Çемен Мрес: Салтак çырăвĕ

Çемен Мрес — учитель, халăх йăли-йĕрки çинчен сăвă çырать. Ача чухнех чире пула хăрах урисĕр инвалида юлать. Пăлхава хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса яраççĕ. Çапах та кайран вăл учитель ятне илет, ĕмĕр тăршшĕпех тăван таврари шкулсенче ĕçлет… Тĕплĕнрех→


Салтак çырăвĕ

Атте, анне, сире
Раштав çитнĕ çĕре
Яратăп эпĕ салам.
Пичче, инке, итлĕр:
Салам манран эсĕр
Ку çырура ан кĕтĕр.
Ман мăшăрăм – арăм,
Сана прахса карăм
Çулталăкран салтака.
Сана эпĕ юратса,
Хам сăнăма ÿкерсе
Çак çырупа яратăп.

Малаллине вулас

Муса Джалиль: Тĕрме Хуралçи

Тĕрме Хуралçи

Алăка вăл сыхлать. Хул çинче
Икĕ «С» кукрашкийĕн çути.
Чĕрене хăйăрать, пăталать
Кĕрĕс-мерĕс таканлă утти.Малаллине вулас