Джек Лондон: Шурă Асав Шăл


Алексей Леонтьев куçарăвĕ [rf]


Jack London

White Fang


Роман

Пĕрремĕш Пай

Пĕрремĕш сыпăк

Тупăш хыççăн

Пăрпа витĕннĕ юхан шывăн икĕ çыранĕ хĕррипе чăрăш вăрманĕ тăсăлать, ‒ тĕттĕм, сивлек. Тин çеç алхасса иртнĕ çил пасарнă йывăçсен шурă пĕркенчĕкне сирсе ывăтрĕ те ‒ халĕ вĕсем хуп-хура, тискер, çывхарса килекен ĕнтрĕкре пĕр-пĕрин çумнелле тайăлнă. Йĕри-тавра тарăн шăплăх хуçаланать. Пĕтĕм çак хутлăх пурнăç паллисĕр, хусканусăр, пуш-пушă та сивĕ, ун çийĕн капланнă чĕме хурлăх чĕмĕ теме те йывăр. Кулă, анчах хурлăхран та хăрушăрах кулă илтĕнет кунта, ‒ Сфинкс куллилле савăнăçсăрскер, хăйĕн чунсăрлăхĕпе шартлама сивĕ пек кулă. Авалхи çак ăслăх-тăнлăх ‒ хуçалла, тĕнче çийĕн çĕкленнĕскер ‒ пурнăç харамлăхне, кĕрешÿ харамлăхне курнăран кулать. Тата ку ‒ çын пурăнман вырăн, чĕри таранчченех шăнса хытнă тискер Çурçĕр хутлăхĕ.

Çапах та унта чĕрĕскер темĕн куçать, вăл çын çуклăха хирĕç хатăрланать. Шăннă юхан шыв варрипе çÿрев йытăсен кÿлĕмĕ пырать. Вĕсен тăлпаланчăк çăмĕ сивĕре пасарсах ларнă, сывлавĕ сывлăшра хытса ларнă та тирĕ çинче пайăрланать тейĕн. Йытăсене чĕн хăюсемпе кÿлнĕ, тир вĕренсем кÿлĕмрен тăсăлса хыçалта шуса пыракан çунаран кăкарăннă. Çуна ‒ тупанĕсĕр, ун вырăнне хулăн хурăн хуппи, çавăнпа çуна талккăшпех юр çинче. Çуна пуçĕ çÿлелле авăнчăк ‒ хут чĕрки пек, капла çул çинчи çемçе юр хумĕсене пусарма меллĕ. Çуна çинче тĕплĕн çирĕплетнĕ ансăр, тăрăхла ешчĕк ларать. Унта ытти япала та пур: тумтир, пуртă, кофе савч, çатма; анчах куçа чи малтанах тăрăнаканни ‒ çунан пысăк пайне йышăнакан ансăр, тăрăхла ешчĕк.

Йытăсен умĕнче сарлака йĕлтĕрлĕ çын аран-аран утса пырать. Çуна хыçĕнче ‒ иккĕмĕшĕ. Çуна çинче, ешчĕкре, виççĕмĕшĕ выртать, уншăн çĕр çинчи ĕçсем вĕçленнĕ ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Çурçĕрĕн çын çуклăх хутлăхĕ ăна хуçнă та çĕнтернĕ, çавăнпа та вăл урăх хускалаймасть те, кĕрешеймест те. Çурçĕрĕн çынсăр хутлăхĕ хусканăва юратмасть. Вăл пурнăçа тапăнать, мĕншĕн тесен пурнăç ‒ хускану, куçăм, Çурçĕр çын çуклăхĕ вара мĕн хускалакана-куçакана чарса лартма ăнтăлать. Тинĕс еннелле чупăвне чарма вăл юхан шыва шăнтать; вăл йывăçран сĕткенне ĕме-ĕме кăларать, вара унăн хăватлă чĕри шартламара шăнса кÿтет; анчах Çурçĕр çын çуклăхĕ этемĕн çине тăраслăхне уйрăмах тилĕрсе те хаяррăн аркатать, мĕншĕн тесен этем ‒ çут тĕнчери чи пăлхавлă чĕрĕ чун, мĕншĕн тесен этем Çурçĕр çын çуклăхĕн кăмăлне хирĕç пăлхав çĕклет, çак кăмăлăн тĕп тĕллевĕ вара ‒ юлашкинчен кирек мĕнле хусканăва-куçăма чарса лартасси.

