Çемен Элкер: Улăпсем


Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→


Улăпсем

(Çемен Элкер çырнинчен)

Урхамахне юрттарса
Пынă Ахрат çыр тăрăх,
Хĕвел пăхнă çуптарса,—
Çанталăкĕ пит шăрăх.
Кĕтмен çĕртен улăпа
Кăшкăрашса, ĕрлешсе
Сырнă илнĕ ушкăнпа
Хайхи тискер этемсем:
Шăмăсемпе, чулсемпе
Пенĕ ăна пур енчен,
Вăрăм сăннийĕсемпе
Вăркăнтарнă инçетрен.
Ахрат улăп шикленмен,
Карт! туртнă çеç чĕлпĕрне,
Урхамахĕ хуптĕртен
Ялт! сикейнĕ пĕр енне.
Анчах Ахрат çав-çавах
Хăтăлайман тыткăнран,
Вуншар сăнă пĕрмаях
Лекнĕ ăна тавраран.
Сăнă лекни улăпа
Хурт сăхнăн çеç туйăннă;
Ÿхĕрнĕ вăл тарăхпа,—
Çапăçмашкăн тытăннă.
Тытнă чукмарне алла,
Çĕкленĕ те çÿлелле
Сулнă унпа тавралла,
Тискер ушкăн çинелле,
Пĕрре сулса ушкăнран
Ÿкернĕ вун паттăра;
Вуннă çавăрса çапсан
ĕр çын юлман çывăхра.
Сывă юлнă паттăрсем
Тарнă хăйсен шăтăкне,
Унта патшине вĕсем
Каланă мĕн пулнине.
   
Вĕсен патши ку тĕллĕн
Тепĕр улăп пулнă-мĕн;
Пулнă вăл чи хаярри,
Паттăрсенчен паттăрри.
Акă тухнă вăл сиксе
Сăрт хысинчи шăтăкран,
Яштах тăна тÿрленсе
Ахрат улăппа пĕр тан.
Вут пек çиçен куçсемпе
Тĕлленĕ вăл Ахрата,
Алла тытнă сăннине
Силленĕ пĕр саманта.
«Эс кам?! Епле эс хăям
Ман çĕр урлă çÿреме?
Епле майпа пултаран
Ман çынсене вĕлерме?!»—
Кĕрленĕ вăл уç хирте
Аслати пек сасăпа.
Ахрат урхамахĕ те
Чĕтреннĕ ку янтравпа.
— Эпĕ улăп — ирĕк çил,—
Хальччен чикĕ мĕн — пĕлмен.
Ан пÿл! Çапăçма ан кил!
Ырă эп — ху тивмесен…
Мĕншĕн тухрăр-ха урса?!—
Тенĕ Ахрат çывхарса.
«Эп те улăп — Эсремет…
Ку çывăхра никама
Эп памастăп тавлашма!
Хальччен мана тĕнчере
Никам нимпе тĕкĕнмен;
Çапăçура, хирĕçÿре
Нимле улăп çĕнеймен.
Ан тар, тăп тăр! Акă кур
Эсĕ пирĕн хăвата…

