
Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Çамрăк çыравçăсене пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→
Вăрçă сăввисем
Пултăм эпĕ Карпатра
Тĕнче çуннă самантра.
Ĕмсе юлчĕ çав Карпат
Манăн çăмăл юнăма,
Çамрăк вăйăм-халăма.
Карпат сăртсем вăрманлă,
Шыйăрланлă, çырмаллă.
Вăрман-çырма тĕпсенче
Вырткалатчĕç салтаксем,
Ĕмĕрлĕхех ÿкнисем.
Çÿллĕ тăвсем хушшинче,
Çав хуйхăллă кунсенче
Ĕмĕрлĕхе астума
Юнпа çăлсем тухатчĕç,
Хĕрлĕ шывсем юхатчĕç.
Сĕвек тăвайккисенче,
Çырма-хушăк тĕпсенче
Курăнатчĕç чылаях –
Тарăн, вăрăм окопсем,
Çĕн тăпраллă масарсем.
1917