Г. Федоров
Çу Çитрĕ
Тÿпеми пулмалăх тулчĕ
Çырмана сĕт пек тĕтре.
Нÿрĕк сыпрĕ курăк-çулçă
Ăмсанса ăна хитрен.
Улăха утсем анайрĕç
Симĕс курăк çимине,
Шурă тĕтрене сăнарĕç
Пухăнса пĕр тĕмене.
Кĕрсе кайрĕç те таптарĕç,
Ах, ăна тăват уран.
Тăскаларĕç ярăм-ярăм
Аната çити туран.