Раксем ăçта хĕл каçаççĕ


Виталий Бианки


Кухньăра тенкел çинче карçинкка ларнă, плита çинче — кастрюль, сĕтел çинче — пысăк шурă тирĕк. Карçинккара раксем йăшăлтатнă, кастрюльте тăварпа укроп янă шыв вĕренĕ, тирĕк пушах пулнă.

Хуçа арăмĕ кĕнĕ:

пĕрре — вăл карçинккаран рак туртса кăларнă та —

иккĕ — ăна кастрюле ывăтнă, пиçиччен тăхтанă та —

виççĕ — рака кастрюльтен кашăкпа çаклатса тытса тирĕке хунă.

Татах, татах…

Пĕрре — çурăмĕнчен ярса илнĕ хура рак усаллăн мăйăхĕсене хускатнă, хаччисене уçнă, хÿрипе çатлаттарнă.

Иккĕ — рак вĕрекен шывра хускалми пулнă, хĕрелнĕ.

Виççĕ — хĕрлĕ рак шурă тирĕке лекнĕ, хускалман.

Пĕрре-иккĕ-виççĕ, пĕрре-иккĕ-виççĕ — карçинкка раксем сахаллансах пынă, кастрюльте шыв лăкăртатсах вĕренĕ, тирĕкре хĕрлĕ раксен купи ÿссех пынă. Акă карçинккара пĕртен-пĕр рак юлнă.

Пĕрре — хуçа арăмĕ рака çурăмĕнчен ярса илнĕ. Çав вăхăтра ăна юнашар пÿлĕмрен чĕннĕ.

— Халех! Халех! Юлашки юлчĕ, — тенĕ те вăл пăтрашăнса кайнă. Иккĕ — хура рака тирĕк çине ывăтнă, кăшт тăхтасан тирĕк çинчен хĕрлĕ рака кашăкпа çаклатса илнĕ те — виççĕ — ăна вĕрекен шыва янă.

Хĕрлĕ ракшăн ăçта выртасси пурпĕрех пулнă: хуть вĕрекен кастрюльте, хуть тирĕкре. Хура ракăн вара кастрюле пачах та лекес килмен, тирĕкре выртас кăмăл та пулман. Пуринчен ытла вăл раксем хĕл каçакан вырăна çитесшĕн пулнă.

Хура рак çулçÿреве тухнă: кутăн чака-чака хыçалти картишнелле талпăннă. Хускалмасăр выртакан хĕрлĕ раксен купи çине пырса тăрăннă та вĕсен айне хĕсĕннĕ.

Хуçа арăмĕ хĕрлĕ раксене укроппа илемлетнĕ те тирĕке сĕтел çине лартнă. Симĕс укроппа сапнă хĕрлĕ раксем шап-шурă тирĕкре илемлĕн курăннă. Раксем питĕ тутлă пулнă. Хăнасем выçă пулнă. Хуçа арăмĕ ерçмен. Хура рак тирĕкрен шуса аннине те, вăл кутăн чака-чака сĕтел хĕрринелле куçнине те никам та асăрхаман.

Сĕтел айĕнче хăйне мĕн те пулин пăрахса парасса кĕтсе кушак çури ларнă. Сасартăк ун çине темскер хураскер, вăрăм мăйăхлăскер, лап персе аннă. Кушак çури ку рак пулнине пĕлмен, пысăк таракан пуль тесе ăна сăмсипе тĕкнĕ.

Рак кутăн чакнă.

Кушак çури ăна тяппипе тĕксе пăхнă.

Рак хаччине çĕкленĕ.

Кушак çури кунпа аппаланнин усси пулас çук тесе палт çаврăннă та рака хÿрипе лектернĕ.

Рак унăн хÿрине хаччипе çат хĕстерсе хунă.

Кушак çури урса кайнă тейĕн!

— Мяук! — пукан çине сикнĕ.

— Мяук! — пукан çинчен сĕтел çине сикнĕ,

— Мяук! — сĕтел çинчен чÿрече сакки çине.

— Мяук! — чÿречерен картишнелле вăркăннă.

Вăл, çил-тăвăл пек, картиш урлă садалла вĕçтернĕ. Садра пĕве пулнă. Кушак çури пĕве еннелле вирхĕннĕ. Вăл пĕве хĕрне çитсен рак хаччине вĕçертнĕ. Кушак çури вара каялла çаврăннă та сиккипе килнелле чуптарнă.

Ку пĕве пĕчĕк пулнă. Пĕтĕмпех юшкăнпа тулса ларнă, симĕс ÿсен-тăранпа витĕннĕ. Унта кахал тритонсем, мăран карассемпе улиткăсем çеç пурăннă. Вĕсен пурнăçĕ кичем пулнă. Тритонсем çÿлелле-аялалла, карассем каялла-малалла ишнĕ, улиткăсем курăк тăрăх шунă: пĕр кун — çÿлелле, тепĕр кун — аялалла.

Сасартăк пĕвене темле хура япала шаплатса ÿкнĕ. Пурте ăна курма пуçтарăннă. Чăнах та, пăхмалли-тĕлĕнмелли пулнă çав: лешĕн пĕтĕм кĕлетки хура панцирьпе витĕннĕ. Вăрăм мăйăхĕсем кăнт кăнтарса тăнă, куçĕ аран-аран курăннă, хаччисем мăшăр шăллă çăвар пек туйăннă.

