Митта Ваçлейĕ: Ан Кулян


Ан Кулян

Шавлĕ вăйă-кулă
Кĕр уявĕнче.
Эсĕ çеç салхуллă
Ларăн çын çинче.

Тав туман курканăн
Йÿççине чăтса,
Асăнăн, хурланăн,
Куççульне çăтса.

Ан кулян, ан усăн!
Паттăррăн тăрса,
Аякри тусушăн
Шалт ĕç, тав туса.

Ун чĕрин хĕлхемĕ
Ахаль мар çунать—
Пурăнăç илемĕ
Килессе шанать.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.