
Аркадий Ĕçхĕл — писатель, куçаруçă, сатирӑпа юмор ӑсти. Тĕрлĕ хаçат-журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Депутата суйланнӑ. Хайлавĕсенче Чӑваш Ен ялти тата хула интеллигенцийĕ йӗркеленнине сӑнланӑ. Унӑн сӑввисемпе сахал мар юрӑ тухнӑ. … Тĕплĕнрех→
Ĕççинче
Ваня Тарасова кĕлте урапине тиесе пама хăйсен бригадирĕ Варвари кинеми пулăшрĕ. Яланах халаплама юратакан Ваня паян мĕн иртенпех сайра хутра кăна сăмах хунтăласа илет. Ку бригадира кăшт тĕлĕнтерчĕ.
— Мĕн пулнă сана, Ванюк? Эс ытти чух кун пек чĕмсĕр марччĕ-çке? — ыйтрĕ вăл.
— Нимех те пулман, шăл ыратать, — терĕ Ванюк хурлăхлă сасăпа. Вăл хăйĕн сасси çавăн пек мĕскĕннĕн тухнăшăн хăйне çавăнтах вăрçса та илчĕ. «Капла мана ачаш теме пултараççĕ», — шухăшларĕ вăл. Анчах Варвари çав пĕчĕк паттăр сăмаха урăх çĕрелле пăрса яма хăтланнине çийĕнчех сиссе илчĕ те Ванюкăн кăмăлне пăсас мар тесе урăх чĕнмерĕ. «Шăл ыратать… Сан пек пĕчĕк ачан мĕн шăлĕ ыраттăр-ха? Темле хуйхă пулнă-тăр… Халь ĕнтĕ кашнин хăйĕн хуйхи пур…» — калаçса илчĕ Варвари кинеми хăйĕнпе хăй.
Кĕлте урапин пуçлăхне иккĕн туртса çыхсан Ваня лавĕ майĕпен силленкелесе мише тăрăх выртакан çул çинелле туртăнчĕ. Каç еннелле сулăннă хĕвел ăна куçран чалăшшăн пăхма хăтланать.
— Нумай çын вилчĕ ку вăрçăра, — терĕ вăл сасăпах. Унтан лашине тилхепе вĕçĕпе хăмсарса илчĕ. Часах унăн лавĕ капан çумне çитсе тăчĕ. Ванюк çав çÿллĕ лав çумĕнче пĕчĕкçĕ кăпшанкă пек çеç курăнать.
— Эй, çÿлтисем! — терĕ арçын ача лавĕ çине хăпарса.
— Çÿлтисем итлеççĕ! — сасă пачĕ капан çинчен Алюш. — Аха, Ваня хăйĕн уйра çухатса хăварнă чĕлхине тупса килнĕ!..
Çак сăмахсем татах Ванюкăн шалти ыратакан суранне пырса тиерĕç. Ăна каллех паçăрхи чĕмсĕрлĕх хупăрласа илчĕ. Вăл шăлне çыртрĕ те кĕлтесене хăвăрттăн çÿлелле вăркăнтарнă пуçларĕ.
— Ванюк, эс пире хăшкăлтаратăн-иç капла, сывлăш çавăрма пар кăштах, — илтĕнчĕ Хрисан мучи сасси çÿлтен. Çав сасăра ватă мучи пĕчĕк пайăра хĕрхенни, мухтани, ăна пысăк çын вырăнне хурса хисеплени сисĕнчĕ.
— Пĕтет ĕнтĕ, — тавăрчĕ çурма сасăпа Ванюк.
Хрисан мучи ватă чĕрипе çак ачан темĕнле пысăк хуйхă пуррине иртенпех туять. Хăй ĕмĕрĕнче хура-шурра нумай курнăскер, вăл Ванюка мĕнле те пулин йăпатса лăплантарма шутларĕ. Ача чунне уçăлтарса ямалли сăмах е мĕнле те пулин çăмăл мыскара кирлĕ. Çак шухăшпа мучи капан хĕрринерех пычĕ. Ванюк юлашки кĕлтине ывăтса парсан вара:
— Палăрăм, сенĕкне çирĕпрех тыт-ха! — терĕ те ачана сенĕкĕ-мĕнĕпех капан тăрне хăпартрĕ. — Кил-ха, палăрăм, ыталаса чуптăвам, — терĕ вăл Ванюк капан тăрне хăпарса çитсен. Унтан мучи арçын ачана икĕ аллипе çупăрласа илчĕ те питĕ хытă чăмăртарĕ, виçĕ хутчен çÿлелле ухласа çĕклерĕ. — Эх, ывăлăм, ачашламалла çеç те сире халĕ! Алă çинче лартса çапла утьăкка сиктермелле. Эсир мăн çынсем вырăнĕнче ĕçлесе çÿретĕр.
Ванюк вара сасăпах ĕсĕклесе макăрса ячĕ.
— Чим-ха, — хыпăнса ÿкрĕ Хрисан мучи, — тем майсăр пулмарĕ пуль-çке. Ах, мана, ватсупнăна! Тем ыраттартăм пуль…
…Çук! Нимĕн те ыраттарман. Ванюкăн хуйхи, кун каçиччен тулса çитнĕскер, халĕ сасартăк тăкăнса кайрĕ.
