Чăвашсен тĕнĕ-ĕненĕвĕ


Н. Иванова & В. Никитин-Станьял


Sijen1• Суя тĕн

• Спекуляци

Тĕн ĕненĕвĕ — халăх ăс-тăнĕпе ăнкарулăхĕн паллă енĕ. Вăл этемрен хăйĕнчен килмен хăватсене шаннипе-хăранипе çыхăннă. Чăваш сартăшĕ çут тĕнчепе çут çанталăка тытса тăракан аслă вăйсене хисеплеме ыйтать. Ытти тĕнсем пекех вал виçĕ пысăк пайран тăрать: тĕнче тытăмĕ çинчен вĕрентни (мифологи), ăрăмлă йăла (магилле ĕç-пуç), ĕненÿ туйăмĕ. Чăваш тĕнĕн философийĕ идеализмпа та, реализмпа та тачă çыхăннă. Философи вĕрентĕвĕнчен вăл киреметре туса ирттерекен йăла йĕркипе кăна уйрăлса тăрать, ытти йăлтах — пурнăçран илнĕ чăнлăх. Тен, киреметре выльăх пусса халăхпа пĕрле апатланнă (пĕрлĕх апачĕ) ăрăмлăхĕнчен ытларах выçă-тутă пурăнакан, халран кайнă çынсене вăй пама тунă йăла-тăр! Пĕрлĕх… Пуян-и, чухăн-и çынни, вайсăр-и, халсăр-и е улăп пек паттăр, ялтан-и, хуларан-и е тăван-хурăнташлăхăн аякран килнĕ тăхăмĕ кăна — пĕрлĕх апачĕ пурне те асатте-кукаçейсен ватă юманĕ тавра пухма пултарнă. Ача-пăча та, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм те пĕрлĕх апатне хутшăннă. Ĕрет-нĕсеплĕх, тăванлăх, йăхташлăх тытăмĕсене йĕркелесе пырас енĕпе чăваш сартăшĕн пĕлтерĕшĕ паян та пысăк. Ваттисем вĕрентсе калани, çирĕпленнĕ йĕркесем, çĕр е вăрман ĕçĕн черетленĕвĕ — йăлтах ĕненÿпе çыхăнса, пăрăнми пурнăçламалли йăла пулса пынă. Чăваш тенĕн çынна айăплас, хĕстерсе, чуралатас енĕ çук. Вăл «çĕнĕ йĕрке тумалла мар» тесе каламасть. «Çĕнĕ йĕрке кăлармастра?»—тесе ыйтни вара çĕнĕ йĕрке пур пулсан пире те паллаштарăр тениех ĕнтĕ. Тĕн вĕрентни чăн пурнăçри ăслав пĕлĕвĕпе тĕл килменни шкулта вĕреннĕ кирек хăш çынна та паллă. «Тĕн вăл — халăха минретекен наркăмăш, ăславпа тĕн тăнăçма пултараймаççĕ»,— тет идеализмпа кĕрешекен материализм. Çав хушăрах чаплă ăславçă-тĕпчевçĕсем, ÿнерçĕ-ăстасем турра ĕненеççĕ. Мĕншĕн? Ахăртнех, кунта пĕлÿ мар, чун-чĕре хусканăвĕ, йывăр чухне йăпанăç тупма тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Инкек, йывăр чир, сирĕлми хурлăх этем чунне çапса ан хуçтăр тесен унăн çăлăнăç, шанчăк пуррине ĕненмеллех. Унсăрăн этем асап чăтса пурăнас çук, йывăр самант килсенех ку тĕнчерен пăрахса тармалла. Анчах пурнăçра апла мар. Кун килессе пĕлетпĕр, çавăнпа тĕттĕм çĕрсене чăтса ирттеретпĕр… Хăçан та пулсан вилессе пĕлетпĕр пулсан та амансан-чирлесен сывалас тесе тăрăшатпăр. Çакă вăл пурнăçăн чи хаклă енĕ. Вăл ĕненÿ çинче тăрать.

