Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленни


Іисус Христос Пĕлĕт Çине Çĕкленнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли

Андрей Липатовъ


Савнă тăвансем! Пайан епир Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленнине асăнса праçник тăватпăр. Ĕлĕк етемсем çĕр çине Çăлакан килессине тем пек кĕтсе пурăннă. Вăхăт çитсен, Турă Ывăлĕ Іисус Христос, Хăй çине етем ÿтне илсе, Таса Хĕр Маріяран ÿтленсе çуралнă. Турă Ывăлĕ Іисус Христос çĕр çинђе вăтăр виç çул çурă пурăннă. Çав вăхăтра Вăл çынсене çÿлти патшалăха йепле кĕресси çинђен кала-кала вĕрентнĕ. Хăй ђăнах Турă Ывăлĕ иккенне пĕлтермешкĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕлĕнмелле ĕçсем тунă. Çĕр çинђе етемсене çăлас ĕçе туса пĕтерсен, хăйĕн мухтавлăхĕпе пĕлĕт çине çĕкленнĕ. Пирĕн хушшăмăртан пĕри-пĕри: мĕншĕн Іисус Христос пĕлĕт çине ђас çĕкленнĕ? Мĕншĕн Вăл тĕнђе пĕтиђђенех çĕр çинђе пурăнман? тесе ыйтĕ. Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленнĕ ђухне, апостолсем хăйсем Іисус Христосран уйăрăлса йулнăшăн пит хуйхăрнă. Іисус Христос Хăйĕн вĕренекенĕсене лăплантарса каланă: ан хуйхăрăр, Епĕ пĕлĕт çине сирĕн валли вырăн хатĕрлеме кайатăп, вырăн хатĕрлесен, каллах килсе, сире Хам патма илсе кайăп; вара Епĕ ăçта, есир те çавăнта пулăр, тенĕ.

Тăвансем, пурне те пултаракан ырă Турă, пире хĕрхенсе Хăйĕн пĕртен пĕр Ывăлне, пирĕн çылăхсемшĕн вилĕме панă. Іисус Христос Хăйĕн Турăлăхĕ хăвађĕпе вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрса, пире ĕмĕрлĕх пурăнăçа йепле кĕрессине кăтартса панă. Хăй пире валли вырăн хатĕрлеме пĕлĕт çине каллах çĕкленнĕ. Çавăнпа пирĕн Іисус Христос Туррăмăр пĕлĕт çине çĕкленнĕшĕн хуйхăрмалла мар, савăнма кирлĕ. Святой апостол Павел калат̌: Çăлакан Турăшăн йалан савăнăр, татах калатăп: савăнăр, тет. (Филип. IV, 4). Іисус Христос çÿлти патшалăхри ырă вырăнсем çинђен ак çапла калат̌: Манăн Аттем çуртĕнђе вырăн нумай, тет. (Іоан. XIV, 2). Пĕлĕт çинђе, Турă Ывăлĕ, çĕр çине етемсене çăлма ÿтленсе килнине ĕненекенсем валли вырăн хатĕр. Святой апостол Петр Іисус Христоса Каіафа йатлă пуп-пуçлăхĕ патне илсе пырсан, пуп-пуçлă-хĕ тарçисенђен хăраса: епĕ Ăна пĕлместĕп, тесе виç хуђђен туннă. Кайран хăй ĕмĕрне ÿкĕнсе ирттернĕ те, çÿлти патшалăха кĕнĕ. Хĕрес çинђи вăрă-хурах хăй çылăхĕн-ђен ÿкĕннĕ те, Іисус Христос ăна райа кÿртнĕ.

Ей Христоса ĕненекен çын, санăн темĕн тĕрлĕ пысăк çылăх пулсан та, епĕ çăлăнас çук ĕнтĕ, тесе ан кала:

Турра анђах ĕнен, Унăн ырă кăмăлĕ çине анђах шан; вара Іисус Христос хатĕрленĕ çÿлти патшалăха кĕмесĕр йулман. Анђах хăвăн çылăхусенђен Петр апостол пек йаланах ÿкĕнсе йĕр. Мытар пек хăна ху йăвашлат. Аскăн арăм пек хăвăн çылăхусенђен ÿкĕнсе Іисус Христос патне пыр. Вара есĕ те тĕнђе пултарнăранпах хатĕрленĕ çÿлти патшалăха кĕрĕн. Çÿлти патшалăха кĕме пире Турă тĕрлĕ кирлĕ-кирлĕ йапаласем панă. Çав кирлĕ йапаласем ак çаксем: типĕ тытса Турра кĕл-туни, Таинствосем урлă Туррăн ырăлăхне илни; Турра пĕтĕм ђĕрепе, пĕтĕм кăмăлпа йуратни, тата пур çынна та хăна ху йуратнă пек йуратни, мĕскĕнсене пулăшни. Çаксене пурне те тусан, епир çăлăнмасăр йулмăпăр. Іисус Христос каланă пек, епир те пĕлĕт çине çĕкленсе, унти ĕмĕр пĕтми пурăнăçра савăнса пурăнăпăр.

Тăвансем, хăмăр çылăхăмăрсенђен ÿкĕнĕр, пирĕн халĕ хамăр çылăхсенђен ÿкĕнме вăхăт иртмен-ха. Вилсен, леш Тĕнђере ÿкĕнÿ пулмĕ вара.

Ей пĕлĕт çине Хăвăн мухтавлăхупа çĕкленнĕ Турă Ывăлĕ, çăл пире, çылăхлă çынсене; епир сана мухтаса йурлатпăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.