Петрпа Павел Апостолсене Асăнса Праçник Тунă Кун Вĕрентсе Каламалли

В. Сидоровъ


Çĕртме 29-мĕшĕ

Пĕр вăхăтра Іисус Христос Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: „Мана, Етем Ывăлне, кам вырăнне хисеплеççĕ çынсем?” тенĕ. Апостолсем каланă Ăна: „хăшĕ сана шыва кÿртекен Іоанн теççĕ, хăшĕ Илія теççĕ, хăшĕ тата Іеремія пророк вырăнне хисеплеççĕ”, тенĕ. Іисус Христос каланă вĕсене: „хăвăр есир кам тесе хисеплетĕр Мана?” тенĕ. Симон тийекен Петр каланă: „Есĕ ђĕрĕ Турă Ывăлĕ Христос”, тенĕ. Іисус Христос каланă ăна: „Іона Ывăлĕ Симон, есĕ телейлĕ! Епĕ сана кунтан малашне Петр (ђул) тесе калăп, çав ђул çине хам ђиркĕвĕме туса лартăп та, тамăк хăвађĕ çĕнтереймĕ вара ăна”, тенĕ. Тата каланă: „пуринђен малтан есĕ мана, Симон, Турă Ывăлĕ тесе каларăн, çавăнпа епĕ те сана, кунтан малашне, Симон тесе каламăп, Петр тесе ђĕнĕп, мĕшĕн тесен есĕ, Епĕ Турă Ывăлĕ иккенне пĕлсе, ђул пек тĕреклĕ ĕненсе тăратăн. Малашне Епĕ, Хама ĕненекенсен валли ђиркĕвĕме сан çине, тĕреклĕ ђул çине туса лартăп та, ăна тамăк вăйĕ кисрентереймĕ, Манăн ђиркĕвĕм те вара, Мана Турă Ывăлĕ тесе ĕненĕ, çапла ĕненни пĕтĕм тĕнђене сарăлĕ”, тенĕ. Малаллине вулас

Юрий Вирьял: Тăрна ташши

Ю. Петров-Вирьял


Вăранман-ха йăлтăр кÿлĕ,
Тул çути кăшт палăрать.
Шăплăха сирсе ир кÿлĕм
Кайăк-кĕшĕк сас парать.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Уяв Юрри

Уяв Юрри

Sijen1• Суя тĕн

Ялавăмăр — çулăм,
Ялавăмăр — вут.
Кам тарлă кунçуллă —
Тÿрех унпа ут!

Вăл çăлăнăç панă,
Вăл хывнă чăн çул.
Никамăн ылханĕ
Ăна çитес çук.

Кам пусмăрлăх, хурлăх
Кунне курнисем —
Çĕршыв, ирĕк, пурлăх
Туянчĕç вĕсем.Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Утаман

Утаман

Sijen1• Этеме турă вырăнне хуни

Ахăрать, кăтăрать тинĕс шывĕ,
Темĕнле тытăçать пĕрмаях.
Инçетре…
Инçетре…
Ах, мĕн-ши вăл?
Те — телейлĕ хĕвел, те — маяк?

Инçетре…
Инçетре…
Ах, мĕскер вăл?
Ах, мĕскер вутланать тинĕсре?
Нимĕн те мар ăна хум кисревĕ,
Сÿнтереймĕ ăна нимĕскер…

Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Улăхра

Улăхра

Sijen1• Суя тĕн
• Этеме турă вырăнне хуни

Куçăмсен умĕнче аслă улăх
Атăл евĕр сиксе ыткăнать.
Улăх, улăх!
Мĕн чул санăн пурлăх,
Мĕн чул ырлăх сана пăхăнать!

Улăх, улăх!
Хитре эс, ятуллă,
Ешĕл тум сан — савнин улани.
Ахаль мар
Çав тери юратуллă
Сан çине куç хывать
Ял ачи.Малаллине вулас

Абай Кунанбаев: Килес Ăрусене

Абай Кунанбаев

Абай Кунанбаев — поэт, музыкант, вĕрентÿçĕ. Казахла литературăна пуçласа яраканĕ, казах культурине Европа çитĕнĕвĕсемпе паллаштарса пуянлатмашкăн нумай вăй хунă… Тĕплĕнрех→


Кунанбай Ывалĕ Абай

Килес Ăрусене

Çĕршывăм, эс-им маншăн вилтăпри?
Поэт çĕрминĕнче çеç канăç туптăр-и?
Юратăва сÿнтернĕ курайманлăх
Поэт чунне текех ан шăнттăр-и?
Малаллине вулас