Тĕн çынсен танлăхĕ, тăванлăхĕ, ыр кăмăллăхĕ, çынлăхĕ, юратăвĕ çинчен ытарлă калать. Чăннипе çакă тĕн çуратса ÿстернĕ пурлăх мар, вăл унпа хăйне майлă усă курать кăна. Танмарлăхпа пусмăр пур çĕрте тĕн ку тĕнчери ĕçсем çинчен леш тĕнчери пек туса шухăшлама вĕрентнĕ. Асапланакансемпе нуша куракансем кирек хăçан та пулĕç, çавăнпа тĕн ĕненĕвĕ пĕтмест. Этеме чун йăпанăçĕ кирлех. Пĕри ăна ĕçкĕ-çикĕре, тепри савăшура, виççĕмĕшĕ ĕçре е кил-йышра тупать. Каярах çуралнă тĕнсем пуянсен кăмăлне çĕкленĕ, чухăнсен ăсне йăпатса пынă. Этем чунĕнчи ĕненÿ-шанчăк туйăмне ярса илсе чиркÿ-мечĕт таврашĕ тепĕр чухне виçерен тухса кайнă, ылтăнпа кĕмĕл айĕнче иртĕхме тытăннă. Чăваш сартăшĕ пурлăх хапсăнăвĕнчен аякра тăрать. Çакă вăл питех те авалхи тĕн пулнине кăтартать. Керемсене тĕппипе пĕтерсен те вăл сÿнсе ларман. Христиансен чиркĕвĕсене, мăсăльмансен мечĕтĕсене, иудейсен синагогисене хупсан тĕнне тытса пыраканĕсем сапаланса пĕтнĕ. Чăваш сартăшне çичĕ ĕмĕр таптаса тăнă. Апла пулин те вăл халĕ те упранать. Çакна халăх ăслăлăх шайĕнчен кая юлнипе ăнлантарни йăнăш. Халăхра ĕмĕртен пыракан ăнлавсем, сăнавсем, çирĕпленнĕ йăласем пур. Вĕсем пурнăçа йĕркелесе пыма кирлĕ.

Халăхăн çирĕпленнĕ ырă йăлисене пĕтерсе хуни сиенлĕ пулчĕ. Çут çанталăка, чĕр чунсене, ватă çынсене хисеплеменни пурнăçа юхăнтарса хăварчĕ.

Сартăш çынсен шанчăкне, пурнăçри хастарлăхне çĕклет.

Пурне те — вăл шутра хĕрарăмпа ар çынна, ачапа ват çынна, халăхпа халăха, тĕнпе тĕне тан, кÿршĕллĕ, чыслă тесе вĕрентет. Ăславпа тĕн тавлашăвĕ ĕмĕрĕпех пулнă, малашне те пулĕ. Пĕри ăс-тăн тÿпине хăварасшăн, тепри чун-чĕре тарăнлăхне тасатасшăн. Анчах пĕри тепринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Тĕн вăл чунри фантастика пекех. Юмах тĕнчине мĕншĕн юрататпăр-ха эпир? Çавăн пекех тĕн вĕрентĕвне те йышăнатпăр. Çакă — этем пурнăçĕн кăткăслăхĕ. Тен, илемĕ те, йăпанăçĕ те. Тĕн вĕрентĕвĕ — ăс-хакăл пуянлăхĕ, шахвăртуллă илемĕ, авалхи тĕнче курăмпа философи никĕсĕ. Танмарлăх вăйĕсем, хапсăнупа тискерлĕх чăваш сартăшне пĕтереймен. Чăваш тĕнĕ чăваш халăхĕпе пĕрле кăна пĕтет. Пирĕн талай, тĕнче курăм, политикăпа право, эстетикăпа мораль, наукăпа философи, хуçалăхпа администраци, вĕрентÿпе çар ĕçĕ — йăлтах халăх ĕненĕвĕпе, сартăш вĕрентĕвĕн тăватă саврăшĕпе çыхăннă.

