Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни


Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Свящ. П. Егоровъ.


Іисус пĕлĕт çине çĕкленсе Атте Туррăн сылтăм йенне ларнă (Мар. 16, 19).

Пур халăхсем те алă çупса савăнăр: Христос Хăй ĕлĕк ăçта пулнă, çавăнта улăхнă. Пур çынсене те савăнтарасшăн пайанхи кун ђиркÿре çапла каласа йурлаççĕ. Христос çĕр çинђен пĕлĕт çине çĕкленнине асăнса пире ђиркÿ савăнма хушат̌. Пĕр йенђен шухăшласан, Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленнĕшĕн хуйхăрмалла. Лайăхрах шухăшласа пăхсан, Христос пĕлĕт çине улăхнăшăн çынсен пит савăнмалла.

Іисус Христос çĕр çинђен пĕлĕт çине пире усал тума çĕкленсе кайман, пире йуратса, пире ырă тума çĕкленнĕ. Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне пĕр май çынсене ырă туса пурăннă. Іисус Христос çынсене хĕрхеннипе, çынсене йуратнипе çынсене çылăхсенђен çăлма çĕр çине килнĕ, çынсене йуратнипе çынсем çылăхĕсемшĕн Хăйне хĕрес çумне пăталаттарнă, çынсемшĕн Хăй ђунне панă. Пĕлĕт çине те çынсене ырă тума çĕкленнĕ. Іисус Христос апостолсене каланă: Епĕ каймасассăн, сирĕн пата лăплантаракан (Святой Сывлăш) килмĕ, кайсассăн, Епĕ Ăна сирĕн пата йарăп, тенĕ (Іоан. 16, 7). Іисус Христос пĕлĕт çине, Хăй вырăнне пирĕн валли Святой Сывлăша йама, çĕкленнĕ; çав Святой Сывлăш вара апостолсене, Христоса ĕненекен çынсене сыхласа, вĕсене йывăр кунта пулăшса, ђунĕсене лăплантарса тăмалла пулнă. Іисус Христос пĕлĕт çине тата пире çÿлти патшалăха çул кăтартса пама çĕкленнĕ. Іисус Христос пĕлĕт çине çĕклениђђен çынсем валли пĕлĕт çине улăхма çул пулман. Ĕлĕк сăваплă çынсем те пĕлĕт çине çÿлти патшалăха кĕреймен. Іисус Христос Хăйĕн етемлĕхĕпе пĕлĕт çине улăхсан вара, пур çынсем валли те пĕлĕт çине çул уçăлнă; çав Христос уçса панă çулпа вара Христос тамăкран кăларнă патріархсем, пророксем çÿлти патшалăха кĕнĕ. Апостолсем те, тата ытти сăваплă çынсем те çав çулпах Турă патшалăхне кĕнĕ, халĕ те сăваплă çынсем çав çулпа Турă патне пыраççĕ, вăл çул пур çынсемшĕн те уçă.

Іисус Христос пĕлĕт çинђе пурин валли те вырăн хатĕрлесе хунă.

Іисус Христос пĕлĕт çине тата рай алăкне уçма улăхнă. Адам хăй çылăхĕпе пур çынсемшĕн те рай алăкне хупса хунă, унăн çылăхĕпе тамăкăн алăкĕ уçăлса кайнă. Іисус Христос Хăй вилĕмĕнђен ђĕрĕлсе тăрса тамăк вăй-хăватне пĕтернĕ, пĕлĕт çине улăхса пур çынсем валли те рай алăкне уçса панă.

Тата Іисус Христос пĕлĕт çине çынсемшĕн пĕр май Турă умĕнђе хута кĕрсе тăма улăхнă. Çавăн çинђен Іоанн апостол акă мĕн калат̌: кам та пулсан çылăха кĕрсен Атте Турă умĕнђе хута кĕрекен пирĕн таса Іисус Христос пур, Вăл пирĕн çылăхсене тасатат̌, тет (I Іоан. 2, 1—2). Çавăнпа тепле çылăхлă çыннăн та: епĕ çăлăнаймăп тесе хуйхăрса ÿкме йурамаст̌. Іисус Христос хута кĕнине тепле çылăхлă çын та çылăхĕсенђен тасалма пултарат̌: Турра кĕл-тума ÿркенес пулмаст̌, çылăхран ÿкĕнме ÿркенес пулмаст̌; çылăхран ÿкĕнсе Турра тархасласан, Іисус Христос хута кĕнипе пур те çăлăнма пултараççĕ.

Іисус Христос пĕлĕт çине пирĕн валли пĕлĕт çинђе вырăн хатĕрлесе хума улăхнă. Вăл апостолсене ун çинђен ак çапла каланă: Епĕ сирĕн валли вырăн хатĕрлесе хума кайатăп, кайса сирĕн валли вырăн хатĕрлесе хурсан, каллах килсе сире Хам патма илсе кайăп, тенĕ (Іоан. 14, 3). Іисус Христос пĕлĕт çинђе пурин валли те вырăн хатĕрлесе хунă. Пĕлĕт çинђе пурин валли те вырăн пур, пирĕн валли, хамăр çылăхсенђен тасалса вилсен, епир те çав вырăнсене йышăнма пултаратпăр. Леш Тĕнђере иккĕ тĕрлĕ вырăн анђах: тамăкра та, тата пĕлĕт çинђе. Вилсен хăш вырăна кайас килет санăн: тамăкри вырăна-и, пĕлĕт çинђи вырăна-и? Тамăкри вырăна кайсан, ĕмĕр вутра çунса асапланса пурăнăн; пĕлĕт çинђи вырăна кайсан, ĕмĕр ангелсемпе пĕрле савăнса пурăнăн. Вилсен, пĕлĕт çинђи вырăна кайас тетĕн пулсан, пурăнас пурăнăçна Христос хушнă пек ирттер, тунă çылăхсемшĕн Турă умĕнђе ÿкĕнсе хăвăн ђунна тасат, вара сана Іисус Христос пĕлĕт çинђе вырăн парĕ. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

w

Connecting to %s