Çемен Элкер: Йывăр вăхăт


Çемен Элкер


Йывăр вăхăт

Акĕ ентĕ хальччен пулман ĕмĕтсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çинче тăрать. Вăл хăйĕн вăйлăлăхĕпе Раççее ĕлĕкхи мулне йăлтах ĕмсе яче. Миçе мильюн тăлăх-турат, мĕн чухлĕ алăсăр, урасăр, куçсăр тата тем чухлĕ ытти тĕрлĕрен чирлĕ çынсем халăх хушшинче тултарчĕ ку вăрçă. Миçе мильон çемье, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнакансем çăкăрсăр выçăллă-тутăллă ыран-паян пĕтсе ларас пек асапланса пурăнаççĕ. Миçе мильюн вăйпитти пулнă çынсем тыткăнри выçăллă-асапла пурнăçпа вилсе пĕтеççĕ. Мĕн чухлĕ пурăнăç сивĕ аккупсенче ыран-паян вилессе кĕтсе пурăнать. Нумай пурăнăç асапланать, нумай пурăнăç вăхăтсăр сÿне! Кама уçă-ши ку вăрçăран?! Нимĕн те çитмест. Хура халăх йăнăшса макăрса анчах тăрать. Çакă йывăр пурнăçа кура пирĕн хресченсен чен хăшĕ-хăшĕ час-часах çĕнĕ йĕркепе ирĕклĕхе айăпласа калаçаççĕ: «Ку çĕнĕ йĕрке ĕлĕкхинчен те усал, нимĕн те çитми пулчĕ!» – теççĕ. Çук, çитменни вăл çĕнĕ йĕркерен мар, вăрçăран çитмест. Вăрçă пирĕн патшалăха çĕнĕ йĕркечченех вилĕм алăк умне илсе пырса тăратнă, ăна пире пулнă патшапа унăн улпучĕсем халăхран хăранипе анчах систерсшĕнех пулмарĕç, анчах пытарăнми япала ишĕлсе анчĕ, халĕ пурне те курăнать. Кивĕ пурнăçри Сухомлиновпа унăн юлташĕсем паян кунчченех пире пăхса тăнă пулсан, нимĕçсепе Питĕрпе Мускава та çитсе кĕме çăмăлтарах пулман пулĕччĕ-ши, тен? Тата елĕк 2-3 тенкĕ тăракан япала халтĕ 10, 12 тенкĕ тăрать пулсан, кивĕ йĕрке ку таранччен тăнă пулсассăн, çав япалах халĕ 20, 30 тенкĕ çитетчĕ. Мĕншĕн тесен кивĕ Тÿре-Шарана, юрăхсăррине кура ăна «вăрçă кивçене те» шанса, çак кунсенче никам пĕр 10 тенкĕ те паракан пулас çукчĕ, вара унăн пулнă патшасене сăнне хутсем çине çĕнĕрен çакса тустарасси анчах юлатчĕ, çав хут укçасем нумайăн халĕ те пурăнăçа хăрăнтарса ячĕç, укçи нимĕн вырăнне те мар. Çавăнпа çакă йывăр пурăнăçшăн çĕнĕ йĕркене хурламалли çук. Çĕнĕ йĕрке пĕтерме мар, нумай пулăшрĕ пĕтесрен. Ахальтен калар: пĕр-пĕр вăрă-хурахсем ватса-çĕмĕрсе сы вмарл антарнă çынна темĕп чухлĕ тутлă апатсем çитерсен те пăл ниепле те час чĕрлснмест, тен суранĕ йывăр пулсан, вăл вилссх кайĕ те, вара тутлă апат панăшăн вилчĕ Тесе калама май килет-и ку? Çук, пирĕн патшалăх та çавăн пекех. Вăрçă çаплах тăсăлсан, çуллен çул начарлансах пырăпăр, кирек мен те хаклăçем хаклăланĕ. Ăна пирĕн ирĕклĕх çĕнĕ пурăнăç та ниепле те чараймĕ. Çĕнĕ йĕркене çавăнпа айăплама юрамасть, вăл пуян улпутсемпе хуçасен кăмăлне анчах каймасть, вĕсем ăна хиреç пыраççĕ, вĕсен хыççăн каяс мар. Çĕнĕ йĕрке, «ирĕклĕх» пирĕн патшалăхра тин тымарланатъ- ха, – унăн уссине курма пире вăйлă чарать, килĕç кунсем, çак çĕнĕ йĕрке хура халăха ылтăнран та хаклă пулĕ. Анчах çак вăйлă вăрçа мĕнле чармалла-ши пирĕн? Хăш хресченсем калаççĕ: «Тырă парас мар, вара хăех чарăнать» – теççĕ. Çапла калакансем мĕнле тăнпа, мĕнле чунпа пурăнаççĕ-ши вĕсем?! Чăн та, тырă памасан, вăрçă чарăнĕ вăл, анчах вăрçă вырăнне малашне мĕнле кунсем кĕтеççĕ ун чух?! Акă мĕнле кунсем килĕç: кирек ăçта та пулĕç нимĕç пуçлăхсем, вĕсем пирĕн ирĕклĕхе илĕç те урисемпе таптĕç, пирĕн вĕсен умне чĕркуçленсе лармалла пулĕ, çулсерен йывăр тÿлевсем хурĕ пирĕн çие, ку вăрçăпа тата мĕн чул алсăр-урасăр юлчĕçĕ, çавсене хĕрхенсе пулăшĕ-и вăл? Вара пĕтмелли кун килет вĕсен, ун чухне авал улпутсен аллинчи чуралăхра пурăннинчен пĕртте кая пулмĕ…

1917

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google+ photo

You are commenting using your Google+ account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s