Хветĕр Уяр: Лашана çăлни


uyar1
Хĕветĕр Уяр. Çыравçă.

Хветĕр Уяр


Лашана çăлни

Ваçук турат куçĕ витĕр лаçалла пăхса тăчĕ-тăчĕ те хĕр ача патне таврăнчĕ. Сăнĕ-пуçĕ хăйĕн шапшурă.

— Ку мĕнле япала, Ульти? Çăва патне тĕшмĕшне-мĕнне! Мĕн мыскари ку?!

— Ан кăшкăр-ха эс, ача. Ялта мар-çке эс. Кунта ваттисем çывăраççĕ, киремет кати те инçе мар… Мĕнле, вилеймен-и лаши?

— Итле-ха, малтан ăнлантарса пар эсĕ мана. Ку мĕне пĕлтерекен йăла? Ма выçăхтарса вĕлереççĕ ĕç выльăхне?

— Эп ăçтан пĕлем? Ăна Сухвун мучи ячĕпе парне кÿнĕ тет. Пĕлтĕр вилнĕ усал старик пурччĕ пирĕн урамра. Çавă хăйне пĕртен-пĕр лашипе асăнма хушса хăварнă пулнă.

— Пусса пăрахма çук-и лашине кирлех пулсан? Ма асаплантараççĕ мĕскĕне?

— Вăл хăй вилĕмĕпе вилмелле тет.

— «Тет». Ытла нумай пĕлетĕн эс. Атя кайрăмăр. — тесе Ультие аллинчен ярса тытрĕ Ваçук.

— Ăçта, киле-и?

— Киле сана. Витене кĕретпĕр. Вĕренне салтса яратăп…

Хуралтă çумне çитнĕ Ульти аллине карт туртса илчĕ.

— Ун пек ăна каялла пурпĕрех килсе кăкараççĕ. Хăй татса кайсан çеç çăлăнма пултарать вăл.

— Ăçтан таттăр вилес патне çитнĕ лаша? Тен, вилнĕ те вăл? Атя-ха кĕрсе пăхар.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Çÿçе тураттисене сиркелесе вĕсем лаçă пуçĕсене чикрĕç. Леш стена çумĕнче урапа ларать-мĕн. Туртисене çÿлелле çĕкленĕ. Вĕсен хушшинче тепĕр стена çумĕнче — кÿлмелли хатĕрсем. Çĕр урайĕнче çÿрен лаша выртать. Ăна сÿс вĕренпе чĕлпĕр тăршшĕ ярса кутсăр ÿречинчен кăкарнă — пыр та тат эс ăна. Шакăр шăмă тăрса юлнă мĕскĕнĕн. Ĕçлесе ывăннă урисене ачасем еннелле тăснă, пуçне çĕре хунă та паш-паш-паш сывласа выртать. Тути юнăхса çуркаланса пĕтнĕ. Пуçĕ çитнĕ таран пĕтĕмпех кăшланă лаша. Урапа ÿречи, кустăрма тукунĕн çÿл енĕ шап-шурă. Курăк тымарĕ шыраса çĕре те кăшланă вăл.

Хăйне кăкарнă вĕрене татма çеç ăс çитереймен янавар. Хăйĕн хуçине — çынна — шаннă ĕнтĕ, айван, мана вăл усал тăвас çук тенĕ пуль.

Ачасем çине пăхас тесе пуçне çĕклерĕ те вăл ăна лашт çĕре ÿкерчĕ, пĕтĕм кĕлеткипе туртăшса илчĕ. Хупнă икĕ куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхса анчĕ.

— Çук, пăхаймастăп, — тесе Ульти каялла чакрĕ. Анчах каймарĕ, йывăç кутне хутланса ларчĕ.

Ваçукăн çилли килсе çитрĕ. Кирек мĕнле пултăр тепĕр тесен, кĕрет те вĕренне салтса ярать вăл. Йыснăшне каласа парать. Лаша хуçисене намăслантарсан та аванччĕ, ÿлĕмрен ан хăтланччăр ун пек. Е… хăйне валли туянасчĕ ку лашана. Хăй çиес çăкăра ăна парĕччĕ ача.

