Тупмалли
Пĕрремĕш Пайĕ | Пĕрремĕш Сыпăк | Иккĕмĕш Сыпăк | Виççĕмĕш Сыпăк | Тăваттăмĕш Сыпăк | Иккĕмĕш Пайĕ | Пĕрремĕш Сыпăк | Иккĕмĕш Сыпăк | Виççĕмĕш Сыпăк | Тăваттăмĕш Сыпăк
Николай Симунов
Ан йĕр эс, Лена (Туй)
Роман. Иккĕмĕш Кĕнеке.
Пĕрремĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Вăрăм сăрка юсавне юсăр лайăх тееççĕ.
Хĕр чухнехи пурнăçа — хăналăха тееççĕ.
—Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. V том
• Пĕтĕмĕшле аморальлĕх
• Ырă тĕслĕх çук
Святослав Всеволодович пÿлĕмре пĕчченех. Кĕмĕл пĕрчĕсемпе укаланнă çÿçне сылтăм аллинчи тÿрипе ачашласа чÿрече патне пычĕ. Пĕр-икĕ эрне каялла çеç çутă симĕс сăрпа йăлкăшакан йывăç çулçисем сархайма пуçланă, паян акă вут-хĕм сирпĕтсе тăраканнисем те курăнкалаççĕ: часах шартлама сивĕсем килсе шартлаттарасси те куç умĕнчех. Юрать-ха кĕрхи çил кахалланса ĕшнере выртать, унсăрăн çав вĕлтĕрти çулçăсем сарă çумăр ташшинче киленнĕ пулĕччĕç.
Вĕлтĕрти çулçăсем! Ытла та кĕске ĕмĕр пехилленĕ сире çутçанталăк. Пĕр çу каçассишĕн вăй-хал пуçтаратăр та пурнăç тутимасине ăнланса илеймесĕрех çутă тĕнчепе сывпуллашатăр. Нивушлĕ сиртен пуçне çĕр питне вырăн саракан урăх никам та çук! Мĕншĕн пĕр сирĕнпе витĕнмелле кĕрхи çумăр ислетнĕ çĕрĕн? Мĕншĕн сирĕн ÿксе вараланмалла çав лупашкара? Çуркунне хĕвел ăшшинче саркаланса, шĕпĕлтетсе ларнă чухне кам шухăшлать-ха эсир çакăн пек пулса юласси çинчен? Çук, эсир паян чĕнместĕр. Çуркуннехи пек пăшăлтатса юрату пиллеместĕр.
Алăка хуллен шаккарĕç. Ку вăхăтра никама та кĕтменрен училище директорĕ, ыйхăран вăраннă пек пулса, сĕтел хушшине васкарĕ, физкультура учительне ăшă кулăпа кĕтсе илчĕ, ларма вырăн сĕнчĕ. Михаил Гаврилович Артамонов ун патне хаваслă хыпарпа килмен иккен: ĕçрен хăтарма ыйтса çырнă хутне именереххĕн кăна тăсса пачĕ. Çак тĕреклĕ атлет хальхилле хăюсăр пулнине курманран-и, унăн хурчканни пек чакăр куçĕсем халиччен кунашкал тĕксĕмленнине асăрхаманран-и, Артамонов хăй патне ырă хыпарпа килменнине директор çийĕнчех тавçăрса илчĕ. Васкамасăр кăна заявленине вуласа тухрĕ те пуçне усса ларакан спортсмен çине сăнасарах пăхрĕ.
— Ытла та инçе кайма шут тытнă, — терĕ вăл, хăйпе хăй калаçнăн, пуçне чÿрече еннелле пăрса. — Унта никама та ямăтти[i] кĕтсе тăмасть, çул-йĕрне те ешĕл кавирпе витмен, вăрăм укçана та кашни утăмрах тăсса паракан çук. Тен, кăлăхах аппаланатăн?
— Эсир унта хăвăр пулса курнă пек калатăр, Святослав Всеволодович, — аран-аран сăмах кăларчĕ Михаил Гаврилович. — Çĕпĕрте ман юлташ ĕçлет, пурнăç юмахри пек лайăх тесе çырать.
Директор пукан çинчен йывăррăн çĕкленсе чÿрече патне пырса тăчĕ. Ассăн сывласа стадион еннелле тинкерчĕ.
— Хам пулса тÿссе ирттермен пулсан калассăм та çукчĕ. Шăпах çав вырăнсенче сывлăха çухатрăм, урасем те çавăнтах хăйсен тĕрекĕсене хăварчĕç. Унтан таврăннăранпа хамăн ĕмĕре уксахласах ирттеретĕп ав. Юрать-ха сывă юлтăм, уншăн та хамăн шăпана тав тăватăп.
— Халиччен эсир Çĕпĕрте пулни çинчен никамран та илтменччĕ, — майĕпен кăна каласа хучĕ Артамонов.
— Кашни çынна каласа паман çав, — килĕшрĕ директор. — Кама мĕн тума кирлĕ эпĕ унта асап тÿссе ирттерни?
— Инçет Хĕвелтухăçне эсир те укçашăн кайнă пуль-ха?
— Эпĕ унта хам ирĕкпе кайман, — иртнĕ пурнăç ыратăвне çĕнĕрен тавăрасшăн мар пулса, кăмăлсăррăн хуравларĕ Сергеев.
Унтан вăл васкамасăр кăна хăйĕн ашшĕне, Куславкка чукун çулĕ çинче ĕçлекен стрелочника, епле майпа «халăх тăшманĕ» туса тĕрмене хупнине, вĕсен капла та тĕреклĕх мар пÿрт-çуртне конфискациленине, кайăк йăвине тустарнă пек тустарса ачи-пăчине тĕнче тăрăх салатса янине ним пытармасăр каласа пачĕ. Çемйипех Çĕпĕре ссылкăна ярсан Святослав хăйĕн тепĕр пурнăçне унта тупать темелле. Ăнсăртран тенĕ пек, вăл Григорий Анисимович Федосеев инженер-геодезист экспедицине лекет, унпа пĕрле халиччен никам та ура ярса пусман вырăнсенче пулса этем ывăлĕ-хĕрĕ курман йывăрлăхсене тÿссе ирттерет.
— Çапах та сире мĕншĕн Çĕпĕре янă-ха вара? — ăнланаймарĕ преподаватель.
— «Халăх тăшманĕсене» çемйипех ялтан ăсатнă ун чух. Ачи-пăчи, арăмĕ айăплине айăпсăррине пăхса тăман. «Тăшмансене» тĕпĕ-йĕрĕпех кăкланă ĕнтĕ… Федосеев экспедицийĕ мана çын турĕ, — пĕлтерчĕ директор. — Вĕсемпе тĕл пулман пулсан ман шăпам тĕплĕрех килсе тухнă пулĕччĕ — калама йывăр.
— Ĕçленĕшĕн укçине çителĕклĕ парсан вырăнтан та хускалман пулăттăм. Вăрăм укçашăн нихăçан та хыпса çунман эп, — ÿкĕннĕ пек каларĕ учитель. — Ĕçлеме пуринчен те ытларах лекет, укçине кăна тивĕçлипе тÿлемеççĕ.
— Сахалтарах паратпăр çав, — хăй кĕсйинчи укçа çинчен каланăн хуравларĕ директор. — Эсĕ капла та нумай илетĕн-ха, сана икĕ ставкăна яхăн сехет тупса панă. Ытти училищĕсенче ĕçлекен физкультура преподавателĕсем пĕр ставкăпа анчах ĕçлеççĕ. Вĕсем мĕн шутлаççĕ-ши?
— Ман пекех шутлаççĕ, — пĕр иккĕленмесĕр каласа хучĕ Артамонов. — Пĕрле вĕреннĕ хăш-пĕр юлташсенех илетĕп: икĕ-виçĕ çăмăл машина туянса янă та вĕçтерсе анчах çÿреççĕ. Таçтан темле предприятисем уçса пĕтернĕ, тем туянаççĕ, тем сутаççĕ. Укçине кĕреçепех хырса илеççĕ пулас! Паян вĕсем пек ĕнерхи министрсем те пурăнайман.
— Апла пулсан сирĕн те бизнеса каймалла.
— Эпĕ унта пултараймастăп.
— Юлташусем пултараççĕ тетĕн-çке.
— Шкулта вĕреннĕ чух пĕрре çумне иккĕ хушма пĕлместчĕç, халь… миллионшар тенкĕ укçана та çÿп-çап вырăнне кăна хураççĕ. Эп вĕсенчен шалтах тĕлĕнетĕп. Хăш вăхăтра, ăçта, кам коммерсант пулма вĕрентнĕ вĕсене? Çук, эпĕ ун пек пултараймастăп.
— Спорт мастерĕн ятне укçалла сутмаççĕ çав. Юлашки вăйна-хална пухса тапаçланмасан мастер ятне илесси çинчен ан та ĕмĕтлен. Эсĕ пултартăн-ха ав.
— Çапларах ĕнтĕ. Анчах халь тата ун авторитечĕ те пĕтрĕ.
— Камăн?
— Спорт мастерĕн.
— Авторитечĕ вăл çыннинчен хăйĕнчен килет пуль-ха.
— Мар çав. Ĕнер çеç пĕр коммерсант мана ÿкĕтлеме килнĕччĕ. «Мана сыхласа çÿрекенни пул — миххи-миххипе укçа пулать сан! » — тет. Икĕ-виçĕ хутчен те кĕрсе тухрĕ ĕнтĕ.
— Килĕшмеллеччĕ.
— Эпĕ спекулянтсене сыхласа çÿрессишĕн спорт мастерĕн ятне илмен, ан та шухăшлаччăр!
— Нумай спортсмен вĕсем патне куçнă теççĕ.
— Чăн-чăн спортсменсем куçман. Спортсмен пулма ĕмĕтленсе вĕчĕхсе çÿрекенсем анчах. Нумайăшне пĕлетĕп, нихăшĕ те мастер мар.
Святослав Всеволодович чĕнмерĕ. Ун куçĕ умне Джугджур районĕн карттине ÿкерме кайнă кунсем паянхилле тухса тăчĕç. Çав туллă-сăртлă вырăнсене вĕсенчен маларах кайнă ушкăн çĕр çăтнă пек çухални, вĕсенчен вăрах вăхăт нимле хыпар та пулманни пурне те пăшăрхантарнăччĕ. Çывăх юлташĕсене вăхăтра пулăшу парас тесе Федосеев вĕсен çулĕпе кайма шут тытрĕ. Çак сĕнÿпе ыттисем те хапăлласах килĕшрĕç. Анчах та ытла йывăр çула тухмалла-çке! Райĕçтăвком председателĕ каласа панă тăрăх, хĕлле кунти çынсем те Джугджур патнелле çÿремеççĕ иккен. Ахальтен мар вĕсене вилĕ тусем тесе ят панă. Унта чулпа мăкран урăх нимле ÿсентăран та кураймăн. Никам та ним те туса чарайман хаяр сивĕ çил анчах ашкăнать. Вăл каланă тăрăх, геодезистсем аташса кайма пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсене çул кăтартма кунти чи ăста йĕрлевçĕсем, чи пултаруллă сунарçăсем кайнă. Вĕсене çултан никам та, нимле вăй та пăрса ярас çук, мĕнле те пулин кĕтмен лару-тăрăва лекнĕ пуль.
Райĕçтăвком председателĕ çапах та Федосеев ушкăнне ăнăçу пуласса шансах лăплантарнăччĕ. Экспедицие ертсе кайма шанчăклă ертÿçĕсем суйласа хунă та иккен, çул çинче мĕн кирлĕ пулма пултаракан япаласене те хатĕрленĕ, лавсене туртса пыма чи паттăр пăлансене уйăрса илнĕ-мĕн. Нимрен хăрамалли те çук, çапах та…
— Эсир, Святослав Всеволодович, мана тата кăштах ĕçлеттересшĕн пулас, — директор ним чĕнмесĕр тăнăран пăшăрханса каларĕ преподаватель. — Епле пулсан та мана ĕçрен халех хăтарăр. Мана унта юлташсем кĕтсе тăраççĕ, телеграмма пачĕç.
— Палăртнă вырăна çитме тата икçĕр-виççĕр метр пек кăна юлнăччĕ, — паçăрах итлекенсене каласа пайăн ăшри калавне сасăпа малалла тăсрĕ Сергеев (калăн, ăна Артамонов хускалми, хăлхине чăнк! тăратса итлесе ларать), — ертÿçĕ эвенк пире калла таврăнма сĕнчĕ. Ара, çанталăкĕ тăп-тăнăç, тÿпе тăп-тăрă, çитес тĕллев те умрах чухне эпир тĕлĕнсе хирĕçлеме тытăнтăмăр. Часрах вырăна çитсе йывăрлăха лекнĕ юлташсене пулăшас килет-çке! Унашкал пăтăрмахра пиртен кашниех пулса, тÿссе курнă, çавăнпа пулăшу мĕн иккенне лайăх ăнланатпăр: тепĕр чухне вунă минут мар, пĕр çеккунчĕ те пурнăçа сыхласа, çăлса хăварма май парать…
— Эсир ман заявлени пирки ним те каламарăр-ха, — аса илтермĕ шутларĕ физкультурник. — Ирĕк паратăр-и?
— Кăштах тăхта, — аллипе ларма паллă пачĕ ура çине тăнă учителе директор, — халех каласа пĕтеретĕп. Пуçланă сăмаха каласа пĕтермесен чун канмасть, кăкăрта пĕрмаях темле хурт йăшăлтатнăн туйăнать. Кăштах тăхта. Эпĕ мĕн тенĕччĕ-ха?
— Эвенк ертÿçĕ сире калла таврăнма сĕнчĕ тенĕччĕ, — пукан çине ларса итлеме хатĕрленчĕ Артамонов. Директорпа тавлашнин усси çуккине вăл аван пĕлет.
— Эпир хирĕçлерĕмĕр çеç — Джугджурăн чи çÿллĕ тăрринче тĕтре пек шурă юр йĕркеме пуçланине асăрхарăмăр, — малалла каларĕ директор. — Çав самантрах витĕр касакан сивĕ çил килсе çапрĕ, куçа курăнман йĕп пек юр пĕрчисем пит-куçа шăтарса кĕресле пырса тирĕнчĕç, самантрах сывлăша пÿлсе лартрĕç. Паçăр кăна тарланăран нÿрĕкленнĕ тумтир самантрах такана пек хытса çан-çурăм çумне выртми пулчĕ. Кун пек чухне пĕр самантлăха та хускалмасăр тăма юраманнине пĕлсе эпир пĕр-пĕринпе тĕрткелешме тытăнтăмăр. Анчах та ту хушăкĕнчен тухакан çăра юр пĕлĕчĕсем, хăйăр-тусанпа хутшăнса, пире çаплах тыткăна илесшĕн хупăрлаççĕ. Часах эпир шăнса хытма пуçларăмăр. Кăвайт чĕртсе ăшăнасчĕ — шăнса хытнă алăсем шăрпăк та тытайми пулнă. Сиккелеме, тăпăртатма, тĕрткелешсе ăшăнма вăй та пĕтсе çитрĕ. Пуçра пĕр шухăш: «Пĕтрĕмĕр пурте!» Мĕншĕн эвенк ертÿçĕ итлемерĕмĕр-ши? Вăл каласанах каялла çаврăннă пулсан халиччен ту айне анса кăвайт умĕнче рехет-ленмеллеччĕ ĕнтĕ! Çук, халь çывăх чавсана та çыртаймăн çав. Ку кăна çитменччĕ, тата йĕпе çине сапа тенĕ пек, Федосеев кÿлнĕ пăланĕсемпех темле шăтăка анса кайнă иккен, пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтрĕмĕр. Çил-тăман хăлхана хупласах ахăрма пуçларĕ. Хытă шăннипе калаçайми пулса çитрĕмĕр. Пĕр сăмах калама çук: шăлсем шăтăртатни, тутасем чĕтрени нимле сăмах тума та май памаççĕ. Эвенк пăлансене кÿлнĕ чĕн хатĕрсене çĕçĕпе касса выльăхсене ирĕке ярасшăн хăтланать. Ăçта унта, чĕн кантрасем шăнса тимĕре çаврăннă, нимле çĕçĕпе те каçаймăн!
Тĕттĕмленсе çитрĕ. Çынсем пурте калаçайми пулчĕç. Ку вара пирĕн чĕресене тата ытларах ыраттарать, вилĕм хамăрпа юнашарах алхасса çÿренине систерет.
— Епле вилмесĕр юлнă вара? — хăй васканипе систерсе чăтаймасăр ыйтрĕ Артамонов. — Эсир…
— Çав ертÿçĕ эвенк пулман пулсан, — сĕтел хушшине пырса ларчĕ Святослав Всеволодович, — паян эпĕ санпа калаçса ларас çын марччĕ.
— Эвенк мĕн туса хăтарчĕ вара?
— Афанасий ятлăччĕ вăл. Çĕççипе чĕн касайманран пулас, нарта çинчен пурттине илчĕ те кÿтнĕ аллисемпе пăлана ĕнсерен кÿплеттерчĕ. Эпир ним те ăнланмасăр тĕлĕнсе пăхса тăратпăр.
Пăлан çĕре ÿксенех эвенк пурттипе унăн хырăмне касса уçрĕ, унтан алсишне хывса аллисене пăлан хырăмлăхĕ патне чиксе шăпланчĕ, пире те çавнах тума сĕнчĕ. Часах шăнса хытнă питне сăн кĕчĕ, вăл ĕнтĕ кулкаласа илме те пултарчĕ.
«Ăшăнăр та, кăвайт чĕртĕпĕр», — хавхалантарчĕ хăй пурне те. Анчах та тепĕр сехетрен çеç эпир палаткăсене карса кăвайт чĕртме пултартăмăр. Кăвайт! Ун пек пысăк телей пур-ши тĕнчере?! Эпĕ астумастăп.
— Тĕлĕнмелле, эсир тем те тÿссе ирттернĕ иккен, пĕлменччĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Артамонов. — Святослав Всеволодович, ман заявлени пирки ним те каламарăр-ха, — каллех аса илтермĕ тăчĕ вăл.
— Ара, эпĕ сан заявленийÿ пирки каласа паратăп-çке çак асаилĕве. Çĕпĕрпе шÿтлеме, юлташла калаçма юрамасть. Пуйма каякан вилсе килнĕ теççĕ авалхи юмахсенче. Эпĕ сана лайăхран урăх ним те сĕнместĕп. Çутçанталăкпа шÿтлеме юрамасть. Вăл кирек хăçан та пиртен аслă, вăйлă, хăватлă. Спорт мастерĕсене те сахал мар курнă пуль. Укçине те ахаль кăна тыттармаççĕ унта.
— Ĕçĕнчен, çутçанталăкĕнчен хăрамастăп-ха эпĕ, — хăйне хăй çĕклентерсе калаçа пуçларĕ спортсмен. —Ĕçленĕшĕн тивĕçлипе тÿлесен ниçта та каяс çукчĕ. Тĕрĕс, укçине кунта та тупма пулать, анчах та мана тар тăкса тупнă укçа кăна тивĕçтерет. Тар тăкакан кунта нихçан та укçаллă пулаймасть. Çавă çеç. Çемьене пăрахса тухса каясси маншăн çăмăл тетĕр-и?
— Ним те калама пĕлместĕп, — килĕшнĕ пек пулчĕ директор. — Хамăн сывлăхăма унта хăвартăм, çавăншăн ĕмĕр иртичченех кулянса пурăннипе калатăп.
— Урăрсем те çавăнтах аманчĕç-и?
— Ура тĕрекне те унтах хăвартăм çав. Мĕн кăна тÿсме тÿрĕ килмерĕ-ши! Пурин çинчен каласа пама вăй-хăватăм та, нервă тÿсĕмлĕхĕ те çитес çук. Хамăн юлташсене мар, чи курайман тăшмана та хам тÿссе курнине сĕнессĕм килмест. Миçе хутчен пурнăçпа сывпуллашман эп унта.
— Халь Çĕпĕрте те ĕлĕкхи пек мар ĕнтĕ.
— Пурте пиçнĕ-хуçнă, чăмласа çăтмалла çеç тесе шутлатăн-им?
— Çапах та…
— Кайса кур-ха эппин, таврăнсан калаçăпăр. Паллах, пултаруллă специалистсене училищĕрен ярас килмест ман. Пирĕн вĕренекенсене шăпах сан пек маçтăрсем кирлĕ. Ачасем сан çумăнта хур ами хыççăн чĕпписем карталанса çÿренĕн туйăнатчĕç.
— Вĕсемпе уйрăласси çинчен аса илсен хамăн та куççуль тухать. Миçе кăна кандидат, спорт мастерĕ хатĕрлерĕмĕр те!
— Ан кай апла.
— Çук, кайса килетĕпех. Хăть пĕр çăмăл машинăлăх укçа тупса килсен те… Манăн юлташсен, хăшин-пĕрин, икшер çăмăл машина гаражра ăйăр пек кĕçенсе тăрать. Манăн велосипед илмелĕх те укçа çук, апатпа, тум-юмпах пĕтсе пырать. Арăм та йăлăхтарсах çитерчĕ: куллен çав пурлăх юррине юрлать, намăслантарать, эрлентерет. Кайса килем ĕнтĕ, кайран ÿкĕнĕçĕ пулмĕ.
Директор епле ярасшăн пулмасан та Артамоновăн заявленийĕ çине килĕшнине пĕлтерсе алă пусрĕ. Çав самантрах секретарь кĕрсе Директора икĕ чиперкке йышăнма ыйтнине пĕлтерчĕ.
— Кĕччĕрех, — хирĕçлемерĕ Сергеев. — Анчах вăраха мар.
Артамонова хирĕç элес-мелес сăрланнă икĕ çамрăк хĕрача кĕрсе тăчĕ. Спортсмен вĕсене тÿрех сăнаса хак пама ĕлкĕрчĕ: алла ĕç тытса тăвакансем мар ĕнтĕ. Ытла та чăлтăр-чалтăр тумпа килнĕ, дискотекăсене çавнашкал çÿреççĕ вĕсем. «Кучĕсене трикопа хупласчĕ хуть», — ăшĕнче çеç хăйпе хăй калаçса илчĕ преподаватель алăка тепĕр енчен хупса.
Хĕрсем лĕм те именмесĕр сывлăх сунчĕç те сĕнмесĕрех директор умне пукан çине вырнаçрĕç, хуплама майĕ çук кĕписене турткаласа çара тунисене витесшĕн пек хăтланчĕç.
— Мĕн çăмăлпа килнĕччĕ? — яланхи пекех кăмăллăн ыйтрĕ директор хĕрсен айванлăхĕнчен ăшĕнче кăна кулса.
— Эпир Машăпа Даша, Лена юлташĕсем.
— Мĕнле Лена? — унашкал ятлисем нумай пулнăран тав-çăраймарĕ Святослав Всеволодович. — Ленăсем кунта ман çулсеренех тăваттăн-пиллĕкĕн вĕренсе тухаççĕ. Кам çинчен калатăр халь эсир?
— Лена Федорова пирки эпир, леш, Якур йăмăкĕ, тăлăхтурат…
— Ăна лайăх пĕлетĕп, пиччĕшне те.
— Вăт эпир çавăн тантăшĕсем, пĕр çемьери пек ÿснĕ, пĕр класрах вĕреннĕ. Анчах та эпир Ленăпа пĕрле училище пĕтереймерĕмĕр, икĕ çул хушши института кĕме тапаçланса пăхрăмăр.
— Халь ăçта вĕренетĕр?
— Сирĕн пата килесшĕн. Эсир кăçал çĕвĕçĕсен группине пуçтаратăр тенине илтнĕччĕ.
— Çĕвĕçĕсем пуласшăн апла? — шÿтлереххĕн каласа йăвашшăн кулса илчĕ директор. — Çамрăксене хăвăрăнни пек мар, урăхларах модăпа килентерме шутлатăр пулас. Лайăх ĕмĕт.
— Икĕ çул хушши килте пурăнса йăлăхтарчĕ, — тĕрĕссине каларĕ Маша. — Атте-анне те мăкăртатма пуçларĕ. Кунта вĕренме пуçласан хуть харам пыр сăмаха илтмĕпĕр.
— Вăхăт ирттермелле кăна çÿресшĕн пулас эсир, — кăмăлсăрланчĕ директор. — Эпир вара халăха кирлĕ специалистсем хатĕрлесшĕн.
— Эпир ĕçрен хăрамастпăр, ăçта каймалла — çавăнта ĕçлĕпĕр, — Машăн йăнăшне сиссе тÿрре тухма хăтланчĕ Даша.
— Çав мемме Лена пултарнине эпир çынна култарăпăр-и? Çапла пулмасăр! Вăл ĕç патĕнче пирĕн ĕмĕлкесене те тăраймасть. Алкашсем çуратса янă çуламан пăрусем мар эпир. Хамăр ĕçпеле училище чапне çĕклекенсем пулăпăр.
— Лена мĕнле пурăнать-ха унта?
— Кам пĕлет, — ним шутламасăрах персе ячĕ Маша.
— Халь кăна чи çывăх тус-тантăш темерĕр-и? — хĕрсем çине ĕненмесĕр пăхрĕ директор, — пĕрле вĕренместĕр те… — Пурпĕрех, çывăх тантăшсем шкултан вĕренсе тухсан та пĕр-пĕрне манса каякан марччĕ.
— Манмастпăр эпир те, — калаçăва хутшăнчĕ Даша. — Лена паян-ыран ача çуратма хатĕрленет. Упăшки больницăра выртать.
— Мĕн пулнă?
— Бандитсем амантнă теççĕ. Эсир упăшкине те пĕлетĕр-и?
— Упăшкине лайăх пĕлетĕп, пирĕн общежити çумне çирĕплетнĕ ăна. Анчах та эпĕ ăна нумайранпа курман.
— Больницăра тахçантанпах выртать ĕнтĕ, çын та пулаймасть теççĕ.
— Çын сăмахĕ вăл вĕлерет те, чĕртет те, — килĕшмерĕ Сергеева хĕрсен сăмахĕ. — Пурне те итлемелле мар.
— Лена хăй çапла каласаччĕ, — çиеле тухма хăтланчĕ Маша.
— Ачине хăçан çуратмалла?
— Çывăх вăхăтрах пулас.
— Пулăшу та кирлĕ пуль. Ытар мучипех пурăнать-и?
— Çавăнпах… пулăшать пулĕ-ха…
— Мĕншĕн ун пек виртлесе калатăн, Даша терĕн-и-ха?
— Старикĕ пуян, çавăнпа. Никамран та пулăшу йышăнмасть.
— Пенси укçипе ытла пуйса каяймăн.
— Выльăх-чĕрлĕхне усрать.
— Икĕ сурăхпа качака усрать пуль ĕнтĕ, — хĕрсем Лена пурнăçне пачах пĕлменнине ăнланса илчĕ директор. — Вăл старик хăй ĕмĕрĕнче нихçан та пурлăх пухасси, пÿясси çинчен шухăшламан. Мул таврашĕ кăсăклантармасть ăна.
— Мĕн кăсăклантарнипе пурăнать тата?
— Унăн пурнăçра пĕртен-пĕр тĕллев — çынна пулăшасси, уншăн ырă ĕç туса тав сăмахĕ илтесси. Кÿршĕ-аршă телейĕ — унăн телейĕ. Хăйĕн кăмăлĕ юлсан та аптрамасть — çынсен кăмăлĕсем çеç тулли пулччăр! Пĕр сăмахпа каласан, çынсемшĕн пурăнать, хăйшĕн мар.
— Эсир пире вĕренме илетĕр-и, çук-и? — сăмах-юмах вăрăма тăсăлнăран кăмăлсăрланчĕ пулас Даша.
— Пирĕн вăл специальноçпа конкурс ирттермелле, пĕтĕмпех хăвăртан килет.
— ПТУра конкурс? Хи-хи-хи! — тÿсеймерĕ Маша. — Университетра та конкурс çук халь.
— Апла сирĕн çавăнта каймалла.
— Унта укçа ытларах тĕртекенсене илеççĕ.
— Курса тăтăр-им?
— Кама?
— Укçа тĕртекенсене.
— Çынсем çапла калаççĕ. Эпир акă икĕ çул кĕреймерĕмĕр. Экзаменсене те япăх тытман.
— Ним те калаймастăп, хĕрсем. Анчах та эпир конкурс ирттеретпĕрех. Пĕр вырăна ултă заявлени. Кăмăлăр хăвăрăн. Укçа тĕртекенсемпе пачах калаçмастпăр.
— Çав Лена вĕренсе тухнă та… Сире унашкал меммесем ытларах килĕшеççĕ-им?
— Лена тăрăшуллă, ăслă-тăнлă хĕрачаччĕ. Вĕренÿре те начар паллăсемпе туслă пулман. Пурте Лена пек пулсан…
— Якурĕ те лайăх вĕреннĕ-и?
— Якур пирки сăмах пымасть. Ленăна мĕншĕн юратмастăр? Хăвăр унăн çывăх тантăшĕ тесе калаçатăр.
— Эпир Ленăна лайăх пĕлетпĕр. Вĕренÿре те пирĕн чĕрне хурине тăмасть вăл. Ытти енĕпе те…
— Тата мĕн тума ăста эсир? — юриех шахвăртса ыйтрĕ директор.
— Юрлама, ташлама… Шкулта пĕр концерт та пирĕнсĕр иртмен. Лена кĕтĕве хутшăнман сурăх пек кăна çÿретчĕ.
— Ытла та юратмастăр эсир çав тăлăха, чунтан кураймастăр, — ку çамрăксемпе калаçса вăхăта текех сая ярас темерĕ Святослав Всеволодович. — Документăрсене, кăмăлăр пулсан, йышăну комиссине парса хăварма пултаратăр.
— Пирĕн документсем университетра-ха. Пĕлме кăна килтĕмĕр. Кăçал та кĕреймесен кунтах килмелле пулать. Вăхăтлăха училищĕре те юрĕ вара. Кунти тăмсайсемпе вĕренсе ятăмăра ярас килмест те ĕнтĕ, килте атте-анне тăвăрла-нать, вĕренме, ĕçлеме хистет. Хăйсем çамрăк чухне асапланса ÿснĕ те, пире те çав çулпах уйăрасшăн. Авалхи çынсем çăпатапа çÿренĕ тесе пирĕн те çăпата сырмалла-и? Халь ĕлĕкхи мар…
Хĕрсем тухса кайсан директор тарăн шухăша путрĕ. Паянхи çамрăксем пурнăç çине епле çăмăлттайла пăхни, çывăх çыннисене ним вырăнне те хуманни тарăхтарчĕ ăна. Хĕрсене вăл чут çеç хăваласа кăлармарĕ. Епле намăссăр, сĕмсĕр тата хăйсем. Калăн, пĕтĕм çын вĕсемшĕн тар тăкмалла! Ленăн шăпине еплерех ăмсанса кĕвĕçеççĕ тата! Çемьеллĕ те пулсан мĕнлерех ачапăча ÿстерсе парĕç-ши çĕршыва? Упа та вĕçме пултарать тет, анчах та сăрт çинчен çĕрелле анчах. Кусем те çав вĕçес ĕмĕтпе пурăнакан упасем пекех мар-и? Çапла, пылĕ анчах пултăр, шăнисем тупăнаççех.
Святослав Всеволодович каллех Ленăна аса илчĕ. Тĕлĕнмелле хитре хĕр пулин те, каччă таврашĕсем ун тавра хурт пек хĕвĕшнĕ пулин те, хăйне хăй сăпайлă тытрĕ вăл, училищĕрен тĕрĕс-тĕкелех вĕренсе тухрĕ. Якурĕ вĕренес енĕпе кахалччĕ, анчах спортра чи малтаччĕ. Лена патне çитсе килмелле, тен, пулăшу кирлĕ ăна? Упăшки те инкеке лекнĕ, больницăра нумайранпа выртать иккен. Ытар мучие те тахçантанпах курман, унпа калаçса кăштах чуна лăплантарсан та юрать. Паянах кĕрсе тухас-ха. Анчах тепĕр ыйту сиктерсе кăларчĕ-ха ку Артамонов. Шел, лайăх специалист каять. Ун пек чунне парса ĕçлекенсем кашни утăмрах тĕл пулмаççĕ çав. Ун вырăнне кама тупмалла, ăçта кайса пăхмалла? Тĕрĕс, çыннине тупма пулĕ, анчах темле кăмăллăскер пулать-ха? Укçашăн кăна ÿксе вилекенни пулсан? Артамоновĕ те укçашăн иккен, халиччен палăртманччĕ, анчах та хăй ĕçне чунтан юрататчĕ.
Машăпа Даша урама тухсан ним сăлтавсăрах янраттарса кулса ячĕç. Мĕн çĕклерĕ-ши вĕсен кăмăлне? Сăлтавĕ те çук пек, шÿтлекене те тĕл пулмарĕç. Училищĕри тирпейлĕхпе тасалăх та кулăш кушелне аса илтермеççĕ, ăмсанма кăна пулать: аслă вĕренÿ çурчĕсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть.
— Конкурс! — тата хытăрах кулса ячĕ Даша. — Калăн, Мускаври Ломоносов ячĕпе хисепленекен университет! Ха-ха-ха! Директорĕ тата… Санăн çара урусем çинчен куçне те илмерĕ. Кĕпÿне тата çÿлерех сирсе хумаллаччĕ-ха. Сан вырăнна хамăн лармаллаччĕ иккен, конкурс кăтартса хăвараттăм-ха эпĕ ăна.
— Капла та çитет, — кулма чарăнчĕ Маша. — Ман урасене вăл ĕмĕрне те манас çук. Шел, кăштах çамрăк мар, çÿçĕ шуралнă ĕнтĕ.
— Унашкаллисем пушшех ухмахланаççĕ. Санпа ман пек кĕлеткеллĕ, хитре сăн-сăпатлисене курсан сĕлекисене юхтарма тытăнаççĕ. Куç хĕсмеллеччĕ иккен, ăсатма тухнă пулĕччĕ, улах вырăнта тĕл пулма хирĕç маррине систермеллеччĕ.
