Митта Ваçлейĕ: Тăвалла Марш


Тăвалла Марш

Чăнкă çул.
Тумхах та тăвалла.
Çак вăл пирĕн çул —
Ĕççамрăк çулĕ.
Пĕр пăхсан —
Çÿçпуç йăлт тăмалла,—
Тен, чылайăшĕн çаплах та пулĕ?
 
Анчах, комсомоли,
Эс — парăнми паттăр!
Нимле тăвалла та
Сана хăруш мар.
Маттур çĕкленетпĕр,
Кал-кал хăпаратпăр,
Пире йăтса илчĕ тăвăллă марш.
 
Пурте мар.
Шăлăнайман çÿп-çап
Чылай,
Пур -ха мĕшĕлтетен мещен те.
Пĕр ик-виçĕ çул хыçран чупсах,
Ав хăшĕ
Ашакла ĕшенчĕç.
 
Çÿле, комсомоли,
Çÿле, харсăр паттăр!
Нимле тăвалла та
Сана хăруш мар.
Кам çул урлă выртнă —
Хăюллăн çеç таптăр,
Кам йĕрĕнчĕк ертнĕ —
Шăлса вăркăнтар!
 
Çитес пилĕкçул
Пулмалла
Çĕршывăмăр
Классăр,
Ултавсăр.
Чăн çăлăнăç
Эпир унта тупмалла.
Апла-тăк:
Эй, харăс
Утаслăр!
 
Мала, комсомоли!
Çулсем тăвалла.
Ытах тăвалла-тăк —
Çине тăмалла!
Мала, комсомоли!
Çулсем такăр мар-тăк —
Ытах такăр мар-тăк —
Тавай такăрлар!
 
1932

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.