Митта Ваçлейĕ: Ăртиван Мучи Ямаша Кайса Курнă Радио-Тамаша


Митта Ваçлейĕ


Ăртиван Мучи Ямаша Кайса Курнă Радио-Тамаша

Йăпăр-йăпăр юптарса,
Кукăр-макăр пымăпăр.
Тÿрех, çапла каласа,
Чăн сăмаха пуçлăпăр.

Ĕç хыçĕнчен, лăш кăна
Канса илем тенĕ чух,
Ырă музык кăшт кăна
Хăçан итлес килни çук?

Çав музыка кам парать?
Радио!

Тĕр-тĕр халап яриччен
Клуба кайса лар иккен;
Аслă сăмах — пыл та çу,
Савăнтарать калаçу.

Çав сăмаха кам калать?
Радио!

Мускав мĕн-мĕн уставлать,
Шупашкар мĕн канашлать,—
Каптăрмине пăр кăна,
Итле вара пĕр кана.
Акă мĕн паратĕ у,
Этсемĕрсем, радио!

Анчах çакă ырлăха
(Евит пултăр халăха)
Чылай çĕрте кăлăхах
Хăвараççĕ хурлăха…

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.