— Хуларан пуçĕпех тухса каймастпăр-çке, тепре килме пулать. Университетра ĕç ăнмасан Килмеллех пулать, — шанăçа çухатмарĕ Маша. — Ленăна епле хÿтĕлет, сисрĕн-и? Тен, çав айванпа усă курма та ĕлкĕрнĕ? Арçынсем чи малтан ăс-пуçа мар, сăн-пите асăрхаççĕ. Мĕншĕн саккунĕ хытă-ши, май пулсан Лена пек хитре айвансене пурне те пĕр шелсĕр автоматла шатăртаттарса тухнă пулăттăм. Пурăнма кансĕрлеççĕ вĕсем, хамăр та хитре те…
— Манашкалах шухăшлатăн эс, Маша, — тантăшĕн хулĕнчен тытрĕ Даша, — вăл шухăш мана та канлĕх памасть. Пирĕн хушăра Лена пулсан — мĕнпур каччă ун çине куç ывăтать, юнашар эпир çук пекех. Мĕнле хăтăлса пĕтмелле çав хитре ухмахсенчен?
— Ку Ленăна та мĕн те пулин тумаллах, — татăклăн каласа хучĕ Даша. — Пăх-халĕ эс çав çара çерçие, пиртен малтан качча сиксе тухрĕ. Мĕнле çынна-ха тата! Пиртен малтан ача çуратса парать акă. Эрленсех вилмелле те… анчах эпир вилме çуралман. Ачине çураттăр-ха, курăпăр унта.
— Ачана мĕн те пулин пулсан пурăнас çын мар эпĕ тет, йĕксĕк. Курăпăр-ха, пурăнăн-и, çук-и. Вилĕм ума килсе тăриччен пурте çапла калама юратаççĕ.
Машăпа Дашăн ниçта васкамалли те çук. Чи малтанах вĕсем кăштах хыпкаламалли туянса стадионра ларма кăмăл турĕç. Саксем пушă, йывăçсен сулхăнне те пытанма пулать. Пĕр-пĕр хĕрĕнкĕ каччă та сиксе тухма пултарать.
Вĕсем çывăхри гастронома кĕрсе ăна-кăна пăхкаласа çÿрерĕç. Вăрахчен канашланă хыççăн пĕр кĕленче темле настойка, сăра тата канфет-пĕремĕк туянчĕç те стадиона кайрĕç. Укçи-тенкине хĕрхенмеççĕ хăйсем, ывăçласах турта-турта кăлараççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем е каччисем параççĕ-ши çавăн чухлĕ укçа? Пĕр кĕленче настойки те пин тенкĕ ытла тăрать.
Хĕрсем йывăç тĕмĕ айне вырнаçса ларчĕç, сумкăран тутăр кăларса курăк çине сарчĕç, ĕçме-çимине майлаштарса хучĕç. Хăйсем çав тери хаваслă, ним çукранах ахăлтатса кулаççĕ, пĕрпĕрне пÿлсех пакăлтатаççĕ.
Настойка кĕленчине питĕ меллĕн уçса пĕр-пĕрне тав туса ĕçрĕç, пĕремĕкне шатăртаттарса çыртрĕç, банкăри сăрапа сыпса çăвар тулли кавлерĕç. Çанталăкĕ тÿлек те ăшă, ниçта васкамалли те çук хĕрсен. Тулли кăмăлпа хăтланаççĕ те хăналанаççĕ.
— Часах Якурĕ салтакран таврăнмалла тет, — хĕрсех калаçать Даша. Ăна настойка хĕретсех янă авă, халиччен калама хăйман сăмахсене шыраса тултарать, чĕлхене çыхлантаракан кантрине салттарать.
— Эпир пур чухне Лена ырă курса пурăнаймĕ, — татса хурать Маша.
— Мĕнле майпа телейне туртса илĕн-ши? — юриех ыйтать Даша.
— Темĕн та шыраса тупма пулать, тĕлек[ii] кăна пултăр.
— Якурĕ салтакран таврăнсан…
— Якур пирĕн пулать.
— Мĕнле майпа?
— Курăн-ха. Вăл салтакран хĕрарăмсăр выçса таврăнать. Пире шыва кĕнĕ чухне курсан…
— Шыва кĕрекен хĕрарăмсене курман-тăр ĕнтĕ?
— Эсĕ ăна, унăн кăмăлне, витĕр курса-пĕлсе тăнăн калаçатăн.
— Пĕлмесĕр, арçынсем пурте пĕр. Вĕсемшĕн пулсан хĕрарăма парăнтарнинчен урăх тĕллев те çук пек тĕнчере. Арçынсемпе чухне нивушлĕ çавна туймастăн? Эпĕ витĕр туятăп…
— Спортсменсем — хытă кăмăллă çынсем.
— Вĕсем те пурте пĕр пек мар…
Хăйсен кăмăлне кайнă пек пакăлтатса вĕсем настойка кĕленчи пушаннине те сисмерĕç. Ай, ытла та тутлă пулчĕ эреххи, ытла та техĕмлĕ пулчĕ сăри! Мĕншĕн тепĕр кĕленче илмерĕç-ха, айвансем?
Вĕсен кăмăлне сиснĕ пекех, çывăхри сак çине икĕ çамрăк пырса ларчĕ. Училищĕре вĕренеççĕ пулас, пĕри вĕренекенсене укçасăрах паракан тумпа. Пĕр-пĕр ялтан килни каламасăрах паллă: хула каччисем унтан паракан тум-юма тăхăнмаççĕ, пăрахаççĕ е эрехпе ылмаштараççĕ. Училищĕрен паракан тум килте илсе панинчен лайăхрах пулсан та, унран йĕрĕнеççĕ. Мĕншĕн çапла-ши ку?
— Апачĕ тутлă пултăр, — кула-кула хĕрсем патне пычĕ тăсланкăраххи.
— Тутлах мар çав, — йĕкĕлтесе илчĕ Маша, — тутă кÿрекенни пĕтрĕ.
— Пулăшма пултаратпăр, — хутшăнчĕ форма тăхăнни. — Анчах та çăкăр-тăвар хире-хирĕç…
— Пирĕн закуска кăна, — ăнланаймарĕ Даша.
— Пире сирĕн закускăр кăна кирлĕ, — куç хĕсрĕ Машăна тăсланкăраххи. — Эсир хирĕç мар пулсан обжещитие кĕрсе ларма пултаратпăр. Кунта халăх иртсе çÿрет, паллама пултараççĕ.
— Пире пурпĕрех, общежити пулсан — тата авантарах. Кунта вăрăмтунасем те çара çĕртен чуптума пуçларĕç. Паçăр кăна ним те çукчĕ.
— Эсир çав тери тутлине сиснĕ вĕсем, — шултăра шăлĕсене кăтартрĕ сарлака çăварлă тăсланкă. — Акă эпĕ тутлă мар та, ман çине пĕри те лармасть.
— Ку тĕрĕсех пулĕ: пире халиччен никам та тутлă мар тесе курман, — мухтанса илчĕ Даша, самаях хĕрĕнкĕленнĕскер. — Ертсе кайăр апла. Пире кÿртеççĕ-и унта?
— Пирĕнпе пулсан сире шуйттан шăтăкне те кĕртĕç, — мухтанса илчĕ тăсланкă. — Эпир камне часах хăвăр та пĕлĕр акă.
Анчах та тăсланкă мухтанни вахтер патне çитсенех супăнь хăмпи пек лаплатса сÿнчĕ: мĕнле ÿкĕтлесен те, хăратсан та тахçантанпах пенсири Тоня кинемей кĕртмерĕ вĕсене. Лăпкă пÿлĕмре рехетленме ĕмĕтленнĕ тăватă çамрăкăн ирĕксĕрех общежитирен тухса урăх еннелле утма тÿрĕ килчĕ. Пĕр-пĕринпе канашланă хыççăн пĕрле вĕренекен хула каччи хваттернелле çул тытрĕç вара.
Машăпа Дашăн йĕплĕ чĕлхисем çамрăк тăсланкăран çул тăршшĕпех кулса пычĕç.
— Шуйттан шăтăкне мар, общежитие те кĕртмерĕç сире, — ахăлтатрĕ Маша. — Малтанах çавăн пек туйăнчĕ çав. Эсир ялтан нумай пулмасть кăна килнĕ пуль-ха, пиçмен пашалусем. Хăвăрăн çитмест — пире намăслантаратăр тата. Ямпашсем[iii] çав-ха эсир.
— Кунашкал осечка халиччен пулманччĕ-ха, — çиеле тухасшăн пулчĕ форма тăхăнни. — Ÿкĕнмелле пулатех çав вилме маннă карчăкăн. Кĕçĕрех пирĕн пата каçару ыйтма пырĕ.
— Палкаса ан пыр! — пат татрĕ ăна Даша. — Ĕçне тăвакан çын нихăçан та каппаймасть, янрашмасть. Сиртен те хăракан пулсан… Пиçмен пашалусем эсир. Сирĕнпе кăлăхах çыхлантăмăр. Ытти-хыттине[iv] те пултарсах каймастăр пулас.
— Ун пекех ан кулăр-ха, — хĕрелнĕ пек пулчĕ тăсланкă, — шăлаварпа çÿретпĕр-çке!
— Халь хĕрсем те шăлаварпах илтереççĕ, — кулса илчĕ Маша. — Йĕм çĕтĕкĕ çакса янăран хăвăра чăн-чăн арçын вырăнне ан хурăр-ха. Арçынна шăлаварĕнчен хакламаççĕ.
— Дискотекăра эпир сирĕн каччăрсене те курнă, — чăтăмлăхне çухатсах чĕрре кĕме хăтланчĕ форма тăхăнни. — Ыттисенчен нимпе те чаплă çынсем мар, хаклă тум тăхăннипе кăна. Пирĕн тума тăхăнсан пиртен хăш енĕпе ытлашши вара? Вĕсем Шупашкартан килсе çÿреççĕ пулас, тепрехинче çаклатса илетпĕр ак, унтан чăн-чăн арçын кам иккенне курăпăр.
Шăнкăрав сассинчен вăраннă вăрăм çÿç куçĕсене йăвалакаласа алăкран тухса тăчĕ. Кĕске йĕмпе кăна хăй. Патак пек çинçе алли-урине ниçта хума аптраса калла пÿлĕмелле кĕрсе кайрĕ, ыттисене те кĕме юранине пĕлтерсе алăкне хăй хыçĕнчен хупмасăрах хăварчĕ. Пурте шала кĕрсен кил хуçи алăка хупса питĕрчĕ. Ку ĕнтĕ килте вăл хăй анчах иккенне пĕлтерчĕ пулмалла.
— Аннÿ ăçта? — сĕтел çинчи алшăллипе витнĕ çăкăр савăчĕ çине выçă куçне вутлантарса пăхрĕ тăсланкă. — Каллех?..
Кил хуçи амăшĕпе çеç пурăнать иккен. Ĕçке ярăннă хĕрарăм сайра хутра кăна килте çывăрать. Ывăлĕ çамрăк чухне арçынсене килне ертсе килетчĕ, лешсем, эрех кÿпсе тултарнăскерсем, амăшĕн вырăнĕ çинче çывăрсах каятчĕç… Пулин… хăйсем тăтăшах шăккалат илсе килетчĕç. Ытти-хытти те çакланнă ачана. Пылак çимелли пулсан кунĕпе выçăпа касăлнă ача-пăчана тата мĕн кирлĕ?
Халь, ывăлĕ ÿссе çитĕннĕренпе, килне амăшĕ никама та ертсе килмест, хăй кам патĕнче-тĕр çĕр каçса таврăнать. Ир çинче те ÿсĕрех килет: çĕр хута эрех-сăра ярăнтараççĕ куран. Кам та пулин килсен те ывăлне шăккалат мар, ытларах эрехне сĕнеççĕ.
— Анне хăнана кайнă, — палламан хĕрсем умĕнче намăсланас мар терĕ пулас кил хуçи. — Ĕнер кăнтăр апачĕ хыççăнах ялти куккасем патне кайрĕ те паян та таврăнаймарĕ-ха.
— Питĕ аван, — юлташне çурăмран ачашларĕ тăсланкă. — Пире вăл кансĕрленĕ кăна пулĕччĕ. Куртăн-и, Вова, мĕнлерех чиперккесем ертсе килтĕмĕр сан патна? Чĕлхÿне çăтса ан яр. Черккÿсем ăçта? Çак кĕленчесене шĕвекрен хăтарар-ха. Кĕсьере шăмпăл-шăмпăл юррине пикенсех юрлаççĕ, эпир çăтса ярсан мĕнлерех юрă шăратĕç-ши? Ха-ха-ха!
— Пирĕн хырăмсене куçсан, — тăсланкă шутĕнчен чарăнаймасăр кулчĕ Даша, — пире хамăра юрлаттарать вăл. Çавăтса çÿреме пуçлать, хирĕçтерет, çапăçтарса та ярать.
Çамрăксем унтан-кунтан çăкăр таткисем тупса турилкке çине хучĕç, кăвакарма пуçланă колбаса татки те тупăнчĕ, çисе ярайман сухан пуçĕ… Хапăлтата-хапăлтатах пĕр кĕленчине, унтан Вова туртса кăларнă тепĕр кĕленче шурă эрехе савăтран сăрăхтарчĕç. Калаçу кĕрлесе кăна тăрать, çамрăксем пĕр-пĕрин çинчен пурне те ыйтса пĕлесшĕн. Дашăпа Маша темшĕн йывăрланма пуçларĕç: ыйхă пусса илчĕ вĕсене, матрацпа çеç хупланă кравать хăй патнеллех кăчăк туртрĕ. Анчах та хĕрсене кунта вырттармарĕç. Самаях таса çитĕпе витнĕ вырăн та пур иккен çывăрмалли пÿлĕмре.
Хĕрсене малтан ĕçнĕ настойка вăйсăрлатрĕ пулмалла, ытти чухне каччăсенчен ытларах ĕçсен те аптăрасах каймастчĕç. Çутă эрехĕ те улталарĕ-ши? Вова кăларса лартнă кĕленчери эрехĕ спиртран тунăскерччĕ. Паллах, ăна заводри пек градусне виçсе шывпа хутăштарман. Алкашсем хăйсене кирлĕ хăват шайĕпе меллештернĕ. Анчах вĕсен шăл-çăварĕ пиçĕхнĕ, хĕрĕх градусне мар, сакăрвуннăшне те çураçтараççĕ.
Чи малтанах Маша хывăнма пуçларĕ. Вăл хăйне килĕнчи пек туйрĕ пулмалла: витĕнкĕç айне çуралнă чухнехи тумĕпе çеç кĕрсе выртрĕ, урайне хывса пăрахнă намăс-симĕс хупламаллине те айккинелле тĕксе хумарĕ, кравать айнелле те тапса кĕртмерĕ. Даша та вăрах кĕттермерĕ. Тантăшĕн вырăнĕ патне пырса тем мăкăртатса кĕпине хыврĕ те тутлăн карăнса илсе Маша çумне кĕрсе выртрĕ, ăна ыталаса тÿрех çывăрса кайрĕ.
Каччăсем те йывăрланма пуçларĕç. Форма тăхăннă каччин куç хупаххинчен йывăрлăх çакса янă-им: икĕ аллипе йăваласан та çаплах хупăнма пăхаççĕ. Çывăрмалли вăхăт-и халь? Çав тери хитре те современнăй хĕрсем юнашар пÿлĕмрех саркаланса выртаççĕ, хăйсемпе мĕнле вылясан та чарас, хирĕçлес çук… Эх, айван, айван! Тата хăçан паянхи пек ырă самант килсе тухать-ха хĕрсемпе ирĕкленсе выляма? Уяв вăл кунсеренех килмест.
Анчах та çывăрас мар тесе мĕнле тăрăшсан та усси пулмарĕ. Кĕленче савăтран ирĕке тухнă хаяр шĕвек форма тăхăннă «паттăртан» вăйлăрах иккен, каччăна урайне çĕклесе пăрахрĕ те сăпкине силлемесĕрех çывăрттарса ячĕ. Çав самантрах алăка такам шакканине те хăлхине чикмерĕ вăл.
Вова никама те кĕтместчĕ. Амăшĕ каçалапа нихăçан та килмен, ăçта çĕр каçсан та ирхине ирех таврăнаканччĕ, халиччен графика пăснине ывăлĕ астумасть. Ку вăхăтра кам пулма пултарать-ши?
Амăшĕ иккен. Кăвакарнă куç таврашĕсене ывăлĕнчен пытаркаласа чĕпсене хăратакан мĕлке пек кĕрсе тăчĕ, хăй пÿлĕмне иртме тăчĕ. Ывăлĕ ăна кăштах тăхтама хушсан сĕтел çинчи кĕленчесемпе ĕçсе ярайман черккесене асăрхарĕ. Унтан васкаса сĕтел патне иртрĕ те черккесене пĕрин хыççăн теприне çăварнелле ÿпĕнтерчĕ: çав териех аптранă пулас вăл мухмăрпа. Эрех кĕленчине икĕ аллипе тытса арçынсем пек хĕсрĕ, пухăннă шĕвеке çуласа ярсан урайĕнчи çамрăка асăрхарĕ. Çывăрмалли пÿлĕмрен тăсланкă тухса тăрсан ывăлĕпе юлташĕсем кунта улах тунине ăнкарса илчĕ пулас.
— Камсем? — ыйтрĕ вăл пукан çине лак! ларса.
— Юлташсем, — çилĕллĕн хуравларĕ ывăлĕ. — Сана мĕнпурне пĕлмесен те юрать. Эс ăçта çĕр каçнине санран ыйтакан пулмарĕ-çке-ха. Сана мĕн тума кирлĕ? Хуть кам пултăр…
Паллах. Юхха хĕрарăм капла кăна, сăмах çукран çеç ыйтрĕ. Ара, хуть кам пултăр, уншăн пулсан ик айкки те — ту айкки! Хăйсем пĕлнĕ пек пурăнччăр. Судпа, тĕрмепе çеç ан çыхланччăр! Хĕрарăм аллине сулса, тайкалана-тайкаланах алăк патне пычĕ.
— Эпĕ Света аппу патне каятăп-ха, ывăлăм, — терĕ вăл урине тăхăннă май, — час килейместĕп пулмалла. Эсир кунта ытлашши ан хăтланăр, милицисене чĕнмелле ан тăвăр. Юлташусем мĕнлескерсем? Эпĕ вĕсене халиччен курман.
Вова хăй те ку юлташĕсен ячĕсене çеç пĕлет. Пĕр училищĕре вĕренни çывăхлатать ĕнтĕ çамрăксене. Çапах та Вова амăшне лăплантармалли сăмахсемпе ăсатса ячĕ. Хĕрхенет вăл амăшне, сывлăхĕ те ун тĕреклĕх мар. Пĕрмаях эрех ĕçмесен укçи-тенки те апат-çимĕç туянмалăх çитетчĕ те, çук вĕт, чарăнаймасть.
Вова алăка питĕрме ĕлкĕрнĕччĕ çеç — çывăрмалли пÿлĕмре темĕн çат! туни, унтан хĕрсенчен пĕри ятлаçма пикенни кил хуçине тĕлĕнтерсех ячĕ.
— Пÿрнепе кăна тĕкĕннĕ пултăр пирĕн çума, — хурçă сасăпа асăрхаттарать хĕрача, — пыршу-пакартуна пырса кÿмĕç, малашне урама тухса кураймăр. Эпир камсемпе çыхăннине пĕлместĕр-ха, пирĕншĕн эсир çÿп-çап анчах! Çакна лайăх пĕлсе тăрăр, кампа, мĕнлерех хĕрсемпе паллашмалли-çывăхланмалли çинчен шухăшларах хăтланăр! Марш кунтан, шăршу-маршу та ан пултăр пирĕн çумра! Юлташусене те çакнах кала, çывăрма ан кансĕрлеччĕр!
Ыттисене калама та кирлĕ мар: пĕри вилнĕ пек çывăрать, Вовăн капла та сехри хăпса тухнă. Хĕрсем çинчен шухăшлама ăçта унта! Епле пулсан та кусенчен часрах хăтăласчĕ, хăвăртрах ăсатса ярасчĕ. Ăçтан ертсе килчĕç-ха çав аçа-çиçĕмсене? Нимле намăс-симĕс те çук, çара пакарта халлĕнех выртаççĕ, хăйсене пÿрнепе те ан тĕкĕн. Кама, мĕн тума кирлĕ унашкал кĕсресем?
Çак тĕкĕнме çук хĕрсене вăрçа-вăрçах Вова тĕлĕрсе кайрĕ. Юрать-ха кухньăра сивĕ мар, урайĕнче те çывăрма пулать. Вырăн çемçипе хытти ÿсĕр çыншăн паллă та мар.
Вăхăт мĕн чухлĕ иртнине никам та пĕлмест, никамшăн кирлĕ япала та мар: ĕçе е вĕренĕве васкакан çук кунта, кăвакарса кайиччен çывăрсан та сăмах каламаççĕ. Самаях ÿсĕрĕлнĕ амăшĕпе Света аппăшĕ шавласа пырса кĕмен пулсан Дашăпа Маша та вăранас çукчĕ. Икĕ хĕрарăм вара, пÿртри лару-тăрăва пачах пĕлменскерсем, хыттăн калаçа-калаçа пырса кĕчĕç. Света юрлама пуçларĕ, Варук ахăлтатса кулса ячĕ. Ывăлĕ кухня урайĕнче вилнĕ пек çывăрса выртнине амăшĕ халиччен курманччĕ.
— Хытă ан шавлăр, — куçне сылтăм аллипе йăваласа асăрхаттарчĕ сасăран вăраннă Вова.
Анчах та хĕрĕнкĕ çынна ÿкĕте кĕртме çăмăлах мар, çаплах хăйсен кăмăлне кайнă пек палкаççĕ вĕсем, темле юрă пекки те ĕнĕрлеççĕ. Вова Светăпа амăшне тепĕр хут пикенсех ăнлантарма тăнăччĕ — çывăрмалли пÿлĕмрен хайхи Машăпа Даша тухса тăчĕç, шыçăннă, хĕрелнĕ куçĕсемпе пÿлĕмрисем çине пăхса йĕрĕнчĕклĕн кулса илчĕç те, ним калама аптăранăран-и, алăкран тулалла васкарĕç. Тахăш вăхăтра тумланма, сăрланма ĕлкĕрнĕ тата!
— Кĕрт амисем, — пĕр çилленмесĕр хакларĕ Света хĕрсем хыçĕнчен алăк хупăннă-хупăнман. — Çакăн пеккисем халăх хушшинче тĕрлĕ чир-чĕр сараççĕ те ĕнтĕ: кам пулсан та выртса çывăраççĕ. Асту, Вова, вĕсемпе сыхланарах çÿре.
— Ман пĕлĕшсем мар, пĕрремĕш хут куратăп, — аванмарланчĕ Вова. — Çак юлташсемпе ерсе килчĕç те…
— Ничава хăйсем, — шухăшне пĕлтерчĕ Вова амăшĕ.
— Çÿреççĕ ĕнтĕ сĕтĕрĕнсе, — хăйĕн кăмăлне пусараймарĕ Света. — Унашкаллисемпе ман больницăра чун тухать. Мĕнле кăна чир çаклатмаççĕ. Юлашки вăхăтра пушшех асса кайрĕç.
Вĕсен калаçăвне пÿлсе çывăрмалли пÿлĕмрен тăсланкă тухрĕ, ăна-кăна тавçăрма пултарайман сăнпа пÿлĕмре тем шырарĕ. Туалет кирлĕ иккен ямпаша! Пÿртре темле хĕрарăмсене курсан ассăн сывласа илчĕ те Вова патне пырса хăлхинчен тем каларĕ. Хĕрарăмсен умĕнче намăсланма пĕлет-ха хăй, апла пулсан çынлăхне çухатман.
Тăсланкă каччă ванна пÿлĕмĕнчен питне йĕпетсе тухсан юлташĕсене вăратрĕ, çăвăнса килме хушрĕ.
Çамрăк каччăсем майлашса çитнĕ вăхăта Света хăйĕн сумкинчен виçĕ чĕрĕклĕ кĕленче савăтпа сăмакун туртса кăларчĕ.
— Вова, юлташусем те сан пекех лăпкă ачасем иккен. Атьăр-ха пĕрер черкке ярса парам, пуçăр ыратать пуль сирĕн. Ырă çынсемшĕн ним те шел мар.
Каччăсем çĕнтерме юратмаççĕ иккен, тулли черккесене пĕрре хыпсах Пушатрĕç. Вова çеç аванмарланса тăрать, те амăшĕнчен туртăнать? Тем сисрĕ Света, Вова ĕçменнишĕн кăмăлсăрланса тин çеç пуçне пырса кĕнĕ шухăша каларĕ.
— Вова, ман хĕрĕм киле пĕчченех юлчĕ, пирĕн пата кайса ăна илсе килеймĕн-ши? Илсе килес мар тесен çывăрттарса хăвар. Эсĕ ăна пĕрре кăна мар йăпатнă ĕнтĕ, сана курсан савăнать вăл, пиччĕш вырăннех хурать.
Чăн та, Светăпа Варук (Вова амăшĕ Варук ятлă) уйрăлми туссем, пĕр-пĕрне курмасан пурăнаймаççĕ те темелле, ялан пĕрле. Çав туслăха пула Вова та пĕрмаях Светăсем патĕнче: амăшĕ пушă мар вăхăтра унтах апатланать, выртса та çывăрать. Света уншăн амăшĕ пекех çывăх çын: мĕн ачаран пĕрле пулма хăнăхнăран-ши?
Вова пĕрре юлташĕсем çине, тепре амăшĕпе Света çине пăхса илчĕ.
— Кайса кил, ачам, çывăрттарса хăвар пепкене, — хистесех каларĕ амăшĕ те.
— А, манăн юлташсем? — иккĕленнĕ Вова.
— Юлташусем пĕчĕк Дуся мар, хăйсен общаги ăçта иккенне пĕлеççĕ, аташасран ан хăра, — хавхалантарчĕ Света Вовăна.
— Эпир ÿпкелес çук, хĕрарăмсем калаççĕ пулсан… хы-хых-хы, — пыр тĕпĕпе хăрăлтатрĕ ямпаш[v] каччи. — Ыранччен килмесен те айăплассăм çук. Çапла-и, Герман?
Училище формине тăхăнни сĕтел çинчи сăмакун кĕленчине шăтарас пек пăхса, тутине çуласа, юлташĕпе килĕшнине пĕлтерсе пуçне шăна-пăван хăвалакан лаша пек силлесе илчĕ.
Вова тухса кайсан Варук тÿрех шапăлтатсах калаçма, шÿтлеме пуçларĕ. Тепрер черкке ÿпĕнтерсен юрласа та ячĕ. Кĕленчери сăмакун çитмерĕ вĕсене — Герман лавккана кайса килчĕ. Тата икĕ кĕленче хĕрлĕ эрехе вăрахчен юрла-юрла ĕçрĕç, Вова çинчен пачах манса кайрĕç. Вова хăй те васкамарĕ пулас, амăшĕн çăварне эрех кĕрсен йăванса каймасăр та чарăнас çуккине вăл лайăх пĕлет. Пĕчĕк Дуся та Вова пырса кĕрсен шутсăр хĕпĕртерĕ. Çывăрма амăш килсен те ĕлкĕрĕ-ха, тетĕшне курманни нумай пулать. Выляма юлташ пулмасан тетте нумаййин мĕн усси?
Пурнăç юхăмĕ пĕр тикĕссĕн юхса выртнă чухне эпир çутă тĕнче çине ытла та ансат, лăпкăн, тÿлеккĕн пăхма пуçлатпăр. Пире ĕнерхи пăтăрмах та кăсăклантарми пулать, иртнĕ кунхи ăшçунтармăш çине те çăмăлттайла çеç пăхма тытăнатпăр. Çак тăнăçлăха сирсе яма мĕнле те пулин çĕнĕлĕх кирлĕ, чун-чĕрене тĕпрен хускатакан пулăмсем, ăс-тăна кисрентерекен улшăнусем ыйтать лăпкă юхăмри кăмăл. Эпир хамăр çакна туймастпăр, хамăра мĕн çитменнине ăнланаймастпăр, ларма-тăма вырăн тупайманни мĕнрен килнине те тавçăрса илейместпĕр.
Ытар мучи паян иртенпех пăшăрханса çÿрет. Ним патне те алли пымасть, ним тытса тăвас килмест унăн. Ниçта вырăн тупайманран кăна кĕчĕ пулас пахчана та. Акă пĕр йывăç патĕнчен теприн патне пырса тем мăкăртатать, кĕреçе-сенĕкне пырса тĕкĕнет, анчах та аллисем ĕç патне туртăнмаççĕ. Мĕншĕн?
Аптăранипе старик пахчаран урама тухрĕ. Çакнашкал тĕлли-паллисĕр кунсем ун пурнăçĕнче пĕрре мар пулнă, анчах та, вăл урама тухсанах, ун патне ытти арçынсем пуçтарăнатчĕç. Пуçланатчĕ вара ун çинчен те кун çинчен сÿтсе явасси. Шăкăл-шăкăл калаçса вăхăт иртнине те сисместчĕç кас çыннисем. Çакăн пек пухăнса калаçнине кÿршĕ-аршăсем хăйсене май пятиминутка тесе ят та панăччĕ. Халĕ… Хальхи çинчен калаçасси те çук. Иртен-çÿрене те кураймастăн: çул çийĕ мар. Çĕрле çав çамрăксем мотоциклпа кĕрлеттерсе килнине тата гаражран ÿсĕрĕлсе тухса ĕнĕрешнине тăнламалли çеç юлнă-ши вара? Пахчари кайăксем те çулсерен сахалланса пыраççĕ, хула ÿссе сарăлнăçемĕн çутçанталăк илемĕ куçран çухалать.
Мĕнле майпа тытса чармалла, çăварлăхласа алла илмелле-ши çак ирĕксĕрлĕхĕн ĕрĕхсе кайнă урхамахне? Мĕнле майпа çутçанталăкпа пĕр чĕлхе тупмалла-ши?
Старик ассăн сывласа хапха умĕнчи сак çине пырса ларчĕ, çĕлĕкне хывса шап-шурă çÿçне аллипе сăтăрса якатрĕ те пĕлĕтелле сиввĕн кармашса ларакан бетон курăпкасем çинелле куç ывăтрĕ. Темле, шăнтакан сивĕ сарса лараççĕ пек пилĕк-тăхăр хутлă çуртсем, халь-халь ишĕлсе анса мучин кил-çуртне лапчăтса хурассăн туйăнаççĕ. Кил-çуртне кăна-ши? Пĕтĕм таврăлăхăн илемĕ çав чунсăр кÿлепесен айне пулнăн туйăнать.
Инçе те мар юрă сасси илтĕнчĕ. Ни вырăсла, ни чăвашла тухаççĕ сăмахĕсем. Кĕвви вара… Ытар мучи хăй юрă ăсти пулмасан та çак юрлаканăн сассине тимĕрçĕре туптаттарса çÿхетмеллине аван пĕлет, качака путеккисене çиме хĕрĕннĕ кашкăр пек эппин…
Эх, маттанкă, чернăй класс,
Çу хута питне çумас.
Хăй пĕчĕкçĕ, хырăмĕ пысăк,
Хочет шениться пулас.
Тăрăшать «юрă ăсти», пĕтĕм чунне хурса тăрăшать. Хăйĕн юррипе хăй киленнĕскер икĕ-виçĕ утăм тунă хыççăн чарăнса ташланă пек тăвать, темĕн мăкăртатса илет те юррине тулнă кăмăлпа татах малалла «шăрантарма» пикенет.
Ытар мучи çапла шухăшласа ларнă вăхăтра ун умне юрăçи хăй те пырса тăчĕ. Вăкăр Ваççи иккен, хайхи, гаражра сăмакун юхтарса суту-илÿ тăваканни. Хăй аран-аран ура çинче тытăнкаласа тăрать. Халиччен ăна каплах ÿсĕррине курманччĕ-ха мучи. Мĕн те пулин сиксе тухнăран ĕçнĕ-ши? Хавшак чунлă çынсем пурнăçра пĕр-пĕр йывăрлăх сиксе тухсан пулăшу ыйтма тÿрех эрех-сăра патне васкаççĕ. Ку та çапла мар-ши?
— А-а, эсĕ-и ку? — кулам пекки турĕ Вăкăр Ваççи ирĕк ыйтмасăрах старик çумне сак çине сĕвенсе. — Ватă качака такипе юнашар ларас-ха пĕрех хут. Тулĕк мана ватă ан ерт. Кăларни тавраш. Эсĕ çапла каланăччĕ мар-и-ха?
— Хура йытă палли шурă йытта тивмест пуль? Çумăрĕ те çук — пур пĕрех самаях йĕпеннĕ эс, Ваççа, — айккинерех куçса ларчĕ старик. — Сана каплах ÿсĕррине курманччĕ.
— Сана пула ĕçрĕм, тунката кăмпи, — мучи çине аташнă куçĕсемпе пăхма хăтланчĕ Ваççа, анчах та пĕр старик вырăнне иккĕ курчĕ ахăр. — Пухăнса ларнă кунта, урама шăршлантаракансем. Вилмерĕр те ĕнтĕ. Пĕрмаях пире, çамрăксене, ура хуратăр.
— Хытă ан кала, ачам, — ÿсĕрнĕ пек турĕ мучи. — Ватă çын вырханма та пултарать. Тен, хăвăн та ман куна курмалла пулĕ… Пурнăç вăл паянхипе кăна мар.
— Сирĕн пек пакăç ватă пулнинчен пулманни паха, — çилленсех мăкăртатрĕ Ваççа, эрех тыткăнне çакланнăскер. — Çакăнтах пăвса пăрахăттăм та, аллăмсене варалассăм килмест.
— Авăнĕ аслă та, кĕлти вĕтĕ çав, мачиснай, — ура çине тăчĕ мучи. — Ху мĕн каланине те чухламастăн пулас. Эрехне те виçерен ытла ĕçмелле мар.
— Хам мĕн каланине аван чухлатăп, — мучи хыççăн тăма хăтланчĕ Ваççа, — хăвна кăна ăслă çын вырăнне ан хур.
— Мана мĕншĕн çиллентĕн-ха? — ним те ăнланмасăр ыйтрĕ старик. — Халиччен пĕр ялтах аçу-аннÿпе пĕр çăвартан пурăннă тесен те юрать. Урлă пулса виçĕ сăмах каланине те астумастăп. Сана мĕн пулчĕ, Ваççа? Ÿсĕрпе пакăлтататăн пуль-ха.
— Парăп эп сана ÿсĕрпе, — çаплах лăпланмарĕ çамрăк арçын. — Эсĕ мана пилĕк пин тенкĕ укçа тÿлеттертĕн.
