Митта Ваçлейĕ: Чăнах-и


Чăнах-и?

Ана çинче хытхура,
Пирĕн ялта сас-хура:
Эй, тусăм Çинахви,
Эс кахал теç, чăнах-и?

Колхоз хирте вырмара,
Çинук килте — выртмара.
Эй, тусăм Çинахви,
Çак сăмах та чăнах-и?

Пилĕк-çурăм, ал-ура
Пĕрмай санăн ларура.
Канлĕ теççĕ, чăнах-и,
Санăн пурнăç, Çинахви?

Самăй ĕçе тухнă чух
Сан ыратман çĕр те çук.
Эй, тусăмçăм Çинук,
Чăн сăмахăн суйи çук.

Ĕçе тытнă-тытманах
Сана тытрĕ тытамак.
Мĕн пулчĕ, Çинахви,
Улталатни, чăнах-и?

Анчах темшĕн ĕçкĕре
Чĕп-чĕрех эс, чĕмере!
Эй, тусăм Çинахви,
Ку сăмах та чăнах-и?

Ĕçкĕре сан пĕсехе
Пĕсехе мар, сĕреке!
Эй, Çинук, кăлăхах
Култаран-çке халăха.

Тыр уйăрма тытăнсан—
Сассу ытла çепĕç сан.
Эй, пирĕн Çинахвин
Ытла лайăх юмаххи.

Темшĕн пирĕн Çинуша
Килсе лекнĕ ак нуша.
Эй, тусăмçăм Çинук,
Чăн сăмахăн суйи çук.

Ĕçлемерĕн таклуша,
Сĕтел çийĕ пуш-пушах…
Эй, Çинук, ăслă пул,
Аслă пул та ĕçлĕ пул!

1933

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.