Çапах та çуна умĕнче тата хыçĕнче пурнăçран хальлĕхе уйрăлман, никама пăхăнман харсăр икĕ çын пырать. Вĕсен тумтирне лайăх тунă çемçе тир-мамăкран çĕленĕ. Куç хупанкисем, пит çăмартисем, тутисем вĕсен сывлăшра хытакан сывлăма пула пăрлансах ларнă тейĕн, пăр сийĕ айĕнче пит-куçĕ курăнмасть. Çакă вĕсене темĕнлерех мĕлке маски сĕмĕпе витет тейĕн, вĕсем леш тĕнчерен килнĕ виле шăтăкĕ чавуçăсем, мĕлкесене пытаракансем евĕр. Анчах ку мĕлке маскисем мар; вĕсем ‒ хурлăхпа мăшкăл-кулă, шăплăх çĕр-шывне килсе лекнĕ çынсем, хăйсен мĕскĕн мĕн пур вăйне чăрсăр шухăш-тĕллеве хывнă, çут тĕнче хăвачĕпе кĕрешсе пăхма йÿтĕмленĕ харсăрсем; анчах çак тĕнче вĕсемшĕн космосăн вĕçĕ-хĕррисĕр анлă уçлăхĕ пекех инçе, пуш-пушă тата ют.

Утмашкăн сывлавне перекетлесе вĕсем чĕнмесĕр пыраççĕ. Хыпашлама май пур пек шăплăх вĕсене пур енчен те хуптĕрленĕ. Шăплăх вĕсен ăс-тăнне пăвать, ‒ шыв айĕнче çÿрекен çын ÿтне тарăн çĕрти шыв çапла пусарать. Вăл хăйĕн саккунĕн чикĕсĕрлĕхĕпе тата çирĕплĕхĕпе пусмăрлать. Вăл вĕсен ăнĕн чи-чи вăрттăн кĕтесĕсене çитеет, юри тунилĕхе, суйнине, этем чунне тивĕçлĕ ытлашши пысăк харкам хаклава хĕстере-хĕстере кăларать, ‒ çаксем иçĕм çырли сĕткенĕ тейĕн, унтан вĕсен шухăшĕсене çапа-çапа кĕртет: вĕсем вилмелли ниме тăман чĕрĕ чунсем, тусан пĕрчисем, шăна-ÿпре кăна, çавăнпа та тĕлли-паллисĕр çулпа сĕнкĕлтетеççĕ, çут çанталăкăн суккăр вăйĕсен вăййисене асăрхамаççĕ.

Пĕр сехет иртрĕ, тепре, кĕске кунăн тĕксĕм-кичем, шуранка çути сÿнме пуçланă авăкра йĕри-тавралăхри шăплăха аякран вăйсăр улав çурса саланчĕ. Улав çÿлелле ăнтăлса çĕкленчĕ те чи çÿллĕ çемме-ĕнĕреве çитрĕ, унта тытăнса тăчĕ, чĕтрет, ‒ вăйăмне чакармасть-ха, унтан майĕпен-майĕпен тамалчĕ. Унра сивлек тилĕрÿпе выçлăх хаярлăхĕ илтĕнмеççĕ тĕк ‒ çак сасса такамăн пĕтнĕ чунĕн ĕсĕклевĕ вырăнне йышăнма пулатчĕ-тĕр.

Малта пыракан çын çаврăнса пăхрĕ, çуна хыçĕнче суллана-суллана утакан юлташĕн куçĕсене курчĕ те вĕсем пĕр-пĕрне пуç сĕлтсе илчĕç. Çав самантрах шăплăхра улавăн тепĕр юхăмĕ йĕппе тирнĕн сапаланчĕ. Çÿревçĕсем чарăнсах тăнлаççĕ, сасă ăçтан килнине палăртасшăн. Улав вĕсем тин çеç хыçала хăварнă юр пуш хирĕнчен килет.

Кĕçех хуравласа тепĕр улав илтĕнсе кайрĕ, вăл та таçтан хыçалтанах, анчах кăшт сулахаярах.

‒ Билл, ара, вĕсем пире хăвалаççĕ-çке, ‒ терĕ малта пыраканни. Сасси унăн хăрăлтатса тухать, яланхинчен урăхларах, калаçасса та вăл ‒ йывăррăн, хăйне хистесе.

‒ Вĕсем валли тупăш сахал, ‒ хуравларĕ юлташĕ. ‒ Темиçе кун ĕнтĕ мулкач йĕрне пачах та курмастăп.

Çÿревçĕсем шăпланчĕç, улава тимлĕн тăнлаççĕ, вăл вĕсен хыçĕнче самантсерен тенĕ пек илтĕнет.

Тĕттĕмленсен вĕсем йыттисене шыв хĕрринчи чăрăшсем еннелле пăрчĕç, кĕçех канса вăй пухма чарăнчĕç. Çуна çинчен илсе лартнă тупăк вĕсемшĕн сĕтел те, сак та. Кăвайт тепĕр енче пĕр çĕре пухăннă, чышăнакан йытăсем хăрлатаççĕ те тулашаççĕ, тĕттĕмелле тарса кайма нихăшĕн те кăштах та кăмăл çук.

‒ Тем… вĕсем кăвайт çумнелле ытлашши хытă тĕршĕнеççĕ пек, ‒ терĕ Билл.

