Çу çитрĕ …
Çу çитрĕ. Йывăç-курăк
Ÿсет, чечекленет.
Йăл илнĕ путек-сурăх
Хаваслăн сиккелет.
Хуллен-хуллен юхаççĕ
Шур мамăк пĕлĕтсем.
Ăмăртмалла юрлаççĕ
Садри саркайăксем.
Эп, чирлĕскер, выртатăп
Пĕччен çерем çинче.
Такам сасси, тăнлатăп,
Чĕнет — инçе, инçе…
Митта Ваçлейĕ куçарнисенчен