Сартăшăн пĕрремĕш саврăшĕ — çутă тĕнчери чĕрĕлĕх. Чĕрĕлĕх шутне выльăх-чĕрлĕх, чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕк кĕрет. Чун хăтлăхĕ çакăнта.

Иккĕмĕш саврăш — чĕрĕлĕх сăпки — таса тавралăх, уй-хирпе улăх-çаран, вăрманпа çырма-çатра, шыв-шурлă çăл куçсем, ÿсен-тăранпа апат-çимĕç. Çĕр сывлăхĕ çакăнта.

Сартăшăн виççĕмĕш саврăшĕ — çутă çанталăк. Тĕнче уçлăхĕпе çăлтăрсем, пĕлĕтпе тÿпе, хĕвелпе аслати, вутпа çулăм, çилпе тăвăл, шывпа хум, пăспа тĕтĕм. Тĕнче тулăхĕ çут çанталăк тасалăхĕсĕр пулмасть.

Сартăшăн тăваттăмĕш саврăшĕ — хура халăх ырлăхĕ. Тăван-хурăнташ пĕрлĕхĕ, пурнăç паракан ĕç-пуç, ватта- вĕтте упраслăх, ытлăх-çитлĕх пурлăхĕ. Этем ырлăхĕ халăх телейĕпе çыхăннă.

Сартăш тĕнĕн малалла ăнтăлма хистекен енĕ вăйлă. Христос тĕнĕнче çынна леш тĕнчери тамăка асра тыттараççĕ. Сартăш вара ку тĕнчери ĕçпе çыхăннă. Леш тĕнчере те чăваш ĕçпе-шухăшпа пурăнать. Çавăнпа ăна ĕç хатĕрĕсем, ĕçме-çиме парса янă. Çулсерен асăнса апат-çимĕç тăкаççĕ. Ахăртнех, сартăш — чи авалхи, этем çут çанталăкран уйрăлма ĕлкĕричченех йĕркеленнĕ тĕн. Ăна ансат йăлаллă пĕрлĕх (первобытная община) çуратнă ĕненÿ тесе калама май пур. Ăс-тăнпа хутшăнусем кăткăсланнă майăн ĕненÿ мелĕсем улшăннă, япаласен ăрăмлă вăйĕсем урасемпе хаярсем пулса тăнă. Ÿт-тир, алăри ĕç çинчен кăна мар, ăс-хакăл, чун, ĕмĕт çинчен шухăшласа этем тĕнче уçлăхĕпе хăйĕн чун-чĕрин хăватне çыхăнтарма пуçланă. Хура халăх пурнăçĕнчи тан мар йĕрке ырăсемпе хаярсен ретне куçса кĕнĕ: аслисем, кĕçĕннисем, пăхăнтараканĕсем, пăхăнса пурăнаканĕсем пулса кайнă.

Пилсем, кĕлĕсем, чÿк сăмахĕсем якалса пынă, çапах та унта чуралăх кĕввисем вăй илеймен. Çырулăхпа пĕрле «чăваш кĕнеки» йĕркеленнĕ. Ăна «хĕрлĕ ĕне» çулĕнче тăшман çунтарса яман пулсан сартăш тĕнĕн библийĕ, коранĕ, талмучĕ— кĕнеке (хĕвеле-куна сăнанипе çыхăннă çырав пуххи) тăрăх хамăр халăх кун-çулне, ĕç тăрăмне (историне) вуласа пĕлнĕ пулăттăмăр. Сартăш кĕнеки, керемĕ (храмĕ), сĕрепĕ (тĕн шкулĕ) халăх асĕнче çичĕ ĕмĕр упранса тăнă хыççăн кăна хут çине тепĕр хут ÿкерĕнме пултарчĕ.

