VulaCv WordPress платформинче тухма пуçланнăранпа виçĕ çул тулчĕ. Çак хушăра “Вула чăвашла” вулаттаракан сайт нумай текстсемпе, уйрăмах прозăпа тулчĕ.
Тĕнпе килĕшÿллĕ пурăнакансемшĕн Турă хавхипе çырнă кĕнекесене чăвашла тупса вулассине чылай çăмăллăх кÿтĕмĕр. Тинех, Библин пур кĕнеки те сайтра пур.
Литература произведенийĕсене кĕртнĕ чухне те, вĕсене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сиенлĕх енчен чи пĕчĕк, курттăм виçепе те пулин хаклатпăр, вулавçăна патшалăх шкулĕ вĕрентнĕ пек мар, хăйĕн куçĕпе курса хаклама чĕнетпĕр.