсем.

(Мухтав Йуррисем).

1.

Давид псаломĕ. Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

1) Усал çынсенĕн канашне çÿремен çын, çылăхлă çынсенĕн çулĕ çинђе тăман çын, астаракан çынсенĕн пухувĕнђе ларман çын телейлĕ.

2) Унăн кăмăлĕ Турă законĕ çинђе, вăл кунĕн-çĕрĕн Унăн законĕ çинђен шухăшлат̌.

3) Вăл шыв хĕррине лартнă йывăç пек пулĕ: ку хăй çимĕçне вăхăтра пултарат̌, унăн çулçи те шанмаст̌; вăл çыннăн мĕн ĕç туни пур те ăнса пырĕ.

4) Усал çынсем апла мар, апла мар вĕсем: вĕсем çĕр çинђен çил вĕçтерсе хăпартакан тусан пек.

5) Çавăнпа усал çынсем сутра ђăтаймĕç, çылăхлисем таса çынсен хушшинђе тăраймĕç.

6) Таса çынсенĕн çулне Турă пĕлсе тăрат̌, усал çынсенĕн çулĕ çухалĕ.

2.

Давид псаломĕ.

1) Мĕншĕн халăхсем пăтранаççĕ-ши, мĕншĕн етемсем пултарас çука тытăнђĕç-ши?

2) Çĕр çинђи патшасемпе княçсем пĕрле пухăнса Турра хирĕç, Унăн çу сĕрсе лартнă патшине хирĕç тăђĕç:

3) вĕсен çыххине татар, вĕсен çĕклемне хамăр çинђен пăрахар, теççĕ.

4) Çÿлте Пурăнаканшăн вĕсем кулăшла пулĕç, Турă вĕсене намăса хăварĕ.

5) Ун ђухне вĕсене çиллипе калĕ, хайарлăхĕпе вĕсене пăлхатĕ.

6) Мана Турă Хăйĕн таса тăвĕ Сіон патшине лартрĕ, епĕ Турă ирĕкне каласа пĕлтеретĕп;

7) Турă Мана каларĕ: Есĕ Манăн Ывăлăм, Епĕ Сана пайан çуратрăм;

8) ыйт Манран: халăхсене Санăн пайу тăвăн, тытса тăмашкăн çĕре вĕçĕ-хĕррипех Сана парăн.

9) Есĕ вĕсене тимĕр туйăпа пăхăнтарăн, вĕсене тăм савăт-сапа пек ватса тăкăн, терĕ.

10) Ей патшасем, тăнласа илĕр ĕнтĕ; ей çĕр çинђи тÿресем, пурсăр та вĕренĕр.

11) Турра хăраса ĕçлĕр; Ун умĕнђе савăнса ђĕтресе тăрăр.

Ăнланăр, Турра ан çилентерĕр; Унăн çилли ђас пуçланса, пыракан çулăр çинђех пĕтмелле ан пулăр. Ун çине шанакансем пур те телейлĕ.

3.

Давид псаломĕ; хăй ывăлĕ Авессаломран тарнă ћухнехи.

1) Ей Турă, мĕншĕн мана хĕсĕрлекенсем нумайланђĕç-ши? Ман çийе нумайĕшĕ тăраççĕ,

2) нумайĕшĕ манăн ђунăма: унăн Турри ăна çăлас çук, теççĕ.

3) Ей Туррăм, ман хута кĕрекен, мана мухтава кăларакан, пуçăма çĕклеттерекен Есĕ.

4) Епĕ сассăмпа Турра тархасларăм та, Вăл мана Хăйĕн таса тăвĕ çинђен илтрĕ.

5) Епĕ ыйха кайса çывăратăп, каллах вăранса тăратăп: мана Турă сыхлат̌.

6) Мана йĕритавра тапăнакан темиçе вунă-пин çынран та епĕ хăрамăп.

7) Ей Турă, тăр, ей Турăçăм, çăл мана: Есĕ мана вырăнсăр кураймансене пурне те çапса пăрахăттăн, çылăхлă çынсенĕн шăлĕсене çĕмĕретĕн.

8) Çăлăнăç Турăра, Санăн пиллĕхÿ Хăвăн етеммÿсем çинђе.

4.

Ĕмĕр вĕçĕ; йурăсенће. Давид псаломĕ.

1) Манăн тĕрĕслĕхĕмĕн Турри епĕ йăлăнса кĕлтунă ђух мана илтрĕ. Есĕ мана хуйхăмра çăмăллăх патăн: ырăлăхна кăтартсам мана, ман кĕллĕме илтсем.

2) Ей етем ывăлĕсем! хăçанђђен хытă ђĕрелĕ пулăр-ши? мĕншĕн кирлĕ мара йурататăр, ултава шыратăр?

3) Пĕлĕр: Турă Хăйĕн таса çыннине йепле тĕлĕнмелле мухтава кăларђĕ; епĕ Турра йăлăнсан, Вăл мана илтет.

4) Çиленсен те, çылăха ан кĕрĕр: вырăнăр çине çывăрма выртсан, ăшăрта шухăшласа илсе çемçелĕр.

5) Тĕрĕслĕх парни кÿрĕр, Турă çине шанăр.

6) Нумайĕшĕ: кам пире ырăлăх кăтартĕ? теççĕ. Ей Турă, Санăн сăну çутти пирĕн çийе ÿкрĕ.

7) Ман ђĕрене Есĕ савăнтартăн: вĕсен тулли те, ерехĕ те, çăвĕ те нумайланђĕ.

8) Лăппăнах выртса, çывăрса канатăп: ей Турă, епĕ ĕмĕт çине шанса пурăнмашкăн, Есĕ мана уйăрăм вырăнаçтартăн.

5.

Сыпăкран сыпăка пыраканни çинђен. Давид псаламĕ.

1) Ей Турă, ман сăмахăмсене илт, епĕ тархасланине тăнла.

2) Ей Турăçăм, Сана кĕл-тăвăп: ей Патшам, ей Туррăм, йăлăннă сассăма хăлхуна ђиксем.

3) Ирех Сан умăнта тăрăп, Есĕ мана курăн, ирех ман сассăма илтсем.

4) Есĕ йĕркесĕр ĕçе йуратман Турă: усал тăвакан Сан патна вырăнаçаймĕ,

5) йĕркесĕр пурăнакансем Санăн куçу умĕнђе тăраймĕç: йĕркесĕр ĕç тăвакансене Есĕ пурне те кураймастăн.

6) Суйа калаçакансене пурне те пĕтеретĕн: йун ĕçекенрен, ђейе етемрен Турă йĕрĕнсе тăрат̌.

7) Епĕ Санăн нумай ырăлăхупа Сан çуртна кĕрĕп, Санăн таса çуртăнта Сана хăраса пуççапăп.

8) Ей Турă, Хăвăн ђăнлăхна вĕрент мана, тăшмансене кура манăн Ху патна пымалли çулăма тÿрлет.

9) Вĕсенĕн Çăварĕсенђе ђăнлăх çук, вĕсен ђĕрисем суйа, Карланкисем уçă тупăк, ђĕлхисемпе улталаса калаçаççĕ.

10) Ей Турă, вĕсене сут-ту, шухăшланă шухăшĕсене пăрахтар; çылăхĕсем нумайине кура вĕсене хăваласа йар: ей Турă, вĕсем Сана ытла кÿрентерђĕç.

11) Сан çине шанакансем пур те савăнђђăр, ĕмĕр хĕпĕртесе тăђђăр, Есĕ вĕсен хушшине вырăнаçăн: Санăн йатна йуратакансем Сан тăрăх мухтанĕç.

12) Ей Турă, тÿрĕ çынна Есĕ пиллетĕн, пире Хăвăн сыхлăхăнта ырăлăхупа витсе усратăн.

6.

Ĕмĕр вĕçĕ; йурăсенђе; саккăрмĕш (кун) çинђен. Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, хайарлăхупа айăпламăсăн-ђĕ мана, хĕн йарсан та, çиленсе йамăсăн-ђĕ.

2) Ей Турă, хĕрхен мана: епĕ халсăр çын; ей Турă, сыват мана: пĕтĕм шăммăм-шаккăм хускалђĕ.

3) Ђунăм пит тăвăрланса çитрĕ: ей Турă, хăçанђђен çиленсе тăрăн-ши Есĕ?

4) Ей Турă, çавăрăнсам, ђунăма хăтар, Хăвăн ырă кăмăлна кура çăл мана.

5) Вилсен Сана асăнакан çук, тамăкра Сана мухтакан кам пулĕ?

6) Хуйхăмпа халран кайрăм, çывăракан вырăнăма каçсерен çунă пек тăватăп, выртакан вырăнăма куççулĕпе йĕпететĕп.

7) Хуйхăрса куçăм та тĕттĕмленђĕ, тăшмансен хушшинђех ватăлса кайрăм.

8) Ей йĕркесĕр ĕç тăвакансем, сирĕлĕр пурсăр та ман патăмран: епĕ йĕнĕ сасса Турă илтрĕ.

9) Епĕ йăлăннине Турă илтрĕ, ман кĕллĕме Турă хапăл турĕ.

10) Ман тăшмансем намăсланђђăр, пур те саланса пĕтђĕр, кайалла тарђђăр, сасартăк намăсланђђăр.

7.

1) Давидăн Іеменій ывăлĕ Хусій сăмахĕ тĕлĕшĕпе Турра йурланă псаломĕ.

2) Ей Туррăм, Туррăм, Сан çине шанатăп, мана хĕсĕрлекенсенчен пуринђен те çăл мана, хăтар мана.

3) Хăтаракан, йе çăлакан çук пулса, ман ђунăма тăшман арăслан пек туртса илсе ан кайтăр-ђĕ.

4) Ей Туррăм, Туррăм, епĕ усал тунă пулсан, аллăм ĕçĕ тĕрĕс мар пулсан,

5) усала хирĕç усалпа тавăрнă пулсан, хам та вăйран кайса тăшмансенђен çука йулам;

6) тăшман ђунăма хăваласа çÿретĕр; çитсе, мана ђĕрĕлĕх çĕре таптаса пытартăр, ђаплăлăхăма çĕрпе вартăр.

7) Ей Турă, çиллÿпе пикен, тăшманусем пурăнакан çĕрсенђе аслăлăхна кăтарт; ей Туррăм, Туррăм, Ху панă йĕркешĕн тăр.

8) Етемсем ушкăнĕпе Сан тавра пухăнĕç, вĕсен тĕлĕнђе çÿле çĕклен.

9) Халăхсене Турă сут-тăват̌: ей Турă, тÿрĕлĕхĕме кура, усаллăхăм çуккине кура сут-ту мана.

10) Ей тĕрĕс Турă, Есĕ çын ђĕрине, çын ăшĕнђи шухăшсене витĕр пĕлсе тăратăн: çылăхлă çынсен усаллăхĕ ђарăнтăр-ђĕ, тÿрĕ çынна тĕреклĕлентерĕсĕн-ђĕ.

11) Мана ырă кăмăллă çынсене çăлакан Турă пулăшат̌.

12) Турă тĕрĕс сут-тăвакан Тÿре: Вăл хăватлă, вăрах тÿсĕмлĕ, хайарлăхне куллен кăтартмаст̌.

13) Кам тÿрленменнишĕн Турă Хăйĕн хĕçне çивĕђĕлетсе, уххине хытарса, ăна тĕллесе тăрат̌:

14) ун ăшне вĕлерекен йапаласем хатĕрлет, çĕмĕренĕсене çунтаракан тăват̌.

15) Акă усал çын тĕрĕс мар ĕçе тытăнђĕ, ăна ăшĕнђе тытса çÿрерĕ, вара çылăха кĕђĕ;

16) шăтăк алтса тăђĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăй кĕрсе ÿкрĕ.

17) Унăн усаллăхĕ хăй пуçĕ çине çавăрăнса килĕ, йĕркесĕр ĕçĕ пуçĕ тÿпи çине купаланĕ.

18) Турра тÿрĕлĕхне кура мухтатăп, çÿлти Туррăн йатне асăнса йурлатăп..

8.

Ĕмĕр вĕçĕ. Иçĕм çырли шывне кăлармалли вырăн çинђен. Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, пирĕн Туррăмăр, Санăн йату çĕр çинђе пур тĕлте те тĕлĕнтерет! Санăн аслăлăху пĕлĕтсенђен те иртсе кайнă.

2) Тăшмана, усалпа тавăракана ђĕнейми тумашкăн, Хăвăн тăшманусемшĕнех Есĕ çамрăк ађасемпе кăкăр ĕмекен ађасенĕн ђĕлхи-çăварĕсене Хăна мухтамалла тунă.

3) Есĕ хăватлă аллупа пултарнă пĕлĕтсем çине, тĕреклĕ вырăнаçтарнă уйăхпа çăлтăрсем çине пăхсассăн,

4) çын кам вара вăл,—Есĕ ăна асăнтан йамастăн? кам вара вăл етем ывăлĕ,—Есĕ ăна ырăлăхна кăтартса тăратăн?

5) Есĕ ăна ангелсенђен нумайах кĕçĕн туман: мухтав та, хисеп те парса пилленĕ ăна.

6) Есĕ ăна Хăвăн аллу пултарнă йапаласенĕн патши тунă; пурне те:

7) сурăхĕсене, мĕн пур вăкăрĕсене, хирте çÿрекен выљăх-ђĕрлĕхĕсене,

8) вĕçен кайăкĕсене, тинĕсре çÿрекен пур тĕрлĕ пулăсене те ăна пăхăнса тăмалла тунă.

Ей Турă, пирĕн Туррăмăр, Санăн йату çĕр çинђе пур тĕлте те тĕлĕнтерет!

9.

Ĕмĕр вĕçĕ. Ывăлийĕн пĕлме çук ĕçĕсем çинђен. Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, Сана пĕтĕм ђунтан-вартан мухтам, пур хăватусем çинђен те каласа пĕлтерем.

2) Саншăн савăнса хĕпĕртем; ей çÿлти Турă, Санăн йăтнă асăнса йурлам.

3) Манăн тăшмансем калла тавăрăннă ђух, Сан умăнта халран кайĕç, çухалĕç.

4) Есĕ тÿрĕ сут тăвакан Тÿре, Хăвăн аслă вырăну çине лартăн, мана сут-турăн, ман тава татрăн.

5) Есĕ суйа тĕнлĕ халăхсене ђартăн, усала пĕтертĕн, унăн йатне ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрлĕхе çухатрăн.

6) Тăшманăн хирĕç тăмалли тавăрашĕ йăлтах кĕскелђĕ, хулисене те Есĕ çĕмĕртĕн, унăн йађĕ тĕпĕ-йĕрĕпех пĕтрĕ.

7) Турă ĕмĕрех тăрат̌; Вăл сут-тума Хăй валли аслă вырăн хатĕрленĕ.

8) Вăл пĕтĕм тĕнђене тĕрĕс сут-тăвĕ, етемсене тÿрĕлĕхĕпе сут-тăвĕ.

9) Турă мĕскĕнсен хутне кĕрет, вĕсене хурлăх вăхăтĕнђе пулăшат̌.

10) Ей Турă, Санăн йăтнă пĕлекенсем Сан çине шанса тăђђăр: Есĕ Хăна шыракансене пăрахмастăн.

11) Сіонра пурăнакан Турра мухтаса йурлар, халăхсем хушшинђе Унăн ĕçĕсем çинђен пĕлтерĕр.

12) Вăл, кам йунне тăкнине Шыракан, вĕсене асне илђĕ, мĕскĕнсем йăлăннине манмарĕ.

13) Ей мана вилĕм хапхинђен кăларакан Турă, хĕрхен мана, епĕ хам тăшмансенђен асапланнине кур.

14) Санăн пур аслă ĕçÿсем çинђен те Сіон хĕрин хапхинђе каласа тăрам: Есĕ çăлнăшăн савăнар.

15) Халăхсем хăйсем алтнă шăтăках кĕрсе ÿкрĕç, хăйсем карса, витсе хунă танатисенех урисемпе çакланђĕç.

16) Турра тĕрĕс ĕçĕсенђен пĕлђĕç, çылăхлă çын хăй алли тунă ĕçĕсем тăрăх ленкрĕ.

17) Çылăхлă çынсем, Турра манса пурăнакансем пур те тамăка тавăрăнђђăр.

18) Мĕскĕнсем йăлтах манăçа йулмĕç, хурлăхлисем тÿсни ахалех çухалмĕ.

19) Ей Турă, тăр, етем ан мухтанайтăр, халăхсем сута Сан умна тăђђăр.

20) Ей Турă, халăхсен хушшине йĕрке кÿрекен ларт: вĕсем хăйсем етем иккенне туйђђăр.

21) Ей Турă, пирĕн хурлăх вăхăтĕнђе, мĕншĕн пиртен инçе тăрса пире курмастăн-ши?

22) Çылăхлă çын çĕкленсен мĕскĕн çын çунса тăрат̌: вĕсем хăйсем тăвакан ђейе канашĕсенђе тытăнђђăр.

23) Çылăхлă çын хăй кăмăлĕ аскăнлăхĕпе мухтанат̌, мула йуратакан хăйне ырра хурат̌.

24) Çылăхлă çын Турра çилентерет; вăл ытла мăнкăмăлланса кайса, Турра шырамаст̌: уншăн Турă çук.

25) Унăн çулĕсем пур вăхăтра та ирсĕр, Сан сутусем ăна курăнмаççĕ, хăйĕн тăшманĕсене вăл пурне те çĕнтерсе тăрат̌;

26) хăй ăшĕнђе калат̌: епĕ аптăрамăп, сыпăкран сыпăка та усал курмăп, тет.

27) Унăн çăварĕнђе ылханасси, Хурлантарасси, улталасси туллийех: асаплантарассипе суран кăтартасси унăн ђĕлхи айĕнђех.

28) Вăл айăпсăр çыннах пĕтерес тесе, пуйансемпе уллах çĕрте вăрттăн ларат̌, унăн куçĕ йурлă çын çине пăхсах тăрат̌.

29) Арăслан хăй шăтăкĕнђе ларнă пек, вăл уллах çĕрте пытанса ларат̌: пытанса ларса, ăна тытас тет; тытсан ăна хăйĕн танатине сĕтĕрсе кÿртет.

30) Парăнтарат̌ ăна: мĕскĕнсене пăхăнтарсан, вăл кукăрăлса та кĕрет, тăсăлса та выртат̌.

31) Хăй ăшĕнђе калат̌: Турă манђĕ, Вăл сăнне тÿртĕн тытрĕ, нихăçан та курмĕ ĕнтĕ, тет.

32) Ей Туррăм, Туррăм, тăр, аллу хăватне кăтарт, мĕскĕн çыннусене пĕтĕмпех ан ман.

33) Мĕншĕн усал çын Турра кÿрентерет-ши? вăл хăй ăшĕнђе калат̌: Турă шырамаст̌, тет.

34) Есĕ куратăн: Есĕ Хăвăн аллупа тавăрас тесе, асапне те, усал курнине те пăхса тăратăн: мĕскĕн Сан умăнта, тăлăха та Есех: пулăш.

35) Çылăхлă, усал çыннăн хăватне пĕтер: унăн çылăхне шырасан, вăл хăй те пулмĕ.

36) Турă ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех Патша; ей суйа тĕнлĕ халăхсем, есир Унăн çĕрĕ çинђен çухалăр.

37) Ей Турă, Есĕ мĕскĕнсем ĕмĕтленнине илтрĕн, вĕсем ђĕрисенђе хатĕрленине хăлхуна ђикрĕн.

38) Тăлăхпа йăваш хутне кĕр, малашне етем çĕр çинђе мăнкăмăлланса ан пурăнайтăр.

10.

Ĕмĕр вĕçĕ. Давид псаломĕ.

1) Епĕ Турă çине шанатăп, йепле мана: тусем çине кайса, кайăк пек пытанса пурăн, тетĕр?

2) Акă усал кăмăллă çынсем тÿрĕ шухăшлă çынсене тĕттĕм çĕрте персе вĕлерме уххисене хытарђĕç, çĕмĕренĕсене йĕннине хурса хатĕрлерĕç.

3) Вĕсем Есĕ тунă ĕçсене пăсаççĕ: тÿрĕ çын мĕн тунă-ши вара? Турă Хăйĕн таса çуртĕнђе.

4) Вăл Турă, Унăн аслă вырăнĕ пĕлĕт çинђе, Унăн куçĕ мĕскĕне курат̌, етем ывăлĕсене Вăл куçĕпе сăнаса тăрат̌.

5) Турă тÿррисене те, усал кăмăллисене те уйăрса тăрат̌: тĕрĕс мара йуратакан хăй ђунне хăй кураймаст̌.

6) Турă çылăхлă çынсем çине таната йарĕ, вут, çунакан кÿкĕрт çумăр пек çутарĕ, çил-тăвăл йарĕ: вĕсем курасси çавă пулĕ.

7) Турă тÿрĕ, Вăл тÿрре йуратат̌, Ун умĕнђе тÿрĕ ĕçсем.

11.

Ĕмĕр вĕçĕ; саккăрмĕш (кун) çинђен. Давид псаломĕ.

2) Ей Турă, çăл мана, тĕрĕс çын сахалланђĕ, етем ывăлĕсен хушшинђе ђăнлăх пĕтрĕ.

3) Пур те хăйĕн çывăх çыннипе суйеçтерсе калаçаççĕ: ђейе ђĕлхи-çăварĕсемпе йăпатса тăраççĕ, ăшĕсенђе усал тытаççĕ.

4) Улталакан çăварсене, мухтанакан ђĕлхесене Турă пурне те пĕтерĕ:

5) ђĕлхемĕрсене ирĕк парар, çăварăмăр хамăр çумра, пирĕншĕн кам аслă? тесе калакансене пĕтерĕ.

6) Турă калат̌: мĕскĕнсем асапланнине, йурлисем хуйхăрнине кура халех тăрам, çăлма тытăнам, ун çинђен тÿрех пĕлтерем, тет.

7) Турă сăмахĕсем таса, вĕсем çĕртен уйăрса, çиђĕ хут шăратса тасатнă кĕмĕл пек.

8) Ей Турă, Есĕ пире çак ăруран ĕмĕрех сыхласа усрăн.

9) Усал шухăшлă çынсем йĕри-тавра çÿреççĕ; Есĕ етем ывăлĕсене Ху мĕн ђухлĕ çÿлтине кура хăватлантартăн.

12.

Ĕмĕр вĕçĕ. Давид псаломĕ.

2) Ей Турă, хăçанђђен мана йăлтах манса тăрăн-ши? Хăçанђђен Хăвăн сăнна манран тÿртĕн тытăн-ши?

3) Хăçанђђен епĕ ђунăма пăшăрхантарса, ђĕрене кунĕн-çĕрĕн ыраттарса тăрăп-ши? хăçанђђен тăшман ман умра мухтанса тăмалла-ши?

4) Ей Туррăм, Туррăм, ман çийе хĕрхенсе пăхсам, мана илтсем, ман куçăма уç, çывăрнă çĕртех вилмелле ан пулам;

5) тăшманăм: çĕнтĕм ĕнтĕ кăна, тесе ан калатăр-ђĕ. Епĕ аптăрасан, мана хăвалакансем савăнĕç.

6) Епĕ Сан ырă кăмăлу çине шанатăп; Есĕ çăлсан, ман ђĕрем савăнĕ: хама ырăлăх тăвакан Турра мухтаса йурлăп, çÿлти Туррăн йатне асăнса йурлăп.

13.

Ĕмĕр вĕçĕ. Давид псаломĕ.

1) Ăссăр çын хăй ăшĕнђе: Турă çук, тенĕ. Вĕсем кăмăлĕсене астарнă, йĕркесĕр пурăнса ирсĕрленсе кайнă: ырă тăвас тийекен çук.

2) Турă етем ывăлĕсем çине: Турра пĕлекен, Турра шыракан пур-и, тесе çÿлтен пăхрĕ.

3) Пур те аташса кайнă, пĕтĕмпех йурăхсăра тухнă, ырă тăвас тийекен çук, пĕри те çук.

4) Йĕркесĕр пурăнакансем, Ман халăха çăкăр вырăнне çийекенсем йепле пĕри те ăнласа илеймĕç-ши? Турра ђĕнмерĕç.

5) Вĕсем хăрамалла мар çĕртех хăрĕç: Турă тÿрĕ çынсен хушшинђе.

6) Мĕскĕн çын хунă канашран есир култăр, анђах унăн шанђăкĕ Турă.

7) Сіон çинђен Израиле çăлăнăç кам парĕ? Турă Хăй халăхне тыткăнран тавăрсан, Іаков хĕпĕртĕ, Израил савăнĕ.

14.

Ĕмĕр вĕçĕ. Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, Санăн çуртăнта кам пурăнĕ? йе Санăн таса тăву çине кам вырăнаçĕ?

2) Кам пĕр айăпсăр çÿрет, ĕçе тĕрĕссипе тăват̌, пĕтĕм кăмăлĕнђен тĕрĕс калаçат̌,

3) кам хăй ђĕлхипе суйеçтерсе калаçмаст̌, çынна усал тумаст̌, çын çинђен елекленине йышăнмаст̌,

4) çавă вырăнаçĕ; вăл усал кăмăллă çынна вырăна хумаст̌, Турăран хăракансене хисеплет,

5) çынна пĕр каланă сăмахне улăштармаст̌,

6) хăй укçине усламла памаст̌, айăпсăр çынна айăпласшăн йапала илмест: çавсене туса пурăнакан çын ĕмĕрне аптăрамĕ.

15.

Давидăн йупа çине çырса çапнă манмалла мар çыру пеккийĕ.

1) Ей Турă, сыхла мана, епĕ Сан çине шанатăп.

2) Епĕ Турра каларăм: Есĕ манăн Туррăм, Есĕ манран ырăлăх-мĕн ыйтмастăн, терĕм.

3) Турă Хăйĕн çĕрĕ çинђи таса çынсем урлă Хăйĕн мĕн пур ирĕкне тĕлĕнмелле пĕлтернĕ.

4) Йут турăсем патне васкакансен хуйхисем нумайланнă: епĕ вĕсемпе пĕрле йун сирпĕтмен, вĕсен йађĕсене те çăварăмпа асăнмăп.

5) Манăн пурлăхăм, манăн ырăлăхăм Турă: манăн пурăнăçăм йĕркине Есĕ кÿретĕн.

6) Манăн шăпам ђи лайăх вырăнсене тухрĕ, манăн çĕрĕм пит кăмăллă.

7) Турра хама ăнлантарнăшăн тав-тăватăп; мана ăшăм-ђиккĕм каç пулиђђенех сиссе тăрат̌.

8) Епĕ Турра йаланах хам умра куратăп, Вăл манăн сылтăм йенђех, епĕ аптăрамăп.

9) Çавăнпа манăн ăшăм-ђиккĕм савăнат̌, ђĕлхем хĕпĕртесе калаçат̌, шанăçлă тăнипе ÿтĕм те канлĕхе кĕрĕ.

10) Есĕ манăн ђунăма тамăка хăвармăн, таса çыннуна çĕрсе кайма памăн.

11) Есĕ мана пурăнăç çулне кăтартрăн, пĕтĕмпех Хупа савăнса пурăнмалла тăвăн: ĕмĕрлĕх телей Санăн сылтăм аллунта.

16.

Давид кĕлли.

1) Ей Турă, ман тĕрĕслĕхĕме илтсем, епĕ йăлăннине тăнласам, суйасăр çăварăмпа тунă кĕллĕме ăнласам.

2) Мана Есĕ Ху сут-ту, манăн куçăмсем тĕрĕслĕхе курђђăр.

3) Ман ђĕрери шухăшсене Есĕ çĕрле килсе сăнарăн, Есĕ мана сăнарăн, манăн тĕрĕссĕрлĕх тупăнмарĕ.

4) Манăн ђĕлхе-çăварăм çын ĕçĕсем çинђен ан калаçтăр: Сан çăварăнтан тухнă сăмахсемшĕн епĕ хытă çулсемпе пытăм.

5) Манăн Урамсене Хăвăн çулусем çине тăрат, манăн урамсем ан тайкаланђђăр.

6) Ей Турă, Есĕ мана илтеттĕн, епĕ тархаслатăп: хăлхуна ман йенелле пĕшкĕртсем, манăн сăмахăмсене илтсем.

7) Ей Ху çине шанакансене Хăвăн хăватна хирĕç тăракансенђен Çăлакан, ырăлăхна кăтартса тĕлĕнтер.

8) Ей Турă, куç шăрçи пек сыхла мана; мана хурлăх кăтартакан усал çынсенђен çунатусен хÿттинђе хупăрласа тăр мана:

9) ман ђунăма тăшмансем çавăрса илђĕç.

10) Вĕсен ђĕрисем мăнтăрланнă, ђĕлхи-çăварĕсем мăнкăмăлланса калаçаççĕ.

11) Мана хăвалакансем йĕри-тавра çавăрса илђĕç мана, мана çĕре тĕртсе ÿкересшĕн куçĕсене ман çине тĕллерĕç.

12) Вĕсем тытма хатĕрленсе тăракан арăслан пек, пытанса тăнă çамрăк арăслан çури пек тапăнђĕç мана.

13) Ей Турă, тăр, вĕсем мана ÿкериђђен хăйсене такăнтар: ђунăма усал çын аллинђен, Хăвăн аллуна хирĕç тăракансенђен хĕçÿпе хăтар.

14) Ей Турă, вĕсене çак ĕмĕрĕсенђех çĕр çинђи суйласа илнĕ сахаллисенђен уйăр: вĕсен хырăмĕсем Сан ырăлăхупа тулнă; вĕсен ывăлĕсем тутă: хăйсенђен ытлашши йулнине ађисем валли хăварĕç.

15) Епĕ Сан умна тĕрĕслĕхĕмпе пырса тăрăп, Сан мухтавна курсан тăранăп.

17.

Ĕмĕр вĕçĕ. Турă ађи Давидăн Турă ăна пур тăшманĕсен аллинђен те, Саул аллинђен те хăтарнă кун Турра каласа йурланă сăмахĕсем.

2) Ей Туррăм, ей манăн тĕрекĕм, Сана йуратам.

3) Турă манăн шанђăкăм, манăн хÿтлĕхĕм, манăн хăтараканăм; манăн Туррăм—мана пулăшаканăм: епĕ Ун çине шанатăп: Вăл мана витсе тăракан, манăн çăлăнмалли мăйракам, манăн хута кĕрекенĕм.

4) Турра мухтаса йăлăнăп та, тăшмансенђен хăтăлăп.

5) Мана вилĕм ђирĕсем çыпçăннă-ђĕ, йĕркесĕр ĕçсем йухăм шыв пек килсе хăратнă-ђĕ мана;

6) мана тамăк ђирĕсем çавăрса илнĕ-ђĕ, вилĕм танатисем хам умрах-ђĕ.

7) Хуйхăрнă ђух Турра кĕл-турăм та, Туррăма тархасларăм та, Вăл ман сассăма Хăйĕн таса çуртĕнђен илтрĕ, епĕ Ун умĕнђе йăлăнни Унăн хăлхине кĕђĕ.

8) Турă вĕсем çине çиленђĕ те, пĕтĕм çĕр хускалса, ђĕтресе кайрĕ, тусен тĕпĕсем кисренсе хускалђĕç.

9) Ун çиллипе тĕтĕм мăкăрланса тухрĕ, Ун умĕнђе вут хыпрĕ, Унран вутлă кăвар йăлкăшса тăђĕ.

10) Вăл пĕлĕте тайăлтарса анђĕ; Унăн урисен айĕнђе сĕм-тĕттĕм.

11) Унтан херувимсем çине ларђĕ те, вĕçрĕ, çил çунађĕ çинђе вĕçсе кайрĕ.

12) Тĕттĕме Хăйĕн пĕркенђĕкĕ турĕ, Хăйĕн тавăрашĕнђи сывлăшра çумăрлă хура пĕлĕтсем Унăн вырăнĕ пулђĕç.

13) Вăл йăлтăртатса тăнипе Унăн умĕнђен пĕлĕтсем, пăр, вутлă кăвар иртрĕç.

14) Турă пĕлĕт çинђе кĕмсĕртеттерђĕ, çÿлти Турă Хăй сассине пађĕ.

15) Çĕмĕренĕсене йађĕ те, тăшманĕсене тартрĕ; çиçĕмне хăватлăрах çиçтерђĕ те, вĕсене пăлхатса пĕтерђĕ.

16) Ей Турă, Санăн хăрушă сассупа, Есĕ çиленсе сывласа тăнипе çăл куçĕсем тухнă, тĕнђенĕн тĕпĕ-йĕрĕ уçăлнă.

17) Çÿлтен пулăшу антарђĕ, мана йарса тытрĕ, мана аслă шывсенђен туртса кăларђĕ.

18) Вăйлă тăшмансенђен, мана кураймансенђен çăлĕ мана: вĕсем манран нумай тĕреклĕ.

19) Вĕсем епĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра килсе тапăнђĕç мана, манăн тĕрекĕм Турă пулђĕ.

20) Вăл мана ирĕке каларђĕ, хăтарђĕ мана: Вăл мана кăмăл курат̌.

21) Манăн тĕрĕслĕхĕме кура Турă мана тавăрса парĕ, аллăм ĕçĕсем тасине кура тавăрса парĕ мана.

22) Епĕ Турă çулĕсене тытрăм, хам Туррăмран писсе, йĕркесĕрленмерĕм.

23) Унăн пур тĕрĕслĕхĕ те ман умра: Унăн тĕрĕслĕх йĕркисене епĕ пăрахмарăм.

24) Епĕ Унпа таса пулăп, йĕркесĕрлĕхрен сыхланăп.

25) Вара тĕрĕслĕхĕме кура, аллăмсем Унăн куçĕ умĕнђе тасине кура Турă мана тавăрса парĕ.

26) Есĕ тÿрĕ çыншăн тÿрĕ пулатăн, айăпсăр çынна айăпламастăн;

27) таса çыншăн таса, усал çыншăн хайар Тÿре.

28) Есĕ йăваш çынсене çăлатăн, мăнкăмăллисенĕн куçĕсене айалалла пăхтаратăн.

29) Ей Турăçăм, Турăçăм, Есĕ манăн çуттăм вырăнне çутăлтарса йарăн, манăн тĕттĕмлĕхĕме çутăлтарăн.

30) Хама хĕсĕрленинђен Сан урлă хăтăлăп, Туррăм пулăшнипе хÿме урлă каçăп.

31) Вăл манăн Туррăм, Унăн çулĕ таса; Туррăн сăмахĕ вут пек: Вăл Хăй çине шанакансемшĕн пуриншĕн те хута кĕрекен.

32) Турăран пуçне тата кам Турă? йе пирĕн Турăран пуçне тата йепле Турă пур?

33) Турă манăн пилĕке хăватпа çыхат̌, мана таса çулпа çÿремелле тăват̌.

34) Ман урасене пăлан ури пек çăмăллантарат̌, мана çÿлĕ çĕре улăхтарса тăратат̌.

35) Ман аллăмсене çар ĕçне вĕрентет, хулăмсене пăхăр ухă пек тăват̌.

36) Есĕ мана çăлăнмалли сыхлăх патăн, Санăн сылтăм аллу тытса тăђĕ мана; Есĕ вĕрентни мана пĕтĕмпех тÿрлетĕ, Санăн сăмаху вĕрентсе çитерĕ мана.

37) Есĕ ман урасене ирĕккĕн уттартăн, ман ура тупанĕсем ывăнмарĕç.

38) Епĕ тăшмансене хыçалтан хăваласа пырăп, вĕсене çитĕп, вĕсем вилсе пĕтмесĕр кайалла тавăрăнмăп.

39) Вĕсене çĕнтерĕп, вĕсем тăраймĕç, ман ура айне ÿкĕç.

40) Есĕ мана вăрçа кайма пилĕкĕме хăватпа çыхрăн, мана хирĕç тăракансене пурне те ман ура айне турăн.

41) Есĕ ман тăшмансен çурăмĕсене ман йеннелле çавăртăн, мана кураймансене пĕтертĕн.

42) Вĕсем йăлăнђĕç те, çăлакан пулмарĕ: Турра тархасларĕç, Вăл вĕсене илтмерĕ.

43) Епĕ вĕсене, çил тусана шăлнă пек, шăлса тухăп, çул çинђи пылчăк пек, таптаса тикĕслĕп.

44) Есĕ мана халăх хирĕçсе калаçнинђен хăтартăн, мана йут халăхсен пуçлăхĕ турăн; хам пĕлмен халăхсем мана ĕçлесе тăраççĕ;

45) ман çинђен илтсенех мана пăхăнђĕç, йут халăхсен ађисем ман умра йăпăлтатса калаçрĕç.

46) Йут халăхсен ађисем нађарланђĕç, хăйсен çулĕсем пирки уксахла пуçларĕç.

47) Турă ђĕрĕ, Турă мухтавлă, мана çăлакан Турра аслăлађђăр.

48) Турă маншăн тăшмансене хирĕç тавăрат̌, Вăл халăхсене мана пăхăнтарђĕ.

49) Есĕ мана çилĕлĕ тăшмансенђен Хăтаракан, ман çине тăракансенђен асла кăлартăн мана, тĕрĕс мар çынтан хăтартăн мана.

50) Ей Турă, çавăнпа Сан çинђен йут халăхсен хушшинђе мухтаса калаçăп, Санăн йăтна асăнса йурлăп.

51) Есĕ патшана çăлса асла Кăларакан, Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давида, унăн йăхне те ĕмĕрлĕхе ырăлăх Тăвакан.

18.

Ĕмĕр вĕçĕ. Давид псаломĕ.

2) Турă аслине пĕлĕтсем пĕлтерсе тăраççĕ, Унăн алли пултарнă ĕçĕсене çÿлти тĕрек каласа тăрат̌.

3) Пĕр кун тепĕр куна каласа кăтартат̌, пĕр çĕр тепĕр çĕре вĕрентет.

4) Вĕсен сассине илтмен халăх та, ђĕлхе те çук.

5) Вĕсем пĕлтерни пĕтĕм тĕнђене, вĕсен сăмахĕ тĕнђе вĕçĕ-хĕрринех сарăлнă; вĕсен хушшине хĕвеле вырăнаçтарнă;

6) ку кĕрÿ хăй çуртĕнђен тухнă пек тухат̌ те, паттăр çын савăнса пынă пек, хăй çулĕпеле пырат̌.

7) Унăн тухăçĕ пĕлĕтĕн пĕр хĕрринђе, анăçĕ тепĕр хĕрринђе; унăн ăшшинђен пытанса йулакан пĕри те çук.

8) Турă законĕ таса: вăл ђуна аванлантарат̌; Турă сăмахĕ тĕрĕс: вăл ађасене ăса кÿртет.

9) Туррăн тĕрĕслĕх йĕркийĕсем ђăн: вĕсем ђуна савăнтараççĕ; Турă заповѣдĕ çутă: вăл куçа уçат̌.

10) Турăран хăрани таса: вăл ĕмĕртен ĕмĕре пырат̌; Туррăн суђĕсем ђăн, вĕсем пĕтĕмпех тĕрĕс:

11) вĕсене ылттăнтан та, темĕн ђухлĕ хаклă ђулсенђен те мала ĕмĕтленмелле, вĕсем караслă пылтан та тутлă.

12) Вĕсене Санăн ђуру тытат̌: вĕсене тытнăшăн хирĕç тавăру пысăк тивет.

13) Хăйĕн çылăхĕсене кам сăнаса çитерĕ? пĕлмен çылăхăмсенђен тасатсам мана;

14) Хăвăн ђуруна пĕлсе тăвас çылăхсенђен те ђарса тăр: вĕсем кунтан пусмăрласа илмесессĕн, айăпланмăттăм, пысăк çылăхран хăтăлăттăм.

15) Ей мана пулăшакан, мана хăтаракан Турă, çаварăмри сăмахăмсем, ăшăмри шухăшăмсем йалан Санăн умăнта кăмăллă пулĕçин-ђĕ.

19.

Ĕмĕр вĕçĕ; Давид псаломĕ.

2) Йывăр кун килсен Турă сана илттĕр, Іаков Турри йађĕ сана сыхлатăр.

3) Хăйĕн таса çуртĕнчен сана пулăштăр, Сіон тăвĕ çинђен сан хутна кĕтĕр.

4) Санăн парнÿсене пурне те асне илтĕр, есĕ çунтарса панă парне Ăна кăмăллă пултăр.

5) Вăл санăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕр, мĕн пур канашна вырăнлă тутăр.

6) Есĕ çăлăннăшăн епир те савăнăпăр, Туррăмăр йађĕпе çĕкленĕпĕр: есĕ мĕн ыйтнине Турă пурне те патăр.

7) Халĕ пĕлтĕм епĕ: Турă Хăйĕн çу сĕрнĕ çыннине çăлса усрат̌, Турă ăна Хăйĕн таса пĕлĕђĕ çинђен илтсе тăрат̌: унăн çăлăнасси Туррăн сылтăм алли хăватĕнђе.

8) Вĕсем çар ураписем çинђе, вĕсем лашасем çинђе, епир Турă йатне анђах асăнса тăратпăр.

9) Вĕсем калла тарса ÿксе пĕтрĕç, епир сиксе тăрса каллах тÿрлентĕмĕр.

10) Ей Турă, патшамăра çăл, епир тархасланă кун илт пире.

20.

Давид псаломĕ.

Тупмалли

Псаломсем. | 1. | 2. | З. | 4. | 5. | 6. | 7. | 8. | 9. | 10. | 11. | 12. | 13. | 14. | 15. | 16. | 17. | 18. | 19. | 20. | 21. | 22. | 23. | 24. | 25. | 26. | 27. | 28. | 29. | 30. | 31. | 32. | 33. | 34. | 35. | 36. | 37. | 38. | 39. | 40. | 41. | 42. | 43. | 44. | 45. | 46. | 47. | 48. | 49. | 50. | 51. | 52. | 53. | 54. | 55. | 56. | 57. | 58. | 59. | 60. | 61. | 62. | 63. | 64. | 65. | 66. | 67. | 68. | 69. | 70. | 71. | 72. | 73. | 74. | 75. | 76. | 77. | 78. | 79. | 80. | 81. | 82. | 83. | 84. | 85. | 86. | 87. | 88. | 89. | 90. | 91. | 92. | 93. | 94. | 95. | 96. | 97. | 98. | 99. | 100. | 101. | 102. | 103. | 104. | 105. | 106. | 107. | 108. | 109. | 110. | 111. | 112. | 113. | 114. | 115. | 116. | 117. | 118. | 119. | 120. | 121. | 122. | 123. | 124. | 125. | 126. | 127. | 128. | 129. | 130. | 131. | 132. | 133. | 134. | 135. | 136. | 137. | 138. | 139. | 140. | 141. | 142. | 143. | 144. | 145. | 146. | 147. | 148. | 149. | 150. | 151.

2) Ей Турă, патшамăр Сан хăватупа савăнат̌, Есĕ çăлнăшăн вăл пит хĕпĕртесе тăрат̌.

3) Есĕ унăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕн, вăл йăлăнса ыйтнине ахаљ хăвармарăн.

4) Есĕ ăна хирĕç тухса илтĕн, ырă сунса пиллерĕн, ун çине хаклă ђулсенђен тунă пуç илемĕ тăхăнтартăн.

5) Пурăнма кун-çул ыйтрĕ те, Есĕ ăна ĕмĕр пĕтми пурăнăç патăн.

6) Есĕ çăлнипе вăл пит мухтавлă, Есĕ ăна мухтавлă та, ђаплă та турăн.

7) Есĕ ăна ĕмĕр-ĕмĕрлĕхе пиллĕх патăн, ăна Хăна кăтартса савăнтаратăн.

8) Патшамăр Турă çине шанат̌, çÿлти Турă ырăлăхĕпе вăл хускалмĕ.

9) Санăн аллу пур тăшманусем çине те çиттĕр, сылтăм аллу Хăна кураймансене пурне те туптăр.

10) Ху çиленнĕ вăхăтра Есĕ вĕсене кăмакари вут пек çунтарăн; Турă Хăй çиллине весене шăлса тухĕ, вĕсене вут пĕтерĕ.

11) Вĕсен ађи-пăђисене çĕр çинђен çухатăн, етем ывăлĕсем хушшине йăхне те хăвармăн.

12) Вĕсем Сана усал суннă-ђĕ, хăйсем пултарас çук канаша тытăннă-ђĕ.

13) Есĕ вĕсене çурăмĕсемпе çавăрса тăратăн, çĕмĕренÿсене вĕсем çине йарăн.

14) Ей Турă, хăватупа мухтава тух, Сан хăватусене мухтаса, аслăласа йурлар.

21.

Ĕмĕр вĕçĕ. Ирхи вăхăт хута кĕни çинђен. Давид псаломĕ.

2) Ей Туррăм, Туррăм, илтсем мана, мĕшĕн мана пăрахрăн-ши? Манăн йăлăннă сăмахăмсем епĕ çăлăнасран инçе.

3) Ей Туррăм, кăнтăрла та, çĕрле те тархаслатăп, Есĕ илтместĕн, епĕ лăпланаймастăп.

4) Ей Израил мухтавĕ, Есĕ таса вырăнта пурăнатăн.

5) Сан çине пирĕн аттемĕрсем шанса пурăннă; Сан çине шаннă та, Есĕ вĕсене хăтарнă.

6) Сана тархасланă та, çăлăнса пынă; Сан çине шанса пурăннă та, намăс курман.

7) Епĕ ĕнтĕ çĕрти хуртах, етем мар: çын мăшкăлĕ, халăх хурлăхĕ.

8) Куракансем пур те мана хурларĕç, пуçĕсене сулла сулла ђĕлхи-çăварĕсемпе каларĕç:

9) Турă çине шанат̌-ђĕ; вăл Ăна йурăхлă пулсан, анти хăтартăр, анти çăлтăр ăна, терĕç.

10) Мана аннем ăшĕнђен Есĕ çуратнă, аннем кăкăри умĕнђе ђухнереннех Есĕ манăн шанђăкăм.

11) Епĕ çуралнăранпах Сана иленнĕ, аннем ăшĕнђе ђухнереннех Есĕ манăн Туррăм.

12) Манран ан сивĕнсем: хуйхăм çывăхарђĕ, пулăшаканăм çук.

13) Мана темĕн ђухлĕ вăкăрсем пек сырса илђĕç, çамрăк мăнтăр вăкăрсем пек хупăрласа илђĕç мана.

14) Йарса илесшĕн кăшкăрса тăракан арăслан пек, çăварĕсене ман çине карса пăрахрĕç.

15) Епĕ шыв пек йухса тухрăм, шăммăм-шаккăм пĕтĕмпех саланса кайрĕ, ăшăмри ђĕрем шăранса тăракан ăвăс пек пулђĕ.

16) Вăйăм-тĕрекĕм тăм савăт пек типсе çитрĕ, ђĕлхем пыр тĕпне çыпçăнђĕ: мана Есĕ вилсе тăпра пулмаллах турăн.

17) Темĕн ђухлĕ йытăсем пек çавăрса илђĕç мана, усал çынсем ушкăнĕпе сырăнђĕç; аллăм-урамсене витĕрех шăтарчĕç.

18) Шăммăм-шаккăма суса тухмалла пек турĕç: хăйсем ман çине пăхса мăшкăласа тăђĕç.