— Мĕнле майпа?
— Пĕлмене хыватăн, ват супнă, — чăмăрне хатĕрлерĕ Ваççа. — Милиционерсем мĕншĕн ман гаража ертсе пытăн? Санран пуçне çак ĕçе никам та тума пултарайман. Арăм каласа пачĕ.
— А-а-а, — кулса илчĕ мучи иртнине аса илсе, — авă мĕн çинчен сăмахлатăн иккен-ха эсĕ. Мансах кайнă. Штрафне тÿлеттерчĕç пулсан аван, сан пек эрехçĕсене кăштах шухăшлама хисте. Сăмакунне мар, çыннисене шел. Çав вилĕм шывĕнчен кĕреш пек миçе арçын вăхăтсăр çĕре кĕчĕ? Пĕлетĕн-и? То-тă çав. Саншăн пулсан — укçи çеç пултăр. Кашни вилекен çын миçе ачана тăлăха хăварать? Шутланă-и çавна?
— Ан ĕçчĕр, вĕсене кам ирĕксĕрлесе ĕçтерет.
— Мухмăр кастарнă вăхăтра нумайăшĕ мĕн ĕçнине те шухăшласа тăмасть. Вилесрен те хăрамаççĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра ялта çеç мар, таврара та эрехрен вилни çинчен илтмен.
— Вилекенсене никам та ирĕксĕрлесе ĕçтермен, — хăйĕннех перет Ваççа. — Акă эпĕ халь ĕçнĕ. Уншăн çынна айăпламалла-и?
— Паллах. Эрехĕ пулмасан эсĕ те ĕçеймен пулăттăн.
— Эрехĕ ман хамăн. Хуть хăçан, хуть мĕн чухлĕ ĕçем — хамăн ирĕк. Çын патне кĕленме кайман, каяссăм та çук. А сана, ватă тункатана, пĕрре-пĕрре ăс кĕртетĕп-ха, пĕлсех тăр. Эпĕ хĕрĕнкĕ чухне çул çине ан тух, аяк пĕрчисене пĕрерĕн суса ярăп. Пилĕк пин тенкĕ укçана туртса илтĕн, шăна кăмпи.
— Эрехпе иртĕхме пăрах, ачам. Ырри патне пырса тухаймăн.
— Халех ăса кĕртнĕ пулăттăм та, сана аттепе анне юрататчĕç, çавсене пула кăна тытăнса тăратăп. Эреххи те пуçран сĕвĕрĕлме тытăнчĕ пулас. Тепрер черкке хывса ярсан именесси иртет те-ха…
— Аçупа аннÿ ăслă, ырă çынсем, вĕсен сăмахне итлесе тĕрĕс тăватăн, Ваççа ачам.
— Халиччен атте-анне ятне яманччĕ-ха. Мĕншĕн хисеплеççĕ сана ял-йышсем? Тавçăраймастăп. Çак качака сухаллă старикре темĕн кураççĕ вара. Çынни çын евĕрлĕ пулин хăть. Мана урăх ачам тесе ан кала, сан пек Йăх-яхăн ачи пулас килмест.
— Ай, ытла та хытă калатăн, ачам. Ял-йыш кама сума сумаллине витĕр пĕлсе тăрать. Санăн аçупа аннÿ те сумран тухса курман.
— Эсĕ кăна мар ĕнтĕ вĕсем…
— Кам иккенне халăх калĕ, ачам, эсĕ мар. Эрехне вара ĕçме пăрах.
— Хамăнне хамах пĕлетĕп, ăс вĕрентсе ан лар. Çынна ăс париччен ывăлусене тăна кĕртмелле пулнă. Паян пĕри те килте çук, ямăттине хапсăнса тĕнче касса çÿреççĕ. Ăслă ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă çын çапла уйрăлса тармасть ĕнтĕ.
— Вăхăтĕнче тăна кĕртеймерĕм пулас. Авă Данил мĕн патне пырса тухрĕ? Вăл çапла пулĕ тесе ялта кам шухăшланă? Пиле те илмен.
— Пилĕк пин тенкĕ штраф паман пулсан эп сана çилленмĕн пулăттăм. Çитмен çĕрÿ, хĕсĕнмен хушăку çук, маймăл. Асту, ырă вилĕм кĕтмест сана. Халь пирĕн чăвашсем те ĕлĕкхисем мар. Эсир çамрăк чухне ăна аслати авăтсан та сехрисем хăпнă. Халĕ…
— Тĕрĕс калатăн, ачам. Чăваш çыннине такам пăсса ячĕ. Йăлтах çынлăхран тухса каятпăр-и-ха? Çак çĕнĕ хулана пула мĕнпур çĕртен çынсем килсе тулчĕç. Вырăсĕ е ытти халăхĕ çын вĕлерсен те чăваш çине йăвантараççĕ, мĕншĕн тесен ĕç-пуç Чăвашра пулса иртет.
— Паянхи чăваша та йăваш тесе калаймăн. Акă эпĕ хамах илетĕп: кирлех пулсан сана вĕлерме те иккĕленсе тăмастăп. Кам эпĕ? Чăваш!
— Урă пулсан çыннинех вĕлереймĕн-ха, — кулса илчĕ мучи. — Санра чăваш юнĕ тапать. Чăваш çынни вара йăваш ята ахаль илтмен. Чĕрÿнте аçупа аннÿ юнĕ юхать пулсан çын вĕлерме пултараймастăн эсĕ, Ваççа ачам. Ман умра паттăрланса ан тăр. Хыт кукарлăху, непĕсÿ[vi] вара — чăвашла мар. Кунпа килĕшме пулать.
— Непĕсĕпе хыт кукарлăх манра пуррине ăçтан пĕлетĕн?
— Çын куççульне тăкса кам пуясшăн хыпса çунать? Эсĕ, Ваççа. Эрех сутса миçе çемьене йĕртетĕн?
— Пилĕк пин тенкĕ укçана тавăрса пар, вара сана юнаса çÿремĕп. Пĕтĕмпех эсĕ айăплă, милиционерсене гаража ертсе пырса ухтарттарнă.
— Сăмакунне пилĕк пинлĕх кăна сутмарăн пуль-ха. Çиллÿне шăмарса ан çÿре, мана та ан ÿпкеле. Тивĕçлипе, саккун йĕркипе айăпласа явап тыттарнă. Сăмакунпа суту-илÿ тума чарăнмасан милиционерсене татах ертсе пыратăп. Хам сывă чухне сана çынлăхран кăларса ярассăм çук-ха.
— Эсĕ маншăн саккун-им? Пăх-ха эсĕ ăна, çăвар калăпне!
— Эпĕ авалхи йăлана пăсма никама та ирĕк памастăп, уйрăмах хамăр ял-йышсене! — çилленме пуçларĕ старик те. — Паянах аçу-аннÿпе пырса калаçатăп-ха. Пĕлсех тăр: пилĕк пинлĕ çырлахмасан ытларах тÿлеме е тĕрмене ăса кĕме каймалла пулать сан. Вăкăр пек кÿнеймесĕр ан çÿре, хамăр ял ятне ан яр.
— Ял ятне… ха-ха-ха! — шăл йĕрчĕ ÿсĕрскер. — Ху ăçта пурăннине те манса кайрăн-им, йÿтенĕ шуйттан? Санпа ман яла тахçанах варвăрсем килсе аркатса кайнă. Ха-ха-ха! Хула çыннисем эпир, вот кто!
— Хула çынни пулас тесен хулара кун çути курса ÿснĕ атте-аннерен çуралмалла ăна, — йĕрĕнсе пăхрĕ мучи ÿсĕр çын çине. — Ял йытти ял еннеллех вĕрет тенĕ пек, ялта çуралнă чунăн кăвапи те ялпах çыхăннă. Ĕне çине мĕн тери чаплă, ылтăнкĕмĕлпе эрешленĕ йĕнер хурсан та ăна никам та урхамах тесе калас çук. Ĕни хăй мухтанса кăкăрне каçăртса çÿресен те ĕненекен пулмĕ. Вăт çапла, ачам. Сан пирки аçупа курса калаçатăпах. Арăмупа мĕнле пурăнатăн?
— Ман арăмпа мĕн тăвасшăн тата? — ахаль кăна мар çилленчĕ пулас Ваççа. — Мĕн, юратса пăрахмарăн пулĕ те? Хĕвети Хĕлимунĕн Ленине юратса усранă пек…
Анчах та Вăкăр калас сăмахне каласа пĕтереймерĕ — Ытар мучи, тÿсме çук кăмăлĕ юлнăскер, пур ерлĕкне пухса лачлаттарса ури айне сурчĕ те аллине сулса хапхаран кĕрсе кайрĕ. Çак ÿсĕр çынпа калаçнинчен калаçманни лайăхраххине паçăрах ăнланса илнĕччĕ ĕнтĕ вăл. Эх, пурнăç, пурнăç. Ялта чухне куçран пăхма вăтанакансемех намăс-симĕс мĕн иккенне манса пыраççĕ. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Çав Вăкăр эртеллинче Ваççа пек ирсĕр калаçакан çын пулнине мучи астумасть. Ватă çынна мĕн кăна каласа хăртмарĕ вăл паян! Каласа парсан ашшĕ-амăшĕ те ĕненес çук.
Нивушлĕ чăваша хула пурнăçех çынлăхран кăларать? Тен, чăваш çыннине хула таврашĕ, фабрик-завочĕ кирлех те мар? Апла пулсан мĕншĕн-ха заводсемпе фабриксем кăмпа пек ÿссе пынипе пуçлăхсем мухтанаççĕ? Чăвашра ГЭС тунипе те савăнмалла мар. Атăлĕнче — пулли, хĕррисенче улăх-çарансем те, ялĕсем те юлмарĕç. Ĕлĕк Атăл тăрăхĕнче миçе чăваш ялĕ пулă тытса пурнăçне саплаштарса пурăннă! Мĕншĕн çав териех шăтăк пуçлă пуçлăхсем сике-сике тухма пуçларĕç-ши? Мĕншĕн вĕсене никам та чармасть? Саккунĕ вĕсемшĕн çеç-ши вара?
— Э-э-э, тартăн-и? — тайкаланса пырса кĕчĕ Ваççа хапха алăкĕнчен. — Кушак вăл кам хăймине çинине сисет! Ан хăра, сан пек шăршлă качакасене тĕкĕнсе аллăма вараламастăп, перĕннĕ-перĕнмен вилсе кайăн та ĕмĕрлĕхех çын вĕлерекен ятне илтсе юл вара!
— Халь çын вĕлерекенсем нумайланчĕç, — уçă алăкран калла утăм турĕ старик. — Халь çынна йытă вырăнне те хумаççĕ.
— Кашни утăмрах çын вĕлерекенсене тĕл пулатăн апла? — старике витлесе илчĕ сĕрĕм пуç. — Ку сăмаха çын умĕнче ан кала, тытса хĕнĕç, пурте ман пек ырă кăмăллă мар.
— Хĕрарăмсем те вĕлереççĕ.
— Ну, старик, тăхта, пĕрре-пĕрре апла хĕрарăмсенех хĕнеттеретĕп-ха сана. Кама вĕлернĕ вĕсем? Ман арăм, например… Сан арăму…
— Ман арăм та, сан арăму та çын вĕлернĕ.
— Ман арăм? — Вăкăр Ваççин çамкине сивĕ тар тапса тухрĕ, хăй самантрах урăлса кайрĕ пулас. — Ун чухне эпĕ ăçта пулнă?
— Эсĕ те, эпĕ те килтех пулнă, — сак çине калла пырса ларчĕ мучи.
— Темĕн юптаратăн эс, амак тытасшĕ! Асту, çăварна чар, ку сăмахупа шÿтлеме сана никам та ирĕк парас çук! Арăм хăлхине кăна кĕтĕр…
— Эх, ачам, сăмаха пурте ман пек вырăнлă каласанччĕ! Эпĕ тĕп-тĕрĕссине кăна калатăп, çавăнпа мана хăшĕ-пĕрисем юратаççĕ те ĕнтĕ.
— Хĕрарăмсенчен пирĕн ялта никам та çын вĕлермен! — чышкисене чăмăртанипех мучи çумнерех куçса ларчĕ Ваççа.
— Манăн Улюна пĕлсе тăнă çĕртех, йывăр ан йăт тенĕ çĕртех кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче çуратас ачине ÿкерчĕ. Çын вĕлерни пулмасть-и çакă? Куллен-кун асăрхаттарса тăраттăм.
— Ку вăл çын вĕлерни мар. Ĕç çинче тем те пулать, йывăр та, çăмăл та çĕклĕн.
— Сан арăму та миçе хутчен пульницана кайса ачине пăрахса килчĕ? То-тă çав, мачиснай.
Вăкăр Ваççи текех тавлашмарĕ, ассăн сывласа илчĕ те ура çине çĕкленчĕ.
— Вĕлернĕ пулсан — вĕлернĕ пултăр, — инçете-инçете пăхса шухăша кайнă пек пулчĕ вăл, — хĕрарăм çылăхĕшĕн эпир айăплă мар. Ман арăма çылăх пулсан та чухах— ытла усалланса кайрĕ. Йытта ăна мăнтăрланиччен çитерме хушмаççĕ çав: хуçине тапăнать теççĕ.
— Лайăх хĕрарăм вăл сан, Ваççа ачам, — лăплантарчĕ йăлтах урăлса кайнă арçынна мучи, — хĕр чухне ун пек хитри ялта та çукчĕ. Эсĕ те çынлăхна, чысна паянхи пек çухатнине астумастăп. Хула пурнăçне куçсанах улшăнтăр, тем пулчĕ сире. Мана та çĕрти-çÿлтине хăвармасăр хăртрăн. Юрать-ха эпĕ сана ачаранах пĕлетĕп, сан чĕлхÿпе ху мар, эрех калаçнине ăнланатăп, çавăнпа ÿпкелеместĕп те. Аçу-аннÿпе курса калаçманни нумай пулать, тунсăхлатăп эпĕ лайăх çынсемпе вăрах вăхăт хушши тĕл пулмасан. Паян кайса килетĕп пуль-ха, кăмăл туличчен калаçса килес хуть.
— Ман çинчен ан сÿпĕлтет тата, анне хуйхăрма пуçлĕ, — пăшăрханма пуçларĕ Ваççа. — Эпĕ паян ăнсăртран кăна сыпрăм, пĕр çывăх юлташ Шупашкартан хăнана килнĕччĕ те… сăмакунпа мар, лавккарипех сăйларĕ. Эпĕ хам укçапа эрех-сăра туянса курман-ха.
— Ĕçкĕпе мар, ĕçлесе пурăн, ачам, никам та сăмах калас çук. Штрафне те тÿлеттермĕç, çын умĕнче те питÿ пиçмĕ.
Ытар мучи Вăкăр Ваççине пĕчченех хăварса пÿрте кĕме тăнăччĕ — çамрăк сасă илтĕннĕрен чарăнса тăчĕ. Темле чиперкке Лена патне килнĕ иккен.
— Лена килте çук, — яланхи пекех сассине хăпартмасăр кăмăллăн пĕлтерчĕ старик, — упăшки патне пульницана кайнăччĕ, часах килсе те çитет пуль. Ытла кирлех пулсан пÿрте кĕрсе лар.
— Тем тумах мар, — чĕвĕлтетрĕ хĕрача, — Маша эпĕ, Ленăн тантăшĕ, шкулта пĕрле вĕреннĕ. Нумайранпа курса калаçманччĕ. Иртсе каяттăм та çула май кĕрсе тухас терĕм. Хулари хваттерне темиçе хутчен кайса та тĕл пулаймарăм, кÿршĕсем кунта килсе пăхма сĕнчĕç.
— Палланă çын пек туйăнатăн çав, — шăлавар тăхăннă çапçамрăк, тĕрекленсе çитеймен арçын ачана аса илтерекен хĕрача кĕлеткине сăнаса пăхрĕ старик. — Лена патне килсен курнă ĕнтĕ, тата ăçта курмалла ман сана. Мĕн çăмăлпа килнĕччĕ? Тен, сана та çăра уççи кирлĕ? Нумаях та мар-ха, пĕр санашкалли çăра уççи илсе кайнăччĕ… Тулĕк вăл шурă çÿçлĕччĕ, кĕлеткипе те санран паркарахчĕ пулас.
— Мана нимле уçă та кирлĕ мар, — тутине тăсрĕ Маша Даша каласа панисене аса илсе. — Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташ патне мĕн те пулин ыйтма кăна çÿреççĕ-и вара? Ленăпа эпир çывăх туссем, калаçмаллисем пур.
— Кÿрентертĕм пулсан каçар, хĕрĕм, — хĕрача тутине тăснине курса ÿкĕнчĕ мучи. — Кăмăлна пăсас теменччĕ. Нумаях пулмасть пĕр пăтăрмах пулса иртрĕ, çавна аса илтĕм те… Каçар, мачиснай.
— Юрĕ, эпĕ каям-ха, ÿлĕмрен килĕп, — кайма хатĕрленчĕ хĕрача.
— Апла пулсан хăвăнне ху пĕл. Кĕтсе илес тесен пахчана кĕрсе ларма пултаратăн, улма, слива татса çи, вăхăт иртнине те сиссе юлаймăн.
— Кил хам çума, — калаçăва хутшăнчĕ Ваççа, — манран ан хăра, эп çав шăршлă старик мар.
— Намăса пĕл, Ваççа, — çилленмех пуçларĕ старик, — çав çап-çамрăк хĕрачапа мĕн калаçасшăн эсĕ? Сан хĕрачу унран аслăрах пулас-ха.
— Мĕн çинчен пуплемеллине эпир хамăрах пĕлетпĕр, çапла-и, красотка? — тайкаланса Маша патнелле сулăнчĕ Вăкăр.
— Хальхи çамрăксем пиртен ăслăрах ÿсеççĕ, арçынсемпе мĕн çинчен калаçмаллине те шăлсăр шăнкăрмаран лайăхрах пĕлеççĕ, çапла-и, чиперкке?
— Аюк, Венера ашшĕ-çке ку, — айкинелле пăрăнчĕ Маша.
— Çавă, çавă, хĕрĕм, — вĕсем патне пычĕ Ытар мучи. — Унăн сан пек хĕрĕ пур, Венера ятлă, пĕрмаях Ленăпа пĕрлеччĕ, шкула та пĕрлех çÿретчĕç. Эсĕ, Лена юлташĕ пулсан, Венерăна лайăх пĕлмелле. Çавăн ашшĕ ку.
— Ваççа тете тесе чĕнмеллеччĕ пулас? — хăюланчĕ Маша.
— Калатăп çав таçта курнă пек тесе. Венерăна вĕренсе тухнăранпа та курман. Ăçта, мĕн туса пурăнать вăл?
— Тюмене кайрĕ, куккăшĕсем патне, — хăйне палласа илнĕрен кÿренсе мăкăртатрĕ Ваççа, — çыру та çырмасть. Шлюхăна тухса кайман пулсан юрать. Хальхи хĕрупраçсем хăйсен чысне упрас тесе тăрăшмаççĕ, лайăх пĕлетĕп…
— Сан умăнта ача-пăча тăрать, — сассине хăпартрĕ мучи. — Хăй çуратнă хĕр çинчен ашшĕ çапларах пакăлтатса тăни— тĕнчене шăнăçман япала! Çитет сана, Ваççа, атя, килнелле уттар, çăварунтан мĕнле сăмах тухнине те чухлаймастăп.
— Хам мĕн калаçнине лайăх пĕлетĕп, эпĕ сан пекех йÿтемен-ха, кастарнă сысна аçи, — ахăлтатса кулма пуçларĕ Ваççа.
— Хĕрĕм, эсĕ ун сăмахне хăлхуна ан чик, — Машăна хăй патнелле чĕнчĕ мучи. — Çав ÿсĕрпе сăмахласа çăвар тутине сая яни кăна. Урăличчен унпа калаçма та кирлĕ мар, пурпĕрех ырă сăмах илтеймĕн. Ăшă сăмахсен енчĕкне çав шăршлă шывпа улăштарнă-ха вăл паян, ыран калла тавăрса парĕç-и, мачиснай?
— Апла эпĕ каям-ха, мучи, ыран килĕп, — кайма тăчĕ Маша шăлне йĕрсе тăракан Ваççа еннелле арçынла чăртлаттарса сурса. — Лена кĕтсе тăтăр вара, калаçмалли пур.
— Калăп, пульницаран килсенех калăп, — сăмах пачĕ мучи.
— Калама кирлĕ мар, хам та кунтах, — кĕтмен çĕртен илтрĕç вĕсем тахăш самантра килсе тухнă Лена сассине. — Атя, Маша, манпа калаçма килнĕ пулсан пахчана кĕрсе ларар. Мĕнле пурăнатăн?
— Аван-ха, — Ленăна шутсăр тунсăхланăн ыталарĕ Маша, — ларса тăма вăхăт çук. Мана кăштах ăсатса яр, çул çинче пĕтĕмпех каласа парăп.
Икĕ тантăш ыталансах тăкăрлăкалла утрĕç, Вăкăр Ваççи хăйсем хыççăн мĕн каласа юлнине те хăлхана чикмерĕç. Пĕр Ытар мучи çеç темшĕн пăшăрханма пуçларĕ, Ваççана та çине тăрсах килне кайма хистерĕ. Мĕн пăшăрхантарма пуçларĕ-ши старике? Халиччен Лена патне юлташĕсем килсе çÿренине хăнăхманран-ши? Раскольников Ленăна çынлăхран кăларма шухăш тытнине асне илчĕ-ши? Е Мăшăра мĕн те пулин начара систерекен япала курчĕ-ши? Хуть мĕн пулсан та ыррине кĕтмерĕ ватă та сапăр чун. Кашни çынрах начар енне çеç курмалла та мар пек ĕнтĕ старикĕн. Анчах та вăл хăйĕн сисĕм-туйăмне нимрен те ытларах ĕненет çав. Мĕн тăвăн çавна?
— Мĕнле пурăнатăн, Лена? — чăнахах та шутсăр тунсăхланăн ыйтрĕ Маша. — Çуратма та вăхăт çитет пуль?
— Больницăран килетĕп-ха, — именчĕклĕн кулса илчĕ Лена.
— Часах выртмаллипех каймалла, тухтăрсем çапла хушаççĕ. Эсĕ мĕн çăмăлпа килнĕччĕ?
— Мана сан патна Даша ячĕ, — ассăн сывласа илчĕ Маша.
— Мĕн кирлĕ ăна? — пăшăрханма пуçларĕ Лена.
— Каçару ыйтма хушрĕ.
— Хăй мĕншĕн килмерĕ?
— Сана ун чухне ытлашши сăмахсем каланă вăл.
— Манран ытларах мучие каларĕ. Эпĕ хама каланисене манса кайнă ĕнтĕ, анчах та ватă çынран аван мар.
— Каçар эсĕ ăна, Лена. Дашăн пысăк хуйхă сиксе тухнă, кунĕн-çĕрĕн куççульпе питне çăвать. Эсĕ çын хуйхине ăнланаканччĕ.
— Тĕплĕрех çав… Хам ытла нумай хурлăх тÿссе ирттернĕрен пуль. Тата мĕн сиктерсе кăларнă ĕнтĕ? Манран мĕншĕн каçару ыйтмалла? Мана ним те туман-çке?
— Каларăм-иç, çав КПСС хула комитетĕнче ĕçлекенпе çаклатса илнĕ хыççăн, çăра уççи кÿме килсен, ытла хытă каласа хăварнă сана, мана пĕтĕмпех каласа пачĕ. Йĕре-йĕре каçару ыйтма хушса ячĕ. Мĕнле, каçаратăн-и?
— Уншăнах йĕмест пуль-ха, — Даша кăмăлне аван пĕлнĕрен ĕненмерĕ Лена. — Пĕлетĕп эпĕ ăна: ашшĕ-амăшĕнчен те каçару ыйтас çук. Мĕн пулнă вара?
— Мĕн пултăр ĕнтĕ пирĕнпе, — тÿррĕнех калама шутларĕ Маша. Анчах та юман кати çинелле пĕр тĕлсĕр пăхса шăпланса тăчĕ.
— Хырăмĕ юлнă пуль-ха, — тавçăрчĕ Лена.
— Ăхă… Унăн паян-ыранах ачинчен хăтăлмалла, унсăрăн кая юлать. Ĕнер больницăран таврăнчĕ те пĕр чарăнмасăр йĕрет. Сана кÿрентернине аса илчĕ, мана каçару ыйтма чуптарчĕ. Сана çавăн чух темтепĕр каласа хăртнăшăн ÿкĕнет. «Умне чĕркуçленсе лар, çĕр çыртса каçару ыйт ман ятран», — терĕ. Каçаратăн-и?
— Ара, вăл сыхланмалли хуртартăм тесе мухтанчĕ-çке? — Даша ачи çинех шухăшне вĕçтерчĕ Лена. — Ун чухне каларăм эпĕ ăна ларса йĕмелле ан пултăр тесе. Тепĕр чухне юлташсен сăмахне те итлемелле çав.
— Юрĕ, ачинчен хăтăласси пăшăрханмалли япалах мар. Халь пирĕн пек хĕрсем хушшинче ун пеккине курманнисем çук та пулĕ. Эсĕ, мĕнле, Дашăна каçаратăн-и?
— Даша камран та пулин каçару ыйтать тесен, çапах та ĕненес килмест ман. Чăннипех калатăн пулсан кала эс ăна, эпĕ каçарнă. Хăй кăна шăмарса ан çÿретĕр, пулни-иртнине манса кайтăр.
— Эсĕ каçарассине малтанах пĕлнĕ эпĕ, Лена. Ытла та ачаш чĕреллĕ-çке эсĕ. Тавах сана. Дашăна кайса савăнтарам-ха, вăл эсĕ каçармассинчен хăранăччĕ.
— Ытларах хушса калатăн, мана ĕнентерме тăрăшатăн. Дашăна эпĕ лайăх пĕлетĕп, вăл эпĕ каçарнине каçарманни çине ал сулса, куçне хупса кăна пăхнине лайăх пĕлетĕп. Вăл камран та пулин каçару ыйтма çуралман. Кунта сирĕн темле вăрттăнлăх пуррине сисетĕп те-ха.
— Мĕн эпир пĕрмаях Даша çинчен пуплетпĕр, — аллине сулса сăмаха урăх япала çине куçарма васкарĕ Маша. — Калăн, пирĕн пĕр Даша çинчен кăна калаçмалла… Сирĕн Якур салтакран таврăнать тесе илтнĕччĕ, тĕрĕсех-и? Вăт ку саншăн телей, хута кĕрекен пулать.
— Те килет-ха, те çук, паллă мар. Унтах та юласшăн шухăшлать пулас. Пиртен ыйтса çырнăччĕ, эпир киле таврăнма сĕнтĕмĕр. Тем тăвать ĕнтĕ, хамăр та пĕлместпĕр.
— Таврăнма хушнă пулсан — килетех. Ытар мучи сăмахне итлекенччĕ вăл.
— Эсир вăл хыпара ăçтан пĕлетĕр?
— Мана Даша каласа пачĕ, эсир иксĕр калаçнă пулас унпа. Санран илтмесен пирĕн тата камран илтмелле. Ну, юрĕ, эпĕ Дашăна савăнтарма васкатăп, мана чăтăмлăхне çухатсах кĕтет пулĕ. Çав тери йăлăнма ыйтнăччĕ, эсĕ вара — хĕвел чĕре — пĕр йăлăнмасăрах каçартăн. Тавах сана, Лена, тавах! Кайран Дашăпа больницăна пырăпăр. Ачуна лайăх, çăмăллăн çурат, йывăрлăхсем тÿсмелле ан пултăр. Сережа мĕнле-ха унта?
— Часах ăна больницăран кăлараççĕ. Хăйне лайăх туять, çăмăллăн утса çÿрет. Физзарядка туни пулăшать тет.
Тантăшсем самаях ăшшăн уйрăлнă пек турĕç. Сисет Лена чунĕ: Даша ним çукранах каçару ыйтма ярас çук. Анчах мĕншĕн хăй килмен вара? Вăл Ленăран вăтанса, именсе тăракан çын маррине такам та пĕлет. Малтанах хăратса хунине аса илтерес терĕ-ши?
Йывăррăн утса килнелле çул тытрĕ вăл. Тантăшĕпе тĕл пулни ăна тарăн шухăша ячĕ. Даша каçару ыйтма хушни унăн ăс-тăнне ниепле те вырнаçаймасть.
— Мĕн çинчен калаçрăр, çекрет мар пулсан? — ыйтрĕ Ытар мучи.
— Лешĕ, Даша текенни, хăратса хăварнăччĕ вĕт-ха эсĕ хăйсене хваттерте çаклатса илсен. Каçару ыйтма янă.
— Хăй мĕншĕн килмен? Калаçасса питĕ уяр, вирлĕ калаçрĕ ун чухне. Кунта килме хал çитереймен-им?
— Кăнтăрла вăтанать те пулĕ.
— Ненай, — пуçне пăркаласа чеен кулса илчĕ мучи, — унашкаллисем кăнтăрлапа каçа пăхса тăмаççĕ, вĕсемшĕн пулсан…
— Якур салтакран килет тенине таçтан илтнĕ, тен, унтан кăштах шикленсе туртăнаççĕ. Паттăр каччă вĕт.
— Пулма пултарать, — хирĕçлемерĕ мучи. — Анчах та… аслă çулхи урçасемпе çыхланнă хĕрупраçран ыррине ан кĕт вара. Качча кайма та ĕмĕтленеççĕ пуль-ха хăйсем. Анчах каччă-терĕшсене те тиркенçи пулаççĕ-тĕр, йĕксĕксем.
— Хĕрупраç тени пурте чи лайăх упăшка çинчен ĕмĕтленсе пурăнать пуль вăл? Хĕр ĕмĕрĕ кĕскине пурте пĕлеççĕ, çавăнпа та хăшĕ-пĕрисем пулас упăшкисене хăйсем шыраççĕ. Чăн та, çакна тума пурте пултараймаççĕ-ха та…
— Çавна калатăп та, мачиснай. Лайăха ĕмĕтленетĕн пулсан хăвăн çăл шывĕ пек таса пулмалла. Лачакара шапасем кăна çуйхашаççĕ, çамрăксен çакна манса каяс марччĕ. Тепĕр тесен, хăйсене хăйсем пĕлеççĕ пуль-ха, мана мĕне кирлĕ. Çавсемшĕн чуна ыраттарса ларни кăна.
— Ваççа тете мĕн çăмăлпа килнĕччĕ?
— Эрех ĕçсе лартнă та ман пата чарăнчĕ. Эрехĕ вара… кирек кам пулсан та чĕлхине хурт пек вĕчĕлтеттерет, нихçан каламан сăмахсене калаттарать. Штраф тÿлеттернĕшĕн мана çилленсе çÿрет.
— Йывăр сана, Ытар мучи, паянхи пурнăçпа пурăнма. Ху каларăш, çăл шывĕ пек таса чунлă çынсемшĕн мар паянхи пурнăç.
— Пурнăç вăл, хĕрĕм, нихăçан та ача вăййи пулман та… паянхи вара — нимле хак пама майĕ çук арпашăнса кайрĕ. Пурăннă пек те туйăнмасть, тĕпсĕр авăрта çаврăннă пек. Пирĕн пек ватăсене темех мар, эпир хамăрăнне пурăнса юлнă. Сире, сирĕн ачăрсене хĕрхенетĕп эпĕ. Мĕн кĕтет сире малашне? Ырри çинчен ĕмĕтленекенсем нумай та, анчах та пурнăçĕ ыранах уяртас çук. Пульницара мĕн каларĕç?
— Сережăна часах киле яраççĕ, мана выртмаллипех пыма хушрĕç.
— Вăхăт çитсен вырăнне сармалла-ха ăна, вăхăтлă канма выртмалла. Юрĕ, атя пÿрте кĕрсе кăштах канар. Часах каймалла терĕн-и-ха?
Тем каласшăн пулчĕ мучи, анчах та шарламарĕ, кĕçĕн алăк еннелле лăкăштатрĕ. Лена та йывăррăн çĕкленсе вăрахчен пилĕкне тытса тăчĕ, унтан ачашшăн йынăшса пăлтăр алăкĕнчен кĕрсе çухалчĕ.
Иккĕмĕш Сыпăк
Тупмалли
Пĕрремĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Ялта ырă çынсем нумай пулĕç,
хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те
ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас
çук, пирĕн юлнă кăмăла тупас çук.
—Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, XIII том
Пурнăç самаях лăпланса çитнĕччĕ ĕнтĕ. Сережăн сывлăхĕ кунран-кун самайланса пырать, тухтăрсем ăна паян-ыран киле ярасси пирки те сăмахлама пуçларĕç. Часах Якур та киле таврăнмалла. Мĕн чухлĕ савăнăç, анчах Ленăна больницăна выртасси пăшăрхантарать. Мĕнле çуратĕ-ши вăл хăйĕн пĕрремĕш ачине? Пуçласа анне пуласшăн хыпса çунакан чуна такам та темле канаш та парать. Юлашки вăхăтра экологири тирпейсĕрлĕхе пула катăк ачасем ытларах çуралаççĕ иккен. Çакă пĕтĕмпех хула çумĕнчи хими заводĕнчен килет-мĕн. Унта туса кăларакан наркăмăшлă япаласем атом бомбинчен те ытларах сиенлетеççĕ иккен этем сывлăхне. Фермăсенче те икĕ пуçлă, пилĕк ураллă пăрусемпе путексем çуралаççĕ имĕш.
Ача çуратакансем хăйсен тĕпренчĕкĕсене тÿсме çук асапланса пурнăç параççĕ тенине Лена илтнĕ-ха. Вилекенсем çинчен те калаçкалаççĕ. Çавăн чухлĕ сыхланса çÿре те… çуратнă чухне вилсе выртсан… Нивушлĕ этем асапланнине турри курмасть? Паянчченех хĕн-хур айĕнче ÿснĕ хĕрачана нивушлĕ вилĕм аллине парĕ вăл? Çук, Лена хăйĕн куççулĕпе халиччен мĕнпур çылăхне çуса тасатнă, турă умĕнче ун нимле айăп та çук! Тен, хăйĕн çылăхĕсене кăна мар, ашшĕпе амăшĕн çылăхне те каçарма пултарнă ĕнтĕ. Çук, Ленăна нимĕн те пулмĕ, ачине те чиперех çуратĕ, сывлăхĕ те çаплипех упранса юлĕ ун. Халиччен ăна-кăна курман чун шикленетех ĕнтĕ, мĕн тăвăн.
