Çĕнĕ çĕртен килнĕ çыру
Кукаçейĕм! Кунта пурнăç тулăх,
Чÿхенсе çеç выртать ешĕл улăх.
Пĕлĕт уçă. Сывлăш таса.
Тырă-пулă ÿсет кашласа.
Пултаруллă хастар çутçанталăк
Ырлăхне кăтартать савăнмалăх.
Кунти пек пархатарлă вăрман
Халиччен эп ниçта та курман.Малаллине вулас