Муса Джалиль: Тĕрме Хуралçи


Тĕрме Хуралçи

Алăка вăл сыхлать. Хул çинче
Икĕ «С» кукрашкийĕн çути.
Чĕрене хăйăрать, пăталать
Кĕрĕс-мерĕс таканлă утти.
 
Çакă тимĕр таптав айĕнче
Çĕр ахлатнă пекех туйăнать…
Тытамаклă тискер куçĕнче
Кун çути юхăнса йăмăхать.
 
Çын асапĕ ăна — ыр апат,
Ĕçес килчĕ — куççуль ун валли.
Ман çине шăтарас пек пăхать…
(Эх, пăшалччĕ куçна, чунилли!)
 
Шав утать, шав шырать — çĕрçăтман,
Вилĕм тусĕ, чуралăх тарçи.
Ма хальччен ăна шалкăм çапман,
Ма тулмасть хăвăртрах ун шалчи!
 
Алăка вăл сыхлать. Хул çинче
Икĕ «С» кукрашкийĕн çути.
Тимĕр тылă шăмма ватнă пек,
Халтлатать ун таканлă утти.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.