Лена больницăна кайма хатĕрленет, ĕнер тухтăрсем мĕн-мĕн илсе килме каланине хут çинех çырса хунăччĕ. Ытар мучи те канăçне çухатнă, Лена тавра çăмарта тăвакан чăх пек вĕтеленсе çÿрет, япалисене манса хăварасран çине-çинех тĕрĕслет. Ун çине пăхатăн та, ача çуратма Лена мар, вăл хатĕрленет тейĕн.
Старикпе Лена çапла ăшталаннă вăхăтра, иккĕшне те шалтах тĕлĕнтерсе, пĕр кĕтмен çĕртен алăка шаккаса Святослав Всеволодович кĕрсе тăчĕ. Якурпа Лена вĕреннĕ училище директорне Ытар мучи лайăх пĕлет, уйрăмах Якур вĕреннĕ чухне часчасах ун патне кайса çÿреме лекетчĕ ăна. Халь мĕн тума килсе кĕчĕ-ши? Якур та, Лена та училищĕрен тахçанах вĕренсе тухнă.
— Кĕме юратчĕ пуль? — яланхи пекех кăмăллăн кулса аллине старике тăсса пачĕ директор. — Эпĕ килнинчен тĕлĕнни тÿрех паллă.
— Ара, тĕлĕнтерсех ятăн-ха, Святослав ачам, — тем вăхăтран кăна чĕлхеллĕ пулчĕ мучи. — Кĕтмен, турăшăн та кĕтмен сана эпир. Хĕре больницăна ăсатмалла-ха.
— Эпĕ те çавна пула килтĕм, — мучи кăтартнă пукан çине ларса кĕсйинчен темле хут кăларчĕ училище директорĕ.
— Лена ача çуратма каяссине кам пĕлтерчĕ вара? — ыйтрĕ старик.
— Машăпа Даша пынăччĕ ман пата.
— Ку мана шалтах тĕлĕнтерет, — именсе хĕрелчĕ Лена.
— Мĕншĕн? Санăн чи çывăх тантăшусем терĕç. Эсир атте-аннесĕр ÿснине пĕлетпĕр, хамăр патран вĕренсе тухнă тăлăхсене пирĕн кайран та манса каймалла мар. Ача валли кипке таврашĕ туянса парсан та кăштах пулăшу пулĕ…
— Ырă çын эсĕ, Святослав ачам. Хальхи вăхăтра санашкаллине сайра тĕл пулатăн, анчах та пире ним те кирлĕ мар, тавах ырă кăмăлушăн. Ак часах кĕрĕвĕн ашшĕпе амăшĕ килсе çитмелле, вĕсем ман хĕрĕме юратаççĕ. Лайăх кин лекнĕрен чунтан савăнаççĕ. Малтанхи вăхăтра хăр тăлăха качча илнĕшĕн ывăлне ÿпкелесе çÿрерĕç пулас та — халь йăтса çÿременни кăна. Милицирен те килсе кайрĕç. Хамăр та ыйткалакансемех мар, пурте çителĕклĕ.
— Уншăн мар, Ытар мучи, сирĕн ним те çук тесе мар, пирĕн йышран та кăштах пулăшу пултăр терĕмĕр. Эпир ытла темĕнех параймастпăр, ача кÿмипе вырăн таврашне çеç туянтăмăр. Çитменнине тата, хуть ăçта пулсан та, кам пулса ĕçлесен те манăн тăлăх туратсене юлашки юлмиччен парас килет. Куславккари тăлăх ачасен интернатĕнче вăрах вăхăт ĕçлерĕм, ун пек кăмăл манăн çавăнта туптанчĕ пулас. Тăлăха мĕнпе те пулин пулăшаймасан — çĕр те çывăраймастăп, нимле ĕç те тăваймастăп. Хĕрхенетĕп эпĕ вĕсене: ытти пур ачасем пекех телейлĕ пулма, савăнса ÿсме çуралнă-çке вĕсем те. Шăпа çапларах килсе тухнишĕн ачасем айăплă мар.
— Çаплине çапла та-ха, сан пек шухăшлакансем нумаййăн мар-çке. Тен, çав интернатра ĕçлемен пулсан тăлăхсем çине эсĕ те урăхларах пăхнă пулăттăн.
— Çук пуль. Эпир хамăр та ачалăхра тутă пурăнса ÿсмен. Каярахпа та пурнăç çулĕ çинче тăлăхсене сахал мар пулăшнă.
— Юлашки вăхăтра тăлăхсем ытла нумайланса кайрĕç пулас, радио çапла калать. Ашшĕ-амăшсем çамрăкланса кайнăран-и пурнăç çине çăмăлттайла пăхма пуçланăран-и — пĕлсе пĕтер унта. Пурнăç тилхепине пуçлăхсем ытла ирĕке яни те халăха пăсрĕ пулас. Кĕтÿçи ыйхă чăпти пулсан — выльăх кĕтĕвĕ те саланса каять, мачиснай. Кĕтÿçе ăна выртса çывăрма мар, куç-хăлха пулма суйласа хураççĕ.
— Сирĕн Якур мĕнле-ха унта? Хăçан таврăнмалла терĕр?
— Пăскăртса çыртартăм-ха Ленăна, салтакрах юласшăнччĕ. Халь вăрах кĕттермест пуль ĕнтĕ.
— Çыру таврашĕ çырсан манран салам ярăр. Хăйĕн директорне мансах кайман пуль-ха.
— Манмасть. Кашни çырурах салам калама хушать, Лена вăтаннăран сирĕн пата кĕрсе калаймасть пулмалла. Эпĕ те сирĕн пата пыман, ĕçлĕ çынсене чăрмантарса çÿрес килмест. Якурпа Лена вĕреннĕ чухне пымасăр тăман. Святослав, ачам, хĕрĕм мана хаçатра çырнă ырă мар хыпара вуласа панăччĕ. Тĕрĕсех-и?
— Çав пирĕн училищĕре вĕреннĕ тăлăх хĕрача пирки калатăр пулас-ха. Тĕрĕсех. Вĕлерекен каччи те пирĕн патранах вĕренсе тухнă. Çавăншăн хуйхăрсах çÿçĕм кăвакарчĕ те.
— Вăл манпа пĕрле вĕренетчĕ, эпĕ ăна лайăх пĕлетĕп. Шел, лайăх хĕрачаччĕ. Эпир халь сирĕн патран кайнă ĕнтĕ, пуриншĕн те ăçтан хуйхăрса пĕтерĕн. Вĕреннĕ вăхăтра пулсан татахчĕ…
— Упраса хăвараймарăмăр çав тăлăха, Лена. Сан пекех ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскер пĕрер çуллăха пурăнма общежитире вырăн ыйтнăччĕ. Закон тăрăх ун пек тума юрамасть те… Ним çине те пăхмалла пулман иккен.
— Ăçта пурăннă вара?
— Рабочисен общежитине кĕресшĕн çÿренĕ. Çав вăхăтра ăна вĕлерекен каччи тĕл пулать те ирĕксĕрлесех хăй патне яла илсе каять, авланатăп тесе суять. Килте каччин никам та пулман, ашшĕпе амăшĕ пĕр уйăха кăнтăра канма кайнă.
— Пĕр уйăх хушши усранă апла, мачиснай?
— Амăшĕсем таврăнассине пĕлсен хĕрачана пăвса вĕлерет те çĕрле мотоциклпа колхоз хирне илсе тухать, аммиак цистернине ярса хăварать.
— Ай тур-тур! Нимле çынлăх та, нимле чунлăх та çук хальхи çамрăксенче, — ассăн сывласа илчĕ старик. — Арăм тума илсе кайнă, мĕскĕне… Калатăп вĕт: нимле çынлăх та çук. Те этем тени мĕн чухлĕ нумайрах вĕренет, çавăн чухлĕ чунсăрланса пырать?
— Вĕреннĕрен мар ĕнтĕ, ачисем хăйсем халь çапларах çитĕнеççĕ. Ниçта та тĕрĕслĕх çуккине кураççĕ, ют çĕршывран илсе килнĕ киносене пĕр сиктермесĕр пăхаççĕ. Лешсен картинисенче вара — вĕлерÿ те çарату, пусмăрлу та улталу анчах.
— Çапла теççĕ çав. Этем пуçĕ тикĕт лакăмĕ мар, мĕнпур хура-марана тултарсан çын пăсăлатех.
— Мĕнле кăна боевик кăтартмаççĕ! Ăçтан тупса çитереççĕ-ши? Хамăр çĕршывра кăларнă киносене пачах кураймастăн. Сайра хутра кăтарткалаççĕ, анчах вĕсене те лешсен майлă ÿкерме хăтланаççĕ. Порнографи алхассах кайрĕ. Киосксенче яр уççăн сутаççĕ тата…
— Эпĕ киосксен умне пыма вăтанатăп, — сурсах каларĕ старик. — Пĕтĕм витринăсене çара кăкăрлă, çара кутлă майрасемпе хупласа лартнă. Тьфу, каналйĕ, кĕпе-йĕмсĕр çÿреме пуçлĕç-и-ха малашне? Пирĕн вăхăтра мăйне йÿле янă хĕрарăмсене урама тухма пулман: сура-сурах намăслантарнă. Троллейбусра е автобусра вара сана хирĕç кутне хуплайман кĕске кĕпеллĕ хĕр ластанкисем ларса пыраççĕ. Намăса тÿсеймесĕр тăрса айккинелле пăрăнатăп вара. Вĕсем — лÿ! те çук, ахăлтатса, кĕçенсе кăна пыраççĕ. Святослав Всеволодович, эсир училищĕре çавсене ним те каламастăр-и? Ун пеккисене алăкран та кĕртмелле мар.
— Ним тума та çук. Пĕрре мар каланă ун пирки, анчах та ашшĕ-амăшĕсем ятлама килеççĕ, пуçлăхсем патне чĕнтереççĕ. Халь ĕлĕкхи мар, вĕренекен мĕн тăхăннине сÿтсе явма пире пачах юрамасть. Ирĕклĕхе хĕсĕрлени пулать имĕш, — кайма хатĕрленсе ура çине тăчĕ директор.
— Кунта пусмăрлама тăракан каччăсене кăна айăпламалла мар, — Лена пăлтăра тухнипе усă курса хавхалансах калаçрĕ мучи, — çав çара тунасене курсан çамрăксем çеç мар, ашшĕ çулĕсенчисем те пăтранма пуçлаççĕ. Эрех çитнисем вара хăйсене хăйсем тытса чарайманран çавăн пек чух усал ĕç туса хураççĕ пуль…
Ытар мучи училище директорне хапха алăкĕнченех ăсатса ячĕ. Вăл çапла сума суса килни старике шутсăр савăнтарчĕ. Тăлăхсене манманни лайăх-ха. Лена вара уçнă арча умĕнче тем кăштăртатать, унăн пуçĕнче пачах урăх шухăш вĕллери хурт пек сĕрлет: « Машăпа Дашăна мĕн ертсе, сĕтĕрсе кайнă-ши директор патне? Вĕсем унта вĕренмен, никама та пĕлмеççĕ. Тÿрех директор патне тата. Нивушлĕ тантăшне çаплах хĕрхенеççĕ? Ĕненме йывăр, анчах та çак вăрттăнлăхăн тупсăмĕ те тĕттĕм кĕтесе пытаннă. Тĕрĕссине камран, мĕнле майпа ыйтса пĕлмелле-ши? »
Ытар мучипе Лена больницăна çитсенех Сережа патне кĕчĕç. Арăмĕ ача çуратма выртассине пĕлсен пулас аттене çунат хушнă пек пулчĕ. Ытар мучирен именмесĕрех мăшăрне вĕçĕмсĕр чуптăвать, ачаш сăмахсемпе йăпатать, çурăмĕнчен çупăрлать. Никама та итлемесĕр хăй анчах калаçать. Сергей çапларах хăтланнине старик курманччĕ-ха. Çамрăксем ун умĕнче юнашар ларма та вăтаннă. Халĕ вара пулас аттене паллама та çук, унăн чун-чĕрине такамăннипе улăштарса кайнă тейĕн. Лена çеç салху, чĕрине темле вăрттăнлăх кĕве пек кишĕклет пулас. Паллă, хăй çакна палăртасшăн мар, Сережа пекех хаваслă пулма тăрăшать. Анчах та мучин вичкĕн куçĕсене артистла хăтланса тĕтрелетеймĕн, унăн туйăмне мăкатаймăн, чун сисĕмне улталаймăн. Акă Сережăнах илер. Вăл пĕтĕм чун-чĕрипе савăнни сăмахпа каламасăрах паллă. Чăн-чăн туйăм кăна этем пичĕ çинче çапла çурхи тăп-тăрă пĕлĕтре хĕвел яр уççăн ялкăшнăн çунса выляма пултарать. Ытар мучишĕн çакă та паллă.
Тухтăрсем Ленăна хăйсен кабинетĕнче вăрахчен тытрĕç. Тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн пĕр эрнелĕхе киле ячĕç, вăл-ку сиксе тухсан «васкавлă пулăшу» чĕнме хушрĕç.
— Эрне хушшинче тем те сиксе тухма пултарать, тухтăр юлташ. Эпир Ленăпа мĕн пĕлетпĕр? Амăшĕ те çук вĕт ун. Кунтах юлсан канăçлăрах та, — вăтам çулсенчи хĕрарăм умне тăрса айăпа кĕнĕ çын пек калаçрĕ мучи. — Сасартăк çĕр варринче аптраса ÿксен? Çитменнине тата, пулăшу чĕнме пирĕн çывăхра телефонĕ те çук. Хĕрĕмрен тăвăрланса мар, иксĕмĕр те йĕрки-картине чухламанран калатăп.
— Ăнланатăп сире, анчах та пирĕн кунта апат-çимĕç енĕпе ытла хĕсĕнсе çитрĕ, чирлĕ çынсене пĕр кун та ытлашши тытма хушмаççĕ. Вырăн таврашне те килтенех илсе килмелле.
— Пурне те тăвăпăр, — шанчăк çуралнăран тăруках çирĕпленчĕ мучи сасси, — апатне те, çытарне те илсе килĕпĕр. Нимрен те татмăпăр. Куç-хăлха кăна пултăр, мĕнле пулсан та ачине тĕрĕс-тĕкел çураттарасчĕ. Ашшĕ мĕнлерех кĕтнине курсанччĕ эсир! Хăй те чирлĕскер, çĕнĕрен çуралнă çын пек улшăнса кайрĕ. Унашкал туйăм ашшĕсенче сайра пулать. Эпĕ хам та аплах хавхаланса кĕтнине астумастăп.
Тухтăр телефонпа такам патне шăнкăравласа калаçрĕ, анчах ача çуратмалли палатăра халлĕхе пушă вырăн çук иккен. Тата виçĕ-тăватă кунран кăна вырăн пулать-мĕн.
— Халь тесен халь ача çуратакан пулсан? — тĕлĕнсех кайрĕ старик. — Эсир ăна та виçĕ кун тăхтама хушнă пулăттăр-и?
— Çавăншăн тытса тăратпăр та ĕнтĕ запас вырăн. Сирĕн хĕрĕрĕн вăхăчĕ çитеймен-ха. Епле пулсан та тÿсĕр ĕнтĕ, вăраха мар вĕт.
— Юрĕ эппин, — урăх чăрмантарас мар терĕ пулас старик тухтăрсене, — каçарăр, ватăсем нумай калаçаççĕ вĕсем. Майне-шывне хамăр пĕлменрен кăна каларăм. Килте эпир иксĕмĕр кăна-çке. Пĕр-пĕр палланă карчăка илсе пымалла пулĕ. Атя, хĕрĕм, каяр. Каçчен пĕлĕш-тантăшсем патне çитсе килĕп.
— Люба аппа мĕнле-ши? Ĕçре пуль вăл та, пушанаймĕ çав.
— Ун патне те çитĕп, хĕрĕм. Çĕрлехи сменăра ĕçлемесен вăл килĕшет-ха. Каçхине ачисемпе çывăрмаллах килччĕр. Кăнтăрла хамăр та аптăрамăпăр, çĕрле, вăл-ку пуçлансан, ним тума пĕлмĕпĕр.
Киле вĕсем хальхинче троллейбуспа таврăнчĕç. Лена ытла та аран утакан пулнă, тухтăрсем каланă вăхăтчен çуратмасан юрать те… Анчах та туррăн ирĕкĕ этем шухăшланă пек пулса пымасть çав. Шăтма шухăшланă, вăхăт çитнĕ калча асфальта та çĕмĕрсе тухать.
Ытар мучи пĕр курка чей ĕçрĕ те Любăсем патне кайма майлашрĕ. Енчен те унпа ĕç тухмасан Сережа амăшне ертсе килĕ. Хăйĕн пулас мăнукĕшĕн унăн та тăрăшмалла, асанне ята тивĕçлĕ пулмалла. Начар çынсем мар, ăнланма тивĕç. Ленăна юратаççĕ. Кинне юратсан ачине те сивлемĕç.
Старик тухса кайсан пÿлĕме хăлхана янратса тăракан шăплăх тыткăна илчĕ. Хула хĕррине нимле сасă та вĕçсе çитсе замазкăпа сĕрсе питĕрнĕ чÿречесенчен хĕсĕнсе кĕреймест. Ĕнер сывлăш çавăрми юрланă шăрчăк та çывăрса кайнă пулас. Мучин радио таврашĕ çук, телевизорĕ те нихăçан та пулман. Ватă çын вĕсене юратсах та каймасть, тепĕр енчен çавсемшĕн укçа-тенкĕ парса сая ярасшăн мар вăл. Хаçат-журнал пăхкаласа ларма юратать те — унта çырнисене ĕненсех пĕтермест. Хаçачĕсенче юлашки вăхăтра пулманнине нумайрах çырма пуçларĕç. Халăха шалт! тĕлĕнтерсе пăрахас шутпа çырнă хайлавсем ытларах та ытларах курăнаççĕ. Ытар мучи вара, хăй каларăш, суяпа чăнлăха шăршинченех сисет.
Кичем Ленăна пĕччен. Вилĕ шăплăх çав кичемлĕхе тата ытларах çивĕчлетет. Вырăн çине выртас — кăмăл çук. Ним тума аптăранипе вăл Якурăн юлашкинчен ярса панă çырăвĕпе сăнÿкерчĕкне тытрĕ, пăхмасăр тенĕ пек пĕлекен çырăвне тепĕр хут вуласа тухрĕ те сăнÿкерчĕкĕпе калаçма тытăнчĕ.
«Хăвăртрах таврăн, Якур, Ольăна та илсех кил. Туй тăвăпăр та пĕрле савăнса пурăнăпăр. Ман хута кĕрекен пулĕ ун чух. Капла та кÿрентермеççĕ те-ха, йывăр шухăшсем капланса килнĕ самантсенче кирлĕ канаш паракан çын çумра пулни пурпĕрех лайăх ĕнтĕ. Пĕрмаях Сергейрен ыйтсан эпĕ ăна йăлăхтарса çитерĕп юлашкинчен. Хăвăртрах таврăн, савнă тăванăм. Пирĕн Палюк тете çинчен те нумай калаçмалла. Ун çинчен сана каласа памасăр пулмĕ».
Лена шухăшĕсем пăлтăр алăкне такам уçнăран арпашăнса кайрĕç. Кам килме пултарать вĕсем патне? Мучи халех таврăнас çук, тухса кăна кайрĕ.
Лена ăна-кăна тавçăрса иличчен пÿрте Машăпа Даша кĕрсе те тăчĕç, çав тери тунсăхласа çитнĕ тантăшсем пек пулса йывăр çын хĕрарăма ыталаса илчĕç. Даша Ленăна çамкинчен чуптуса илме те ÿркенсе тăмарĕ.
— Ытар мучи троллейбуспа ларса кайнине асăрхарăмăр та хамăрăн чи юратнă юлташăмăра кĕрсе курас терĕмĕр, — пакăлтатрĕç хăйсем пĕр-пĕрне пÿлсех. — Йăпăртлăха та пулин кĕрсе хал пĕлсе тухар терĕмĕр. Чĕнмен, кĕтмен хăнасене çилленместĕн-и, Лена?
— Ытла кичемччĕ-ха, — кулса илчĕ Лена хăй Машăпа Дашăн хăçантанпа «чи юратнă юлташĕ» пулса тăнине ниепле те ăнкарса илеймесĕр. — Килĕрех, иртĕрех тĕпелелле. Хам та Даша çинчен шухăшласа лараттăм-ха.
— Мĕн шухăшласа тупрăн вара? — ачашшăн кулма тăрăшса йăпăлтатрĕ Даша.
— Маша каласа панăччĕ те… тĕрĕсех пулсан… — хĕрелчĕ Лена.
— Тĕрĕсех, Лена, тĕрĕсех, — тунмарĕ Даша. — Паян тухтăрпа калаçса татăлтăм, ыран…
— Хăрамастăн-и?
— Мĕн хăрамалли пур вара?
— Малтанхи ачине пăрахсан кайран вуçех çуратайми пулать тенине илтнĕччĕ.
— Эпĕ ун пек пулмастăн, аттепе анне мана тĕреклĕ тунă. Ун пек пулсан лайăх та: хуть кампа, мĕнле пулсан та тухтăрсем патне каясси пулмасть. Рехет мар-им? Акă эсĕ пичке пек пулса кайнă, аран-аран мăшлатса сывлатăн. Тÿссе ирттернĕ хĕрарăмсем çуратнă чухне чĕр тамăк теççĕ. Ача çурататăн тесе çав таран асапланма кам хушнă мана? Çук, çуратсан та халех мар, ватăлас кунсенче кăна! — паттăрла ĕç тунăн сассине хăпартрĕ Даша. — Маша, мĕнле, тĕрĕс шухăшлатăп-и эп?
— Тĕрĕс пулмасăр, — тантăшĕ çумнерех куçса ларчĕ Маша, — хĕр ĕмĕрĕ хăналăха çеç теççĕ. Çак илемлĕ вăхăта ача çуратса мĕншĕн сая ярас. Çуратнине кăна мар, кайран çав карма çăвара хăçанччен аркă çинче çакса çÿремелле? Ача çуратнă хĕр сумран тухать вара. Халь пирĕншĕн каçсеренех каччăсем çапăçаççĕ, арăмсемшĕн кам çапăçать? Упăшкисем çеç тукмак çитереççĕ хăйсене.
— Ача çинчен кам мĕнлерех шухăшлать вĕт, — тантăшĕсене çиллентерес мар тесе хăюсăррăн çеç каласа хучĕ Лена. — Эпĕ ачашăн хамăн пурнăçа та хĕрхенессĕм çук. Аркă çинче ача сиктерекен хĕрарăмран телейлĕ çын çак тĕнчере урăх çук пек туйăнать мана. Эсир мĕншĕн училище директорĕ патне кайнă? — сăмаха урăх йĕрпе пăрса ячĕ Лена.
— Саншăн тăрăшса çÿретпĕр, — куçне мăч та тутармасăр суйрĕ Даша. — Эсĕ тăлăх турат, кăштах сан хутна кĕрсен çылăх пулĕ-и? Вĕсем тăлăхсене пулăшма тивĕç, саккун пур.
— Пирĕн пурте пур, — сивлерĕ Лена. — Çитменнине тата, эпĕ упăшкапа пурăнатăп. Çакна Сергей ашшĕпе амăшĕ пĕлсен мĕн калĕç? Укçа-тенкĕрен татăлса тăракан çынсем-и? Çук, эсир тĕрĕс мар тунă, тархасшăн, урăх ун пек ан хăтланăр.
— Уншăн вăтана-вăтана директорсем тăрăх çÿретĕн, — тутине тăсрĕ Маша, — тав сăмахĕ вырăнне санах пĕçеркке параççĕ. Çынна çăкăрпа периччен чулпа пер тени тĕрĕсех çав, ÿлĕмрен ăслăрах пуласчĕ.
— Ырă кăмăлăршăн тавах, анчах мана пĕлтермесĕр урăх нимĕн те ан тăвăр. Кун пек каланăшăн ан çилленĕр ĕнтĕ.
— Çук, çук, эпир сан сăмахусене манса та кайрăмăр, Лена, — йăпăлтатрĕ Даша. — Эсĕ ху кăна ан çиллен пире. Вăл ĕçе эпир хаяр сунса туман, пулăшу пултăр терĕмĕр. Сергей хăçантанпа больницăра выртать те, кăштах усă тăвас тени кăна кунта. Виçĕ-тăватă кунтан сана больницăра кĕтеççĕ апла?
— Каймаллах ĕнтĕ, йĕрки çапларах-çке, мĕн тăвăн, — каллех хĕрелсе кайрĕ Лена. — Ачана мĕншĕн çапла асапланса çуратмалла тунă-ши?
— Çуратнипе кăна мар, мĕнлерех тертленсе ÿстермелле, — хушса хучĕ Маша. — Кайран уссине курмалла пулсан юрĕччĕ хуть. Хамах илетĕп-ха: мĕн усси мана ÿстернинче? Хăçан пĕр пуслăх усă тума пултарăп-ши хама çуратса ÿстерекенсене? Пăхса та курăнмасть.
Дашăн выляса тăракан куçĕсем сĕтел çинче выртакан сăнÿкерчĕк çине ÿкрĕç. Вăл васкаса вырăнĕнчен тăчĕ те хуçинчен ирĕк ыйтмасăрах çÿрете каплантарса тытрĕ. Пĕр самант тимлĕн пăхса тăнă хыççăн, халиччен курман япаларан тĕлĕннĕ пек, хавхаланса калаçма пикенчĕ:
— Турăçăм! — куçĕсене каçхи шевле пек йăлтăртаттарчĕ вăл. — Çав тери хитре каччăсем пулаççĕ вĕт-ха тĕнчере! Лена, Якур санран та хитререх пулса кайнă, туятăн-и çакна? Сахăр вырăнне хыпса чейпе ĕçсе ярăн!
— Салтака кайичченех епле хитреччĕ те, — мăкăртатрĕ Маша тантăшĕн хулпуççийĕ урлă салтак сăнÿкерчĕкĕ çине куçпа çисе ярасла тинкерсе. — Ытти каччăсем пек моднă тăхăнса çÿременрен кăна ун çине куç хывман эпир.
— Çакăн пек упăшка пулсан — уншăн чунăма панă пулăттăм, — çиçрĕç Дашăн куçĕсем.
— Эпĕ те хирĕçлемен пулăттăм, — килĕшрĕ Маша та.
— Хырăм пăрахнă хĕрсене илесшĕн пулĕ-ши вăл? — лăпкă сасăпа каласа хучĕ Лена тантăшĕсем ним çукран нимĕр пĕçерме пуçланине сиссе. — Эпир хамăр суйлани пĕр япала-ха та вăл, анчах пулас упăшкасем тепле шутлаççĕ-ха пирĕн çинчен.
— Эпĕ хырăм пăрахман вара, — патлаттарса хучĕ Маша.
— Ленăна суйсан та мана улталаймăн, —çилленсех чашкăр-ма пуçларĕ Даша. — Эсĕ виçĕм çулах туалета кăларса пăрахрăн, манса кайрăн-им? Çавăн хыççăн сан ача юлмасть. Сан качча кайнин те усси пулас çук. Килте ача-пăча пулмасан упăшкасем часах пăрахса каяççĕ.
— Ыран больницăна кайнă хыççăн мĕнле пулса юлăн-ха, курăпăр, — парăнасшăн пулмарĕ Маша.
— Ан тавлашăр-ха, — лăплантарчĕ вĕсене Лена. — Якурăн пулас арăмĕ паллă ĕнтĕ. Астăватăр-и, ман туя иккĕш килнĕччĕ, Оля ятлă чиперкке. Салтакран пĕрлех килеççĕ пулмалла, çапла калаçса татăлнăччĕ.
— Килччĕрех! — ахăлтатса ячĕ Даша. — Якура пурпĕрех хам туртса илетĕп. Çакăн пек чипер каччăна таçтан, хăяматран килнĕ ют хĕре паратпăр-и? Çапла пулмасăр! Тĕрĕс-и, Маша?
— Лена кăна пирĕн калаçăва Якура ан пĕлтертĕр, — тантăшне лăплантарчĕ Маша. — Халиччен хамăр куçланă каччăсене ют хĕрсене паманччĕ-ха. Эпир камран кая? Чысне çухатман хĕрсене халь кăнтăрла хунар çутса шырасан та тупаймăн. Çаплах качча тухаççĕ, çемьеллĕ пулаççĕ. Тĕрĕс, туй хыççăн уйрăлакансем те нумай. Те вăл модăна кĕчĕ?
— Халь укçа кăна кирлĕ, — ним пăшăрханмасăр каларĕ Даша, — чысне çухатнă хĕрсене больницăра çĕлесе яраççĕ тет, пĕркун хаçатра хам вуларăм.
— Урăххи çинчен калаçăр-ха, — йăлăхса çитрĕ Лена тантăшĕсен калаçăвĕпе. — Ман ун пеккисем çинчен пачах калаçассăм килмест. Часах Ытар мучи те килме пултарать.
— Лена, эсĕ çветтуя тухса каятăн пуль, — ахăлтатрĕ Даша.
— Сергей эсĕ хĕр маррине сисмесĕрех юлнă та…
— Эпĕ вара качча тухиччен чысăма çухатман! — тарăхнипе Ленăн куççулĕ те хĕсĕнсе тухрĕ. — Вăл шухăш ман пуçа та пырса кĕмен.
— Раскольников сана тивмесĕр хăварнă тесен пуçăма кастаратăр — ура çинех сиксе тăчĕ Даша. — Пирĕн хĕрлĕхe те çавăн чухне Капитанпа Президент вăрларĕç. Раскольников тата хаяртарахчĕ.
— Хăть мĕн шутлăр та… — чĕлхерен çĕтрĕ Лена, — пирĕн хушшăмăрта ним те пулман. Ирхинеччен пĕрле пулнă пулсан тем пулатчĕ, калама пултараймастăп.
— Пирĕншĕн пурпĕрех, — кайма майлашрĕ Маша. — Пирĕн мĕншĕн хирĕçмелле? Кашнин телейĕ — хăйне май. Çав лăкăр-лакăр старик киличчен тухса каяр-ха, ман ăна курассăм та килмест. Лена, малашне сан патна больницăна пырăпăр.
— Ара çав, мĕн уйăрмалла пирĕн, — пÿрт алăкне уçрĕ Даша.
— Лена, чипер юл.
Лена ним калама аптăрарĕ, тантăшĕсене ăсатма та тухмарĕ. Дашăпа Маша çапла çăмăлттайла калаçнине ниепле те пуçне шăнăçтараймасть вăл. Мĕнле тĕллевпе пурăнаççĕ-ши? Пĕрмаях кирлĕ-кирлĕ мар çинчен кăна калаçаççĕ, пурнăç çинчен аса та илмеççĕ. Çапах Якур пирки пакăлтатаççĕ. Анчах пĕлсех тăрăр: вăл сирĕн валли мар, унăн хăйĕн савнă хĕрĕ пур! Çук пулсан та пурпĕрех Дашăпа Машăшăн мар.
Дашăпа Маша пÿртрен тухсан пĕр авăк ним шарламасăр утрĕç. Унтан та кунтан шавласа килекен хула сасси калаçма чăрмантарнăран-и, Лена патĕнче хĕрсе калаçни лăпланса çитейменрен-и — хăйсем те сисмерĕç, Ленăсен ĕлĕкхи çурчĕ патĕнчен пăрăнса çырма хĕрринелле утрĕç.
— Çакăнта çерем çине ларар-ха, — тин сăмах пуçларĕ Даша.
— Ленăпа пирĕн урăхларах калаçмаллаччĕ.
— Мĕншĕн? — ăнланмарĕ Маша.
— Вăл хĕрсен вăрттăнлăхĕ çинчен калаçма юратмасть, пирĕн ăна хамăр енне çавăрмалла. Эпир мĕнле вăлтса калаçсан та пирĕн сăмахсене чăна хурса чĕри патне илтĕр, пире чăн-чăн тус-тантăш вырăнне хутăр. Кайран, пирĕн урапа çине ларсан, мĕнле кирлĕ çапла авăпăр çав хăвана.
— Çапларах çав, кашни сăмаха чĕри патне илет, — пуçне сĕлтрĕ Маша. — Унăн айванлăхĕ хăй виличченех пырать ĕнтĕ. Малашне Ленăпа пурнăç çинчен кăна калаçăпăр. Якура та кăлăхах асăнтăмăр. Таврăнтăр-ха, курăпăр унта мĕн тумаллине. Пурпĕрех алăран вĕçертместпĕр. Халиччен унашкалли пулман. Мĕнле кирлĕ çапла çавăрттаратпăр.
— Хамăр çинчен каласа памалла марччĕ, — ÿпкелешнĕн каласа хучĕ Даша. — Халь вăл ун çинчен Якура пĕлтерме пултарать. Кала-ха, эсĕ ăна чăнахах алла илесшĕн-и?
— Кама? — ăнланмарĕ Маша. — Ленăна-и?
— Ăна мар, Якура. Кам шутланă çав кĕлмĕçсем кунашкалах хитре çитĕнĕç тесе? Шкулта вĕреннĕ чухнех пуçне çавăрмалла пулнă иккен. Анчах та сăнран хитрине кăна пăхмалла мар, шала тем тултарса янă-ха унăнне.
— Хальхи çамрăксем юратнăран авланмаççĕ, квартира, машина тата ытти пурлăха хапсăнаççĕ.
— Тĕрĕс те. Пирĕн атте-аннен пурлăхĕ тем туянма та çитет, çавăнпа эпĕ качча каясси çинчен лĕм те шухăшламастăп. Халь пирĕн мĕн тума пулать, çавна туса юлмалла. Кайран ÿкĕнĕçĕ ан пултăр.
— Атте-аннесен мулĕ çителĕклех: Якур пек çара пакартасене ухмахлантарма пулать, — мухтанарах каласа хучĕ Маша.
— Мана темиçе каччă арăм та тума сĕннĕ, анчах эпĕ халех хăмăт тăхăнассăм çук-ха.
— Мана та илесшĕннисем пур, анчах те тепĕр вунă каччă пуçне çавăрмасăр яхăна та ямастăп.
