Митта Ваçлейĕ: Асамат


Асамат

(Чăваш автономине)

Тĕнчене кисретсе аслати çĕхĕрсен,
Вăйлă тăвăл иртсессĕн тискеррĕн,
Ĕмĕрхи ĕмĕтри хĕвел тухрĕ хĕрсе,
Тухрĕ çут асаматăн кĕперĕ.

Ытарса илейми куç тулли çĕн илем:
Асамат та çутă хĕвелĕм!
Эй, кама эп паян юррăма пехиллем,
Камшăн юррăм илемĕ çĕнелĕ?!

Асамат та, хĕвел те — пĕрле!
Тĕнчеленнĕ илемлĕх паян кун,
Таврипех юрă-сасă кĕрлет,
Таврипех — кĕмĕл саслă тальянка.

Çĕнĕ саслă тĕнче, çĕнĕлле сăн-сăпат,
Шенкерпе пиеленнĕ тăванлăх!
Халиччен те пулман сасăпа
Паян кун ман тăван аталаннă.

Ахаль мар-мĕн сăрнай ирсенче
Тĕмсĕлсе ăмсанатчĕ ирĕк.
Эй, тăван, юрруна кисрентер!
Кисрентер юрруна, аслă хирĕм!

Вылянать асамат умăмра.
Асамат вăл — çĕн пурăнăç ирĕ.
Асамат варрине ылтăнран
Эп çыратăп:
«Республика пирĕн!»

1928

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.