(Мĕтри Юман çырнинчен)
Эпĕ тăратăп ту çинче — Улăп тĕми теççĕ ăна. Авал пулнă паттăрсем, çич çухрăмлă утăмлă, хĕвеле тытнă ывăтнă, вăрмана тымарпа çăлнă пăрахнă. Улăп çăпати пулнă иккен ял урамне йышăнми, çăпати çумĕнчи пылчăкне силлесе ывăтса ярсассăн — пулса тăнă çÿл тусем.
Паттăр пулнă авалсем: кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, ака туртнă ал вăйĕпе, сăра ĕçнĕ чĕреспе, чир-чĕр, асап пĕлмесĕр пурăннă çĕр çултан нумай ытларах.
Акă кашлать сĕм вăрман… Этем пусман чăтлăхра мăкăртатаççĕ выçă кайăксем, ăшă çилпе хумханса шăпăлтатаççĕ çулçăсем. Çÿлти телейлĕ вĕçен чунсем ирĕк çинчен, телей çинчен хăйсем хунă сăвăпа, хăйсем тунă кĕвĕпе пĕр чарăнми юрлаççĕ.
Эй, айван тура, хир кайăкĕ, ăçта тавлашатăн эсĕ манпа! Ман алă-урара, ман юнра Улăп пиллĕхĕ пуррине, авалхи паттăрсен хăвачĕ пуррине эсĕ халиччен сисмен-и?
Акă выртать тĕттĕм кÿл. Хура кÿл хĕрри ча пăрлă, кÿл çыранĕ тăрринче, кăлкан курăк таврашĕнче, пур тĕреклĕ кукăр юпа. Çакă вырăн — таса вырăн. Этем иртет çакăнтан — ура пуснине сисмесĕр, чĕрне вĕççĕн васкаса, çĕлĕк пулать хул хушшинче. Ватă ăссем каланă: усал-йĕрĕх, асапсем таса юпаран хăранă, кашкăр-упа, тĕнче мăшкăлçи арçури, тĕксĕм шыври, айван упăти — пурте чупнă çухрăмран çак тасана хисеп туса… Ĕлĕк пулнă чăвашсем, улăп паттăр тăванĕсем. Вырăс, тутар, калмăк-кăркăс, ытти çич ют халăхсене пусмăрлама памасăр, пĕр-пĕринпе пĕрлешсе, çар-çарĕпе кĕрлесе, вилĕме хисеп тумасăр, тĕрекленсе-хавхаланса çапăçнă мăн асаттесем. Хĕç- пăшал хуçăлнă çил-тăвăлти хăмăш пек, этем хумханнă-тăкăннă пăрсем çапнă тырă пек, тăкăннă-юхнă этем юнĕ çурхи шывран кая мар. Кăвак лаша утланса çар пуçлăхĕ Тавăш хуçа çар умĕнче хĕрÿ чĕрепе, хаяр саспа кăшкăрса çар йĕркине тытса пынă. Унччен пулман унăн çамрăк кăкăрне тăшман тĕлленĕ çĕмрен сăнни тирĕннĕ. Пĕр чĕнмесĕр, йăнăшмасăр тĕшĕрĕлсе ÿкнĕ ут çинчен. «Эп вилетĕп, чăваш халăхĕ паттăр пултăр, парăнмасăр никама çапăçтăр ман пек вăл тăшманпа!»—çапла пулнă ун юлашки сăмахĕсем. Ун юратнă, этем ăслă кăвак лаши, хуçа суранне çуласа, чун хавалĕпе хаяррăн пуçне тăратса кĕçенсе хăй хуйхине, хăй хурлăхне пĕтĕм таврана систернĕ… Çак вырăнта маттур хуçа шăммисем, унпа пĕрле унăн савнă ут юлашкисем… Çичĕ çĕр çул иртрĕ, тăхăр ялпа тăхăр çулхи лаша пусса чÿк туса Тавăш хуçана хисеп тăваççĕ чăвашсем.
Питĕм çунать, куççуль тулать, ÿтĕм чĕтĕрет, пуçăм тайăлать сана асăнсан, мăн асаттем!.. Мĕншĕн çуралман эп сан вăхăтра, хăватлă çынсем, вилĕмрен паттăр этем пур чухне?..