Сĕреп шкулĕн вĕрентĕвĕ хаваслăх, тасалăх, ĕçченлĕх çинче никĕсленсе тăнă. Пурнăçăн нумай енлĕ пулăмĕсене пĕр-пĕринпе килĕшÿ тупма хăнăхтарасси сĕреплĕх никĕсĕ шутланнă. Сĕреп шкулĕн ертÿçи — эптер, ăна пулăшаканĕсем—8 мăчавăр. Пилсемпе чÿк сăмахĕсене апăспа сăрманчă вĕрентнĕ.

Çÿлти ырăсем çинчен вĕрентнинче кирек хăçан та çут тĕнче çинчен калани пĕрремĕш вырăнта тăрать. Вăл вĕрентÿ тĕн халапĕсем (мифсем) çинче йĕркеленнĕ теме май пур, анчах та сартăш вĕрентĕвĕ халаплăхран чылай маларах куçнă. Этем ăс-хакăлĕ аталанса пынăçемĕн ĕненÿ вĕрентĕвĕ пуянланнă, ăслăлăх ăнлантарнипе килĕшÿллĕ пулса пынă. Ку енĕпе сартăш — уçă вĕрентÿ, вăл хытса ларнă догмăсемпе пурăнмасть. Çын çут çанталăк хăватне ăнкарса пынă чухне ырăсен витĕмĕ вăйланать, хаярсем лăпланаççĕ. ХХ ĕмĕрти тĕн вĕрентĕвне пăхсан чăваш ыррисем (вăл шутра туррисем те) православири, буддизмри, исламри уйрăм çын сăнарлă мар. Чăваш туррисем, ыррисем, хаярĕсем — абстрактлă, символлă, сăн-сăпатне пайрăммăн кăтартман хăватсем. Вĕсем уйрăм вырăн, йывăç-курăк, шыв-шур, вут-кăвар мар. Уйрăм çын, выльăх-чĕрлĕх турă, ырă, хаяр пулма пултараймасть. Вĕсен пурин те çак тĕнчере хăйсен упранĕсем, сыхчисем, кÿркĕçĕсем пур. Вĕсен малашлăхĕ — çут çанталăк ытамĕнче, унпа килĕштерсе, ăнланса упранса пурăннинче.

Ăрăмçăсенчен чи пултаруллине кăна хăй ĕçне вĕрентсе хăварнă сартăш тĕнне упракан мамале. Хăй тĕпчекне вăл çул тăрăх та, тăван-хурăнташлăх тăрăх та суйласа илмен — çамрăк ăрăмçах (тепĕр чухне унăн апăс, эптер, элмен ячĕ пулмасса та пултарнă) мамале ятне тивĕçме, аслă кĕлĕсемпе чÿклемесене уçма ирĕк илнĕ. Чăваш туррисен, ыр-хаяресен пайăр ятлă ик çĕр хăват пурри паллă. Вĕсен ячĕсене К. В. Иванов, Я. Г. Ухсай, П. П. Хусанкай, Ф. Е. Уяр, В. О. Ахун, В. И. Энтип, Г. Ф. Юмарт тата ытти çыравçăсем пайăн-пайăн асăнса хăварнă. 1990 çулта тĕпчевçĕсем чăваш ыррисемпе туррисен пайăр ячĕсене туллинрех çырса кăтартма пуçланă. Унччен сартăш туррисен ячĕсене уççăн калани йăла йĕркине пăснине, хăватсене хисепе хуманнине пĕлтернĕ.

Пилсем, кĕлĕсемпе чÿк сăмахĕсем, чĕлхесемпе йăлмаксем ăрăмçă-апăс, мăчавăр, сăрманчă, юмăçă вăрттăнлăхĕ шутланнă. Ахальтен мар вĕсене васкавлă, сыпăнтарса, пĕр сывлăш çаврăмĕпе каланă. Çапах та сартăш вĕрентĕвĕнче чĕлхесене, пупсемпе калмаксене, чунсене вĕрентесси хисепре тăнă. Кашни çамрăках пуç тай, юрă, сăвап сăмахĕсене пĕлмелле; авланнă-мăшăрланнă çын пил, чÿк, им-юм йăлине тытмалла пулнă.