19) Манăн тум тирĕмсене уйăрса хăйсене илђĕç, тумтирĕмшĕн шăпа сиктерђĕç.

20) Ей Турă, Есĕ мана пулăшма вăраха ан хăварсам, ман хута кĕме васкасам.

21) Ђунăма хĕçрен хăтар, пĕр пĕчченскере ăна йытăсенчен çăл.

22) Мана арăслан çăварĕнђен, мана, мĕскĕне, пĕр мăйракалă тискер кайăксен мăйракинчен çăлсам.

23) Санăн йатпа тăванăмсене пĕлтерĕп, ĕненекенсем хушшинђе Сана мухтаса йурлăп.

24) Ей Турăран хăракансем, Ăна мухтăр, ей Іаковăн мĕн-пур йăхĕ, Ăна аслăлăр, пĕтĕм Израил йăхĕ Унтан хăраса тăтăр:

25) Вăл мĕскĕн кĕллине хурламарĕ, ун çине çиленмерĕ, манран Хăй сăнне тÿртĕн тытмарĕ; епĕ Ăна тархасларăм та, Вăл мана илтрĕ.

26) Мана Есĕ мухтавлă турăн, ĕненекен пысăк халăх хушшинђе Сана тав-туса мухтăп, хам асăннине Турăран хăракансен умĕнђе парăп.

27) Мĕскĕнсем çисе тăранĕç, Турра шыракансем Ăна мухтĕç: вĕсен ђĕрисем ĕмĕр ĕмĕрех ђĕрĕ тăрĕç.

28) Çĕрĕн вĕçĕ-хĕрринђисем пур те асĕсене илĕç, вĕсем пур те Турă йеннелле çавăрăнĕç, суйа тĕнлĕ халăх йăхĕсем пур те Ун умне пырса ÿксе пуççапĕç;

29) мĕншĕн тесен патшалăх Туррăн, халăхсене Вăл тытса тăрат̌.

30) Çĕр çинђи мăнтăрсем пур те çийĕç, унтан Ăна ÿксе пуççапĕç; çĕре кĕрекенсем пур те Ун умне пырса пуççапĕç; ман ђунăм та Уншăн пурăнат̌.

31) Ман йăхăм Ăна ĕçлесе пурăнĕ, килес ăру Турă çинђен пĕлĕ.

32) Çапла малашне çуралас етемсене, Унăн тĕрĕс ĕçĕ çинђен ăна Турă пултарнă тесе пĕлтерсе пырĕç.

22.

 Давид псаломĕ.

1) Манăн кĕтÿçĕм Турă, Вăл мана нимĕнрен те хăвармĕ.

2) Ăçта çимĕç лайăх çĕре вырăнаçтарчĕ мана, лăпкă шыв хĕрринче пăхса ÿстерчĕ мана.

3) Ђунăма Хăй йенне çавăрчĕ, Хăй йађĕшĕн ђăнлăх çулĕ çине тăратрĕ мана.

4) Епĕ вилĕм тĕттĕмлĕхĕнче çÿресен те усалтан хăрамăп: Есĕ манпа пĕрле; мана Сан тумупа патакку канлĕхлĕ усраççĕ.

5) Есĕ ман валли мана хĕсĕрлекенсен умĕнђех апат хатĕрлерĕн, ман пуçăма çу сĕртĕн, Санăн мана ĕçтерекен ђашăку ђи лайăх савăт.

6) Сан ырăлăху мана Турă çуртне ĕмĕрлĕхе кÿртме ĕмĕрĕм иртиђђенех сыхласа çÿрĕ.

23.

Давид псаломĕ. Канлĕх кунĕсенђен пĕри.

1) Çĕр те, ăна тултарса тăраканнисем те, тĕнђе те, ун ăшĕнђе пурăнакансем те пур те Туррăн.

2) Çĕре Вăл тинĕссем çине вырăнаçтарнă, ăна йухăм шывсем çине туса хунă.

3) Турă тăвĕ çине кам улăхĕ? Унăн таса вырăнĕнђе кам тăма пултарĕ?

4) —Айăпсăр алăли, тăса ђĕрели, хăй ђунне çук йапала хыççăн йаманни, хăй тусне суйеçтерсе тупа-туманни.

5) Вăл Турăран пиллĕх илĕ, хăйне çăлакан Турăран ырăлăх тупĕ.

6) Турра шыракансенĕн, Іаков Туррине шыракансенĕн йăхĕ çавă.

7) Ей пуçлăхсем, илĕр Хапхăрсене! ей ĕмĕрхи хапхасем, çĕкленĕр! мухтавлă Патша кĕрет.

8) —Кам Вăл мухтавлă Патша?—Тĕреклĕ, вăйлă Турă, вăрçăра хăватлă Турă.

9) —Ей пуçлăхсем, Хапхăрсене илĕр! ей ĕмĕрхи хапхасем, çĕкленĕр, мухтавлă Патша кĕрет.

10) —Кам Вăл мухтавлă Патша?—Çарăсенĕн Турри, çавă мухтавлă Патша.

24.

Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, чунăма Сан йенелле йаратăп,

2) Сан çине, Туррăм, шанатăп; ĕмĕрне те намăса йулмăпин-ђĕ, тăшмансем манран кулаймĕçин-ђĕ.

3) Сан çине шанакансем пĕри те намăс курмĕç. Кăлăхах йĕркесĕр ĕç тăвакансем намăса йулђђăр.

4) Ей Турă, Хăвăн çулусене кăтарт мана, Хăвăн тÿрĕ çулусене вĕрент мана.

5) Хăвăн чăнлăху çине тăрат мана, вĕрентсе çитер мана: Есĕ мана çăлакан Турă, кирек-хăçан та Сан çине шанатăп.

6) Ей Турă, Хăвăн ĕмĕр пуçланнăранпахи ырăлăхусене, Хăвăн хĕрхенсе тунă ĕçÿсене асна илсем.

7) Манăн çамрăк ђухнехи çылăха, пĕлмен пирки пулнă çылăха ан асăнсам: ей Турă, Хăвăн хĕрхенекен ырă кăмăлу тăрăх асна ил мана.

8) Турă ырă, Вăл тÿрĕ; çавăнпа çылăха кĕрекенсене Вăл Хăй çулне вĕрентĕ.

9) Йăвашсене тĕрĕслĕхе пĕлтерĕ, вĕсене Хăй çулĕсене вĕрентĕ.

10) Турă хунă сăмаха, Вăл пĕлтернĕ йĕркене шыракансемшĕн Турă çулĕсем пур те ырă, пур те ђăн.

11) Ей Турă, Хăвăн йатушăн манăн çылăхăма тасатсам: ытла нумай.

12) Кам Турăран хăракана Вăл йепле çул суйласа илмеллине кăтартĕ.

13) Унăн ђунĕ ырăлăхра пурăнĕ, унăн йăхне çĕр тивĕ.

14) Турă Хăйĕнђен хăракансенĕн тĕрекĕ, вĕсене Вăл Хăй хунă сăмахне пĕлтерĕ.

15) Ман куçăм йаланах Турă çинђе: Вăл ман Урамсене танатаран ĕçерĕ.

16) Ман çийе пăхсам, хĕрхенсем мана, епĕ пĕђђен, мĕскĕне йулнă.

17) Ăшăм-Чиккĕм хуйхи нумайланђĕ, асапăмсенчен хăтарсам мана.

18) Епĕ йăвашланнине, епĕ асапланнине курсам, манăн мĕн пур çылăхăмсене каçарсам.

19) Ман тăшмансем мĕн ђухлĕ нумайине, вĕсем мана кăлăхах курайманнине курсам.

20) Ђунăма сыхла, хăтар мана; Сан çине шанатăп, намăса йулмăпин-ђĕ.

21) Йăваш çынсем, тÿрĕ çынсем епĕ Сан çине шанса тăнине кура ман çумма çыпçăнђĕç.

22) Ей Турă, Израиле пур асапĕнђен те хăтар.

25.

Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, мана сут-ту, епĕ усал кăмăлпа çÿремерĕм: Турра шанса пурăннă çинђен епĕ аптăрамăп.

2) Ей Турă, сăна мана, пĕл мана, ăшăм-ђиккĕме, чĕреме шăратсах пăх.

3) Санăн ырăлăху ман куç умĕнђех, Санăн чăнлăхна тивĕçлĕ çÿреме тăрăшрăм.

4) Çынсенĕн усăсăр ушкăнне лармарăм, йĕркесĕр ĕç тăвакансемпе те пĕрле хутшăнмастăп.

5) Ђейе хапсăнакансен ушкăнне кураймарăм, çылăхлă çынсемпе те пĕрле лармастăп.

6) Ей Турă, хам айăпсăррине кăтартса аллăмсене çăвам та, Сана парне кÿрекен вырăн тавра çавăрăнам.

7) Сана мухтанă сассăма илтĕнтерем, Санăн хăватусене пурне те каласа пĕлтерем.

8) Ей Турă, Санăн çурту илемне, Санăн мухтавлă тăракан вырăнна пит йуратрăм.

9) Манăн ђунăма çылăхлă çынсемпех ан пĕтерсем, йун ĕçекен çынсемпех ĕмĕрĕме ан çухатсам: вĕсен аллинђе йĕркесĕр ĕç, вĕсен сылтăм алли илнипе тулнă.

10) Ей Турă, епĕ усал кăмăлпа çÿремерĕм: хăтарсам мана, хĕрхенсем мана.

11) Ман урам тĕрĕслĕх çине пусрĕ: ей Турă, ĕненекенсем хушшинђе Сана мухтăп.

26.

Давид псаломĕ. Патшана суйлиђђенхи.

1) Манăн çутăлтараканăм, манăн çăлаканăм Турă, епĕ камран хăрамалла? Манăн пурăнăçа Турă сыхлат̌, епĕ камран хăраса ÿкмелле?

2) Мана усал сунакансем, мана хурлакансем, ман тăшманăмсем, ÿтĕме çисе йарас тесе, ман патма çывăхарнă ђух хăйсемех халран кайса ÿксе пĕтрĕç.

3) Мана çар килсе тапăнсан та, манăн ђĕрем хăрамĕ; мана хирĕç вăрçă хускалсан та, епĕ Турă çине шанатăп.

4) Епĕ Турăран пĕрне анђах ыйтатăп: манăн мĕн пурăнас ĕмĕрĕмре пур кун та Турă çуртĕнђе пурăнас-ђĕ, Турă илемĕ çине пăхса тăрас-ђĕ, Унăн таса ђиркÿне çÿрес-ђĕ, —Çавна анђах шыратăп.

5) Епĕ хурлăх курнă ђух Вăл мана кĕлĕ ђатăрĕнђе витсе тăђĕ, Хăй çуртĕнђи уллах çĕре кÿртсе пытарђĕ, мана ђул ту çине илсе улăхрĕ.

6) Халĕ те акă манăн пуçăма тăшмансен умĕнђе çÿле çĕклентерђĕ; епĕ кĕлĕ ђатăрĕнђе парне вырăнĕ тавра çавăрăнса, Туррăма мухтав парнипе савăнăç парни кÿрĕп, Турра мухтаса, кĕвĕ каласа йурлăп.

7) Ей Турă, йăлăннă сассăма илт, хĕрхен мана, илт мана.

8) Манăн кăмăлăм мана: Турра шырăп, терĕ; ей Турă, манăн куçăм Сана шырарĕ; ей Турă, Сана шырăп.

9) Сăнна манран тÿртĕн ан тытсам, Хăвăн ђурувăнтан çиленсе пăрахса ан кайсам: ей Çăлаканăм, ей Туррăм, ан пăрахсам мана, мана тĕртсе ан йарсам, пулăшаканăм пулсам.

10) Мана атте-аннем пăрахрĕ, анђах Турă йышĕнђĕ мана.

11) Ей Турă, мана Хăвăн йĕркÿне тыттар, тăшманăмсене кура ђăнлăху çулĕ çине тăрат мана.

12) Хĕсĕрлекенсенĕн аллине ан пар мана: курманнине куртăм тесе тăракан тĕрĕс мар çынсем ман çийе тăђĕç, анђах тĕрĕс мар йапала хăйне хăйех улталарĕ.

13) Епĕ ђĕрĕ етемсем пурăнакан çĕр çинђе Турă ырăлăхне курасса ĕненетĕп.

14) Турă çине шан, тĕреклĕ тăр, ђĕрÿне хăватлăлантар, Турă çине шан.

27.

Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, Сана йăлăнса тархаслатăп, ей Турăçăм, мана илтмесĕр ан хăварсам; мана нихăçан та илтмесĕр ан хăвар, тупăка кĕрекенсем пек ан пулам.

2) Ей Турă, епĕ Сана кĕл-тунă ђух, аллăмсене Санăн таса çурту йенелле тăсса тăнă тух, манăн тархасланă сассăма илтсем.

3) Çылăхлă çынсемпе пĕрле сĕтĕрсе ан кÿрт мана; çынпа тултан килĕштернĕ пек курăнса, ăшĕсенђе усал кăмăл тытса тĕрĕс мар тăвакансемпе пĕрле ан пĕтер мана.

4) Ей Турă, вĕсене ĕçĕсене кура, усал хăтланнине кура тавăр: алли ĕçĕсене кура тавăр вĕсене, хăйсене тивĕçлине кăтарт вĕсене.

5) Вĕсем Турă ĕçĕсене, Ун алли ĕçĕсене ăнласшăн пулмарĕç: Есĕ вĕсене пĕтерĕн, калла вара тăратмăн.

6) Турă мухтавлă, Вăл ман кĕллĕм сассине илтрĕ.

7) Турă манăн пулăшаканăм, Вăл мана сыхлаканăм, манăн кăмăлăм Ун çине шанђĕ, Вăл мана пулăшрĕ; манăн ÿтĕм те çамрăкланђĕ, Ăна мĕн пур кăмăлăмпа мухтам.

8) Турă Хăй халăхин тĕрекĕ, Хăй çу сĕрсе лартнă патшин хутне кĕрекенĕ.

9) Етеммÿсене, çăл, Хăвăн халăхна ырă курмалла ту, вĕсене сыхла, ĕмĕр мухтавлă усра.

28.

Давид псаломĕ. Кĕлĕ ђатăрне куçарни.

1) Ей Турă ывăлĕсем, Турра парне кÿрĕр, Турра такасем кÿрĕр: Турра мухтаса хисеплĕр.

2) Туррăн йатне аслăлăр, Турра Унăн таса картишĕнче пуççапăр.

3) Турă сасси шывсем çинђе: мухтавлă Турă сасси кĕмсĕртетрĕ, Турă пысăк шывсем çинђе.

4) Турă сасси хăватлă, Турă сасси пит ђаплă.

5) Турă сасси кедр йывăççисене ватат̌, Турă Ливан тăвĕ çинђи кедрсене ватат̌;

6) вĕсене Ливанри пăрăва вакланă пек çĕмĕрсе тăкат̌, Хăй савнă халăха пĕр мăйракалă çамрăк хир вăкăрĕ пек тăват̌.

7) Турă сасси вут çулăмне ђарат̌.

8) Турă сасси пушă хире чĕтретет, Турă Каддіа пушă хирне те чĕтретет.

9) Турă сасси пăлансене çăмăллăх парат̌, вăрмансене çаратат̌: Унăн çуртĕнђе кирек кам та Ун мухтавĕ çинђен калаçат̌.

10) Турă шыв тулнă çĕре те çынсене вырăнаçтарат̌, Турă ĕмĕр Патшара ларат̌.

11) Турă Хăй етеммисене хăват парĕ, Турă Хăй халăхне канăçлă пурăнма пиллĕ.

29.

Сасăпа хурламалли псалом. Давид кил-çуртне çĕнетни.

1) Ей Турă, Сана аслăлатăп, Есĕ мана çĕклерĕн, тăшманăмсене ман çинђен савăнмалла тумарăн.

2) Ей Турăçăм, Турăçăм, Сана йăлăнса тархасларăм та, Есĕ мана сыватрăн.

3) Ей Турă, Есĕ ман ђунăма тамăкран кăлартăн, мана тамăка кĕрекенсенчен çăлтăн.

4) Ей Туррăн таса çыннисем, Ăна мухтаса йурлăр.

5) Унăн тасалăхне асăнса Ăна тав-тăвăр.

6) Вăл çиллипе хĕн парат̌, кăмăлĕпе ђĕрĕ усрат̌: каçхине йĕртет, ирхинех савăнтарат̌.

7) Епĕ телейлĕ пурăннă ђух: хам ĕмĕрĕмре аптăрамăп, тенĕ-ђĕ.

8) Ей Турă, Есĕ Хăвăн ирĕкÿпе манăн кăмăлăма хăват-лантартăн, анђах сăнна манран тÿртĕн тытрăн та, ĕнĕ аптăрарăм.

9) Ей Турă, Сана йăлăнам, Хам Туррăма кĕл-тăва».

10) Епĕ вилсе çĕре кĕрсен, манăн йунăм тăкăннинђен мĕн усă пулĕ? тăпра Сана йепле мухтĕ, йе Санăн ђăнлăху çинђен йепле калаçса пĕлтерĕ?

11) Турă илтрĕ, хĕрхенђĕ мана: Турă манăн пулăшаканăм пулђĕ.

12) Есĕ епĕ йĕнине савăнăçпа улăштартăн, манăн хуйхă тумтирне ђĕрсе пăрахрăн, мана савăнăç тумтирĕ тăхăнтартăп.

13) Ђунăм Сана мухтаса йурлатăр, ан ђарăнтăр: ей Турăçăм, Турăçăм, ĕмĕр Сана мухтаса пурăнам.

30.

Ĕмĕр вĕçĕ. Давид псаломĕ. Аптăранă вăхăтри.

Тупмалли

Псаломсем. | 1. | 2. | З. | 4. | 5. | 6. | 7. | 8. | 9. | 10. | 11. | 12. | 13. | 14. | 15. | 16. | 17. | 18. | 19. | 20. | 21. | 22. | 23. | 24. | 25. | 26. | 27. | 28. | 29. | 30. | 31. | 32. | 33. | 34. | 35. | 36. | 37. | 38. | 39. | 40. | 41. | 42. | 43. | 44. | 45. | 46. | 47. | 48. | 49. | 50. | 51. | 52. | 53. | 54. | 55. | 56. | 57. | 58. | 59. | 60. | 61. | 62. | 63. | 64. | 65. | 66. | 67. | 68. | 69. | 70. | 71. | 72. | 73. | 74. | 75. | 76. | 77. | 78. | 79. | 80. | 81. | 82. | 83. | 84. | 85. | 86. | 87. | 88. | 89. | 90. | 91. | 92. | 93. | 94. | 95. | 96. | 97. | 98. | 99. | 100. | 101. | 102. | 103. | 104. | 105. | 106. | 107. | 108. | 109. | 110. | 111. | 112. | 113. | 114. | 115. | 116. | 117. | 118. | 119. | 120. | 121. | 122. | 123. | 124. | 125. | 126. | 127. | 128. | 129. | 130. | 131. | 132. | 133. | 134. | 135. | 136. | 137. | 138. | 139. | 140. | 141. | 142. | 143. | 144. | 145. | 146. | 147. | 148. | 149. | 150. | 151.

2) Ей Турă, епĕ Сан çине шанса пурăнатăп, ĕмĕрне те намăс курмăпин-ђĕ: Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе хăтар мана, çăлса ил мана.

3) Хăлхуна ђиксе итле мана, ђасрах çăлса илсем мана: ман хута кĕрекен Туррăм пул, епĕ тарса кĕрсе çăлăнмалли çуртăм пул.

4) Манăн хăватăм, мăйăм хÿтлĕхĕм Есĕ; Хăвăн йатушăн вĕрентен мана, тутă усрăн мана

5) Çак вăрттăн карса хунă танатаран кăларăн мана: ей Турă, мана сыхлакан Есĕ.

6) Хам ђунăма Сан аллуна паратăп; ей Турă, ђăнлăх Турри, Есĕ мана хăтаратăн.

7) Кирлĕ мара кăлăхах тытакансене Есĕ кураймастăн: епĕ Турă çине шанатăп.

8) Есĕ ырăлăх тунăшăн савăнса хĕпĕртĕп: Есĕ ман мĕскĕнлĕхĕме куртăн, ђунăма хурлăхран çăлтăн;

9) мана тăшмансен аллине хăвармарăн, ÿрамсене ирĕк çĕре тăратрăн.

10) Ей Турă, хĕрхенсем мана, хуйхăратăп-ĕçке: Сан çиллÿпе куçăм хуралса кайрĕ, ђунăм та, ăшăм-ђиккĕм те хускалђĕ.

11) Ђир-ђĕрпе пурăнăçăм ђакрĕ, хуйхăпа кун-çулăм кĕскелђĕ, асаппа вăйăм пĕтрĕ, шăммăм-шаккăм хускалђĕ.

12) Пур тăшмансенĕн те мăшкăлĕ пултăм, пуринђен ытла кÿршĕсенĕн пултăм; пĕлĕшĕмсем манран хăракан пулђĕç, мана куракансем манран пăрахса тарђĕç.

13) Вилнĕ çынна маннă пек, мана асран çухатрĕç, çĕмрĕк савăт пек пултăм.

14) Таврара пурăнакансем нумайĕшĕ хама хурланине илтрĕм: вĕсем пĕрле пухăнса ман ђуна илме канаш тăват̌-ђĕç.

15) Ей Турă, епĕ Сан çине шанса каларăм: манăн Туррăм Есĕ, терĕм.

16) Манăн мĕн курасси Сан аллăнта: тăшмансен аллинђен, хăвалакансенђен хăтар мана.

17) Хăвăн ђуру çине çутă сăнупа пăх: Хăвăн хĕрхенекен кăмăлупа çăл мана.

18) Ей Турă, Сана тархасланă çĕртен намăс ан курам, усал çынсем намăсланђђăр, вĕсем тамăка анса кайђ-ђăр.

19) Таса çын çумне йĕркесĕр ĕç хушса, мăнкăмăлланса, хурласа калаçакан ултавçă çынсем ђĕлхесĕр пулђђăр.

20) Ей Турă, Санăн ырăлăху мĕн ђухлĕ нумай! Есĕ ăна Хăвăнтан хăракансем валли усратăн, ăна Есĕ Хуçине шанакансем валли етем ывăлĕсен умĕнђех хатĕрленĕ.

21) Вĕсене етем пăлхавĕнђен Хăвăн вăрттăнлăхăнта пытарса усратăн, вĕсене етем усал ђĕлхинђен Хăвăн сыхлăхăнта витсе тăратăн.

22) Турă мухтавлă, Вăл мана Хăйĕн тĕлĕнмелле ырăлăхне тĕреклĕ хулара кăтартрĕ.

23) Епĕ хам аптăранă вăхăтра каларăм: Есĕ мана Хăвăн куçу умĕнђен уйăрса йанă иккен, терĕм; çавăнпа Сана йăлăнтăм та, Есĕ манăн кĕллĕм сассине илтрĕн.

24) Ей Туррăн таса çыннисем, пурсăр та Ана йура-тăр, Турă тÿрре шырат̌, мăнкăмăллисене ытлашшипех тавăрат̌.

25) Ей Турă çине шанакансем, пурсăр та тĕреклĕ пулăр, ђĕрĕрсене хăватлăлантарăр.

31.

Давид псаломĕ, ăса кĕрсен.

1) Йĕркесĕр ĕçĕсене каçарнă çынсем, çылăхĕсене хуратнă çынсем телейлĕ.

2) Çылăхне Турă хисепе хуман çын, ђĕлхи-çăварĕпе улталаман çын телейлĕ.

3) Епĕ çылăхăмсене каламасăр пурăнтăм та, куллен ахлатса çÿренипе шăммăм-шаккăм тĕрекĕ пĕтрĕ;

4) кунĕн-çĕрĕн Санăн аллу мана пусса тăђĕ, ђунăма çылăх тăрăнса тăнипе асапланакан пултăм.

5) Йĕркесĕр ĕçĕме туйса илтĕм те, çылăхăма пытармарăм; епĕ каларăм: хамăн йĕркесĕр ĕçĕме Туррăма каласа кăтартам, терĕм; Есĕ вара манăн таса мар ђĕреме тасатрăн.

6) Çавăнпа ĕнтĕ кирек хăш таса çын та ырă вăхăтра Сана кĕл-тăвĕ; вара ун патне темĕн ђухлĕ сарăлнă шыв та çывăхараймĕ.

7) Хупласа илнĕ хурлăхра Есĕ ман хута кĕретĕн; ей Савăнăçăм, çавăрса илнисенђен хăтар мана.

8) „Сана ăса кÿртĕп, хăш çулпа пымаллине кăтартăп, куçăма йалан сан çинђе тытăп.

9) Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук; вĕсем сан патна пырасшăн пулмасан, есĕ вĕсене тилкепепе тытса, йĕвен тăхăнтарса çăварăхлатăн“.

10) Çылăхлă çыннăн хĕн курасси темĕн ђухлĕ: Турă çине шанакан ырăлăхра пурăнĕ.

11) Ей сăваплă çынсем, Турăшăн савăнса хĕпĕртĕр, ей таса ђĕрелисем, пур те хавасланăр.

32.

Давид псаломĕ. Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

1) Ей сăваплă çынсем, Турăшăн савăнăр, мухтама сăваплисене килĕшет.

2) Турра кĕсле каласа мухтăр, вунă хĕлĕхлĕ псалтирпе мухтаса йурлăр.

3) Ăна çĕнĕ йурăпа мухтаса йурлăр.

4) Ăна илемлĕ, хытă сасăпа йурлăр: Турă сăмахĕ тĕрĕс, Унăн пур ĕçне те ĕненмелле.

5) Турă ырăлăхпа тĕрĕслĕхе йуратат̌, Туррăн ырăлăхĕ çĕр туллийех.

6) Турă сăмахĕпе пĕлĕтсем пулса тăнă, Унăн çăварĕнђен тухакан Сывлăшпа çÿлти пĕтĕм вăй-хăватсем пулнă.

7) Тинĕсри шывсене сăран хутаçра тытнă пек тытат̌, тĕпĕ-йĕрĕ çук шывсене тарăн вырăнсене тултарнă.

8) Пĕтĕм çĕр Турăран хăратăр, çĕр çинђисем пур те Унтан ђĕтресе тăђђăр.

9) Вăл каланă та, пулнă; Вăл хушнă та, пулса тăнă.

10) Турă суйа тĕнлĕ халăхсенĕн канашне пăсат̌, халăхсен шухăшне пăрахтарат̌, княçсен канашне те пăрахтарат̌.

11) Туррăн канашĕ ĕмĕр тăрат̌, Унăн кăмăлĕнђи шухăш сыпăкран сыпăклăха.

12) Ђăн Турра ĕненекен халăх, Турă Хăй тытса тăма Хăй валли суйласа илнĕ çынсем телейлĕ.

13) Турă çÿлтен пăхса тăрат̌, етем ывăлĕсене пурне те курат̌.

14) Хăйĕн ĕмĕрхи вырăнĕнђен çĕр çинђе пурăнакансене пурне те сăнат̌.

15) Вăл етем ђĕрисене уйăрăм уйăрăм пултарнă, вĕсенĕн пур ĕçĕсене те витĕр пĕлет.

16) Патша та хăйĕн вăйĕ нумайипе çăлăнаймаст̌, пысăк çын та хăй пит тĕреклипе хăтăлаймаст̌.

17) Хăтăлма лаша та шанђăклă мар: вăл темĕн ђухлĕ вăйли те хăтараймаст̌.

18) Акă Туррăн куçĕ Унтан хăракансемпе Ун ырăлăхĕ çине шанакансем çинђе:

19) вĕсен ђунĕсене вилĕмрен хăтарас, выçлăхра вĕсене тăрантарса усрас тет Вăл.

20) Пирĕн ђунсем Турă çине шанаççĕ: Вăл пире пулăшакан, пирĕн хута кĕрекен.

21) Пирĕн ђĕремĕрсем Унпа савăнаççĕ, епир Унăн таса йађĕ çине шанатпăр.

22) Ей Турă, Сан çине шанса тăратпăр, ырăлăхна пирĕн çийе çитер.

33.

Давид псаломĕ. Ку Авимелех умĕнђе улăшăннă та, вăл ăна йарсан, ун патĕнђен кайнă ђухнехи.

2) Пур вăхăтра та Турра аслăлам, ђĕлхе-çăварăмпа йаланах Ăна мухтам.

3) Ман ђунăм Турăпа мухтăнĕ, йăваш кăмăллисем ăна илтсе хĕпĕртенђђĕр.

4) Манпа пĕрле Турра аслăлăр, пĕрле тăрса Унăн йатне мухтар.

5) Турра шырарăм та, Вăл мана илтрĕ, мана пур асапăмсенђен те хăтарђĕ.

6) Ун патне пырăр, çутăлăр: сирĕн питĕрсем намăс курмĕç.

7) Çак мĕскĕн тархасларĕ те, Турă ăна илтрĕ, мĕн пур асапĕнђен хăтарђĕ ăна.

8) Турă ангелĕ Турăран хăракансене йĕри-тавра сыхлĕ, вĕсене хăтарĕ.

9) Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр: Ун çине шанакан телейлĕ.

10) Ей Туррăн таса çыннисем, пурсăр та Турăран хăрăр: Унтан хăракансем катăк пулмаççĕ.

11) Пуйансем çука йулса выçăхĕç, Турра шыракансем пĕр ырăлăхран та йулмĕç.

12) Ей ађасем, килĕр, итлĕр мана, сире Турăран хăрама вĕрентем.

13) Кам пурăнас тет, кам ырă кун-çул курас тет?

14) Ђĕлхÿне усал сăмах калаçасран, çăварна ђейе сăмах кăларасран ђар.

15) Усал ĕçрен тар, ырă ĕç ту; канăçлăха шыра, ун хыçĕнђен çÿре.

16) Туррăн куçĕ тÿрĕ çынсем çинђе, Унăн хăлхи вĕсен кĕлли йенђе.

17) Усал тăвакансем çине Турă вĕсен йатне çĕр çинђен пĕтерме пăхса тăрат̌.

18) Тÿрĕ çынсем тархасланă та, Турă вĕсене илтнĕ, вĕсене пур асапĕсенђен те хăтарнă,

19) кĕнĕçлĕ ђĕрелĕ çынсене Турă çывăх тăрат̌, йăваш кăмăллисене çăлат̌.

20) Тÿрĕ çынсенĕн темĕн ђухлĕ хуйхă пулсан та, Турă вĕсене пуринђен те хăтарĕ:

21) вĕсен пур шăмми-шаккине те Турă сыхлат̌, вĕсенђен пĕри те аманмĕ.

22) Çылăхлă çыннăн вилĕмĕ хăрушă, сăваплă çынна кураймансем çылăхлă пулĕç.

23) Турă Хăйĕн ђурисенĕн ђунĕсене хăтарĕ, Ун çине шанакансем пĕри те çылăхлă пулмĕç.

34.

Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, мана хурлантаракансене сут-ту, мана хирĕç тăракансене çĕн.

2) Хĕçÿпе хупланмалли хÿтлĕхне илсе, мана пулăшма тытăн.

3) Хĕçне кăлар, мана хăвалакансенĕн çулне пÿл; ман ђунăма: санăн Çăлакану Епĕ, тесе кала.

4) Ман ђунăма шыракансем намăса йулђђăр, хур пулђђăр: мана усал сунакансем намăсланса кайалла тавăрăнђђăр.

5) Вĕсем çил çинђи тусан пек пулђђăр, Турă ангелĕ вĕсене хурлăх кăтарттăр.

6) Вĕсен çулĕ тĕттĕм, шуса ÿкмелле пултăр, Турă ангелĕ хăваласа пытăр вĕсене.

7) Вĕсем мана вырăнсăрах пĕтерме танатасене вăрттăн карса хуђĕç, ман ђунăма ахалех хурлантарђĕç.

8) Вĕсем пур те хăйсем сисмен танатанах тĕл пулĕçин-ђĕ, вăрттăн çĕре хунă капкăнĕ хăйсенех çаптăр-ђĕ, карнă танатине хăйсемех кĕрсе ÿкђĕр-ђĕ.

9) Манăн ђунăм Турăшăн савăнĕ, Вăл çăлнăшăн хĕпĕртесе тăрĕ.

10) Манăн пĕтĕм шăммăм-шаккăм калĕ: ей Турă, Турă, Сана çитесси кам пур? Есĕ вăйсăррине хăйĕнђен вăйлисенчен, мĕскĕне, йурлă çынна çаратаканĕсенђен Хăтаракан, тийĕ.

11) Ман çине курман çĕртен куртăм тесе калакан тĕрĕс мар çынсем тăђĕç, манран хам мĕн пĕлменни çинђен ыйта ыйта тĕпђерĕç.

12) Ырăлăх тунă вырăнне мана усалпа тавăрђĕç, ђунăма тăлăха хăварђĕç.

13) Епĕ вĕсем асап курнă ђух хуйхă тумтирĕ тăхăнса йăтăм, ђунăма типĕ тытса йăвашлантартăм, манăн кĕл-тунă кĕллĕм хам ăшах тавăрăнђĕ.

14) Епĕ вĕсене хама çывăх çынна йуранă пек, тăвана йуранă пек йурама тăрăшрăм; йĕрекен, хуйхăракан пек йăвашлантăм.

15) Вĕсем пухăнат̌-ђĕç те, ман çинђен савăнат̌-ђĕç, мана суран тума хатĕрленет-ђĕç, мĕншĕнне пĕлместĕн; уйăрăла уйăрăла кайсан та, ђарăнмарĕç.

16) Мана сăнаса пăхрĕç, мăшкăласа виртлерĕç, ман çине пăхса шăлĕсене кађăртаттарђĕç.

17) Ей Турă, хăçанђђен пăхса тăрăн-ши? Ман ђунăма вĕсен усаллăхĕнђен, манăн пĕђенскере ăна çав арăслансен-ђен хăтарсам.

18) Сан çинђен нумай халăх хушшинђе каласа пĕлтерĕп, нумай çынсен умĕнђе Сана мухтăп.

19) Мана тивĕçсĕр усал тăвакан тăшмансем, мана айăпсăр çĕртен кураймасăр тăракансем, куçĕсене хĕсекенсем ман тĕлĕшĕмрен ан савăнђђăр-ђĕ.

20) Вĕсем мана канлĕх суннă пек калаçаççĕ, анђах çиллисемпе ђейе шухăш тытсах тăраççĕ.

21) Ман çине çăварĕсене карса: аван-ха ку, аван, куçăмăрсем курђĕç ĕнтĕ! теççĕ.

22) Ей Турă, Есĕ куртăн, ђĕнмесĕр ан тăрсам; ей Турă, манран ан уйăрăлсам.

23) Ей Турă, тăр, мана сут-тăвассине ăнла; ей Турăçăм, Турăçăм, ман ĕçĕм çине пăх.

24) Ей Турă, мана Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе сут-ту; ей Турăçăм, Турăçăм, вĕсем ман тĕлĕшĕмрен ан савăнђђăр-ђĕ.

25) Хăйсен ăшĕнђе: аван-ха ку, аван: ђунăмăр кĕлени çитрĕ, çирĕмĕр, тесе ан калађђăр-ђĕ.

26) Ман инкекшĕн савăнакансем пур те пĕрле намăсланђђăр, хур пулђђăр, мана çисе мухтанакансем намăса йулса çын кулли пулђђăр.

27) Мана тÿрре тухма ĕмĕтленекенсем хĕпĕртесе савăнђђăр; мана, Турă ђурине, канăçлăх сунакансем йаланах: Турă мухтава тухтăр, тесе тăђђăр.

28) Вара манăн ђĕлхе-çăварăм Санăн тĕрĕслĕхне, Сана куллен мухтаса тăмаллине вĕренĕ.

35.

Ĕмĕр вĕçĕнђе, Турă ађи Давидăн.

2) Турă йĕркине пăхăнман çын хăй çылăхне пĕлсен те, çапах унăн куçĕ умĕнђе Турăран хăрас йĕрке çук.

3) Вăл хăй çылăхĕсене астуса илсе, вĕсене курайман пек пулса хăйне хăй улталат̌.

4) Унăн çăварĕнђи сăмах йĕркесĕр ĕçпе ултав анђах; вăл: ăса кĕрес те, ырă тăвас, темест.

5) Выртнă вырăнĕ çинђе çылăха кĕресси çинђен шухăшлат̌, тĕрлĕ ырă мар çул çине пусат̌, усалтан йĕрĕнмест.

6) Ей Турă, Сан ырăлăху пĕлĕт çинђе, Санăн ђăнлăху пĕлĕт таранах.

7) Санăн тĕрĕслĕхÿ Турă тăвĕсем пек, Санăн шухăшусен вĕçĕ-хĕрри те çук: ей Турă, Есĕ етеме те, выљăх-ђĕрлĕхе те сыхлатăн.

8) Ей Турă, Есĕ ырăлăхна нумайлантартăн: етем ывăлĕсем Санăн çунатусен айĕнђе сыхланса тăма ĕмĕтленеççĕ.

9) Вĕсем Санăн çуртăнти туллăхпа тăранĕç.

10) Есĕ вĕсене Хăвăн тутлăху çăллинђен ĕçтерĕн: Санра ђĕрĕлĕх çăл-куçĕ, Есĕ çутăлтарнипе çутă курăпăр.

11) Хăна пĕлекенсене ырăлăхна, таса ђĕрелисене тĕрĕслĕхне кăтартса пыр.

12) Ман çийе мăнкăмăллă çыннăн ури пусаймин-ђĕ, çылăхлă çыннăн алли мана хускатаймин-ђĕ.

13) Ăçта йĕркесĕр ĕç тăвакансем пур, унта пур те ÿкрĕç, вĕсене кăлара кăлара пăрахрĕç, вĕсем ĕнтĕ тăма пултараймĕç.

36.

Давид псаломĕ.

1) Ултавçă çынсене ан ăмсан, йĕркесĕр ĕç тăвакансене ан хапсăн: вĕсем курăк пек ђас шанса кайĕç, ÿсе-тăран йапала çулçи пек ђас тăкăнса пĕтĕç.

2) Турă çине шан, ырăлăх ту, вара çĕр çинђе пурăнăн, унăн çимĕçне çийĕн.

3) Турă умĕнђе йăвашлан, Вăл есĕ ђĕрĕнтен мĕн ĕмĕтленнине парĕ.

4) Çулна Турă йеннелле тыт, Ун çине шан, Вăл вара парĕ.

5) Санăн тĕрĕслĕхне çап-çутă çутатса тăрĕ, тÿррÿне кăнтăрлахи çутăра кăтартнă пек кăтартĕ.

6) Турра пăхăн.

7) Ăна йăлăн; йĕркесĕр ĕç тăвакан çыннăн пурăнăçĕ ăнса пынине ан хапсăн.

8) Çиллÿне ђар, хăйăрлăхна пăрах, усал тума ан хапсăн.

9) Усал тăвакансем пĕтĕç, Турра кĕтекенсем çĕр илĕç.

10) Нумай та вăхăт иртмĕ, çылăхлă çын пулмĕ; унăн вырăнне те шыраса пăхăн, ăна тупаймăн.

11) Йăвашсем çĕр илĕç, йалан канлĕхре савăнса пурăнĕç.

12) Çылăхлă çын тÿрĕ çынна сăнаса çÿрет, ун çине çиленсе шăлĕсене кађăртаттарат̌.

13) Турă унăн пĕтес кунĕ çывăхарнине курса, ăна хăйнех мăшкăл тăвĕ.

14) Çылăхлă çынсем мĕскĕнсене, çук çынсене çĕнтерме, тÿрĕ ђĕрелисене ђиксе пăрахма хĕçĕсене кăларса, уххисене хытарса тăраççĕ.

15) Вĕсен хĕçĕсем хăйсен ђĕринех тăрăнђђăр, уххисем хуçăлђђăр.

16) Тÿрĕ çыннăн сахалли те çылăхлă çынсен нумай пуйанлăхĕнђен аван.

17) Çылăхлă çынсен хăвађĕ пĕтĕ, тÿрĕ çынсене Турă тĕреклĕлентерĕ.

18) Айăпсăр çынсен çулне Турă пĕлсе тăрат̌, вĕсен пурлăхĕ ĕмĕре пырĕ.

19) Вĕсем йывăрлăх килсен те намăса йулмĕç, выçлăх çулсенђе те тăранĕç, çылăхлă çынсем пĕтĕç.

20) Туррăн тăшманĕсем мухтава туха пуçласанах, çĕкленсе çите пуçласанах, тĕтĕм пек сасартăк çухалĕç.

21) Çылăхлă çын кивçен илет те тавăрмаст̌, тÿрĕ çын хĕрхенсе парат̌.

22) Турра мухтакансем çĕр илĕç, Ăна хурлакансем пĕтĕç.

23) Тÿрĕ çыннăн урисене Турă çул кăтартса пырат̌, ун çулĕ Ăна пит кăмăллă.

24) Вăл çын ÿксен те аманмаст̌, Турă ăна аллинђен хытă йарса тытат̌.

25) Епĕ çап-çамрăк-ђĕ, халĕ ĕнтĕ ватăлтăм, тÿрĕ çын нимĕнсĕрех йулнине, йе унăн ађисем çăкăр ыйтса çÿренине курмарăм.

26) Тÿрĕ çын куллен ырăлăх тăват̌, кивçен те парат̌, унăн йăхĕ пиллĕхлĕ тăрат̌.

27) Усал ĕçрен тар, ырă ĕç ту, ĕмĕр ĕмĕрех пурăнмалла пул.

28) Турă тĕрĕслĕхе йуратат̌, Хăйĕн таса çыннисене пăрахмаст̌, вĕсене ĕмĕр сыхлат̌; йĕркесĕрсене хăваласах йарĕ, çылăхлă çынсен йăхне пĕтерĕ.

29) Таса çынсем çĕр илĕç, вĕсем ĕмĕр ĕмĕрлĕхе ун çине вырăнаçĕç.

30) Тÿрĕ çыннăн ђĕлхи-çăварĕ тĕплĕ ăспа калаçма вĕренет, унăн ђĕлхи тĕрĕслĕх çинђен калаçат̌.

31) Унăн Хăй Туррин законĕ хăйĕн ђĕри ăшĕнђе, унăн ури такăнмаст̌.

32) Çылăхлă çын тÿрĕ çынна сăнаса çÿрет, ăна вĕлерес тесе шырат̌.

33) Анђах Турă ăна ун аллине памĕ, сут-тунă ђух та ăна айăпа хăвармĕ.

34) Турра кĕт, Унăн çулĕпе пыр; сана Вăл аслă тăвĕ, çĕре кÿртĕ: çылăхлă çынсем пĕтнине курса тăрăн.

35) Епĕ Ливан тăвĕ çинђи кедр йывăççи пек ÿссе, çĕкленсе кайнă çылăхлă çынна куртăм.

36) Унăн çумĕнђенех иртсе кайрăм, вăл çук пулђĕ, ăна шыраса та пăхрăм, вырăнĕ те тупăнмарĕ.

37) Йăваш кăмăллă пул, тĕрĕслĕхе кур: йăваш çынран ырă йат йулат̌.

38) Çылăхлă çынсем пĕтĕмпех пĕтĕç, усал çынсен тĕпĕ-йĕрĕ те йулмĕ.

39) Тÿрĕ çынсене Турă çăлат̌, вĕсене Вăл хурлăхра та витсе усрат̌.

40) Вĕсене Турă пулăшĕ, вĕсене хăтарĕ, вĕсене çылăхлă çынсенђен туртса илĕ, вĕсене çăлĕ: вĕсем Ун çине шанаççĕ.

37.

Давид псаломĕ, канлĕх çинђен асăнни.

2) Ей Турă, хайарлăхупа айăпламăсăн-ђĕ мана, хĕн йарсан та, çиленсе йамăсăн-ђĕ.

3) Санăн уххусем мана тăрăна тăрана ларђĕç, аллăна пĕтĕмпех ман çийе хутăн.

4) Сан çиллÿпе çан-çурăмра сурансăр вырăн йулмарĕ, çылăхăмсем пирки шăммăм-шаккăм аманса пĕтрĕ.

5) Йĕркесĕр ĕçĕмсем пуçăм тÿпийĕн те иртсе кайнă, йывăр çĕклем пек пусса тăраççĕ мана.

6) Ăссăр пурăннă пирки суранăмсем шăршăланса çĕрсе кайрĕç.

7) Курпунăм тухрĕ, пĕкĕрĕлсе кĕтĕм; кунĕ кунĕпе хуйхăрса çÿретĕп.

8) Усал суранпа пĕççĕм тĕпĕсем ыратса, вут пек çунса тăраççĕ, ÿт-тирĕмре сурансăр вырăн йулмарĕ.

9) Халран кайрăм, пĕтĕмпех амантăм, ђĕрем çуннипе уласа макăратăп.

10) Ей Турă, манăн пĕтĕм шухăшăм Сан умăнта, ăшăм çунни те Сана паллă.

11) Ђĕрем ытла сикет, вăйăм йулмарĕ, куçăм çутти те пулин çухалђĕ.

12) Тус-йышăмсем, тăванăмсем ман патма çывăха килеççĕ те, ђарăнса тăраççĕ; çывăх çыннăмсем те манран айакра тăраççĕ; ман ђунăма шыракансем хĕртĕнсе тăраççĕ: мана хайар сунакансем çисе калаçаççĕ, кунĕ-кунĕпе елек шыраççĕ.

13) Епĕ хăлхасăр пек илтместĕп, калаçайман ђĕлхесĕр пек ђенместĕп.

14) Хăлхасăр пек, хирĕç тавăрса калайман ђĕлхесĕр пек пултăм.

15) Ей Турă, епĕ Сан çине шанатăп, ей Туррăм, Туррăм.

16) Есĕ мана илтĕн.

17) Епĕ каларăм: тăшманăмсем епĕ пĕтнине кура ан савăнђђăр-ђĕ: вĕсем манăн урасем такăннине курса, мана çисе мухтанĕç, терĕм.

18) Епĕ пĕтес патĕнђех ĕнтĕ, çылăхăм хуйхи йаланах ман умра.

19) Йĕркесĕр ĕçĕме каласа кăтартăп, çылăхăмран ÿкĕнĕп.

20) Манăн тăшмансем пурăнаççĕ, вĕсем манран вăйлă, мана ахалех кураймансем нумайланђĕç.

21) Ырра хирĕç мана усал тăвакансем, епĕ ырăлăх тума тăрăшнăшăн кураймасăр, ман çинђен усал йат сараççĕ.

22) Ей Туррăм, Туррăм, ан пăрахсам мана, манран ан сивĕнсем.

23) Ей мана çăлакан Туррăм, мана пулăшма васкасам.

38.

Йурăçăсĕн пуçлăхне Идифума. Давид йурри.

2) Епĕ каларăм: ђĕлхе-çăварăмпа çылăха ан кĕрем, çулăмран ан аташам, терĕм; çылăхлă çын хама хирĕç тăнă ђух епĕ ђĕлхе-çăварăма ђарулă тытрăм:

3) ђĕнми пултăм, йăвашлантăм, ырăлăх çинђен те калаçмарăм,—каллах асаплана пуçларăм.

4) Ăшăмра ђĕрем вĕриленсе çитрĕ, шухăша кайса вут пек çунса тăтăм; ђĕлхемпе каларăм вара:

5) ей Турă, епĕ хăçан вилессине каласа парсам мана: епĕ пурăнас кун-çул мĕн ђухлĕ-ши? ĕмĕрĕм тăрăшшĕне пĕлес-ђĕ манăн, терĕм.