Çапла сĕмленнĕ май вăл пĕр енчен кĕме тăчĕ витене — лаша уринчен шикленчĕ. Сасартăк тапса ярĕ те… Вара лаша пуçĕ патĕнчен иртрĕ те вĕрене салтма тытăнчĕ — салтаймарĕ. Вилĕ тĕвĕле çыхса пурантарса лартнă-мĕн. Ытти шухăшĕ те пустуй кăна ун: яла çитсе çынсемпе калаçса çÿренĕ çĕре лаши те вилсе кайĕ… Ун çинчен çынсене пĕлтерме те юрамасть ав. Тахăш вăхăтра ун çумне Ульти пырса тăнă: куçĕнчен пăхса йăл кулчĕ.

— Эс пирĕн çăкăр пирки манман-и? Тен, парар ăна?..

— Лашана-и? — савăнсах аса илчĕ Ваçук. — Чăнах та-çке. Шывне ĕçтерĕпĕр-и?

Ульти çÿçе турачĕсем хушшинчен витрине йăтса кĕчĕ. Хĕвĕнчен çăкăр чĕллине кăларчĕ. Вĕсем лаша пуçĕ вĕçне кукленсе ларчĕç.

— Çăкăрне пĕр тăруках парса пăхар-и? — ыйтрĕ Ваçук.

— Тен, икке уйăрар? — терĕ Ульти.

Çăкăрне Ваçук çурмаран уйăрчĕ те пĕр татăкне Ультие пачĕ, теприне хăйне хăварчĕ.

Хĕр ача хăйĕн тÿпине витрене чиксе кăларчĕ.

— Ма шыва чикрĕн? — терĕ Ваçук.

— Анне çапла тăвать, — ăнлантарчĕ Ульти. Вара Ваçук та çăкăрне шывра тытса тăрса ислетрĕ те çĕре, лаша сăмси умне, хучĕ. Хăйсем стена умне чакса ларчĕç.

Чĕре сури тумалли шăрша туйса илнĕ лаша куçне чалт уçса ячĕ те çăкăр татăкне хыпрĕ. Урисене хăй айне пуçтарса тирпейленсе выртасшăнччĕ вăл — вăй çитереймерĕ.

— Кĕлермелле кайса ÿкмен-ши вăл? — терĕ ача.

— Çу-ук. Куран пулĕ — вилме выртнă. Выçă пурăнса пăх-ха ху.

— Эппин, часрах çăкăрна çитер.

— Ме, эсĕ пар.

— Ма ху памастăн? Сан пай-çке вăл.

— Эс арçын, сана килĕшет. Çылăхран хăрамалли те çук сан — эс вырăс ачи. Анне каларĕ — сана тем тума та юрать терĕ.

— Мĕнле вăл — тем тума та юрать? Пуçхĕрлĕ çÿресен те вăрçмаççĕ-и?

— Тăрса пăх-ха пуçхĕрлĕ, мĕн пулĕ унта. Лашана вилĕмрен çăлас пирки калаççĕ сана, çавна та ăнланмастăн…

— Ачасене кайса чĕнеп те…

— Никама та пĕлтермелле мар тесе каларăм-и эп сана?

— Пĕччен мĕнле вăй çитерес ман ăна ура çине тăратма?

— Ма пĕччен? Эпĕ те пур-çке.

— Ну, иккĕн пулар. Пурпĕрех сахал.

— Шухăшла эс. Пуç пур вĕт санăн. Хамăр иккĕн эпир, пуçсем иккĕн. Алăсем миçен.

— Çапла та-ха вăл… Атя-ха эппин ута хускатса пăхар.

Вĕсем кутлăх патне çĕре ларчĕç те тĕкрĕç-тĕкрĕç лашана çурăмĕпе хырçинчен — лешĕ тапранмарĕ те. Анчах çăкăр таткине каллех хыпрĕ. Шыв ĕçтерме хăтлансан çеç сасартăк хускалчĕ те витрене сирпĕтсе ячĕ. Лаша çăварне шыв пĕр тумлам та лекмерĕ.

— Шăвартăмăр лашана, — терĕ макăрса ярас патне çитнĕ Ваçук.

— Ма, шăвараймастпăр тетним, шăваратпăр, — хатарланса витрине тытрĕ Ульти. — Атя кайса ăсса килетпĕр.

