Çеçпĕл Мишши: Чăн чĕрĕлнĕ


Çеçпĕл Мишши


Чăн чĕрĕлнĕ

Sijen1• Профанаци

Эй, ваттисем! Иртнĕ ĕмĕрĕре
Асап чăтса ирттернисем!
Мĕн авалтан чăваш чĕлхи
Асап чăтни аса килет-и сире.
Сире аса килет-и авалхи.
Шухăшлăр-ха! Астăвăр, ваттисем!

Чăваш çынни авал чухне
Пуçне чиксе шăппăн çÿренĕ,
Тункатаран та шикленнĕ…
Чăваш чĕлхи асап айне
Путарăннăччĕ ун чухне…

Эй, ваттисем!
Эй, ват çынсем!
Авал чăваш асаплă пулнине
Çамрăксене каласа парăр:
Тăван çĕршывăн капăр чĕлхине
Ялан савма хушса хăварăр.
Эй, ваттисем! Пĕтĕм чĕререн
Сире пиллетпĕр ыр пилпе:
Эпир асапсене парăнманнипе
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен.

Кăвак хуппи пĕлĕт тăрĕнчен
Чăваш çĕрне çутатса ячĕ.
Тăван çĕршыв чĕлхи хăвачĕ
Чĕрĕлсе тăчĕ вилĕмрен.
Чăваш чĕлхи текех чухăн мар!
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен.
Эй, чăвашсем! Пĕтĕм чĕререн:
— Чăн чĕрĕлчĕ! — тесе кăшкăрар.

Эсир тата, вĕри чунсем!
Кăвар чунсем, яшсем, хĕрсем!
Каç-кăç урамсене тухса,
Кĕвĕллĕ юрăсем хурса,
Тăван çĕршывăн чĕлхине
Мухтав тума манса кайман-и.
Чăваш чĕлхин хĕвеллĕ илемне
Чунтан савса тăма манман-и.

Пур çамрăксем! Çунат хушар:
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен!
Эй, çамрăксем! Пĕтĕм чĕререн:
— Чăн чĕрĕлнĕ! — тесе кăшкăрар.

Тăван çĕршыв вăрманĕсем!
Чечек çеçки тăхăннă улăхсем!
Чăваш чĕлхи хăвачĕ кăмăлне
Мухтав юрри шавласа янрăр:
— Авал асап чăтнă вырăнне
Чăваш чĕлхи хăватлăлантăр!

Сĕм вăрмансем, шавласа ларăр:
— Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен! —
Уйсем, варсем! Вĕçе-вĕçĕмрен:
— Чăн чĕрĕлнĕ! — тесе ян ярăр.
Чăваш чĕлхи текех чухăн мар!
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен.
Эй, чăвашсем! Пĕтĕм чĕререн:
— Чăн чĕрĕлчĕ! — тесе кăшкăрар.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.