6) Акă, Есĕ манăн кунăмсене шитлесе анђах панă; епĕ пурăнни Сан умăнта нимĕн ђухлĕ те мар: ђăнах мĕн, пур те, пур пурăнакан çын та нимĕн те мар.

7) Етем вăл мĕлке пек анђах çÿрет, кăмăлне ђăнах ахалех выљатат̌: мул пухат̌, ăна камшăн пухнине хăй те пĕлмест.

8) Апла пулсан, манăн шанђăкăм кам ĕнтĕ? Турă мар-и? епĕ пурăнни Санран килет.

9) Мĕн пур йĕркесĕр ĕçĕмсенђен хăтарсам мана: Есĕ мана мăшкăланă ăссăр çынна ирĕк патăн.

10) Есĕ çапла тунипе епĕ ђĕнейми, çăварăма уçайми пултăм.

11) Ху панă асапран хăтарсам мана: Санăн аллу хăвађĕпе пĕтсе кайрăм.

12) Есĕ етеме йĕркесĕр пурăннăшăн асаплантарма хĕн паратăн, ун ђунне ерешмен карти ђухлĕ анђах хăваратăн: пур етем те, ђăнах мĕн, нимĕн те мар.

13) Ей Турă, кĕллĕме илтсем, епĕ тархасланине тăнласам; епĕ йĕнине илтмесĕр ан хăварсам: епĕ Санăн умăнта, хам аттесем пекех, йутран килнĕ çын пек анђах.

14) Епĕ вилсе малашне çук пулăп, çавăнђђен манăн асапăмсене çăмăллатсам, Канам епĕ.

39.

 Ĕмĕр вĕçĕ. Давид псаломĕ.

2) Турă çине шаннăçем шанса тăтăм та, Вăл мана тăнларĕ, манăн кĕллĕме илтрĕ.

3) Асап шăтăкĕнчен, лађакари пуçлăхран туртса кăлармĕ мана, ÿрамсене ђул çине тăратрĕ, манăн уттăма тÿрлетсе йађĕ.

4) Çăварăма Туррăмăра мухтаса йурламалли çĕнĕ йурă хуђĕ; нумайĕшĕ çавна курса хăрĕç, Турă çине шанса пурăнĕç.

5) Турă йатне асăнса, Ун çине шанса тăракан çын, çук йапала çине пăхса, ăссăрланса улталанман çын телейлĕ.

6) Ей Турăçăм, Турăçăм, Есĕ нуммай хăватсем тунă, Санăн шухăшусенђен Санпа тавлашасси никам та çук: епĕ калаçаттăм, пĕлтереттĕм, анђах Санăн хăватусем хисепрен те иртеççĕ.

7) Есĕ парне выљăхĕсене, парнене кÿнĕ йапаласене хапăл тумарăн, манăн хăлхана уçрăн; пĕтĕмĕшне çунтарса панисене те, çылăхшăн кÿнисене те ыйтмарăн.

8) Вара каларăм: акă пыратăп, ман çинђен кĕнеке çинђе çырнă, терĕм.

9) Ей Туррăм, Санăн ирĕкне тăвасшăн пултăм, Санăн закону ман ăшăмрах.

10) Санăн тĕрĕслĕхне ĕненекенсем нумай пуçтарăннă çĕрте пĕлтертĕм, ђĕлхе-Çăварăма ђарса тăмарăм: ей Турă, Есĕ пĕлетĕн.

11) Санăн тĕрĕслĕхне ăшăмра пытарса тытмарăм: Санăн ђăнлăху çинђен, Есĕ çăласси çинђен калаçрăм, Санăн ырăлăхна, Санăн ђăнлăхна пысăк ушкăнран пытармарăм.

12) Ей Турă, Есĕ уçă кăмăлна манран сирсе ан тăрсам: Санăн ырăлăхупа Санăн ђăнлăху йалан мана пулăшса тăрĕçин-ђĕ.

13) Мана хисепсĕр нумай инкек çавăрса илђĕ, хам тунă çылăхсем хамах çитрĕç, пуçăм çинђи çÿçрен те йышлăланђĕç: пăхма та пултараймастăп, ђĕрем те туйми пулђĕ.

14) Ей Турă, мана хăтарма кăмăл тусам, ей Турă, мана пулăшас тесе васкасам.

15) Манăн ђунăма пĕтересшĕн шыракансем пурте намăсланђђăр, мăшкăл пулђђăр, мана усал сунакансем кайалла тавăрăнса намăса йулђђăр.

16) Мана: аван-ха ку, аван! тийекенсем сасартăк хăйсене тивĕçлĕ намăса кĕђђĕр.

17) Ей Турă, Сана шыракансем пур те Сан тăрăх савăнса хĕпĕртенђђĕр, Есĕ çăлнине йуратакансем йалан: Турă мухтава тухтăр, тесе тăђђăр.

18) Епĕ йурлă, мĕскĕн çын: маншăн Турă тăрăшĕ; ей Туррăм, мана пулăшакан, ман хута кĕрекен Есĕ: ан вăрахласам.

40.

Ĕмĕр вĕçĕ. Давид псаломĕ.

2) Мĕскĕне, йурлă çынна асĕнђе тытакан çын телейлĕ: тискер кун килсен, Турă ана хăтарĕ,
3) Турă ăна сыхлĕ, пурăнăç парĕ, çĕр çинђе телейлĕ тăвĕ, ăна тăшманĕсен аллине памĕ.
4) Турă ăна ђирлĕ выртакан вырăнĕ çинђе çăмăллатĕ: Есĕ унăн ђирлĕ выртакан вырăнне пĕтĕмпех канмалли вырăна çавăрăн.
5) Епĕ каларăм: ей Турă, Сан умăнта çылăха кĕтĕм, каçар мана, ђунăма сыват, терĕм.
6) Ман тăшмансем ман çинђен усал калаçрĕç: ку хăçан вилĕ-ши, кунăн йађĕ хăçан çухалĕ-ши? терĕç.
7) Мана курма тесе кĕрекен çука калаçрĕ, хăй ђĕринђе йĕркесĕр ĕç çинђен шухăш тытса тăђĕ, тухса кайсан, ыттисемпе пĕрле те çавăн çинђен калаçрĕ.
8) Ман çинђен пур тăшмансем те пăшăлтатса калаçрĕç, пур те мана усал сунђĕç.
9) Ман çинђен йĕркене килмен сăмах каласа тăђĕç: çывăрђĕ ĕнтĕ, вăл йепле тăрĕ? терĕç.
10) Ман çине хампа тÿрĕ пурăнакан шаннă çыннăмах, ман çăкăра çинĕ çынах урине çĕклерĕ.
11) Ей Туррăм, Есĕ мана хĕрхен, тăрат мана, епĕ вĕсене тавăрам.
12) Тăшман ман тĕлĕшĕмрен савăнмалла пулмасан, епĕ Есĕ маншăн ырă кăмăллине çавăнтан пĕлĕп.
13) Епĕ айăпсăррине кура Есĕ мана хапăл тăвăн, ĕмĕрлĕхе Ху умна тăратăн.
14) Израил Турри ĕмĕртен ĕмĕре мухтавлă. Амин, амин.

41.

Ĕмĕр вĕçĕ; ăнламалли; Корей ывăлĕсене. Давид псаломĕ.

 Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

2) Ей Турă, манăн ђунăм пăлан ĕçме шыв тупасшăн çунса çÿренĕ пек Сан патна пырасшăн çунса тăрат̌.

3) Манăн ђунăм хăватлă, ђĕрĕ Турă йенелле ывăткăнат̌: хăçан Турă умне пырса тăрăп-ши?

4) Мана куллен: ăçта санăн Турру? тет-ђĕç те, ун ђухне манăн кăнтăрла та, çĕрле те çăкăр вырăнне куç-çулĕ пулђĕ.

5) Турра мухтаса, савăнса, шавласа праçник тăвакан халăх умĕнђен тĕлĕнмелле вырăна, Турă çуртне çÿренине асăнатăп та, ђунăм сиксе тухас пек тăрат̌.

6) Ей ђунăм, мĕншĕн есĕ хуйхăлă, мĕншĕн мана пăшăрхантаратăн? Турă çине шан: епĕ Ăна: Есĕ манăн Çăлаканăм, Есĕ манăн Туррăм, тесе мухтăп.

7) Ђунăм хускалат̌ те, епĕ Турра Іорданăн тепĕр йенђи çĕрсенђе, Ермон тăвĕ çинђе, кĕçĕн ту çинђе аса илетĕп.

8) Санăн кĕрленкÿсем шавласа тăнă çĕрте тĕпсĕр тарăн шывсем пĕр пĕринпе хутшăнаççĕ: Санăн ту пек шывусем, мĕн пур хумусем ман çинђен çапăна çапăна иртрĕç.

9) Турă мана кăнтăрла ырăлăх кăтартсан, епĕ Ăна çĕрлех тав-туса йурлăп, хама ђĕрĕ усракан Туррăма кĕл-тăвăп.

10) Туррăма калăп: Есĕ ман хута кĕрекенĕм, мĕншĕн мана мантăн-ши? тăшман мана хурлăх кăтартнă ђух, мĕншĕн хуйхăрса çÿретĕп-ши? тийĕп.

11) Манăн шăммăм-шаккăм сурнă ђух, тăшмансем: ăçта санăн Турру? тесе куллен мана мăшкăлат̌-ђĕç.

12) Ей ђунăм, мĕншĕн есĕ хуйхăлă? мĕншĕн мана пăшăрхантаратăн? Турă çине шан: епĕ Ăна: Есĕ манăн Çăлаканăм, Есĕ манăн Туррăм, тесе мухтăп.

42.

Давид псаломĕ. Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

1) Ей Турă, мана сут-ту, ман ĕçе татса парсам. Мана çылăхлă халăхран, тĕрĕс мар, ђейе çынтан хăтарсам.

2) Ей Турă, Есĕ манăн тĕрекĕм: мĕншĕн мана Ху патăнтан тĕртсе йатăн-ши? тăшман мана хурлăх кăтартнă ђух мĕншĕн хуйхăрса çÿретĕп-ши?

3) Хăвăн çуттуна, Хăвăн ђăнлăхна йар, вĕсем мана Санăн таса тăву çине, Санăн таса çуртна йертсе кÿртĕç.

4) Вара Турă парни вырăнĕ патне, çамрăклăхăма савăнтаракан Турă патне кĕрĕп: ей Турăçăм, Турăçăм, Сана кĕсле каласа мухтăп.

5) Ей ђунăм, есĕ мĕншĕн хуйхăлă? мĕншĕн мана пăшăрхантаратăн? Турă çине шан, епĕ Ăна: Есĕ манăн Çăлаканăм, Есĕ манăн Туррăм, тесе мухтăп.

43.

Ĕмĕр вĕçĕ. Корей ывăлĕсене ăнламалли.

2) Ей Турă, Есĕ авал, аттемĕрсен вăхăтĕнђе мĕн мĕн тунă ĕçсене епир хамăр хăлхамăрпа хамăр та илтнĕ, ун çинђен пире аттесем те каласа хăварнă.

3) Сан аллу суйа тĕнлĕ халăхсене пĕтернĕ, вĕсен вырăнне Есĕ аттемĕрсене вырăнаçтарнă, йут халăхсене йывăрлăх кăтартса хăваласа йанă.

4) Аттемĕрсем вăл çĕре хĕçпе çапăçса пырса ларман, вĕсем хăйсен вăйĕпе çăлăнман: Санăн сылтăм аллу, Санăн вăйу, Санăн уçă кăмăлу çăлнă вĕсене: Есĕ йуратнă вĕсене.

5) Есĕ манăн Патшам, манăн Туррăм, Іакова çăлăнăç йĕрки паракан.

6) Санăн урлă епир мăйракамăрсемпе тăшмансене çĕнтерĕпĕр, Санăн йатупа хамăр çине тăракансене айала тăвăпăр.

7) Епĕ хам уххăм çине шанмастăп, хĕçĕм те çăлас çук мана.

8) Есĕ пире хĕсĕрлекенсенчен çăлтăн, пире кураймансене намăса хăвартăн.

9) Куллен Турăпа мухтанăпăр, Санăн йатна ĕмĕр аслăласа тăрăпăр.

10) Анђах халĕ Есĕ пире пăрахрăн, Есĕ пире хурлăха хăвартăн; ей Турă, пирĕн çарăсемпе те тухмастăн.

11) Есĕ пире тăшмансенђен кайалла тартрăн, тăшмансем пире хăйсем валли турта турта илђĕç.

12) Есĕ пире сурăх вырăнне пусса çиме патăн, пире суйа тĕнлĕ халăх хушшине салатрăн.

13) Есĕ Хăвăн халăхна йÿне сутрăн, пирĕн хака ÿстермерĕн.

14) Есĕ пире кÿршĕ халăх кулли турăн, таврари халăх виртлемелли, мăшкăламалла турăн.

15) Есĕ пире йут халăх хушшинђе кулăшла йапала вырăнне турăн, етемсен хушшинђе пирĕн çийе пăхса пуçĕсене суйламалла турăн.

16) Манăн намăсăм йалан хам умра, питĕм намăсĕ хупласа илђĕ мана:

17) çавă хамăра мăшкăлакансенђен, хамăр çинђен елеклекенсенђен, тăшмансенђен, хамăра хĕсĕрлекенсенчен.

18) Çавсем пур те пирĕн çийе килчĕç, епир çапах Сана манмарăмăр, Санăн сăмахна пăрахмарăмăр.

19) Пирĕн ђĕре Санран уйăрăлмарĕ, пирĕн урасем Санăн çулу çинђен пăрăнмарĕç.

20) Анђах Есĕ пире хĕн-хурлăх çĕрĕнђе йăвашлантартăн, пире вилĕм мĕлки хупласа илђĕ.

21) Епир Туррăмăр йатне маннă пулсан, йут турă йенне аллăмăра тăснă пулсан,

22) уншăн Турă шырамĕ-ђĕ-и мĕн? Вăл чĕрери вăрттăн шухăша та пĕлет.

23) Саншăн хуллен вĕлереççĕ пире, пусас сурăх вырăнне хисеплеççĕ.

24) Ей Турă, тăр, мĕншĕн ђĕнместĕн-ши? тăрсам, йăлтах тĕртсе ан йарсам пире.

25) Мĕншĕн сăнна тÿртĕн тытатăн-ши? мĕншĕн епир асапланнине, епир хуйхăрнине манатăн-ши?

26) Пирĕн ђун тусан вырăнне анђах тăрса йулђĕ, пирĕн хырăм çĕр çумнех çыпçăнчĕ.

27) Ей Турă, тăр, пулăш пире, Ху йатушăн çăл пире.

44.

Ĕмĕр вĕçĕнђе; улшăнасси çинђен; Корей ывăлĕсене; тăнламалли. Йуратни çинђен йурламалли.

2) Манăн чĕрем ырă сăмах кăларчĕ; епĕ хам ĕçĕмсем çинђен Патшана каласа кăтартатăп: манăн Чĕлхем хăвăрт çыракан çыруçă майлă.
3) Есĕ етем ывăлĕсенчен пуринђен те илемлĕ, Санăн çăварунтан ырăлăх йухса тăрат̌; çавăнпа Турă Сана ĕмĕрлĕхе пилленĕ.
4) Ей хăватлă Патша, хĕçне пĕççÿ тăрăх çакса йар; илемлĕхÿпе, аванлăхупа хатĕрлен, хистен; ђăнлăха, йăвашлăха, тĕрĕслĕхе сыхласшăн патшара лар: Сана сылтăм аллу тĕлĕнмелле ĕçсем тутарĕ.
5) Ей хăватлă Патша, Санăн çĕмĕренÿсем çивĕђĕ, вĕсем Патша тăшманĕсенĕн ђĕрисенђе пулĕç, халăхсем Сан айна ÿкĕç.
6) Ей Турă, Санăн аслă вырăну ĕмĕртен ĕмĕрлĕхе, Санăн патшалăху туйи—тĕрĕслĕх туйи.
7) Есĕ тĕрĕслĕхе йурататăн, йĕркесĕрлĕхе кураймастăн; ей Турă, çавăнпа Хăвăн Турру Сана Хупала пĕрлехисенђен мала хурса савăнăç çăвĕпе сĕрнĕ.
8) Санăн тумтирĕсен смирна, стакти, кассіа шăрши кĕрсе тăрĕ, Сана слон шăммисенчен тунă çуртсенђен асăнса мухтаса тăрĕç.
9) Патша хĕрĕсем Сан патăнта хисеплисем хушшинђе пулĕç, Санăн сылтăм йенне хĕрпатша ылтăнланă тумтир тăхăнса илемленсе пырса тăрĕ.
10) Ей хĕр, илт, кур, хăлхуна ђик, хăвăн халăхна, аçу кил-çуртне ман.
11) Патша санăн илемне курасшăн пулĕ: Вăл санăн Турру, есĕ Ăна пуççапăн.
12) Сана Ђир хули хĕрĕ те парнесем кÿрĕ, халăх хушшинђи пуйансем те кĕл-тăвĕç.
13) Патша хĕрин пĕтĕм ђапĕ хăй ăшĕнђе; вăл ылттăн тĕрĕлĕ тумтир тăхăнса илемлĕленĕ.
14) Ун хыççăн Патша патне ытти хĕрсене те илсе пырĕç, Сан патна унăн тусĕсене илсе пырĕç.
15) Вĕсем пур те савăнса хĕпĕртесе пырĕç, вĕсене Патша çуртне кÿртĕç.
16) Санăн аçусем вырăнне ывăлусем ларĕç, Есĕ вĕсене пĕтĕм çĕре пăхакансем тăвăн.
17) Санăн йатна сыпăкран сыпăка асăнăп.
18) Çавна кура халăхсем Сана ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех мухтаса тăрĕç.

45.

Ĕмĕр вĕçĕ. Корей ывăлĕсем йурлани; пĕлми ĕçсем çинђен.

2) Турă пирĕн хÿтлĕхĕмĕр, пирĕн вăйăмăр, хуйхă килнĕ вăхăтра ђас пулăшаканăмăр.

3) Çавăнпа çĕр хускалсан та, тусем тинĕс варрине куçса ларас пулсан та, хăрамăпăр;

4) тинĕс шывĕсем шавласа пăлхансан та, унăн хăвађĕпе тусем ђĕтĕресен те, хăрамăпăр.

5) Турă хулине шывсем йухса тăрса савăнтараççĕ: çÿлти Турă Хăй вырăнне тасалăх панă.

6) Ун ăшĕнђе Турă, вăл хускалмĕ, ăна Турă ирсерен пулăшат̌.

7) Халăхсем пăлханнă, патшалăхсем хускалнă: çÿлти Турă сассине панă та, çĕр ђĕтĕренĕ.

8) Пирĕнпе çÿлти çарăсенĕн Турри, пирĕн хута кĕрекенни Іаков Турри.

9) Килĕр, Турă ĕçĕсене, Вăл çĕр çинђе тунă хăватсене курăр:

10) çĕрĕн вĕçĕ-хĕррине çитиђђенех вăрçа ђарђĕ, çĕмĕрене çĕмĕрђĕ, хĕç-пăшала хуçрĕ, хупланмалли хÿтлĕхсĕр çунтарса йађĕ:

11) Ĕçĕрсенчен пушанăр, Епĕ Турă иккенне ăнласа илĕр: халăхсен хушшинђе çĕкленĕп, çĕр çинђе асла тухăп, терĕ.

12) Пирĕнпе çÿлти çарăсенĕн Турри, пирĕн хута кĕрекенни Іаков Турри.

46.

Ĕмĕр вĕçĕ. Псалом, Корей ывăлĕсем йурлани.

2) Ей халăхсем, пурсăр та алă-çупăр, Турăшăн хĕпĕртенĕ сасăпа кăшкăрăр.

3) Çÿлти Турă хăрушă, Вăл пĕтĕм çĕр çинђи аслă Патша.

4) Халăхсене пире пăхăнтарђĕ, йут халăхсене пирĕн ура айне турĕ.

5) Хăй суйланă пайне, Хăй йуратнă Іаковăн илемне пирĕн алла пађĕ.

6) Турă хĕпĕртесе кăшкăрнă çĕрте, Турă трупасем каласа тăнă çĕрте çĕкленђĕ.

7) Йурлăр, Туррăмăра асăнса йурлăр, йурлăр, Патшамăра мухтаса йурлăр.

8) Турă Вăл пĕтĕм çĕрĕн Патши, Ăна пĕлсе йурлăр.

9) Турă халăхсен Патши пулђĕ, Турă Хăйĕн таса, аслă вырăнĕ çинђе ларат̌.

10) Халăхсенĕн княçĕсем Авраам Турри патне пухăнчĕç, Турă хушнипе халăхсене тытса тăракансем пит асла тухрĕç.

47.

Йурă псаломĕ. Корей ывăлĕсен. Ерненĕн иккĕмĕш кунĕ.

2) Турă аслă, Вăл хамăр Туррăмăрăн хулинђе, Хăйĕн таса тăвĕ çинђе пит мухтавлă.

3) Сіон тăвĕ йĕтĕм çĕр çинђе савăнтарса тăрат̌; унăн çур çĕр йенђе аслă Патша хули.

4) Турă ăна пулăшнă тăрăх, унăн аслă çурђĕсенђе Ăна пĕлеççĕ.

5) Акă çĕр çинђи патшасем пухăнса, пĕрле пуçтарăнса пыђĕç.

6) Вĕсем ăна çаплине курђĕç те, тĕлĕнђĕç, сехрисем хăпса тарса пĕтрĕç.

7) Вĕсем унта пит хăраса ÿкрĕç, ађа çуратакан арăм асапнех курђĕç.

8) Есĕ çил-тăвăлпа Фарсис карапĕсене ватнă.

9) Ĕнтĕ мĕн илтнине çÿлти çарăсенĕн Турри хулинђе, хамăр Турă хулинђе куртăмăр: ăна Турă ĕмĕрлĕхе тунă.

10) Ей Турă, Санăн ырăлăхна Хăвăн халăху хушшинђе илтĕмĕр.

11) Ей Турă, йатна кура Санăн мухтаву та çĕрĕн вĕçĕ-хĕррине çитиђђенех: Санăн аллу тĕрĕс ĕçсем анђах тăват̌.

12) Ей Турă, Есĕ хунă йĕркесене кура Сіон тăвĕ савăнтăр, Іудеа хĕрĕсем хĕпĕртесе тăђђăр.

13) Сіон тавра кайса, ăна хăлаçласа тухăр, унăн пашнисен хисепне пĕлĕр.

14) Ун çинђен малашне çуралас сыпăка каласа кăтартмашкăн, унăн тĕрекне анлăрах парăр, çурђĕсене лайăхрах сăнăр:

15) Çак Турă пирĕн ĕмĕртен ĕмĕрхи ĕмĕрлĕх Турă, Вăл пире ĕмĕр сыхласа тăрĕ.

48.

Ĕмĕр вĕçĕ. Корей ывăлĕсене. Псалом.

2) Пур халăхсем те, ак çакна итлĕр, Тĕнђере пурăнакансем пурсăр та,

3) нађар арçурисем те, ђаплă ăрурисем те, пуйанни, çукки пур те пĕрле ак çакна тăнлăр.

4) Манăн ђĕлхе-çăварăм ăслăлăх çинђен каласа кăтартĕ, ђĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ.

5) Йумахпа каланă йенне хăлхама ђикĕп, вăл йумаха псалтир каласа ăнлантарăп.

6) Мана такăнтаракансен усаллăхĕсемпе мана йĕри-тавăра çавăрса илсе хĕн-хурлăх кăтартнă кун та манăн мĕншĕн хăрамалла?

7) Ей хăвăр вăйăр çине шанакансем, мулăр нумайипе мухтанакансем!

8) тăван та хăтараймĕ, йут çын тата хăтарай-и?

9) Кам ĕмĕрех тăрăшсан та, вăл хăйшĕн те Турра нимĕн те тÿлеймĕ,

10) хăй ђунне хак парса хăтараймĕ; вăл ĕмĕрсенђен кайран пурăнас пулсан та, пĕтмесĕр йулаймаст̌.

11) Вăл ăслисем вилнине те, вĕсемпе пĕрле ăссăррисем те, ăнсăррисем те пĕтнине курат̌: вĕсем хăйсен пуйанлăхĕсене урăх çынсенех хăвараççĕ.

12) Вĕсен тупăкĕсем ĕмĕр пурăнмалли, сыпăкран сыпăка пыракан çурђĕсем пулаççĕ; вĕсем хăйсен çĕрĕсене те хăйсен йађĕпе йат хунă-ђĕ.

13) Малтан хисепре пулнă çын çавна ăнласа илеймерĕ: вăл ђĕлхи çук выљăх çумне кайса хутшăнђĕ, выљăх йевĕрлĕ пулђĕ.

14) Вĕсен çав çулĕ вĕсемшĕн ултав; çапах вĕсем ăна хăйсен ђĕлхи-çăварĕсемпе ырăлаççĕ.

15) Вĕсене сурăхсене çыхса пăрахнă пек, тамăка пăрахĕç, вĕсене вилĕм сыхласа тăрĕ; сăваплисем ирех вĕсен пуçлăхĕсем пулĕç, тамăкра вĕсене пулăшакан пулмĕ, вĕсем хăйсен ђаплăхĕсенђен ÿкĕç.

16) Турă мана çапах та йышăнĕ, ђунăма тамăк аллинђен хăтарĕ.

17) Çын пуйнине, йе унăн çурђĕ ђаплăланса кайнине курса ан хурлан.

18) Вилсен вăл пĕрне те илсе кĕреймĕ, унăн ђаплăхĕ хăйпе пĕрле пымĕ.

19) Пурăннă ђух унăн ђунĕ хисепре пулсан та, ăна хăйне ырăлăх тунăшăн сана вăл мухтасан та,

20) вăл ашшĕсен хыççăнах кайĕ, ĕмĕрне те çутă кураймĕ.

21) Малтан хисепре пулнă çын çавна ăнласа илеймерĕ, вăл ђĕлхи çук выљăх çумне кайса хутшăнђĕ, выљăх йевĕрлĕ пулђĕ.

49.

Асаф псаломĕ.

1) Турă, турăсенĕн Турри, калаçма тытăнђĕ, çĕр çинђи етемсене хĕвел тухĕçĕнђен пуçласа хĕвел анăçне çитиђђенех ђĕнсе пуçтарђĕ.

2) Хăйĕн ђи илемлĕ Сіон тăвĕ çинђен Турă çутăлса килĕ;

3) Вăл пирĕн Турă, ђĕнмесĕр тăмĕ: Ун умĕнђе вут хыпĕ, таврашĕнђе вăйлă çил-тăвăл пулĕ.

4) Хăй халăхне суттума çÿлтен пĕлĕте ђĕнĕ, çĕре те ђĕнĕ:

5) таса çынсене, парне тĕлĕшĕнђен Манпа сăмах хунисене Ман патма пуçтарăр, тийĕ.

6) Пĕлĕтсем Унăн тĕрĕслĕхне пĕлтерĕç; мĕншĕн тесен—сут тăваканни Турă.

7) Ей çыннăмсем, Епĕ калаçа пуçлăп, есир итлĕр: ей Израил, сана каласа кăтартам: Епĕ санăн Турру, санăн Турру!

8) Сана парнÿсем тĕлĕшĕнђен питлемĕп: санăн пĕтĕмĕшпе çунтарса панă парнÿсем йаланах Ман умра.

9) Епĕ санăн килĕнти пăрăвусене, йе кĕтĕвĕнти кађакусене илмĕп.

10) Вăрманти пĕтĕм кайăксем, тусем çинђи выљăх-ђĕрлĕхсем, вăкăрсем пур те Манăн.

11) Епĕ çÿлти вĕçен кайăксене те пĕлсе тăратăп, хир илемĕ те Ман умрах.

12) Çийессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăн, мĕншĕн тесен—пĕтĕм тĕнђе, тĕнђери мĕн пур йапаласем пур те Манăн.

13) Епĕ пăру ашне çийетĕп-и-мĕн, йе кађака йунне ĕçетĕп-и-мĕн?

14) Турра мухтав парни кÿр, çÿлти Турă патне Ху кĕллÿне çитер.

15) Есĕ хуйхă курнă вăхăтра Мана ђĕн: Епĕ Сана хăтарăп, есĕ Мана мухтăн.

16) Çылăхлă çынна Турă каланă: мĕншĕн есĕ Епĕ пĕлтернĕ йĕркесене каласа вĕрентетĕн, Манăн Сăмаха çăварупа йышăнатăн?

17) Ху Епĕ вĕрентнине кураймастăн, Манăн сăмахăмсене хăвăн хыçна пăрахатăн.

18) Есĕ вăрра курсан, унпа пĕрле çÿретĕн, аскăн тăваканпа та хутшăнатăн.

19) Санăн çăвару усаллăхна тата нумайлантарат̌, ђĕлхÿ елек тупа тупа калаçат̌.

20) Есĕ ларнă çĕрте тăвану çинђен елеклетĕн, аннÿ ывăлĕ çинђен çисе калаçатăн.

21) Есĕ çавсене тусан та, Епĕ ђĕнмерĕм: есĕ çылăху тĕлĕшĕнђен Мана та ху пек тесе шухăшлатăн; Епĕ сана питлĕп, çылăхусене хăнах кăтартăп.

22) Ей Турра манакансем, çавсене пĕлсе тăрăр: сире туртса илсе кайса, хăтараканăр çук ан пултăр.

23) Мана мухтав парни асла кăларĕ: çав çулпа çÿрекенсене Епĕ çăлăп, тенĕ.

50.

1) Ĕмĕр вĕçĕ. 2) Давидăн хăй патне Наѳан пророк кĕнĕ ђухнехи псаломĕ; Урій арăмĕ Вирсавія патне кĕрсен кайран.

3) Ей Турă, Хăвăн аслă ырăлăхупа хĕрхенсем мана, Хăвăн вĕçĕмсĕр ырă кăмăлупа манăн йĕркесĕр ĕçĕме тасатсам.

4) Манăн йĕркесĕрлĕхĕме пĕтĕмпех çуса йарсам, çылăхăмран мана тасатсам.

5) Йĕркесĕр ĕçĕме епĕ пĕлетĕп, çылăхăм йаланах ман умра тăрат̌.

6) Пĕр Сан умăнта çылăха кĕтĕм, Сан умăнтах усал ĕç турăм: Есĕ Хăвăн сăмахăнта тÿрĕ пулăн, сут-тăвас пулсан мана айăплăн.

7) Епĕ аннем ăшĕнђех çылăхпа пуçланнă, аннемех мана çылăхлă çуратнă.

8) Акă Есĕ ђăнлăха йуратакан: пĕлме хал çук ăслăлăхна мана пĕлтертĕн.

9) Есĕ иссоппа сирпĕтсен, епĕ тасалăп; мана çуса тасатсан, епĕ йуртан та шурă пулăп.

10) Ман хăлхана хĕпĕртесе савăнмалли хыпар кÿртсен, манăн ваннă шăммăм-шаккăм савăнĕ-ђĕ.

11) Манăн çылăхăмсем çинђен сăнна илсем, пур йĕркесĕрлĕхĕмсенђен те тасатсам мана.

12) Ей Турă, ман ăшăма таса ђĕре туса хур, ăшăмри сывлăша тĕрĕс туса çĕнет.

13) Мана Ху патăнтан уйăрса ан пăрахсам, Хăвăн Святой Сывлăшна туртса ан илсем манран.

14) Ху çăлнипе каллах савăнтар мана, хăватлă Сывлăшупа тĕреклĕлентер мана.

15) Санăн çулусем çинђен йĕркесĕр пурăнакансене вĕрентĕп, çылăхлă çынсем Сан йеннелле çаварăнĕç.

16) Ей Турăçăм, мана çăлакан Турă, йун тăкнă çылăхсенђен хăтарсам мана: ђĕлхем Санăн тĕрĕслĕхне савăнса мухтĕ.

17) Ей Турă, Есĕ ђĕлхе-çăварăма уçсан, ђĕлхе-çăварăм Санăн мухтаву çинђен калаçĕ.

18) Есĕ парнешĕн пулсан, епĕ панă пулăттăм: Санăн кăмăлу пĕтĕмĕшпе çунтарса панă парнешĕн мар.

19) Турă парни—хуйхăлă ђун, хуйхăлă йăваш ђĕрене Турă пăрахмаст̌.

20) Ей Турă, Хăвăн ырă ирĕкÿпе Сіона ырăлăхна çитер: Іерусалим хÿмисене хÿсе çавăрăнмалла ту.

21) Вара Есĕ тĕрĕслĕх парнисемпе хунă парнене, пĕтĕмĕшпе çунтарса панисене те хапăл тăвăн: ун ђухне Сана парне кÿрекен вырăн çине пăрусем пусса хурĕç.

51.

 Ĕмĕр вĕçĕ. Идумеа çынни Доик Саул патне пырса, ăна: Давид Авимелех килне пынă тесе каланă ђух, Давид вĕрентни.

3) Ей вăйлă çын, мĕншĕн усаллăхупа мухтанатăн? Санăн ђĕлхÿ куллен йĕркесĕр ĕçпе тĕрĕс мара хатĕрлет,

4) есĕ елекÿпе çивĕђĕ çĕçĕ пек кастаратăн.

5) Есĕ ырăлăх тăвасран ытла усал тума йуратрăн, тĕрĕс калаçасран—суйеçтерме йуратрăн.

6) Есĕ çынна пĕтересшĕн тĕрлĕ калаçма, ђĕлхÿпе елеклеме йуратрăн.

7) Çавăншăн Турă сана пĕтĕмпех пĕтерĕ: тĕпÿ-йĕрÿпех кăларса, сана хăвна та ху пурăнакан çĕр-шывăнтан, йăхна та ђĕрĕ етемсен çĕрĕнђен куçарĕ.

8) Таса çынсем ăна курса хăраса кайĕç, ун çинђен кулса калĕç:

9) акă хайхи хăйне пулăшма Турра ђĕнмен çын, хăйĕн нумай мулĕ çине шанса, пĕтекен йапалашăн тĕреклĕ тăракан çын! тийĕç.

10) Епĕ Турă çуртĕнђе çимĕçĕ нумай пулакан çу йывăççи пек пулăп: епĕ ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех Турă ырăлăхĕ çине шанатăп.

11) Есĕ çапла тунăшăн Сана ĕмĕрех тав-тăвăп, Сан йату çине шанса пурăнăп: Санăн таса çыннусемшĕн ырăлăх вăл.

52.

Ĕмĕр вĕçĕ, савăнасси çинђен. Давид вĕрентни.

2) Ăссăр çын хăй ăшĕнђе: Турă çук, тенĕ. Вĕсем кăмăлĕсене астарнă, йĕркесĕр пурăнса, ирсĕрленсе кайнă: ырă тăвас тийекен çук.

3) Турă етем ывăлĕсем çине: Турра пĕлекен, Турра шыракан пур-и? тесе çÿлтен пăхрĕ.

4) Пур те аташса кайнă, пĕтĕмпех йурăхсăра тухнă, ырă тăвас тийекен çук, пĕри те çук.

5) Йĕркесĕр пурăнакансем, Ман халăха çăкăр вырăнне çийекенсем йепле пĕри те ăнласа илеймĕç-ши? Турра ђĕнмерĕç.

6) Вĕсем хăрамалла мар çĕртех хăрĕç: çынна йурасшăн пурăнакансенĕн шăмми-шаккине Турă салатнă, вĕсем намăса йулнă, Турă вĕсене пăрахнă.

7) Сіон çинђен Израиле çăлăнăç кам парĕ? Турă Хăй халăхне тыткăнран тавăрсан, Іаков хĕпĕртĕ, Израил савăнĕ.

53.

Ĕмĕр вĕçĕ. Давид йурласа ăсне кăтартни. Зиф çыннисем Саул патне пырса: Давид пирĕн патăрта пытанса пурăнмаст-и? тенĕ ђух.

3) Ей Турă, Хăвăн йатушăн çăл мана, хăватупа сут-ту мана.

4) Ей Турă, кĕллĕме илт, çăварăмран тухнă сăмахсене тăнла.

5) Ман çине йут çынсем тăђĕç, ман ђуна вăйлисем шыраççĕ: вĕсен умĕнђе Турă çук.

6) Акă мана Турă пулăшат̌, Турă манăн ђунăм хутне кĕрет.

7) Тăшмансен усаллăхне хăйсем çинех çитерĕ: Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе пĕтер вĕсене.

8) Ей Турă, Сана кăмăлтан парне кÿрĕп, Санăн йатна аслăлăп: Санăн йату ырă.

9) Есĕ мана пур хуйхăран та хăтартăн, манăн куçăм тăшмансем çине пăхакан пулђĕ.

54.

Ĕмĕр вĕçĕ. Асаф хăй ăсне йурăсенђе кăтартни. Псалом.

2) Ей Турă, ман кĕллĕме илтсем, манăн кĕллĕмрен ан йĕрĕнсем.

3) Мана ăнласам, мана итлесем: хурлăхăмра хуйхăрса пĕтрĕм;

4) тăшмансен сассинђен, çылăхлă çынсем пусмăрланинђен хăраса аптăрарăм: вĕсем ман çине йĕркесĕр ĕç йăвантараççĕ, çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ.

5) Ăшăмри ђĕрем хускалђĕ, вилĕм хăрушлăхĕ çитрĕ мана:

6) хăраса ђĕтĕресе тăратăп, тĕттĕм хупласа илђĕ мана.

7) Епĕ каларăм: мана кăвакарђăн çунађĕсем пек çунатсем кам парĕ-ши? вĕçсе кайса лăпланăттăм,

8) акă тарса кайса, пушă хире вырăнаçрăм;

9) хама ђăтăмсăра тухасран, çил-тăвăлтан хăтаракан Турра кĕтсе тăрăттăм, терĕм.

10) Ей Турă, вĕсене шыва путар, вĕсен ђĕлхисене аташтар: хулара пусмăрланине, килĕштерÿ çуккине куртăм епĕ.

11) Кунĕн-çĕрĕн хула тавра хÿми тăрăх çавăрăнаççĕ: хула хушшинђе йĕркесĕр ĕç, асаплантару,

12) улталу, пасарĕсенђе ытлашши илÿпе ђейелĕх пĕтмест.

13) Мана тăшман хăртат̌ пулсан, тÿсĕттĕм те; курайман çын мана çисе мухтансан, унтан тарса та пытанăттăм.

14) Анђах есĕ хампа пĕр ђун пек, хамăн шаннă, пĕлекен çыннăм,

15) пĕрле ĕçсе-çисе савăнакан, пĕр шухăшпа Турă çуртне çÿрекен.

16) Вĕсене вилĕм çиттĕрех, вĕсем ђĕрĕлĕх тамăка анса кайђђăрах: вĕсен килĕнђе, вĕсен хушшинђе усал ĕç тăву анђах.

17) Епĕ Турра тархасларăм та, Турă мана илтрĕ.

18) Каç та, ир те, кăнтăрла та Ăна тархаслăп, Вăл манăн сассăма илтĕ.

19) Мана хирĕç тăракансенђен ман ђунăма çăлса лăплантарĕ: вĕсем мана хирĕç нумайăн.

20) Ĕмĕртен малтанах пур Турă мана илтĕ, вĕсене йăвашлантарĕ: вĕсем Турăран хăрами пулђĕç, вĕсем тÿрленесси çук ĕнтĕ.

21) Вăл вĕсене тавăрма аллине çĕклерĕ: вĕсем Унăн сăмахне тумарĕç.

22) Унăн çиллипе вĕсем саланса пĕтрĕç, вара кăмăлĕсем çавăрăннă пек пулђĕç: сăмахĕсем çуран та çемçе пек-ђĕ, анђах çĕмĕренпе пĕрех-ђĕ вĕсем.

23) Хуйхă килсен Турă çине шан, Вăл сана лăплантарĕ: таса çынна Турă ĕмĕрте те иккĕленме памĕ.

24) Ей Турă, Есĕ усал çынсене вилĕм шăтăкне антарса йарăн: йун тăкакан ђейе çынсем çур ĕмĕрĕсене те çитеймĕç; ей Турă, епĕ Сан çине шанатăп.

55.

Ĕмĕр вĕçĕ. Тасалăх вырăнтан уйăрса йанă çынсем çинђен. Давидăн хăйне йут халăхсем Геѳра тытса ђарнă ђухнехи, йупа çинђи манмалла мар çыру пекки.

2) Ей Турă, хĕрхенсем мана, мана çын çĕнтерђĕ, мана вăл куллен хирĕç тăрса хĕсĕрлет.

3) Тăшмансем мана куллен хирĕç тăраççĕ, нумайĕшĕ мана çĕнесшĕн мухтанса тăраççĕ.

4) Çапах епĕ нихăçан та хăрамăп: епĕ Сан çине шанатăп.

5) Сăмахăмсене каласа Турра мухтăп: епĕ Турă çине шанатăп, хăрамăп: çын мана мĕн тăвĕ? Куллен ман сăмахăмсене урăхла калат̌-ђĕç, пур шухăшĕсенђе те мана усал тăвасшăн-ђĕ.

6) Пытанса ларат-ђĕç те, ђунăма пĕтерес тесе, епĕ çÿренине сăнаса тăрат̌-ђĕç.

7) Есĕ вĕсене пĕр вырăнсăрах тĕртсе йамăн: Есĕ етемсене çиллÿпе пĕтеретĕн.

8) Ей Турă, епĕ хам пурăнăçăма Сана каласа пĕлтертĕм, Ху каланă тăрăх ман куç-çулĕмсене Есĕ Ху умна хутăн.

9) Епĕ Сана йăлăннă кун ман тăшмансем кайалла çавăрăнђђăр: çавăнтан епĕ Есĕ манăн Туррăм иккенне пĕлĕп.

10) Турă каланине мухтăп, Турă сăмахне мухтăп.

11) Епĕ Турă çине шанатăп,

12) хăрамăп: çын мана мĕн тăвĕ?

13) Ей Турă, асăннă сăмахсем манăн ăшăмра, вĕсемпе Санăн аслăлăхна мухтăп.

14) Ĕсе манăн ђунăма вилĕмрен хăтартăн, куçăмсене те йĕресрен, урамсене те шуса кайасран хăтартăн: ђĕрĕ çынсенĕн çут-çанталăкĕнђе Турра йураса пурăнам.

56.

Ĕмĕр вĕçĕ: пĕтермĕсĕн-ђĕ. Давидăн Саулран тусем хушшипе тарнă ђухнехи, йупа çинђи манмалла мар çыру пекки.

2) Ей Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем! ђунăм Сан çине шанат̌, çак инкексем иртсе кайиђђен Сан çунатусен хÿтлĕхĕ çине шанатăп.

3) Çÿлти Турра, хама ырăлăх кăтартакан Турра тархаслăп.

4) Вăл мана çÿлтен хăват йарса çăлĕ, мана таптакансене мăшкăла хăварĕ: Турă Хăйĕн ырăлăхне, ђăнлăхне[i] антарĕ;

5) ман ђунăма арăслансен хушшинђе сехĕрленсе выртнă çĕртен çăлĕ: ей етем ывăлĕсем! вĕсен шăлĕсем хĕç-пăшалпа çĕмĕрен, ђĕлхисем çивĕђĕ хĕç.

6) Ей Турă, пĕлĕтсем çине çĕклен, пĕтĕм çĕр çинђе Санăн мухтаву пултăр.

7) Ман урасем валли таната хатĕрлерĕç, ђунăма тăвăрлантарса çитерђĕç: епĕ пырас çĕре шăтăк алтса хуђĕç; унта хăйсемех кĕрсе ÿкĕç.

8) Ей Турă, манăн ђĕрем тĕреклĕленђĕ, тĕреклĕленђĕ ман ђĕрем: хам ђаплăхăмра мухтăп та, йурлăп та.

9) Ей ђаплăлăхăм, тапран! ей псалтирĕмпе кĕслем, пикенĕр! епĕ ирех тăрăп.

10) Ей Турă, Сана çынсен хушшинђе аслăлăп, йут халăхсен хушшинђе Сана мухтаса йурлăп.

11) Санăн ырăлăху çÿле çитех сарăлнă, ђăнлăху пĕлĕтсем таранах.

12) Ей Турă, пĕлĕтсем çине çĕклен, пĕтĕм çĕр çинђе Санăн мухтаву пултăр.

57.

Ĕмĕр вĕçĕ: пĕтермĕсĕн-ђĕ. Давидăн йупа çинђи манмалла мар çыру пекки.

2) Ей етем ывăлĕсем[ii], есир ђăнах тĕрĕс калаçатăр-и, тĕрĕс сут-тăватăр-и?

3) Çĕр çинђе есир ђĕрĕрте йĕркесĕр ĕç тытатăр, сирĕн аллăрсем тĕрĕс мар ĕç йаваççĕ.

4) Çылăхлă çынсем вĕсем çуралсанах йутшăнса кайнă, амăшĕ ăшĕнђенех аташнă, улталаса калаçнă.

5) Вĕсен çилли çĕлен çилли йевĕрлĕ, илтес мар тесе хăлхи шăтăкне питĕрекен аспидăнни йевĕрлĕ;

6) аспид хăлхине питĕрсен, ђи ăста ђĕлхеçĕ вĕрнĕ ђух та, унăн сассине илтмест вăл.

7) Турă вĕсен çăварĕнђи шăлĕсене çĕмĕрĕ, Турă çав арăслансен йанах шăммийĕсене ватĕ.

8) Вĕсем йухса иртен шыв пек çухалĕç: вĕсем çине халĕсенђен йариђђенех уххине тĕллесе тăрĕ.

9) Вĕсем ăвăс ирĕлсе пĕтнĕ пек пĕтĕç: вĕсем çине вут ÿкĕ, хĕвеле те кураймĕç.

10) Сирĕн ђикекен йывăçăр ÿссе тĕм пулса çитиђђен сире ђĕрĕлĕх çиллипе пĕтерĕ.

11) Турă тавăрнине курсан, таса çын савăнĕ, хăй аллине çылăхлă çыннăн йÿнĕпе çăвĕ.

12) Вара етем калĕ: тÿрĕ çынна сăвап пулат̌ иккен: çĕр çинђе вĕсене сут тăваканни Турă пур, тийĕ.

58.

Ĕмĕр вĕçĕ: пĕтермĕсĕн-ђĕ. Давидăн йупа çинђи пек манмалла мар çырăвĕ; Саул ăна вĕлерес тесе, салтаксем йарса, ăна Килĕнђе сыхлаттарнă ђухнехи.

2) Ей Турă, тăшмансенђен туртса илсем мана, ман çине тăракансенђен хăтарсам мана.

3) Йĕркесĕр хăтланакансенђен хăтар мана, йун тăкакансенђен çăл мана.

4) Акă ман ђунăма йарса илђĕç, вăйлисем мана тапăнђĕç: ей Турă, йĕркесĕрлĕхĕм те, çылăхăм та çук.

5) Йĕркесĕр ĕç тумарăм, тÿрĕ пурăнтăм: тăрса, хирĕç тухса курсам мана.

6) Есĕ, çÿлти çарăсенĕн Турри, Израил Турри, пур халăхсене те килсе пăхма пикенсем: йĕркесĕр тăвакансене пĕрне те хĕрхенмĕсĕн-ђĕ.