— Кăмăла кайни пулсан çитес çул эпĕ качча тухатăп пулмалла. Каччăсен пуçне упăшкаран вăрттăн та çавăрма пулать.
— Вăл тĕрĕс-ха, — сигарет кăларса хĕмлентерсе ячĕ Даша.
— Ун пирки эпĕ те çаплах шутлатăп. Упăшка кÿлешнине итлесе ларас-и? Капла хама хам хуçа. Ленăна куратăн вĕт, ниçта та пăркаланаймасть, упăшкине çеç асăнса тăрать.
— Лена вăл — Лена. Вăл упăшки пулмасан та пирĕн пек вăркăшса çÿрес çук. Кайран ÿкĕнĕ те-ха. Ничава, ачине çураттăр кăна, курăнĕ унта, мĕн тумаллине хамăрах пĕлĕпĕр. Анчах асту, иксĕмĕр канашланине никама та ан кала.
— Мĕн, эсĕ ман пирки те иккĕленме пуçларăн-и? — тĕлĕнчĕ Маша.
— Çук, тепĕр хут асăрхаттарни пăсмĕ терĕм. «Ачана мĕн те пулин пулсан пурăнас çын мар эпĕ», — тет апăрша. Курăпăр: пурăнăн-и е çук. Хĕрарăм ластанки! Хальхи вăхăтри хĕрарăмсен пиçмен пашалу пулмалла мар, арçынран та ирттермелле. Астăватăн-и, пĕр каçхине епле хĕнерĕмĕр мĕн тери арçыннах?
— Ĕçрен таврăнаканнине-и?
— Ĕçренччĕ пулас, пире шăрпăк памарĕ.
— Эсĕ ăна кирпĕч катăкĕпе ĕнсерен пĕрре кăна патăн.
— Шапа пек сарăлса та ÿкрĕ, — кăмăллăн кулса ячĕ Даша.
— Йăлăнман пулсан тата лекетчĕ, — хăпартланса çунатланчĕ Маша. — Шăрпăкне мар, шăлĕсене кăларса пама та хатĕр пулнă пулĕччĕ.
Эх, хĕрсем, пикесем! Тĕнчери чи ачаш та ырă чунсем! Çакăн пек калаçу пулмалла-и сирĕн хушăрта? Арçынсенчен ытларах пирусне туртатăр, вĕсемпе пĕр тан эрех-сăра кÿпетĕр. Дискотекăсенче каччăсемшĕн чĕп-чĕр юна ÿкиччен çапăçатăр, пĕрпĕрин çÿçне тăпăлтаратăр, ним сăлтавсăр ватса-хĕнесе пăрахатăр. Мĕн пулчĕ сире, çĕнĕ пурнăç паракан пулас аннесене, Сетнершĕн вилме хатĕр Нарсписене? Арçынпа тан пулма ирĕк пани пăсса ямарĕ-ши сире? Хĕрарăм тивĕçне арçыннăннипе улăштармарăр-ши, несĕле малалла тăсма килнĕ ачаш чунсем? Мĕнлерех ăру çуратса ярăр-ши çĕр çине, мĕн каласа ăса кĕртĕр-ши хăвăр тертленсе çуратнă пепкĕрсене? Эсир те паянхи пек ялан çамрăк пулса юлаймăр. Алăкран ватлăх шакканă кунсенче хăвăр тунă тивĕçсĕр ĕçсемшĕн ÿкĕнмелле пулмĕ-ши? Хăвăр çуратса ÿстернĕ тĕпренчĕксем ватлăх кунĕнче питлесе сурмĕç-ши сирĕн çине, хăйсене тивĕçсĕр ÿстернĕшĕн тавăрмĕç-ши?
Эх, хĕрсем, пикесем! Мĕнле чечекпе кăна танлаштармаççĕ сире поэтсем, мĕнлерех кăна çепĕç юрăсем хывмаççĕ композиторсем, мĕнлерех кăна асамлă ÿкерчĕксем тумаççĕ художниксем, мĕнле кăна палăк лартмаççĕ скульпторсем! Çав тĕлĕнтермĕшсем çине мĕншĕн суратăр эсир, шап-шурă мрамора мĕншĕн тикĕтпе варалатăр, куçа илĕртекен чечексене хăртатăр, юрăпа çунатланнă туйăма касатăр!
Эх, хĕрсем, пикесем! Ĕмĕр-ĕмĕр чечен чечек пулса юлсамăрччĕ, кунсерен чуна çĕклекен çепĕç юрă пулса ĕмĕр вĕçне тухичченех пурнăçра тулли янрасамăрччĕ. Хĕр ĕмĕрĕ, çамрăклăх пекех, яланах çуркунне пулинччĕ, хĕвел пулса пĕтĕм тĕнчене ăшăтса ачашлинччĕ, пулас мăшăрсемшĕн нимрен хаклă парне пулса пурнăçа çутатинччĕ!
Паян чĕнместĕр эсир, итлеместĕр, курмастăр, хĕрсем-пикесем! Тен, кулма та хăтланĕç хăшĕ-пĕрисем, ятлакансем те тупăнмĕç теместĕп: тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле. Анчах та çак сăмахсене хăçан та пулин макăра-макăра аса илессине витĕр курса тăратăп. Этем тени вăл выльăх мар, пурнăç лавне туртса пынă чухне, малалла талпăнма вăй-хал пĕтсе çитнĕ самантсенче, хăйĕн пурнăçне мĕн астума пуçланă кунтан куçĕ умне тавăрать, хăйĕн йăнăшĕсене витĕр курса ÿкĕнет. Çак ÿкĕнÿрен йывăрри уншăн ним те çук вара! Анчах та иртнĕ куна епле ÿкĕнсен те каялла тавăракан пулман-ха: вăл кĕрĕк çанни мар!
Любăсем Атăл хĕрринчи çуртра пурăнаççĕ, çавăнпа кунта Ытар мучи троллейбуспах килчĕ. Любăсем патне тÿрех кĕмерĕ вăл, сисмесĕрех Атăл хĕрринелле утрĕ. Чăваш çĕршывĕн тĕп урамĕ — Атăл кирек хăçан та хăй патнелле туртать ватă чуна, калăн, темле магнитла хăват палкаса тăрать çак ватă шывăн юхăмĕнче, такам чунне те хăй патнелле илĕртекен куçа курăнми асамлăх выляса юхать пек унăн шывĕнче.
Вăл пĕр васкамасăр çыран хĕррине пырса тăчĕ те карттусне хывса пуç тайрĕ, хăй кăна илтмелле темĕн пăшăлтатса ватă юханшыва саламларĕ. Унтан ем-ешĕл курăка сирсе вырнаçса ларчĕ, темĕн анлăш сарăлнă Атăл шывне сăнаса хăйĕн çамрăклăхне аса илчĕ.
Атăла ГЭС валли пĕвеличчен сулахай çыран çывăхрахчĕ, çурхи урăм-сурăм вăйлă шыв вăхăтĕнче те çак териех сарăлман, ейÿ кайман Атăл шывĕ. Сулахай енчи улăх-çаранне сĕлтĕшлĕ шыв пĕр авăка тулатчĕ-ха, пĕчĕк кÿлĕсем те пула-пула тăратчĕç, вĕсенче минресе кĕрсе юлнă пулăсем те уççи-хупписĕр кĕшĕлтететчĕç, çывăхри ялсенче пурăнакансене илĕртсе васкататчĕç. Пуллине ун чухне сĕрекепе-мĕнпе мар, кÿлĕрен витрепех ăсса илнĕ. Шыв-шур типсен вара хулпуççи таран курăклă çаран-улăхсем чечекпе витĕнетчĕç. Халăх хăйĕн выльăхĕсене Атăл урлă каçарса кĕтÿсем йĕркелетчĕ. Вăхăт çитсен ялĕ-ялĕпе утă çулма уява хатĕрленсе тухнă пек тухатчĕç. Эх, пĕр-ик эрнелĕхе çеç тавăрасчĕ çав вăхăтсене, унтан вилсен те шел мар. Нивушлĕ çав хаваслă вăхăтсем нихăçан та каялла таврăнмĕç? Нивушлĕ çав асамлă илеме Ытар мучи урăх пĕрре те кураймасăрах çĕре кĕрĕ?
Миçе хутчен кимĕсĕр-мĕнсĕр Атăл урлă ишсе каçман-ши çамрăк чухне çак старик, миçе хутчен тав эреххине кăларттарман-ши вăл ишсе каçассине ĕненмен айвансенчен? Улюна юратăвне те çак шыв урлă ишсе каçсах çĕнсе илчĕ пулас ун чухне. Пĕр унăнне кăна-и? Кÿршĕ ялтан ларма килнĕ Елюк ятлă пике, çĕр тĕпне анса каясла вăтаннăччĕ пулин те, çав сăпайлăх пĕтмен вăхăтрах хăйĕн юратăвĕ çинчен систерме хал çитернĕччĕ. Халь мĕнле пурăнать-ши çав хĕрарăм? Эх, ăçта-ши çав вăхăтсем! Каçхине тавралăх уйăх кĕмĕлĕпе çуталсан, çамрăксем кимĕсемпе шывăн канлĕ тĕкĕрне йĕрлеме пуçлатчĕç. Шăпчăксем те хăйсем çак териех хитре юрлама пултарайманни вăтанса шăпланса тăнлатчĕç çамрăксен ытарайми юррине! Атăл çийĕпе, вĕренĕ сĕт çине хысма карăннă пек, çамрăк сасă пухăнса анаталла, Хусан еннелле, иртетчĕ, катари йывăçсем çийĕн сарăлса Мари çĕрне ачашлатчĕ, йывăçсем хушшине кĕрсе пур пек чĕрĕ чуншăн та сăпка юрри юрлатчĕ, чĕррисене те, вилнисене те юрату парнелетчĕ.
Эх, çамрăк ĕмĕр — хăналăха çеç килекен вăхăт! Мĕншĕн эпир санпа вăхăтĕнче туллин те ыррăн усă курма пĕлместпĕр-ши? Ним сăлтавсăрах ăна тепĕр чухне хурамаран тунă пĕкĕ пек аватпăр, ют çĕршывсенче туса кăларнă куштан пушмаксемпе таптатпăр, çилпелен кĕл вĕçтернĕ пек сапалатпăр, ним сăлтавсăрах макăртатпăр, такам чунне те илĕртекен чечексене хура сăрпа сăрлатпăр. Çылăхĕ кама пулĕ-ши çакăншăн?
Ăçта-ши халь юратăва, çамрăклăха вылятакан шавлă кĕтÿлле чечен улăх-çарансем, пулăпа кĕшĕлтетекен пĕчĕк Кÿлĕсемпе çырмасем? Авă сулахай енче шыв айне пулнă йывăçсем çеç, юлашки вăйне пухса, этемрен çăлăнăç кĕтсе макăраççĕ, ылханаççĕ пире, хăйсене вĕлерекенсене! Чечеклĕ çаран вырăнне хăйăр-чул, тимĕр-тăмăр, бетонтан тунă ăпăр-тапăр пăрахса тултарнă; патвар юмансемпе ачаш хурăнсен вырăнне пĕлĕтелле пуçĕсене тăрна пек каçăртнă крансем йышăннă. Сивĕ, çанталăк ăшă пулин те, чуна сивĕ, часрах куç курми çĕре тарса каяс килет. Халь Атăл этем чунне хăй патне магнитпа туртнăн туртмасть ĕнтĕ. Пиртен сивĕннĕ вăл, пире вырханать, хурланса пĕр сассăр йĕрет. Эх, этем, этем! Хăçан ăса кĕрсе çитĕн-ши эсĕ? Çутçанталăкăн вăрттăн пурнăçри тымарне, сысна пек чавса, хăçан хăртма пăрахăн-ши? Тымарсăр юман йĕкел паманнине лайăх пĕлетĕн-çке! Камран ыйтса пуçтахланатăн-ши, пурнăçа тăван тавралăхпа киленме килнĕ икĕ ураллă чĕрчун? Кам ирĕк панă сана хăвна ачашлакан, тăрантаракан, пурнăç паракан тавралăх çине сурма, ăна вĕлермеллех суранлатма? Тепĕр чухне эсĕ тăван тавралăха, тăван çĕршыва анне тесе хаклатăн. Анчах вилмеллех аманнă çутçанталăк санăн, хăйне вĕлерекенĕн, амăшĕ пуласшăн мар! Çакна ăнланса илейĕн-ши эсĕ, икĕ ураллă чĕрĕ чунăм? Тавралăха тĕп туса пĕтереймен-ха эсĕ, халĕрех ăса кĕрсен хăвăн йăнăшусене те тÿрлетме пултаратăн!
«Каçар, Атăлăм-аннеçĕм, упраймарăмăр сана. Куншăн манăн та айăпăм пуç тÿпинченех! Каçар, каçарма пултаратăн пулсан», — йывăр шухăшсем пусарнă пуçне аялалла усса йывăррăн утрĕ старик Любăсем пурăнакан çурт еннелле. Ĕлĕкрех чухне Атăл хĕрринчен каясси килместчĕ пулсан, халь унăн кунта пĕр самантлăха та тытăнса тăрасси килмерĕ. Атăлĕ те ăна ĕлĕкхилле ăшшăн мар, сиввĕн хашлатса ăсатрĕ. Пурнăç илемĕпе çуталса вылякан çăмăл хумсем, тăхлантан ирĕлтерсе тунăн, йывăррăн йăраланса, мĕштĕртетсе юлчĕç аялта.
Ытар мучи ик-виçĕ утăм тума çеç ĕлкĕрнĕччĕ — хăйне такам ятран чĕннипе чарăнса сылтăмалла тинкерчĕ: инçех те мар хăй патнелле хултан хула тытăнса арçынпа хĕрарăм çывхарнине курчĕ. Тепĕр самантран ятран чĕнекенсем çитсе те тăчĕç. Иван Петровичпа Галина Алексеевна Быковсем иккен. Вăкăр Ваççин ашшĕпе амăшĕ. Хаваслă кулăпа çиçсе старике вĕсем тăванла ыталарĕç.
— Каçалапа çапла кăштах уçăлса çÿреме хăнăхрăмăр эпир, — старике курнăшăн чунтан хĕпĕртерĕ Иван Петрович. — Ватлăха хамăртан хăваласа çÿретпĕр. Уçăлса çÿренĕ хыççăн ыйхă та тутлăрах.
— Тĕрĕс тăватăр, — тахçантанпа курманран хĕпĕртерĕ мучи те. — Ватлăха ăна ху патна ура та ярса пустармалла мар. Хăрах урине кĕртсен сысна пек хирсе кĕрет этем ăшне. Нумай пулатчĕ сире курманни, Иван шăллăм. Мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăр, хула пурнăçне хăнăхса çитрĕр-и?
— Ачалăхпа яш вăхăта ялта ирттернĕ çын хула пурнăçне виличчен те хăнăхаймасть пуль, — хаваслă куллине сÿнтерсе ассăн сывласа илчĕ Иван Петрович. — Ялта пурăннă вăхăтсем тĕлĕкрен те тухма пĕлмеççĕ. Мăшăрăм та çаплах асапланать. Эх, васкасах, çине тăрса пÿрте пăстармалла пулман иккен. Санран тĕслĕх илмелле пулнă. Кунсерен сана аса илетпĕр халь.
— Вăл вăхăтра эсир ним те тăвайман пулăттăр, — хирĕçлерĕ мучи, — коммунистсем сăмаха вылятмастчĕç. Халĕ вара, демократи текеннисене влаç парсан, коммунистсене пĕтернĕ хыççăн, пур ыйтăва та халăхпа сÿтсе явнă пек тума тăрăшаççĕ. Анчах влаçа тытса тăраканнисем пурпĕрех хăйсене майлă тăваççĕ. Юрать-ха хими хĕçпăшалне пĕтерес ыйтăва татса патăмăр. Халăх çине тăман пулсан хула пуçлăхĕсем килĕшетчĕç ĕнтĕ. Пĕр вăхăт килĕшнĕ те терĕç, анчах халăх ирĕк памарĕ. Мачиснай, паянхи пурнăç пулнă пулсан çак хулана кунта тутармастăмăрччĕ. Çурчĕсене тусан та ялсене, улма-çырла пахчисене пĕтерттерместĕмĕрччĕ.
— Тĕплĕрех çав? Вунтăхăр ял çынни пĕрле пухăнса хирĕçленĕ пулсан, хулине те, химзаводне те тутарман пулăттăмăр-и, вăтăр çул каялла хамăр картишĕнче мĕн тумаллине пиртен никам та ыйтмастчĕ те. Халь тин ним тума та çук ĕнтĕ. Атăл шывне тата пилĕк метр çĕклесе темле станци тăвасси пирки калаçаççĕ-ха.
— Шыв тата пилĕк метр çÿллĕш хăпарсан Атăл пулмасть вара вăл, — карттусне хывса шурă çÿçне сăтăркаларĕ старик.
— Капла та Атăлăн ячĕ кăна тăрса юлчĕ. Ĕлĕкхи Атăла урăх нихçан та курас çук.
— Мĕнле пурăнатăн-ха, Ытар мучи? — ыйтрĕ Иван Петрович. — Атăлĕ çинчен калаçасси те çук ĕнтĕ.
— Пурăнатăп çапла, алăкран пăхсан курăнатăп, — яланхи пекех сăмах вылятрĕ старик. — Хĕрĕме ача çуратма леçмеллеччĕ — пульницара вырăн çук. Любăна ларма чĕнесшĕн килсеттĕм. Çĕрлехи сменăра ĕçлемест пулсан юратчĕ те. Якур та çак кунсенче таврăнмалла.
— Сергей амăшне мĕншĕн чĕнместĕн? — калаçăва хутшăнчĕ Галина Алексеевна. — Ленăна килĕштеретчĕç пулас вĕсем.
— Петĕр хăтапа Çирахви тăхлачă хăйсен кинне ывăлĕнчен те ытларах юратаççĕ пек. Вĕсем пĕлмеççĕ-ха, илтнĕ пулсан тахçанах чупса пымалла. Любăсем патĕнчен унта каясшăнччĕ, мачиснай.
— Сергей мĕнле?
— Часах пульницаран кăлараççĕ, сывалса çитнĕпе пĕрех. Ачи çуралсан тата хăвăртрах сывалĕ. Сĕре ачашăн, ывăл çураласса ун пекех кĕтекен ашшĕне курман эп.
— Телейĕсем пулччăр ĕнтĕ, — кăмăлтан лайăххине сунчĕ Г алина. — Юрать-ха Сергейĕ инвалид пулса юлмарĕ. Пĕр вăхăт сехрене хăпартнăччĕ: пĕр эрне чĕлхе кăларайман терĕç.
— Эпĕ те хăранăччĕ, мачиснай.
— Васкатăн пулсан чăрмантарса тăмăпăр, — малалла утма тăчĕ Иван Петрович. — Ваççа ывăлăм санран салам каланăччĕ-ха ăна.
— А-а-а, — асне илчĕ старик хăй Ваççапа калаçса ларнине, — пĕр кунхине иртсе каятчĕ те ман пата калаçса ларма чарăнчĕ.
Ытар мучи Ваççан лăпăрти сăмахĕсене асăнса ашшĕпе амăшĕн кăмăлĕсене пăсас темерĕ. Лайăх çынсем, ывăлĕн карма çăварĕшĕн айăплă мар. Лешĕ те ÿсĕрпе кăна пакăлтатрĕ, урă пулсан унран япăх сăмах илтеймĕн.
— Ывăлăра манран салам калăр, — кăмăлсăртараххăн каласа хучĕ мучи. — Хăвăр пĕрре-пĕрре калаçса ларма пырăр, ял-йышпа та пуплес килет. Çĕнĕ кайăк курма пырăр, — алă тытсах уйрăлчĕ старик.
— Çитĕпĕр, çитĕпĕр, Ытар пичче, — шантарчĕ Иван Петрович. — Хамăр та тунсăхлатпăр, ĕçрен пушанма çукки кăна хуплать.
— Ял çыннисене куркалатăр-и?
— Сайра хутра тĕл пулкалатпăр.
— Пирĕн пата та пырса ларакан çук. Уйрăлчĕç, яланлăхах уйрăлчĕç пулас ял-йышсем.
Ытар мучи Любăсен çурчĕ еннелле утрĕ. Пуçĕнче çаплах тĕрлĕ шухăш явăнать. Килĕшмест ăна хула пурнăçĕ, унта кÿршĕ-аршă та палламаççĕ. Ял вара пачах урăхла — хамăр ялтисене кăна мар, кÿршĕ ялтисене те пурне те пĕлетĕн. Çăва тухсан ял халăхĕ урамра пĕр-пĕринпе калаçса ларма юратать. Хулара вара питĕрĕнсе ларнă та кăнтăр кунĕнчех пăхмалли шăтăкран кăна пăхаççĕ. Çын пырсан темиçе хут ыйтмасăр та алăкне уçмаççĕ. Тĕрĕс те тăваççĕ пуль, хулара хваттер çаратман кун та иртмест теççĕ. Пăсăлчĕ халăх, пăсăлчĕ. Пурнăç пăтăрмахĕ хĕвел çине те кулса-савăнса пăхма памасть. Хуть ăçта кăна пырса тухсан та чĕрене шĕкĕ пек кăшлакан çитменлĕхсем тухса тăраççĕ. Савăнăç мар, куçран хурлăх куççулĕ пăчăртанса тухать. Атăл хĕррине анмалла марччĕ иккен.
Люба килтех иккен. Ачисене сĕтел çине апат лартса панă та хăй балкон çинче тем шаккать.
Ытар мучи пÿрт ăш-чиккине пăхса çаврăнчĕ. Любăсен хваттерĕ тесен ĕненмелле те мар. Ялта чухне вĕсем патне кĕрсен тĕлĕнсех каймаллаччĕ: Германире е Чехословакире туса кăларнă япалсем кăначчĕ. Халĕ кунта тăйлăк-тайлăк сĕтел-пукан анчах, çырмана кăларса пăрахнисенчен пухса майлаштарса лартнă пулмалла. Пурлăхне конфискациленĕ хыççăн çĕннине туянма хал çитереймен ĕнтĕ. Сĕтелĕ çине те ĕлĕкхи пек хрусталь шÿшмен. Старикĕн ялти пÿртĕнче те унашкал кивĕ кирĕке кураймăн.
Старик балконалла иртрĕ, хĕрсе ĕçлекен хĕрарăм çумне сассăр пырса тăчĕ. Любăна иментересси асĕнче те çукчĕ ун, анчах кĕтмен çĕртен пырса тăни хĕрарăма анратсах ячĕ: вăл чĕлхерен çĕтрĕ, аллинчен пăтипе мăлатукĕ тухса ÿкрĕç. Мучин саламне хирĕç Люба пĕр сăмах та калаймарĕ.
— Кĕрсе курас терĕм, — ÿсĕресси килмесĕрех кăххăмлатса илчĕ мучи. — Эсир кунта куçса килнĕренпе те килсе курман. Мĕнле пурăнатăр, Люба хĕрĕм? Сывлăху епле, ачусем мĕнлерех чупаççĕ?
— Акă куратăн мĕнле пурăннине, — тинех чĕлхи тупăнчĕ хĕрарăмăн. — Данила тĕрмене лартнăранпа арçын ĕçне те хамăнах тумалла.
Люба питне саппун аркипе хупласа сасăпах йĕрсе ячĕ. Унтан тарăннăн ĕсĕклесе илсе старикрен каçару ыйтрĕ, пÿлĕмелле иртме сĕнчĕ.
— Мĕн ăсталама тытăннă эсĕ балконта? — курмăш-пĕлмĕш пулчĕ мучи.
— Çак ачасене выçă вĕлерес мар тесе тапаçланатăп, — ĕсĕклеме чарăнмарĕ хĕрарăм. — Апат-çимĕç хакĕ ухмахлансах кайрĕ, эпĕ ĕçлесе илнĕ укçапа кăна усрама çук вĕсене.
— Çемйÿ йышлă çав сан, хĕрĕм, — юнашар ларса Любăна çурăмĕнчен лăпкарĕ Ытар мучи. — Пĕччен хĕрарăма турри кăна ан пăрахтăрччĕ, сывлăх патăрччĕ. Мĕн маçтăрлатăп терĕн-ха?
— Балконта качакапа чăхсем усрас тетĕп, — айăпа кĕнĕ çын пек хĕрелчĕ Люба.
— Влаçсем ирĕк параççĕ-и? — иккĕленчĕ старик хĕрарăма шутсăр хĕрхенсе. — Пирĕн пуçлăхсемшĕн пулсан вăкăр су та сĕт пар. Сан нушуна ăнланса илейĕç-ши?
— Мĕне кирлĕ мана çав куштансем. Ачасене выçă вĕлерсен тин эпĕ… Килсе пăхчăр-ха! Ак çак мăлатукпа…
— Çапах та малтан ирĕк ыйтмаллаччĕ, тем курса тăрăн.
— Манăн ялти çурта пăсма манран ыйтмарĕç вĕт. Унтах пурăннă пулсан çак пурнăçа курман пулăттăм. Ял çынни вăл паранкăпа та выçлăхран хăтăлса юлать. Ялта качакипе сыснине те усрама пулатчĕ.
— Ненай, балконта качака усрайăн-ши, — пуçне хыçкаларĕ мучи. — Пиллĕкмĕш хутра тата. Мăян çулĕнчи выçлăхра та хула çыннисем балконта выльăх-чĕрлĕх усранине илтмен.
— Пирĕн кÿршĕсем вунă чăх усраççĕ, — ĕмĕтне сÿнтересшĕн пулмарĕ Люба. — Эпĕ вĕсенчен кая-им?
— Сана пĕлетĕп-ха, — хĕрарăм кăмăлне хăварасран асăр-ханчĕ старик, — пулмаллипех пулнă.
— Балкон — вите мар ĕнтĕ… Анчах мĕн тăвас-ха? Ачасене выçăпа вĕлерес килмест-çке. Ялтан çĕтĕк-çурăк таврашĕ пуçтарса килтĕм, шартлама сивĕре качакана витсе вырттарăп. Епле те пулин Пурăнасах пулать. Самани тăтăшах çапла йывăр тăмĕ-ха.
— Кам пĕлет, темĕн кĕтет пире малашне. Пурнăçа часах ăшă кĕрес çук пек туйăнать мана. Хальхи пуçлăхсене никам та сума сумасть пулмалла.
— Пурнăç йĕрки-карти йăлтах ишĕлсе анчĕ.
— Ишекеннисем хăватлă вара. Ĕмĕр ĕмĕрленĕ коммунистсен партине, советсене пĕр туххăмрах пĕтерсе хучĕç. Вĕсене ура çине тăратма мĕн чухлĕ юн, мĕн чухлĕ чун сая кайман-ши çак çĕр çинче! Тĕрĕссине никам та каласа параймĕ. Çÿлти турă пĕлет пулсан та шавламасть, мачиснай. Люба хĕрĕм, хам пур чухне сире вилме памăп. Урăх нимĕн те ан ту, хĕрарăм ĕçĕ мар вăл.
— Кÿршĕ арçыннине йăлăнса пăхрăм та, мухмăрне уçмалли ыйтрĕ. Ăçта вăл ман эрех? Эрех туянма мар, апат-çимĕçпех пур пек укçа пĕтсе пырать.
— Çав шăршлă шывсăр пачах пурăнайми пултăмăр. Укçа та илмеççĕ, каяннăйсем, тÿрех çав ухмахлантаракан шĕвекпе карланкисене чÿхесшĕн, аçа çапасшĕсем. Вырханман та пулăттăм санашкал тăлăх арăмсене тарăхтармасан.
—Хамăрах айăплă пулас, Ытар мучи. Кам вĕсене усала вĕрентнĕ?
— Çапла çав. Пирĕн вăхăтра ниме тавраш тумасăр сахал кун иртнĕ, çапах пĕр арçын ÿсĕррине те курман. Халĕ вара ыйтса ирĕксĕрлесе çÿреççĕ. Нимле намăс-симĕс те юлман чăвашра. Данил мĕнле-ха тата, çыркалать-и?
— Çырать, анчах çырнинчен çырманни лайăхрах.
— Мĕншĕн?
— Эпир кунта мĕнле нушаланса пурăннине ăнланасшăн мар, кÿлешсе, кĕвĕçсе çырать-ха тата! Тĕрлĕ арçынсем çумне хушать. Мана пĕри качча илесшĕн, çавна тухмалла пуль. Çынни лайăх пек туйăнать.
— Эсир пурсăр та хĕсĕр кĕсресем, — çилленсех кайрĕ мучи. — Хать тесенех хатĕр пулмаççĕ ăна. Сан ачусемшĕн ют арçын нихăçан та тăван ашшĕ пулаймасть! Кĕнеке çинче кăна унашкаллисене тĕл пулатăн. Çыраканнисене айăпламастăп — вĕсем çапла пулма вĕрентеççĕ: ют çын ачине хăвăн ачу пекех юратма вĕрентеççĕ. Пурнăçра вара ун пек мар.
— Эсир Ленăпа Якура хăвăрăн ачăрсенчен те мала хуратăр.
— Мĕн пĕлетĕр эсир, Люба! — хĕрарăм çине сивĕ куçĕпе пăхса илчĕ старик. — Тăван ачасем çумра пулнă пулсан Ленăпа Якур таçта пулнă пулĕччĕç-ха… Юрать вĕсем çуралнă кунтан пирĕн куç умĕнче пулнă. Сăмахран, халиччен курман-илтмен ачасем пулччăр-ха, ненай, Ытар мучи вĕсем çине мĕнлерех куçпа пăхнă пулĕччĕ. Паллах, кирек кам ачи пулсан та сивĕ куçпа пăхман пулăттăм, анчах та тăванла ăшă вăл çын хушнипе çуралмасть. Вăл туйăм ÿт-пĕве турă хушнипе кĕрсе вырăнаçать пуль. Акă санăн та ачусем пур, эпĕ вĕсене те лайăх пĕлетĕп, пурпĕрех Ленăпа Якур пек çывăх кураймастăп, уншăн ан çиллен. Сначăтсă, вĕсемпе пĕр шая хума турри çырман, мачиснай. Анчах та пĕлсех тăр: сан ачусене те вилме памăпăр!
— Çук, Ытар мучи, качча тухасах пуль, — хăй шухăшнех тепре аса илтерчĕ Люба. — Мана ачасене юратни кирлĕ мар, çăкăр-тăвартан ан таттăр. Арçын арçынах пулĕ, ачисене хам юратни те çитĕ. Унăн та икĕ ача пур. Пурнăç урапине ку вăхăтра иккĕн сĕтĕрме çăмăлтарах пулĕ.
— Эпĕ ырламастăп, хăвăнне ху пĕл эппин.
— Данил тĕрмерен тавăрăнасса кĕтсе выртсан пире пурсăмăра та пĕр çул кĕтет — масар çулĕ. Эпир унта кайсан — вăл та пире кирлĕ мар, ăна та савăнтараймастпăр. Ку халпа, хальхи пурнăçпа эпĕ ачасене упраса хăварас çук. Çитес уйăхран хаксем каллех ÿсмелле теççĕ.
— Ху ăçта ĕçлетĕн?
— Бетон тунă çĕрте. Ĕçĕ çав тери йывăр, виçĕ сменăпа ĕçлемелле. Хĕрарăмсем нумаййăнах мар. Унта йывăр пулсан та укçине ытларах тÿлеççĕ. Паян каçхи сменăна каймалла. Ачасене хăйсене кăна хăварма хăрамалла та, ним тума та çук.
— Апла кĕçĕр пирĕн пата пыраймастăн ĕнтĕ? Сана Лена патне ларма илсе каясшăнччĕ.
— Часах ĕçе каймалла, Ытар мучи, каçар, тархасшăн, — айăпа кĕнĕ çын пек каласа хучĕ Люба.
— Ăнланатăп, хĕрĕм, — Люба куçĕнче куççуль курсан пуçне усрĕ старик. — Мĕн каçарăвĕ унта, Лена сывă, çамрăк, тем пулас çук. Сергей ашшĕпе амăшĕ патне кĕрем-ха тата, тен, вĕсем пырса ларĕç, темех тумаççĕ пуль-ха. Акă мĕн, качакупа чăххусене хам пата пырса яр. Вити-карти хăтлă, пырса çăмарта вăрлакан пулмĕ. Эпĕ унтах хĕл каçасшăн, хула хваттерĕнче пурăнас килмест. Качакуна та сурăхсемпе пĕрле кичем пулмĕ. Выльăх апачĕ икĕ хĕл каçмалăх та пур. Çу кунĕсене сулхăнра пытанса ирттермен. Выльăх-чĕрлĕхне паянах илсе пыр.
— Аван мар, Ытар мучи.
— Вăрлама кайсан аван мар, калаçса тăнă ан пултăр.
— Эсĕ пирĕншĕн айăплă мар.
— Хĕл каçма ачусемпе пирĕн пата пырăр. Паранки нÿхреп тулли, пахча çимĕçне те çителĕклех хатĕрленĕ. Выçă вилесрен ан хăра, эпир ют çынсем мар. Çуркуннеччен пĕрле кăштăртатса пурăнăпăр. Ху ĕçе кайсан ачусем те тĕрĕс-тĕкел пулĕç. Асту, хам пата куçмасăр та канлĕх памастăп, эсĕ мана лайăх пĕлетĕн. Данил патне кайкаласа куратăр-и?
— Икĕ хутчен кайса килнĕ. Каяссăм та килмест, пурпĕрех кирли çинчен калаçма çук: пĕрмаях такам çумне хушать. Ют арçынсем çинчен шухăшлама мар, ачасем çинчен те шухăшласа пĕтерейместĕп. Епле пулсан та ыйткалакана кăларса ярас марччĕ. Эх, çав Данила! Пĕтерчĕ пурнăçа! Хамăрăнне кăна мар, ачасене те пĕтерсе хучĕ. Вĕсене те урамра тĕрме пыйти тесе мăшкăллаççĕ. Çĕр тĕпне анса кайăн та— майĕ çук.
— Сăмахне калĕç-ха ăна, пĕр кунхине Вăкăр Ваççи те мана мĕн кăна каласа хăртмарĕ, мачиснай. Паян ашшĕпе амăшне каласа парас тенĕччĕ те — шарламарăм. Ухмахпа ухмах пулаймăн. Урă чухне хăй те ÿкĕнет-тĕр, ăссăр çын мар.
— Сана тата мĕншĕн çилленнĕ? Çылăхран та хăрамасть-и?
