Муса Джалиль: Юрă


Юрă

Чĕкеç чĕппи пулăттăм,
Çунатăмпа сулăттăм,
Чунăм савнă çĕршыва
Вĕçĕттĕм те кайăттăм.
Хĕвел анса пынă чух,
Савнă килĕм, хирĕç тух!

Ылтăн пулă пулăттăм,
Атăл çулне тупăттăм;
Шурă Атăл тулнă чух,
Улăха шыв илнĕ чух,
Çинçе пилĕкĕм — савни,
Сан пата эп тухăттăм,
Ĕмĕрлĕхе юлăттăм!

Чăн урхамах пулăттăм…
Шурăмпуçĕ килнĕ чух,
Йăлтăр-йăлтăр-йăлтăрăм
Сывлăм шывĕ ÿкнĕ чух,
Пĕчĕк хĕрĕм-çăлтăрăм,
Çитĕттĕм эп сан пата,
Çил вĕçтерсе, тупата!

Çук, эп, ирĕкĕм пулсан,
Салтак пулăттăм малтан.
Юнлă вăрçă пынă чух,
Халăх вăй-хал ыйтнă чух,
Алла хĕçпăшал тытса,
Юлашки сывлăшăма
Парăттăм çĕршывăма!


Тутарла “Тик булса иде ирек” ятлă çак сăвва Митта Ваçлейĕ куçарнă. Вырăсла “Лишь была бы волюшка” тесе Т. Ян куçарнă.


Çак сăввах тĕп чĕлхилле – тутарла:

Тик булса иде ирек

1

Карлыгач булса идем,
Канат кагынса идем,
Җидгән йолдыз батканда,
Чулпан йолдыз калыкканда,
Туган илем, якты өем,
Очып сиңа кайтыр идем,
Сызылып таңнар атканда.

2

Я булсам алтын балык,
Ак дулкыннарны кагып,
Ярсып дәрья акканда,
Ташып ярдан ашканда,
Таң сөмбелем, нечкә билем,
Йөзеп сиңа кайтыр идем,
Күлне томан япканда.

3

Булсам җитез аргамак,
Көмеш ялымны тарап,
Таң җилләре искәндә,
Үләнгә чык төшкәндә,
Чулпан кызым, таң йолдызым,
Чабып сиңа кайтыр идем,
Гөлләр хуш ис сипкәндә.

4

Юк, барсыннан да элек,
Тик булса иде ирек,
Кылчым булса кынымда,
Карабиным кулымда,
Сине саклап, туган җирем,
Мин ирләрчә үләр идем
Данлы сугыш кырында.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.