7) Вĕсем каçаллапа тавăрăнаççĕ те, йытă пек выçăхаççĕ, хула тавăрашĕнђе çÿреççĕ.

8) Акă вĕсен çăварĕсенђе хурласа калаçу, вĕсен çăварĕнђе хĕç, вĕсем: кам пире илтет? теççĕ.

9) Ей Турă, Есĕ вĕсенђен кулăн, пур халăхсене те çука хăварăн.

10) Епĕ манăн хăватăм Есĕ тесе ĕмĕт тытăп: ей Турă, ман хута кĕрекен Есĕ.

11) Есĕ манăн Туррăм, Санăн ырăлăху ман умран пырат̌; Есĕ манăн Туррăм: мана тăшманăмсем çине пăхтарăн.

12) Ей ман хутăма кĕрекен Туррăм, вĕлерсе ан пĕтер вĕсене: вĕсем Санăн йĕркÿне маннă халлĕнех ан йулђђăр; Хăвăн хăватупа салатса йар вĕсене, ÿкер вĕсене.

13) Ђĕлхи-çăварĕсенĕн çылăхĕсемшĕн, çăварĕсенђи сăмахĕсемшĕн вĕсем мăнкăмăлланнă вăхăтра ленкĕçин-ђĕ: Есĕ йулашкинђен вĕсене ылханнăшăн, суйа суйнăшăн питлĕн.

14) Çилĕпе пĕтĕç те, пулмĕç; вара Іакова та, çĕре те вĕçĕ-хĕррипех Турă тытса тăнине пĕлĕç.

15) Вĕсем каçаллапа тавăрăнĕç те, йытă пек выçăхĕç, хула таврашĕнђе çÿрĕç.

16) Вĕсем çиме шырама саланĕç; тăранаймасан ÿпкеле пуçлĕç.

17) Епĕ Санăн хăватна мухтаса йурлăп, ирех Санăн ырăлăхупа савăнса тăрăп: хуйхă кунĕнђе Есĕ ман хутăма кĕрекенĕм, ман хÿтлĕхĕм пултăн, тийĕп.

18) Есĕ манăн пулăшаканăм, Сана мухтаса йурлатăп: Есĕ ман хутăма кĕрекен Турă; ей Турă, Есĕ манăн ырăлăхăм.

59.

Ĕмĕр вĕçĕ. Улăшăнасшăннисем çинђен. Давидăн йупа çинђи манмалла мар çыру пекки. Вĕренмелли. Сиріари Месопотаміана, Совая Сирийĕне çунтарса йанă хыççăн тавăрăнсан, Іоав тăварлă тÿрем çĕрте едом çыннисене вуникĕ пин вĕлернĕ ђухнехи.

3) Ей Турă, Есĕ пире пăрахрăн, Есĕ пире айала турăн, Есĕ çилентĕн, Есĕ пире ырăлăхна та кăтартрăн.

4) Есĕ çĕре ђĕтĕретрĕн, ăна йĕркерен кăлартăн; унăн пăсăкĕсене тÿрлетсем: вăл хусканса тăрат̌.

5) Есĕ Хăвăн халăхна хытлăх кăтартрăн, пире ăнтан йаракан ерех ĕçтерсе ÿсĕртрĕн.

6) Есĕ Хăвăнтан хăракансене ухăран тарса хăтăлмалли паллă патăн.

7) Санăн йуратнă çыннусем хăтăлĕçин-ђĕ, мана сылтăм аллупа çăлсам, мана илтсем.

8) Турă Хăйĕн таса вырăнĕнђе каларĕ: савăнăп, Сихема уйăрса парăп, ларма йурăхлă тÿрем çĕре виçсе валеçĕп.

9) Галаад та Манăн, Манассіа та Манăн; Ефрем— Манăн аслăлăхăмăн тĕрекĕ; Іуда—Епĕ лартнă патша;

10) Моав—Манăн çăвăнакан савăт вырăнне; Идумей çине аттăмпа пусса тăрăп; йут халăхсем Мана пăхăнђĕç, тенĕ.

11) Тĕреклĕ хулана кам кÿртĕ мана, йе Идумеа çĕрне кам мана йертсе пырĕ?

12) Ей пире пăрахнă Турă, ей пирĕн çарсемпе вăрçа тухман Турă, Есĕ мар-и?

13) Хурлăхăмăрта пулăшсам пире: çын пулăшни нимĕн те мар.

14) Епир Турăпа хăватăмăра кăтартăпăр: Вăл пире пусмăрлакансене пĕтерĕ.

60.

Ĕмĕр вĕçĕ, йурăсенђе, Давид псаломĕ.

2) Ей Турă, епĕ йăлăннине илтсем, манăн кĕллĕме тăнласам.

3) Ăшăм пăшăрханнă вăхăтра çĕр хĕрринђен Сана тархасларăм, Есĕ мана ђул çине тăратрăн, мана çул кăтартса йăтăн.

4) Есĕ манăн шанђăкăм, тăшмансенђен хăтаракан тĕреклĕ йупам пултăн.

5) Санăн çуртна ĕмĕрлĕхе вырăнаçăп, Санăн çунатусен айĕнђе витĕнсе тăрăп.

6) Ей Турă, Есĕ манăн кĕллĕмсене илтрĕн: Хăвăн йатунтан хăракансене Есĕ пайа кÿртрен.

7) Есĕ патшана кунсем çумне кунсем хушăн, унăн ĕмĕрне сыпăкран сыпăка пыртарăн.

8) Вăл ĕмĕрех Турă умĕнђе тăрĕ: Унăн ырăлăхне, Унăн тĕрĕслĕхне кам пĕлсе çитерĕ?

9) Санăн йатна ĕмĕр çапла мухтаса йурлăп, куллен Сана кĕл-туса тăрăп.

61.

Ĕмĕр вĕçĕ, Идиѳума.

 Давид псаломĕ.

2) Манăн ђунăм Турра йепле ан пăхăнтăр? Епĕ Çăлăнасси Унтан килет.

3) Вăл манăн Туррăм, мăнăн Çăлаканăм, хутăма кĕрекенĕм: епĕ нимĕн ђухлĕ те хăрамăп.

4) Хăçанђђен есир çынна пусмăрласа пурăнăр-ши? Хăçанђђен есир, тайăлса кайнă хÿмене, нађарланса çитнĕ картана ватма тăнă пек, пурсăр та çын вĕлерсе пурăнăр-ши?

5) Çитменнине манăн йата та пăсасшăн канаш турăр, çунса, ђупса çÿрерĕр: çăварăрсемпе ырă сунтăр, ăшăрта ылхантăр.

6) Ей ђунăм, мĕн пулсан та Турра пăхăн: Вăл мана тÿсĕмлĕх парат̌.

7) Вăл манăн Туррăм, манăн Çăлаканăм, хутăма кĕрекенĕм: епĕ аптăрамăп.

8) Манăн çăлăнассăм, манăм мухтавăм Турăра: Вăл мана пулăшакан Турă, манăн ĕмĕтĕм Турă çинђе.

9) Ей етем ушкăнĕ, пурсăр та Ун çине шанăр, ђĕрĕрте мĕн пуррине Ун умне кăларса хурăр: пирĕн пулăшаканăмăр Турă.

10) Етем ывăлĕсем ђăнах суйа шухăшлă, етем ывăлĕсем ултавлă: вĕсем тĕрĕс мар виçепе виçеççĕ, вĕсем ушкăнĕпех суйа.

11) Тĕрĕс мар çине ан шанăр, туласа илме ан ĕмĕтленĕр: пуйанлăхăр нумайланнă ђух кăмăлăра ун çинђе ан тытăр.

12) Турă пĕрре ĕмĕрлĕхе каларĕ те, епĕ икĕ йапала çинђен илтрĕм; хăват та Турăра,

13) ей Турă, хĕрхенекен кăмăл та Санра: Есĕ пурне те ĕçĕсене кура тавăратăн.

62.

Давид псаломĕ; Іудей пушă хирĕнђе пулнă ђухнехи.

2) Ей Туррăм, Туррăм, Сана ирех кĕл-тăватăп, ђунăм Саншăн тĕмсĕлет, ÿт-тирĕм те çак çÿреме çук шывсăр ĕннĕ пушă хирте темĕн тĕрлĕ Саншăн çунат̌.

3) Санăн хăватна, Санăн аслăлăхна курасшăн халех ђиркÿре Сан умăнта пулăттăм.

4) Санăн ырăлăху лайăх пурăнăçран мала, ђĕлхе-çăварăм Сана мухтаса тăрат̌.

5) Хам пурăннă ђух Сана çапла аслăласа пурăнам, Санăн йатна асăнса аллăма çĕклем.

6) Çулă, тутлă çимĕç çисе ÿтĕм савăннă пек, ђунăм Санăн ырăлăхупа савăнтăр-ђĕ, ђĕлхе-çăварăм Сана мухтаса тăтăр-ђĕ.

7) Вырăнăм çинђе Сана асăнаттăм та, ир тăрсан та Сан çинђен шухăшлаттăм:

8) Есĕ мана пулăшакан, епĕ Сан çунатусен айĕнђе савăнса тăратăп.

9) Ман ђунăм Сан çумна çыпçăнђĕ, Сан сылтăм аллу мана тытса тăрат̌.

10) Вĕсем ман ђунăма ахалех шырарĕç, вĕсем çĕр тĕпнех анса кайĕç;

11) хĕç айне пулса вилсе пĕтĕç, тилĕсем валли çимĕç пулĕç.

12) Патша Турăшăн савăнĕ: суйа калаçакансенĕн ђĕлхи-çăварĕ хуплансан, патшана асăнса тупа-тăвакан кирек кам та мухтавлă пулĕ.

63.

Ĕмĕр вĕçĕ, Давид псаломĕ.

2) Ей Турă, Сана кĕл-тунă ђух ман сассăма илтсем, тăшман хăратнинђен ђунăма хăтарсам.

3) Усал тума пуçтарăннă ушкăнран, тĕрĕс мара тăвакан темĕн ђухлĕ етемрен витсе тăрсам мана.

4) Вĕсем хăйсен ђĕлхисене хĕç пек çивђĕлетрĕç, айăпсăр çыннах пĕр систермесĕр персе ÿкерме, хăйсен уххисене,

5) хăйсен усал ĕçĕсене хатĕрлерĕç; вĕсем ăна сасартăк персе ÿкерĕç, хăйсем çапах хăрамĕç.

6) Вĕсем усал сăмахĕсенђе хытă тăраççĕ: вăрттăн таната карса хума канаш турĕç, хăйсем: пире кам курат̌? теççĕ.

7) Вĕсем йĕркесĕр ĕç шырарĕç, çыннăн ăшĕ-ђиккĕнђе, ђĕринђе мĕн пуррине шыра шыра ывăнса пĕтрĕç.

8) Турă çийеле тухĕ: вĕсем тунă суран ађасен уххинђен пулнă пек анђах пулĕ.

9) Вĕсем хăйсен ђĕлхисем пиркийех ывăнĕç, вĕсене куракансем пур те пăлханĕç.

10) Пур тĕрлĕ етем те хăраса кайĕ: вĕсем Турă ĕçĕсем çинђен каласа пĕлтерĕç, Вăл тунă ĕçсене ăнласа илĕç.

11) Тÿрĕ çын Турăшăн савăнĕ, Ун çине шанса тăрĕ: таса ђĕрелисем пур те мухтавлă пулĕç.

64.

Ĕмĕр вĕçĕ.

 Давидăн йурă псаломĕ: Іереміанăн, Іезекіилĕн, куçса кайнă çынсенĕн тавăрăнас тенĕ ђухнехи йурри.

2) Ей Турă, Сана Сіонра мухтаса йурлама тивĕçлĕ, Сана Іерусалимре кĕл-тăвĕç.

3) Ман кĕллĕме илтсем: пур тĕрлĕ етем те Сан патна пырĕ.

4) Пире йĕркесĕр çынсенĕн сăмахĕ аптăратрĕ, пирĕн çылăхăмăрсене Есĕ тасатăн.

5) Есĕ суйласа илнĕ çын телейлĕ, вăл Санăн картушĕсенђе тăрĕ; епир Санăн çуртăнти ырăлăхпа тăранăпăр: Санăн çурту таса, унти тĕрĕслĕхрен тĕлĕнмелле.

6) Ей Туррăмăр, ей Çăлаканăмăр, пире илтсем: Есĕ çĕрĕн пур вĕçĕ-хĕрринђе те пурăнакансенĕн, инçетри тинĕсре çÿрекенсенĕн шанђăкĕ.

7) Есĕ хăватупа тусене туса вырăнаçтарнă, вăйупа пилĕкне çыхнă.

8) Есĕ тарăн тинĕссене пăтрататăн, вĕсен хумĕсем шавланине кам тÿсес? Халăхсем пăлханĕç.

9) Санăн хăватусенђен çĕр вĕçĕнђе пурăнакансем те хăраса тăрĕç; Есĕ хĕвел тухĕçĕнђисене те, хĕвел анăçĕнђисене те савăнтарăн.

10) Есĕ çĕр çине ăшă кăмăлупа пăхатăн та, ăна нÿр паратăн, унăн пуйанлăхне ÿстерме Турă çырминђе шыв туллийех: Есĕ етемсем валли çимĕç хатĕрлетĕн: çĕре çапла йĕрке панă.

11) У н çинђи суха кассисене нÿр витер, унти çимĕçе ăнтар, çумăр нÿрĕпе çĕр тырă-пулă ÿстерсе савăнса тăтăр.

12) Есĕ çулталăк тăрăшшĕне Хăвăн ырăлăхупа пиллесен, Санăн хирÿсем тырă-пулăпа тулĕç.

13) Пушă хирти илемлĕ вырăнсем ђеђеке ларĕç, сăртсем те савăнса тăрĕç;

14) такасем çăмпа витĕнĕç, тÿрем çĕрсенђе тулăсем ăнса пулĕç: пур те савăнса хĕпĕртесе йурлĕç.

65.

Ĕмĕр вĕçĕ; псалом йурри; ђĕрĕлсе тăрасси çинђен.

2) Ей çĕр çинђе пурăнакансем, пурсăр та Турăшăн хĕпĕртесе кăшкăрăр, Унăн йатне мухтаса йурлăр, Унăн мухтавне аслăлăр.

3) Турра çапла калăр: Санăн ĕçÿсем йепле хăрушă! Хăвату нумайран Сан тăшманусем Сана пăхăнĕç, тийĕр.

4) Ей çÿлти Турă, çĕр çинђисем пур те Сана пуççапђăр, Сана мухтаса, Санăн йатна аслăласа йурлађђăр.

5) Килĕр, Турă ĕçĕсене курăр: Вăл етем ывăлĕсем тĕлĕшĕнђен Хăй канашĕнђе пит хăрушă.

6) Вăл тинĕсрен типĕ çĕр тунă, шыв урлă уттарса каçарнă: епир Уншăн савăнтăмăр унта.

7) Хăй хăвађĕпе Вăл ĕмĕре тытса тăрат̌; Ăна ытла кÿрентерекенсем ан мухтађђăр тесе, Унăн куçĕ суйа тĕнлĕ халăхсем çине пăхсах тăрат̌.

8) Ей халăхсем, пирĕн Турра аслăлăр, Ăна мухтанă сассăра илтĕнтерĕр.

9) Вăл манăн ђунăма пурăнăç пађĕ, урамсене тайкаланма памарĕ.

10) Ей Турă, Есĕ пире сăнаса пăхрăн, кĕмĕле шăратса тасатнă пек, шăратрăн пире.

11) Есĕ пире танатана кÿртрĕн, пирĕн çурăм çине асап хутăн.

12) Пуçăмăрсем çине çынсене улăхтарса лартрăн; епир вутпа шыв витĕр тухрăмăр, унтан Есĕ пире канлĕхе кÿртрĕн.

13) Пĕтĕмĕшпе çунтармалли парнемпе Санăн çуртна кĕрĕп, Сана Хам асăннисене парăп:

14) епĕ хам хуйхăпа ђухне çăварăмран кăларса, ђĕлхемпе каласа асăнтăм.

15) Кадилопа тĕтĕрсе, самăр такасем çунтарса Сана парне кÿрĕп, Сана вăкăрсемпе кађака такисем парăп.

16) Ей Турăран хăракансем, пурсăр та килĕр, итлĕр: епĕ сире хам ђунăма Турă мĕн мĕн тунисене каласа пĕлтерем.

17) Епĕ Ăна çăварăмпа тархасларăм та, ђĕлхемпе мухтарăм.

18) Епĕ хам ђĕрере тĕрĕс мар шухăш туйнă пулсан, Турă мана илтмен пулĕ-ђĕ.

19) Анђах Турă мана илтрĕ, кĕл-тунă сассăма тăнларĕ.

20) Турă мухтавлă: Вăл манăн кĕллĕмрен йĕрĕнмерĕ, мана Хăйĕн ырăлăхĕнђен хăвармарĕ.

66.

Ĕмĕр вĕçĕ; йурăсенђе; Давидăн йурă псаломĕ.

2) Ей Турă, ырăлăхна кăтарт, пилле пире, пирĕн çийе çутă сăнупа пăх, хĕрхен пире.

3) Çĕр çинђе Санăн çулна, пур халăхсен хушшинђе те Санăн етеме çăлакан ĕçне пĕлер.

4) Ей Турă, халăхсем Сана мухтађђăр, пур халăхсем те мухтађђăр Сана.

5) Халăхсем хĕпĕртесе савăнђђăр: Есĕ халăхсене тĕрĕс сут тăватăн, халăхсене çĕр çинђе Есĕ тытса тăратăн.

6) Ей Турă, халăхсем Сана мухтађђăр, пур халăхсем те мухтађђăр Сана.

7) Çĕр хăй çимĕçне пађĕ; ей Турă, пирĕн Туррăмăр, пилле пире!

8) Ей Турă, пилле пире! Çĕрĕн пур вĕçĕнђисем те Санран хăраса тăђђăр.

67.

Ĕмĕр вĕçĕ; Давидăн йурă псаломĕ.

2) Турă тăтăр, Унăн тăшманĕсем сапаланса пĕтђĕр, Ăна кураймансем Ун умĕнђен тарђђăр.

3) Тĕтĕм çухалнă пек çухалђђăр; ăвăс вутпа йепле шăранат̌, çылăхлă çынсем те Турăран çапла пĕтђĕр.

4) Таса çынсем савăнса тăђђăр, Турă умĕнђе хĕпĕртенђђĕр, савăнса киленђђĕр.

5) Турра мухтаса йурлăр.

6) Унăн йатне аслăласа йурлăр, Ун валли тикĕс çĕрсем урлă çул хатĕрлĕр, Унăн йађĕ Турă: Унăн умĕнђе хĕпĕртенĕр.

7) Унран, тăлăхсенĕн Ашшĕнђен, тăлăх арăмсенĕн хутне Кĕрекенрен хăрађђăр: Турă Хăйĕн таса вырăнĕнђе.

8) Турă пĕр шухăшлисене пĕр килçурта вырăнаçтарат̌, тимĕрленисене хăвађĕпе кăларат̌, çилентерекеннисем тупăксенђе пурăнакансем пулаççĕ.

9) Ей Турă, Есĕ халăху умĕнђен пынă ђух, Есĕ пушă хирпе иртсе пынă ђух, çĕр ђĕтĕренĕ: Синайра курăннă Турă ÿмĕнђе, Израил Турри умĕнђе пĕлĕтсем ирĕлнĕ.

10) Ей Турă, Есĕ Хăвăн суйланă халăху çине çумăрна ирĕккĕн çутарнă: вăл аптăраса çитнĕ вăхăтра Есĕ ăна тĕреклĕлентернĕ.

11) Вăл çĕрте Санăн выљăхусем пурăннă: ей Турă, Есĕ Хăвăн ырăлăхупа йурлă çын валли мĕн кирлине хатĕрленĕ.

12) Турă ырă хыпар саракансене Хăйĕн пысăк хăвађĕпе ђĕлхе-çăвар парĕ.

13) Унăн савнă халăхин çарĕ Патша, Вăл Хăй çурђĕ илемĕшĕн тупăшне уйăрса валеçме парĕ.

14) Турă панă çĕре вырăнаçсан, есир кĕмĕл çунатлă, ылттăн çунат-тăррилĕ йăлтăртатса тăракан кăвакарђăн пек пулăр.

15) Çÿлти Турă унти патшасене салатса йарсан, вăл çĕр Селмон тăвĕ пек йурпа витĕнĕ.

16) Турă тăвĕ—кĕр ту, çÿлĕ ту, вăл кĕр ту.

17) Ей ытти çÿлĕ тусем, мĕншĕн есир Турă Хăй пурăнма кăмăл тунă тушăн вĕђĕрхенетĕр? унта Турă ĕмĕрлĕхе вырăнаçĕ.

18) Туррăн çар урапийĕсем темиçе вунă пиншер вунă пин, хисепсĕр нумай пин: вĕсен хушшинђе Синайри таса вырăнти Турă.

19) Есĕ çÿле улăхрăн, тыткăнрисене тыткăна илтĕн; етемсенђен парне илтĕн, пăхăнманнисем те вырăнаçђăр тесе, вĕсенђен те парне илтĕн.

20) Тура мухтавлă, Турă куллен кун мухтавлă: пире çăлакан Турă, пирĕншен васкат̌.

21) Вăл пирĕн Турă, пире çăлакан Турă: вилĕм хапхи те Турăра, Турă аллинђе.

22) Пуç тÿпийĕсенђен те иртсе кайнă çылăхĕсемпе

23) çÿрекен тăшманĕсенĕн пуçĕсене Турă ватса тăкĕ.

24) Турă каланă: Васан çĕрĕнђен тавăрăп, тинĕс тĕпĕнђен кăларăп; санăн уру йунпа йĕпентĕр, йыттусем те тăшманусене ђĕлхисемпе çулађђăр, тенĕ.

25) Ей Турă, Есĕ пыни курăннă, таса çуртра пурăнакан манăн Патша Туррăм пыни курăннă.

26) Малта, йурлакансем патĕнђе княçсем пынă, тимпан çапакан хĕрсем варринђе пынă.

27) Ей Израил ăрăвĕнђен тухнă етемсем, пуçтарăна пуçтарăна Турра мухтăр.

28) Унта тĕлĕнсе кайнă ђи кĕçĕн Веніамин, Іуда йăхĕнђен тухнă княçсем, вĕсен пуçлăхĕсем, Завулон княçĕсемпе Нефалим княçĕсем пулнă.

29) Ей Турă, хăватна кăтарт; ей Турă, пирĕншĕн мĕн тунине халĕ ĕнтĕ тĕреклĕ туса хур.

30) Іерусалимри ђиркĕвÿ йађĕшĕн патшасем Сана парнесем кÿрĕç.

31) Хăмăшлăхра пурăнакан тискер кайăксене, кĕмĕл пек тасатнисене хупса лартма пуçтарăннă халăхсен тынисем хушшинђи çамрăк вăкăрсене ђарсам: вăрçа йуратакан халăхсене сапаласа йарсам.

32) Египетрен аслă çынсем килĕç, Ефіопіарисем Турă патнелле аллисене ђасрах тăсĕç.

33) Ей çĕр çинђи патшалăхсем, Турра мухтаса йурлăр,

34) ĕмĕртен малтанах пĕлĕтсем çинђи пĕлĕт çинђе Çÿрекене савăнса йурлăр: акă Вăл Хăй сассине хăватлăн илтĕнтерĕ.

35) Турра мухтăр: Унăн аслă илемĕ Израил хушшинђе, хăвађĕ пĕлĕтсем çинђе.

36) Турă Хăйĕн святойĕсен хушшинђе хăватлă, Вăл Израил Турри; Вăл Хăй халăхне вăй-хăват парĕ: Турă мухтавлă.

68.

Ĕмĕр вĕçĕ; улăшăнас ĕçсем çинђен; Давид псаломĕ.

2) Ей Турă, çăл мана, шывсем манăн ђунăм ăшнех кĕђĕç.

3) Лађакари тарăн çĕре путрăм, пусса тăмалăх та вырăн çук; тинĕсри тарăн çĕре тĕл пултăм та, тăвăл путарђĕ мана.

4) Ђĕне-ђĕне халран

5) кайрăм, сассăм тухми пулђĕ; Туррăмран пулăшу кĕтсе куçăмсем ывăнђĕç.

6) Мана вырăнсăр кураймансем пуçăм çинђи çÿçрен те нумайланђĕç; мана пĕр вырăнсăр хăваласа çÿрекен тăшмансем вăйлă-ланђĕç; вĕсене хам илменнишĕн тÿлемелле пулђĕ.

7) Ей Турă, Есĕ манăн ăссăрлăхăма пĕлетĕн, ман çылăхăмсем Сана курăнмасăр тăмаççĕ.

8) Ей Турă, çÿлти çарăсенĕн Турри, Сан çине шанакансем ман пирки ан намăсланђђăр-ђĕ; ей Израил Турри, Сана шыракансем ман урлă хурлăх ан курђђăр-ђĕ.

9) Саншăн хурлăх куратăп, питĕме намăс хупласа илђĕ.

10) Тăванăмсемшĕн йут пултăм, аннем ывăлĕсемшĕн айакри çын пултăм.

11) Сан çуртушăн тăрăшни типĕтсе йађĕ мана, Сана хурлакансенĕн хурри мана тиврĕ.

12) Ђунăма йăвашлантарма типĕ тытрăм та, уншăн та мана мăшкăларĕç.

13) Çийĕме хуйхă тумтирĕ тăхăнтăм та, вĕсемшĕн çисе калаçмалли йапала вырăнне пултăм.

14) Хапха патĕнђе ларакансем ман çинђен тăрăхласа калаçаççĕ, ерех ĕçекенсем те ман çинђен кулса йурлаççĕ.

15) Ей Турă, епĕ хам кĕллĕмпе Сан умăнта, ей Турă, ырăлăху нумай тăрăх, Ху çăлни ђăн тăрăх кирлĕ вăхăтра илт мана.

16) Йушкăнран çăл мана, епĕ путсах анмăпин-ђĕ: хама кураймансенђен, тарăн шывсенђен хăтăлăпин-ђĕ.

17) Шыв çинђи тăвăл мана ан пытартăр-ђĕ, мана тарăн шыв çăтса ан йатăр-ђĕ, шăтăк хăй ăшнех хупса ан хутăр-ђĕ мана.

18) Ей Турă, илтсем мана: Есĕ ырă кăмăллă, вĕçĕмсĕр ырă кăмăлупа хĕрхенсе пăхсам ман çине.

19) Хăвăн ђурувăнтан сăнна тÿртĕн ан тытсам, пит хуйхăратăп, ђасрах илтсем мана.

20) Ђунăма пĕл, çăлсам ăна: тăшмансене кура хăтар мана.

21) Мана хăртнине, ман намăса, ман хурлăха Есĕ пĕлетĕн: мана хурлăх кÿрекенсем пур те Сан умăнта.

22) Манăп ђунăм мăшкăл курассине, асапланассине кĕтсе тăђĕ: хуйхăма пусаракана кĕтрĕм,— пулмарĕ, ђунăма лăплантаракансене шырарăм,— тупаймарăм.

23) Мана çиме ват пађĕç, ăшăм çуннă ђух, хĕрхÿлентернĕ ерех (уксус) ĕçтерђĕç.

24) Вĕсен ĕçки-çики вĕсемшĕн таната пултăр, асаплă, ултавлă вырăн пултăр.

25) Вĕсен куçĕсем тĕттĕмленђђĕр, курми пулђђăр, çурăмĕсем йалан хутланса çÿређђĕр.

26) Вĕсем çине çиллÿне йар, вĕсене Санăн хайар çиллÿ çиттĕр.

27) Вĕсен çурђĕ-йĕрĕ пушанса йултăр, çурђĕсенђе ђĕрĕ ђун ан пултăр.

28) Вĕсем Есĕ хĕн кăтартнă çыннах хĕсĕрлеççĕ: манăн ыратакан суранăмсем çумне тата суран турĕç.

29) Вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсем çумне йĕркесĕр ĕçĕсене хуш, вĕсем Сан умăнта тÿрре ан тухайђђăр.

30) Вĕсем ђĕрĕ çынсен кĕнекинђен хуралђђăр, тÿрĕ çынсемпе пĕрле ан çырăнайђђăр.

31) Епĕ мĕскĕн, асапланатăп: ей Турă, Санăн çăлакан тивлетÿ пулăшин-ђĕ мана.

32) Епĕ хам Туррăмăн йатне йурласа мухтăп, Ăна мухтаса аслăлăп: Турăшăн вăл мăйраки пур икĕ ђĕрнелĕ çамрăк пăруран кăмăллăрах пулĕ.

33) Йурлă çынсем çавна курса савăнђђăр: Турра шырăр, сирĕн ђунăрсем ђĕрĕ пулĕç вара.

34) Турă мĕскĕн çынсене итлет, Хăйĕн тимĕрленисенђен йĕрĕнмест.

35) Ăна пĕлĕтсем те, çĕр те, тинĕс те, тинĕсре пурăнакансем те пур те мухтађђăр.

36) Турă Сіона сыхлĕ, Іудеа хулисем пула пула тăрĕç; вĕсем унта вырăнаçĕç, Сіон вĕсен пулĕ.

37) Ăна Санăн ђурусен йăхĕ тытса тăрĕ, унта Санăн йăтна йуратакансем вырăнаçĕç.

69.

Ĕмĕр вĕçĕ; Давидăн хăйне Турă çăлнă ђухне асĕнђе тытни.

2) Ей Турă, мана пулăшассине асна илсем, ей Турă, мана пулăшма васкасам.

3) Ман ђунăма шыракансем намăсланђђăр, мăшкăл пулђђăр, мана усал сунакансем кайалла тавăрăнса намăса йулђђăр.

4) Мана: аван-ха ку, аван! тесе мăшкăлакансем çавăнтах намăсланса тавăрăнтăр.

5) Ей Турă, Сана шыракансем пур те Сан тăрăх савăнса хĕпĕртенђђĕр; Есĕ çăлнине йуратакансем йалан: Турă мухтава тухтăр, тесе тăђђăр.

6) Ей Турă, епĕ мĕскĕн, хурлăхлă ђун, пулăш мана: мана пулăшакан, мана çăлакан Есĕ; ей Турă, ан вăрахласам.

70.

Давид псаломĕ.

 Іонадав ывăлĕсемпе тыткăна малтан илсе кайнисен йађĕпе.

 Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

2) Ей Турă, епĕ Сан çине шанатăп, ĕмĕрне те намăс курмăпин-ђĕ.

3) Мана Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе хăтар, туртса ил мана; хăлхуна ман йеннелле ђиксе итле, çăл мана.

4) Ман хута кĕрекен Туррăм, мана çăлакан тĕреклĕ вырăнăм пул: манăн тĕрекĕм, манăн хÿтлĕхĕм Есĕ.

5) Ей Турăçăм, çылăхлă çын аллинђен, йĕркерен тухнă çын аллинђен, хур тăваканран хăтар мана.

6) Ей Турă, Есĕ манăн тÿсĕмлĕхĕм, ей Турă, Есĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм.

7) Епĕ çуралнăранпах Санпа тĕреклĕ тăратăп, аннем ăшĕнђеренпех Есĕ мана витсе тăратăн: епĕ Сана йалан асăнса йурлатăп.

8) Епĕ нумайĕшиншĕн тĕлĕнмелле йапала вырăнне-ђĕ, анђах мана тĕреклĕ пулăшакан Есĕ.

9) Ђĕлхе-çăварăм мухтаспа тултăр: Санăн мухтавна, Санăн аслă илемне куллен асăнса йурлам.

10) Ваттăм çитнĕ вăхăтра мана тĕртсе ан йарсам, вăйăм-тĕрекĕм пĕтсе килнĕ ђух ан пăрахсам мана.

11) Ман тăшмансем, ман ђунăма сыхлакансем пĕрле канаш туса, ман çинђен каларĕç: ăна Турă пăрахнă, кайса тытăр, хăтараканĕ çук, терĕç.

12) Ей Турăçăм, мана пăрахса ан кайсам; ей Турăçăм, мана пулăшассине асна илсем.

13) Ман ђунăм çинђен усал йат саракансем намăса йулса çухалĕçин-ђĕ, мана усал шыракансем намăспа, мăшкăлпа хупланĕçин-ђĕ.

14) Епĕ Сан çине йаланах шаннăçем шанăп, Сана мухтанăçем мухтăп.

15) Санăн тĕрĕслĕхÿ çинђен, Есĕ çăлни çинђен ман ђĕлхе-çăварăм куллен каласа пĕлтерĕ: епĕ кĕнекеçĕсен ђейелĕхне вĕренмен.

16) Епĕ Турă хăвађĕпе тытăнăп, ей Турă, пĕр Санăн тĕрĕслĕхне анђах асăмра тытăп.

17) Ей Турăçăм, Есĕ мана çамрăкранпах мĕне вĕрентнĕ, çав хăватусем çинђен халиђђенех пĕлтеретĕп.

18) Ей Туррăм, епĕ Санăн вăйу-хăвату çинђен малашне çуралас пур ăрăва та каласа пĕлтериђђен, Есĕ мана хам ватăлса, кăвакарса кайиђђенех ан пăрахсам.

19) Ей Турă, Санăн тĕрĕслĕхÿ çÿле çитиђђенех: Есĕ маншăн пысăк ĕçсем турăн; ей Турă, Сана çитесси кам пур?

20) Есĕ мана усал хуйхă нумай кăтартрăн пулсан та, ман йеннелле çавăрăнса, мана ђĕртрĕн, мана çĕр тĕпĕнђен кăлартăн.

21) Мана Есĕ Хăвăн аслăлăхна нумай кăтартрăн: ман йеннелле çавăрăнса, мана лăплантартăн, мана татах та çĕр тĕпĕнђен кăлартăн.

22) Ей Турă, епĕ халăхсен хушшинђе Сан çинђен, Сан ђăнлăху çинђен псалом каласа пĕлтерĕп; ей Турă, ей Израилĕн Святойĕ, Сана кĕсле каласа йурлăп.

23) Сана мухтаса йурланă ђухне ђĕлхе-çăварăм та, Есĕ хăтарнă ђунăм та хĕпĕртенсе тăрĕç.

24) Мана усал тăвасшăн çÿрекенсем намăсланса хурлăха йулсан, ђĕлхем те кунĕ-кунĕпе Сан тĕрĕслĕхÿ çинђен калаçĕ.

71.

Соломон çинђен. Давид псаломĕ.

2) Ей Турă, патшана Хăвăн сутна, патша ывăлне хăвăн тĕрĕслĕхне пар. Вăл Санăн халăхна, Санăн мĕскĕн çыннусене сутра тĕрĕс сут-тутăр.

3) Етем валли тусем канăçлăх илђђĕр, сăртсем тĕрĕслĕх кÿђђĕр.

4) Вăл йурлă çынсене сут-тутăр, мĕскĕнсен ывăлĕсене çăлтăр, елекĕçе йăвашлантартăр.

5) Вăл хĕвелпе уйăх тăнă пек, сыпăкран сыпăка пырĕ.

6) Вăл çăм çине çумăр çунă пек, çĕр çине тумла тумланă пек анĕ.

7) Унăн кунĕсенђе уйăх ђарăниђђенех тĕрĕслĕхпе темĕн ђухлĕ канăçлăх çутăлса тăрĕ.

8) Вăл тинĕсрен тинĕсе çитиђђенех, йухан шывсенђен тĕнђе хĕррине çитиђђенех тытса тăрĕ.

9) Еѳіопія çыннисем Ăна ÿксе пуççапĕç, Унăн тăшманĕсем тăпра çулĕç.

10) Ѳарсис патшисем, шыв уттисем çинђисем Ăна парнесем кÿрĕç, Аравіапа Сава патшисем Ăна парнесем кÿрсе парĕç.

11) Çĕр çинђи патшасем пур те Ăна ÿксе пуççапĕç, пур халăхсем те Ăна ĕçлесе тăрĕç:

12) Вăл йурлă çынна та, пулăшаканĕ çук мĕскĕне те вăйлă çынтан хăтарĕ.

13) Вăл йурлă çынпа мĕскĕне хĕрхенĕ, мĕскĕнсен ђунĕсене çăлĕ.

14) Вĕсен ђунĕсене услам илесрен, тĕрĕс мар пурăнăçран хăтарĕ: Ун йађĕ вĕсен умĕнђе хисеплĕ пулĕ.

15) Вăл ĕмĕр пурăнĕ; Ăна Аравіа ылттăнне парĕç: Ун йатне асăнса йалан кĕл-тăвĕç, Ăна куллен мухтаса тăрĕç.

16) Çĕр çинђе те, тусем тăррине те тырă-пулă ăнса пулĕ; ÿснĕ тырă Ливан çинђи кедрсем пек хумханса ларĕ; хула халăхĕ çĕр çинђи курăк пек ĕрђĕ.

17) Унăн йађĕ ĕмĕрех мухтавлă тăрĕ; Унăн йађĕ хĕвелтен малтанах пур; çĕр çинђи халăхсем пур те Ун урлă пиллĕх илĕç: Ăна пур халăхсем те аслăлĕç.

18) Израил Турри мухтавлă Турă, хăват тăвакан пĕр Вăл анђах.

19) Унăн мухтавлă йађĕ ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех мухтавлă, Унăн мухтавлăхĕ пĕтĕм çĕре тулĕ. Амин, амин.

20) Ӏессей ывăлĕ Давидăн йуррисем пĕтрĕç.

72.

Асафа панă псалом.

1) Израил Турри таса ђĕрелисемшĕн ытла та ырă-ĕçке!

2) Манăн урамсем кăштах пăрăнса каймарĕç, ура тупанĕсем кăштах шумарĕç:

3) епĕ çылăхлă çынсем канлĕ пурăннине кура, йĕркесĕр çынсене сăхлантăм çав.

4) Вĕсен вилĕмĕнђе ăса кĕмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест.

5) Вĕсем çынсем асапланса ĕçлекен ĕçе ĕçлемеççĕ, çынсем куракан хĕне курмаççĕ.

6) Çавăнпа вĕсене пĕтĕмпех мăнкăмăл çĕнтернĕ, вĕсем тĕрĕс мар ĕçпе усаллăха тумтир пек тăхăннă.

7) Вĕсем хăйсен кăмăлĕсем йуратнă пек пурăнаççĕ, хăйсен тĕрĕсмарлăхне пуйанлăхĕсемпе тÿрре кăлараççĕ.

8) Шухăшлаççĕ те, усал тăвасси çинђен калаçаççе, тĕрĕс мар çинђен çĕкленсе калаçаççĕ.

9) Çăварĕсене пĕлĕт çинех йанă, ђĕлхисене çĕр тăрăхах çÿретеççĕ.

10) Çавна кура Ман çыннăмсем те çавăнталлах çавăрăнаççĕ, кун-çулĕсем вĕсен ырăлăхпа тулĕç.

11) Вĕсем калаççĕ: Турă йепле пĕлтĕр? Çÿлти Турă пĕлесси пур-и вара?

12) Акă, çак çылăхлă çынсемех, ку ĕмĕрте мул пуçтаракансемех ырă кун-çул кураççĕ, теççĕ.

13) Епĕ те каларăм: кăмăлăма таса тытни, хам айăпсăррине кăтартса аллăмсене çуни ахалех пулмарĕ-ши? терĕм.

14) Мана куллен суран кăтартат̌-ђĕç, ирсерен хурлантарат̌-ђĕç.

15) Епĕ çапла, вĕсем калаçнă пек калаçнă пулсан, Санăн ывăлусен ăрăвĕ умĕнђе айăпа йулнă пулăттăм.

16) Вара епĕ ун çинђен ăнласа илесшĕн пултăм;

17) анђах епĕ Туррăн таса çуртне кĕриђђен, вĕсем йепле пĕтессине пĕлиђђен, маншăн вăл йывăр пулђĕ.

18) Есĕ вĕсене ђейелĕхĕсемпе усал тунăшăн ђăнах асап курмалла турăн, вĕсем мăнкăмăлланса çитсен, вĕсене пĕтĕмпех ÿкертĕн.

19) Вĕсем йепле тĕп пулђĕç! сасартăк çухалђĕç, йĕркесĕр пурăннăшăн пĕтсех ларђĕç.

20) Ей Турă. Есĕ вĕсен тĕсне-йĕрне те Хăвăн хулунтан ыйхăран тăнă çын тĕлĕкĕ пек анђах çухатăн.

21) Ђĕрем хыпса çунђĕ те, ăшăм-ђиккĕм те хускалђĕ те,

22) епĕ пĕлмен, ăнланайман çын пултăм, Сан умăнта выљăхах-ђĕ.

23) Çапах епĕ йаланах Санпа пĕрле, Есĕ мана сылтăм аллăмран тытса тăратăн;

24) Есĕ мана Хăвăн канашупа çÿрететĕн, кайран мана мухтавлăха илĕн.

25) Пĕлĕт çинђе маншăн мĕн пур? Çĕр çинђе епĕ Санран мĕн ĕмĕтленетĕп?

26) Ђĕрем те, ÿтĕм те ывăнђĕ: ей Турă, Есĕ манăн ђĕремĕн тĕрекĕ; ей Турă, Есĕ манăн ĕмĕрлĕх телейĕм.

27) Акă хăйсене Санран сивĕтекенсем пĕтĕç: Есĕ Хăна пăрахакансене пурне те пĕтеретĕн.

28) Маншăн Турă çумне çыпçăнни, ĕмĕтĕме Турă çинђе тытни, Сіон хĕрин хапхи умĕнђе Санăн мĕн пур мухтаву çинђен пĕлтерсе тăни ырă.

73.

Вĕренмелли. Асафа пани.

1) Ей Турă, мĕншĕн пире Есĕ пĕтĕпмех пăрахрăн-ши, мĕншĕн Хăвăн кĕтĕвĕнти сурăхусем çине ытла çилентĕн-ши?

2) Хăвăн авалтанпах тăрăшса пуçтарнă етемÿ ушкăнне, Хăвăн хăватупа сыхласа тăмашкăн суйласа илнĕ халăхна, Ху вырăнаçнă Сіон туне асна илсем.

3) Тăшманусем Санăн таса çуртăнта мĕн ђухлĕ усал турĕç! аллуна çĕклесем, вĕсен мăнкăмăлне йăлтах пĕтерсем.

4) Сана кураймансем Санăн праçникÿ хушшинђе мухтанђĕç; вĕсем ăсран кайнă пуçĕсемпе хăйсен суйа туррисен кĕлеткисене ђиркÿ хапхи тăррине çÿле çака çака йађĕç.

5) Санăн çурту вăн алăкĕсене вăрманта йывăç каснă пек,

6) пуртăсемпе каса каса ватрĕç: Санăн çуртна пуртăпа, лумпа пере пере çĕмĕрђĕç.

7) Санăн çĕр çинђи таса çуртна вутпа çунтарса йăђĕç, Сан йатна лартнă çурта ирсĕре кăларђĕç.

8) Вĕсен тăванĕсем те пĕрлешсе хăйсен хушшинђе каларĕç: килĕр, Турă уйавĕсене çĕр çинђен пурне те пăрахтарар, терĕç.

9) Епир ĕлĕк курнă хăватсене кураймастпăр ĕнтĕ, пророк та çук пирĕн, пире ку хăçанђђен пырассине пĕлтерекен те çук.

10) Ей Турă, хăçанђђен тăшман мăшкăласа тăрĕ-ши? Санăн йăтнă вăл ĕмĕрех хурласа пурăнĕ-ши-мĕн?

11) Мĕншĕн Хăвăн аллуна, Хăвăн сылтăм аллуна хĕвÿнтен пĕтĕмпех айакра тытатăн-ши?

12) Есĕ пирĕн ĕмĕртен малтанхи Патша Турă, Хăвăн пире çăлас ĕçне тĕнђе варринђе тунă.

13) Есĕ хăватупа тинĕсе уйăрса тăратнă, Есĕ шывра çĕленсенĕн пуçĕсене çĕмĕрнĕ.

14) Есĕ çĕлен пуçне çĕмĕрнĕ те, ăна Еѳіопіа çыннисене çиме панă.

15) Есĕ çăл куçĕсем кăларса шывсем йухтарнă, Есĕ Иѳамри йухăм шывсене типĕтнĕ.

16) Кун та Санăн, çĕр те Санăн; çурăм пуçне те, хĕвеле те Есĕ туса хатĕрленĕ.

17) Есĕ çĕрĕн пĕтĕм вĕçне-хĕррине пултарнă; çăва та, çуркуннепе те Есех тунă.

18) Тăшман Турра мăшкăларĕ, ăссăр çынсем Сан йăтнă хурларĕç: çавсене асна илсем.

19) Хăна мĕн пурне каласа паракан ђуна çав тискер кайăксене ан парсам: Хăвăн мĕскĕнÿсенĕн ђунĕсене пĕтĕмпех ан мансам.

20) Ху хунă сăмахна асна ил: çĕрти уллах вырăнсене йĕркесĕр ĕç çурђĕсем ларса тулђĕç.

21) Йăваш çын намăсланса, кайалла çавăрăнса ан кайтăр-ђĕ; йурлă çынпа мĕскĕн çын Санăн йатна аслăласа мухтамалла пулђђăр.

22) Ей Турă, тăр, Хăвăн ĕçне тÿрре кăлар; ăссăр çын Хăна куллен хурланине асна ил.

23) Хăна йăлăнакансенĕн сассине ан ман: Сана кураймансем мăнкăмăлланни йаланах Сан патна çитсе тăтăр.

74.

Ĕмĕр вĕçĕ, пĕтмĕсĕн-ђĕ. Асафа панă йурă псаломĕ.

1) Ей Турă, Сана аслăлăпăр, аслăлăпăр Сана; Санăн йăтнă асăнса ђĕнĕпĕр: епĕ Санăн пур хăватусем çинђен те пĕлтерĕп.

2) (Турă каланă:) Вăхăт суйласа илĕп те, Хам тÿрĕлĕхĕмпе сут-тăвăп.

3) Çĕр те, ун çинђе пурăнакансем те хусканнă: Епĕ çĕрĕн йуписене тĕреклентерĕп (тенĕ).

4) Епĕ йĕркесĕр пурăнакансене: йĕркесĕр ан пурăнăр, çылăха кĕрекенсене: мăйракăрсене ан çĕклĕр.

5) Мăйракăрсене çÿлелле ан тытăр, Турă çинђен тĕрĕсмара ан калаçăр:

6) çĕкленесси вăл хĕвел тухăçĕнђен, йе хĕвел анăçĕнђен, йе пушă хирти тусенђен мар; мĕншĕн тесен—

7) Турă Хăй Тÿре: Вăл пĕрне йăвашлантарат̌, тепĕрне çĕклентерет, терĕм.

8) Турă аллинђе савăт туллипех çара ерех, Вăл шыв хутăштарса сапса йарат̌ ăна: унăн çĕпри те сĕвĕрĕлменрен, ăна çĕр çинђи пур çылăхлă çынсем те ĕçĕç.

9) Епĕ ĕмĕр сăвăнса пурăнăп, Іаков Туррине мухтаса йурлăп; усал çынсен мăйракисене пĕтĕмпех хуçăп, вара тÿрĕ çын мăйраки çĕкленĕ.

75.

Ĕмĕр вĕçĕ; йурăсенђе; псалом. Ассиріа çынни тĕлĕшĕпе.

