Эпир çĕнтертĕмĕр


А. Клементьев


Тăватă çул кĕрлерĕ вăрçă шавĕ
Вутра çунан Европа çийĕпе^.
Тăван çĕршыв салтакĕсен мухтавĕ
Çĕкленчĕ çав вутри çĕнтерÿпе.
Тантăшăмсем, эпир нумай çÿренĕ
Мăнаçлă Атăлтан Карпат таран.

Пире тăван пекех кĕтетчĕ Вена
Эпир тĕрĕслĕхе юратнăран.
Варшава витĕр, Одер шывĕ урлă
Эпир çул хывнă Çĕнтерÿ патне.
Походсенче юрланă пирĕн юрă
Асилтеретчĕ Атăл хăватне.
…Ют çĕрсенче те сиреньсем ÿсетчĕç,
Анчах та темĕншĕн чĕре чĕнместчĕ
Ларса канма вĕсен ют сулхăнне.
Çут шухăшсем Раççееллех вĕçетчĕç,
Тăван хуласене, йăмраллă ялсене.

 


^ – чăннипе, Пĕтĕм тĕнче иккĕмĕш вăрçи Европăра 1939 çултан пуçласа 1945 çулччен пĕтĕмпе тăваттă мар, ултă çул пынă. Автор вăрçăна Совет союзĕ явăçнă çулсене кăна шута илет. – Vulacv

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.