Çилпи хĕрĕме
1
Ачаш ача пек Атăл ирхине:
Ăш çил лăпкать, вăл тутлăн анаслать…
Вăран, савни! Уç чатăр аркине,
Малъен санах хаваслăн саламлать!
2
Ĕçри ĕçчен пек Атăл кăнтăрла:
Вылять ун çийĕн тĕтĕм те ăрша…
Кунта мухтавлă тинĕс пулмалла,
Эппин, ĕçлер-и, тусăм, тăрăшса!
3
Пуса каччи пек Атăл каçхине:
Юрлать, ташлать, кăшт хĕрĕнкĕ курнать…
Мĕн пулчĕ, тусăм, санăн киммÿне,
Çут уйăх çулĕнчен ма пăрăнать?
4
Çулри юлташ пек Атăл сĕм çĕрле:
Инçе-инçе чĕнеççĕ çутисем…
Çитер, савни, пĕр тухнă çĕрелле,
Эпир — пулас Мăн тинĕс хуçисем!