1) Іудеяра Турра пĕлеççĕ, Унăн йађĕ Израилре аслă.

2) Унăн вырăнĕ Канăçлăх хулинђе (Іерусалимре) çурђĕ Сіонра.

3) Унта Вăл ухăсен тĕрекне, хупланмалли хÿтлĕхе, хĕçе те, вăрçа та пĕтернĕ.

4) Есĕ ĕмĕрхи тусем çинђен тĕлĕнмелле çутатса тăратăн.

5) Ăссăр кăмăллисем пур те пăлханса пĕтрĕç: мул çыннисем вăранми ыйхăпа çывăрса кайрĕç те, аллисенђе вĕсен пĕрин те нимĕн хăват та пулмарĕ.

6) Ей Іаков Турри, лаша çине утланнисем те Есĕ йунанипе тĕлĕрсе кайрĕç.

7) Есĕ пит хăрушă: Есĕ çиленнĕ вăхăтра Сан умăнта кам тÿсес?

8) Есĕ Ху сут-тунине пĕлĕт çинђен илтĕнтертĕн;

9) Турă çĕр çинђи пур йăнăшсене те çăлма сут-тăва пуçласан, çĕр ђĕтĕресе кайрĕ, шăпах пуљђĕ.

10) Çавăнпа етемсем Сана шухăшĕсене те аслăлĕç, Сана пур шухăшĕсемпе те уйĕç.

11) Туррăмăра кĕл-тăвăр, Туррăмăра асăннине парăр.

12) Княçсен ђунне илекен хăрушă Турра, çĕрти патшасемшĕн те пит хăрушă Турра Унăн таврашĕнђе тăракансем пур те парнесем кÿрĕç.

76.

Ĕмĕр вĕçĕ. Идиѳума, унтан Асафа панă псалом.

1) Епĕ сассăмпа Турра тархасларăм: сассăмпа Турра тархасларăм та, Вăл мана итлерĕ.

2) Хама хурлăх çитнĕ вăхăтра Турра шырарăм, çĕрле те Ун йеннелле аллăма тăсса тăтăм,—улталанмарăм: ђунăм пусăрăнас пек мар-ђĕ.

3) Турра асăнтăм та, хĕпĕртесе кайрăм: епĕ шухăша кайăттăм та, ђунăм аптăраса çитет-ђĕ.

4) Куçăм хурал йĕркисем улăшăннине курсах тăрат̌-ђĕ: пăшăрхана пуçларăм, калаçмастăм.

5) Ђи малтанхи кунсем çинђен шухăшласа, авалхи çулсене аса илсе шухăша кайăттăм.

6) Епĕ çĕрле ђĕремпе шухăшлаттăм, туйăмпа ак çакна пĕлесшĕн тăрăшаттăм:

7) Турă йепле ĕмĕрлĕхех пăрахĕ-ши, йепле Вăл ырăлăхне урăх кăтартмĕ-ши?

8) Йепле Вăл хĕрхенме йăлтах пăрахĕ, йе йепле Унăн сыпăкран сыпăка пыракан сăмахĕ ђарăнĕ?

9) Турă ырăлăхне кăтартма йепле манĕ-ши, йе Хăй çиленнине йепле парас ырăлăхне пама ђарăнĕ-ши? теттĕм.

10) Вара каларăм: халĕ ĕнтĕ ăнла пуçларăм: ку çÿлти Туррăн сылтăм алли ырăлăх кăтартма пуçлани, терĕм.

11) Епĕ Турă ĕçĕсем çинђен аса илтĕм: Санăн хăватусене ђи малтанхисенђенех пуçласа астуса илĕп;

12) Сан пур ĕçÿсем çинђен те ăнласа илме тăрăшăп, Есĕ тунă ĕçсем çинђен тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшлăп.

13) Ей Турă, Санăн çулу таса вырăнта: пирĕн Турă пек асли хăш турă пур?

14) Есĕ хăватсем тăвакан Турă: Есĕ Хăвăн хăватна етемсене пĕлтернĕ.

15) Есĕ хăватупа Хăвăн халăхна, Іаковпа Іосиф ађисене хăтарнă.

16) Ей Турă, Сана шывсем курнă та, Сана курсан хăраса кайнă, тарăн тĕлсем пăтраннă.

17) Шывсем темĕн тĕрлĕ шавланă, пĕлĕтсем сасă панă: Санăн уххусем вĕсен витĕр иртнĕ.

18) Есĕ аслати авăттарнă пĕлĕт çавăрăшкинђе, Есĕ çиçĕм çиçтернипе пĕтĕм тĕнђе çутăлса кайнă, çĕр хускалса ђĕтĕренĕ.

19) Тинĕссенђе те Санăн çулусем, темĕн ђухлĕ шывсенђе те Санăн сукмакусем, çапах Санăн йĕрÿсене пĕлме хал çук.

20) Есĕ Хăвăн халăхна, сурăхсене йертсе çÿретнĕ пек, Моисейпе Аарон аллипе йертсе çÿренĕ.

77.

Вĕренмелли. Асафа пани.

1) Эй халăхăм, ман закона тăнла, ман ђĕлхе-çăварăм калаçнă сăмахсене хăлхана ђик.

2) Йуптарса калаçма çăварăма уçăп, авалтанпах пыракан йумахсем çинђен каласа кăтартăп.

3) Вĕсем çинђен хамăр мĕн илтнине, мĕн пĕлнине пире аттемĕрсем те каласа хăварнă:

4) вĕсем Туррăн мухтавĕ çинђен, Унăн хăвађĕсем çинђен, Вăл тунă тĕлĕнмелли ĕçсем çинђен сыпăкран сыпăка пĕлтерсе пымашкăн ађасенђен пытарса тăман ăна.

5) Аттемĕрсене мĕн хушнине вĕсем ывăлĕсене те калађђăр тесе, Вăл Іакова Хăй ирĕкне пĕлтернĕ, Израиле Хăй законне панă.

6) Пулас йăхсем, çуралас ывăлсем хăйсем те пĕлђђĕр, унтан вĕсене хăйсен çуралнă ывăлĕсене те тăрса каласа пађђăр, тенĕ.

7) Вĕсем ĕмĕђĕсене Турă çинђе тытђăр, Турă ĕçĕсене ан манђђăр, Вăл панă заповѣдсене шырађђăр, тенĕ.

8) Вĕсем хăйсен ашшĕсем пек хăлăхсăр ăру, Турра çилентерекен ăру ан пулђђăр, кăмăлĕсене тÿрлетмен, ђунĕсене Турра ĕненсе тĕреклентермен йăх пек ан пулђђăр, тенĕ.

9) Ефрем ађисем вăрçă кунĕ уххисене хытара хытара пенĕ çĕртенех кайалла тарнă.

10) Вĕсем Турă хунă сăмаха тытса тăман, Ун законĕ тăрăх çÿресшĕн пулман.

11) Унăн ырăлăхĕсене, Вăл хăйсене кăтартнă Унăн хăватлă ĕçĕсене маннă:

12) Вăл вĕсен ашшĕсен умĕнђе Египет çĕрĕнђи Танеос хирĕнђе хăватсем тунă.

13) Тинĕсе уйăрса пăрахса, шывсене хÿме пек тăратса, çуран каçарнă вĕсене.

14) Вăл вĕсене кăнтăрла пĕлĕт хыççăн, çĕрле çĕрĕпех вут çути хыççăн йертсе нынă.

15) Пушă хирте ђула çурса, вĕсене тарăн шывран ĕçтернĕ пек тăраниђђенех ĕçтернĕ.

16) Ђулран шыв кăларнă, шывсене çырмари пек йухтарнă.

17) Весем çапах Турă умĕнђе татах çылăха кĕрсе пынă, çÿлти Турра шыв çук çĕрте тата кÿрентернĕ.

18) Хăйсен ђунĕ савнă çимĕçе ыйтса, вĕсем хăйсен ăшĕсенђе Турра сăнанă.

19) Турра хурласа каланă: пушă хирте Турă ăçтан çимĕç хатĕрлеме пултартăр?

20) Вăл ђула çапсан, шывсем йухасса йухрĕç те, çырмасем те тулђĕç те, анђах çăкăр пама, йе Хăй халăхĕ валли апат хатĕрлеме ăçтан пултартăр Вăл? тенĕ.

21) Çавăнпа Турă ăна илтсен, çиленнĕ; вара Іаков йăхĕнђе вут тухнă, Израил çине çилĕ çитнĕ; мĕншĕн тесен—

22) вĕсем Турра ĕненмен, Вăл çăлассине шанман.

23) Вара Вăл çÿлтен пĕлĕтсене хушнă, пĕлĕт алăкĕсене уçнă;

24)  вĕсене çиме манна çутарнă, вĕсене çÿлти çăкăра панă.

25) Етемсем çапла ангелсен çăкăрне çинĕ: вĕсем валли тăраниђђен çиме апат йанă.

26) Çÿлтен кăнтăр йенђен çил хускатнă та, хăвађĕпе хĕвел-тухĕç йенђен çил вĕртнĕ.

27) Вĕсем валли, хупласа килнĕ тусан пек аш çутарнă, тинĕсри хăйăр пек темĕн ђухлĕ вĕçен кайăк çутарнă.

28) Кĕсене Вăл вĕсем ђарăннă çĕре, вĕсен ђатăрĕсен таврашне ÿкернĕ.

29) Вĕсем вара çинĕ, йăлтах тăраннă: вĕсене çапла хăйсем мĕн ĕмĕтленнине панă.

30) Анђах вĕсене хăйсем ĕмĕтленесрен ђарăниђђенех, апађĕсем çăварĕсене ђухах,

31) Турă çилли çитнĕ: вĕсенђен Нумайĕшне вĕлернĕ, Израилĕн çамрăк çыннисене пĕтернĕ.

32) Çав хушăра та вĕсем тата çылăха кĕнĕ, Унăн хăватлă ĕçĕсене ĕненмен.

33) Вара вĕсен кунĕсене нимĕнсĕрех çухатнă, вĕсен кун-çулĕсем ђас иртсе кайнă.

34) Вăл вĕсене вĕлернĕ ђухне, вĕсем Ăна шыранă, Ун йеннелле çаврăннă, ирех Турă умĕнђе тăнă.

35) Вĕсем хăйсене пулăшаканĕ Турă иккенне, хăйсене хăтараканĕ Çÿлти Турă иккенне астуса илнĕ.

36) Çăварĕсемпе Ăна йуратнă, ђĕлхисемпе Ăна суйеçтернĕ.

37) Вĕсен ђĕрисем Ун умĕнђе тÿрĕ пулман, вĕсем Вăл хунă сăмаха ĕненсе тăман.

38) Вăл çапах пит ырă кăмăллă: вĕсен çылăхĕсене каçарнă, вĕсене пĕтĕмпех пĕтермен; Хăйĕн хайарлăхне темиçе хут та пусарнă, Хăй çиллине пĕтĕмпех ирĕке йаман.

39) Вăл вĕсем ÿт иккенне, сывлăшĕсем пĕрре тухса кайсан кайалла тавăрăнайманнине асне илнĕ.

40) Миçе хутђен вĕсем Ăна пушă хирте кÿрентернĕ, шыв çук çĕрте Ăна çилентернĕ?

41) Весем кăмăлĕсене астарнă та, Турра сăнанă, Израилĕн Святойне çилентернĕ.

42) Вăл вĕсене хур тăваканăн аллинђен хăтарнă; çав кун кăтартнă Унăн хăватне асĕсене илмен.

43) Вăл ун ђухне Египетре Хăйĕн паллисене кăтартнă, Танеос хирĕнђе хăватсем тунă:

44) вĕсем ан ĕçейђђĕр тесе, вĕсен шывĕсене, вĕсен çăлĕсене йун тунă;

45) вĕсене сăхђăр тесе, вĕсем çине усал шăнасем йанă;  вĕсене пĕтерђђĕр тесе, шапасем йанă;

46) вĕсен тырри-пуллине хуртпа пĕтернĕ, асапланса ĕçленисене шăрђăка çитернĕ;

47) иçĕм çырли йывăççисене пăр çаптарнă, смоква йывăççисене тăм тивертнĕ;

48) выљăх-ђĕрлĕхĕсене те пăр çаптарнă, мулĕсене вутпа пĕтернĕ.

49) Вĕсем çине Хăйĕн хайар çиллине, усал ангелсем йаракан çилĕ-хайара, асапа йанă.

50) Хăй çилли çулне уçнă та, вĕсен ђунĕсене те вилĕмрен хăтармăп, выљăх-ђĕрлĕхĕсене те ÿкерсе пĕтернĕ.

51) Египет çĕрĕнђи малтан çуралнисене, Хам йалĕсенђи ĕçлесе тунă ђи лайăх йапалисене пурне те пĕтерсе тухнă.

52) Хăй халăхне сурăхсене хускатнă пек хускатса кайса, кĕтÿ çÿретнĕ пек пушă хирпе йертсе пынă.

53) Вăл вĕсене шанђăклă илсе çÿренĕ, вĕсем хăраман: вĕсен тăшманĕсене тинĕс хупласа хунă.

54) Вăл вĕсене Хăйĕн таса тăвĕ çине, Хăйĕн сылтăм алли хатĕрленĕ ту çине илсе пынă.

55) Вĕсен умĕнђен йут халăхсене хăваласа йанă, çĕрне шăпапа уйăрса, ђикĕлĕ-ђикĕлĕ туса панă, вĕсем ларнă вырăнсене Израил йăхĕсене вырăнаçтарнă.

56) Вĕсем татах çÿлти Турра сăнанă, Ăна кÿрентернĕ, Вăл пĕлтернĕ сăмахсене тытман;

57) Хăйсен ашшĕсем пекех Ăна пăрахнă, Унтан сивĕннĕ, вĕсем йăнăш тĕлленĕ ухă пек пулнă.

58) Хăйсен сăрђĕсем çинђе Ăна çилентернĕ, туррисен кĕлеткисемпе Унăн çиллине кÿнĕ.

59) Турă илтнĕ те, пит çиленсе, Израиле пысăк хурлăха хăварнă:

60) Силомри кĕлĕ ђатăрне, çыннисем хушшинђе пурăнакан Хăйĕн вырăнне пăрахнă.

61) Вĕсен тĕреклĕхне тыткăна, вĕсен ырăлăхне тăшманĕсен аллине панă.

62) Хăй çыннисене хĕç айĕнђе вилмелле тунă, Хăй халăхĕнђен кăмăлне пистернĕ.

63) Çитĕннĕ ывăлĕсене вут пĕтернĕ, хĕрĕсемшĕн те туй йурри йурламан.

64) Священникĕсем хĕçпе пĕтнĕ, тăлăх арăмĕсемшĕн те йĕрекен пулман.

65) Турă çывăрнă çĕртен вăраннă пек, ерех ĕçсе шавлакан паттăр çын пек тăнă та,

66) тăшманĕсене хыçалтан пĕтерсе пынă, вĕсене ĕмĕрлĕх мăшкăла хăварнă.

67) Іосиф кил-çуртне пăрахнă, Ефрем йăхне те суйламан.

68) Іуда йăхне, Хăй йуратнă Сіон туне суйласа илнĕ.

69) Çĕр çинђе Вăл кĕлĕ çуртне çÿлти вырăнĕ пек туса лартнă; ăна ĕмĕрлĕхе тĕреклĕ тунă.

70) Вăл Хăй ђурине Давида сурăх кĕтĕвĕ кĕтнĕ çĕртен суйласа илнĕ;

71) ăна Вăл Хăй ђурине Іакова, Хăй халăхне Израиле кĕтсе пурăнма ĕмĕртекен выљăхсене сыхласа тăнă çĕртен илсе кайнă.

72) Вара ку вĕсене йăваш кăмăлĕпе кĕтсе, ăста аллисемпе йертсе çÿренĕ.

78.

Асафа панă псалом.

1) Ей Турă, Санăн халăху хушшине суйа тĕнлĕ халăхсем килђĕç, вĕсем Санăн таса çуртна ирсĕрлерĕç. Іерусалиме пахђа çимĕçи усракан вырăн пек турĕç,

2) Сан ђурусен вилисене вĕçен кайăксене, таса çыннусен ÿђĕсене çĕр çинђи тискер кайăксене çиме пађĕç.

3) Вĕсен йунне Іерусалим тавра шыв пек тăкрĕç; вĕсене çĕре пытаракан та пулмарĕ.

4) Епир кÿршĕсен мăшкăлĕ пултăмăр, хамăр таврарисем виртлемелле, кулмалла пултăмăр.

5) Ей Турă, хăçанђђен пирĕн çине шав çиленсе тăрăн-ши, хăçанђђен хайарлăху вут пек хыпса тăрĕ-ши?

6) Есĕ Хăвăн çиллÿне Хăна пĕлмен халăхсем çине, Хăвăн йатна асăнман патшалăхсем çине йар:

7) вĕсем Іакова çисех йађĕç, Ун вырăнне пушатса хăварђĕç.

8) Пирĕн малтанхи йĕркесĕр ĕçĕмĕрсене ан асăнсам; ей Турă, Сан ырăлăхусем ђасрах, пире çитĕçин-ђĕ: ытла нађарланса çитрĕмĕр.

9) Ей Туррăмăр, ей Çăлаканăмăр, пулăшсам пире; ей Турă, Хăвăн йату мухтавĕшĕн хăтарсам пире, Хăвăн йатушăн пирĕн çылăхсене тасатсам.

10) Суйа тĕнлĕ халăхсем: ăçта вара вĕсен Турри? тесе ан калађђăр-ђĕ; Санăн ђурусенĕн йунне тăкнăшăн тавăрнине суйа тĕнлĕ халăхсен хушшинђе пирĕн куç умĕнђех пĕлĕçин-ђĕ.

11) Тимĕрленисем хуйхăрни Сан умна çитин-ђĕ; вĕлермелле тунисен ывăлĕсене Хăвăн аслă вăй-хăватупа сыхласам.

12) Ей Турă, пирĕн кÿршĕсене Хăна хурланăшăн çиђĕ хут ытла хурлăх кăтартса ăшĕсене витер.

13) Ей Туррăмăр, епир Сан çыннусем, Сан кĕтĕвĕнти сурăхусем, ĕмĕрех Сана аслăлăпăр, Санăн мухтавна сыпăкран сыпăка пĕлтерсе пырăпăр.

79.

Ĕмĕр вĕçĕ. Улшăннисем çинђен пĕлтерекенни. Асафа пани.

1) Ей Израиле кĕтсе Çÿрекен, Іосифа сурăха йертсе çÿренĕ пек Çÿретекен, тăнла; ей Херувимсем çинђе Ларакан, пире курăн.

2) Ефрем умĕнђе, Веніаминпа Манассія умĕнђе хăватна кăлар, пире çăлма кил.

3) Ей Турă, пире Ху йенне çавăр, Хăвăн çутă сăнупа пăх, вара çăлăнăпăр.

4) Ей çÿлти çарăсенĕн Турри! Хăвăн ђурусем кĕл-тунă ђух хăçанђђен çиленсе тăрăн-ши?

5) Есĕ пире куççулĕмĕре хутăштарнă çăкăр çитеретĕн, куççулĕмĕре тăраниђђен ĕçтеретĕн.

6) Есĕ кÿршĕсене пирĕн çинђен хирĕçсе калаçакан турăн, тăшманăмăрсем те виртлеççĕ пире.

7) Ей çÿлти çарăсенĕн Турри! пире Ху йенне çавăр, Хăвăн çутă сăнупа пăх, вара çăлăнăпăр.

8) Есĕ иçĕм-çырли йывăçне Египетрен куçарсан, йут халăхсене хăваласа йарса, ăна вĕсен вырăнне лартрăн.

9) Есĕ ун валли вырăн хатĕрлесе, унăн тымарĕсене лартрăн та, вăл пĕтĕм çĕре сарăлђĕ.

10) Унăн мĕлки тусене хупласа илђĕ, унăн турађĕсем Туррăн кедр йывăçĕсем пек пулђĕç,

11) Вăл хăйĕн хуллисене тинĕс хĕрринех çитерђĕ, хунавĕсене йухăм шывсен хĕрринех сарђĕ.

12) Мĕншĕн Есĕ унăн картине пăсрăн-ши, мĕншĕн çулпа иртсе çÿрекенсем ăна тата тата илеççĕ-ши?

13) Ăна йуманлăхри хир-сысни те хыпа хыпа çăтат̌, пушă хирти тискер кайăк та çийет.

14) Ей çÿлти çарăсенĕн Турри! çавăрăнсамах ĕнтĕ, пĕлĕт çинђен хĕрхенсе пăх, кур пире, çав иçĕм-çырли йывăçне килсе пăх;

15) ăна Хăвăн сылтăм аллу лартнăскере ÿссе çитме пар, Ху валли тĕреклĕлентернĕ етем ывăлне хĕрхенсе пăх.

16) Ăна вирт йарса çунтарнă, ăна ђавса пĕтернĕ: Есĕ йунасан, пĕтсе ларĕç.

17) Санăн аллу Хăвăн сылтăм аллувăн çынни çинђе, Ху валли тĕреклĕлентернĕ етем ывăлĕ çинђе пултăр.

18) Епир Санран уйăрлассăмăр çук: Есĕ пире ђĕртĕн, епир Сан йатна асăнăпăр.

19) Ей çÿлти çарăсенĕн Турри, пире Ху йенне çавăр, Хăвăн çутă сăнупа пăх, вара çăлăнăпăр.

80.

Ĕмĕр вĕçĕ. Иçĕм çырли шывне кăлармалли вырăн çинђен. Асафа панă псалом.

1) Хамăра пулăшакан Туррăмăршăн савăнăр, Іаков Туррине хĕпĕртесе кăшкăрăр.

2) Псаломăра тытăр, тимпанăра çапăр, аван сасăпа псалтирĕрпе кĕслĕре калăр.

3) Çĕнĕ уйăхра тăвакан хăвăрăн аслă, пит паллă праçникĕр кунĕ трупа каласа кăшкăртăр!

4) вăл Израиле çапла тума хушни, вăл Іаков Турри ирĕкĕ.

5) Вăл ăна Египет çĕрĕнђен тухнă ђухне, астуса тăђђăр тесе, Іосифшăн панă; унта вăл (Израил халăхĕ) хăй пĕлмен йут ђĕлхене илтнĕ.

6) Ăна каланă: Епĕ унăн çурăмĕ çинђен йывăр çĕклемне илтĕм, унăн аллисем кунтă çĕклесрен пушанђĕç.

7) Есĕ хуйхăрнă ђух Мана йăлăнтăн та, Епĕ сана хăтартăм, Епĕ сана тăвăл ăшĕнђи курăнман çĕртен илтрĕм, сана Мерива шывĕ патĕнђе сăнарăм.

8) Ей çыннăмсем, итлĕр, Епĕ сире ђăннипе каласа парам: ей Израил, есĕ Мана итлесе пурăнсан,

9) санăн çĕнĕрен турă пуљмĕ, есĕ йут турра пуççапмăн.

10) Санăн Турру Епĕ, Египет çĕрĕнђен сана Епĕ кăлартăм: çăварна уç, Епĕ сана тăрантарăп, тенĕ.

11) Çыннăмсем Манăн сасса çапах итлемерĕç, Израил Мана тăнламарĕ.

12) Çавăнпа Епĕ вĕсене хăйсен кăмăлĕ туртнă хыççăн кайма ирĕк патăм, хăйсем тăвас тенине туђђăр, терĕм.

13) Ман çыннăмсем Мана итленĕ пулсан, Израил Ман çулăмсемпе çÿренĕ пулсан,

14) Епĕ унăн тăшманĕсене нимĕнсĕрех йăвашлантарнă пулăттăм, аллăма вĕсене мăшкăлакансем çине хунă пулăттăм.

15) Туррăн тăшманĕсем ăна пăхăннă пулĕ-ђĕç; унăн ырă кун-çулĕ вара ĕмĕре пырĕ-ђĕ.

16) Вĕсене тутă тулăпа, ђултан кăларнă пылпа тăрантарнă пулăттăм, тенĕ.

81.

Асафа панă псалом.

1) Турă турăсен (пуçлăхсен) ушкăнне тăђĕ, турăсен хушшинђе çапла сут-турĕ:

2) хăçанђђен есир тĕрĕс мар сут-тăвăр-ши? усал çынсем майлă пулăр-ши?

3) Тăтăхлă мĕскĕне тĕрĕс сут-тăвăр, йăваш çынпа çук çынна тÿрре кăларăр.

4) Çук çынпа мĕскĕн çынна туртса илĕр, ăна çылăхлă çын аллинђен хăтарăр, терĕ.

5) Çавна пĕлмерĕç, ăнласа илмерĕç, вĕсем тĕттĕмре çÿреççĕ: çĕрĕн тĕпĕ-йĕрĕ пĕтĕмпех хускалнă.

6) Епĕ каларăм: есир турăсем, пурсăр та çÿлти Туррăн ывăлĕсем:

7) есир çынсем пекех вилетĕр, княç вырăнĕнђен ÿкнĕ пек, вырăнăртан ÿкетĕр, терĕм.

8) Ей Турă, тăр, тĕнђене сут-ту, пур халăхсене те Есĕ тытса тăратăн.

82.

Псалом йурри. Асафа пани.

1) Ей Турă, Санпа кам танлашас? ей Турă, ђĕнмесĕр ан тăрсам, çиллÿне ан сĕвĕртсем.

2) Акă Санăн тăшманусем шавла пуçларĕç, Сана кураймансем пуçĕсене çĕклерĕç.

3) Сан çыннусем çинђен ђейе шухăш хатĕрлерĕç, Санăн таса çыннусем çинђен канаш турĕç.

4) Вĕсем каларĕç: килĕр, вĕсене халăхсен хушшинђен пĕтерер, малашне Израилĕн йатне асăнмалла ан пултăр, терĕç.

5) Вĕсем пĕрле пулса пĕр шухăш тытрĕç, пĕрлешсе Сан çине тăђĕç;

6) вĕсем Идумеари йалсемпе Измаилсем, Моавсемпе Агарсем,

7) Гевалпа Аммон, Амаликсем, йут халăхсемпе Тир çĕрĕнђе пурăнакансем.

8) Ассур та вĕсемпе пĕрле килђĕ, вĕсем Лот ывăлĕсен хутне кĕђĕç.

9) Вĕсене Мадіампа Сисарăна тунă пек, Кисон шывĕ хĕрринђе Іавина тунă пек ту.

10) Вĕсем Аендорта пĕтнĕ: çĕрти тирĕслĕк пек пулнă.

11) Вĕсен княçĕсене Оривпа Зивана пĕтернĕ пек пĕтер, пур пуçлăхĕсене те Зевейпе Салмана пĕтернĕ пек пĕтер.

12) Вĕсем: Туррăн таса çуртне хамăра илер, тенĕ-ђĕ.

13) Ей Турăçăм, вĕсене çавра-çил вĕçтернĕ тусан пек, çил вĕçтернĕ улăм пек вĕçтерсе пĕтер;

14) вĕсене вăрмана вут çунтарнă пек, тусене çулăм ĕнтнĕ пек Хăвăн тăвăлупа хăвала, Хăвăн çиллÿпе пăлхат.

15) Ей Турă, вĕсен пиђĕсене намăспа хупла, вара вĕсем тин Сан йатна шырĕç.

16) Вĕсем намăсланђђăр, ĕмĕр ĕмĕрлĕхе пăлханса кайђђăр, хур пулђђăр, çухалђђăр:

17) Санăн йату Турă иккенне, пĕтĕм çĕр çинђе пĕр Есĕ анђах çÿлти Турă иккенне пĕлђђĕр.

83.

Ĕмĕр вĕçĕ.  Иçĕм çырли, шывне кăлармалли вырăн çинђен.  Корей ывăлĕсене панă псалом.

2) Ей çÿлти çарăсенĕн Турри, Сан çуртна темĕн ђухлĕ те йуратмалла! Ђунăм Турă çуртне кĕресшĕн вилес пек ĕмĕтленет, ђĕрем те, ÿтĕм те ђĕрĕ Турăшăн хавасланса тăрат̌.

3) Ей çÿлти çарăсенĕн Турри, ей Патшам, ей Туррăм! Санăн çуртусен тавăрашĕнђе çерçи те хăйне пурăнма вырăн тупат̌, кăвакарђăн та ђĕпĕ кăларма йăва çавăрат̌,

4) Сан çуртăнта пурăнакансем телейлĕ: вĕсем ĕмĕр ĕмĕрех Сана мухтаса тăрĕç.

5) Есĕ хутне кĕрекен çын, Сан патна пырассине хăй шухăшĕнђе тытакан çын телейлĕ:

6) вăл Есĕ кăтартнă çĕре йĕрÿ лаппипе пырĕ; пурăнăç йĕрки паракан Турă ăна пиллĕх парĕ.

7) Ун пек çынсем кайнăçем тĕреклĕленсе пырĕç, Сіон тăвĕ çинђе вĕсене суйа турăсенĕн Турри курăнĕ.

8) Ей Турă, ей çÿлти çарăсенĕн Турри, кĕллĕме илтсем, ей Іаков Турри, тăнласам.

9) Ей пирĕн хута кĕрекен Турă, курсам, çу сĕрнĕ çынну çине хĕрхенсе пăхсам.

10) Сан çуртăнта пĕр кун та пин кунтан мала: çылăхлă çынсен килĕсенђе пурăниђђен епĕ Сан çуртăнта алăк патĕнђе тăма та хавас.

11) Турă ырăлăхпа ђăнлăха йуратат̌, Турă тивлетне парса мухтавла тăват̌, усал шухăшпа çÿремен çынсене Вăл ырăлăхĕнђен хăвармаст̌.

12) Ей Турă, ей çÿлти çарăсенĕн Турри, Сан çине шанакан çын телейлĕ.

84.

Ĕмĕр вĕçĕ. Корей ывăлĕсене панă псалом.

1) Ей Турă, Есĕ Хăвăн çĕрне ырă суннă, Іаков йăхне тыткăнран тавăрнă.

2) Есĕ Хăвăн çыннусен йĕркесĕр ĕçĕсене каçарнă, вĕсен пур çылăхĕсене те хуратнă.

3) Хăвăн пĕтĕм çиллÿне ђарнă, хайар çиллÿне сĕвĕртсе йанă.

4) Ей çăлакан Туррăмăр, пире кайалла тавăрсам, хайарлăхна пирĕн çинђен сирсем.

5) Йепле Есĕ пирĕн çине ĕмĕрех çиленсе тăрăн-ши, йе çиллÿне сыпăкран сыпăка пыртарăн-ши?

6) Ей Турă, Есĕ пирĕн йенне çаврăнса пире ђĕртĕн, çыннусем вара Саншăн савăнĕç.

7) Ей Турă, ырăлăхна кăтарт пире, Есĕ Хăвах çăл пире.

8) Итлем-ха, Турă ман çинђен мĕн калĕ: Вăл Хăй халăхне, Хăйĕн таса çыннисене, Хăй йенне ђунтан çавăрăнакансене канăçлăх парăп, тийĕ.

9) Çапла Вăл çĕрĕмĕре ђаплăлантармашкăн Хăйĕнђен хăракансене ђас çăлĕ.

10) Ырăлăхпа тÿрĕлĕх хирĕç пулĕç, ђăнлăхпа канăçлăх пĕрлешĕç.

11) Çĕр çинђе ђăнлăх çутăлса тухĕ, çÿлтен тĕрĕслĕх анĕ.

12) Турă ырăлăхне парĕ те, пирĕн çĕр те çимĕçне ÿстерĕ.

13) Ун умĕнђен ђăнлăх пырĕ, çул çине ђăнлăх хăй йĕрне хăварĕ.

85.

Давид кĕлли.

1) Ей Турă, хăлхуна ђиксе илтсем мана: епĕ мĕскĕн, нађар çын.

2) Ман ђунăма сыхла, епĕ таса кăмăллă: ей Туррăм, Ху çине шанса пурăнакан чуруна çăл.

3) Ей Турă, хĕрхен мана, куллен Сана йăлăнатăп.

4) Ху ђурувăн ђунне савăнтар: епĕ ђунăма Сан патналла çĕклентертĕм.

5) Ей Турă, Есĕ ырă, йăваш, Хăна йăлăнакансемшĕн пуриншĕн те пит хĕрхенекен кăмăллă.

6) Ей Турă, ман кĕллĕме илтсем, манăн йăлăннă сассăма тăнласам.

7) Хуйхăрнă вăхăтра Сана тархаслаттăм та, Есĕ мана илтеттĕн.

8) Ей Турă, турăсенĕн Сана çитесси çук, çукки—ĕçÿсенђен те паллă.

9) Ей Турă, Ху пултарнă халăхсем пур те килсе Сан умна ÿксе пуççапĕç, Санăн йатна аслăлĕç:

10) Есĕ аслă, Есĕ хăватсем тăватăн, Есĕ пĕр Турă.

11) Ей Турă, Хăвăн çулу çине тăрат мана, Санăн ђăнлăхупа çÿрем: ман ђĕрем Сан йатăнтан хăраса савăнтăр.

12) Ей Туррăм, Туррăм, Сана пĕтĕм кăмăлăмпа аслăлам, Санăн йатна ĕмĕр мухтаса пурăнам.

13) Сан ырăлăху ман çинђе темĕн ђухлĕ, Есĕ ман ђунăма тамăк тĕпĕнђен кăлартăн.

14) Ей Турă, йĕркерен тухнă çынсем ман çине тăђĕç, вăйлисем ушкăнĕпе ман ђуна шырарĕç, вĕсем Сана хăйсен умĕнђе тесе шухăшламарĕç.

15) Ей Турăçăм, Турăçăм, Есĕ уçă кăмăллă, хĕрхенекен кăмăллă, вăрах тÿсĕмлĕ, нумай ырăлăхлă, ђăн Турă,

16) ман çине пăх, хĕрхен мана, Ху ђуруна Хăвăн тĕреклĕхÿне пар, Ху ђурувăн ывăлне çăй.

17) Хăватна кăтартса ырăлăх ту мана:

18) ей Турă, мана кураймансем Есĕ мана пулăшнине, Есĕ мана лăплантарнипе курса намăсланђђăр.

86.

 Корей ывăлĕсене пани, йурă псаломĕ.

1) Сіонăн никĕсĕсем таса тусем çинђе,

2) Турă унăн хапхине Іаковăн пур йалĕсенђен те ытла йуратат̌.

3) Ей Турă хули, Сан çинђен пит мухтавлă сăмахсем каланă!

4) Хама пĕлекенсене Раавпа Вавилон çинђен астутарăп, йут халăхсем те, Тирпа Еѳіопіа çыннисем те: епир унтан тухнă тийĕç, (тенĕ).

5) Сіона çын: анне, тийĕ; унта пĕр Çын çуралĕ.

6) Сіона Çÿлти Турă Хăй тĕреклĕлентерĕ.

7) Турă Хăйĕн халăхĕсене, княçĕсене çырнă çырăвĕ тăрăх Сіонра кам çуралнисене пĕлĕ. Савăнса пурăнакансенĕн вырăнĕ пурин те санра.

87.

Йурă псаломĕ; Корей ывăлĕсемпе Израил çынни Емана пани.

 Ĕмĕр вĕçĕ.  Савăнса хире-хирĕç каламалли.

1) Ей Турă, мана çăлакан Туррăм, кунĕпе Сана тархасларăм, çĕрле те Сан умăнта тăтăм.

2) Манăн кĕллĕм Сан умна çитин-ђĕ, епĕ кĕл-тунине хăлхуна ђиксе итлесен-ђĕ.

3) Ђунăм пит хуйха ÿкрĕ, пурăнăçăм тамăка çывăхарђĕ.

4) Епĕ шăтăка пытарнă вилнĕ çынсемпех танлашрăм, пулăшаканĕ çук çын пек пултăм;

5) вилнисем хушшине пăрахнăскер шăтăкра выртакан ђиксе вĕлернĕ çынсем йевĕрлĕ пултăм; Есĕ вĕсене ĕнтĕ малашне асна илместĕн, вĕсене Ху аллунтан пăрахнă.

6) Мана çĕр тĕпне, тĕттĕм çĕре, вилĕм вырăннех антарса хуђĕç.

7) Сан хайарлăху ман çинђе тăрат̌, пĕтĕм хумусене ман çийе йатăн.

8) Пĕлĕшĕмсене манран сивĕтрĕн, вĕсем манран йĕрĕнекен пулђĕç; мана йут алла патăн та, ĕнтĕ хăтăлаймасть.

9) Çуклăхпа куçăм вăйĕ пĕтрĕ: ей Турă, куллен Сана тархаслатăп, аллăмсене Сан патналла çĕклесе тăратăп.

10) Есĕ вилнисене хăватна кăтартăн-и мĕн? йе вилнисене лекĕрсем ђĕртсе, вĕсем Сана мухтайĕç-и?

11) Тупăкра Санăн ырăлăхна пĕлтерекен, çухалнă çĕрте ђăнлăхна пĕлтерекен кам пулĕ?

12) Тĕттĕм çĕрте Санăн хăватна курайĕç-и, манăçлă çĕрте Санăн тĕрĕслĕхне пĕлейĕç-и?

13) Ей Турă, епĕ Сана тархаслатăп, ирхине ирех Сан умна тăрса кĕл-тăватăп.

14) Ей Турă, мĕншĕн ман ђунăма хăваласа йаратăн-ши, мĕншĕн Хăвăн сăнна манран тÿртĕн тытатăн-ши?

15) Епĕ мĕскĕн, мĕн çамрăкранпах асапра; çĕкленсеттĕм, каллах йăвашлантăм, халран кайрăм.

16) Ман çийе Санăн çиллÿ çитрĕ, Есĕ хăратни ăшăм-ђиккĕме хускатрĕ.

17) Шыв пек йĕри тавра çавăрса илђĕç мана, кулленех ушкăнĕпе хупăрласа тăраççĕ мана.

18) Есĕ манран савнă тусăма, манăн хурлăхлă пурăнăçăмран ман пĕлĕшĕмсене пистертĕн.

88.

Ăнламалли. Израил çыннине Еѳама пани.

1) Ей Турă, Санăн ырăлăхусене ĕмĕр мухтаса йурлас, Сан ђăнлăхна ђĕлхе-çăварăмпа сыпăкран сыпăка пĕлтерĕп.

2) Ху каланă тăрăх ырлăха Есĕ ĕмĕр пымалла тунă, ђăнлăха пĕлĕтсем çинђе хатĕрленĕ.

3) Есĕ каланă: Хам суйласа илнĕ çыннăмсене сăмах патăм, Хамăн Давид ђурама тупа-турăм:

4) санăн йăхна ĕмĕрлĕхе хатĕрлесе, санăн аслă вырăнна сыпăкран сыпăка пыма туса лартăп, терĕм, тенĕ.

5) Ей Турă, Санăн хăватусене пĕлĕтсем аслăласа мухтĕç, Санăн ђăнлăхна таса çыннусен ушкăнĕнђе аслăлĕç.

6) Пĕлĕт çинђисенђен Турăпа кам танлашĕ? Турă ывăлĕсенђен Турра кам çитĕ?

7) Турă святойсен ушкăнĕнђе мухтавлă, Вăл Хăй таврашĕнђисемшĕн пуриншĕн те аслă, пуриншĕн те хăрушă.

8) Ей Турă, ей çÿлти çарăсенĕн Турри, Сана çитесси кам пур! Ей Турă, Есĕ хăватлă, Санăн ђăнлăху Ху таврашăнта.

9) Есĕ тинĕс хăватне тытса тăратăн: унăн тапраннă хумĕсене Есĕ ђаратăн.

10) Есĕ мăн-кăмăллине вĕлернĕ пек йăвашлантартăн, хăватлă вăйупа тăшманусене салатса тăкрăн.

11) Пĕлĕтсем те Санăн, çĕр те Санăн; пĕтĕм тĕнђене, ăна мĕн тултарса тăраканнине Есĕ пуçласа йанă.

12) Çур-çĕр йеннипе тинĕс йенне те Есĕ пултарнă: Ѳаворпа Ермон тăвĕсем Санăн йатупа савăнаççĕ.

13) Санăн хăвату тĕреклĕ; Санăн аллу хăватлăлантăр, сылтăм аллу çĕклентĕр.

14) Тĕрĕслĕх те, сут та Сан патшалăхун хатĕрĕ: ырăлăхпа ђăнлăх Сан умăнтан пыраççĕ.

15) Трупа кăшкăртса ђĕннине пĕлекенсем телейлĕ: ей Турă, вĕсем Санăн сăну çуттинђе çÿрĕç;

16) куллен Санăн йатупа савăнĕç, Санăн тĕрĕслĕхÿпе çĕкленĕç.

17) Вĕсен хăвађин мухтавĕ Есĕ: Санăн ырă кăмăлупа пирĕн мăйрака çĕкленĕ.

18) Хута кĕресси Турăра, Израилĕн Святойĕнђĕ, пирĕн Патăмăрта.

19) Есĕ ĕлĕк ывăлусене курăнса калаçнă ђух вĕсене каланă: Епĕ вăйлă çыннăма пулăшрăм, халăхăм хушшинђен суйланă çыннăма асла кăлартăм.

20) Хам ђурама Давида тупрăм, ăна хамăн таса çăвăмпа сĕртĕм.

21) Манăн аллăм унăн хутне кĕрĕ, манăн хăватăм ăна тĕреклĕлентерĕ.

22) Тăшман ăна нимĕн те тăваймĕ, йĕркесĕр ĕç çынни ăна тепĕр хут усал кăтартаймĕ.

23) Унăн умĕнђи тăшманĕсене касса тăкăп, ăна кураймансене çĕнтерĕп:

24) Манăн ђăнлăхăм та, ырăлăхăм та унпа пĕрле, Манăн йатăмпа унăн мăйраки çĕкленĕ.

25) Унăн аллине тинĕссем çине, унăн сылтăм аллине йухăм шывсем çине хурăп.

26) Вăл мана ђĕнĕ: Есĕ манăн Аттем, манăн Туррăм, мана çăлăнма пулăшаканăм, тийĕ.

27) Епĕ ăна ђи асли туса, çĕр çинђи патшасенђен пысăкки тăвăп.

28) Хам ырăлăхăма ĕмĕр ун çинђе тытăп, ăна панă сăмахăм тĕрĕс тăрĕ.

29) Унăн йăхне ĕмĕр ĕмĕрех тăратăп, унăн патшалăхне пĕлĕт ĕмĕри ђухлĕ пыртарăп.

30) Унăн ывăлĕсем Манăн закона пăрахсан, Епĕ хунă йĕркесемпе çÿремесен,

31) Манăн тĕрĕслĕх йĕркине пăссан, Епĕ хушнисене тытмасан,

32) Епĕ вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене туйампа пырса пăхăп, тĕрĕс мар ĕçĕсемшĕн ђир-ђĕр йарăп.

33) Çапах та ырăлăхăма вĕсенђен туртса илмĕп, Хам ђăнлăхăмшăн сийен тумăп,

34) Хам сăмахăма улăштармăп, Хам çăварăмран тухнă сăмахăмсене тунмăп.

35) Хам тасалăхăмпа пĕрре тупа-турăм пулат̌ те, Давида улталăп-и?

36) Унăн йăхĕ ĕмĕре пырĕ, унăн патшалăхĕ Ман умра хĕвел пек,

37) тулса çитнĕ уйăх пек, ĕмĕр тĕреклĕ тăрĕ: пĕлĕт çинђи ăна курса тăракан тĕрĕс, тенĕ.

38) Анђах Есĕ Хăвăн çу сĕрсе лартнă патшуна тĕртсе йатăн, ăна кĕçĕне хăвартăн, ун çине çилентĕн.

39) Ђуруна панă сăмахна пăсрăн, унăн тасалăхне çĕре пăрахрăн.

40) Унăн хÿмисене пурне те тустартăн, хули тĕрекне ишсе антартăн.

41) Ăна çулпа иртсе пыракансем пур те çаратрĕç, вăл хамăр кÿршĕсен мăшкăлĕ пулђĕ.

42) Есĕ ăна хĕсĕрлекенсенĕн сылтăм аллине çĕклерĕн, унăн тăшманĕсене пурне те савăнтартăн.

43) Есĕ унăн хĕçне пулăшма пăрахрăн, вăрçăра унăн хутне кĕмерĕн:

44) ăна ђапран кăлартăн, унăн аслă вырăнне çĕре йăвантарса йăтăн.

45) Унăн пурăнас кун-çулне кĕскетрĕн, ăна намăса хăвартăн.

46) Ей Турă, хăçанђђен пĕтĕмпех тÿртĕн тăрăн-ши, хăçанђђен çиллÿ вут пек хыпса тăрĕ-ши?

47) Епĕ пурăнни мĕн ђухлине асна илсем: Есĕ пур етем ывăлĕсене те пĕр кирлĕ маршăнах пултартăн-и мĕн?

48) Çын пурăнса, вилĕм курманни, хăйĕн ђунне тамăк аллинђен хăтарни кам пур?

49) Ей Турă, ĕлĕк Давида ђăнлăхупа тупа-туса пама пулнă ырăлăхусем ăçта-ши ĕнтĕ?

50) Ей Турă, ђурусене мăшкăланине асна илсем: епĕ ăна нумай халăхран курса ăшăм-ђиккĕмпе хуйхăратăп.

51) Ей Турă, тăшманусем çапла мăшкăларĕç. Вĕсем çу сĕрнĕ çыннун ĕçне-йĕрне мăшкăларĕç.

52) Турă ĕмĕр мухтавлă. Амин, амин.

89.

Турă çынни пулнă Моисей кĕлли.

1) Ей Турă, Есĕ сыпăкран сыпăка пирĕн хута кĕрекен.

2) Есĕ тусем пулиђђенех, çĕрпе тĕнђене пултариђђенех ĕмĕр ĕмĕрех пур.

3) Етеме кĕçĕнлетсех ан пăрахсам; Есĕ каланă: ей етем ывăлĕсем, Тÿрленĕр, тенĕ.

4) Ей Турă, Сан куçу умĕнђе пин çул та ĕнер иртнĕ кун пек, çĕрлехи хурал ђеређĕ пек.

5) Вĕсен ĕмĕрĕ çукпа пĕр: курăк пек ђас иртсе кайат̌:

6) ку ирхине ђеђеке ларат̌ те, шанат̌, каçа хирĕç ђеђекĕ тăкăнса, типсе хăрса ларат̌.

7) Сан çиллÿнтен çухалатпăр, Сан хайарлăхунтан хăраса тăратпăр.

8) Пирĕн йĕркесĕр ĕçсене Есĕ Ху умна хунă, пирĕн ĕмĕр Санăн сăну çутти умĕнђе.

9) Пирĕн кунсем пĕтĕмпех кĕскелђĕç, Санăн çиллÿпе пĕтсе лартăмăр.

10) Пирĕн ĕмĕр ерешмен карти пек анђах туйăнат̌: епир пурăнас кун-çул çитмĕл çул, вăйлă çын пулсан, сакăр-вунă çул: унтан иртсен, вара асаппа ђир анђах;

11) çавăнпа ĕнтĕ пирĕншĕн йăвашлăх килтĕр, çавă пире вĕренттĕр. Сан çиллÿ хăватне кам пĕлсе çитерĕ? Санăн хăратакан хайарлăхна кам хисеплесе кăларĕ?