— Нимĕн те мар, мучи. Эсĕ тем ан шутла, — терĕ ача ĕсĕклесе. Вăл малалла хăй те сисмерĕ — унăн никама та калас мар тенĕ сăмахĕ чĕлхи çинчен хăех вĕçерĕнсе кайрĕ: — Ĕнер каçхине хут килчĕ. Атте вăрçăра вилнĕ, — терĕ те Ванюк тата хытăрах ĕсĕклесе макăрма пуçларĕ. — Нумаях та пулмасть вăл орден илни çинчен çырса пĕлтернĕччĕ…
Мучипе пĕчĕк Алюш Ванюк умĕнче нимĕнле мар пулса тăчĕç. Мучи халĕ ĕнтĕ хăйĕн мыскаришĕн ÿкĕнсе те пăхрĕ, хăй вара ачана йăпатма тытăнчĕ:
— Хуйху пысăк санăн, Ванюк тусăм, çăмăлттайланнăшăн каçар. Эпĕ сана усал тăвас теменччĕ. — Хăй çавăнтах ĕмĕрхи ĕçпе хытăрканă икĕ аллине чăмăртарĕ те хĕвел анăçнелле хыттăн юнаса: — Пуçу çине пултăр сана, сĕмсĕр фашист! Пуçу çине пултăр! — терĕ. — Пĕт эсĕ, ылханлă йăх! Эс пĕтсен сана çĕр те, шыв та ан йышăнтăр! Çĕрсе вырт эс хăвăн карту хыçĕнче! Сана çуратса яраканни юнлă куççуль тăкса макăртăр, ирсĕр фашист! Сана халăх ылханĕ виттĕр!
Унтан мучи сасартăк чĕркуçленсе ларчĕ. Унăн сасси тата çирĕпреххĕн янăрама пуçларĕ. Кĕрхи йăмăх хĕвел çутинче мучин шап-шурă куç харшисем айĕнчен пăхакан куçĕсем темĕнле хаяр вутпа çунма тытăнчĕç. Халĕ вăл хăй тавра ачасем тăнине те манса кайрĕ пулас, хăйĕн чул пек йывăр сăмахĕсене аллисемпе хăлаçланса хĕвел анăçнелле, фашистсен ылханлă йăвинелле, вăркăнтарнă пек туйăнать.
— Ĕмĕр-ĕмĕр ылхан сана! Санăн нихăçан та этемĕн ырă сăмахне илтмелле ан пултăр! Сана ырă вăй çуратман, ырă хĕвел ăшăтман. Çавăнпа ырă вилĕм ан тивтĕр сана, урнă йытта, урнă кашкăр вилĕмĕпе вил эсĕ! Эпĕ каламастăп çак сăмахсене, мана çуратнă çĕр, пĕтĕм аслă çут çанталăк калать. Çĕр илемне пăсма килтĕн пулсан сана эпир мар, санăн юнлă ĕçÿсемшĕн аслă çĕр, пирĕн аннемĕр, ылханса тавăрать.
Ванюк, ĕсĕклеме чарăннăскер, Хрисан мучи çине тĕлĕнсе пăхса тăрать. Ăна çак шурă сухаллă старик халĕ тĕнчери пур хăватлă вăйсене те хăй аллинче тытса тăракан юмахри асамçă мучи пек курăнать.
Хрисан мучи хăйĕн ылханне мĕнле сасартăк пуçларĕ, çавăн пекех чарăнчĕ те ачасем еннелле çаврăнса:
— Ах, ачсемĕр, хуйхи пысăк халăхăн, — терĕ. — Анчах çав хуйха вăл пурнăç вилĕме çĕнтернĕ пекех çĕнтерĕ. — Унтан мучи ура çине тăчĕ те сылтăм аллипе Ванюка ыталарĕ. — Лăплан, ывăлăм, — терĕ вăл. — Халăхпа пĕрле мĕнле те пулин тÿссе ирттерĕпĕр-ха сан хуйхуна та. Хам эп вăрăм ĕмĕр тăршшĕнче нумай куртăм. Пилĕк ывăл, виçĕ хĕр çитĕнтертĕм. Ывăлăмсем, ывăлсен ывăлĕсем те вăрçăра фашистсемпе çапăçаççĕ. Сакăр çынна вăрçа ăсатрăм, виççĕшне çухатрăм. Хама ватă ĕнтĕ тесеттĕм. Вăйсем юлнă-ха. Акă авалхи ăстана капан тума чĕнчĕç. Ватти-вĕтти кар тăнă халăха тăшман çĕнтерет-и вара? Эпир те тăшман хурĕ пулмăпăр-ха. Çĕнтерÿ пирĕн енчех пулать.
Хрисан мучи сулахай аллипе юнашар пырса тăнă Алюша ыталарĕ. Ватă çыннăн пĕр алли Ванюк, тепри Алюш çинче. Хăйсем тăшмана курайманлăхпа тулнă куçĕсемпе анăçалла, анса ларакан кĕрхи хĕвел пĕветнĕ инçетелле, пăхса тăраççĕ.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Стихван Шавли: Вĕçкĕн Ваççа
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