Митта Ваçлейĕ: Çĕнĕ Тупа


Çĕнĕ Тупа

Кулса тăран хĕвелĕмĕр,
Кампа эс ăмăртан?
Пулмашкăн санăн евĕрлĕ
Килет вăл хамăртан.

Тĕсÿ сан — хĕрлĕ сарăллă.
Эпир те сан тĕслех
Пуласшăн сасăларăмăр,
Янратрăмăр кĕсле.
 
Çапах илем пулмарĕ-мĕн,
Пулмарĕ-мĕн пирте.
Хăшне хула бульварлăхĕ
Сĕткенлĕн ĕмĕртет;
 
Е темĕскер чĕнет пĕри
Айванлăн сĕрĕмре,
Çапла чечек сĕнетпĕр-и
Чăн çамрăк ĕмĕре?!
 
Каçар, каçар, хĕвелĕмĕр!
(Çамрăккипех пуль çав)
Хальччен те сас килмерĕ-мĕн
Мăнтарăн сăвăçа.
 
Каçар, каçар, хĕвелĕмĕр,
Паян ак урăхла:
Кĕвĕлетпĕр терĕмĕр
Пурне те урăлла.
 
Çĕнĕренех кĕрлерĕмĕр
Паян кун ушкăнта:
Пĕри пулсассăн Лермонтов,
Тепри, тен, Пушкин та…

Хĕвел хĕрлĕ те сарăллă.
Эпир те çав тĕслех
Пулмашкăн сасăларăмăр,
Янратрăмăр кĕсле.
 
Тулса тăран хĕвелĕмĕр,
Кампа эс ăмăртан?
Пулмашкăн санăн евĕрлĕ
Килет-мĕн хамăртан!
 
1928

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.