Сăвăр куççулĕ


С. Садал


Сăвăр куççулĕ

— Костя, тăр-ха, тăр! Тăр тетĕп-иç! Вăхăт иртет, — ывăлне вăратас тесе пĕр чарăнмасăр калаçрĕ Çемен пичче.

Лешĕн вара çывăрас килет — куçне те уçмасть. Те çĕркаç клубран час кĕмен ĕнтĕ.

— Халех-и? Çывăрас килет ман. Каймастăп паян сунара. Пĕчченех уттар-ха, — тепĕр енне çаврăнса выртрĕ вун çичĕ çулти каччă.

Ирех тăма çăмăл мар çав. Пĕр шутласан, Костя пĕчĕк ача мар-ха — яшт кăна сиксе тăмалла пек ĕнтĕ. Куçне сăтăркаласа аран-аран ăшă вырăн çинчен тăрса ашшĕ хыççăн утрĕ арçын ача.

Паян вĕсем сăвăр тытма каяççĕ. Тирĕ питĕ паха çак чĕр чунăн. Çемен пиччĕшĕн ку çĕнĕлĕх мар. Яланхиллех ирхине ирех тăрса ача сасси кăларакан чĕр чунсене хăратса çÿрет вăл. Куçĕ питĕ çивĕч вара Çемен пиччен — аякранах персе тĕл лектерет.

Ĕç-пуç яланах ăнăçлă вĕçленмест. Ун пек чухне капкăн лартать Çемен пичче. Ĕнер те лартса хăварнăччĕ, Акă паян тупăшне пăхма васкаççĕ Кольăпа ашшĕ.

— Атте, ача йĕнĕ сасă илтĕнет унта.

Инçетренех хăлхана хупласа хурасла çинçе сасă кăларать сăвăрĕ.

— Тем шавлать çав. Ыттисене хăратса пĕтерет.

Эй, Турă! Епле шел чĕрĕ чуна. Капкăнăн тимĕр пралукĕсемпе çыхланса ларнăскер питĕ хытă нăйкăшать, урисемпе ниçта кайса кĕрейми тапкалашать.

— Ну, Костя, ку тире сутсан сана валли пиншак туянăпăр, — хĕпĕртерĕ ашшĕ.

— Çын пекех йĕрет, атте, кур-ха, куçĕ те шывланнă унăн.

— Ну, кăлар капкăнран, санăн вĕт вăл, — калаçрĕ Çемен пичче.

Вăйлă аллисемпе çутă хăмăр тĕслĕ чĕр чуна тытрĕ Костя. Лешĕн хытă сехĕрленнипе чĕри кăлт-кăлт тапать. Ирĕке тухассишĕн тапăлана-тапалана вăйĕ те пĕтсе çитнĕ мĕскĕнĕн. Пулăшакан тупăнман ун тĕлне. Тек никам та хăтараяс çук ĕнтĕ. Мĕнле шанăçлă пăхать, мĕскĕнскер. Тупата, этем пекех. Хăйĕн пурнăçĕ çак çынсен аллинче пулнине туять ĕнтĕ вăл.

Çемен пиччепе Костя ирхи сунартан часах таврăнчĕç. Сиксе чĕтрекен чĕр чуна михĕрен картишне кăларса ячĕç вĕсем. Эх, енчен енне чупкалать, унта-кунта пырса йăпшăнать тыткăнри сăвăр, анчах çăлăнăçĕ курăнмасть. Рабица сеткăпа картланă хутлăхран ăçтан тухса тарăн? Йытти сиксе вĕрет. Ача пек ĕсĕклекен сăвăр ниçта кайса кĕме пĕлмест.

— Ай-яй, мĕнле хитрескер ку! — хĕпĕртесе ÿкрĕ Костя йăмăкĕ Оля, сăвăра пĕрремĕш хут хураканскер.

— Унăн тирĕ питĕ паха. Сутатпăр та мана валли пиншак туянатпăр, — мăнаçланчĕ Костя.

— Эсир мĕн! Ан ухмахланăрах. Ярăр каялла. Сăвăр та пирĕн пекех пурăнасшăн. Ана халĕ ашшĕ-амăшĕ питĕ кĕтет пуль. Уншăн пăшăрханса макăраççĕ пуль ĕнтĕ. Курăр-ха, мĕнле тĕмсĕлсе куçран пăхать вăл. Ярсамăр мана ирĕке тет пуль, анчах та калаçма пĕлмест. Ярăр ăна ирĕке, ярăр! — йĕрсех ячĕ Оля сăвăра питĕ хĕрхенсе.

Каччă тыткăнри чĕр чуна аллине илчĕ. Çак самантра ун ăшĕнче икĕ шухăш хуçаланчĕ. «Яр ирĕке, яр», — терĕ пĕри. «Çĕнĕ пиншак та кирлĕ-çке», — терĕ тепри.

— Атте, тен, çăварне чăнах та ирĕке ярар, — йăмăкĕ майлăрах пулчĕ яш.

— Эй, тата! Сире итлесе тăмалла-и-ха ман? Хамах пĕлетĕп мĕн тумаллине. Кĕрĕрех пурте, — хирĕçлеме пăхрĕ Çемен пичче.

— Атте, эс ху çапла тыткăна лексен? Пире тăлăха хăварас килет-и? — хăпма пĕлмерĕ хĕрĕ.

Çав вăхăтра таçтан муртан хура пĕлĕт шуса тухрĕ те çумăр çуса ячĕ. Ольăн та, сăвăрăн та куççуль тумламĕсем çумăрпа пĕрлешсе кайрĕç… Тыткăнри чĕр чуна шеллесе ун çумĕнче ларчĕ те ларчĕ хĕр ача. Çумăр çунине те туймарĕ тейĕн. Костьăн та чĕри тапраннă пек пулчĕ.

— Атте, мана çĕнĕ пиншак кирлĕ мар, — терĕ вăл çирĕппĕн. — Сăвăра вара ирĕке ярар.

Çемен пичче пĕрре ачисем, тепре чĕтресе ларакан чĕр чун çине сăнаса пăхрĕ те:

— Каялла кайса ярăр эппин, — терĕ. Унăн чун-чĕринче ăшă туйăм сарăлчĕ. Ачисем ырă çынсемех пулса ÿсеççĕ иккен-ха. Ара, чĕр чуна хĕрхенекен ачаран усал çын пулать-и вара…

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.