— Халь тин-и? Кĕçех тĕттĕм пулать.

— Луччĕ никам та курмасть. Усал-тĕселе хăратма пирĕн алăра тимĕр те пур.

— Вĕсем хăраççĕ тет-им тимĕртен?

— Хăрамасăр. Тимĕре ăна вут çинче хĕртеççĕ те. Вут-кăвар — таса япала.

Туссем шыв еннелле анса кайрĕç.


Вăл çĕре Ваçук тĕлĕкри пек ирттерчĕ. Куçне хупать кăна — вилме выртнă лаша курăнса каять. Шакăр шăмă вăл. Пуçне çĕклемелĕх вăйĕ юлман. Хăй вилĕмрен çăлăнассине те шанми пулнă пулмалла, çăкăр шăршине туйсан мĕнле тĕлĕнсе, анăраса, хăраса пăхрĕ ачасем çине. Тата шыва мĕнле антăхса çăтрĕ кайран. Нумаях ĕçеймерĕ, каллех тăкса ячĕ. Çапах çунакан ăшне кăштах пуçарчĕ пуль.

Тарăхнипе Ваçук утиялне сирсе пăрахать. Курха эсĕ: ытти лашасем ĕç хыççăн курăк çисе çÿреççĕ. Куна çăва çине кайса хупнă. Çынсен темле йăлине пула унăн выçă хăрăнса вилмелле иккен. Мĕншĕн?

Унтан тепĕр майлă шухăшласа пăхать ача. Лаша вырăнĕнче хăй пулас пулсан унта пĕр кун та тăмăттăм тет. Вĕренне кăшласа тат та тухса тар.

…Касса татма юрамасть иккен тата ута кăкарнă чĕлпĕре. Апла, тен, пĕр-пĕр чул катăкĕпе сăтăрса çийĕнтерес ăна, хăй татăлнă пек курăнтăр. Е хăйранă хырăç?

Çенĕкре выртакан Ваçук тăрса хуллен пÿрте кĕрет, сĕтел сунтăхне уçса хăйра шырать. Аллине хытса кайнă çăкăр таткисем лекеççĕ. Ваçук вĕсене те арки çине пуçтарать. Ыранччен çеç ан вилтĕр лаша, вара ура çине тăратаççĕ ăна Ультипе Ваçук.

Те кăтăш пула пуçланă ача. Ун хăлхине такам ĕнĕрлени пырса кĕрет. Е йытă улать-ши? Сасă таçтан çĕртен тухнă евĕр илтĕнет. Пĕр тикĕс тахçанччен янăраса тăрать, вĕçнелле çеç йытă вĕрнĕ пек пĕтет. Ăна хирĕç çинçерех сасă тăсса ярать. Тепĕр сасă хутшăнать, тата…

Ваçукăн çÿçĕ чăшăл! турĕ. Вăл тăрса çенĕк алăкне тытса пăхать — сăлăп хуппипех мĕн-ха. Пурпĕрех хăрушă кунта. Çĕр те пĕр алă тăсăлать тейĕн ача еннелле тĕттĕмрен. Вăл пÿрте вирхĕнсе кĕрет, алăкне кĕрслеттерсе хупать.

— Эсĕ-и, Ваçук? — ыйтать мăн аккăшĕ.

— Эпĕ.

— Ма çывăрмастăн? Мĕн пулчĕ?

— Темĕн улать унта… Хăратăп эпĕ.

— Йытă пуль ара. Кашкăрсем çывхарнине сиссен çапла канăçсăрланаççĕ вĕсем. Халех пÿрте сарса парăп.

— Йытă мар ку. Сассисем урăхла.

— Ăçта-ха? — Урай хăмисем йывăррăн шатăр-татаççĕ. Чÿрече уçăлса стена çумне çапăнать. Тулта çынсем мăкăртатни илтĕнсе каять. — Мĕн унта сирĕн? — тет Ваçук мăн аккăш.

— Тукмаксем яла хупăрласа илнĕ! — кăшкăрать урамран хăранă сасă.

Тукмак мĕнне пĕлет Ваçук. Вăл халтан кайса çĕре ларать.

— Эх, пĕтрĕ лаша, — тет те вăл, унăн куçĕнчен икĕ шултра тумлам юхса тухать.