Сартăш вĕрентĕвĕн пысăк пайĕ — кĕлĕсемпе чунсен йĕркипе мешехи. Керемсемпе киреметсем çинчен вĕрентни, киреметре тăвакан ĕçсен йĕрки, уявĕсен пĕлтерĕшĕ ХХ ĕмĕрччен питех те сапаланса кайнă. Тăтăшах ыррине усаллине, килĕшÿллине юрăхсăррипе ылмаштарнă. Эсремете киремет вырăнне хунă, им-юмлăха тухатмăшпа хутăштарнă, таса ăнлава нĕрсĕре кăларнă, тĕшмĕшпе пăтратнă.

Пурнăçа мĕнле курасси чăваш сартăшĕнче пĕр пек мар. Кашниех хăй мĕнле лару-тăрура пулнине кура йăла-йĕркен хăйне юрăхлă мелне йышăнать. Халăх ĕçне хастар хутшăнма, хĕрарăмпа ар çынна тан курма, ытти халăх е тĕн çыннисенчен юлмасăр ĕçлеме чĕнет сартăш. Манахла пĕчченлĕх сартăшра ырă шутланмасть. Пĕрлĕх, тăванлăх, ниме вĕрентĕвĕ пĕччен пурăннине сивлет.

Сартăш ама ырăсене, хĕрарăма пысăка хурать. Чăваш арăмĕ халăхри ĕçре те, килти хуçалăхра та, тĕнпе вăйă йăлинче те ар çынпа танах. Патшалăх ĕçĕнчи вырăнĕ унăн нихăш халăхăннинчен витĕмлĕ; чăваш арăмĕсем çар пуçĕсем пулни паллă. Чăваш арăмĕн уяври тумĕ — çар çыннин тумĕ.

Чăваш арĕсен тумĕ — ĕçри, уяври, çарти — кăшт-кашт çеç упранса юлнă. Тимĕр тытма чарнă хыççăн, халăха йăлтах касса тухнă вăхăтра, чăваш ар çынĕн халăх хушшинчи вырăнĕ пĕтсе ларнă. Ку вăл сĕм авалхи пулăм мар. ХVШ—XIX ĕмĕрте çамрăк ачасем ватă хĕрсене «качча илни»—сÿнме пуçланă йăха аталантарассипе тÿррĕн çыхăннă пулăм. Тĕн йĕрки çакна та — вăхăтне кура—кирлĕ тесе вĕрентме пултарнă. Çав вăхăтрах сывлăх çирĕплĕхне упрас тĕллевпе сакăр сыпăк таран тăвансене пĕрлешме ирĕк паман, ютран мăшăр тупнине ырланă. Килĕшÿпе мăшăр тупма май килмен чухне «хĕр вăрласси» сарăлнă. Йăхпа йăх хĕр памасăр тăрас йăла Çĕпĕрти, кăнтăрти, Ĕренпурти чăвашсем хушшинче халĕ те пур.

Сартăш уявĕсем вăхăт çаврăмĕпе, çулталăк ĕçĕсемпе тачă çыхăннă. Çулталăкри кашни уйăхăн, эрнен, кунăн — хăйĕн картнă вырăнĕ, уявĕ, ĕçĕ, йăли-йĕрки. Вĕсем пурте уй-хир, выльăх-чĕрлĕх, вăрман, тыр-пул, шыв-шур ĕçĕсемпе, хĕвелпе уйăх тăхрисемпе шайлашса пыраççĕ.

Чăваш кун тăрăмĕ (календарĕ), ĕçпе тата тĕнпе пĕр ăстрăмлăскер, ытти халăхсен календарĕсемпе те çывăх. Çакă вырăс (православи) календарĕпе чăваш кун тăрăмĕ пĕрлешсе кайнинчен те аван курăнать.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.