— Уншăн çылăх тени тем япала-ха, куçа курăнакан япала мар та… Турă умĕнче айăпа кĕресрен пирĕн вăхăтрисем кăна хăранă ăна.
— Мĕншĕн эсир кăна? Çылăха кĕресрен манăн та сехре хăпсах çÿрет. Вилсен камăн тамăкра асапланасси килтĕр. Кунти пурнăçĕ те чĕрĕ тамăк та!
— Ытлашши ан кала, хĕрĕм. Уйăх-хĕвелтен сивĕнни пулать ун пек шухăшлани. Ну, юрĕ, эпĕ каям-ха. Çирахви тăхлачă чĕнес.
— Ан айăпла ĕнтĕ мана пырайманран. Ĕçе каймалла мар пулсан хаваспах пыраттăм.
— Ыран ачу-пăчуна, выльăх-чĕрлĕхне ерт те хĕл каçмаллах пирĕн пата пыр, вара айăпламăн, юрать-и?
— Шухăшласа пăхмалла пулать.
— Ним шухăшласси те çук, мачиснай, — çилленме пуçларĕ мучи.
— Хваттере хупса хăвармалла-и вара?
— Кама та пулин пурăнма яр. Халь уйрăм пурăнас текен çамрăк мăшăрсем нумай, кăштах укçа парĕç.
— Ÿпкелесе ан кай ĕнтĕ, Ытар мучи. Тахçанта пĕрре килнĕ çынна чей те ĕçтереймерĕм. Сахăрпа чей хăçан ĕçнине те маннă ĕнтĕ. Ачасене шел, ялта чухне вĕсен умĕнчен канехвет-пĕремĕк пĕр кун татăлман. Халь ячĕсене кăна асăнатпăр.
— Маншăн ан хыпса çун, хĕрĕм, эпĕ хăна мар. Капла та кунĕпе чей ĕçетĕп. Сире ыран кĕтетпĕр вара. Ватă çын сăмахне итлес пулать.
Старик çак çемьешĕн чĕрине ыраттара-ыраттарах алăкран тухрĕ. Пыл та çу пурнăçпа пурăнатчĕç, çав непĕсе пулах Данил кил-йыш тĕнчине пăсса ячĕ. Çаклатса илеймĕç терĕ пуль те, тĕттĕмре юман çĕрĕкĕ те çутатать çав, çынран пытараймăн.
Урамра кĕрхи илемлĕ те ăшă çанталăк хуçаланать: йывăç çулçисене кĕр кăмаки вут тивертсе янă та пăлтăр та палтăр çавăрса ура айне пăрахать, эрешмен картисене йывăç тураттисемпе çутă юписем çине çакать, хĕвеле пытанмалла выляттарать, курăксемпе чĕпписене айăн-çийĕн вăйкăнтарса инçе çула тухма хăнăхтарать. Илемлĕ, хăйне май илемлĕ кĕр кунĕ. Çакăн пек уяр та типĕ вăхăтра урамран кĕрес килмест. Пахчара та ĕç нумай, анчах та халь старикĕн урăх пăшăрхану: Ленăна пулăшасси, Çирахви тăхлачĕ килте пулсан юрĕччĕ хуть.
Киленсе утакан мучи хăйне такам ятран чĕннĕрен чарăнса тăчĕ. Хутаç çакнă хĕрарăм сывлăх сунать иккен. Кĕтмен çĕртен палланă карчăка курнипе старик çухалса кайрĕ пулас, сывлăх сунма та манса кайрĕ.
— Елюк, тантăшăм, эсĕ мар-и çак? — карчăк патне васкаса пычĕ вăл. — Ĕнер вилнĕ пулсан сана кураймасăрах çĕре кĕреттĕм. Турри пурах çав, акă ăçта тĕл пулма тÿр килчĕ! Ăçталла васкатăн? Ку тăрăха мĕн çăмăлпа килсе тухрăн? Пульницара калаçса татăлнă кунхине мĕншĕн пымарăн, ун чухне эпир сана питĕ кĕтрĕмĕр.
Карчăк çурăм хыçĕнчи хутаççине çĕре хучĕ те тарланă питне саппун аркипе шăлса типĕтрĕ, унтан старике алă тăсса пачĕ.
— Турă çук тесе ахалех калаççĕ, — чĕтрекен сассине хытараймарĕ карчăк. — Çакăнта, пĕлмен хулара, сана тĕл пуласса шутламан та. Ытар, эсех пултăн-и вара?
— Ятăма та тĕрĕсех асăнтăн пулсан эпех ĕнтĕ, — шÿтлеме пăхрĕ старик. — Пирĕн таврара каçа хирĕç мĕн çĕмĕрттерсе çÿретĕн?
— Сирĕн таврара мар, Ытар, хамăр таврара! Ман кăвапа çак çĕрпе çыхăннă. Астăватăн-и, авă леш капмар çурт вырăнĕнче пирĕн куккасен хуралтийĕччĕ. Вăйă салансан эсĕ мана çавăнти хурăнсем айне çавăтса каяттăн. Халĕ куккасен пахчи те, хурăнĕсем те çук, ун чухнехи пек, шăпчăкĕсем те сасă памаççĕ.
— Манман-ха эс, Елюк… Вопчĕм, эпĕ хам та…
— Çав вăхăтсене те мансан вара…
— Ăçталла çул тытатăп терĕн-ха? Сан тăванусем çав çуртра-и?
— Эпĕ хам ăçталла кайнине хам та пĕлместĕп. Атăл хĕррине анса пĕр кимĕ айĕнче çĕр каçасшăнччĕ, ыран сан патна пырасшăнччĕ. Турри пире паянах тĕл пултарчĕ.
— Хăнана килтĕн апла?
— Вилме килтĕм, Ытарăм, вилме! Юлашки хут хамăн ачалăхăмпа çыхăннă вырăнсене курса çаврăнатăп та…
—Тем аташатăн эсĕ, Елюк, ăсран тайăлнă çын пек каласа хутăн, мачиснай.
— Аташатăп çеç пулсан тем пекехчĕ те, апла мар çав. Эпĕ сана суйса каламастăп, хăвах пĕлетĕн. Тăван вырăна вилме килтĕм, анчах та атте-анне масарĕ çине кĕме çук иккен: унта тăхăр хутлă çурт купаласа хунă. Вилсен те пĕрле выртма памаççĕ, антихристсем. Атте вилес умĕн пĕтĕм çемье, ратне-хурăнташĕ пĕрле выртчăр тесе çĕр кастарса хăварнăччĕ…
— Аçта каятăп терĕн-ха? — тепĕр хут ыйтрĕ мучи хĕрарăм та хăй пекех иртнишĕн чунне ыраттарнине туйса. — Ытла васкамастăн пулсан айта пирĕн пата, эпир кунтан инçе пурăнмастпăр.
Карчăк пĕр хушă ним калама аптăраса тăчĕ. Самаях йывăр çумхутаççине вырăнтан тапратма васкамарĕ, уртса ямалли кантрисене çеç, арпашăннăран, тÿрлетенçи турĕ.
— Улюна тантăшăм та вилнĕ тенĕччĕ-ха эсĕ. Халь çав Хĕлимун хĕрĕпех пурăнатăн-и? — ыйтрĕ Елюк.
— Ман карчăкăм иккĕмĕш çул канса выртать, — çĕрелле пăхса куççуль тумлатрĕ старик. — Якура салтака ăсатсанах пиртен уйрăлчĕ, темшĕн пурăнма ÿркенчĕ… Усал та туман, сив сăмах та каламан пекчĕ — пурпĕрех пăрахса кайрĕ, мачиснай.
— Çапла, ырă пурнăçпа пурăнакансем темшĕн час пăрахса каяççĕ, — ни хурланнине, ни савăннине палăртмарĕ карчăк. — Акă эпĕ турăран тахçантанпах вилĕм ыйтатăп, анчах пурăнатăп-ха. Ырă çынсем пăраха-пăраха каяççĕ, вăхăтсăр çĕре кĕреççĕ. Эпир пур — вилĕме ыйтса та илейместпĕр. Çак тĕнчере асапланса пурăнакан çыннăн вилĕмне те асапланса кĕтмелле тунă пуль çав турри.
— Тем калаçатăн эс, Елюк, — ним те ăнланаймарĕ старик. — Ара, эсĕ ачусемпе пĕр хулара пурăнатăп тенĕччĕ-çке. Ашшĕ-амăшĕшĕн унтан та пысăк телей пулассăн туйăнмасть мана. Эпĕ сан вырăнăнта пулсан савăнса кăна пурăнмалла.
— Виçĕ ача пур çинче ыйткалама кăларса ярсан та-и?
— Ан калаç-ха, мачиснай.
Мучи урăх ним калама аптраса тăчĕ. Нивушлĕ çак карчăк чăнах та ыйткалама тухса кайнă? Упăшкипе иккĕшĕ те таврари сумлă çынсем, ĕç таврашĕнче хаплатса ĕçлекенсем, эрех-сăра таврашне нихăçан та юп курманскерсем… Ачисем тата! Пĕринчен тепри аслăрах вĕреннĕскерсем…
— Ачасем айăплă мар, —старик шухăшне ăнланнăн каласа хучĕ карчăк, — хам ытлашши ватăлтăм пулас. Кинĕмсем манпа юнашар апата ларма та йĕрĕнекен пулчĕç, мăнуксене те çаплах хăнăхтараççĕ. Эпĕ тунă пур ĕçе те тиркекен пулчĕç. Хам айăплă, ытла нумай пурăнтăм. Ватă çын йăлăхтариччен пурăнмалла мар, ăна никам та юратмасть. Хăшĕ-пĕри юрататпăр текелеççĕ те — вăл шăл çыртса каланă сăмах çеç. Япалана та кивелсен çырмана кăларса пăрахаççĕ.
— Атте-анне япала мар-çке?
— Эсĕ ачусемпе пурăнатăн-и? — ыйтрĕ карчăк мучи ачисемпе пурăнманнине пĕлсех.
— Ют ачасемпе, — пытармарĕ мучи. — Хамăннисем ăçтине те пĕлекен çук.
— Юлашки вăхăтра эпĕ кĕçĕнни патне пурăнма куçнăччĕ — çĕркаç çак хутаçа çактарса кăларса ячĕç, хирте улăм ури ăшне кĕрсе çывăртăм, — явлăк хÿрипе куçне шăлса илчĕ карчăк. — Аттепе анне вилтăприйĕ çине выртса вилĕп те, пĕрле пытарĕç тесе килтĕм те… пулмарĕ.
— Апла пулсан…
— Вилесси — чĕрĕлесси мар, — малалла утма тăчĕ Елюк.
— Вилме пурте ĕлкĕретпĕр, мачиснай, — тăрăха пуçларĕ мучи. — Ухмахла ĕç тăвасси темех мар, унпа çынна тĕлĕнтереймĕн. Леш тĕнчене кайма ĕлкĕрĕпĕр-ха. Çавна та ан ман: унта пĕр кайсан каялла ямаççĕ. Елюк, атя хам пата, таçта аташса ан çÿре. Эпир сана тахçанах кĕтетпĕр.
— Ара, эсĕ хĕрĕм пур терĕн-çке?
— Ăна паян шăпах санашкал хĕрарăмран пулăшу кирлĕ.
Старик хăй мĕн çăмăлпа хула тăрăх чупса çÿренине ним пытармасăр каласа пачĕ. Лена ача çуратни уншăн — хăйĕн хĕрĕ мăнук парнеленĕ пекех. Ăнсăртран мĕн те пулин сиксе тухасран хăрать, вăл пулас мăнукне куç пек кĕтет.
Елюк туртăнкаласа тăмарĕ, çумхутаççине старике тыттарчĕ те, халтан кайнă урисене аран-аран куçаркаласа, ун хыççăн ыйхăри пек сĕнкĕлтетрĕ. Тепĕр тесен, ăçта кайнă пулĕччĕ-ха вăл? Халь урамра çуллахи пек ярпайса çĕр каçаймăн, хваттере кĕртме камран ыйтмалла? Ялта пулсан такам патне те кĕрсе выртма пулать. Хулинче те паллаканнисем нумай, анчах вĕсем тахăш çуртра пурăнаççĕ-ха. Хваттерĕсене те темиçе çăрапа питĕрнĕ пуль. Çук, Ытар сĕнĕвĕнчен пăрăнмалла мар, Атăла сиксе вилме те шухăшланччĕ те Елюк, анчах унашкал вилĕм ăна хăратсах пăрахрĕ: шывра сивĕ, темле чĕрчун та пур пулĕ унта. Çавсем ун ÿт-тирне тăпăлтарма тытăнсан. Çук, шапаран вăл мĕн ачаранах йĕрĕнет…
— Эсĕ мана хĕрхеннĕрен ху патна илсе каятăн апла? — сасартăк старике тĕлĕнтерсе ыйтрĕ карчăк. — Эпĕ сана… юратнăран пуль тесе, — шÿтлеме пăхрĕ вăл. — Астăватăн-и, Ытар, сирĕн ялăра ларма килсен мĕн каланăччĕ-ха эс мана?..
Старик карчăка урăх калаçтарса тăмарĕ, хăйсем патне илсе кайрĕ, хулара ăна тĕл пулнишĕн вăл шутсăр савăнчĕ. Ленăшăн куç-хăлха пулса ларма кам кирлĕ тата? Пĕлмен çын та мар, хăй çамрăк чухне кăмăлланăскер. Ун чухне Улюнана тĕл пулман пулсан, тен, çак Елюкпах венчете тăратчĕ-и? Турă çырни çапла пулнă пуль, унтан иртеймĕн.
— Ытар, ку çуртна епле упраса хăвартăн-ха эс?
— Хăварнă ĕнтĕ. Пурне те аса та илес килмест. Сан телейÿшĕн юлнă вăл. Улюна пурăнаймарĕ.
— Манаймастăн-им?
— Ĕмĕр çулĕпе пĕрле утса тухнă çынна епле манăн. Елюк, малашне çак çуртра эсĕ пурăнăн, ниçта та кайма çук тетĕн. Манăн хулара хваттер пур. Ку çурта эпĕ пахчашăн кăна тытса тăратăп. Хуралти пулмасан пахчине те тĕп тăваççĕ. Халь хĕрĕм те кунтах, сана курсан савăнать ĕнтĕ.
— Мана пĕлмест вăл, палламан карчăка кам юратĕ.
— Лена унашкалли мар, тÿр пилĕк пулса ÿсмен, куштанлăха та хурăнташлантарсах кайман. Хăвах курăн-ха.
— Пирĕн килес, — Ленăна шартах сиктерсе кĕрсе тăчĕ старик хăй хыçĕнче именерех ÿсĕркелесе тăракан карчăка маларах иртме çул парса. — Акă, ку манăн хĕрĕм, Лена.
—Килĕрех, килĕрех, тĕпелерех иртĕр, — карчăк патне тараватлăн пычĕ çамрăк. — Люба аппан вăхăчĕ тупăнмарĕ пулĕ, малтанах çапла шутланăччĕ. Ку кинемее палласа илеймерĕм-ха, каçарăр.
— Мĕн каçармалли пур унта, эсĕ ăна халиччен курман, — савăнăçлăн кулчĕ старик. — Ку Елюк кинемÿ, астăватăн-и, эпир вăл килессе пĕр вăхăт кĕтсе пурăнтăмăр. Халиччен Чĕмпĕрте пурăннă, унта куçса кайиччен кÿршĕ ялсемех пулнă. Пире карчăк кирлине пĕлнĕ пекех, халь хăнана персе çитнĕ, Любăсем патĕнчен тухсанах тĕл пултăм, хăтасем патне те кĕмерĕм вара. Атя, Елюк, тĕпелелле ирт, часах чей ĕçĕпĕр.
— Мана Лена тесе чĕнеççĕ, — хĕпĕртерĕ Лена та. — Эсир калаçса ларăр, апат-çимĕçне хамах хатĕрлĕп.
— Мана сан çинчен Ытар каласа пачĕ, — çаплах малалла иртме хăяймасăр тăчĕ-ха карчăк, — ача кĕтет терĕ. Чăнах та иккен. Ничава, курман-пĕлмен ĕç мар, пурте йĕркеллех пулĕ. Ывăл çуратса паратăн ак, каларĕ тейĕн.
— Такам-ха унта, — именсе хĕрелчĕ Лена. — Маншăн пурпĕрех.
— Такам мар, хĕрĕм, эпĕ йывăр çынна курсан хĕр е ывăл çуратасса сăнĕнченех чухлатăп: ывăл çурататăн. Эпир, карчăксем, хура-шурра нумай курнă, чухлатпăр.
— Сергей савăнсах вилĕ вара, — карчăка ĕненсе хĕпĕртерĕ пулас амăшĕ. — Сĕре кĕтет. Ывăлтан урăх никам та кирлĕ мар ăна. Маншăн пурпĕрех.
— Амăшĕшĕн пулсан малтанхи ача хĕр пулни лайăх-ха вăл: алă хутне кĕрекен пулать, пулăшать. Ыттисем вара — кам пулсан та юрать.
— Ыттисем турăра-ха, — калаçăва çĕнĕрен хутшăнчĕ мучи те. — Халь ик-виçĕ ача çуратса тертленмеççĕ, куç валли пĕр тĕпренчĕк çуратса яраççĕ те…
Çапла шăкăл-шăкăл калаçса пĕр-пĕринчен именни те иртсе кайрĕ, хăйсене хăйсем тахçан пĕрле пурăннă çынсем пекех туйрĕç. Карчăк кунашкал кăмăллă йышпа сĕтел хушшинче тахçантанпах ларманни витĕр курăнать: савăнăçне пытарайман хаваслă кулли пичĕ çинчи тарăн йĕрсене те тикĕслеме пуçларĕ, хĕрлĕ сăн кĕртсе çĕнетрĕ, самаях çамрăклатрĕ. Нумаях та мар-ха хăйне вăл ниме кирлĕ мартан урама кăларса пăрахнă япала вырăнне çеç туйнă пулсан, халь ырă туйăмпа сывлакан сĕтел хушшинче хăйне ыттисемпе танах хурса хакларĕ пулмалла: пурнăçра катăк пуртă валли те вырăн тупăнать иккен! Лена ăна тăван амăшĕ вырăнне пулма сĕнмерĕ-и çак? Анне вырăнне! Калама кăна вĕт вăл! Анне! Ачисем çак ачаш сăмахпа юлашки хут хăйне хăçан чĕннине те астумасть Елюк. Çуркунне пуçлансанах ăна кинĕпе ывăлĕ килтен тĕке-тĕкех кăларса янăччĕ: çурхи шывра путса вилтĕр терĕç пулмалла. Унтан вăл вăталăх ывăлĕ патне кайрĕ, лешĕ ăна мунчара пурăнма ирĕк пачĕ. Ку савăнăç та нумая пымарĕ: сад пахчи урлă çÿренĕрен пĕррехинче алăк уçă юлнă. Те такам юриех уçса хăварнă, те карчăк хăй асăрхаман çакна — каçалапа, кĕтÿ таврăнсан, выльăхсем пахчана кĕрсе кайнă та… Кинĕ ăна çакăншăн айăпласа килĕнчен кĕвентепех хăваласа кăларчĕ, алăка шалтан питĕрсе хучĕ, урăхран ку çурт еннелле ура та ярса пусма хушмарĕ. Тепĕр ывăлĕ патне каймарĕ те вара Елюк. Палланă карчăкран пушă михĕ ыйтса илсе кирлĕ япалисене чикрĕ те ăçта куç курать çавăнталла тухса утрĕ. Никам та ăсатма тухмарĕ юлашки кунĕсене пурăнакан карчăка, никам та сывпуллашса алă тăсмарĕ. Михĕ паракан тантăшĕн куçĕнчен çеç çутă тумлам хĕсĕнсе тухрĕ, юлашки хут пĕр-пĕрне куратпăр-çке тенĕн, Елюка вăл чĕтрекен вăйсăр аллисемпе ыталаса илчĕ.
— Тем пекех хамăр патра хăварăттăм та, — чĕтренчĕ тантăшин сасси, — хамăн та…
— Тепре куриччен сывлăхпа пурăн, ан чирле, — чĕтренчĕ Елюк сасси те…
Вăл урăх пĕрре те каялла çаврăнса пăхмасăр укăлчаналла тĕнкĕлтетрĕ. Таçтан сиснĕ Улайкка çеç, ĕлĕкрех кĕтÿ хăвалама кайнине аса илсе пулас, карчăк умĕпе хÿрине тăратса чупрĕ, анчах ялтан тухсан вăл та таçта кайса çухалчĕ. Çапла пуçланчĕ вара Елюкăн тĕнче тăрăх сĕтĕрĕнсе çÿресси. Ют çынсем умĕнче йĕрсе ларма аван мар пулин те, çаксене каласа панă чухне вăл эрлĕкрен тапса тухнă куççульне пытармарĕ, пытарни те усăсăр пулнине сисрĕ. Старикпе çамрăк хĕрарăм та шывланнă куçĕсене темиçе хутчен шăла-шăла илчĕç. Чей ĕçсе тăраннă хыççăн та сĕтел хушшинчен тухмарĕç вĕсем, тата темтепĕр аса илсе ларчĕç. Ытар мучи хускалман пулсан, тата хăçанччен ларнă пулĕччĕç — хăйсем те чухламарĕç. Старик юлашкинчен васкамасăр сĕтел хушшинчен тухрĕ, техĕмлĕ апатшăн турра тав турĕ. Юлашки вăхăтра вăл пĕрмаях çÿлти патшалăхпа калаçу хускатма пуçларĕ, хулара çĕклекен çĕнĕ чиркÿ тунă çĕре те пикенсех хутшăнать, пенси укçине те кăштах унта катса парать, эрнере пĕрре вăхăтлăх кĕлĕ тумалли çурта та кайса килет, Улюна карчăкне асăнса çурта лартса хăварать.
— Эсир кăштах шавласа ларăр-ха, эпĕ хăтапа тăхлачă патне кайса хыпар-хăнар пĕлтерсе килем, систермен тесе çилленме пултараççĕ, мăнукĕ хăйсен-çке.
— Çапла пулмасăр, эсĕ мана пула вĕсем патне кĕмесĕр иртрĕн пуль-ха, — аванмарланса каçару ыйтрĕ карчăк. — Çÿретĕп çынсене чăрмантарса.
— Эсĕ, Елюк, айăпа ху çине илме ан тăрăш. Сана пула кĕмен пулсан юрамĕ-и? Ăçтан тĕл пултăмăр, уншăн турра тав тумалла. Хăтасем патне каçса килме кая юлман, инçе пурăнмаççĕ. Авă Ленăпа çывăхрах паллашăр, малашне эсĕ пирĕнпе пурăнма тытăнатăн.
Старик çывăха хурса каланă сăмахсем Елюка тата ытларах иментерчĕç пулмалла, анчах та вăл, старикĕн кăмăлне хĕр чухнех ăнланса илме ĕлкĕрнĕскер, текех сăмах кĕрĕштерсе тăмарĕ, сĕтел хушшинчен тухса виçĕ хутчен хĕрес хыврĕ, пăшăлтатса кăна турра тав турĕ, кăштăртатса чашăк-тирĕк пуçтарма тытăнчĕ.
— Аякра пурăнмаççĕ-и? — ним калама аптăранăран çеç ыйтрĕ Елюк.
— Инçетре мар, çуранах кайса килетĕп. Эсир кăмăл тăраниччен калаçса та ĕлкĕреймĕр — калла персе те çитĕп.
Ытар мучи тухса кайсан ватăпа çамрăк, амăшĕпе хĕрĕ пек, юнашар ларса калаçма пикенчĕç. Елюк Ленăн ашшĕпе амăшне лайăх пĕлет иккен, çавăнпа та вĕсен юлашки кунĕсенчи пурнăçĕ çинчен кăсăклансах ыйтса пĕлчĕ.
— Эсĕ, Лена хĕрĕм, аннÿ пекех. Хĕрĕм тенĕшĕн ан çиллен, юрать-и? Ытар сана мĕнле чĕнет, эпĕ те çаплах чĕнес тетĕп. Пĕрлех пурăнар тет те, килĕшмелле пуль. Ăçта кайăп хĕле хирĕç.
— Мĕнле кăмăллатăр — çапла чĕнĕр, — лăпкăн кулса ачашшăн ыталарĕ Лена кинемее. Темшĕн ăна çак карчăк амăшĕ пекех хăй патне туртрĕ. Çамрăкла амăшĕн ăшшине лайăх тутанса курманран-ши? — Аннене лайăх пĕлетĕр апла?
— Вăл вăйă картинче юрланисем паянхилле куç умĕнче. Эпĕ сирĕн яла час-часах хăнана килеттĕм. Аннÿсем кăштах çамрăкчĕ те, пурпĕрех урамра пĕрле пулнă. Аçу та чаплă каччăччĕ. Вĕсенчен пĕтĕм тавра тĕлĕнсе тăратчĕ: пĕр-пĕриншĕн саккаспа çуратнă тетчĕç. Мĕн улталарĕ, аташтарчĕ-ши вĕсен пурнăçне? Турри вĕсене хитрелĕхне панă, телейне пама хĕрхеннĕ пулас. Çамка çине çырнинчен иртме çук теççĕ çав. Эпĕ хам та ку куна курма ĕмĕтленмен, тĕлленмен те. Пĕрмаях ачасем ÿсессе, вĕсемпе пĕрле ырă курма ĕмĕтленеттĕм. Ман ывăлсем пек ăсли, ĕçченни, пултарулли тĕнчере те çук пек туйăнатчĕ. Çывăрнă чухне ăсĕ-хакăлĕсене шуйттан улăштарса кайрĕ пулмалла. Халь вĕсем мана хам çуратнă ачасем пек те туйăнмаççĕ. Тăван атте-аннене хисеплемен çын хăй те виличченех ырă кураймасть. Тепĕр чух çавсене хĕрхенсе йĕретĕп вара, ачасене каçарма турăран ыйтатăп, кĕлĕ тăватăп. Ан тив, хам кăна асапланса вилем луччĕ, вĕсем терт мĕн иккенне ан пĕлччĕр. Çамрăк çын йăнăш çулпа утнишĕн амăшĕ айăплă мар, вĕсене усал-тĕсел ертсе çÿрет, кирлĕ мар ĕçсем тутарать. Сан аçупа аннÿне те таса мар сывлăш астарса çылăх çулĕпе уттарчĕ пуль çав, унсăрăн çав териех çынлăхне çухатман, хăйсем те типшар курман пулĕччĕç. Пурте турă çырнă пек пулса пырать.
— Мĕншĕн вĕсене кăна ун пекех тÿрĕ çултан пăрăнмалла çырнă-ши? — хашлатса сывларĕ Лена. — Ытти çынсене аплах асапланмалла туман-çке?
— Çавăнпа калатăп та, — хĕре çурăмĕнчен лăпкарĕ карчăк, — телей валеçнĕ кун шăпана мĕн тухать — турă çавна çырса хурать. Акă хăвнах ил-ха, мĕншĕн тăлăх туратăн хурланса ÿсмелле çырнă сана? Телей валеçнĕ кун çавнашкал шăпа тухнăран. Унтан иртеймĕн. Халь эсĕ телейлĕ: юратнă мăшăру пур, сана пурте юратаççĕ, ывăл çураласса кĕтеççĕ. Телей мар-и ку? Паллах, телей!
— Темĕн каламалла, — карчăкăн кăмăлне хăварас темерĕ Лена, — эсир, ватăсем, нумай пурăннă, нумай пĕлетĕр. Тĕрĕс те пулма пултарать. Акă манăн юлташсем пур, вĕсем йывăр пурнăç тутине астивмесĕр ĕрĕхсе çÿреççĕ. Вĕсене мĕн хăтлансан та, мĕн тусан та юрать, хăйсем пĕле тăркачах айăпа кĕреççĕ — уншăн лĕм те ÿкĕнмеççĕ, типшар та курмаççĕ. Эпĕ те çапла ĕрĕхсе çÿресен…
— Вĕсен хăйсен çырни çапларах пуль. Усал ĕç тунăшăн турă кайран пурпĕрех явап тыттарать. Хĕрĕм, мăшăрупа тату пурăнатăр-и?
— Халиччен начарах марччĕ.
— Пăятам-пăянамусем мĕнле?
— Сивĕ сăмах каламан.
— Тавах турра, тепĕр чухне пурнăçа вĕсем те пăсма пултараççĕ.
Ватăпа çамрăк калаçа-калаçа каçхи апат хатĕрлеме шутларĕç. Лена Елюк кинемее паранкă ăçтан илмеллине кăтартрĕ. Хăй тĕпсакайне анаймасть, темрен тем сиксе тухасран хăрать. Унта аннине пĕлсен старик те пĕçеркке парать. Çăлтан шыв ăсса кĕме те ăна тахçанах чарнă. Çак карчăка вĕсем патне турри хăех çул кăтартса янă пулас. Йывăррăн сывлать Лена, сывлăш çитмен пек туйăнать ăна, вар-хырăмĕ каса-каса ыратса каять. Вырăн çинчен те тăмалла мар та, карчăкран аван мар: кутăна персе выртать тейĕ. Çĕнĕ çынна ют килте вăл-ку ăçта иккенне те кăтартмалла.
Улюна кинемей вилнĕренпе килти хĕрарăм ĕçĕсене пĕтĕмпех Лена туса тăчĕ. Паян акă, Елюк пуртан-и, пÿрте темле ăшă варкăш пырса кĕнĕ пек туйăнать, кунта такам мар, Улюна кинемей хăй утса çÿрет тейĕн. Лена вырăн çинчен те манса кайрĕ, савăнăçпа йăлкăшса, çĕкленнĕ кăмăлпа калаçса çÿрет, мĕнпе те пулин карчăка пулăшасшăн тăрăшать. Карчăкĕ ку ытти карчăксенчен нимпе те уйрăлса тăмасть-ха: хĕр чухне хăмăш пек яштака пулнă кĕлетки ытти ватă çынсенни пекех кĕвентеленнĕ, сăнĕ-пичĕ тин акса пăрахнă паранкă ани пек йăранланнă, шăлĕсем ÿксе пĕтнĕрен тутисем шалалла путса кĕнĕ, калаçнă чухне çавна май хушăран шăхăрттарса та илет. Камăн кăна çак ватă çынна йывăр сăмахпа кÿрентерме хал çитнĕ-ши, камăн пăрланнă кăкăрĕнчен сивĕ сăмах хĕсĕнсе тухма пултарнă-ши, камăн шăмăланнă чĕлхи çак ачаш чуна амантмалăх йывăр, чул пек чунсăр сăмахсем персе яма пултарнă-ши?!
Тĕлĕнсех каймалла пиртен, çамрăксенчен, паянхи кунпа çеç пурăнма хăнăхнăскерсенчен! Çак ватăсен çулне çитсен хамăр та вĕсем пекех пуласса аса та илместпĕр: сăрлă тăмпа хĕретнĕ питçăмартисемпе кÿпшек тутасем нихăçан та пĕркеленессĕн, кăвакарассăн туйăнмаççĕ, чакăр куçсем те шупкаланса вут-хĕм салми пулассине ĕненес килмест, хăмăш пек яштака пÿ-си кĕвенте пек кукăрăласса кĕтместпĕр, икĕ йĕрке тип-тикĕс шурă шăлсем те каштаран чăхсем пек анса пĕтессĕн туйăнмасть. Çук, эпир хамăр алăка пĕр-пĕр кĕтмен кун ватлăх пырса шаккасса ĕненместпĕр, хамăр ĕмĕре яланах вунçиччĕре пурăнса ирттерессĕн туятпăр. Тен, Елюк кинемей те хăйĕн пилĕк таран сарă ука пек çÿçĕ паянхилле сайралса витĕр шураласса кĕтмен пуль. Ара, хĕвеллĕ çу кунĕ чавка пуçĕ пек юр чăмаккисем çăвасса кам кĕтет? Никам та!
Эх, çамрăклăх, çамрăклăх! Чечеклĕ çаран тăрăх юпах тиха пек ĕрĕхсе чупнă вăхăтра чарусăр, алхасуллă çав эсĕ: никам та ирĕксĕрлесе утланса лараймасть, никам та çăварлăхлаймасть, тытса чараймасть пек туйăнать пире! Чармалла та мар-и: юла-нутçă-вăхăт хăех çăварлăхласа пусăрăнтарать сана. Çакна çеç манса ан кай! Апла пулсан ыранхи кун паянхинчен урăхлараххи çинчен шухăшламалла. Паянхи юпах тихан ыран пурнăç лавне кÿлĕнмелли саккуна пăхăнмаллах пулать.
Пĕрер сехетрен Ытар мучи илме кайнă çыннисемпе пĕрле килсе те кĕчĕ. Старик хăтăшне тÿрех сĕтел хушшине лартрĕ. Çирахви тăхлачи хĕрарăмсен авалхи йăлипе тĕпелелле хуллен иртрĕ те кинĕпе Елюка ыталаса илчĕ. Аллăсенелле кăна çывхараççĕ-ха вĕсем. Сергей — вĕсен аслă ачи, çавăнпа та пĕрремĕш мăнукĕ çураласса иккĕшĕ те Лена пекех пăлханса кĕтеççĕ. Часах ывăлĕ те больницăран тухмалла, ку та савăнăç. Елюк Лена ывăл çуратать тесен вара вĕçме хатĕрленнĕ кайăка аса илтермĕ пуçларĕç: Сергейĕ ывăл кĕтнине вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Çирахви Елюка лайăх астăвать иккен, вăл вăйăра епле юрланине те манса кайман.
— Сан сассунтан таврари ялсем пурте тĕлĕнсе тăратчĕç, — пĕлтерчĕ Çирахви. — Купăсçă Çтаппана качча тухнăччĕ-и-ха эсĕ?
— Ытара тухма турри çырмарĕ пуль, — хĕр чухнехи пек именсе каларĕ Елюк, — Çтаппан вăрласа кайрĕ. Ытар авланассине пĕлнĕ те… юлташĕпе вăйăранах çаклатса кайрĕ — сиссе те юлаймарăм. Вăл вăхăтра хĕрсене вăрлас йăла вăй илнĕччĕ. Кайран вара…
— Пурăнать-и-ха?
— Э-э, вăрçăран таврăнаймарĕ вĕт…
— Каçар, Елюк аппа.