Тул çутăлнă-çутăлман Ультисем патне чупса каçрĕ Ваçук.

— Каятпăр-и?

— Кайни те ахаль пуль унта халь тин. Анне калать — ял çине пĕр кĕту кашкăр тапăннăччĕ тет…

— «Тет». Эпĕ хам пăхса тăтăм. Пурпĕр çитсе курмалла ăна. Çисе янă пулсан шăммине çĕре чавса пытармалла. Пирĕн тус-çке вăл. Мĕнле шанса пăхрĕ ĕнер.

— Вара мĕн туса тăратпăр эпир кунта? Халех кĕреçе илсе тухам та…

— Манăн та илмеллисем пур. Уйра кĕтсе тăрăп эпĕ сана.

Пĕр вăхăтрах хире тухрĕç вĕсем. Кив çăва еннелле васкарĕç. Пĕчĕк Ульти пысăк кĕреçе йăтнă. Ваçук аллинче хыт çăкăр таткисем чикнĕ хутаç.

Хир варринче малтан çÿçе тăрри курăнчĕ. Унтан вите палăра пуçларĕ. Шурă чулсем хур кĕтĕвĕ пек тухса выртрĕç. Çăва çывхарнăçемĕн ачасен утăмĕ хулленленсе-хулленленсе пычĕ. Вите ик-виçĕ чалăш юлсан чарăнсах тăнăччĕ вĕсем — лаша кĕçĕнсе ячĕ. Вăйсăррăн кĕçенчĕ, çапах савăннине систерчĕ.

— Чĕрĕ! Чĕрĕ! — кăшкăрса ячĕ Ваçук.

— Чарăн, — терĕ ăна Ульти. — Çынсем илтсен иксĕмĕре те лекет, лаша та пĕтет.

Ваçук хутаççине, Ульти кĕреçине ывăтрĕç те витене-лаçа вирхĕнсе кĕчĕç. Лаша урисене пуçтарса тирпейленсе выртнă та ачасем çине пăхать… Лешсем савăннипе макăрса та кулса ăна мăйĕнчен ыталаса илчĕç.

Ачасем йăрансем тăрăх упаленсе çÿресе ухлĕм ути пуçтарчĕç. Лаша сывлăмлă курăк çине пуçне чикрĕ, кăмăрт-кăмăрт тутарса çиме тытăнчĕ. Туссем лапчăнса пĕтнĕ витрепе шыв хĕрне чупрĕç.

…Кăнтăрла иртсен яла мăйне вĕрен татăкĕ çыхнă ырхан лаша сулланса пырса кĕчĕ. Вĕрен вĕçне урипе пуссан вăл кĕлтунă пек пуçне çĕрелле пĕксе илет.

Малтанах ăна никам та асăрхамарĕ-ха. Урам хушшинче кĕр енне темле выльăх та çÿрет. Унтан пĕр старик сăнаса пăхрĕ те кăшт çеç кайса ÿкмерĕ. Тепри кутăн кайса ларчĕ.

Тапранчĕ вара ялта шăв-шав, калаçу. Лашана курни-пĕр хăраса аяккалла тарать.

Курăк çикелесе çÿресен-çÿресен ырхан ут Арихве алăкĕ умне пырса тăчĕ, ура çинчех çывăрса кайрĕ. Çавна кĕтнĕ ватăсем ăна хупăрласа илчĕç те вĕрен вĕçне тыта-тыта пăхрĕç, канашларĕç.

Сăмахĕ пĕрре пулчĕ вĕсен.

— Сухвун старик йышăнман парнене. Вăл унсăрах çырлахнă. Лашан пурнас кунĕ пĕтмен, — терĕç.

Çапла çăлăнса юлчĕ лаша тискер вилĕмрен.

Ваçука е Ультие курсан вăл, лавпа пулсан та, вĕсем патне пăрăнса пăхма пикенетчĕ. Е кĕçенсе те пулин хăй иртсе кайнине систерсе хăваратчĕ. Ачасене мĕншĕн килĕштернине туятчĕç пулмалла та ял çыннисем, çапах калаçу-тăву тухмарĕ ял çине.

«Шурча таврашĕнче» романран

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.