12) Мана Хăвăн сылтăм аллу çинђен çапла кала, ăслăлăха пĕлтернĕ ђĕрелĕ çынсене кăтарт.

13) Ей Турă, çавăрăнсам! Хăçанђђен-ши? Хăвăн ђурусемшĕн хĕрхенÿлĕ пул.

14) Ей Турă, ирех Сан ырăлăхупа тулса, савăнса хĕпĕртесе тăрар.

15) Ĕлĕк Есĕ йывăрлăх кăтартнипе асапланса пурăннă кун-çул вырăнне пур кунăмăрсенђе те савăнса пурăнар.

16) Хăвăн ђурусем çине, Хăвăн ĕçÿсем çине ăшă кăмăлупа пăх, вĕсен ывăлĕсене вĕрент.

17) Пирĕн Туррăмăрăн çутти пирĕн çинђе пултăр, аллăмăрсен ĕçĕсене ăнтар, аллăмăрсен ĕçне ăнăçлă ту.

90.

Давидăн мухтав пуррийĕ.  Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

1) Çÿлти Турă пулăшнипе пурăнакан çын пĕлĕт çинђи Туррăн хÿтлĕхне вырăнаçĕ.

2) Турра калĕ: Есĕ ман хута кĕрекенĕм, мана пулăшаканăм, манăн Туррăм, Сан çине шанатăп, тийĕ.

3) Сана Вăл тытаканăн танатинђен, ăшна хускатакан сăмахран хăтарĕ.

4) Сана Хăйĕн хул-пуççийĕсемпе хÿтĕлесе тăрĕ, Ун çунађĕсен айĕнђе есĕ шанђăклă тăрăн: Унăн ђăнлăхĕ хĕç-пăшал пек йĕри тавăра сыхлĕ сана;

5) Çĕрлехи тискертен те, кăнтăрла йанă çĕмĕренрен те,

6) тĕттĕм çĕрте тĕл-пулан йапаларан та, инкек-синкекрен те, кăнтăрлахи усал-тĕселтен те хăрамăн.

7) Сан сулахай йенђен пиншерĕн ÿкĕç, сылтăм йенђен вуншар пинĕн ÿкĕç, ху патна çапах çывăхараймĕç:

8) есĕ хăвăн куçупа пăхса анђах тăрăн, çылăхлă çынсене хирĕç тавăрнине курăн;

9) мĕншĕн тесен есĕ: манăн шанђăкăм Турă, терĕн: есĕ çÿлти Турра хăвăн хутна кĕрекенÿ турăн.

10) Сан патна усал пыраймĕ, кил-çурту йахăнне ђир-ђĕр çывăхараймĕ.

11) Хăй ангелĕсене сана пур çулусем çинђе те сыхлама хушĕ:

12) вĕсем сана алă çинђе илсе çÿрĕç, уруна ђула перĕнтермĕç.

13) Аспидпа василиск çине пусăн, арăсланпа çĕлене таптăн.

14) Вăл Ман çине шаннăшăн ăна çăлăп; Манăн йата пĕлнĕшĕн ăна витсе тăрăп.

15) Мана тархасласанах илтĕп ăна: хурлăхĕнђе унпа пĕрле пулăп, ăна çăлăп, ăна мухтава кăларăп;

16) ăна вăрăм кун-çуллă тăвăп, ăна Хам çăлнине кăтартăп.

91.

Йурă псаломĕ, шăмат-кунхи.

1) Турра аслăласа мухтани, ей çÿлти Турă, Санăн йатна асăнса йурлани ырă;

2) Санăн ырăлăху çинђен ирсерен, ђăнлăху çинђен каççерен калаçни,

3) вунă хĕлĕхлĕ псалтирпе кĕсле каласа йурлани ырă.

4) Ей Турă, Есĕ мана Хăвăн пултарнă йапалусенђе хĕпĕртентĕн, Сан аллу ĕçĕсенђе епĕ савăнăп.

5) Ей Турă, Санăн ĕçÿсем йепле аслă, Санăн шухăшусем йепле пит тарăн!

6) Ăссăр çын вĕсене пĕлеймĕ, ăнсăр çын ăнлаймĕ.

7) Çылăхлă çынсем курăк пек ÿсеççĕ, йĕркесĕр тăвакансем пур те ђеђек пек сарăлаççĕ, анђах ĕмĕр ĕмĕрлĕхе çухалаççĕ вĕсем.

8) Ей Турă, Есĕ ĕмĕр çÿлти Турă.

9) Ей Турă, акă Санăн тăшманусем, Санăн тăшманусем акă çухалĕç, йĕркесĕр ĕç тăвакансем пур те саланса кайĕç.

10) Манăн мăйракан пĕр мăйракалă тискер кайăкăнни пек çĕкленĕ, ваттăм ырă шăршăлă çупа çуланĕ.

11) Манăн куçăм хам тăшмансем çине пăхĕ, хăлхам хам çине тăракан усал кăмăллă çынсем çинђен илтĕ.

12) Таса çын финик йывăççи пек ђеђеке ларĕ, Ливан тăвĕ çинђи кедр йывăççи пек çитĕнĕ.

13) Турă çуртне вырăнаçтарнисем Туррăмăр кил-çуртĕнђе ђеђекленсе сарăлĕç.

14) Вĕсем ватăлса çитсен те нумай усă кÿрĕç, тĕреклĕ пулĕç.

15) Пирĕн Турă тÿррине, Унăн тĕрĕс марри çуккине пĕлтерĕç.

92.

Çĕр çине пултарнă йапаласем туман, канлĕх умĕнхи кун.

 Давидăн мухтав йурри.

1) Турă Патшана ларђĕ, илем тăхăнђĕ; Турă хăват тăхăнса пилĕкне çыхрĕ;

2) Тĕнђене тĕреклĕлентерђĕ, тĕнђе ĕнтĕ хускалмĕ. Санăн аслă вырăну ĕлĕк ĕлĕкренех хатĕр: Есĕ ĕмĕртенпех пур.

3) Ей Турă, шывсем пуçланнă, шывсем хăйсен сассипе хытă шавланă.

4) Нумай шыв шавланинђен çырмасем çинђе хумсем çĕкленнĕ. Тинĕссем çĕкленнинђен тĕлĕнмелле, çÿлти Турă аслинђен тата ытла тĕлĕнмелле.

5) Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене пит ĕненмелле: ей Турă, Санăн çурту ĕмĕр таса тăмалла.

93.

Давид псаломĕ, ерненĕн тăваттăмĕш кунĕ.

1) Турă, хирĕç тавракан Турă, хирĕç тавракан Турă мухтавĕпе килђĕ.

2) Ей тĕнђене Сут-тăвакан, çĕклен, мăнкăмăллисене тивĕçлипе тавăр.

3) Ей Турă, хăçанђђен çылăхлă çынсем мухтанĕç-ши, Хăçанђђен-ши çылăхлă çынсем?

4) Хăçанђђен хытă сăмахсем кăлара кăлара тĕрĕс мара калаçĕç-ши, пур йĕркесĕр ĕç тăвакансем те мухтанĕç-ши?

5) Ей Турă, вĕсем Сан çыннусене таптаççĕ, Сан халăхна хĕсĕрлеççĕ.

6) Тăлăх арăмсене, тăлăх ађа-пăђана асаплантарса вĕлереççĕ, йутран килнĕ çынсене те çапа çапа пăрахаççĕ.

7) Вĕсем калаççĕ: Турă курмаст̌, Іаков Турри пĕлмест, теççĕ.

8) Ей халăх хушшинђи ăссăрсем, ăнласа илĕр; ей ĕлĕк ăнсăррисем, ăса кĕрĕр.

9) Хăлха туса паракан илтмест-и мĕн, йе куçа пултаракан курмаст̌-и мĕн?

10) Халăхсене ÿкĕтлекен, çынна ăса вĕрентекен питлемĕ-и сана?

11) Çын шухăшĕсем нимĕн те маррине Турă пĕлет.

12) Ей Турă, Есĕ ăса кÿртсе, Хăвăн законна вĕрентнĕ çын телейлĕ:

13) çылăхлă çын валли шăтăк алтăнса тăриђђен Есĕ ăна хуйхăлă кунĕсенђе лăплантарăн.

14) Турă Хăй çыннисене тĕртсе йамĕ, Хăй халăхне пăрахмĕ:

15) тĕрĕслĕх тÿрре тухиђђен пур тÿрĕ ђĕрелисем те çавна тытса тăрĕç.

16) Усал тăвакансене хирĕç маншăн кам тăрĕ, йе йĕркесĕр тăвакансем çине манпа пĕрле кам пырĕ?

17) Мана Турă пулăшман пулсан, манăн ђунăм ђасах тамăка кĕнĕ пулĕ-ђĕ.

18) Ей Турă, епĕ: урам шуса кайрĕ тенĕ ђух, мана Санăн ырăлăху пулăшат̌-ђĕ.

19) Ман ђĕремре хуйхă нумайланнă ђух, Есĕ мана лăплантарса ђунăма савăнтараттăн.

20) Есĕ хушнине йывăр ĕç вырăнне хуракан йĕркесĕр çын валли Сан патăнта вырăн ан пултăр-ђĕ.

21) Вĕсем таса çын ђуннех тытĕçĕ, айăпсăр çыннах айăплĕçĕ.

22) Турă манăн хÿтлĕхĕм пуљђĕ, Туррăм манăн шанмалли ĕмĕтĕм пуљђĕ.

23) Вĕсен йĕркесĕрлĕхĕсемшĕн Турă вĕсене тавăрĕ, усаллăхĕсемшĕн пирĕн Турă вĕсене пĕтерĕ.

94.

Давидăн мухтав йуррийĕ.

 Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

1) Килĕр, Турăшăн савăнар! çăлакан Туррăмăршăн хĕпĕртесе кăшкăрар!

2) Ун умне Ăна мухтаса пырар, Ăна псаломсем йурласа кăшкăрар:

3) Турă Вăл аслă Турă, пĕтĕм çĕр çинђи аслă Патша.

4) Пĕтĕм çĕрĕн вĕçĕ-хĕрри Ун аллинђе, тусен тăррисем те Унăн.

5) Тинĕс те Унăн, ăна Вăл пултарнă; типĕ çĕре те Унăн аллийех пултарнă.

6) Килĕр, Ăна ÿксе пуççапар, хамăра пултарнă Турă умĕнђе йĕрер.

7) Вăл пирĕн Туррăмăр, епир Унăн кĕтĕвĕнђи етемсем, Ун аллинђи сурăхсем; пайан та пулсан Ун сассине илтĕр.

8) Пушă хирте Мана сăнаса çилентернĕ кунсенђи пек ђĕрĕрсене ан хытарăр.

9) Унта Мана сирĕн аçăрсем сăнарĕç; Мана сăнарĕç те, Ман ĕçĕмсене курђĕç.

10) Вăл ăру çине хĕрĕх çул кÿренсе тăтăм, вара каларăм: вĕсем йалан хăйсен кăмăлĕсемпе аташаççĕ, Ман çулăмсене пĕлмерĕç, терĕм.

11) Çавăнпа çиленсе тупа-турăм: вĕсем Манăн канăçлăхăма кĕреймĕç, терĕм.

95.

Давидăн мухтав йуррийĕ, тыткăнран кайран, çурт лартни çинђен.

 Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

1) Туррăмăра çĕнĕ йурă йурлăр, çĕр çинђисем пур те Турра мухтаса йурлăр.

2) Турра мухтаса йурлăр, Унăн йатне аслăлăр; Вăл çăлни çинђен куллен кун калаçăр.

3) Халăхсен хушшинђе Ун мухтавĕ çинђен, пĕтĕм етем хушшинђе Унăн хăвађĕсем çинђен пĕлтерĕр.

4) Турă аслă, Вăл пит мухтавлă; Вăл пур суйа турăсенђен те хăрушă.

5) Суйа тĕнлĕ халăхсенĕн туррисем пур те шуйттансем, ђăн Турă пĕлĕтсене пултарнă.

6) Ун умĕнђе мухтав та аслăлăх, Унăн таса çуртĕнђе тасалăх та аслă илем.

7) Ей халăхсен пуçлăхĕсем, Турра парне кÿрĕр, Турра мухтаса хисеплĕр.

8) Турра Унăн йађин мухтавне кÿрĕр: хăвăр парнĕрсене илсе, Ун картишне кĕрĕр.

9) Турра Унăн таса кил-çуртĕнђе пуççапăр, Ун умĕнђе пĕтĕм çĕр ђĕтĕресе тăтăр.

10) Халăхсен хушшинђе калăр: Турă Патшана ларђĕ, тĕнђене тĕреклĕлентерђĕ, тĕнђе ĕнтĕ хускалмĕ: халăхсене Вăл тĕрĕслĕхĕпе сут-тăвĕ.

11) Пĕлĕтсем савăнђђăр, çĕр хĕпĕртентĕр, тинĕс те, ун ăшĕнђисем те хуралђђăр.

12) Хирсем, унти йапаласем пур те савăнĕç: ун ђухне вăрманти пур йывăçсем те Турă умĕнђе савăнĕç;

13) мĕншĕн тесен—Вăл килĕ, Вăл çĕре сут-тума килĕ, пĕтĕм тĕнђене тÿрĕлĕхĕпе, халăхсене Хăйĕн ђăнлăхĕпе сут-тăвĕ.

96.

Давид псаломĕ, унăн çĕрĕ çинђе йĕрке пулса çиђсен.

 Еврейсен ку пуçламăшне çырман.

1) Турă Патшана ларђĕ: çĕр хĕпĕртентĕр, темĕн ђухлĕ тинĕс уттисем пур те савăнђђăр.

2) Унăн йĕритавра пĕлĕтпе тĕттĕм, Унăн аслă вырăнин хатĕрĕ ђăнлăхпа тÿрĕлĕх.

3) Ун умĕнђен вут пырĕ, таврашĕнђи тăшманĕсене ĕнтсе пăрахĕ.

4) Унăн çиçĕмĕсем пĕтĕм тĕнђене çутатса йађĕç, çĕр ăна курса ђĕтĕресе кайрĕ.

5) Турă умĕнђе, пĕтĕм çĕре тытса тăракан Турă умĕнђе тусем ăвăс пек ирĕлђĕç.

6) Пĕлĕтсем Ун тĕрĕслĕхне пĕлтерђĕç, халăхсем пур те Ун мухтавне курђĕç.

7) Суйа кĕлеткесене пуççапакансем, çав кĕлеткисемпе мухтанакансем пур те намăсланђђăр: ей Унăн ангелĕсем, пур те Ăна пуççапăр.

8) Ей Турă, Сан ĕçÿсем тĕлĕшĕнђен Сіон та илтсе савăнђĕ, Іудеа хĕрĕсем те хĕпĕртерĕç.

9) Есĕ пĕтĕм çĕре тытса тăракан çÿлти Турă, суйа турăсенђен пуринђен те пит аслă.

10) Ей Турра йуратакансем, усала курайми пулăр: Турă Хăйĕн таса çыннисенĕн ђунĕсене сыхлат̌, çылăхлă çын аллинђен вĕсене хăтарат̌.

11) Таса çыншăн çутă çутăлса тухрĕ, тÿрĕ ђĕрелисем валли савăнăç килђĕ.

12) Ей таса çынсем, Турăшăн савăнăр, Унăн тасалăхне асăнса калаçăр.

97.

Давид псаломĕ.

1) Турра çĕнĕ йурă йурлăр: Вăл тĕлĕнмелле ĕç тунă, Вăл Хăйĕн сылтăм аллипе, Хăйĕн таса вăй-хăвађĕпе çĕнтернĕ.

2) Турă Хăйĕн çăлас ĕçне кăтартнă: халăхсен умĕнђе Хăйĕн тĕрĕслĕхне пĕлтернĕ.

3) Вăл Хăйĕн Іакова кăтартас ырăлăхне, Израил йăхне пĕлтерес тĕрĕслĕхне асне илнĕ: пирĕн Туррăн çăлас ĕçне пĕтĕм тĕнђе вĕçĕ-хĕрринђисем курнă.

4) Ей çĕр çинђисем, пур те Турăшăн хĕпĕртесе кăшкăрăр, хавасланăр, савăнса йурлăр,

5) Турра кĕсле каласа, кĕслепе псалом каласа йурлăр.

6) Патша Турă умĕнђе пăхăр трупасем, мăйрака трупасем кăшкăртăр.

7) Тинĕс те, ун ăшĕнђисем те, тĕнђе те, Тĕнђере пурăнакансем те пур те хускалђђăр.

8) Çырмасем те пĕрлешсе, алă çупнă пех шавласа тăђђăр, тусем те Турăшăн савăнђђăр: мĕншĕн тесен—Вăл килет, Вăл çĕре сут-тума, пĕтĕм тĕнђене тÿрĕлĕхĕпе, халăхсене ђăнлăхĕпе сут-тума килет.

98.

Давид псаломĕ.

1) Турă патшана ларђĕ, халăхсем ђĕтĕресе тăђђăр; Вăл херувимсем çинђе ларат̌: çĕр хускалтăр.

2) Турă Сіонра аслă, Вăл пур халăхсенĕн те пысăкки.

3) Санăн аслă йату мĕн тĕрлĕ хăрушши, мĕн тĕрлĕ таси çинђен мухтаса калаçђăр.

4) Патшан аслăлăхĕ тĕрĕслĕхе йуратат̌: Есĕ тÿрре тĕреклĕ хунă; сутна, тĕрĕс ĕçне Іакова туса панă.

5) Пирĕн Турра мухтаса аслăлăр; Унăн ури айне ÿксе пуççапăр; мĕншĕн тесен таса вăл.

6) Моисейпе Аарон Унăн священникĕсем хушшинђе, Самуил Унăн йатне асăнакансен хушшинђе: вĕсем Турра тархасланă та, илтнĕ вĕсене.

7) Вĕсемпе Вăл пĕлĕт йупа ăшĕнђен калаçнă, мĕншĕн тесен—вĕсем Вăл пĕлтернисĕр, хушнисене, хăйсене панă çав йĕркесене тытса пурăннă.

8) Ей Турă, пирĕн Туррăмăр, Есĕ вĕсене итленĕ; ей Турă, Есĕ вĕсемшĕн ырă кăмăллă пулнă: пур ĕçĕсене те кура тавăрса панă вĕсене.

9) Пирĕн Туррăмăра аслăласа мухтăр, Ăна Хăйĕн таса тăвĕ çинђе пуççапăр: пирĕн Турă таса.

99.

Давид псаломĕ, тав-тумалли.

1) Ей çĕр çинђе пурăнакансем, пурсăр та Турра хĕпĕртесе кăшкăрăр,

2) Турăшăн савăнса ĕçлĕр, Ун умне хавасланса пырăр.

3) Çав Турă хамăр Турă иккенне пĕлĕр; пире Çавă пултарнă, хамăр мар: епир Унăн етеммисем, Унăн кĕтĕвĕнђи сурăхсем.

4) Унăн хапхинђен Ăна мухтаса кĕрĕр, Ун кил-çуртне йурăсем йурласа кĕрĕр: Ăна тав-тăвăр, Унăн йатне мухтăр.

5) Турă ырă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе, Унăн ђăнлăхĕ сыпăкран сыпăклăха.

100.

Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, Санăн ырăлăхна, Санăн тĕрĕслĕхне мухтаса йурлам.

2) Йурласа айăпсăр çул çинђен шухăшлам. Хăçан Есĕ ман патăма килĕн-ши? Епĕ кил-çуртăмра таса ђĕрепе çÿретĕп.

3) Йĕркене килмен ĕçе куç умĕнђе тăратмарăм, йĕркерен тухакансене кураймарăм;

4) аскăн кăмăллă çын ман çумма çыпçăнаймарĕ, хамран таракан усал етем çине пăхмарăм.

5) Тусĕ-йышĕ çинђен вăрттăн елеклекене хăваларăм; çÿлтен пăхакан, ĕмĕтсĕр кăмăллă етемпе пĕрле çăкăр-тăвар çимерĕм.

6) Хампа пĕрле лартма манăн куçăм çĕр çинђи тÿрĕ çынсем çинђе; кам таса çулпа çÿрет, çавă ман умра ĕçлесе пурăнат̌;

7) пуçне асла хуракан ман кил-çуртăмра пурăнман, тĕрĕс мара калаçакан ман куçăм умĕнђе ĕçлесе тăман.

8) Йĕркесĕр пурăнакансене Турă хулинчен пурне те пĕтерес тесе, çĕрĕм çинђи çылăхлă çынсене ирсерен вĕлерттереттĕм.

101.

Мĕскĕн хăй хуйхăрнă ђух Турра хăй мĕн ыйтнине каласа тăвас кĕлĕ.

1) Ей Тура, ман кĕллĕме илтсем, ман йĕнĕ сассăм Сан патна çитин-ђĕ.

2) Сăнна манран тÿртĕн ан тытсам, епĕ хуйхăрнă кун хăлхуна ман йеннелле ђиксем, Сана тархасласа ђĕннĕ кун ђасрах илтсем мана.

3) Ĕмĕрĕм тĕтĕм пек иртсе кайрĕ, шăммăм-шаккăм вут-пуççи пек типсе хăрђĕ.

4) Çулнă курăк пек касăлтăм, ђĕрем типрĕ, çăкăр çийессине те манатăп.

5) Ахлатса хуйхăрнипе ÿт-тирĕм шăммăм-шаккăм çумне çыпçăнђĕ.

6) Пушă хирти пеликанпа (кайăк) танлашрăм, ишĕлнĕ çурт çинђи каçхи тăмана пек пултăм.

7) Çывăраймарăм, çурт тăрринђе уйăрăм ларакан кайăках пултăм.

8) Куллен тăшмансем мăшкăларĕç мана, мана мухтакансем те ман çинђен суйса тупа-турĕç.

9) Çăкăр вырăнне кĕл çийетĕп, ĕçекен шывăма куççулĕпе хутăштаратăп:

10) Санăн çиллÿпе Санăн хайарлăхăнтан çавă; мĕншĕн тесен—Есĕ мана çÿле çĕклерĕн те, каллах антарса йатăн.

11) Ман ĕмĕрĕм мĕлке пек иртсе кайрĕ, курăк пек типсе хăртăм епĕ.

12) Ей Турă, Есĕ ĕмĕр тăратăн, Сана сыпăкран сыпăка асăнĕç.

13) Есĕ тăрăн, Сіона ырăлăх тăвăн: ăна ырăлăх тума вăхăт ĕнтĕ, вăхăт çитнĕ.

14) Санăн ђурусем унăн ђулĕсене те йуратрĕç, ĕнтĕ унăн тăприне те хĕрхенĕç.

15) Турă йађĕнђен халăхсем хăраса ÿкĕç, Санăн аслăлăхунтан çĕр çинђи пур патшасем те хăрĕç.

16) Турă Сіона туса лартĕ, унта Хăйĕн мухтавĕпе курăнĕ.

17) Мĕскĕнсен кĕлли çине хĕрхенсе пăхĕ, вĕсем йăлăннине ахаљ хăвармĕ.

18) Вăл ĕç килес сыпăк валли çырăнса йултăр, çуралас çынсем те Турра мухтĕç;

19) Турă Хăйĕн çÿлти таса вырăнĕнђен пĕшкĕнсе, пĕлĕт çинђен çĕр çине пăхрĕ:

20) Тимĕрленисем ахлатнине илтем, вĕлернисенĕн ађисене салтса йарам, терĕ;

21) Сіонра Турă йатне, Іерусалимре Унăн мухтавне

22) Турăшăн ĕçлемешкĕн пĕрле пухăннă халăхсене, патшасене пĕлтерем, терĕ.

23) Унăн хăвађĕ курăннă çулĕ çинђе епĕ йăлăнса ыйтрăм Унтан:

24) манăн кун-çулăм кĕскелнине пĕлтерсем мана, çур ĕмĕрĕмрех илсе ан кайсам мана: Санăн çулусем сыпăкран сыпăках, терĕм.

25) Ей Турă, Есĕ çĕре малтан пултарнă, пĕлĕтсем те Сан аллу ĕçĕсемех.

26) Вĕсем пĕтĕç, Есĕ йаланах пур; вĕсем пур те тумтир пек кивелĕç, вĕсене Есĕ тумтир пек улăштарăн та, вĕсем урăхланĕç.

27) Ху Есĕ çав-çавах: Сан çулусем кĕскелмĕç.

28) Сан ђурусенĕн ађисем вырăнлă пулĕç, вĕсенĕн ăрăвĕ ĕмĕр тăрĕ.

102.

Давид псаломĕ.

1) Ей ђунăм, Турра мухта, ăшăмри мĕн пур шухăшăм Унăн таса йатне аслăла.

2) Ей ђунăм, Турра мухта, Вăл тунă ырăлăхсене пĕрне те ан ман.

3) Вăл санăн йĕркесĕр ĕçÿсене пурне те каçарас, пур ђирÿсене те тÿрлетет;

4) пурăнăçна пĕтесрен сыхлат̌, хĕрхенекен уçă кăмăлĕпе сана мухтавлă тăват̌;

5) ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне ырăлăхпа тултарат̌: кăмăлу çĕнелтĕр, ăмăрт кайăкĕ пек пултăр, тет.

6) Турă хурлăха йулнисене пурне те Хăйĕн хĕрхенекен кăмăлĕпе сут-тăват̌.

7) Вăл Моисейе Хăй çулĕсене кăтартнă, Израил ывăлĕсене Хăй ирĕкне пĕлтернĕ.

8) Турă уçă кăмăллă, хĕрхенекен кăмăллă, вăрах тÿсĕмлĕ, нумай ырăлăхлă:

9) пĕтĕмпех çиленсе каймаст̌, ĕмĕр çиленсе тăмаст̌.

10) Пирĕн йĕркесĕрлĕхĕмĕре пăхмасăр тăват̌ пирĕншĕн, çылăхăмăра пăхмасăр парат̌ пире.

11) Çĕртен пĕлĕт мĕн ђухлĕ çÿлĕ, Турă Хăйĕнђен хăракансене çавăн ђухлĕ пысăк ырăлăх панă:

12) пире йĕркесĕр ĕçĕмĕртен хĕвел тухăçĕпе хĕвел анăçĕ хушши ђухлĕ инçе уйăрса тăрат̌.

13) Ашшĕ хăй ађисене хĕрхеннĕ пек, Турă Хăйĕнђен хăракансене хĕрхенет:

14) Вăл епир мĕнтен пулнине пĕлет, епир тăпраран пулнине астуса тăрат̌.

15) Етем курăкпа пĕр, унăн ĕмĕрĕ хирти ђеђек сарăлса ларнă пек анђах:

16) ђунĕ тухса кайат̌ те, пĕтет, вара хăй пурăннă вырăнне те паллаймаст̌.

17) Туррăн ырăлăхĕ ĕмĕртен ĕмĕрех Унтан хăракансем çинђе; Унăн тÿрĕлĕхĕ Вăл панă сăмахсене тытса тăракансенĕн,

18) Унăн заповѣдĕсене астуса, вĕсем тăрăх пурăнакансенĕн ывăлĕсен ывăлĕсем çинђе те.

19) Турă Хăйĕн аслă вырăнне пĕлĕт çине хатĕрленĕ, Унăн патшалăхĕ пурне те тытса тăрат̌.

20) Ей Турă хушнине туса, Унăн каланă сăмахне итлесе тăракан Унăн хăватлă ангелĕсем, пурăр та Турра мухтăр.

21) Ей Туррăн çарĕсем, Унăн ђурисем, Ун ирĕкне тăвакансем, пурăр та Турра мухтăр.

22) Ей Вăл пултарнă пур йапала та, Туррăн патшалăхĕнђе пур çĕрте те Турра мухтăр. Ей ђунăм, Турра мухта.

103.

Давид псаломĕ, тĕнђе пулни çинђен.

1) Ей ђунăм, Турра мухта; ей Туррăм, Туррăм, Есĕ пит аслă: Есĕ мухтавпа илем ăшĕнђе;

2) Есĕ çутта тумтир пек тăхăннă, пĕлĕте сăран пек карса хунă;

3) çÿлти вырăнусене шывсемпе карнă, пĕлĕтсене Хăна çÿреме тунă, Есĕ çил çунађĕсем çинђе çÿретĕн.

4) Есĕ сывлăшсене Хăвăн ангелусем тăватăн, вут çулăмне Хăна ĕçлесе тăракансем тăватăн.

5) Есĕ çĕре хăй вырăнне тĕреклĕ хунă: вăл ĕмĕр ĕмĕрне те хускалмĕ;

6) ăна тĕпсĕр шыв тумтир пек хупласа илнĕ; тусем çинђе шывсем тăраççĕ;

7) Есĕ хушсан, вĕсем тараççĕ, Сан аслатийÿ сассинђен хăраççĕ;

8) тусем çине хăпараççĕ, унтан хире, Есĕ кăтартнă вырăна анаççĕ.

9) Есĕ ђикĕ панă, вăл ђикĕрен вĕсем иртмеççĕ, çĕре те хупласа илмеççĕ.

10) Есĕ айлăм çĕрсенђе çăл-куçĕсем кăларнă, тусем хушшинђе шывсем йухаççĕ;

11) вĕсене хир-кайăкĕсем пур те ĕçеççĕ, хир-ашакĕсем те ĕçес килсен çавăлте пыраççĕ.

12) Вĕсен таврашĕнђе вĕçен-кайăксем пурăнаççĕ, ђулсем хушшинђен хăйсен сассине параççĕ.

13) Есĕ тусем çине Хăвăн пĕлĕтÿсенђен шыв сапатăн: Санăн аллу ĕçĕпе çĕр тăранас

14) Есĕ выљăх-ђĕрлĕх валли курăк, етеме усă пулма çимĕç ÿстеретĕн, çĕртен тырă-пулă пултаратăн:

15) вара ерех çын кăмăлне савăнтарат̌, йывăç çăвĕ етем питне çемçетет, çăкăр ун ђĕрине вăй кÿртет;

16) Есĕ лартнă ирĕкри йывăçсем, Ливан çинђи кедрсем ђĕрĕлсе сарăлса ÿсеççĕ;

17) вĕсем çинђе кайăксем йăва çавăрса пурăнаççĕ, унта пуринђен çÿлли аист йăви.

18) Çÿлĕ тусем пăлансем валли, мулкађăсене пурăнма ђулсем.

19) Есĕ вăхăт кăтартма уйăх тунă, хĕвел те хăй ăçта анса лармаллине пĕлет.

20) Есĕ тĕттĕм тунипе çĕрле пулат̌, вара вăрманти тискер кайăксем пур те çÿре пуçлаççĕ;

21) арăслансем апатшăн кăшкăрса çÿресе, хăйсем валли Турăран çимĕç ыйтаççĕ.

22) Хĕвел çутăлса тухат̌ те, вĕсем пуçтарăнса шăтăкĕсене кĕрсе выртаççĕ.

23) Унтан етем хăй ĕçне ĕçлеме тухат̌, вăл хăй ĕçне каç пулиђђен ĕçлет.

24) Ей Турă, Санăн ĕçÿсем йепле пысăк! Есĕ пурне те пит пĕлсе пултарнă; Есĕ пултарнă йапала çĕр туллийех.

25) Акă аслă, сарлака тинĕс; унăн ăшĕнђе йăшăлтатса çÿрекен кайăксем: шултăри те, вĕтти те вĕçĕ-хĕрри çук нумай.

26) Унта карапсем ишсе çÿреççĕ, Есĕ пултарнă пысăк çĕлен те выљаса çÿрет.

27) Вĕсем пур те кирлĕ вăхăтра Есĕ çимĕç парассине кĕтсе тăраççĕ.

28) Есĕ парсан, илеççĕ; аллуна уçсан, пур тĕрлисем те ырăлăхупа тăранаççĕ;

29) Есĕ сăнна тÿртĕн тытсан, вĕсем аптăраççĕ; ђунĕсене илсен, вилсе каллах тăпра пулаççĕ.

30) Сывлăшна йарсанах, ђĕрĕлеççĕ: çапла Есĕ çĕр питне çĕнететĕн.

31) Турă ĕмĕр мухтавлă пултăр, Хăйĕн ĕçĕсемшĕн Турă савăнса тăтăр.

32) Есĕ Ху пултарнă çĕрÿ çине пăхсан, вăл ђĕтĕресе кайат̌; тусене сĕртĕнсен, вĕсенђен тĕтĕм тухат̌.

33) Хам пурăннă ђух Турра мухтаса йурлам, мĕн пурăннă таран Туррăма асăнса йурлам.

34) Манăн йуррăм Ăна кăмăллă пултăр, епĕ Туррăмшăн хĕпĕртесе тăрам.

35) Çылăхлă çынсем çĕр çинђен çухалђђăр, йĕркесĕрсем ан пулђђăр. Ей ђунăм, Турра мухта.

104.

Аллилуіа (Турра мухтăр).

1) Турра тав-туса мухтăр, Унăн йатне йăлăнса ђĕнĕр, Унăн ĕçĕсем çинђен халăхсем хушшинђе каласа кăтартăр.

2) Уншăн хавасланса йурлăр, Ăна мухтаса йурлăр: Унăн пур хăвађĕсем çинђен те пĕлтерĕр.

3) Унăн таса йађĕпе мухтанăр: Турра шыракансенĕн кăмăлĕсем савăнђђăр.

4) Турра шырăр, тĕреклĕленĕр: Ăна йаланах шырăр.

5) Вăл тунă хăватсене, Унăн тĕлĕнмелле ĕçĕсене, Унăн çăварĕнђен тухнă йĕркесене астуса тăрăр.

6) Авраам ăрăвĕнђен тухнисем—Унăн ђурисем, Іаков ывăлĕсем—Унăн суйласа илнисем.

7) Вăл пирĕн Турă: пĕтĕм çĕр çинђе Унăн суђĕсем.

8) Вăл Хăйĕн ĕмĕрлĕхе хунă йĕркине, темиçе пин йăхшăн та панă сăмахне астуса тăрат̌;

9) ăна Авраама асăннă, Исаака тупа-туса каланă.

10) Ăна Іакова тытса пурăнма хушнă, Израиле ĕмĕрлĕхе хунă сăмах тесе парса каланă:

11) Ханаан çĕрне сирĕн пайăр туса, есир тытса тăма сана парăп, тенĕ.

12) Вĕсем сахаллăн, кăшт кăна ђухне те, çав çĕре йутран пырса кĕнĕ вăхăтра,

13) пĕр халăх патĕнђен тепĕр халăх патне, пĕр патшалăхран урăх йăхри халăх хушшине куçса çÿренĕ вăхăтра,

14) вĕсене çынтан хурлăх курма паман, вĕсемшĕн патшасене те питленĕ:

15) Манăн суйланă çыннăмсене ан сĕртĕнĕр, пророкăмсене усал ан тăвăр, тенĕ.

16) Унтан çĕр çине выçлăх йанă, пĕтĕм ÿсе-тăран тырă-пулла пĕтернĕ.

17) Вĕсен умĕнђен малтан çын йанă: Іосиф ђуралăха сутăнса тăнă.

18) Унăн урисене тимĕр тăлăпа минкетнĕ, унăн ђунĕ тимĕр витĕр тухнă:

19) Унăн сăмахĕ вырăна килиђђен, Турă сăмахĕ ăна вут пек тасатнă.

20) Патша çын йарса, ун çинђен тимĕрне илтернĕ, халăх княçĕ ăна ирĕке кăларнă.

21) Ăна хăйĕн кил-çуртĕнђе асли туса хунă, хăй тытса тăракан çĕрĕн княçĕ тунă:

22) унăн княçĕсене вĕрентсе хăй пек тутăр, пуçлăхĕсене ăса кÿрттĕр, тенĕ.

23) Унтан Израил Египет çĕрне пынă, Іаков Хам çĕрне вырăнаçнă.

24) Хăй халăхне Турă ĕрђетнĕ, тăшманĕсенђен нумай хăватлă тунă ăна.

25) Тăшманĕсен кăмăлне улăштарса, вĕсене Хăйĕн халăхне курайми тунă, Хăйĕн ђурисене хирĕç ђейе шухăш тыттарнă.

26) Унтан Хăйĕн ђури Моисейпе Хăй валли суйласа илнĕ Аарона йанă.

27) Вĕсене Хам Çĕрĕнђе Хăйĕн паллисене, Хăйĕн хăвађĕсем тумалли сăмахсем панă.

28) Унăн сăмахĕсене хирĕç тăнă та, Вăл тĕттĕм йарса сĕм-тĕттĕм тăратнă;

29) шывĕсене йун тунă, пуллисене вĕлерсе пĕтернĕ.

30) Вĕсен çĕрне, патшисен пÿлĕмĕсене те шапасем тулса тăнă.

31) Каланă та, — вĕсем пурăнакан çĕрте пур тĕлте те усал шăнасем, хуртсем тухса тăнă.

32) Вĕсен çĕрне çумăр вырăнне пăр йанă, çунтаракан вут йанă;

33) иçĕм-çырли йывăççийĕсене, смоква йывăççийĕсене хăртнă, вĕсен çĕрĕнђи пур тĕрлĕ йывăçа та пĕтернĕ.

34) Вăл каланă та, хисепсĕр нумай саранђђа, хурт пырса ÿкнĕ,

35) вĕсен çĕрĕнђи пур тĕрлĕ курăка та çисе йанă, вĕсен çĕрĕнђи пур тĕрлĕ çимĕçе те çисе пĕтернĕ.

36) Тата вĕсен çĕрĕнђе малтан çуралнисене, ĕçлесе тунă йапалисене ђи лайăххисене пурне те пĕтерсе тухнă.

37) Унтан Израил халăхне хăйсен ылттăнĕ-кĕмĕлĕ-мĕнĕпех унтан кăларнă: вĕсен йăхĕсенђе ђирлекен пĕри те пулман.

38) Вĕсем тухса кайнăшăн Египетре савăннă, мĕншĕн тесен—вĕсем кĕсенђен пит хăранă.

39) Израиле хупăрласа пыма пĕлĕт йанă, çĕрле çутатса пыма вут йанă.

40) Кĕсем ыйтнă та, вĕсем патне путенесем вĕçсе пырса тулнă, вĕсене çÿлти çăкăрпа та тăрантарнă.

41) Ђула çурнă та, шывсем йухса тухнă, шывсăр çĕрсенђе шывсем йухнă.

42) Вăл Хăй ђурине Авраама каланă таса сăмахне асне илнĕ.

43) Хăй халăхне савăнтарса, Хăй суйланă çыннисене хĕпĕртентерсе кăларнă.

44) Вĕсене суйа тĕнлĕ халăхсен çĕрĕсене панă, вĕсем йут халăхсен асапланса тунă мулĕсем çине кĕнĕ:

45) вĕсене Хăйĕн тĕрĕслĕх йĕркисене тытса, Хăйĕн законне сыхласа тăђђăр, тенĕ.

105.

Аллилуіа.

1) Турра тав-туса мухтăр: Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

2) Турă хăвађĕсене кам каласа çитерес, Унăн пур мухтавĕ çинђен те кам илттерсе пĕтерес?

3) Тĕрĕслĕхе тытакансем, кирек хăçан та тÿрре тăвакансем телейлĕ.

4) Ей Турă, халăхна ырăлăх сунса, пире асна илсем, пире килсе çăлсам:

5) Санăн суйласа илнĕ çыннусем ырăлăхра пурăннине курар, Санăн халăху савăнăçĕпе савăнар, Сана тивĕçлĕ халăхпа пĕрле мухтанар.

6) Епир хамăрăн аттемĕрсемпе пĕрле çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр хăтлантăмăр, тĕрĕс мара турăмăр.

7) Пирĕн аттесем Египетре Санăн хăватлă ĕçÿсене ăнласа илмен, Санăн темĕн ђухлĕ ырăлăхна асăнман: Хĕрлĕ тинĕс патне пынă ђух пăлхав кăларнă.

8) Вăл Хăй йађĕшĕн, Хăй хăватне кăтартасшăн çапах вĕсене çăлнă.

9) Хĕрлĕ тинĕсе хушнă та, вăл типсе ларнă; вĕсене тĕпсĕр çĕртен, çеçен хирпе илсе пынă пек, йертсе тухнă.

10) Вĕсене курайман çынĕсенĕн аллинђен çăлнă, тăшманĕсен аллинђен хăтарнă.

11) Вĕсене хĕсĕрлекенсене шыв хупласа хунă, вĕсенђен пĕри те йулман.

12) Вара вĕсем Унăн сăмахне ĕненнĕ, Ăна мухтаса йурланă.

13) Апла та Унăн ĕçĕсене ђас маннă, Унăн ирĕкне кĕтмен:

14) пушă хирте кăмăлĕсем хыççăн кайса, шыв çук çĕрте Турра сăнанă.

15) Çапах та хăйсем ыйтнине панă вĕсене, вĕсен ђунĕсене тăрантарнă.

16) Ђарăнса тăнă вырăнта Моисейĕ, Турă суйласа илнĕ Аарона çилентернĕ.

17) Çĕр уçăлса Даѳана çăтса йанă, Авирон пухуне те хупласа хунă.

18) Унтан вĕсен ушкăнне вут йарса илнĕ, çылăхлисене çулăм ĕнтсе йанă.

19) Хорив тăвĕ патĕнђе пăру кĕлетки туса, кĕлеткене пуççапнă:

20) Турă мухтавне курăк çисе çÿрекен пăру кĕлеткипе улăштарнă;

21) çапла хăйсене çăлакан Турра, Египетре пысăк ĕçсем тăвакан Турра маннă;

22) Хам çĕрĕнђе тĕлĕнмелле ĕçсем, Хĕрлĕ тинĕс варринђе хăрушă ĕçсeм Тăвакана маннă.

23) Суйланă çынни Моисей Ун умĕнђе хуйхăрса тăрса, вĕсене вĕлересрен Ун çиллине сĕвĕртсе йаман пулсан, Вăл вĕсене пĕтернĕ-пулĕ-ђĕ.

24) Вĕсем Турă сăмахне ĕненмесĕр хăйсем ĕмĕтленнĕ çĕрне те хурланă:

25) ђатăрĕсенђе ÿпкелешсе калаçнă, Турă сассине те илтесшĕн пулман.

26) Вăл вара вĕсем çине аллине çĕкленĕ: вĕсене пушă хирте пĕтерес тенĕ;

27) вĕсен йăхне халăхсен хушшинђен çухатас, вĕсене тĕрлĕ çĕре салатса йарас, тенĕ.

28) Вĕсем Веельфегор кĕлеткине те çыпăçнă, ђунсăр йапаласене кÿнĕ парнесене çинĕ.

29) Хăйсен ĕçĕсемпе Турра татах çилентернĕ те, вара пит нумайăн виле пуçланă.

30) Финеес вĕсене хирĕç тăрса, Турă кăмăлне çавăрнă, йывăрлăх ђарăннă вара.

31) Ку ĕç ăна сыпăкран сыпăка, ĕмĕрлĕхе тÿрре кăларнă.

32) Тата сăмахлă шыв (Мерива) патĕнђе Турра çилентернĕ, вĕсен пирки Моисей те хуйхă курнă:

33) вĕсем ун ђунне хурлантарнă та, вăл хăй ђĕлхи-çăварĕпе иккĕленсе калаçнă.

34) Вĕсем Турă пĕтерме хушнă халăхсене пĕтермен;

35) суйа тĕнлĕ халăхсемпе хутшăнса, хăйсем те вĕсен ĕçĕсене тума вĕреннĕ:

36) кĕлеткесене пуççапса пурăннă, çав кĕлеткесемпе улталаннă.

37) Хăйсен ывăлĕсене, хăйсен хĕрĕсене шуйттансене парнене кÿнĕ.

38) Çапла Ханаанри кĕлеткесене парне кÿрсе тăрса, вĕсем айăпсăр йуна, хăйсен ывăлĕсенĕн, хĕрĕсенĕн йунне тăкса пурăннă, вĕсен йунĕсемне хăйсен çĕрне те вĕлернĕ пек тунă,

39) ăна хăйсен ĕçĕсемпе ирсĕрлентернĕ; кăмăлĕсем хыççăн кайса, аскăн ĕç туса пурăннă.

40) Вара Турă Хăй етеммисем çине çиленсе хайарланнă, Хăй халăхĕнђен йĕрĕннĕ.

41) Вĕсене тăшманĕсен аллине панă, вĕсене вара кураймасăр тăраканĕсем тытса тăнă.

42) Тăшманĕсем вĕсене хĕсĕрленĕ, вĕсен алли айĕнђе вара кĕсем йăвашланнă.

43) Вĕсене темиçе хут та çăлнă, вĕсем çапах, хăйсен шухăшĕ хыççăн кайса, Ăна кÿрентернĕ; унтан йĕркесĕр ĕçĕсенђен ÿкĕннĕ.

44) Вĕсем хуйхăрнă ђух Турă вĕсене курнă, вĕсем йăлăннине илтсе

45) Хăй хунă сăмахне асне илнĕ, Хăйĕн темĕн ђухлĕ ырă кăмăлĕпе шухăшне улăштарнă:

46) тыткăна илекенĕсенĕн кăмăлĕсене пуринне те вĕсене хĕрхенекен тунă.

47) Ей Туррăмăр, Туррăмăр, çăлсам пире, пире Хăвăн таса йатна аслăлама, Хăвăн ăслăлăхупа мухтанма халăхсен хушшинђен пухса илсем.

48) Израил Турри ĕмĕртен ĕмĕре мухтавлă; пĕтĕм халăх: амин, амин, тетĕр.

106.

Аллилуіа.

1) Турра тав-туса мухтăр: Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

2) Çакна Турă хăтарнисем çапла калађђăр: вĕсене Вăл тăшман аллинђен хăтарнă,

3) тĕрлĕ çĕртен, хĕвел-тухăçĕ йенђен, хĕвел-анăçĕ йенђен, çур-çĕр йĕнђен, тинĕс йенђен пухнă;

4) вĕсем шыв çук пушă хирте аташса çÿренĕ, çын пурăнакан хула çулне тупайман;

5) выçăхнă, çуннă ђунĕсем хавшаса çитнĕ.

6) Хуйхăрнă ђух вĕсем Турра йăлăннă та, Вăл вĕсене асапĕсенђен хăтарнă:

7) çын пурăнакан хулана кĕђђĕр тесе, вĕсене тÿрĕ çулпа йертсе пынă.

8) Турра ырăлăхĕсемшĕн, етем ывăлĕсемшĕн тунă хăвађĕсемшĕн мухтађђăр:

9) Вăл типнĕ ђуна тăрантарнă, выçăхнă ђуна ырăлăхĕпе тултарнă:

10) вĕсем тимĕрпе тимĕрленсе, çуклăхра, тĕттĕмре, вилĕм мĕлки айĕнђе ларнă,

11) мĕншĕн тесен Турă сăмахне хирĕç пынă вĕсем, çÿлти Турă ирĕкне итлемен.

12) Вĕсен кăмăлĕсене йывăр ĕçпе йăвашлантарнă; вĕсем халĕсенђен кайнă, пулăшаканĕ пулман.

13) Хуйхăрнă ђух вĕсем Турра йăлăннă та, Вăл вĕсене асапĕсенђен çăлнă:

14) вĕсене тĕттĕмрен, вилĕм мĕлки айĕнчен кăларнă, вĕсен тимĕрисене татса йанă.

15) Турра ырăлăхĕсемшĕн, етем ывăлĕсемшĕн тунă хăвађĕсемшĕн мухтађђăр:

16) Вăл пăхăр хапхасене ватса пăрахнă, тимĕр питĕркĕђисене çĕмĕрнĕ.