Кăвар çине пăр татăкĕллĕ кофе савтне лартмашкăн кăвайт умне кукленнĕ Генри пуçне сĕлтрĕ, анчах чĕнмест. Вăл тупăк çине вырнаçсан, апат çиме пуçласан тин калаçма пуçларĕ.

‒ Хăйсен тирне сыхлаççĕ. Вĕсене кунта тăрантарнине пĕлеççĕ, унта вара хăйсем кам валли те пулин апата каяççĕ. Йытăсене улталаймастăн.

Билл пуçне пăркаларĕ:

‒ Кам пĕлет вĕсене!

Юлташĕ ун çине кăсăкланупа тĕмсĕлчĕ:

‒ Эсĕ вĕсен ăсĕ тĕлĕшпе иккĕленнине пĕрремĕш хут илтетĕп.

‒ Генри, ‒ терĕ Билл нимĕç пăрçине васкамасăр чăмланă май, ‒ эпĕ вĕсене тăрантарнă чухне йытăсем тулашнине асăрхамарăн-и?

‒ Чăнах та, яланхинчен ытларах тĕрткелешрĕç, ‒ çирĕплетрĕ Генри.

‒ Генри, пирĕн миçе йытă?

‒ Улттă.

‒ Акă мĕн… ‒ Билл хăйĕн сăмахĕсен пĕлтерĕшне ÿстерес йÿтĕмпе тăхтаса тăчĕ. ‒ Эпĕ те пирĕн ултă йытă тетĕп. Эпĕ михĕрен ултă пулă кăлартăм, кашни йытта пĕрер пулă патăм. Пĕрин валли çитмерĕ, Генри.

‒ Эппин, йăнăш шутларăн.

‒ Пирĕн ултă йытă, ‒ сÿрĕккĕн чĕнчĕ Билл. ‒ Эпĕ ултă пулă кăлартăм. Хăрах хăлхалли валли пулă çитмерĕ. Манăн михĕрен тепĕр пулă илме тиврĕ.

‒ Пирĕн ултă йытă кăна, ‒ хăйĕннех çирĕплетрĕ Генри.

‒ Генри, эпĕ вĕсенчен пурте йытă тесе каламастăп, анчах пулă çиччĕшне те çитрĕ.

Генри чăмлама чарăнчĕ, кăвайт урлă йытăсем çине пăхрĕ те вĕсене тепĕр хут шутласа тухрĕ.

‒ Халĕ унта улттă çеç, ‒ терĕ вăл.

‒ Çиччĕмĕшĕ тарчĕ, курса ĕлкĕртĕм, ‒ лăпкă хистевлĕхпе хуравларĕ Билл. ‒ Вĕсем çиччĕнччĕ.

Генри ăна шеллевпе тĕсерĕ те хушса хучĕ:

‒ Пирĕн санпа кирлĕ çĕре хăвăртрах çитесчĕ те…

‒ Çакна еплерех ăнланмалла?

‒ Ак çапла. Эпир турттараса каякан çак тиеве пула эсĕ ху пек те мар, акă мĕншĕн сана турă пĕлес темĕскер сĕмленет.

‒ Эпĕ кун пирки шухăшларăм ĕнтĕ, ‒ чăнласах хуравларĕ Билл. ‒ Вăл чупса кайсан тÿрех юр çине пăхса илтĕм те ‒ йĕр куратăп; кайран йытăсене шутларăм ‒ вĕсем улттăнччĕ. Йĕр вара ‒ акă вăл. Пăхса илес килет-и? Кайрăмăр ‒ кăтартатăп.

Генри ăна нимĕн те хуравламарĕ, чĕнмесĕр малалла чăмлать. Пăрçине çисе ярсан вĕри кофе ĕçрĕ, çăварне аллипе сăтăрчĕ те шухăшлăн евитлерĕ:

‒ Сан шухăшупа, эппин, ку…

Тунсăхлă вăрăм улав ăна каласа пĕтерме памарĕ. Генри халĕ чĕнмесĕр тăнлать, унтан хыçалалла, тĕттĕмелле пÿрнипе тĕллесе пуçланă сăмахне вĕçлерĕ:

‒ …хăна ав çавăнта-и?

Билл пуçне сĕлтрĕ.

‒ Хăть мĕнле пăркалансан та урăх нимĕн те шухăшласа кăлараймастăн. Йытăсем мĕнлерех тулашнине эсĕ ху та куртăн-çке.

Тăсăмлă улав тăтăшрах та тăтăшрах илтĕнет, инçетрен хуравласа ÿлеççĕ, ‒ шăплăх чăн-чăн тамăка çаврăнчĕ. Улав пур енчен те киле-киле çапать, çавăнпа та йытăсем хăранăран кăвайт çумнерех пĕр ушкăна пуçтарăнчĕç, çулăм вĕсен çăмне ĕнтменни кăна.

[Малаллине хальлĕхе илме çук]

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.