— Эсĕ айăплă мар-çке. Вăрçи пулман пулсан…
Часах мучи чĕртнĕ сăмавар та чашкăрса тухрĕ, сĕтел çине апат-çимĕç çителĕклĕ таран лартрĕç.
— Чăрманмалла марччĕ, Ытар пичче, — пăшăрханнă пек пулчĕ Петĕр, — праçник вăхăчĕ мар вĕт. Хăвна хăта теменшĕн ан айăпла, ялта чухне хăнăхнă та, çаплах калас килет.
— Савнă хăнасем килсен ахаль те праçник пуль вăл? — хĕрарăмсене сĕтел хушшинелле чĕнчĕ старик. — Елюк та ман патра пĕрремĕш хут, эсир те куллен килсе йăлăхтармастăр. Пысăк уяв çитессе кĕтсе тăр-ха, тепле вăхăт пулать ун чухне. Атьăр, вырнаçса ларăр, кама ăçта кăмăла каять — çавăнта. Мана мĕнле кăмăллатăр, çапла чĕнĕр. Кăмăл-туйăм вăл çынна мĕнле чĕннинчен килмест.
— Аншарлине те шарлаттарса илетĕн пулас хушăран? — четвĕрт кĕленчи çине пÿрнипе тĕллерĕ Петĕр.
— Çук, карчăк вилнĕренпе те аппаланман, вăл пур чухнех тунăччĕ. Шăнсан-тусан алă-урана сăтăркалама тесе первачукне тултарса хунăччĕ. Çавах тăрать, усă курма кирлĕ пулман та. Мĕн сăмакун юхтарса аппаланмалла? Эрехшĕн черетре çапăçма пăрахрĕç, ытла кирлĕ пулсан, пĕр кĕленче туянмалăх укçа пур, пенсине самаях параççĕ.
— Вăл эрех черечĕпе пĕтĕм халăха çапăçтарса илчĕç, патька, — калаçмасăр ларсан аван мар терĕ пулас Елюк та. — Çынсене асаплантарас тесе пирĕн пуçлăхсем мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ!
— Ан та кала, — килĕшсе пуçне сулчĕ Петĕр. — Халăха эрех ĕçме чараççĕ имĕш. Ăнмансем, кăнтăр енчи районсенче виноград пахчисене те кăклаттарнă терĕç.
— Хамăр республикăра та эрехпе сăра завочĕсене пĕтересшĕн пулнă тет. Ну, юрĕ, ку пирĕн ĕç мар. Атьăр-ха тĕл пулнă ятпа пĕрер черкке ÿпĕнтерер, унтан куç курĕ…
Хăнасем тавлă-шавлă, кĕрле-кĕрле халиччен пĕр-пĕрне каламан сăмахсене шĕкĕлчеççĕ. Пуринчен те ытла Ытар мучи сатурланса кайнă: хăтăшсем Елюка хăйсен тăванĕ вырăнне хурса калаçни унăн чун-чĕрине çунат хушрĕ пулмалла. Çирахвипе Петĕр Елюка тĕл пулнишĕн старике тав туса пĕтереймеççĕ: вĕсен кинĕ шанчăклă алăра пулать.
Лена та хĕпĕртет: çакăн чухлĕ ватă çын ăна сыхлама килнĕ, пулас ачине тÿсĕм çухатсах кĕтеççĕ. Кунтан та пысăк савăнăç тăлăх туратшăн мĕн пулма пултарĕ-ха тата?
Якур салтакран пĕчченех таврăнчĕ. Яла килсе чăвашла туй тума ĕмĕтленнĕ Оля килесшĕн пулман ахăр. Çавна пула-ши Якур тăван яла таврăннишĕн савăннине те палăртмасть, пĕрмаях салхуллă, хашлатса сывлать. Чăнах та, мĕншĕн пĕччен килнĕ-ши вăл? Ахаль те сăмаха ытлашши ваклама юратманскер çынпа пачах калаçми пулнă.
Кам мĕнле те, Лена вара хăйĕн виçесĕр савăнăçне никамран та пытараймасть, чĕкеç пек чĕвĕлтетсе кăна çÿрет. Ун хаваслă чунне никам та пăсассăн туйăнмасть. Тетĕш салтакран таврăнни йăмăкĕн пĕтĕм пурнăçне çĕклентерсе ячĕ.
Çапла вăл çамрăклăх хăвачĕ: темле асамлă вăйпа чĕртсе чĕрене шуйхантарса илĕртет, çитменлĕхсене куçран пăрать, пур япалана та юмахри пек чечен кăтартать. Хĕпĕртет Лена. Якур киле таврăнни уншăн асамлă вăй çÿлтен аннă пек туйăнать. Акă малашне ĕнтĕ унăн хутне кĕрекен те пур!
Апат çисе тăраннă хыççăн пĕрер сехет пек калаçса-шавласа ларнăскерсем Сергей патне çитсе килме шутларĕç, больницăналла тухса утрĕç. Пĕчĕк хула Якур кайнăранпа палламалла мар ÿссе сарăлнă. Пĕр станран тухнă кирпĕчсем пек çÿллĕ те капмар çуртсем тÿпенелле вĕçсе хăпарма хатĕрленнĕ карапсем пек курăнаççĕ. Пурте пĕр пекрен хуçисем хăйсен çурчĕсене арпаштарса пĕтермеççĕ-ши? Кинора ун пеккине кăтартаççĕ-ха. Халиччен хулара пурăнса курман чăваш карчăк-кĕрчĕкĕсем аташса çÿремеççĕ-ши? Хăйсен хваттерĕсене шыраса хăшкăлмаççĕ-ши?
Лена каласа панă тăрăх, унашкал мыскарасем те пулса иртеççĕ иккен. Кама мĕнле те, ял çыннисем хула пурнăçне кăмăлламаççĕ-мĕн, хăйсене çак çуртсене хупса хунăшăн пуçлăхсене вырханаççĕ тет. Ĕмĕрхи масарсен вырăнĕнче те çуртсем каçăрăлса лараççĕ пулсан мĕн тейĕн-ха чăнах та? Хула хĕрринчи пĕртенпĕр масара уçни нумаях пулмасть-ха. Анчах чиркÿ уявĕ ячĕпе ватăсене асăннă чухне нумай-нумай çын пурпĕрех ĕлĕкхи масар пулнă вырăнта ларакан çурт патне пырса ватăсене асăнать: унтах эрех-сăрине тăкать, апат-çимĕçне татса пăрахать. Юрать-ха урамсенче хуçасăр йытăсем нумай: вĕсем çурт таврашне тасатсах тăраççĕ.
Урама лартнă йывăçсем икĕ çул хушшинче самаях патварланнă. Анчах хăш-пĕр çурт çывăхĕнчисене касса пăрахма та ĕлкĕрнĕ. Чÿречесене хупланăран е ашкăнчăксене улах вырăн ан пултăр тесе тунă-ши? Каç пулсан урам хунарĕсем те йĕркеллĕ çунмаççĕ пуль: ламписене ача-пăча чулпа персе çĕмĕрсе пĕтернĕ. Çапах та хула кăмăллă. Эрешлесе пĕтернĕ балконсемпе лоджисем иртен-çÿрене хăнана кĕрсе тухма чĕнеççĕ пек. Ещĕксенче ÿстернĕ чечексем юлашки кунĕсене пурăнаççĕ пулин те хулин тараватлăхне, ыркăмăллăхне палăртаççĕ. Çĕнĕ урамсемпе тротуарсем тата! Ăçта пăхнă унта тасалăх, тирпейлĕх хуçаланать, апла пулсан кунта пурăнакансем хăйсен хулине чунтан юратаççĕ.
Йăмăкĕпе тетĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса васкамасăр утаççĕ. Ăçта васкамалла халь вĕсен? Пурнăç урапи çитес çĕре çитсе чарăннă: малашне вĕсен çак хулара ĕмĕр ирттермелле.
— Мĕншĕн пĕччен кăна килтĕм терĕн-ха? — калаçма улах пулнăран тепĕр хут ыйтрĕ Лена. — Пулас инке епле хитреччĕ.
— Çаплаччĕ те, мана пÿрмерĕ, — шухăша путрĕ Якур. — Пĕр ăмăртăва кайсан урăх каччăпа явăçнă та… унтах качча тухнă. Пире пĕрле пулма турă хушман пуль.
— Ăмăртăва эсĕ хутшăнманччĕ-им?
— Эпĕ госпитальреччĕ, сире ун çинчен çырса пĕлтернĕччĕ. Хам унпа юнашар пулнă пулсан ĕç-пуç апла сиксе тухас çукчĕ пуль тетĕп.
— Юрататăн?
— Çав тери. Хăй те юратап тетчĕ. Кайран ÿкĕнĕçлĕ çырусем çыркаларĕ те… Эпĕ йышăнсан пăрахса килме те хатĕр тет… Анчах…
— Ытар мучи каларăш, каснă чĕлĕ хутшăнмасть тесшĕн ĕнтĕ эс?
— Ун пек те калама пулать, анчах та вăл мана юратман пек туйăнать, улталаса çеç пурăннă пулас. Юратакан çын çапла çăмăлттайла, ним шухăшламасăр хăйĕн пулас мăшăрне пăрахса хăвармасть.
— Ачашлăху çитеймерĕ пуль.
— Пире ачашлăха кам вĕрентнĕ? Хамăра ачашласа ÿстернĕ-и? Тĕрĕс, эпĕ кăра çилĕллĕ, вĕри çын, анчах та хăнăхма пулмасть-и? Ну, çитĕ-ха ман çинчен калаçса, хăвăр мĕнле пурăнатăр, Сергей кÿрентермест-и?
— Кÿрентерме терĕн… Мансăр тунсăхласах вилет. Ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕсем те мана юратаççĕ. Ырлăхра пурăнатăп. Пурнăç шик! шăхăрса пыратчĕ, таçтан çак инкек сиксе тухрĕ.
Анкă-минкĕ пулса юласран шутсăр хăранăччĕ, тавах турра, халь чиперех калаçать. Шăмă хуçăкĕсем часах тÿрленĕç те ак, каллех пурнăç малалла кайĕ.
— Сан пурнăçу ăннăшăн савăнатăп, — йăмăкне хулран тытрĕ Якур. — Эпĕ хамшăн хуйхăрмастăп, саншăн. Эсĕ — хĕрача. Çитменнине тата, ытла та лăпкă, йăваш хĕрача. Пирĕн анне те сан пек пулнă, çавăнпа атте хистесе ĕçтернине хирĕç тăрайман. Кайран, хăнăхса çитсен, эрехрен сивĕнеймен. Хĕрарăмсене ĕçкĕрен уйрăлма арçынсенчен йывăртарах теççĕ. Те тĕрĕс, те тĕрĕс мар?
— Эпĕ те илтнĕ, çавăнпа эрехрен шуйттанран хăранă пек хăратăп. Тута патне те перĕнтермен. Темĕн курса тăрăн. Якур, хăçан авланас тетĕн-ха? Хамăрăн хваттере майласа кăлармалла. Ытар мучи Елюк кинемее хăй патĕнчех пурăнма хăварасшăн. Малашне унта пире тăвăр пулать.
— Авланасшăн-и?
— Çук, лешин ниçта пурăнма çук тет. Ывăлĕ килĕнчен хăваласа кăларса янă та. Ик-виçĕ кун пирĕн патрах пурăнчĕ, халь япалисене илме кайнă-ха.
— Хăй пĕлнĕ пек пурăнтăр, старике кансĕрлемĕпĕр. Халь эпир атте-аннерен тăрса юлнă янаварсем мар, хамăра пурăнмалăх ăс çитет. Хваттер пур, ытти майĕпен пулать, сывлăх кăна пултăр.
— Эсĕ таврăннăшăн Плешков савăнать ĕнтĕ.
— Вăл мĕншĕн савăнтăр, унăн шăллĕ мар вĕт эп.
— Курмассерен сан çинчен сăмах хускатать, çыруна вуласан та кашнинчех савăнать. Темшĕн вăл сана çывăха хурать? Кĕрсе тухатăн пуль-ха ун патне?
— Больницăран каялла килнĕ чухне чарăнмалла пулĕ. Оля качча кайман пулсан киле таврăнма шухăш çукчĕ, иксĕмĕр те унтах юласшăнччĕ. Пулмарĕ…
— Юрататăн эсĕ ăна, Якур, — хĕрелчĕ Лена, — тата мĕншĕн йышăнасшăн мар? Сан патна килесшĕн тетĕн-çке? Урăххине качча илсен ÿкĕнмелле пулмĕ-и кайран?
— Пĕрре улталанă çын иккĕмĕш хут та ним мар улталать, — аллине сулчĕ каччă. — Суя чунлă çынна тÿсме пултараймастăп… Çапах та вăл маншăн хаклă. Икĕ çула яхăн пĕрле, пĕр çăвартан тенĕ пек пурăннă. Мĕн улталарĕ, мĕн илĕртрĕ ăна, пĕлместĕп. Пĕртен-пĕрре курнă çынпа çыхланса кайнă. Тен, малтанах туслă пулнă, мана кăна систермен?
Калаçа-калаçа больницăна çитнине те сисмерĕç. Сережа палатăра пĕчченехчĕ. Якура курсан вăл питĕ савăнчĕ. Пуçланчĕ вара сăмах-юмах… Мĕн кăна ыйтса пĕлмерĕç пуль пĕр-пĕринчен!
— Ватă салтаксем халĕ те ашкăнаççĕ-и? — тĕпчерĕ Сергей, хăй вăхăтĕнче «асаттесенчен» самаях типшар курнăскер.
— Çаплах ашкăнма пăхаççĕ, анчах та халь вăрттăнрах хăтланаççĕ. Офицерсем салтаксен пурнăçне йĕркене кĕртесшĕн тăрăшаççĕ. Лешсем ĕлĕкхине пурпĕрех манасшăн мар. Сана мĕнле майпа амантрĕç?
— Астумастăп çав. Лена сана ман çинчен çĕр хут та каласа пама ĕлкĕрчĕ пулĕ ĕнтĕ. Вилсен те ним тăваймăн, служба çавăн пек пулсан.
— Çĕр хутах мар та, каласа панă, — килĕшрĕ Якур. — Юрать-ха капла кăна аманнă. Шăмă хуçăлни темех мар, çамрăк çыннăн час сыпăнать вăл. Ăмăртура манăн та алă хуçăлнăччĕ, тÿрленчĕ, халь палли те çук.
— Итле-ха, Якур, эпир кунта виççĕн кăна, çавăнпа пĕр хăрамасăр ыйтатăп: Палюк вилмен тесен ĕненнĕ пулăттăн-и? — куçне каччă çинчен пăрса маччаналла тинкерчĕ Сергей.
— Вилнĕ çын чĕрĕлсе тăнă тесен хальхи вăхăтра кам ĕненĕ? — кула-кулах явапларĕ салтак. — Ĕлĕкхи ватăсем ĕненнĕ пулĕччĕç, анчах пире урăхла вĕрентнĕ: вилнĕ çын чĕрĕлейменнине пĕлетпĕр. Мĕншĕн ун пек ыйтатăн? Лена та пĕр çырура Палюк тете çинчен ыйтса çырнăччĕ. Тен, эсир ăна вилмен тесе шухăшлатăр. Апла калама сăлтавĕ пур-им?
— Ахаль кăна каларăм, — сăмаха пăрса яма тăрăшрĕ Сергей. — Тĕлĕкре час-часах куракан пултăм.
— Мĕнлерех вăл халь? — çаплах шÿтлерĕ Якур.
— Çунса вилнĕ çын çинчен калаçмасан урăх сăмах тупаймастăр-и? — Сергей пăшăрханнине сиссе сăмаха улăштарчĕ Лена. — Малашнехи пурнăç çинчен калаçăр. Якур, ху хăçан авланассине Сергее каласа пар. Ăçта ĕçе кĕресшĕн — çавсем çинчен калаçăр.
— Хамшăн пăшăрханмастăп: спорткомплексра тренер пулса ĕçлеме пултаратăп. Спорт мастерĕсем хулара ытла нумаях мар пуль-ха. Сире тăвăрламастăп пулсан пĕрлех пурăнăпăр. Авланасси манран тармĕ, ĕлкĕрĕп.
— Пĕр ватăлсан авланма кансĕр вара, — хăй тÿссе курнă пек ăс парса калаçрĕ Сергей. — Тантăшсем авланса, качча кайса пĕтеççĕ, çамрăксем сана тете тесе чĕнеççĕ. Пирĕн отделенире пĕр сержант пур, вăтăртан иртнĕ, авланасси çинчен шарламасть.
— Чирлĕ пулĕ вăл, — ура çине тăчĕ Якур. — Ну, юрĕ, ку темех мар, хăвăртрах сывал, унтан туй тăвăпăр. Халь эпир каяр-ха, тата ыран калаçăпăр. Курмалли çынсем нумай. Шкула, училищĕне кĕрсе тухмалла пулĕ, мĕнле пулсан та мана вĕрентнĕ учительсем-çке! Курса тухас, мăнкăмăлланса килнĕ ан теччĕр.
Ленăпа Якур кайма майлашнăччĕ кăна — шурă халат уртса янă Плешковпа Игнатьев майор кĕрсе тăчĕç. Салтак таврăннине пĕлменскерсем, малтан вĕсем алăк умĕнчен иртмесĕр тĕлĕнсе пăхрĕç, унтан вырăн умĕнче тăракан каччă патне пырса аллине чăмăртарĕç. Чăнах та, Якура курсан Плешков хăйĕн шăллĕне курнă пекех хĕпĕртерĕ, çакна каччă çийĕнчех асăрхарĕ. Игнатьев майор та, сайра хутра çеç кулаканскер, самантлăха йăлкăшса илчĕ, юман кĕрешĕ пек тĕреклĕ салтака çурăмĕнчен çупăрларĕ. Халь ĕнтĕ курма килнисем Сережăпа мар, салтакпа ытларах кăсăкланчĕç, палатăра вăл чирлĕ выртать тейĕн. Темле ыйту та параççĕ, тем çинчен те пĕлесшĕн. Хăшĕн ыйтăвне малтан явапламаллине те пĕлмест каччă. Лена, арçынсем калаçнине шăппăн итлесе тăраканскер, ыттисем сиссе юличчен коридора тухрĕ.
— Эпĕ сирĕн пата кĕресшĕнччĕ-ха, эсир ак хăвăр килсе тухрăр, — терĕ Якур юлашкинчен. — Калаçрăмăр ĕнтĕ.
— Эпир кунта вăрах тытăнса тăмăпăр, — чарса тăратрĕ ăна аслă лейтенант. — Вăхăту пулсан пире коридорта кĕтсе тăма пултаратăн.
— Кĕтет пуль-ха, — Якуршăн явапларĕ Игнатьев майор. — Халь ун вăхăчĕ нумай, ĕçлеме тытăнман. Эпир те Сергее нумай йăлăхтарса тăмăпăр.
Калаçакансене чăрмантарас мар тесе Якур коридора тухрĕ. Тен, вĕсем аманнă çынран мĕн те пулин ыйтса пĕлесшĕн? Иккĕн пĕрле килнĕ ав, калаçчăрах. Милиционерсен темле ыйту та пулма пултарать.
Тетĕшĕпе йăмăкĕ училище еннелле утрĕç. Коммунистическая тесе ят панă ансăр урам, çĕнĕ хулара чи малтанхи урам пулнăран-и халех путăк-шăтăкланса пĕтнĕ. Тротуарĕ те вăхăтлăх кăна сарнă пек туйăнать. Икĕ айккипе лартнă çăкасем кăна çак урамăн илемсĕрлĕхне çăра тураттисемпе хупласа лараççĕ.
Пĕртăвансем васкамасăр утаççĕ, иртнĕ вăхăта аса илеççĕ. Миçе хутчен иртсе çÿремен-ши Якурпа Лена çак урампа училищĕре вĕреннĕ чухне? Вăрман варрипе çÿренĕ пулсан пĕр вĕсем утнипех тап-такăр сукмак пулмалла! Çул хĕрринчи кашни йывăç, кашни тĕм паллать пуль вĕсене кунта. Пĕр сас кăлармасăр лăпкăн вăркăшса, пуçĕсене тайса ăсатаççĕ ав.
Акă училище стадионĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт ирттернĕ кунта вĕсем, мĕн чухлĕ вăй хунă ăсталăха ÿстерес тесе. Халь çавсене аса илсе те пĕтерме çук. Ирсерен кунта физзарядка тунă, физкультура урокĕсем ирттернĕ, тренировкăсенче тарланă. Стадион çумĕпе иртнĕ чухне каччăн чунне темле ăнланмалла мар çывăх та тăванла туйăм пырса кĕчĕ те таçта каялла, ачалăха, чĕнчĕ. Авă сулхăнри сак çинче вĕсем Морякпа паллашнăччĕ. Пурте, пурте куç умне паянхилле тухса тăраççĕ.
Училище алăкĕнчен кĕнĕ чухне вĕсене дежурнăй вĕренекенсем чарса тăратрĕç: кам патне килнине пĕлесшĕн. Юрать-ха Ленăна паллакансем пур. Якур хăй кăна пулсан ăна кĕртес те çукчĕ. Сахал мар çамрăк çÿрет кунта, пурне те ирĕк парсан…
Директор вырăнтах иккен. Аллă çулсенчен каçнă тĕреклĕ те çÿллĕ арçын вăл, çамрăксене тарават кĕтсе илчĕ, çепĕç чĕлхипе кăмăлĕсене тупса вырнаçса ларма пукансем çине кăтартрĕ, Якур таврăннишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Святослав Всеволодович çинчен училищĕре чăн-чăн легенда çÿрет. Çак улăпăнни пек кĕлеткеллĕ, çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă арçын инженер-геодезист Григорий Анисимович Федосеев экспедицийĕнче ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн чи инçетри, халиччен никам ура ярса пусман вырăнĕсенче пулса курнă. Хибин, Лешьен Байкал, Саян, Тува, Ангара, тĕрлĕ тинĕс хĕрринче тем те курса, тем те тÿссе ирттернĕ, миçе хутчен чăн-чăн вилĕмпе тĕл пулса ăна çĕнтернĕ! Федосеев хăйĕн «Тайгари тĕлпулусем», «Эпир Хĕвелтухăç Саянпа пыратпăр», «Джугджур тыткăнĕнче» кĕнекисенче экспедицие хутшăннă паттăрсем çинчен ним пытармасăр, ним хушмасăр çырса кăтартнă. Çав паттăрсенчен пĕри — Святослав Всеволодович Сергеев. Халĕ вăл училищĕре директорта ĕçлет, анчах та хăй пĕрмаях экспедицине çÿренĕ вырăнсене аса илет. Урисем ыратмасан, уксахламасан паян кун та çĕнĕрен çула тухма хатĕр. Анчах… Сывлăха сутăн илеймĕн. Унта вара хурçă сывлăхлă çын кăна тÿсме пултарать.
Çавăн çинчен шутланипех пулас, директорта ĕçлеме пуçласан Святослав Всеволодович çамрăксем валли тепĕр спортзал ÿçтарчĕ, физкультурăпа вĕрентме чи пултаруллă спорт мастерĕсене явăçтарчĕ. Юратаççĕ кунта спорта. Якур хăй те çак училищĕне пулах спорт мастерĕн ятне илме тивĕç пулчĕ.
— Якур? Федоров? Хăçан таврăнтăн? — пукан çинчен çĕкленсе, ытамне сарса, каччă патнелле уксахласа васкарĕ директор. — Мĕнлерех тĕрекленсе кайнă! Спорт мастерĕ тенине илтнĕччĕ. Маттур.
— Таврăнтăм анчах-ха, хулана пĕрремĕш хут тухрăм. Кăçал Европа чемпионатне хутшăнасшăнччĕ те… — именчĕ Якур, унтан мухтанать тесе каласран шикленсе шăлне çыртрĕ.
— Хутшăнатăнах, Европа чемпионĕ те пулăн! — Якура хулĕнчен тытса тÿрех коридоралла уттарчĕ директор. — Халь сана хамăртан ямастпăр! Атя çĕнĕ спортзал кăтартатăп!
— Мана йăмăк кĕтсе тăрать-ха, чим, калам-ха, киле пĕчченех кайтăр вăл.
Часах вĕсем иккĕмĕш хута хăпарса спортзала кĕрсе тăчĕç. Директор васкамасăр кунта тĕрлĕ вăйă вылякан ачасен умне пырса тăчĕ, Якура та хăйпе юнашар тăма паллă пачĕ.
— Ачасем, — терĕ вăл яланхи пек лăпкă сасăпа, — ĕнер сирĕн преподавателĕр Михаил Гаврилович юлашки кун ĕçлерĕ. Паянтан çĕнĕ учитель пулать. Паллашăр, Федоров Егор Филимонович, сирĕн пекех çак училищĕрен вĕренсе тухнă. Тин кăна салтакран таврăннă, спорт мастерĕ. Ну, халь урок пуçлăр. Ытти-хыттине уроксем пĕтсен сăмахлăпăр. Ăнăçу сунатăп.
Шалт тĕлĕннĕ Якур сăмах та чĕнеймерĕ. Ара, ĕç-пуç çапла килсе тухасса пĕлнĕ-и-ха вăл? Пĕлнĕ пулсан… Анчах халь тин мĕн тумалла? Хирĕçлес — ачасен умĕнче аван мар, хирĕçлес мар — каллех япăх. Ара, Якурăн физкультура вĕрентме нимле дип-ломĕ те çук-çке-ха, епле вĕрентме пултарĕ вăл ачасене? Директор, паллах, тем те хушĕ, анчах вăл та законсенчен иртей-мест-çке! Юрĕ, çак урока ирттерĕ-ха, кирлех пулсан паян ыттисене те ирттерме пултарĕ, анчах та учитель пулма ун пурпĕрех тивĕç çук. Тренер тесен татахчĕ, ăна вăл чăнах та пултарма тивĕç.
Урок пуçланса вĕçленнине те сиссе юлаймарĕ Якур. Ачасем ăна тахçан пĕлнĕ çын пек йышăнчĕç.
— Ну, мĕнле, çĕнĕ учителе тарăхтарса пĕтермерĕç-и? — ăшшăн кулса ыйтрĕ Святослав Всеволодович урок хыççăн Якур хăй патне кĕрсен. — Пĕлетĕп, вĕсемпе ĕçлеме çăмăлах мар, шухă ачасем, анчах та мĕн тăвăпăр, камăн та пулин вĕсемпе те ĕçлемелле.
Якур хăй ĕçлесшĕн маррине пĕлтересшĕн пулчĕ. Ара, унăн чăнах та нимле диплом та çук-çке, мĕнле ĕçлеме пултартăр вăл кунта?
— Диплом вăл çыннăн çитменлĕхне хуплакан каркăç кăна. Парти билечĕ пек эппин. Унпа пĕркенсе çÿрекен катăк çынсем те сахал мар пирĕн хушăра. Аслă пĕлÿ илесси халь темех мар, çулла института ху тĕллĕн вĕренме кĕрĕн. Халлĕхе сана тренер пулса ĕçлеме пултарать текен хут та çырлахтарать. Салтакран начар çынна аван хут парса ямаççĕ. Ĕçле, Егор Филимонович, эсĕ çамрăксемпе ĕçлеме çуралнă. Эпĕ çакна эсĕ училищĕре вĕренме пуçласанах асăрханă, çавăнпах ĕнтĕ Морякпа пĕрле тĕрмене ярассинчен те хăтарса хăвартăм. Эсĕ тĕрĕс чунлă, суяна юратмастăн.
— Анчах пултарайăп-ши?
— Çук, çук, ĕçлемелле, çанă тавăрсах ĕçлемелле. Çамрăксем хушшинче преступлени мĕнлерех ÿссе пынине хăвах куратăн. Вĕсемпе ĕçлеме пысăк пĕлÿллĕ пулни кăна çырлахтараймасть. Тĕрĕс, пĕлÿ те илмелле, анчах та сан пек преподавателе эпĕ паян тепĕр ученăйпа та ылмаштарман пулăттăм.
— Ыранхи расписани мĕнле-ши? — хăй те сисмерĕ, килĕшнине пĕлтерчĕ Якур.
— Паян санăн тата икĕ сехет ĕçлемелле, — кĕленчепе витнĕ расписани çине пăхса хушнă пек каларĕ директор. — Е санăн та, хăшĕн-пĕрин пек, салтакран таврăннă хыççăн пĕрер уйăх эрех ĕçсе хăналанса çÿрес килет-и? Икĕ çул ирĕкре пулман та.
— Эрех ĕçменни хăçан иккенне те манса кайнă ĕнтĕ, — кулса хуравларĕ каччă. — Спорт ĕçекенсене юратмасть. Ытти уроксене те ирттермеллех-и вара?
— Паллах. Хам ирттерейместĕп, урасем ыратаççĕ. Эх, ĕлĕкхи пулсан! Санпа эпир шик! шăхăрса ĕçленĕ пулăттăмăр. Егор Филимонович, маншăн та тăрăш, манра шанчăк пĕтнĕ ĕнтĕ.
Якур, пĕр шухăшламан-туман çĕртен учитель пулса тăнăскер, училищĕрен каç енне çеç тухрĕ. Милици пуçлăхĕ патне кайса хăйне ĕçе илме рапорт çырса парасшăнччĕ вăл. Халь ак пăх та кур — учитель! Пурнăçăн мыскарине пĕлсе тăма çук çав.
Ытар мучи çурчĕ умнелле çывхарса пынă май урамра виççĕн тем муталаннине курчĕ. Больницăна кайнă чухне пÿрт умĕнче нимĕн те çукчĕ, халь унта пĕр машина вутăлăх йывăç купаланса выртать. Çыннисем çавна картишне сĕтĕреççĕ иккен.
— Хĕл каçмалăх вутă илсе юлтăм, — каччă ыйтасса кĕтмесĕрех ăнлантарчĕ старик. — Пĕр литр эрехле вут-шанкине кăна мар, тем те илсе юлма пулать. Патшалăх ĕнси хулăн, тÿсет иçмасса.
— Вутă илтĕм тетĕн-и? — ăнланмасăр ыйтрĕ салтак. — Хулари хваттерсене вутăпа хутмаççĕ пуль?
— Хуларине мар, хамăн пÿрте хĕл каçма хатĕрлесшĕн, — ÿсĕркелесе илчĕ старик. — Елюк кинемÿне çакăнта пурăнтарасшăн, унăн ниçта кайса пуç чикме те вырăн çук. Ывăлĕсем килĕнчен хăваласа кăларнă. Паянхи кун вăл кăна ыйткаласа çÿрет пуль, мачиснай. Ĕçлеме ÿркенекенни мар, хăй ĕмĕрĕнче ун пек пĕр-пĕр лаша та вăй хуман, мачиснай. Паян çав çынна ыйткалама ямалла-и? Пирĕн пÿрт пурпĕрех пушă ларать, пур-ăнтăрах, мĕскĕн.
Якур айккинче тăракан карчăк çине пăхса илчĕ. Ăна унăн ăшă сăмах каласа савăнтарас килчĕ.
— Аван-и, Елюк кинемей, — уçă кăмăлпа алă пачĕ вара кинемее. — Вут-шанкине татса çурма хам пулăшăп, вăл шăп та лăп ман ĕç.
— Тавтапуç, ачам, ырă сăмахушăн, — шывланнă куçĕсене саппун аркипе шăлса типĕтрĕ карчăк. — Ленăпа эсĕ хирĕçлесрен хăранăччĕ. Хутмаллине турă пулăшсан хамах майлаштарăп, ĕçĕм-хĕлĕм те çав кăна. Çынна чăрмантарас килмест. Эпир, ватăсем, урăхла пурăнма хăнăхман, вăй çитнĕ таран пур ĕçе те хамăрах тума тăрăшнă. Хваттерĕшĕн те пуççапса пуç çитмелле мар. Тĕнче хĕсĕр мар, лайăх çынсем пĕтмен иккен-ха.
— Ара, пÿртĕмĕр хăтлă, хутма нумай ыйтмасть. Электăр çути çукки кăна хуплать, пÿрте ишетпĕр тесе татрĕç те. Темех мар, ĕлĕк хăйă çутипех ларнă. Лавккаран çурта туянăпăр. Пахчари йывăçсене пăхкалама хам та килсе çÿрĕп. Кирлех пулсан качакине те усра. Ирхине пĕр стакан ăшă сĕт ĕçни те ватă çынна мĕне тăрать, — хавхалансах калаçрĕ мучи.
— Качакине усрама апачĕ кирлĕ-çке, — хирĕçлерĕ Елюк кинемей. — Чăххи-чĕппине çитермелĕх пенсине параççĕ-ха.
— Выльăх апачĕ ман унта икĕ çул çитерме те çитет, — мухтанарах каласа хучĕ мучи. — Кунта утă-улăм кут айĕнчех, тултма кăна ан ÿркен. Çулла, ахаль тăрасран тенĕ пек, тултрăм та тултрăм. Чаракан çук, мĕн тери утă часах юр айне пулать ак.
Якур тум-юмне улăштарса ватăсене пулăшма тухрĕ. Кула-кула, шÿтле-шÿтле ĕçлерĕç, ĕçĕ те кал-кал пычĕ. Ĕçленĕ чухне пуçра нимле хуйхă-суйхă та çук пек туйăнать. Пĕр Лена кăна салху: тем ыраттарть унăн чунне, тем пăшăрхантарать. Сăлтавĕ пур ĕнтĕ: çакăнта Сергей кăна çитмест.
— Эсĕ, хĕрĕм, йывăр ан йăт, тем курса тăрăн, — асăрхаттарать Елюк кинемей. — Эпĕ виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, хĕрарăм вăрттăнлăхне лайăх пĕлетĕп.
— Виçĕ ачаран сире пĕри те йышăнмасть-и? — каласа хучĕ Якур. — Кăлăхах асапланнă вĕсене ÿстерсе.
— Ача-пăча ÿснĕ чухне кайран мĕн пуласса кам чухлать, мачиснай. Эпĕ те çапла тăр пĕччен юласса кĕтменччĕ. Ватлăхра Улюнапа иксĕмĕртен телейлĕ пурăнакан никам та пулмĕ тесе шухăшлаттăмăр. Юрать-ха эсир пăрахмарăр, хамăр ачасем пекех туйăнатăр. Якур, ĕçлеме тытăнтăм терĕн-и эсĕ? Кăштах тăхтамаллаччĕ, салтакран таврăнсан пĕрер уйăх та каймасан мĕнле пулать вăл.
