Митта Ваçлейĕ: Çĕнĕ çĕртен килнĕ çыру


Çĕнĕ çĕртен килнĕ çыру

Кукаçейĕм! Кунта пурнăç тулăх,
Чÿхенсе çеç выртать ешĕл улăх.
Пĕлĕт уçă. Сывлăш таса.
Тырă-пулă ÿсет кашласа.

Пултаруллă хастар çутçанталăк
Ырлăхне кăтартать савăнмалăх.
Кунти пек пархатарлă вăрман
Халиччен эп ниçта та курман.

Кутамас та патвар ватă кедр:
Ан ÿркен — мăйăрне шĕкĕлче тăр.
Анкарти хыçнелле çеç тухан:
Пĕрлĕхен, шурçырли, хурлăхан.

Катăркасĕ, пăланĕ, пилешĕ —
Виноград тейĕн çав, мурилесшĕ!
И çупкăм та çупкăм пиçет-çке,
Хĕвелпе хĕрелсе çиçет-çке.

Шăмаккийĕ, серти, пултăранĕ:
Темĕнле выçă куç та тăранĕ!
Пурте пур — чăваша юрăхли —
Ие курăк, хĕрен, хир ыхри…

Аслă шыв хĕррине эс тухатăн,
Таврана куç илмесĕр пăхатăн:
Сĕрĕшсе çитĕнет мăй таран
Йăлăмри тĕтĕреллĕ çаран.

Унта тулă, кунта йĕтĕн-кантăр:
Асатте-асанне те курман-тăр!
Çулсерен тÿпеми мукаçей…
Килсе кур, ан ÿркен, кукаçей.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.