Сыв Пул, Хула!..
Кунта тĕнче! Тĕнчен хум-шавĕ.
Кунта автобус — урхамах!
Хĕрлĕ хĕвел пек хĕвелçаврăш
Кунта никам та курманах.
Кунта этемĕн ăрăскалĕ,
Этем кунта çех çын пулать.
Унпа — хир ывăль чун хавалĕ
Сана юратрĕ те, хула!..
Сыв пул, сыв пул! Эпир ак хатĕр —
Чĕнет пире тăван уй-хир.
Ăçтан халь курăпăр пархатăр,
Лăпланмасан хресчен хуйхи?
Хресчен кĕтет, кĕтет тахçан вăл
Хĕрсе туптаннă ывăлне.
Юрламалла ялта халь çамрăк
Хула хум-шавĕн калавне.
Пĕр ĕмĕт, пĕр сăмах паян кун
Çÿрет тек пирĕн патăрта:
«Епле аван — ялти тальянка
Сасса килсессĕн тракторпа!»
1928