Урасăр – Муса Джалиль


Муса Джалиль


(«Моабит тетрачĕ» кĕнекерен)

Эп таврăнтăм! Тăванăм, алă пар!
Ан тив, урасăр… Пурпĕр савăнар.
Усал тăшман хăйне пуççапманран
Ятарласа тĕллерĕ ураран.

Çапса антарчĕ минăпа персе.
— Аха, пуççапрăн! — терĕ шăл йĕрсе.
Анчах сехри ун хăпрĕ çавăнтах:
Эп тăтăм талпăнса — урасăрах!

Тăшман нихçан тăваймĕ хăй айне
Эс пур çинче, тăванăм — Çĕр-анне!
Халран кайсан тытатăн алăран, —
Вара çич хут эп вăйлă çич ютран.

Пĕр пуç тавра вун пилĕк хĕç вылять,
Йăваннă çын каллех сиксе тăрать.
Пĕрин алли çитмест, теприн — ури,
Пулмастпăр пурпĕрех тăшман хурри.

Эп таврăнтăм! Тăванăм, алă пар!
Урасăр çав… Ан макăр… кирлĕ мар.
Чыса, чуна çитертĕм эп тасан, —
Пурнать этем чун-чысĕ сыв пулсан!

1943, юпа уйăхĕ

Митта Ваçлейĕ куçарнă


Тĕп чĕлхилле – тутарла:

Аяксыз

Кайттым сиңа, дускай, тик аяксыз,
Кил, каушама! Көлеп каршыла!
Дошман өзде минем аягымны
Тез чүкмәгән өчен каршына.

Екты да ул мине мина белән:
«Чүктердем бит!» — диеп шатланды.
Курыкты үзе күреп, аяксыз да
Минем үрә торып басканны!

Җир ярсыды күреп минем канны,
Тал-тирәкләр, елап, баш орды.
Анам кебек, мине туган җирем
Үзе тотып кулдан бастырды.

Яралы да унбиш укчы белән
Чарпышырлык көчле бүген без.
Белсен дошман: кулсыз-аяксыз да
Тез чүгәчәк кеше түгел без.

Бер аякка түгел, йөз аякка
Бер карышын да бирмәм җиремнең.
Илне бирсәм, исән аяк белән
Нинди җиргә басып йөрермен!

Кайттым, дускай, сиңа! Аяксыз дип,
Каршы алма мине көрсенеп,
Намус бөтен, йөрәк керсез кайтты,
Шул түгелме иң чын кешелек?!

1943, октябрь

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.