Митта Ваçлейĕ: Элеги


Элеги

Савнă Ульхана

Каясси ман каллех — вăрăм çул,
Курасси ман каллех — темĕн чул…
Тусăм, тусăм, мĕн пулчĕ? Мĕн килчĕ?
Тĕрĕс-тĕкĕл пурнар тенĕ чух,
Ак каллех уйрăлмашкăн тĕл килчĕ…
Юлтăн, юлтăн инçе, аякка.
Сăрт-тусем, шыв-шурсем, сĕм тайга—
Пирĕн хушшăмăра хупăрларĕ.
Ылхан витнĕ çÿрен кайăка
Çта çитсен те канăç пулмарĕ.
Ак умра сарăлса шыв юхать,
Улăхпа сивĕ лăм улăхать.
Чупса антăм: тăван Атăл мар-и?
Çук, ку шыв çичĕютăн сывлать:
Сĕлкĕш Обь — пăрлă çурçĕр тымарĕ.
Вăл шăмарнă паян темĕскер.
Хура хумĕ юнавлăç тискер.
Е пире вăл хапăл тумарĕ?
Е хăнийĕ эпир — кĕтменскер?
Е чалтун чăваша палламарĕ?
Кама калăп хам хуйхăм çинчен?
Кама чĕнĕп чĕлхем çĕтиччен?
Кăлăх пулĕ — сассăм пăчланĕ.
Анăçран тухăçа çитиччен —
Хырлăх мар-мĕн — хурлăх вăрманĕ.
Çитĕ вăхăт, мана манăçа
Эс хăварăн. Пурнан пурнăçа
Кайăкла ирттерме çтан пултарăн?
Эпĕ панă айван шанăçа
Шур пÿспе чĕркесе эс пытарăн.
Эп çаплах, хам пуçтах пуçăмпа,
Утăп, утăп асаплă çулпа —
Чăтлăхсем, шыв-шурсем, тусем урлă…
Çтан чĕнен сана, тусăм, хампа:
Инçе çулăм ытла та хĕн-хурлă!..

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.