17) Вĕсене йĕркесĕр ĕçĕсен çулĕ çинђен туртса илнĕ: вĕсем йĕркесĕр ĕçĕсене пула йăвашланнă.

18) Вĕсен ђунĕсем пур çимĕçрен те йĕрĕннĕ, вĕсем вилĕм хапхи патнех çывăхарнă.

19) Хуйхăрнă ђух вĕсем Турра йăлăннă та, Вăл вĕсене асапĕсенђен çăлнă:

20) Вăл Хăй сăмахне йарса, вĕсене сыватнă, вĕсене пĕтесрен хăтарнă.

21) Турра ырăлăхĕсемшĕн, етем ывăлĕсемшĕн тунă хăвађĕсемшĕн мухтађђăр.

22) Ăна мухтав парни кÿђђĕр, Ун ĕçĕсем çинђен савăнса, калаçђăр.

23) Тинĕс тăрăх караппа çÿрекенсем, ĕçĕсене пысăк шывсем çинђе ĕçлекенсем,—

24) вĕсем Туррăн ĕçĕсене, Унăн хăвађĕсене шыв тĕлĕнђе курнă.

25) Вăл каланă та, çил-тăвăл тухнă, тинĕс хумĕсем çĕкленнĕ.

26) Вĕсем пĕлĕте çитиђђен çĕкленсе, тĕпĕ-йĕрĕ çук çĕре анса кайаççĕ: кĕсен ђунĕсем йывăрлăхра çуннă.

27) Вĕсем хăраса пăлханнă, ÿсĕр çын пек тайкаланса тăнă, вĕсен пысăк ăсĕсем йăлтах пĕтнĕ.

28) Хуйхăрнă ђух вĕсем Турра тархасланă та, Вăл вĕсене асапĕсенђен кăларнă.

29) Тăвăла хушнă та, вăл лăпланнă, тинĕс хумĕсем шăпах пулнă.

30) Хумсем ђарăннăшăн вĕсем хĕпĕртенĕ: Вăл вĕсене хăйсем пырас тенĕ вырăна илсе пынă.

31) Турра ырăлăхĕсемшĕн, етем ывăлĕсемшĕн тунă хăвађĕсемшĕн мухтађђăр.

32) Ăна халăхсем пухăнакан çĕрте аслăлађђăр, халăх пуçлăхĕсен пухăвĕнђе мухтађђăр.

33) Вăл йухăм шывсен вырăнне пушă хир тунă, шывлă çăл куçĕсене типĕтнĕ;

34) унта пурăнакан çынсен çылăхĕсемшĕн тырă-пулă пулакан çĕре тăварлă çĕр туса пăрахнă.

35) Пушă хирсенђе шывлă кÿлĕсем тунă, шывсăр çĕре шыв йухса выртакан тунă.

36) Унта выçăсене вырăнаçтарнă, пурăнмалли хуласем тунă.

37) Кĕсен хирĕсене тырă-пулă акса тултарнă, иçĕм çырли йывăççисем лартнă, вĕсен çимĕçисем ăнса пулнă.

38) Вĕсене пилленĕ, вĕсем пит ĕрђесе кайнă; вĕсен выљăх-ђĕрлĕхĕсене те иксĕтмен.

39) Кайран вĕсем сахалланнă, усал хуйхăпа, ђир-ђĕрпе аптăранă.

40) Вăл вĕсен княçĕсене кĕçĕнлетнĕ, вĕсене çулпа çÿретмен, иртме çук çĕртен аташса çÿремелле тунă.

41) Мĕскĕне çуклăхран хăтăлма пулăшнă, ăна Хăйне тивĕçлĕ сурăхсене пăхнă пек пăхса усранă.

42) Таса пурăнăçлисем çавна курса савăнĕç, йĕркесĕррисем пур те ђĕлхи-çăварĕсене хупĕç.

43) Кам ăслă, кам çакна астуса тăрĕ, вăл Турă ырăлăхĕсене ăнласа илĕ.

107.

Йурă, Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, манăн ђĕрем хатĕр, хатĕр манăн ђĕрем: хам аслăлăхăмра мухтăп та, йурлăп та.

2) Ей ђăнлăхăм, тапран! ей псалтирĕмпе кĕслем, пикенĕр! епĕ ирех тăрăп.

3) Ей Турă, Сана çынсем хушшинђе аслăлăп, йут халăхсен хушшинђе Сана мухтаса йурлăп:

4) Санăн ырăлăху пысăк, çÿле çитех, Санăн ђăнлăху пĕлĕтсем таранах.

5) Ей Турă, пĕлĕт çине çĕклен, пĕтĕм çĕр çинђе Санăн мухтаву пулăр;

6) Санăн йуратнă çыннусем хăтăлђђăр: мана сылтăм аллупа çăлсам, мана илтсем.

7) Турă Хăйĕн таса вырăнĕнђе каланă: çĕкленĕп, Сихема уйăрса парăп, ларма йурăхлă тÿрем çĕре виçсе валеçĕп.

8) Галаад та Манăн, Манассіа та Манăн; Ефрем Манăн аслăлăхăмăн тĕрекĕ; Іуда Епĕ лартнă патша,

9) Моав Манăн çăвăнакан савăт вырăнне; Идумеа çине аттăмпа пусса тăрăп; йут халăхсем Мана пăхăнђĕç, тенĕ.

10) Тĕреклĕ хулана мана кам кÿртĕ, йе Идумеа çĕрне кам мана йертсе пырĕ?

11) Ей пире пăрахнă Турă, ей пирĕн çарсемпе вăрçа тухман Турă.

12) Есĕ мар-и? Хурлăхăмăрта пулăшсам пире: çын пулăшни нимĕн те мар вăл.

13) Епир Турăпа хăватăмăра, кăтартăпăр: Вăл пирĕн тăшмансене пĕтерĕ.

108.

Ĕмĕр вĕçĕ, Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, манăн мухтавăма манăçа ан хăварсам:

2) ман çине çылăхлă çын çăварĕ, ђейе çын çăварĕ уçăлмĕ, мана хирĕç ђейе ђĕлхепе калаçрĕç,

3) мана курайман ђĕлхисемпе йĕри-тавра çавăрса илђĕç мана, пĕр вырăнсăрах ман çине тăђĕç.

4) Мана йуратас вырăнне ман çинђен елек парса тăђĕç,—епĕ кĕл-тăватăп.

5) Ырăлăх тунăшăн мана усал турĕç, епĕ йуратнăшăн мана курайми пулђĕç.

6) Ун валли пуçлăха çылăхлă çынна хурсам, унăн сылтăм йенне шуйттан тăтăр.

7) Ăна сут-тунă ђух, вăл айăплавçă тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр.

8) Унăн кун-çулĕ кĕске пултăр, унăн тивĕçлĕхне тепĕри илтĕр.

9) Унăн ывăлĕсем тăлăха йулђђăр, арăмĕ упăшкинђен йултăр.

10) Унăн ывăлĕсем куçса çÿређђĕр, ыйткалама кайђђăр, вĕсене хăйсен кил-çуртĕнђен хăваласа кăларђђăр.

11) Кивçен параканĕ унран мĕн пуррине йăлтах шыратăр, унăн ĕçленĕ ĕçне йут çынсем туласа илђђĕр.

12) Унăн хутне кĕрекен, унăн тăлăхĕсене хĕрхенекен ан пултăр.

13) Унăн ађи-пăђи пĕтес çине пултăр, ун йађĕ пĕр сыпăкранах çухалтăр.

14) Вĕсен ашшĕсен йĕркесĕрлĕхне те Турă асне илтĕр, амăшĕ çылăхне те ан каçартăр.

15) Вĕсене йаланах Турă куртăр; вĕсен йађĕ çĕр çинђен çухалтăр;

16) мĕншĕн тесен—вăл ырăлăх тума асăнмарĕ; нађара, мĕскĕне, йăваш ђĕрелĕ çынна вĕлерттерес тесе çÿрерĕ.

17) Вăл ылханăва йуратрĕ, ылханни çитĕ ăна; пиллĕхе йуратмарĕ, пиллĕх унтан тарĕ.

18) Вăл ылханăва тумтир пек тăхăнђĕ, ылхан ун ăшне шыв пек тулĕ, шăмми-шаккине йывăç çăвĕ пек сăхса кĕрĕ;

19) вăл ăна тăхăнакан тумтирĕ вырăнне, йалан çыхса çÿрекен пиçиххийĕ вырăнне пултăр.

20) Ман çинђен елеклекенсене, ман ђунăма хурласа калаçакансене Турăран çапла тавăру пулĕ.

21) Ей Турăçăм, Турăçăм, Есĕ мантăн Хăвăн йатна кура ту: Санăн хĕрхенекен кăмăлу ырă.

22) Хăтарсам мана: епĕ мĕскĕн, йурлă çын, ман ăшăмри ђĕрем хускалнă.

23) Епĕ иртсе кайакан мĕлке пек çухалтăм, мана саранђђа пек хăвалаççĕ.

24) Выçă çÿресе ђăркуççи вăйĕ пĕтрĕ, çу сĕрейменрен ÿт-тирĕм те улăшăнђĕ.

25) Епĕ вĕсен мăшкăлĕ пултăм: мана курат̌-ђĕç те, пуçĕсене суллат̌-ђĕç.

26) Ей Турăçăм, Турăçăм, пулăшсам мана, Хăвăн ырăлăхупа çăлсам мана.

27) Ей Турă, вара вăл ĕç Санăн аллунтан пулнине, ăна Есĕ тунине пĕлђђĕр.

28) Вĕсем ылхансан та, Есĕ çапах мана пиллĕн: ман çине тăракансем намăсланĕç, Санăн ђуру савăнĕ.

29) Ман çинђен елеклекенсем хурлăхпа хупланђђăр, намăсĕсене тумтир пек тăхăнђђăр.

30) Епĕ Турă çинђен ђĕлхе-çăварăмпа хытă калаçăп, нумай çын умĕнђе Ăна мухтăп.

Вăл мĕскĕнĕн ђунне хĕсĕрлекенсенђен хăтармашкăн унăн сылтăм йенђе тăрат̌.

109.

Давид псаломĕ.

1) Турă манăн Туррăма каланă: Епĕ Санăн тăшманусене уру айне тăвиђђен Есĕ Манăн сылтăм йенђе лар, тенĕ.

2) Турă Сана Сіонран хăват туйи йарĕ, Есĕ тăшманусен хушшинђе пуçлăх пулса тăр.

3) Санăн хăватлăху кунĕ, святойусем çутăлса тăнă ђух аслăлăху Хупа пĕрле: Епĕ Сана шурăм-пуç çăлтăрĕ йулиђђен малтанах Хам ăшăмран çуратнă.

4) Турă тупа-тунă, ăна улăштармĕ: Есĕ Мелхиседек йĕркипе ĕмĕрлĕх священник.

5) Турă Санăн сылтăм йенђе, Хăйĕн çилли вăхăтĕнђе Вăл патшасене пĕтерĕ.

6) Вăл халăхсене сут-тăвĕ, çĕре вилепе тултарĕ, çĕр çинђе нумайĕшин пуçне çĕмĕрĕ.

7) Вăл çулпа пынă çĕрте çăл-куçĕнђен ĕçĕ: çавăнпа пуçне çĕклĕ.

110.

Аллилуіа.

1) Ей Турă, тÿрĕ çынсем канашланă çĕрте, вĕсен пухăвĕнђе пĕтĕм кăмăлăмран ан çинђен калаçăп.

2) Туррăн ĕçĕсем аслă: вĕсем пур те Унăн ирĕкне пĕлтереççĕ.

3) Унăн ĕçĕ мухтавпа илем, Унăн тĕрĕслĕхĕ ĕмĕр ĕмĕрех тăрат̌.

4) Вăл хăватлă ĕçĕсене асра тытма тунă: Турă ырăлăхлă, уçă кăмăллă.

5) Вăл Хăйĕнђен хăракансене çимĕç панă: Хăй хунă сăмахне ĕмĕр астăват̌.

6) Вăл Хăй халăхне суйа тĕнлĕ халăхсен пурлăхне парас тесе, вĕсене Хăй ĕçĕсен хăватне кăтартнă.

7) Ђăнлăх та, сут-тăвасси те Унăн алли ĕçĕсем: Унăн заповѣдĕсем пур тĕ тĕрĕс,

8) ĕмĕр ĕмĕрлĕхе тĕреклĕ: вĕсене ђăнлăхпа, тĕрĕслĕхпе тунă.

9) Вăл Хăй халăхне çăлăнăç йанă, Хăй сăмахне ĕмĕрлĕхе хунă: Унăн йађĕ таса та, хăрушă та.

10) Турăран хăрани ăслăлăхăн пуçламăшĕ, çавна тăвакансем пур те ырă ăслă: Унăн мухтавĕ ĕмĕртен ĕмĕре пырат̌.

111.

Аллилуіа.

 Псалом.

1) Турăран хăракан çын телейлĕ, вăл Унăн заповѣдĕсене пит хавас.

2) Унăн йăхĕ çĕр çинђе хăватлă пулĕ: тÿрĕ çынсен ăрăвĕ пиллĕх илĕ.

3) Ун кил-çуртĕнђе ђаплăлăхпа пуйанлăх, Унăн тĕрĕслĕхĕ ĕмĕртен ĕмĕре пырат̌.

4) Тÿрĕ çынсене тĕттĕмре çутă çутатса тăрат̌: Вăл ырăлăхлă, уçă кăмăллă, тÿрĕ.

5) Ырă çын хĕрхенсе парат̌; унăн сăмахĕ сутра вырăнлă пулĕ, вăл ĕмĕрне аптăрамĕ.

6) Тÿрĕ çын ĕмĕр асра тăрĕ, усал сăмахран хăрамĕ:

7) Унăн кăмăлĕ хăй ĕмĕтне Турă çинђе тытма хатĕр, Ун ђĕри тĕреклĕленнĕ,

8) тăшманĕсене курсан, вăл хăраса ÿкмĕ.

9) Вăл салатса пĕтернĕ, мĕскĕнсене панă; унăн тĕрĕслĕхĕ ĕмĕртен ĕмĕре пырат̌; унăн мăйраки мухтавпа çĕкленĕ.

Çылăхлă çын çавна курса çиленсе тăрĕ, шăлĕсене кађăртаттарĕ, типсе кайĕ: çылăхлă çыннăн ĕмĕђĕ çухалĕ.

112.

Аллилуіа.

1) Ей Турă ђурисем, Турра мухтăр, Туррăн йатне мухтăр.

2) Туррăн йађĕ кунтан малашне те ĕмĕрех мухтавлă пулса тăтăр.

3) Туррăн йађĕ хĕвел-тухăçĕнђен хĕвел-анăçне çитиђђенех мухтавлă.

4) Турă пур халăхсенђен те аслă: Ун мухтавĕ пĕлĕтсенђен те çÿлте.

5) Пирĕн Турă пек Турă хăш турă пур? Вăл çÿлте пурăнса

6) айалтисене кураканни, пĕлĕт çинђе те, çĕр çинђе те пурри.

7) Вăл ђухăн çынна çĕртен йăтса тăратат̌, тирĕслĕк çинђи мĕскĕне те асла кăларат̌:

8) ăна княçсемпе, Хăй халăхин пуçлăхĕсемпе пĕрле лартат̌.

9) Ађа туман арăма ађи-пăђипе савăнтарса кил-çуртра усрат̌.

113.

Аллилуіа.

1) Израил халăхĕ Египетрен тухсан, Іаков ăрăвĕ усал халăх аллинђен тухсан,

2) Іудеа çĕрĕ Туррăн таса вырăнĕ пулнă, Израил Унăн халăхĕ пулнă.

3) Тинĕс курнă та, тарса кайнă, Іордан кайалла ђакнă.

4) Тусем такасем пек, сăртсем сурăх путекĕсем пек сиккеленĕ.

5) Мĕн пуљђĕ сана, тинĕс, мĕншĕн есĕ тартăн? есĕ те, Іордан, мĕншĕн кайалла ђакрăн?

6) Есир те, тусем, такасем пек, есир те, сăртсем, путексем пек, мĕншĕн сиккелерĕр?

7) Турă умĕнђе, Іаков Турри умĕнђе çĕр ђĕтĕрерĕ:

8) Вăл ђул туран шывлă кÿлĕсем, касăлми ђулран йухăм шывсем кăларђĕ.

9) Ей Турă, пирĕншĕн мар, пирĕншĕн мар, Хăвăн ырăлăхупа ђăнлăху тăрăх Хăвăн йатна мухтавлă тусам:

10) суйа тĕнлĕ халăхсем нихăçан та: ăçта вĕсен Турри? тесе ан калађђăр.

11) Пирĕн Турă Çĕр çинђе те, пĕлĕт çинђе те, мĕн тăвас тет, пурне те тăват̌.

12) Суйа тĕнлĕ халăхсен туррисен кĕлеткисем—ылттăнпа кĕмĕл вĕсем, етем алли тунă йапаласем:

13) ђĕлхи-çăварĕсем те пур, калаçмаççĕ; куçĕсем те пур, курмаççĕ;

14) хăлхисем те пур, илтмеççĕ; сăмсисем те пур, шăрша пĕлмеççĕ;

15) аллисем те пур, хыпашлаймаççĕ; урисем те пур, çÿремеççĕ; пырĕсемпе те сасă кăлармаççĕ.

16) Вĕсене тăвакансем, вĕсем çине шанакансем хăйсем пур те çавсем пек пулђђăр.

17) Израил йăхĕ Турă çине шанса пурăннă: Вăл вĕсен пулăшаканĕ, вĕсен хутне кĕрекенĕ.

18) Аарон йăхĕ Турă çине шанса пурăннă: Вăл вĕсен пулăшаканĕ, вĕсен хутне кĕрекенĕ.

19) Турăран хăракансем Турă çине шанса пурăннă: Вăл вĕсен пулăшаканĕ, вĕсен хутне кĕрекенĕ.

20) Турă пире асĕнђе тытат̌, пире пиллĕ: Израил йăхне пиллĕ, Аарон йăхне пиллĕ,

21) Турăран хăракансене асли-кĕçĕнни мĕнĕпех пиллĕ.

22) Турă сире хăвăра та, хăвăрпа сирĕн ывăлăрсене те ĕрђеттĕр.

23) Есир пĕлĕтпе çĕре пултаракан Турă валли пилленисем.

24) Çÿлти пĕлĕт Туррăн, çĕре етем ывăлĕсене панă.

25) Ей Турă, Сана вилнисем, йе тамăка анса кайакансем мухтамĕç;

26) Турра епир, пурăнакансем, кунтан малашне те ĕмĕрех мухтаса тăрăпăр.

114.

Аллилуіа.

1) Епĕ савăнатăп: Турă манăн кĕллĕм сассине илтет,

2) ман йеннелле хăлхине ђикрĕ; хамăн кунăмсенђе Ăна йăлăнăп.

3) Мана вилĕм ђирĕсем хупласа илнĕ-ђĕ, тамăк асапĕсем çитнĕ-ђĕ мана; хуйхăпа асапа çаклантăм та,

4) Турă йатне асăнтăм: ей Туррăм, ђунăма хăтарсам, терĕм;

5) Турă ырăлăхлă, тÿрĕ, пирĕн Турă хĕрхенет.

6) Вăл ађасене сыхлакан Турă: епĕ телейсĕре йулнă-ђĕ те, çăлђĕ мана.

7) Ей ђунăм, каллах лăплан, Турă сана ырăлăх турĕ:

8) ман ђунăма вилĕмрен, куçăмсене йĕресрен, урамсене такăнасран хăтарђĕ.

9) Ђĕрĕ çынсен çĕрĕнђе Турра йураса пурăнăп.

115.

Аллилуіа.

1) Епĕ ĕненетĕп, çавăнпа каларăм: епĕ пит йăвашлантăм, терĕм.

2) Хам та хам мар вăхăтра каларăм: пур çын та ултавçă, терĕм.

3) Турă мана панă пур ырăлăхсемшĕн те мĕн парса тавăрăп-ши Ăна?

4) Тав куркине тытса, Турă йатне асăнăп.

5) Турра асăннине Унăн мĕн пур халăхĕ умĕнђе тăвăп.

6) Турă умĕнђе Ăна йурăхлă çынсенĕн вилĕмĕ хаклă.

7) Ей Турăçăм, епĕ Санăн ђуру, Санăн ђуру епĕ, Санăн ђурувăн ывăлĕ: ман çинђи тимĕрсене Есĕ татса пăрахрăн.

8) Сана мухтав парни кÿрĕп, Турă йатне ђĕнĕп.

9) Турра асăннине Унăн мĕн пур халăхĕ умĕнђе тăвăп:

10) Турă çурђин картишĕнђе, ей Іерусалим, сан ăшăнта кĕл-тăвăп.

116.

Аллилуіа.

1) Ей халăхсем, пурсăр та Турра мухтăр, ей çынсем, пурсăр та Ăна мухтăр:

2) Унăн ырăлăхĕ пирĕн çинђе тăрат̌, Туррăн ђăнлăхĕ ĕмĕрлĕхе пырат̌.

117.

Аллилуіа.

1) Турра тав-туса мухтăр: Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

2) Израил йăхĕ: Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе, тесе калатăр.

3) Аарон йăхĕ: Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе, тесе калатăр.

4) Турăран хăракансем пур те: Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе, тесе калађђăр.

5) Тарăхнă çĕртен Турра тархасларăм та, Вăл мана илтсе, ирĕке кăларђĕ.

6) Турă манăн пулăшаканăм, епĕ хăрамăп: çын мана мĕн тăвĕ?

7) Турă манăн пулăшаканăм, епĕ тăшмансем çине пăхса тăрăп.

8) Турă çине шанни çын çине шаннинђен ырă;

9) Турă çине шанни княçсем çине шаннинђен лайăх.

10) Мана пур халăхсем те çавăрса илђĕç, епĕ вĕсене хирĕç Турă йађĕпе тăтăм.

11) Йĕри-тавра çавăрса илђĕç мана, епĕ вĕсене хирĕç Турă йађĕпе тăтăм.

12) Карас тавра хурт сырăннă пек сырăнђĕç мана, вĕтлĕхри вут пек йăлкăшса кайрĕç, епĕ вĕсене хирĕç Турă йађĕпе тăтăм.

13) Мана такăнтарђĕç те, епĕ ÿкнĕ пекех-ђĕ, Турă йарса тытрĕ мана.

14) Манăн хăватăм, манăн йуррăм Турă, мана çăлакан Вăл пуљђĕ.

15) Тÿрĕ çынсен çурђĕсенђе савăнăç сассипе çăлăнăç сасси: Туррăн сылтăм алли хăват кăтартат̌, тени.

16) Туррăн сылтăм алли мана çĕклерĕ: Туррăн сылтăм алли хăват кăтартат̌.

17) Епĕ вилмĕп, ђĕрĕ пулăп, Турă ĕçĕсем çинђен пĕлтерĕп.

18) Мана Турă хĕн кăтартасса кăтартрĕ те, çапах вĕлермерĕ мана.

19) Ман валли тĕрĕслĕх хапхине уçăр, ун витĕр кĕрсе Турра мухтам.

20) Вăл Турă хапхи: ун витĕр таса çынсем кĕрĕç.

21) Сана тав-тăвам: Есĕ мана илтрĕн, маншăн Есĕ çăлакан пултăн.

22) Çурт тăвакансем тиркесе пăрахнă ђул кĕтес никĕсĕ пулнă:

23) вăл ĕç Турăран пулнă, вăл пирĕн куç умĕнђе тĕлĕнмелле ĕç.

24) Çак куна Турă панă, хĕпĕртесе савăнса тăрар.

25) Ей Турă, çăлсам ĕнтĕ; ей Турăçăм, васкасам ĕнтĕ!

26) Турă йађĕпе килекен мухтавлă, сире Турă çуртĕнђен ырăлăх çунтăмăр.

27) Турă Хăй пире курăнђĕ: парне вырăнин мăйракисем патне çитиђђенех тăкăс тăрса тухса праçник тăвăр.

28) Манăн Туррăм Есĕ, Сана мухтам; Есĕ манăн Туррăм, Сана аслăлам, Сана аслăласа мухтам: Есĕ мана илтрĕн, Есĕ манăн çăлаканăм пултăн.

29) Турра тав-туса мухтăр: Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

118.

Аллилуіа.

1) Çулĕсем çинђе айăпсăр çынсем, Турă законĕпе çÿрекенсем телейлĕ.

2) Унăн пĕлтернĕ йĕркисене вĕренекенсем телейлĕ: вĕсем пĕтĕм ђĕререн Ăна шырĕç.

3) Йĕркесĕр ĕç туман çынсем Унăн çулĕпе çÿреççĕ.

4) Есĕ Хăвăн заповѣдÿсене хытă тытса тăма хушнă.

5) Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене тĕрĕс тытса тăма манăн çулăмсем тÿрĕ пулĕçин-ђĕ!

6) Вара епĕ, Санăн пур йĕркÿсем çине те пăхакан пулсан, йăтаймăттăм.

7) Санăн тĕрĕс сутусене вĕренсен, Сана тÿрĕ кăмăлтан тав-тăвăттăм.

8) Епĕ Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене тытса тăрам, пĕтĕмпех ан пăрахсам мана.

9) Çамрăк çын хăй çулне йепле тÿрлетĕ? Санăн сăмахусене тытсан тÿрлетĕ.

10) Сана пĕтĕм ђĕремпе шырарăм, Хăвăн заповѣдÿсенђен ан уйăрсам мана.

11) Санăн сăмахусене ђĕрем ăшне хутăм, Санăн умăнта çылăха кĕрес мар, терĕм.

12) Ей Турă, Есĕ мухтавлă, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана.

13) Санăн çăварăнтан тухнă сутусене пурне те хам ђĕлхе-çăварăмпа каласа пĕлтертĕм.

14) Есĕ пĕлтернĕ йĕркесенĕн çулĕ çинђе епĕ пур тĕрлĕ мулпа савăннинђен те ытла савăнтăм.

15) Санăн заповѣдÿсене тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшлăп, Санăн çулусене ăнлăп.

16) Сан тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕренем, Сан сăмахусене ан манам.

17) Хăвăн ђуруна ырăлăх ту: ђĕрт мана, Санăн сăмахусене тĕрĕс тытам.

18) Манăн куçăма уç, Сан законăнти хăватлă ĕçсене ăнлам.

19) Çĕр çинђе епĕ пĕр вăхăтлăха килнĕ çын, Хăвăн заповѣдÿсене ан пытарсам манран.

20) Манăн ђунăм кирек хăçан та Санăн сутусене йуратма хавас турĕ.

21) Есĕ мăнкăмăллисене ђарнă: Санăн заповѣдÿсенђен пăрăнса çÿрекенсем ылханлă.

22) Епĕ Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытрăм: ман çинђен мăшкăлпа хурлăха илсе пăрахсам.

23) Пуçлăхсем ларса ман çинђен елек пађĕç, Санăн ђуру Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисем çинђен шухăшларĕ;

24) мĕншĕн тесен—Есĕ пĕлтернĕ йĕркесем мана вĕрентеççĕ, Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисем мана ăс параççĕ.

25) Ман ђунăм çĕр çумнех çыпçăнђĕ, Хăвăн сăмаху тăрăх ђĕртсем мана.

26) Сана хам çулăмсем çинђен пĕлтертĕм, Есĕ илтрĕн мана: Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана.

27) Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕрки çулĕсене ăнлантар мана, Санăн хăватлă ĕçÿсем çинђен тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшлам.

28) Хуйхăпа ђунăм халсăрланђĕ, Хăвăн сăмахусемпе тĕреклĕлентер мана.

29) Манăн тĕрĕс мар çула тат, Хăвăн закону тăрăх хĕрхен мана.

30) Епĕ ђăнлăх çулне йуратрăм, Санăн сутусене манмарăм.

31) Ей Турă, епĕ Санăн пĕлтернĕ йĕркÿсем çумне çыпçăнтăм, намăса ан хăварсам мана.

32) Есĕ манăн ђĕреме ирĕклентерсен, епĕ Санăн заповѣдÿсен çулĕпе пырăп.

33) Ей Турă, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ çулне манăн законăм ту: епĕ йаланах шырам ăна.

34) Ăнлантар мана: Санăн законна пĕлем, пĕтĕм ђĕремпе тытса тăрам ăна.

35) Хăвăн заповѣдÿсен çулĕ çине тăрат мана, çавна ĕмĕтленетĕп епĕ.

36) Кăмăлăма Ху пĕлтернĕ йĕркÿсен йенне йар, мула ан хапсăнтар.

37) Куçăма усăсăра курасран пăр, Хăвăн çулу çинђе усра мана.

38) Хăвăн ђуруна сăмахна парса Хăвăнтан хăраса тăмалла ту.

39) Епĕ хăраса тăракан мăшкăла ман çинђен сир: Санăн сутусем ырă.

40) Акă епĕ Санăн заповѣдÿсене ĕмĕтленетĕп, Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе ђĕрĕ усра мана.

41) Ей Турă, ман çине Санăн ырăлăху çитин-ђĕ, Санăн сăмаху тăрăх çăлăнăпин-ђĕ.

42) Вара ĕмĕтĕме Сан сăмахусем çинђе тытнипе хама мăшкăлакансене хирĕç сăмах калăттăм.

43) Ман çăварăмран ђăнлăх сăмахĕсене пĕтĕмпех туртса ан илсем: епĕ Сан сутусем çине шанатăп.

44) Санăн законна йаланах, ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех тытса тăрăп.

45) Епĕ ирĕккĕн çÿрĕп, мĕншĕн тесен Санăн заповѣдÿсене шырарăм.

46) Есĕ пĕлтернĕ йĕркесем çинђен патшасен умĕнђе те калаçрăм, вăтанмарăм.

47) Санăн йĕркÿсене вĕренсе пытăм, вĕсене пит йуратрăм.

48) Санăн йĕркÿсем йенне аллăма çĕклерĕм, вĕсене йуратрăм; Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисем çинђен тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшларăм.

49) Мана, Хăвăн ђуруна, ĕмĕт панă сăмахусене асна илсем.

50) Хурлăхăмра мана çавă лăплантарĕ, Сан сăмаху усрĕ мана.

51) Мăнкăмăллисем пĕтĕмпех йĕркерен тухрĕç, епĕ çапах Санăн законăнтан тухмарăм.

52) Ей Турă, Санăн ĕмĕртенпехи сутусене аса илтĕм те, лăплантăм.

53) Санăн законна пăрахакан çылăхлă çынсене кура хурлăха ÿкрĕм.

54) Сан тĕрĕслĕхÿ йĕркисем маншăн епĕ çÿренĕ çĕрте йурă сăмахĕсем пулђĕç.

55) Ей Турă, Санăн йатна çĕрле асăнатăп, Санăн законна тытатăп.

56) Маншăн пĕр çавă-ђĕ: епĕ Санăн тĕрĕслĕх йĕркисене шырарăм.

57) Ей Турă, епĕ каларăм: Сан законна тытни манăн телейĕм, терĕм.

58) Сана пĕтĕм ђĕремпе кĕл-тăвăп, Хăвăн сăмаху тăрăх хĕрхенсем мана.

59) Хамăн çулăмсем çинђен шухăшларăм та, урамсене Есĕ пĕлтернĕ йĕркесем çинеллех тытрăм.

60) Шикленмерĕм, Санăн йĕркÿсене тытма хатĕрлентĕм.

61) Мана çылăхлă çынсен танати çавăрса илђĕ, епĕ çапах Сан законна манмарăм.

62) Санăн тĕрĕс сутусемшĕн Сана тав-туса мухтама çур-çĕрте тăратăп.

63) Епĕ Санран хăракансемпе, Сан заповѣдÿсене тытакансемпе пуринпе те пĕрле.

64) Ей Турă, Санăн ырăлăху çĕр туллийех: Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана.

65) Ей Турă, Есĕ Хăвăн сăмаху тăрăх Ху ђуруна ырăлăх турăн.

66) Епĕ Санăн йĕркÿсене ĕненетĕп: мана ырă пулма, пĕлме вĕрент, ăса кÿрт.

67) Епĕ хама мĕн йăвашлантариђђенех çылăха кĕрсе пурăнтăм, çавăнпа Санăн сăмахна тытрăм.

68) Ей Турă, Есĕ ырă, ырăлăхна кура Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана.

69) Мăнкăмăллисенĕн тĕрĕсмарлăхĕ ман çинђе нумайланђĕ, епĕ çапах пĕтĕм ђĕремпе Санăн заповѣдÿсене вĕренетĕп.

70) Вĕсен ђĕри кĕвĕлнĕ сĕт пек хытнă: епĕ Санăн законна вĕрентĕм.

71) Есĕ мана Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕренме йăвашлантарни ырă мана.

72) Сан çăварунтан тухнă закон темиçе пин ылттăн-кĕмĕлтен те мала маншăн.

73) Санăн аллусем мана тунă, мана пултарнă: ăса кÿрт мана, Санăн заповѣдÿсене вĕренем.

74) Санран хăракансем епĕ Сан сăмахусем çине шаннине курса савăнĕç.

75) Ей Турă, ăнласа илтĕм епĕ: Санăн сутусем тĕрĕс, Есĕ мана тÿррипе йăвашлантартăн.

76) Санăн ырăлăху пултăр: вăл мана, Санăн ђуруна, ху каланă сăмаху тăрăх лăплантартăр.

77) Санăн иксĕлми ырăлăху ман çийе çиттĕр, епĕ ђĕрĕ пулам: Санăн закону мана вĕрентет.

78) Мăнкăмăллисем намăса йулђђăр: вĕсем пĕр вырăнсăрах мана хирĕç йĕркесĕрленђĕç: епĕ çапах Санăн йĕркÿсем çинђен тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшлăп.

79) Мана Санран хăракансем, Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлекенсем тÿрлетђĕр.

80) Манăн ђĕрем Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисенђе таса тăтăр: епĕ намăса ан йулам.

81) Манăн ђунăм Есĕ çăлассине кĕтсе çунат̌: епĕ Санăн сăмахусем çине шанатăп.

82) Манăн куçăм: хăçан лăплантарăн-ши? тесе Санăн сăмахусене кĕтсе ывăнђĕ.

83) Сивĕ çĕрти тир пек пултăм, çапах Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене манмарăм.

84) Санăн ђурувăн кунĕ тата мĕн ђухлĕ-ши? мана хĕсĕрлекенсене хăçан маншăн сут-тăвăн-ши?

85) Закона пăсакансем мăн шухăшĕсене каласа пађĕç мана, ей Турă, анђах вĕсем Сан закону пек мар.

86) Санăн за-повѣдÿсем пур те ђăн: вĕсем мана пĕр вырăнсăр хăваларĕç, пулăшсам мана.

87) Вĕсем мана çĕр çинђе кăштах пĕтермерĕç, епĕ çапах Санăн заповѣдÿсене пăрахмарăм.

88) Хăвăн ырăлăхупа ђĕрĕ усра мана, Санăн çăвару пĕлтернĕ йĕркесене тытса тăрам.

89) Ей Турă, Санăн сăмаху ĕмĕрех пĕлĕт çинђе тăрат̌.

90) Санăн ђăнлăху сыпăкран сыпăка: Есĕ çĕре пултарнă та, вăл тăрат̌.

91) Есĕ хушнипе кун пулат̌: пур йапала та Сана пăхăннă.

92) Мана вĕрентекен Санăн закону пулмасан, епĕ çапла хам хурлăхăмрах пĕтнĕ пулăттăм.

93) Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене ĕмĕр манмăп: Есĕ çавсемпе ђĕртрĕн мана.

94) Епĕ Санăн, çăлсам мана: епĕ Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене шырарăм.

95) Çылăхлă çынсем мана пĕтересшĕн кĕтрĕç: епĕ Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлтĕм.

96) Пур йапаланăн та вĕçĕ пуррине куртăм, Санăн заповѣдÿ анђах пит аслă.

97) Ей Турă, Санăн законна темĕн тĕрлĕ йуратрăм: манăн вĕренĕвĕм куллен çавă.

98) Есĕ Хăвăн заповѣдÿпе тăшманăмсенђен ăслăрах турăн мана: вăл ĕмĕрех манăн çав.

99) Епĕ хама вĕрентекенсенђен пуринђен те ытла ăнларăм, мĕншĕн тесен манăн вĕренни Есĕ пĕлтернĕ йĕрке.

100) Ватăсенђен те ытла ăнларăм; мĕншĕн тесен— епĕ Санăн заповѣдÿсене шырарăм.

101) Санăн сăмахусене тытам тесе, урамсене кирек хăш усал çулпа пырасран та ђартăм.

102) Санăн сутусенђен тухмарăм: мĕншĕн тесен мана Есĕ закон панă.

103) Санăн сăмахусем ман пыра темĕн тĕрлĕ тутлă, ман çăварăмшăн пылран мала.

104) Епĕ Санăн заповѣдÿсемпе ăса кĕтĕм, çавăнпа пур тĕрĕсмар çула та курайми пултăм.

105) Санăн закону ман урасенĕн çутатăвĕ, манăн çулăмсенĕн çутти.

106) Епĕ тупа-туса, Санăн тĕрĕс сутусене тытса тăма пултăм.

107) Ей Турă, пĕтĕмпех нађарлантăм, Хăвăн сăмахупа ђĕрт мана.

108) Ей Турă, çăварăмпа хам ирĕкрен каланă сăмахăма кăмăл ту, Хăвăн сутусене вĕрент мана.

109) Манăн ђунăм йаланах Санăн аллунта, çавăнпа Санăн законна манмарăм.

110) Çылăхлă çынсем мана тытма таната карђĕç, епĕ çапах Санăн заповѣдÿсенђен пăрăнмарăм.

111) Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене ĕмĕрлĕхе йышăнтăм: вĕсем манăн ђĕреме савăнтараççĕ.

112) Есĕ тавăрса парассишĕн ђĕреме ĕмĕрех Сан сăмахусене туса тăрас йенне йăтăм.

113) Йĕркерен тухнă çынсене курайми пултăм, Санăн законна йуратрăм.

114) Есĕ мана пулăшакан, ман хута кĕрекен, епĕ Сан сăмахусем çине шаннă.

115) Ей усал тăвакансем, кайăр ман патăмран: епĕ хам Туррăмăн заповѣдĕсене вĕренем.

116) Хăвăн сăмаху тăрăх ман хута кĕр, ђĕрĕ пулам: хам ĕмĕтĕмре намăса ан хăвар мана.

117) Пулăш мана, епĕ çăлăнăп, Сан тĕрĕслĕхÿ йĕркисене йаланах вĕренĕп.

118) Есĕ Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисенђен писекенсене пурне те хур тунă: вĕсен шухăшĕсем тĕрĕс мар çав.

119) Çĕр çинђи çылăхлă çынсене пурне те закона туман çын вырăнне хисеплерĕм, çавăнпа епĕ Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене йуратрăм,

120) ÿтĕме Хăвăнтан хăраса тăмалла ту: Сан сутусенђен хăратăп.

121) Епĕ сута тĕрĕс турăм, хама хур тăвакан çынсен аллине ан парсам мана.

122) Хăвăн ђурушăн ырăлăхлă пулсам: мăнкăмăллă çынсем елеклеймĕçин-ђĕ ман çинђен.

123) Есĕ çăлассине, Санăн ђăнлăху сăмахне куçăм тинкерсе пăхса кĕтсе тăрат̌.

124) Хăвăн ђурушăн Хĕрхенĕвÿ тăрăх ту, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана.

125) Епĕ Санăн ђуру, ăнлантар мана: Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлем.

126) Туррăн тытăнма вăхăт ĕнтĕ, Санăн законна пăсрĕç.

127) Епĕ Сан йĕркÿсене ылттăнран та, топазран та мала йуратрăм.

128) Çавăнпа Санăн пĕтĕм заповѣдÿсем йеннелле кайрăм, ултав çулне пур йышшĕне те курайми пултăм.

129) Есĕ пĕлтернĕ йĕркесем тĕлĕнмелле, çавăнпа манăн ђунăм вĕсене ăнласа вĕренђĕ.

130) Санăн сăмахусене ăнлантарни ађасем пеккисене çутăлтарса ăса кÿртет.

131) Çăварăма уçса, ăшăмалла сывлатăп, мĕншĕн тесен Санăн заповѣдÿсемшĕн çунатăп.

132) Ман çине пăх, Хăвăн йатна йуратакансене сут-тунă йĕркÿпе хĕрхен мана.

133) Ман урамсене Хăвăн сăмахупа çÿрет, нимĕнле йĕркесĕрлĕх те пусмăрлаймин-ђĕ мана.

134) Етем елекĕнђен хăтар мана, Санăн заповѣдÿсене тытса тăрам.

135) Ђуру çине Хăвăн сăну çуттине ÿкер, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана.

136) Санăн законна тытман пирки манăн куçăм çăл-куçĕ пек куççулĕ йухтарса тăђĕ.

137) Ей Турă, Есĕ тÿрĕ, Санăн сутусем тĕрĕс.

138) Есĕ Хăвăн йĕркÿсене парса, вĕсем тĕрĕссине, пит ђăннине пĕлтернĕ.

139) Ман тăшмансем Сан сăмахусене маннă, çавна кура Саншăн çунни типĕтсе йађĕ мана.

140) Санăн сăмаху вут пек таса: Санăн ђуру йуратрĕ ăна.

141) Епĕ кĕçĕн, хисепре те мар: Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене манмастăп.

142) Санăн тĕрĕслĕхÿ ĕмĕрлĕх тĕрĕслĕх, Санăн закону ђăн.

143) Ман çине хĕн-хурлăх килђĕ, анђах мана вĕрентекенни Санăн заповѣдÿсем.

144) Есĕ пĕлтернĕ йĕркесен тĕрĕслĕхĕ ĕмĕрлĕхе: ăса кÿрт мана, ђĕрĕ пулам.

145) Ей Турă, Сана пĕтĕм ђунтан-вартан тархаслатăп, илт мана, Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене шырам.

146) Сана тархаслатăп, çăл мана: Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытса тăрам.

147) Çутăлиђђен малтан тăрса Сана тархаслатăп, Санăн сăмахусем çине шанатăп.

148) Санăн сăмахусене вĕренмешкĕн куçăм ирех уçăлат̌.

149) Ей Турă, Хăвăн хĕрхенĕвÿпе ман сассăма илтсем, Хăвăн суту тăрăх мана ђĕртсем.

150) Мана хăвалакансем йĕркесĕре çывăхарђĕç, вĕсем Сан законăнтан инçе.

151) Ей Турă, Есĕ çывăхра, Санăн çулусем пур те тĕрĕс.

152) Есĕ пĕлтернĕ йĕркесенђен епĕ такçанах пĕлнĕ: Есĕ вĕсене ĕмĕрлĕхе хунă.

153) Ман йăвашлăхăма курса хăтарсам мана, епĕ Санăн законна манмарăм.

154) Ман ĕçĕме сут-ту, хăтар мана, Хăвăн сăмаху тăрăх ђĕрт мана.

155) Çылăхлă çынсенђен çăлăнăç инçе: вĕсем Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене шырамарĕç.

156) Ей Турă, Санăн ырăлăху нумай, Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе ђĕрт мана.

157) Мана хăвалакансем, мана хĕсĕрлекенсем нумай: епĕ Есĕ пĕлтернĕ йĕркесенђен тухмарăн.

158) Ăссăрсене курса хуйхăратăп: вĕсем Сан сăмахусене тытмаççĕ.

159) Епĕ Санăн йĕркÿсене йуратнине кур: ей Турă, Хăвăн хĕрхенĕвÿпе ђĕрт мана.

160) Санăн сăмахусенĕн пуçламăшех ђăн, Санăн тĕрĕслĕхÿн суђĕсем пур те ĕмĕрлĕхе.

161) Княçсем мана пĕр вырăнсăр хăваларĕç, манăн ђĕрем Санăн сăмахусенђен хăрарĕ.

162) Санăн сăмахусемшĕн епĕ пысăк мул тупнă пек савăнатăп.

163) Тĕрĕс мар ĕçе кураймарăм, унтан йĕрĕнтĕм, Санăн законна йуратрăм.

164) Тĕрĕс сутусемшĕн Сана çиђшер хут кунне мухтарăм.

165) Сан законна йуратакансене канăçлăх нумай, вĕсемшĕн ултав çук.

166) Ей Турă, Есĕ çăлассине кĕтрĕм, Санăн заповѣдÿсене йуратрăм.

167) Манăн ђунăм Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытрĕ, вĕсене пит йуратрĕ.

168) Санăн заповѣдÿсене, Есĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытса тăтăм, ей Турă, манăн çулăмсем пур те Сан умăнта.

169) Епĕ йăлăнни Сан умна çывăхарин-ђĕ, ей Турă, Хăвăн сăмахупа ăса кÿрт мана.

170) Епĕ ыйтни Санăн умна çитин-ђĕ, ей Турă, Хăвăн сăмаху тăрăх хăтар мана.

171) Есĕ мана Хăвăн тĕрĕслĕх йĕркисене вĕрентсессĕн, манăн çăварăм йурласах йарĕ-ђĕ.

172) Манăн ђĕлхем Санăн сăмахусене калаçса сарат̌: Санăн заповѣдÿсем пур те тĕрĕс.

173) Санăн аллу мана çăлакан пулин-ђĕ: епĕ Санăн заповѣдÿсене хавас пултăм.

174) Ей Турă, епĕ Есĕ çăлассине ĕмĕтлентĕм, манăн вĕренĕвĕм Санăн закону.

175) Манăн ђунăм ђĕрĕ пулĕ, Сана мухтĕ, мана Санăн сутусем пулăшĕç.

176) Çухалнă сурăх пек аташрăм, Хăвăн ђуруна шыраса тупсам: епĕ Санăн заповѣдÿсене манмарăм.

119.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1) Епĕ хуйхăрнă ђух Турра тархасларăм та, Вăл мана илтрĕ.

2) Ей Турă, ман ђунăма тÿрĕ мар ђĕлхе-çăвартан, ђейе ђĕлхерен хăтарсам.

3) Ђейе ђĕлхÿшĕн сана мĕн парĕç, сана уншăн мĕн хутшăнĕ?

4) Хăвађĕ пуррин урттăш-йывăççи кăварĕсемпе пĕрле çĕмĕренĕсем те çивĕђĕ тăраççĕ.

5) Хуйхă мана: йут çĕрте вăрăм пурăнмалла пулђĕ, Кидар çĕрĕнђи ђатăрсем тавăрашĕнђе пурăнатăп.

6) Манăн ђунăм йут çĕрте нумай çÿрерĕ; килĕшĕве курайман çынсемпе епĕ килĕшÿлĕ пултăм.

7) Епĕ вĕсемпе калаçсан, вĕсем ахалех манпала вăрçасшăн-ђĕ.

120.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1)       Куçăма çĕклесе тусем йеннелле пăхатăп: пулăшу мана унтан килет.

2)      Мана пулăшу пĕлĕтпе çĕре пултаракан Турăран килет.

3)      Вăл сан уруна такăнма памĕ, сана Сыхлакан ыйхăламĕ.

4)      Израиле Сыхлакан ыйхăламĕ çав, çывăрса та каймĕ.

5)      Сана Турă сыхлат̌, Турă санăн сылтăм йенђи хÿтлĕхÿ.