Пĕверисем ку таранччен нихçан та рак таврашне курман. Çак мерекке патнелле вĕсем çывăхарах та çывăхарах шунă. Акă рак хускалса илнĕ, пурте хăранипе айккинелле сиксе ÿкнĕ. Рак вара малти урине çĕкленĕ те ăна курăк тунипе тасатма пикеннĕ.

Тĕлĕннипе пурте каллех рак патнерех шума пуçланă. Пĕр пĕчĕкçĕ карасĕ рак мăйăхĕ çинех пырса тăрăннă. Рак ăна хаччипе пĕрех качлаттарнă. Пурте хăранипе каллех айккинелле сирпĕннĕ. Рак вара васкамасăр апатланма пуçланă. Ырă курса пурăнма пуçланă вăл пĕвере. Тритонсем пе кăрăçсем текех ун çывăхне те пыман. Ракшăн улиткăсем те çителĕклĕ пулнă. Вăл вĕсене çурчĕ-мĕнĕпех çинĕ.

Пĕвери шыв çĕрĕк шăршлă, пăнтăх пулнă. Рак ытти раксем хĕл каçакан тарăн шывлă вырăна çитме ĕмĕтленнĕ.

Пĕррехинче шалкăм çумăр пуçланнă. Çĕрĕпех çунă вăл. Анат енче шыв самаях хăпарнă, çырантан тухсах кайнă. Рак шыв таппине лекнĕ, вар тăрăх ишнĕ те ишнĕ. Çумăр чарăннă. Шыв таппи ăшăхланса юлнă. Рак шума пуçланă. Нумай шунă вăл. Кăнтăрла канса выртнă, çĕрле çула тухнă. Метр хыççăн метр хыçа юлнă.

Вуннăмĕш кунне выçăскер пĕр тунката айне хĕсĕннĕ. Мĕн те пулин çиме юрăхли ишсе иртмĕ-ши тесе кĕтме пуçланă. Пăхать — ун патнелле кушак çури пысăкăш темле чĕр чун, кĕске ураллăскер, мăйăхлăскер, ишсе килет. Тепĕр чухне рак хăраса та ÿкнĕ пулĕччĕ-и тен, халĕ вара вăл питĕ выçă пулнă. Чĕр чуна хăйĕнчен ирттерсе янă та унăн хÿрине хаччипе çаклатса илнĕ. Пĕр пайне татса илес тесе шутланă вăл. Чĕр чунĕ ку шыв йĕке хÿри пулнă. Вăл тунката айĕнчен вăшт кăна сиксе тухнă та хÿрине енчен енне çăлкалама пуçланă. Рак хаччи шап çеç хуçăлнă. Вăл шыв тĕпне ÿкнĕ те чылай хушă хускалмасăр выртнă. Унтан хăрах хаччи çине тĕревленсе шума пуçланă. Шыв курăкĕсене çинĕ, ăмансене тупса хыпнă. Малалла шунă.

Çулçÿрев уйăх ытла тăсăлнă. Рак халтан кайнă, шăваймиех пулнă. Вара хÿрипе хăйăра алтса йăва тума шутланă. Вĕçленĕ çĕре ăна тата япăхрах пулса кайнă. Вăл тирне пăрахма тытăннă иккен. Çурăмĕ çине çаврăнса выртнă. Хÿри пĕрре пĕрĕннĕ, тепре сарăлнă. Тирĕ хырăмĕ тĕлĕнче татăлнă, ун ăшĕнчен хĕрлĕ хăмăр кĕлетке курăнса кайнă. Çăмăл пушă тирĕ шывпа юхса кайнă. Тирне пăрахнă рак шăтăкра выртса юлнă, çемçешке ÿтлĕскер, халсăрскер.

Кун хыççăн кун иртнĕ — рак çаплипех хускалмасăр выртнă. Майĕпен унăн кĕлетки хытма, хытă тирпе витĕнме пуçланă. Ку тир хура мар, хĕрлĕ хăмăр тĕслĕ пулнă. Ак тĕлĕнтермĕш — йĕке хÿре хуçнă хаччи те çĕнĕрен ÿсме пуçланă. Рак шăтăкĕнчен шуса тухнă та каллех çула тухнă — раксем хĕл каçакан тарăн шывлă вырăна. Халĕ ĕнтĕ унăн тирĕ каллех хура тĕслĕ пулнă.

Кунсем кĕскелнĕ. Шыв çийĕн кĕрхи çулçăсем ишнĕ. Чăтăмлă рак ишнĕ те ишнĕ, юлашкинчен тăм çыранлă юхан шыва ишсе тухнă. Унта, чăнкă çыранра, шыв айĕнче хутлă-хутлă шăтăксем пулнă. Кашни шăтăкĕ рак йăви. Кашни шăтăкĕнченех рак мăйăхĕсем курăнаççĕ. Чăн-чăн рак хули.

Çулçÿревçĕ рак хĕпĕртесе ÿкнĕ. Вăл çыранра ирĕклĕ вырăн тупнă та хăйне валли хăтлă йăва алтнă. Тăраниччен çинĕ те хĕл каçма кĕрсе выртнă. Упа пек.

Вăхăчĕ те çитнĕ ĕнтĕ: юр çунă, шыв та шăннă. Рак шăтăкне хупласа хунă та — пырса сĕкĕнсе пăх ĕнтĕ! — çывăрса кайнă.

Раксем пурте çапла хĕл каçаççĕ.

Т. Артемьева куçарнă

Реклама

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.