— Э-эй, Хăямат, тăшман пур,
Тух-ха часрах, кил кунта!»—
Хыт кăшкăрнă Эсремет.
Çĕр пичĕ тăрр! кисренет.
Çак вăхăтрах çывăхран,
Шур чуллă сăрт çумĕнчи
Тĕпсĕр аслă шăтăкран
Тухать Эсремет йытти.
Тискер йыттăн кÿлепи
Çÿллĕ пулнă, çил ут пек.
Куçĕсем ун çын тÿсми
Йăлтăртатнă вут-хĕмпе:
«Вăс-си!.. çырт, турт та аркат!»—
Хистет хаяр Эсремет.
Тискер йытă — Хăямат —
Сиксе ларма хирĕнет;
Хăр-хар! тăвать, йăпшăнать,
Шăлне шатăртаттарать.
Çил урхамах хăраса
Чакать, сикет тулхăрса.
Ахрат улăп ку самант
Ухха тытса авăрлать…
Йытă тапса сикет ялт!—
Анчах кая вăл пулать.
Ухă йĕтри вăркăнса
Йытта тăрнать çамкаран,
Çамки каять çурăлса,
Ÿкет Хăямат лăштăрах.
Хаяр патша Эсремет
Шăртне ниçта хураймасть:
Кăшкăрать вăл, ÿхĕрет,
Паттăрсене йыхăрать.
Акă сывă паттăрсем
Пуçтарнаççĕ ун патне.
Анчах хăраççĕ вĕсем
Пыма Ахрат çывăхне.
Çилли тулнă Эсремет
Илет пысăк катăк чул,
Ахрат пуçне вăл тĕллет —
Вашт! сулăнать хулăн хул.
Анчах чулĕ пуçран мар,
Пырса тивет аякран…
Ахрат пĕвĕ пит капмар,
Çавах вăл чул çапăнсан
Ÿкет урхамах çинчен;
Урхамах та хыттăнах
Тайкаланса тÿремрен
Кăштах ÿкмест çырана.
*  *  *
Укнĕ Ахрат пÿ çине
Чарăнаççĕ паттăрсем,
Унăн хулăн ÿт-тирне
Тăрмаласшăн ак вĕсем.
Ахрат хăвăрт çĕкленсе
Çапăçмашкăн тытăнать;
Мăн чукмарне вĕçерсе
Улăп патне ыткăнать.
Ак пуçланчĕ çапăçу —
Хаяр, тискер кĕрешÿ:
Тавлашу-мĕн текех çук —
Пырать сассăр тĕрмешÿ.
Пĕри пысăк чукмарпа
Çапа-çапа минретет,
Тепри вăрăм сăнăпа
Чиксе тирме хирĕнет…
Юлашкинчен Эсремет
Вăйран кайса сулăнать;
Ахрат пуçран лектерет —
Хайхи ÿкет, шăп пулать…
Вил пек Эсремет ÿтне
Ывтатъ Ахрат тинĕсе,
Ун Хăямат-йыттине
Пăрахать хăй шăтăкне.
«Пулчĕ!.. Петрĕ выç тăшман,
Хăямачĕ-качкипех…
Эп мар, хăй тиврĕ малтан;
Тупрĕ ак халь кирлинех»,—

Тет те Ахрат лач! сурать,
Çил ут çине утланать.

  •   *  *

Ахрат улăп çамрăк чух
Эсреметпе вăрçнă пек
Пĕрре çеç мар — темĕн чул
Çапăçнă вăл инкекпе.
Нумай ăна çул çинче
Лекнĕ тискер паттăрсем,
Нумай пÿлнĕ ун çулне
Хăй пек пысăк улăпсем.
Хăш те пĕри тĕкĕнмен —
Ăна хăй те вăл тивмен,
Анчах кам кăшт çыхлансан
Ăна вара кун паман.
Çапăçнă вăл вутăшпа,
Тигрсемпе, Эсрелпе.
Хуть хăçан та вăрçăра
Ахрат тухнă çиеле…
Пĕрре пырать вăл инçе,
Хăмăшлă кÿл хĕррипе.
Тĕпсĕр кÿлĕ шывĕнчен
Шăвать тухать пĕр çĕлен.
Çĕлен ахаль çĕлен мар,—
Çичĕ пуçлă чĕрĕ сăрт,
Куçĕсем ун — шĕл кăвар,
Пĕтĕм тирĕ — йĕплĕ шăрт.
Пĕтĕрĕнсе, чашкăрса
Хăвать çĕлен Ахрата,
Çил урхамах чавкăнса
Вĕçет унран пур вăйпа.
Анчах Ахрат хăрамасть:
Авăрлать те уххине
Урхамахне кăшт чарать,
Унтан сăрт пек çĕлене
Хыр пĕрене-йĕтрепе
Яра парать кăкăртан —
Пуçсем шăтнă вырăнтан.
Çĕлен хыттăн çихĕрсе
Лăштăр каять çавăнтах,
Куçĕсене сÿнтерсе
Чунсăр пулать самантрах.
Тепре Ахрат, хирте чух,
Çĕр арăслан тĕл пулать,
Арăслансен тĕрек çук,—
Вăл пурне те тĕп тăвать…

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.