Çумăр хыççăн вăрманта


М. Ахманэ


Çинçе ураллă çумăр тĕпĕр-тепĕр,
Тиха пек,
Вăрманта тĕпĕртетет.
Çăвар тулли шыв сыпнă хырлăх шăпăрт.
Ав çĕмĕрт çеç,
Çÿçеннĕскер, чĕтрет.
Хыр лăссисем çинче йăлтăртатаççĕ
Хăлха çакки пек шыв тумламĕсем.
Ăна татса илесшĕн тăрмашаççĕ
Аллисене тăсса
Шур чечексем.
Тураттине çунат пек сарчĕ чăрăш —
Кăркка ами пек ларчĕ хутланса.
Пусарăм чĕпписем пек,
Ушкăн кăрăç
Ун хÿттине вырнаçрĕ хуçланса.

Çĕкленчĕ шуçăм.
Шарламасăр
Вăл уçрĕ ылтăн алăкне.
Тĕтре, упа пек, васкамасăр
Упаленет ту хушăкне.
Хумсем çинчи хĕвел хĕлхемĕ
Куçа тартас пек ялтăрать.
Курпун йăмра ав,
Пулăç тейĕн,
Чĕркуççи таран шывра тăрать.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.