6)      Кăнтăрлахи хĕвел те, çĕрлехи уйăх та сана сийен тăваймĕç.

7)       Турă сана пур тĕрлĕ усал-тĕселтен те сыхлĕ, санăн ђунна Турă сыхлĕ.

8)      Турă сана кĕнĕ ђух та, тухнă ђух та кунтан малашне те ĕмĕрех сыхлĕ.

121.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1)       Мана: Турă çуртне кайăпăр, терĕç те, епĕ савăнсах кайрăм.

2)      Ей Іерусалим, пирĕн урамăрсем санăн картушĕнђе тăђĕç:

3)      ей Іерусалим, есĕ ђăн-ђăн хула, санăн çуртусене çумма-çумăн туса тухнă.

4)      Израил законĕ тăрăх, унта Турă йатне тав-туса мухтама, Турă халăхин ăрăвĕсем çÿреççĕ.

5)      Унта сут вырăнĕсем, Давид ăрăвĕ валли вырăнсем лараççĕ.

6)      Іерусалим валли канăçлăх ыйтăр: сана йуратакансем телейлĕ пурăнђђăр.

7)       Сан хÿмÿсен ăшĕнђе канлĕх пултăр, санăн çуртусен ăшĕнђе туллăх тăтăр.

8)      Епĕ хам тăванăмсемшĕн, хама çывăх çынсемшĕн сана канăçлăх сунатăп.

9)      Хамăр Туррăмăр çурђĕшĕн сан валли ырăлăх ĕмĕтленетĕп.

122.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1) Куçăма çĕклесе Сан патналла, çÿлте пурăнакан Турă патнелле пăхатăп.

2) Акă пирĕн куçăмăрсем хамăр Туррăмăр çине, ђурасем хуçа аллинђен, хĕрарăм ђурисем хуçа арăмĕ аллинђен пăхса тăнă пек, ырăлăхне парасса кĕтсе тăраççĕ.

3) Ей Турă, хĕрхенсем пире, хĕрхенсем: хурлăх пире ытла тăрантарђĕ;

4) пуринђен ытла пирĕн ђунăмăрсем пуйса пурăнакансем мăшкăланипе, мăнкăмăллисем хурланине тăранђĕç.

123.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1) Израил калатăр: пирĕнпе Турă пулман пулсан, Турă пирĕнпе пулман пулсан,

2) пире çынсем тапăнса ђĕрĕлех çисе йанă пулĕ-ђĕç, тетĕр.

3) Вĕсен пирĕн çине тулса çитнĕ хайар çилли пире шыв пек путарнă пулĕ-ђĕ.

4) Пирĕн ђунăмăрсем йухса выртакан шыв витĕр тухмалла пулĕђĕç;

5) пирĕн ђунăмăрсем шавласа йухакан шыв урлă каçмалла пулĕђĕç.

6) Турă мухтавлă: Вăл пире вĕсен шăлĕсен айне пулма памарĕ.

7) Пирĕн ђунăмăрсем кайăкăçсен танатинђен кайăк хăтăлнă пек хăтăлђĕç: танатисем татăлђĕç, епир хăтăлтăмăр.

8) Пирĕн пулăшу пĕлĕтпе çĕре пултаракан Турă йатĕнђе.

124.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1) Турă çине шанакансем Сіон тăвĕ пек: Іерусалимре пурăнакан ĕмĕр аптăрамĕ.

2) Іерусалим тавра тусем, Турă та кунтан малашне те ĕмĕрех Хăй çыннисем тавăра.

3) Таса çынсем хăйсен аллисене йĕркесĕр ĕç йенне ан тăсђăр тесе, Турă çылăхлă çынсенĕн туйине таса çынсене пăхса тăма памĕ.

4) Ей Турă, ырă, тÿрĕ кăмăллă çынсене ырăлăх ту.

5) Усал йенне кайакансене Турă йĕркесĕр ĕç тăвакансемпе пĕрле уйăрса хăварĕ. Израиле канăçлăх пултăр!

125.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1) Турă Сіонăн тыткăнри çыннисене тавăрнă ђухне епир сасартăк хаваслантăмăр.

2) Ун ђухне пирĕн çăварăмăрта хаваслăх туллийех-ђĕ, ђĕлхемĕрсем те хĕпĕртесе йурларĕç; ун ђухне халăхсем: Турă вĕсемшĕн пысăк ĕç турĕ, терĕç.

3) Турă пирĕншен пысăк ĕç турĕ, епир савăнса тăтăмăр.

4) Ей Турă, пирĕн тыткăнри çыннăмăрсене, кăнтăр йенђи çилпе вĕçтерсе килнĕ пек, тавăрса кил.

5) Куççулĕпе акакансем савăнса вырĕç:

6) кайакансем кайрĕç те, вăрлăхĕсене йĕрсе сапса пыђĕç; тавăрăннă ђух кĕлтесене илсе савăнса килђĕç.

126.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1)       Çурт лартма Турă пулăшмасан, тăвакансем ахалех асапланаççĕ; хулана та Турă сыхламасан, сыхлаканни çывăрмасăр тăни ахалех.

2)      Турă Хăй савнисене ыйхă парат̌; çавăнпа есир ахалех ир тăратăр, çĕрлене йулса ларатăр, çăкăрăра асапланса тунса çийетĕр.

3)      Акă, ăшра çитĕнсе çуралнă ађа-пăђа Турă панă ырăлăх вăл.

4)      Çамрăк ађасем вăйлă çын аллинђи çĕмĕрен пек.

5)      Вĕсем урлă хăй ĕмĕтне çитерекен çын телейлĕ: вĕсем хула хапхи патĕнђе тăшманĕсемпе курăнса калаçнă ђух намăса йулмĕç.

127.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1)       Турăран хăракансем, Унăн çулĕсемпе çÿрекенсем пур те телейлĕ.

2)      Есĕ хăвăн аллу ĕçĕпе тăранăн: есĕ телейлĕ, сана аван пулĕ.

3)      Санăн арăму хăвăн кил-çурту тавăрашĕнђе çырли пулакан иçĕм авăри пек пулĕ. Санăн ывăлусем çу йывăççин çамрăк хунавĕсем пек ÿссе, сĕтеллÿ тавра ларса тухĕç.

4)      Турăран хăраса пурăнакан çын çапла пиллĕхлĕ пулĕ.

5)      Турă сана Сіон çинђен пиллĕ, есĕ ĕмĕрÿ иртиђђенех Іерусалим ырăлăхне курса пурăнăн.

6)      Хăвăн ывăлусенĕн ывăлĕсене те курăн. Израиле канăçлăх пултăр!

128.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1)       Израил калатăр: мана çамрăкранпах темиçе хут та тапăнђĕç;

2)      çамрăкранпа мана темиçе хут та тапăнђĕç, çапах çĕнеймерĕç, тетĕр.

3)      Çылăхлă çынсем ман çурăмăм çинђе ĕçлерĕç, йĕркесĕр ĕçĕсене пăрахмарĕç.

4)      Турă тÿрĕ, Вăл çылăхлă çынсенĕн мăйĕсене касса татрĕ.

5)      Сіона кураймансем пур те намăсланса кайалла тавăрăнђђăр.

6)      Вĕсем хуралтă çинђи кăларса пăрахмасăрах типсе кайнă курăк пек пулђђăр.

7)       Вăл курăкпа выракан хăй ывăçне тултараймĕ, кĕлте çыхаканăн та кĕлти тулмĕ.

8)      Иртсе пыракансем те вĕсене: сире Турă пиллĕхĕ пултăр, Турă йађĕпе пиллетпĕр сире, тесе каламĕç.

129.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1)       Ей Турă, ђунтан-вартан Сана тархаслатăп, ей Турăçăм, сассăма илтсем.

2)      Кĕл-тунă сассăма Санăн хăлхусем илтсе тăрĕçин-ђĕ.

3)      Ей Турă, Есĕ çылăхсем çине пăхсассăн, кам тÿрре тухас?

4)      ей Турă, анђах Есĕ каçаратăн.

5)      Ей Турă, Санăн йатушăн Сан çине шанатăп,

6)      ђунăм Санăн сăмахна кĕтсе тăрат̌, ђунăм Турă çине шанат̌.

7)       Израил ирхи хурал ђеретĕнђен пуçласа каçђен, ирхи хурал ђеретĕнђен пуçласа Турă çине шанса тăтăр. Ырăлăх Турăра, мĕн пур хăтарасси те Унра:

8)      Израиле мĕн пур йĕркесĕрлĕхĕнђен Вăл хăтарĕ.

130.

Улăхнă ђухнехи йурă.

Тупмалли

Псаломсем. | 1. | 2. | З. | 4. | 5. | 6. | 7. | 8. | 9. | 10. | 11. | 12. | 13. | 14. | 15. | 16. | 17. | 18. | 19. | 20. | 21. | 22. | 23. | 24. | 25. | 26. | 27. | 28. | 29. | 30. | 31. | 32. | 33. | 34. | 35. | 36. | 37. | 38. | 39. | 40. | 41. | 42. | 43. | 44. | 45. | 46. | 47. | 48. | 49. | 50. | 51. | 52. | 53. | 54. | 55. | 56. | 57. | 58. | 59. | 60. | 61. | 62. | 63. | 64. | 65. | 66. | 67. | 68. | 69. | 70. | 71. | 72. | 73. | 74. | 75. | 76. | 77. | 78. | 79. | 80. | 81. | 82. | 83. | 84. | 85. | 86. | 87. | 88. | 89. | 90. | 91. | 92. | 93. | 94. | 95. | 96. | 97. | 98. | 99. | 100. | 101. | 102. | 103. | 104. | 105. | 106. | 107. | 108. | 109. | 110. | 111. | 112. | 113. | 114. | 115. | 116. | 117. | 118. | 119. | 120. | 121. | 122. | 123. | 124. | 125. | 126. | 127. | 128. | 129. | 130. | 131. | 132. | 133. | 134. | 135. | 136. | 137. | 138. | 139. | 140. | 141. | 142. | 143. | 144. | 145. | 146. | 147. | 148. | 149. | 150. | 151.

1)       Ей Турă, епĕ кăмăлăма асла хумарăм, куçăма Çÿлелле тытмарăм, вăйăм çитмелле мар тĕлĕнмелле пысăк тавраша тытăнмарăм.

2)      Епĕ Сан умăнта, ђĕђĕ пăрахтарнă ађа хăй амăшĕ умĕнђе йунсăрланнă пек, йăвашланмасăр ђунăма асла хутăм пулсан, вара ман ђунăма тивĕçлипе тавăр.

3)      Израил кунтан малашне те ĕмĕрех Турă çине шанса тăтăр.

131.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1) Ей Турă, Давида, унăн мĕн пур йăвашлăхне асна илсем;

2) вăл Турра асăнса тупа-тунă, Іаков Туррине сăмах панă:

3) епĕ хам çуртăма кĕресси, вырăнăм çине улăхса выртасси,

4) куçăмсене çывăрас тесе хупасси, сĕнксе ларасси, тăнлав çине выртса канасси,

5) Турă валли вырăн тупса, Іаков Турри валли çурт лартиђђен пуљмĕ вăл, тенĕ.

6) Акă епир ăна (тасалăх арђине) Евфраѳара тенине илтрĕмĕр, унтан ăна йуманлăхри уйăра тупрăмăр.

7) Ĕнтĕ Турă çуртне кĕрĕпĕр, Унăн урисем тăнă вырăна ÿксе пуççапăпăр.

8) Ей Турă, тăр, Хăвăн тасалăху арђипех канлĕ çуртна вырăнаç.

9) Санăн священникÿсем ђăнлăх тумтирĕ тăхăнĕç, таса пурăнăçлă çыннусем савăнса тăрĕç.

10) Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид ђурушăн та пулин, ахаљ тавăрса ан йарсам.

11) Турă Хăйĕн ђăнлăхĕпе Давида тупа-тунă, ăна Вăл кайалла тумĕ: сан вырăнна хăвăнтан тăван ывăлусене лартăп;

12) сан ывăлусем Епĕ хунă сăмаха, çак хăйсене вĕрентес тенĕ Епĕ пĕлтернĕ сăмахсене тытса тăрсан, вĕсен ывăлĕсем те ĕмĕрех сан вырăнăма патшара ларĕç, тенĕ.

13) Турă Сіона суйласа илђĕ, ăна Хăй пурăнмалли вырăн турĕ:

14) Ку Манăн ĕмĕр ĕмĕрлĕх вырăнăм, Епĕ унта вырăнаçăп, вăл Ман кăмăла килет.

15) Епĕ унăн çимĕçне пиллемеллипех пиллĕп, унăн мĕскĕнĕсене çăкăр çитерĕп.

16) Унăн священникĕсене çăлăнмалли тумтир тăхăнтарăп, унăн таса пурăнăçлă çыннисем хĕпĕртесе савăнĕç.

17) Унта Давидăн мăйракине ÿстерĕп: Епĕ çу сĕрнĕ çыннăм валли çутă хатĕрлĕп.

18) Унăн тăшманĕсене намăса хăварăп, ун çинђе Манăн тасалăхăм çутăлса кайĕ, тенĕ.

132.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1) Акă мĕн ырă, мĕн илемлĕ: тăвансем пĕр пĕринпе пĕрле пурăнни пит ырă, пит илемлĕ.

2) Вăл—Аарон пуçĕ çинђи çу ун сухалĕ çине, унтан тумтирĕ арки вĕçне йухса аннă пек;

3) вăл—Аермон тăвĕ çинђи сывлăм Сіон тăвĕсем çине ÿкнĕ пек: унта Турă пиллĕхпе ĕмĕрлĕх пурăнăç парса хунă.

133.

Улăхнă ђухнехи йурă.

1) Ей Турă ђурисем, Турă çуртĕнђе, пирĕн Туррăн çурђĕ картишĕнђе тăракансем, ĕнтĕ пурсăр та Турра мухтăр.

2) Каçсерен аллăра Туррăн таса çурђĕ йеннелле тăсса тăрса Турра мухтăр.

3) Пĕлĕтпе çĕре пултаракан Турă сана Сіон çинђен пиллетĕр.

134.

Аллилуіа.

1) Туррăн йатне мухтăр, ей Турă ђурисем, Турра мухтăр:

2) Турă çуртĕнђе, пирĕн Туррăн çурђĕ картишĕнђе тăракансем,

3) Турра мухтăр: Турă ырă; Унăн йатне мухтаса йурлăр: вăл аван.

4) Турă Іакова Хăй валли суйласа илнĕ, Израиле Хăйĕн халăхĕ тунă.

5) Епĕ пĕлтĕм: Турă аслă, пирĕн Турă суйа турăсенђен пуринђен те асли.

6) Турă çÿлте те, çĕр çинђе те, Тинĕссенђе те, пур тĕпсĕр вырăнсенђе те мĕн тăвас тенине пурне те тăват̌.

7) Вăл çĕр хĕррисенђен çумăр пĕлĕђĕсем хăпартат̌, çумăр çунă ђух çиçĕм çиçтерет, Хăйĕн хунă вырăнĕсенђен çил кăларат̌.

8) Вăл Египет çыннисенне, етемрен пуçласа выљăх-ђĕрлĕхе таранђђенех, малтан çуралнисене вĕлерсе тухнă.

9) Ей Египет, Вăл санăн çĕрĕнте Фараон çине те, унăн пур ђурисем çине те паллăсем, хăватсем йанă.

10) Вăл нумай халăхсене пĕтернĕ, вăйлă патшасене вĕлернĕ:

11) Аморрей патшине Сигона, Васан патшине Ога, Ханаан çĕрĕнђи патшалăхсене те пурне те пĕтернĕ.

12) Вĕсен çĕрне тытса тăма, тытса тăма Хăй халăхне Израиле панă.

13) Ей Турă, Санăн йату ĕмĕрлĕхе, сыпăкран сыпăка асăнĕç Сана.

14) Турă Хăйĕн халăхне сут-тăвĕ, Хăйĕн ђурисене хĕрхенĕ.

15) Суйа тĕнлĕ халăхсен турри кĕлеткисем кĕмĕлпе ылттăн вĕсем: етем алли тунă йапаласем.

16) Вĕсен ђĕлхи-çăварĕсем те пур, калаçмаççĕ; куçĕсем те пур, курмаççĕ;

17) хăлхисем те пур, илтмеççĕ; вĕсен Çăварĕсенђе сывлăш та çук.

18) Вĕсене тăвакансем, вĕсем çине шанакансем хăйсем пур те çавсем пек пулђђăр.

19) Ей Израил йăхĕ, Турра мухтăр; ей Аарон йăхĕ, Турра мухтăр; ей Левит йăхĕ, Турра мухтăр.

20) Ей Турăран хăракансем, Турра мухтăр.

21) Іерусалимре пурăнакан Турă Сіонра мухтавлă.

135.

Аллилуіа.

1) Турра тав-туса мухтăр: Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

2) Турăсенĕн Туррине тав-туса мухтăр: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

3) Пуçлăхсенĕн Туррине тав-туса мухтăр: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

4) Пысăк хăватсем Тăвакана пĕр Хăйне анђах тав-туса мухтăр: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

5) Вăл хăватлă ăсĕпе пĕлĕтсене пултарнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

6) Вăл çĕре шывсем çине тĕреклĕ вырăнаçтарнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

7) Пĕр Вăл анђах çутатса тăракан пысăк йапаласене пултарнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

8) Кун тума хĕвеле пултарнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

9) Çĕрле тума уйăхпа çăлтăрсене пултарнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

10) Вăл Египет çыннисен аслă ывăлĕсене пĕтернĕ: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

11) Вĕсен хушшинђен Израиле çăлса кăларнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

12) Хăйĕн хăватлă аллипе, пысăк вăйĕпе тунă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

13) Хĕрлĕ тинĕсе икĕ йеннелле уйăрса тăратнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

14) Ун варрипе Израиле йертсе тухнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

15) Фараона çарĕ-мĕнĕпех Хĕрлĕ тинĕсе путарнă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

16) Хăйĕн халăхне пушă хирпе йертсе пынă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

17) Пысăк патшасене пĕтернĕ: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

18) Вăйлă патшасене вĕлернĕ: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

19) Аморрей патшине Сигона вĕлернĕ: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

20) Васан патшине Ога вĕлернĕ: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

21) Вĕсен çĕрне тытса тăма панă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

22) Ăна тытса тăма Израиле панă: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

23) Епир нађарланса çитнĕ ђухне Турă пире асне илђĕ: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

24) Пире хамăр тăшмансенђен хăтарђĕ: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

25) Вăл пур ђĕрĕ йапалана та çимĕç парат̌: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

26) Çÿлти Турра тав-туса мухтăр: Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе.

136.

Давидпа Іереміа псаломĕ.

1) Сіон пирĕн аса килет-ђĕ те, епир Вавилон шывĕсен хĕррине лара лара йĕреттĕмĕр.

2) Органăмăрсене епир унта хăвасем çине çакса хутăмăр.

3) Пире тыткăна илсе кайакансем: Сіонри йуррăрсене йурласа кăтартăр-ха пире тесе, пиртен йурă сăмахĕсем çинђен, йурлама пĕлни çинђен ыйтат̌-ђĕç.

4) Турă йуррине йут çĕрте йепле йурлас?!

5) Ей Іерусалим, епĕ сана манас пулсассăн, манăн сылтăм аллăм та хама мантăр;

6) сана асăнмасассăн, савăнас вăхăтра ђи малтан Іерусалиме асăнса йурламасассăн, ђĕлхем те пырăм тĕпне çыпçăнса лартăр.

7) Ей Турă, Іерусалиме пĕтернĕ кун: çĕмĕрĕр ăна, çĕмĕрĕр! Тĕпĕ-йĕрĕпех çĕмĕрĕр! тесе тăракан, Едом ывăлĕсене асна илсем!

8) Ей Вавилонăн мĕскĕн хĕрĕ! пире хурлăх кăтартнăшăн сана хăна мĕн тивĕçлине тавăракан телейлĕ:

9) санăн ађăна-пăђăна тыта тыта ђул-çумне çапса вĕлерекен телейлĕ.

137.

Давидпа Аггейĕн, Захаріанăн псаломĕ.

1) Ей Турă, Сана пĕтĕм ђĕререн тав-тăвăп, ангелсен умĕнђе Сана мухтаса йурлăп: Есĕ манăн ђĕлхе-çăварăм каланине пурне те илтрĕн.

2) Санăн таса çурту умĕнђе ÿксе пуççапăп, Санăн йатна ырăлăхупа ђăнлăхушăн мухтăп: Есĕ Хăвăн таса йатна пуринђен те аслăлантартăн.

3) Епĕ Сана тархасланă кун мана ђасрах илтсем; Есĕ ман ђунăма Хăвăн хăватупа ирĕклентерĕн.

4) Ей Турă, Сана çĕр çинђи патшасем пур те аслăласа мухтађђăр: вĕсем Санăн çăвару каланине пурне те илтнĕ.

5) Турă çулĕсене мухтаса йурлађђăр: Турă мухтавĕ пит аслă.

6) Турă çÿлте: Вăл йăвашшисене те курса тăрат̌, мăнкăмăллисене те айакранах пĕлет.

7) Епĕ хуйхă кура пуçласан та, Есĕ мана сыватăн: Есĕ манăн тăшмансен çиллине хирĕç аллуна тăсăн, Санăн сылтăм аллу çăлĕ мана.

8) Маншăн Турă тавăрĕ вĕсене; ей Турă, Санăн ырăлăху ĕмĕрлĕхе: Хăвăн аллу пултарнисене ан пăрахсам.

138.

Ĕмĕр вĕçĕ, Давидпа Захарій псаломĕ.

1) Ей Турă, Есĕ сăнарăн мана, Есĕ пĕлсе çитрĕн мана:

2) Есĕ епĕ ларнине те, тăнине те пĕлсе тăратăн. Манăн шухăшăмсене те Есĕ тахăçанах пĕлетĕн.

3) Ман йĕре, епĕ çÿренине Ĕсе пăхса тухрăн, мĕн пур çулăмсене малтанах куртăн.

4) Ей Турă, ман ђĕлхем улталаса калаçмаст̌: ак Есĕ пурне те пĕлтĕн:

5) кайранхийĕ те, ĕлĕкхине те: мана Есĕ пултарнă, аллуна ман çийе хунă.

6) Сан ăсу тĕлĕнтерет мана: ытла хăватлă, ăнласа илме халăм çук.

7) Санăн Сывлăшăнтан ăçта кайăп? Сан умăнтан ăçта тăрăп?

8) Пĕлĕт çине улăхсан, Есĕ унта; тамăка ансан, каллах Есĕ унта.

9) Ирхине çунатланса, тинĕс хĕррине вĕçсе кайса ларас тесен,

10) унта та Санăн аллу йертсе пырĕ мана, сылтăм аллу тытса тăрĕ мана.

11) Çĕрлехи тĕттĕм хупласа тăмĕ-ши мана? тесен, çĕрлехи тĕттĕм те йĕри-тавăрах çутă пулĕ.

12) Саншăн тĕттĕм те тĕттĕмленмест, каçхи çĕр те кун пек çутăлса тăрат̌: çĕр тĕттĕмĕ те, кун çути те пĕрех.

13) Мана пĕтĕм ăшăм-ђиккĕм мĕнĕпех Есĕ кĕлетке кÿнĕ, аннем ăшĕнђеренпех Есĕ витсе тăратăн мана.

14) Сана аслăласа мухтатăп: Есĕ хăрушă, Есĕ тĕлĕнтеретĕн: Санăн ĕçÿсенђен ăс кайат̌, ăна ђунăм та лайăх пĕлет.

15) Манăн шăммăм-шаккăм, пĕтĕм кĕлеткем çĕр тĕпĕнђе пулнă пек, вăрттăн çĕрте пулни те Сана курăнмасăр тăман.

16) Санăн куçу ман пуçламăшмах курса тăнă; Санăн кĕнекÿ çине пурне те, кам миçе кун пурăнмаллине те çырса хунă: вĕсенђен пĕри те сиксе йулмаст̌.

17) Ей Турă, Санăн çывăх çыннусем маншăн пит хаклă, вĕсем хăйсен вырăнĕсенђе пит тĕреклĕ.

18) Суса кăларам тесен, вĕсем хăйăртан та йышлă: епĕ ыйăхăмран вăраннă хыççăн та, йаланах Санпала.

19) Ей Турă, çылăхлă çынсене пĕтерĕсĕн-ђĕ. Йун ĕçекенсем, сирĕлĕр ман патăмран.

20) Вĕсем Сана хирĕç çылăха кĕрсе, Сана хурласа калаçаççĕ.

21) Ей Турă, йепле манăн Сана кураймансене кураймасăр тăрас мар? Сан тăшманусенђен йепле йĕрĕнес мар?

22) Епĕ вĕсене пĕтĕмпех кураймастăп, вĕсем маншăн тăшман пулђĕç.

23) Ей Турă, сăна мана, кăмăлăма пĕл, асаплантар мана, çулăмсене ăнла.

24) Епĕ йăнăш çул çинђе мар-и, кур, ĕмĕрлĕх çул çине тăрат мана.

139.

Ĕмĕр вĕçĕ, Давид псаломĕ.

1) Ей Турă, усал çынтан çăлса илсем мана, тÿрĕ мар çынтан хăтарсам мана.

2) Вĕсем ђĕрисенђе усал шухăш тытаççĕ, куллен вăрçа хатĕрленеççĕ.

3) Ђĕлхисене çĕлен ђĕлхи пек çивĕђĕлентернĕ: вĕсен ђĕлхи айĕнђе аспид сĕлеки.

4) Ей Турă, çылăхлă çын аллинђен сыхласам мана, тÿрĕ мар çынсенђен çăлса илсем мана: вĕсем ман урасене такăнтарма шухăш тытрĕç.

5) Мăнкăмăллă çынсем ман валли вăрттăн çĕре таната карса хуђĕç, вĕренсем йăлмакла йăлмакла ман урасем валли серепе хуђĕç, çулăм çине такăнтармалли йапаласем пăрахрĕç.

6) Епĕ Турра каларăм: Есĕ манăн Туррăм, ей Турă, епĕ кĕл-тунă сасса тăнласам, терĕм.

7) Ей Туррăм, Туррăм, ей мана çăлакан вăй-хăватăм! вăрçă кунĕ Есĕ мана пуçăм тĕлĕнђе хÿтĕлесе тăтăн.

8) Ей Турă, ман ĕмĕте татса, çылăхлă çын аллине ан парсам мана: вĕсен шухăшĕсем ман çинђе, ан пăрахсам мана: ан мухтанайтăр.

9) Мана çавăрса илнисенĕн пуçлăхне хăйсен çăварĕнђи усаллăхĕ хăйне хупласа хутăр-ђĕ.

10) Вĕсем çине çунакан кăвар ÿктĕр; вĕсене антарса йар, вĕсем ан тухайђђăр.

11) Усал ђĕлхелĕ çын çĕр çинђе ăнăçлă пулаймĕ: тĕрĕс мар çынна усаллăхĕ тытса кÿртсе пĕтерĕ.

12) Епĕ пĕлетĕп: хурлăх куракансене Турă сут-тăвĕ, мĕскĕнсене тÿррипе тавăрса парĕ.

13) Таса çынсем Санăн йатна аслăласа мухтĕç, тÿрĕ çынсем Сан умăнта пурĕнĕç.

140.

Давид псаломĕ.

1) Ей Турăçăм, епĕ Сана тархаслатăп, илт мана; Сана тархасланă ђух йăлăннă сассăма итле.

2) Манăн кĕллĕм Санăн умна ѳиміам пек пытăр, епĕ аллăма çĕклени Сана каçхи парне пек пултăр.

3) Ей Турă, çăварăма сыхă тăрат, çăварăма хупса тăма ђарулăх пар.

4) Кăмăлăма усал шухăшпа калаçас йенне ан йар, çылăхлă ĕçĕмсене тÿрре кăларма йĕркесĕр ĕç тăвакансем пек сăлттав ан шыраттар: вĕсенĕн аслă çыннисемпе те ан хутшăнам епĕ.

5) Тĕрĕс çын хĕрхенсе йатлатăр мана, питлетĕр мана, çылăхлă çын ман пуçăма йывăç-çăвĕпе ан сĕртĕр: епĕ кĕллĕмсенђе те вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсене хирĕç тăратăп.

6) Вĕсен пуçлăхĕсем шыва пăрахнă ђул пек çухалнă ĕнтĕ: манăн сăмахăмсем кăмăллине илтĕç.

7) Пирĕн шăм-шаксем хытă тăпра касăлса ванса выртнă пек, тупăк çывăхĕнђе саланса выртаççĕ.

8) Ей Туррăм, Туррăм, манăн куçăм Сан çинђе, Сан çине шанатăп, ђунăма туртса ан илсем.

9) Ман валли карса хунă танатасенђен, йĕркесĕр ĕç тăвакансен ултавĕнђен хăтар мана.

10) Çылăхлă çынсем хăйсен танатасене ленкĕç, епĕ вĕсенђен иртсе кайса, хам анђах йулăп.

141.

Давид вĕрентни. Вăл шăтăкра кĕл-туни.

1) Сассăмпа Турра тархаслатăп, сассăмпа Турра кĕл-тăватăп.

2) Ăна хам йăлăннине каласа паратăп, хуйхăм çинђен пĕлтеретĕп Ăна.

3) Манăн сывлăшăм пĕтсе килнĕ вăхăтра Есĕ манăн çулăма пĕлтĕн: епĕ çÿрекен çул çине ман валли вăрттăн таната карса хуђĕç.

4) Сылтăм йенне çавăрăнса пăхрăм та, мана пĕлекен пулмарĕ: манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ, манăн ђунăмшăн никам та шыранмаст̌.

5) Ей Турă, Сана анђах тархасласа калатăп: Есĕ манăн ĕмĕтĕм, ђĕрĕ çынсен çĕрĕнђе Есĕ манăн телейĕм.

6) Епĕ йăлăннине ăнласам: ытла халран кайрăм; хĕсĕрлекенсенђен хăтарсам мана: вĕсем манран вăйлă.

7) Ђунăма тĕттĕмрен кăлар, Санăн йатна аслăлам: тÿрĕ çынсем Есĕ мана ырăлăх тăвассине кĕтсе тăраççĕ.

142.

Давид псаломĕ, хăй ывăлĕ Авессалом хăваласа çуренĕ ђухнехи.

1) Ей Турă, ман кĕллĕме илтсем, Хăвăн ђăнлăхупа епĕ тархасланине тăнласам, тĕрĕслĕхÿпе мана илтсем.

2) Мана, Хăвăн ђуруна, айăплама ан тытăнсан: пурăнакансенђен никам та Сан умăнта тÿрре тухаймĕ.

3) Ман ђунăма тăшман йĕрлесе çÿрет, мана çĕре таптаса пытарђĕ: мана тахăçан вилнĕ çын пек тĕттĕм çĕре хупса лартрĕ.

4) Ђунăм хуйха ÿкрĕ, ăшăмри ђĕрем туйми пулђĕ.

5) Авалхи самана аса килет те, Санăн пур ĕçÿсем çинђен те астуса илетĕп, Санăн аллу пултарнă йапаласем çинђен шухăшлатăп.

6) Аллăмсене Сан патналла çĕклетĕп: ђунăм шывсăр ĕннĕ çĕр пек Саншăн çунат̌.

7) Ей Туррăм, ђасрах илтсем мана, сывлăшăм пĕтсе çитрĕ; сăнна тÿртĕн ан тытсам манран, вилсе çĕре кĕрекенсем пек ан пулам.

8) Ырăлăхна ыран ирех курма пар мана: Сан çине шанатăп; ей Турă, ђунăма Сан патналла йатăм, хăш çулпа пымаллине кăтарт мана.

9) Ей Турă, Сана тархаслатăп: тăшмансенђен çăлса ил мана.

10) Есĕ манăн Туррăм, Хăвăн ирĕкне тума вĕрент мана: Санăн ырă Сывлăшу ђăнлăх çулĕ çине тăраттăр мана.

11) Ей Турă, Хăвăн йатупа ђĕрт мана, ман ђуна хурлăхран тĕрĕслĕхÿпе хăтар.

12) Хăвăн кăмăлупа ман тăшмансене пĕтер, ман ђуна асаплантаракансене пурне те çухат: епĕ Санăн ђуру.

143.

Давид псаломĕ, Голіаѳа хирĕç.

1) Манăн Туррăм мухтавлă: Вăл ман аллăмсене çар ĕçне, пÿрнемсене вăрçă ĕçне вĕрентет.

2) Вăл манăн ырăлăхăм, манăн хÿттĕм, ман хута кĕрекенĕм, мана хăтараканăм, мана витсе тăраканăм: епĕ Ун çине шанатăп; ман халăхăма Вăл мана пăхăнтарса тăрат̌.

3) Ей Турă, çын кам вара вăл— Есĕ ун çинђен пĕлетĕн? кам вара вăл етем ывăлĕ? —Есĕ уншăн тăрăшатăн.

4) Çын—нимĕн те мар пек: унăн кунĕсем мĕлке пек анђах иртсе кайаççĕ.

5) Ей Турă, пĕлĕтсене тайăлтарса ан: тусене сĕртĕн те, вĕсенђен тĕтĕм мăкăрланса тăтăр;

6) çиçĕм çиçтер те, тăшмансене салатса йар, Хăвăн çĕмĕренÿсене йарса, вĕсене пăлхатса пĕтер.

7) Çÿлтен аллăна тăсса, мана пысăк шывсенђен, йут çын ывăлĕсен аллинђен çăлса илсе хăтар.

8) Вĕсен ђĕлхи-çăварĕсем суйа калаçаççĕ, сылтăм аллисем—тĕрĕс мара тăвакан алăсем.

9) Ей Турă, çĕнĕ йурăпа мухтаса йурлăп Сана, Сана вунă хĕлĕхлĕ псалтир каласа йурлăп:

10) Есĕ патшасене çăлăнăç паратăн, Хăвăн ђуруна, Давида, усал хĕç айĕнђен хăтаратăн.

11) Хăтар мана, йут çын ывăлĕсен аллинђен çăлса ил мана: вĕсен ђĕлхи-çăварăсем суйа калаçаççĕ, сылтăм аллисем —тĕрĕс мара тăвакан алăсем.

12) Вĕсен ывăлĕсем çĕнĕрен лартнă çамрăк, илемлĕ йывăç пек, хĕрĕсем хитре çурт пек ђеђен, илемлĕ.

13) Вĕсен кĕлеђĕсем тăп-туллийех: хăшне пăхнă вăл тăкăнса тăрат̌; сурăхĕсем ĕрђевлĕ, çисе çÿренĕ çĕртех йышлăланаççĕ,

14) вăкăрĕсем мăнтăр. Хÿмисем ишĕлсе анасси, урамĕсене йĕрсе иртсе çÿресси çук.

15) Çавăн пек çынсене етемсем мухтаççĕ, анђах камăн Турри пур çынсем телейлĕ.

144.

Давидăн мухтани.

1) Ей Туррăм, ей Патшам, Сана аслăлам, Санăн йатна ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех мухтаса тăрам.

2) Куллен Сана мухтаса тăрам, Санăн йатша ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех мухтаса аслăлам.

3) Турă аслă, пит мухтавлă, Унăн аслăлăхин вĕçĕмĕ çук.

4) Санăн ĕçÿсене сыпăкран сыпăка мухтаса пырĕç, хăвату çинђен пĕлтерĕç.

5) Санăн тасалăхун илемлĕ мухтавĕ çинђен калаçĕç, тĕлĕнмелле ĕçÿсем çинђен пĕлтерĕç.

6) Санăн хăрушă ĕçсем тунă хăвату çинђен калаçĕç, аслăлăху çинђен пĕлтерĕç.

7) Есĕ темĕн ђухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç, Санăн тĕрĕслĕхÿпе савăнĕç.

8) Турă уçă кăмăллă, хĕрхенекен кăмăллă, вăрах тÿсĕмлĕ, нумай ырăлăхлă.

9) Турă пуриншĕн те ырă: Унăн ырăлăхĕ Хăйĕн пур ĕçĕсем çинђе те.

10) Ей Турă, Сан ĕçÿсем пур те Сан çинђен пĕлтерђђĕр, таса çыннусем Сана мухтађђăр;

11) Санăн патшалăху мухтавĕ çинђен калаçђăр, хăвату çинђен каласа пађђăр:

12) Санăн хăвату çинђен, Санăн патшалăхун илемлĕ мухтавĕ çинђен етем ывăлĕсене каласа пĕлтермелле пултăр.

13) Санăн патшалăху пур ĕмĕрсенђи патшалăх, Санăн аслăлăху сыпăкран сыпăка: Турă Хăйĕн пур сăмахĕнђе те тĕрĕс, пур ĕçĕнђе те таса.

14) Турă ÿкекенене пурне те йарса тытат̌, ÿкнисене пурне те тăратат̌.

15) Пуринĕн те куçĕсем Сан çине ĕмĕтленсе пăхаççĕ; Есĕ вĕсене кирлĕ вăхăтра çимĕç паратăн:

16) Есĕ Хăвăн аллуна уçса, пур ђуна та ырăлăхупа тăрантаратăн.

17) Турă Хăйĕн пур çулĕ çинђе те тÿрĕ, пур ĕçĕнђе те таса.

18) Турă Хăйĕнђен ыйтакансемшĕн, Хăйĕнђен ђăннипе ыйтакансемшĕн пуриншĕн те çывăх.

19) Хăйĕнђен хăракансенĕн ĕмĕтне çитерет, вĕсен кĕллине илтет, вĕсене çăлат̌.

20) Турă Хăйне йуратакансене пурне те сыхлат̌, çылăхлисене пурне те пĕтерет.

21) Ман ђĕлхе-çăварăм Турă мухтавĕ çинђен калаçĕ, Унăн таса йатне пур ђĕрĕ йапала та ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех мухтаса тăтăр.

145.

Аллилуіа, Атте Захаріанăн.

1) Ей ђунăм, Турра мухта;

2) хам пурăннă ђух Турра мухтам, мĕн пурăннă таран Туррăма мухтаса йурлам.

3) Княçсем çине, етем ывăлĕсем çине ан шанăр: вĕсенђен çăлăнăç çук.

4) Етемĕн ђунĕ тухса кайат̌ те, вăл çĕре кĕрет, унăн мĕн тăвас тенĕ шухăшĕсем пур те çав кунах пĕтеççĕ.

5) Іаков Турри пулăшакан çын телейлĕ: унăн шанђăкĕ хăйĕн Турри çинђе:

6) пĕлĕтпе çĕре, тинĕсе, унти мĕн пур йапаласене пурне те пултаракан, ђăнлăха ĕмĕр сыхласа таракан Турă çинђе:

7) Турă хурлăха йулнисенĕн хутне кĕрет, выçăхнисене çимĕç парат̌, Турă тимĕрленисенĕн тимĕрне илет.

8) Турă суккăррисене ăса кÿртет, антарса йанисене Турă каллах улăхтарат̌, Турă сăваплă çынсене йуратат̌.

9) Турă йутран килнисене сыхлат̌; тăлăхсене, тăлăх арăмсене хĕрхенет, çылăхлă çынсенĕн çулне çухатат̌.

10) Турă ĕмĕрех Патша пулса тăрĕ; ей Сіон, санăн Турру сыпăкран сыпăка пырĕ.

146.

Аллилуіа.

1) Турра мухтăр, Ăна мухтаса йурлани ырă, Туррăмăра мухтани Унăн кăмăлне килтĕр.

2) Турă Іерусалиме туса лартат̌: саланса пĕтнĕ Израил халăхне пĕр çĕре пуçтарат̌.

3) Вăл хуйхăлă ђĕресене сыватат̌, вĕсен суранĕсене тÿрлетет.

4) Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне пĕлсе тăрат̌, вĕсене пурне те йатран пĕлет.

5) Пирĕн Турă аслă, Унăн хăвађĕ пысăк, Унăн ăсĕ хисепсĕр.

6) Вăл Йăвашсене йышăнакан, çылăхлисене çĕрпе тан тăвакан Турă.

7) Турра мухтама тытăнăр, хамăр Туррăмăра кĕсле каласа йурлăр.

8) Вăл пĕлĕте çумăр пĕлĕђĕсемпе хупласа илет, çĕр валли çумăр хатĕрлет, тусем çинђе курăк ÿстерет, етем валли çимĕç пултарат̌;

9) выљăх-ђĕрлĕхе, Хăйĕнђен кăшкăрса ыйтакан çăхан ђĕн-писене çимĕç парат̌.

10) Вăл лашан вăйĕ çине пăхмаст̌, Унăн кăмăлĕ етемĕн ури çăмăлли çинђе те мар.

11) Турă Хăйĕнђен хăракансене, Хăйĕн ырăлăхĕ çине шанакансене кăмăл курат̌.

147.

Аллилуіа, Аггейпе Захаріанăн.

2) Ей Іерусалим, Турра мухта, ей Сіон, хăвăн Турруна мухта.

3) Вăл санăн хапху питĕркĕђисене тĕреклĕлентерет, санăн ывăлусене ху патăнта пиллет.

4) Сан çĕрÿ çинђисене канăçлăх парат̌, сана тутă тулăпа тăрантарса усрат̌.

5) Çĕр çине Хăйĕн сăмахне йарат̌, Унăн сăмахĕ пит хăвăрт çÿрет.

6) Йура çăм пек çутарат̌, кĕл сапса йанă пек тĕтĕре сарат̌;

7) çăкăр турамĕсем пек пăр çутарат̌, Унăн шăнтакан сиввине тата кам тÿсес?

8) Сăмахне калат̌ те, вĕсем пур те ирĕлеççĕ; çилне вĕртет те, шывсем йуха пуçлаççĕ.

9) Вăл Хăй сăмахне Іакова, Хăйĕн тĕрĕслĕх йĕркисене, суђĕсене Израиле пĕлтернĕ.

10) Вăл урăх халăха апла туман, вĕсене Хăйĕн суђĕсене пĕлтермен.

148.

Аллилуіа, Аггейпе Захаріанăн.

1) Пĕлĕт çинђисем, Турра мухтăр, çÿлтисем Ăна мухтăр.

2) Унăн ангелĕсем, пурăр та Ăна мухтăр; Унăн çарĕсем, пурăр та Ăна мухтăр.

3) Хĕвел те, уйăх та Ăна мухтăр, мĕн пур çăлтăрсем, çутă та, Ăна мухтăр.

4) Çÿлти пĕлĕтсем, пĕлĕтсенђен çÿлти шыв та Ăна мухтăр.

5) Туррăн йатне мухтађђăр: Вăл каланă та, пулнă; Вăл хушнă та, пулса тăнă.

6) Вăл вĕсене ĕмĕрлĕхе, ĕмĕртен ĕмĕрлĕхе туса хунă: йĕрке панă, вăл улăшăнас çук.

7) Çĕр çинђе Турра мухтăр: çĕленсем, мĕн пур тĕпсĕр шывсем,

8) Унăн сăмахне тăвакансем—вут та, çăвакан пăр та, йур та, шăнакан пăр та, çил-тăвăл та;

9) тусем, мĕн пур сăртсем, çимĕç пултаракан йывăçсем, мĕн пур кедр йывăççисем;

10) тискер кайăксем, мĕн пур выљăх-ђĕрлĕхсем, çĕлен-калтасем, вĕçен кайăксем;

11) çĕр çинђи патшасем, мĕн пур халăхсем, княçсем, çĕр çинђи мĕн пур тÿресем;

12) çамрăк ађасем, çамрăк хĕрсем, ватти-çамрăкки пур те Туррăн йатне мухтађђăр:

13) пĕр Унăн йађĕ анђах аслă, Унăн мухтавĕ çĕр çинђе те, пĕлĕт çинђе те.

14) Турă Хăй халăхин мăйракине çĕклерĕ: Унăн таса çыннисем, Израил ывăлĕсем, Ăна çывăх çынсем пур те Ăна мухтаса йурлађђăр.

149.

Аллилуіа.

1) Турра çĕнĕ йурăпа мухтаса йурлăр, Унăн мухтавĕ таса çынсем хушшинђе.

2) Израил хăйне пултарнă Турăшăн савăнтăр, Сіон ывăлĕсем хăйсен Патшишĕн хавасланђђăр.

3) Унăн йатне пĕрле пухăнса мухтађђăр, Ăна тимпан çапса, псалтир каласа йурлађђăр.

4) Турă Хăй çыннисемшĕн кăмăллă, Вăл Йăвашсене çăлса асла кăларат̌.

5) Таса çынсем мухтава тухĕç, хăйсем тăракан вырăнта савăнса пурăнĕç.

6) Вĕсем çăварĕсемпе Турра мухтĕç, вĕсен аллисенђе икĕ майĕпе те касакан хĕçсем пулĕç:

7) усал тунăшăн халăхсене тавăрĕç, çынсене айăплĕç;

8) патшасене сăнђăрпа сăнђăрлĕç, тÿрисен аллисене тимĕрпе тимĕрлĕç.

9) Вĕсене çырнă тăрăх сут-тăвĕç: вăл мухтава Унăн таса çыннисем пур те курĕç.

150.

Аллилуіа.

1) Турра Унăн таса çуртĕнђе мухтăр, Турра Унăн хăвађĕ курăнакан çĕрте мухтăр.

2) Турра хăватне кура мухтăр, Вăл пит аслине кура Ăна мухтăр.

3) Ăна трупасем каласа мухтăр, Ăна псалтирпе кĕсле каласа мухтăр.

4) Ăна пĕрле пухăнса, тимпан çапса мухтăр, Ăна хĕлĕхсем хурса, органсем каласа мухтăр.

5) Ăна аван сасăлă кимвалсемпе, хулăм сасăлă кимвалсемпе мухтăр.

6) Мĕн пур сывлакан пур те Турра мухтатăр.

151.

Давидăн 150 псалом хисепне кĕмен псаломĕ; кăна вăл Голіафа хăй пĕђђен çĕнтернĕ хыççăн çырнă.

1) Епĕ хам тăванăмсем хушшинђе ђи кĕçĕнни-ђĕ, аттемĕн кил-çуртĕнђе ђи çамрăкки-ђĕ.

2) Епĕ аттем сурăхĕсене кĕтрĕм; манăн аллăмсем орган турĕç, пÿрнемсем псалтир ĕнерђĕç.

3) Ман çинђен Туррăма кам пĕлтерђĕ пулмалла? Турă Вăл Хăй илтрĕ, Хăй ангелне Хăй йађĕ; аттем сурăхĕсем патĕнђен илсе кайрĕ мана, Хăйĕн сĕрекен çăвĕпе сĕрђĕ мана.

4) Ман тăванăмсем илемлĕ-ђĕ те, шултăра-ђĕ те, çапах Турă вĕсене кăмăл тумарĕ.

5) Епĕ йут çынна хирĕç тухрăм, вăл мана хăйсен туррисен кĕлеткисене асăнса ылханђĕ.

6) Епĕ унран хĕçне туртса илтĕм те, унăн пуçне касса пăрахрăм; çапла Израил ывăлĕсем куракан мăшкăла сирсе йăтăм.


СИМБИРСКЪ. Типографія А. и М. Дмитріевыхъ. 1904.

Отъ Переводческой Коммиссіи Православнаго Миссіонерскаго Общества печатать разрѣшается. Казань. 11 февраля 1904 г.

Предсѣдатель Переводческой Коммиссіи, Профессоръ Казанской Духовной Академіи М. Машановъ.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.