Митта Ваçлейĕ: Мĕншĕн


Мĕншĕн

(Агротакмаксем)

Пăри терĕм — акăнчĕ,
Сĕлĕ терĕм — сапăнчĕ.
Шăтрĕ тухрĕ хуп-хура
Ăшçунтармăш хытхура.
— Мĕншĕн?
Евит пултăр халăха:
Тасатманччĕ вăрлăха.

Сĕллĕм, сĕллĕм — куç тулли,,
Вырма тăтăм… ял кулли!
Акă мăшкăл — вырт та вил,
Пушă хăмăл выр та ил…
— Мĕншĕн?
Пирĕн пурнăç — пурнăç-и:
Килентерчĕ вутпуççи.
— Мĕншĕн?
Пăхăнмарăм чăнлăха —
Чÿхемерĕм вăрлăха.
 
Акрăм тулă, акрăм вир,
Пулĕ терĕм çăп-çăра.
Вырма тухрăм… манăн хир
Кукша пуç пек çап-çара.
— Мĕншĕн?
Ак ăçта мĕн тĕрĕслĕх:
Кирлĕ пулнă тирĕслĕк.
Пурнăç, пурнăç хирĕçрĕ,
Выçă юлтăм эп кăçал.
 
Чышрăм, чышрăм тирĕслĕк,
Пурпĕр тыррăмçăм чăл-чал.
— Мĕншĕн?
Тиркемерĕм вăрлăха —
Тăтăм юлтăм хурлăха.
 
Аллаттартăм виçĕ хут,
Пулĕ терĕм первăй сурт…
Ах, пĕтерчĕ, ах, каппут —
Пуçа çирĕ сăтăр хурт.
— Мĕншĕн?
Хамах пулнă-çке айван:
Кĕрхи суха тăвайман.
 
Тарас пирĕн хĕлĕпе
Супрĕ улăм кĕлĕпе.
Пыр та кур ак Тарасна —
Тырри ăнчĕ ăраснах!
— Мĕншĕн?
Вăл акман çав кĕлĕпе,
Акнă улăм кĕлĕпе.
 
Ял-ял тăрăх сас-хура:
Тытмалла теç шур юра.
Чăнахах та вăл пăртак
Усă парĕ-ши, вăртах?
Вăртах:
— Кам анийĕ шурă юр —
Çавăн сутлăх тырă пур.
 
Эпир тырă акрăмăр,
Минералне сапрăмăр.
Тĕлĕнен те ахлатан —
Тулă пулчĕ хампа тан.
— Мĕншĕн?
Шереметĕн усси пур —
Аванрах çеç çĕре хур.

1929

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.