— Вăхăт çитсен канăп-ха, Ытар мучи, халь вăхăт çук.
— Ĕçчен çыншăн пушă вăхăт виличчен те пулмасть, — калаçăва хутшăнчĕ Елюк кинемей.
— Çуллахи каникул вăхăтĕнче çак пахчара пĕрле кайăпăр, — хавассăн кулкаласа калаçрĕ Якур темĕн хулăнăш йывăçа хулпуççийĕ çине çĕклесе хунă май. — Кунта пирĕн вырăн кану çуртĕнчинчен пĕрре те кая мар.
Урам шăплăхне хускатса, виçĕ мотоциклпа кĕрлеттерсе тăкăрлăкран çамрăксем вĕçтерсе тухрĕç, ĕçлекенсем патăнченех иртсе чăнкă çыран хĕррине çитсе чарăнчĕç.
— Çак распульниксенчен хăçан та пулин хăтăлса пулĕ-ши?
— тарăхсах каларĕ мучи. — Мĕнлерех кăна кĕрлеттерсе çÿреççĕ! Ĕçпе çÿреççĕ тетĕр-и? Ашшĕ-амăшĕсем пур-ши çавсен, мачиснай?
Çамрăксем пухăнса тем канашланă хыççăн ĕçлекенсем патнелле утрĕç.
— Якур, тавлашма ан хăтлан, — асăрхаттарчĕ мучи. — Вĕсем халь çĕçĕсĕр çÿремеççĕ, темĕн курса тăрăн.
Мучи ăс-тăн парса пĕтернĕ çĕре лешсем çитсе те тăчĕç, сывлăх сунчĕç.
— Вăй патăр, — терĕ ушкăнран пĕри, пурне те пăхăнтара-канни пулас. — Салтакран килнĕ-килмен йывăр ĕçе кÿлнĕ сире, Егор Филимонович. Аран палласа илтĕмĕр.
— Камсем пулатăр-ха, палласа илеймерĕм эпĕ те, — кула-кула çамрăксем патне пырса тăчĕ Якур. — Икĕ çул хушшинче епле ÿссе кайнă та. Тавтапуç вăй панăшăн.
— Манса та кайрăр-и? — именчĕклĕн кулса ыйтрĕ асли. — Эсир паян пирĕнпе физкультура урокĕ ирттертĕр-çке?
— А-а-а, — асне илнĕ пек пулчĕ Якур. — Эсир училищĕрен-и?
— Çавăнтан. Лена пулман пулсан сире палласа та илес çукчĕ. Эсир кунта пурăнатăр-и, Егор Филимонччă?
— Çакăнта, — кулса илчĕ каллех Якур. — Мĕн, çулла сухан, чие вăрлама кĕнисем аса килчĕç-им?
— Ун пек те пулма пултарнă. Каçарăр, сирĕн иккенне пĕлмен.
— Пирĕн пулмасан çаратса тухма та юрать апла? — сиввĕнрех каласа хучĕ салтак. — Начар йăлапа пурăнатпăр, ачасем.
— Мĕн пăхса тăратăр, — аванмарланса ыттисем çине кăшкăрса пăрахрĕ асли. — А ну, давай ватăсене пулăшăр!
Хăй çавăнтах сăран курткине хывса пăрахрĕ те Якур суйласа илнĕ хулăн йывăçăн йывăр тепĕр вĕçне ярса тытрĕ. Ана кура ыттисем те хавхаланса кайрĕç, самаях йывăр вут тăрăхĕсене çăп-çăмăллăн вылянтарма пуçларĕç. Якур вĕсем тăрăшнине кура мухтама пуçларĕ.
— Кун пек ĕçлесен чи вăйлисем хамăр пулатпăр, вара пире нимле ăмăрту та хăрушă мар. Çапла-и, ачасем? Эсир кĕрешÿ секцине çырăннă-и?
— Эпир каратэне çырăнасшăн та…
— Мĕн чăрмантарать?
— Пире унта илмеççĕ.
— Мĕншĕн?
— Хулигансем теççĕ.
— Эсир чăн-чăн хулигансем-и вара?
— Пĕлместпĕр.
— Юрĕ, кун çинчен ыран училищĕре калаçăпăр. Паян эсир хăвăра кĕрешÿ секцин пĕрремĕш занятинче пултăмăр тесе шутлăр.
— Ура! — ватăсене шарт! сиктерсе кăшкăрса ячĕç çамрăксем. Унтан, темле асамлă вăй хушăннă пек, каллех йывăр сыпăксене вылянтарма пуçларĕç.
— Халăх сурсан кÿлĕ пулать тесе ахальтен каламан иккен, — Елюк кинемей çумне пырса тăчĕ мучи. — Çамрăксенче вăй пур çав, ахаль кăна тиркетпĕр вĕсене.
— Мĕн каласси пур, — килĕшрĕ кинемей. — Кун пек ĕçлесен çур сехетрен кÿртсе те пĕтереççĕ. Тен, чей хатĕрлемелле? Çакăн пысăкăш ĕç тунă çынсене епле нимĕнсĕр кăларса ярăн, кăткăсем пекех сĕтĕреççĕ.
— Эпĕ те çапла шухăшласа тăраттăм. Елюк, сăмавар чĕртме манса кайман-и? Халь ытларах электричествăпа айкашаççĕ, сăмавар мĕн иккенне те манса кайма пуçларĕç. Шакмаксене туса хунă унта, ÿркенместĕп пулсан чĕртсе яр эппин, шăпах вăхăтлă пулĕ.
— Манса та кайăн, — хирĕçлемерĕ кинемей алăк патнелле утса.
— Ав Ленăна чĕн, ăçта мĕн кирлине вăл кăтартĕ, — тарăн шухăшра тăракан Лена çине пуçĕпе сулса каларĕ старик. — Ĕçлекен кунта унсăрах çитет.
Ĕç кал-кал пырать. Çамрăксен вăйĕ теме те çĕнтерет, вут тăрăхĕсем часах картишне кĕрсе выртрĕç.
— Егор Филимонович, — чĕнчĕ ачасенчен пĕри хăйсен учительне, — ыран, уроксем хыççăн, çак йывăçсене татса çурма килер-и? Пирĕн пурпĕрех хул-çурăма тĕреклетмелле. Училищĕре тимĕр-тăмăр çĕклесе тарличчен…
— Тавтапуç, ачасем, — кăмăллăн каларĕ салтак. — Анчах та мана кайран мĕн калĕç? Хăй валли вутă хатĕрлеме секци уçнă тейĕç. Хамăрах майлаштаратпăр.
— Пире кунта килнине кам курать?
— Хир куçлă, вăрман хăлхаллă теççĕ. Куншăн та хăвăр çĕклейми тав сире, — хутшăнчĕ Ытар мучи. — Маттур, пултаратăр иккен. Егор Филимонччăпа иксĕмĕрех касса-татса хуратпăр, ан чăрманăр пирĕнпе. Халь ĕç пĕтернĕ ятпа атьăр-ха чей ĕçсе тухар.
— Эпир мĕн… — именчĕç ачасем. — Ĕçес-çиес килмест пирĕн, тавах, Ытар мучи.
— Кÿрентеретĕр ват çынна, — ачасене хистерĕ Лена та, чей хатĕрри çинчен калама тухнăскер. — Ĕçлеме вăтанманнине çиме те вăтанмалла мар.
Ачасем текех хистеттерсе тăмарĕç, кĕпĕрленсе Ытар мучи хыççăн хапхаран кĕрсе кайрĕç.
Елюк кинемей шап-шурă алшăллипе супăнь илсе тухрĕ. Мучи куркапа шыв ярса тăрса ачасене алă çутарчĕ. Тепĕр самантран ушкăн сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
— Ĕçме-çиме темех çук та, — куркасене чей тултарнă май калаçрĕ мучи, — айăп ан тăвăр. Тавах турра, çăкăрĕ пур-ха. Çийĕр, ачасем, çийĕр. Сахăрне нумайрах ярăр, çăмартине çийĕр, ан вăтанăр. Пахча çимĕç хатĕрлеймерĕм çав, такамсем пĕтĕм йăрансене ватса-таптаса тухрĕç. Юлашки вăя пухса тăрăшатăн-тăрăшатăн та, вĕсем ниме те хĕрхенмеççĕ. Сĕтел хушшинче каламалли сăмах марччĕ те-ха… Чун ыратать, çавăнпа кăна.
Ачасенчен пĕри чăнтăхса кайрĕ, сывлăш çавăраймасăр кăнкăвак пулчĕ.
— Такам вырханчĕ сана, ачам, — чăнтăхакана çурăмĕнчен тÿнклеттерчĕ мучи. — Типĕ пыра кайсан çапла çапса кăларатчĕç. Темех мар, иртсе каять ак.
Чей ĕçсе хĕрелнĕ ачасем сĕтел хушшинчен тухрĕç, Ытар мучие тав туса киле кайма пухăнчĕç. Якурпа Лена вĕсене ăсатма хапха умнех тухрĕç. Тепĕр самантран лăпкă урама мотоцикл сасси чĕтретме пуçларĕ.
— Ачисем ачах-ха, — хăйпе хăй калаçрĕ мучи çамрăксем тухса кайсан, — никам курман чухне пуçтахланма пăхаççĕ.
— Мĕн каласси пур, — чей ĕçме пикенчĕ кинемей те. — Çуралсанах ват çынла хăтлансан ача та пулмасть вара.
— Вĕсем пуçтахланасси те хамăртанах килет, мачиснай. Ĕлĕк эпир ача пулман-и? Хальхи çамрăксем пек ашкăнса çÿренине астумастăп. Вăхăчĕ те пулман, хырăм тăрантармалла пулнă. Хальхи ачасен ĕçлемесĕрех пурте пур. Ху аллупа тунă япалана çĕмĕрес-ватас килмест-çке!
Çамрăксене ăсатсан Якур пÿрте кĕчĕ, Лена чăх-чĕпсене апат пама картишне юлчĕ. Çав вăхăтра вĕсем патне почтальонка пырса тухрĕ.
— Таçта пурăнатăр эсир, ниçтан шыраса тупма çук. Çак бандероле виççĕмĕш кун йăтса çÿретĕп. Тавах турра, тинех тĕл пултăм. Çакăнта алă пус. Ну, чипер юл, эпĕ малалла вĕçтерем.
Лена васкамасăр бандероле уçрĕ те тĕлĕннипе шак хытса тăчĕ: машинкăпа çапнă çыру таткинчен пуçне вунă пин тенкĕлĕх хут укçасем, долларсем чиксе тултарнă. Кам çав териех тăрăшать-ха вĕсемшĕн? Хăйне Палюк тете вырăнне хураканскер мĕнле çын-ши? Мĕншĕн вăл çав териех хăйне Ленăсен тетĕшĕ тесе ĕнентерме тăрăшать? Палюк вилнине пурте пĕлеççĕ, ун вилтăприйĕ ăçта иккенĕ те паллă. Якура каламалла-ши, марши? Вăл малтан мĕн пулса иртнине ним те пĕлмест. Эх, çакăнта Сережа пулсан!
Лена васкамасăр çыруне вулама тытăнчĕ.
«Хаклă тăванăмсем: Ытар мучи, Лена тата Якур (Якур салтакран таврăнассине пĕлетĕп), пурсăра та салам. Сергей кĕрÿ сывалса тухайман иккен-ха. Вăл сывалса тухасса шанатăп. Лена, эсĕ ан йĕр, ан хуйхăр, хăвна ху ан пĕтер. Эсĕ часах анне пулас çын, çавăнпа калатăп. Хăвна ху упра! Тепĕр çулсăр сире кураймастăп пулас, ĕçсем ытла кăткăсланса кайрĕç. Эпĕ сирĕн çинчен пурне те пĕлсе тăратăп, мана пĕлтерекен пур. Часах вăл сирĕнпе çыхăнĕ, унран нимĕн те ан пытарăр. Укçа-тенкĕ кирлĕ пулсан калăр, вăтанса ан тăрăр. Эпĕ сире яланах пулăшма хатĕр. П. ».
Лена шухăша кайрĕ: халлĕхе Якура ним те калас мар, малтан Сергейпе канашламалла. Вăл пăлтăра кĕрсе çырупа укçине
пытарчĕ те шăналăк карнă вырăн çине йывăррăн хăпарса выртрĕ. Кунта никам та кансĕрлес çук, ăна халь лăпкă, канлĕ вырăн кирлĕ. Анчах та ун пек тăнăç пурнăç пур-ши çак çĕр çинче? Ăçта-ши вăл? Кам пĕлет-ши çавна? Лена пурнăçĕнче тĕл пулма пултарĕ-ши çавăн пек тăнăç вырăн?
Виççĕмĕш Сыпăк
Тупмалли
Пĕрремĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Кăвик кăвакарчăнăн ай тĕпек çук,
Пирĕн çамрăк пуçра ай телей çук.
― Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, XVI том
Инçетрен инçете кайса çухалаççĕ лапсăркка хура пĕлĕтсем. Пĕрисене куçпа хăямата ăсатса яратăн та, пĕлĕт хĕрри уçăлнăн туйăнать. Çав самантрах теприсем çăмне илмен мăкла такасем пек йăраланса тухаççĕ, вĕсен вырăнне йышăнаççĕ. Ăçтан палкаса тухаççĕ-ши çав чĕмсĕр кÿлепесем? Ăçти картана пухăнаççĕ- ши çав сакăлтасем? Елюк кинемейпе Ытар мучи пахчара тăрмашаççĕ. Халь килте вĕсем иккĕш кăна: виçĕ кун каялла Ленăна çăмăлланма больницăна ăсатнăччĕ. Çак кунсенче çемьене çĕнĕ кайăк та хушăнмалла.
— Паян ачасем патне пульницана кайса килер пуль, Ытар, — ÿсĕркелесе кĕреçине айккинелле хучĕ Елюк кинемей. — Эпĕ кĕрсе апат-çимĕç хатĕрлем-ха.
— Кайса килес, — килĕшрĕ мучи. — Çерушне ыран-паян кăларма пулнăччĕ тухтăрĕ. Сывалнă пулсан мĕн тытса выртмалла, чирлисене вырăн пулĕ, хăшĕ-пĕри вырăн çуккипе коридортах выртать.
— Лена ачи ывăлах пулĕ-ши? — Ытар мучи сăмахне итлемесĕр хăйĕннех калаçрĕ кинемей. — Ашшĕ ывăлшăн та.
— Хальхи ывăлпа хĕрĕн уйрăмлăхне курсах каймастăп эп. Пурпĕрех мар-им? Табакне пĕр пекех хĕмлентереççĕ, эрехне те ăмăртнăн лĕрккеççĕ, çапăçас тĕлĕшпе те пĕр-пĕринчен юлмаççĕ. Ĕç патне пырасшăн марри те пĕрех вĕсен. Туслашма хĕрачисем хăюллăрах пек туйăнаççĕ мана. Халь кам çураласси çинчен шухăшласси çук. Май пулсан сăн-сăпатран та, пÿ-сирен те пĕр калăппах тăвĕччĕç те, ун пек тума ăслайне илсе пĕтереймерĕç пулас-ха. Ара, эсĕ Ленăна ывăл çуратăн теменччĕ-и-ха?
— Ленăна хавхалантарма çеç каларăм, туррăнне пĕлсе пĕтерме çук.
— Хальхи ăрăва ăс-хакăл енчен пĕр шая лартма вăйран ытлашши тăрăшаççĕ, анчах пулса пĕтеймест курăнать, — хăй шухăшне малалла тăсрĕ мучи. — Шкулта пур ачана та пĕр пек кĕнекепе пĕр учительсемех вĕрентеççĕ те… Ача-пăчан чун
туртăмĕ пур çемьере те пĕр пек мар çав. Хамăрăн ачасенех илетĕп: пĕри — хут таврашĕпе, тепри — тимĕр-тăмăрпа, виççĕмĕшĕ — алăсти ĕçĕпе аппаланма пăхатчĕç, халĕ те çав ĕçпех ĕçлеççĕ. Шкулта вара ним тума кирлĕ мар уроксемпе асаплан- тараççĕ, кашни ачаран пĕр пек пĕлÿ ыйтаççĕ. Нимĕç чĕлхи, геометри, тригонометри текеннисем пирĕн пурнăçра мĕн тума кирлĕ? Кам та кам геометрист, тригонометрист пулас тет — вĕренччĕрех. Çав авалхи тĕнче историне вĕренни те пурне те кирлĕ мар.
— Геометристпа тригонометрисчĕсем камсем тата вĕсем? — ăнланаймарĕ кинемей.
— Э-э, эсĕ ачасен кĕнекисене аллуна та тытса курман иккен, — хăй пĕлнипе кăштах мухтанса илчĕ старик. — Унта çаврашкасем, тăваткалсем, виçкĕтеслĕхсем… Çавсене тĕпчесе ĕмĕр ирттерекен çынсене калаççĕ пуль.
— Çаврашка çаврашках ĕнтĕ, ăна мĕн тĕпчемелли пур?
— Ахаль тăриччен кĕрĕк арки йăвала тенĕ пек…
— Истори тенине вĕренни пăсмасть, — кăшт хирĕçлерĕ Елюк кинемей. — Унта этем ывăлĕ-хĕрĕ епле çуралса аталанса пыни çинчен вĕрентеççĕ пулас.
— Суя вĕрентÿ вăл. Историре çырнине ĕненес пулсан санпа эпир те упăтерен пулса кайнă пек килсе тухать, — вăрттăн кулса илчĕ мучи.
— Ун пек каланине эпĕ те илтнĕ, анчах та ăна шанмастăп. Пирĕн кунта упăтисем те пурăнмаççĕ, ăçтан вĕсенчен çуралмалла?
— Вĕсем кăнтăрти çĕршывсенче пурăнаççĕ.
— Вăт унти халăх упăтерен тухма пултарнă вара, — тем сĕмлесе илчĕ Елюк кинемей.
— Ну, юрĕ, вĕсем çинчен кайран калаçăпăр, халь больницăна кайса килер, кĕтеççĕ пулĕ пире.
Тепĕр самантран карчăкпа старик хапха питĕркĕçĕ çине пысăк кив çăра çакса хуланалла лăкăштатрĕç. Вĕсен хыçĕнчен пăхса тăратăн та, чуна пăшăрхануллă туйăм ыраттарма пуçлать: малашне мĕн кĕтет çак лăпкă та таса чунлă ватăсене? Мĕншĕн хăйсем çуратса ÿстернĕ ывăлĕ-хĕрĕ патне мар, пачах ют çын ачисем патне утмалла вĕсен? Мĕншĕн паянхи пек хаваслă кун больницăна Ленăн ашшĕпе амăшĕ утмасть? Вилес кунсенче ют çын ачисем вĕсем çине тăван ачисем пек алă сулсан? Ун пек пулас çук тесе хăвна ху лăплантарни анчах. Пуласси паллă мар, ыранхи кун пекех. Сережăпа Лена ватăсене йывăрлăхра пăрахса хăварас çуккине ĕненсе пурăнать те ĕнтĕ Ытар мучи. Якур та ăслă ача, старике çынлăхран кăларас çук. Анчах та вĕсен çамки çине те ыран еплерех килсе тухассине çырса хуман. Çÿлти турри пĕлет пулĕ те — каламасть, систермест.
Плешков аслă лейтенантпа Игнатьев майор Сережа палатинче вăрахчен ларчĕç. Калаçмалли те нумай пулчĕ вĕсен. Хулари преступленисен шучĕ юмахри пек пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Маларахри çулсенче çын вĕлерсен е хĕр-хĕрарăма пусмăрласан пĕтĕм хула ура çине тăратчĕ. Халĕ вара çав хăрушă ĕçсем кăнтăр кунĕнчех пулса иртеççĕ. Çитменнине тата, хурахсем ытларах пăшалпа усă курма пуçларĕç. Çывăрса тăнă çĕре ăçта та пулин тискер ĕç пулса иртнине илтсе тĕлĕнетĕнех.
— Милиционерсем япăх ĕçлеççĕ, — хашлатса сывлать çĕнĕ хыпар илтнĕ Сергей. — Хальхи çамрăксем те нимрен хăрами пулнă.
— Милиционерсем ĕçрен тухма ыйтса рапорт çыраççĕ. Чи опытлисем каяççĕ тата, — Сергей куçĕнчен пăхаймасăр пĕлтерет Плешков. Милиционерсем ĕçрен кайни хăйĕн айăпĕ тесе шутлать пулмалла вăл.
— Пĕчĕк зарплатăпа камăн çав ĕçре асапланасси килтĕр, — калаçăва хутшăнать Игнатьев майор. — Пире юрать ĕнтĕ: паян- ыран пенсие тухмалла. Халь укçа нумай кирлĕ: мĕнпур тавар, ĕçмелли-çимелли чамаран ытлашши хаклă. Çамрăксем кооперативсене каяççĕ те укçине миххи-миххипех сăптăрса илеççĕ. Çитменнине тата, икĕ алла пĕр ĕç, явапĕ те сахал. Вăт çавăнпа рапорт хыççăн рапорт çыраççĕ.
— Пурте кайса пĕтсен милицире кам ĕçлĕ вара? — пăшăрханса ыйтать Сергей. — Пурнăçри йĕркене камăн-тăр тытса пымалла. Пĕр укçашăн кăна ĕçлемест-çке совет çынни.
— Ку сăмахсем халь кивелнĕ ĕнтĕ, — Сергее пÿлсех калать Владимир Григорьевич. — Вăрçă вăхăтĕнче Сталиншăн сахал мар салтак вута-шыва кĕнĕ. Халь, сталинизм мĕн патне илсе çитернине пĕлнĕ хыççăн, ун ячĕпе вилме хатĕр çын тупайăн-ши? Советсене те пĕтерчĕç.
— Коммунизм çурчĕпе илĕртсе çăкăрпа тăваршăн çеç ĕçлет- тернисем сахал пулнă-и? — аслă лейтенантпа килĕшет Петр Петрович. — Мĕншĕн эпир пÿлĕмре пăчăхса ларатпăр, атьăр урама йывăçсен айнелле тухатпăр. Халь Сергее утса çÿреме чармаççĕ вĕт.
Чăнах та, урамра тĕлĕнмелле лăпкă та ăшă çанталăк тăрать. Больницăри халăх, утма пултараканнисем, улма йывăççисен айĕнче кăткăсем пек кĕшĕлтетеççĕ. Пĕрисем патне тăванĕсем, теприсем патне тус-йышĕсем курма килнĕ. Ачисене тунсăхласа çитнĕ ашшĕ-амăшĕсем сахал мар кунта. Кашнийĕнех хăйĕн чун ыратăвĕ.
Юлташĕсене Сергей кăнтăр енчи кĕтесри яланах пушă пулакан сак патне ертсе кайрĕ. Хальхинче те кунта никам та çук: ытла инçетре пулнăран килсе лармаççĕ-ши?
— Милиционерсем ĕçрен тарса пĕтеççĕ апла? — тепĕр хут
ыйтрĕ Сергей. — Укçи сахал ĕнтĕ, çемьеллĕ çыннăн мĕнле пурăнмалла. Çиме те, тăхăнма та — пурте кирлĕ.
— Ĕçĕ те йывăр тата, — калаçăва хутшăнчĕ Петр Петрович. — Хамăра кăна мар, çемьене те канăç çук.
— Хамăр хăнăхнă, — такам хуçнă турата пĕкĕпе касса илчĕ Владимир Григорьевич, — ачасене шел. Ашшĕпе юнашар ларса кĕнеке те вулаймаççĕ, кинона е театра кайса кураймаççĕ. Пурнăç çапла пулмалла-и? Ашшĕсем пур çĕртех тăлăх ÿсеççĕ, мĕскĕнсем. Çитменнине тата, пире пула юлташĕсем кураймаççĕ вĕсене. Мĕншĕн апла-ха?
— Чăнах та, пирĕн халăх милиционерсене кураймасть. Эпир вĕсемшĕн тăрăшатпăр, вĕсенех хÿтĕлетпĕр. Нумайăшĕ пире ура хума хатĕр, калăн, хулигансенчен мар, милиционерсенчен типшар кураççĕ. Ют çĕршывсенчи полицейскисене çав тери сума сăваççĕ, пур çĕрте те пулăшаççĕ. Урăхла каласан, хăйсене çăлакан вырăннех хураççĕ. Пирĕн те çапла пулмалла пек. Анчах — çук.
Шăкăл-шăкăл калаçса ларакансем патне Ытар мучипе Елюк кинемей пырса тухрĕç.
— Калатăп çав Çеруш сасси тесе, — Сергее ыталаса илчĕ мучи. — Ну, кĕрÿ, ура! кăшкăр, эпир Лена патĕнчен килетпĕр. Сирĕн ывăл çуралнă, савăн, кăшкăр, кĕрÿ!
Ача çуралнă хыпар пурне те шутсăр савăнтарчĕ. Сергей вара вĕçсе каяс кайăк пек хавхаланнă. Хăçантанпа кĕтет вăл çак асамлă хыпара, хăçантанпа турăран ывăл тилмĕрсе ыйтать!
— Ывăл апла? — хăйĕн савăнăçне пытараймасăр тепĕр хут ыйтрĕ Сергей. — Ачине куртăр-и? Кам тĕслĕ, амăшĕ пек-и?
— Пăхаттир! — хавхаланчĕ мучи. — Кам сăнлă иккенне халех ăçтан пĕлĕн. Пуçĕ хĕрлĕ мечĕк пек, куçĕсене те уçаймасть, пĕрмаях çывăрать тет.
— Унашкал ача сахал хĕрарăмран çуралать, — мучи сăмахне çирĕплетрĕ Елюк кинемей. — Маттур Лена, ывăлне çăмăлах çуратнă. Пульницана кайиччен ахалех хăраса çÿрерĕ.
— Хăй мĕнле? — ыйтрĕ Сергей.
— Хаваслă, — кинеми вырăнне каласа хучĕ мучи. — Ывăл çуратнăшăн хĕпĕртет. Ну, юлташсем, эреххи çук та… атьăр-ха çак банкăри мандарин сĕткенĕпе те пулин асăнса ирттерĕр пăхаттир çуралнине. Лена пĕр банкине кăна илсе юлчĕ, шĕвек тавраш ытлашши ĕçме юрамасть имĕш. Юранипе юраманнине таçтан пĕлеççĕ хальхи çамрăксем. Ĕлĕк вăл, эпир чухне, арăмсем килтех çуратнă. Те пăтă çинĕ, те шĕвек ĕçнĕ тин çеç çăмăлланнă хĕрарăм. Халĕ тата амăшĕсене хĕрлĕ эрех ĕçтереççĕ иккен, мачиснай.
Мучи виçĕ литр кĕрекен кĕленче савăта сумкинчен кăларса Сергее тыттарчĕ, хăй стакан илсе хут таткипе тусанне тасатрĕ.
Арçынсем кула-кулах ачапа амăшĕн сывлăхĕшĕн мандарин сĕткенĕ ĕçме пикенчĕç.
— Тьфу! — сыпнă шĕвеке каялла сурса йĕрĕнчĕклĕн тутине пăркаларĕ старик. — Çак çăра шыва та мандарин сĕтекĕ тесе сутаççĕ вĕт, окаяннăйсем. Мĕнле мандарин пултăр унта? Е вĕсем Ытар мучи ĕмĕрĕнче мандарин çисе курман теççĕ-ши? Вăл мĕн тути пулнине пĕлмест тесе шухăшлаççĕ-ши? Мĕнле шĕвек тултарса панă-ши? Паянхи кооперативсене ним чухлĕ те шанма çук. Çын çак шыва ĕçсе вилсен те вĕсемшĕн кулă кăна.
Владимир Григорьевич Сергей аллинчен кĕленче савăта илсе этикеткине вулама пикенчĕ: «Госагропром МССР. Напиток мандариновый, освежающий, неосветленный». Унтан стакана янă шĕвеке астивсе мучи пекех çамкине пĕркелерĕ.
— Чи малтан çак сĕткене ачасене ĕçтеретпĕр, — шăл витĕр чăртлаттарса сурчĕ вăл, — унтан больницăна чирлĕ çын патне илсе каятпăр. Мĕн шывĕ-ши? Мандарин тутин çывăхне те пымасть ку.
Петр Петрович та, ыттисем пекех, пĕр çăвар сыпса пăхрĕ, йĕрĕнчĕклĕн пуçне пăркаларĕ.
— Лена патне кайса ку çăра шыва халех каялла илсе килетĕп. Ача çуратса минкелнĕскер пĕрер стакан ĕçсе те ярĕ, ăна- кăна тавçăрса та илеймĕ. Ку савăта БХССа илсе каймалла, анализ туса мĕнле шĕвек иккенне пĕлччĕр.
Ытар мучи сиксе тăчĕ те ача çуратмалли уйрăм еннелле васкарĕ. «Сок тенĕрен, эпĕ унта витамин нумай тесе шутланă. Пирĕн хулари лавккасенче кăнтăр енче ÿсекен çырла-çимĕç тăтăшах пулмасть те, — мăкăртатрĕ хăй васкаса утнă май, — эпир яланах сок илсе ĕçнĕ. Çăкăр çукран — пашалу тенĕ пек… Вăт шанса ĕç çав «витамина».
— МВДăн наукăлла-криминаллă центрне экспертизăна ямалла, халех! Унтан явап киличчен çак банкăсене сутма чармалла. Тем тесен те ку мандарин сĕткенĕ мар, — кĕленче савăта хăйĕн сумкине пытарчĕ Плешков та. — Çакна ĕçсе кам та пулин вилсе ан кайтăр тата. Ватăсемпе ачасем уйрăмах юратса ĕçеççĕ улма-çырла шĕвекне. Вилĕм куçа курăнса килмест.
— Ку пирĕн ĕç мар, — кăмăлсăрланчĕ майор. — Хулара санэпидстанци пур, калас çавсене, чупкалаччăр кăштах. Пирĕн унсăрăн та ĕç нумай.
— Пĕр-пĕрин çине шанса пурăннăран çак куна куратпăр та. Чи пуян çĕршыв выçă ларать, экологи çинчен калаçасси те çук. Пуçлăхĕсем питĕ нумай, уншăн-куншăн явап тыттармалла пулсан пĕрне те шыраса тупаймастăн. Айăпли никам та çук. Çапла, Петр Петрович, ку ĕçĕн вĕçне те хамăрăнах тупмалла пулать. Çак шĕвеке паянах экспертизăна яратпăр. Уншăн пире çылăх пулас çук.
Часах Ытар мучи те пашкаса каялла таврăнчĕ, пуçламан савăта Плешкова тыттарчĕ.
— Тавах турра, ĕçсе ĕлкĕреймен. Калла илсе кайнăшăн кăмăлсăрланнă пек пулчĕ те, кайран хăех тав тăвĕ.
— Лена патне кĕртеççĕ-и? — тунсăхлă ыйтрĕ Сергей. — Ачине курма пулать-и?
— Хăй патне кĕртмеççĕ, пире санитарка кăна чÿречерен кăтартрĕ, палланă хĕрарăм пулчĕ те.
— Ленăпа епле калаçрăр вара?
— Чÿрече умĕнчех выртать, калаçни лайăх илтĕнет. Ачи пĕрре те тулăксăрланмасть тет.
— Мана ыран киле ярассине каларăн-и?
— Хăвна мĕн пулнă? Каятăн та калатăн. Кунта инçе мар, — хистенĕнех каларĕ старик. — Кăнтăр апачĕ хыççăн кайса килĕн.
— Больница тумĕпе урамра курăнма аван мар, — именнĕ пек пулчĕ Сергей. — Мана хулара нумайăшĕ паллаççĕ.
— Тупнă вăтанмалли. Эсĕ пĕрин-пĕрин лашине вăрласа тухнă-и? Вăрă ĕçĕ тусан çын куçĕ умне курăнма намăс. Эсĕ, мĕн, чирлесе выртма пултараймастăн-им?
— Ыран киле яраççĕ, унччен тÿсес пулать-и? — иккĕленчĕ Сергей.
— Мĕн тÿсмелли, кайса кил. Лена сана çав тери кĕтет, ывăлу та.
Ытар мучипе кинемей килелле утрĕç. Плешков аслă лейтенантпа Игнатьев майор кайма васкамарĕç. Вĕсене мучи илсе килнĕ мандарин сĕткенĕ шухăша ячĕ. Мĕншĕн ĕнерхи чипер çынсемех паян çак териех йĕркерен тухса пыраççĕ? Ăçта кăна ан кай — пур çĕрте те çитменлĕх, ултав, чунсăрлăх. Вăрăсем те ытла нумайланса кайрĕç. Хваттерсене çаратаççĕ, нÿхреп-под- валсенче ĕçмелли-çимелли усраймăн, дачăсенчен, нихçан пулмана, кĕреçе-сенĕк таранах вăшкăртаççĕ. Кун пекех пулсан мĕн патне пырса тухăпăр, паллă мар. Халиччен ăçта пурăннă çав çынсем? Пурте пĕр эрнере е уйăхра вăрă-хураха тухман ĕнтĕ.
— Халь халăха пурăнма йывăр, — татăклăн каласа хучĕ Игнатьев майор. — Хысна лавккисенче сентресем пуш-пушах, хуçисем çеç анас сутса лараççĕ. Кичем вĕсене, хĕрхенетĕп.
— Ун вырăнне кооператив таварĕсене сутакансем патĕнче куç-пуç алчăрать, —хушса хучĕ Плешков. — Мĕн кăна çук-ши унта! Суйла, туян.
— Çук çав, — хирĕçлерĕ Петр Петрович, — çынсем пурте тенĕ пекех çав таварсене курма кăна кĕреççĕ, выставкăри пек, пуш алăпах тухса каяççĕ. Вăтам пахалăхлă костюмсем миçе пин тенкĕ тăнине пĕлетĕн-и? Ĕлĕк вăтăр-хĕрĕх тенкĕлĕх сăран пушмаксене пĕр уйăх укçипе те туянаймăн. Тĕрĕс, таварĕ нумай.
Лама тирĕнчен çĕлетнĕ кĕрĕкрен пуçласа одеколон таранах пур, анчах та ĕç укçипе вĕсене илеймĕн.
— Кооперативсемпе пĕчĕк предприятисем çав таварсене туса хатĕрлеме мĕн чухлĕ вăй хунă-ши? — пĕлесшĕн пулчĕ Сергей, халиччен ним чĕнмесĕр итлесе лараканскер.
— Вăрах вăхăт выртатăн çав эсĕ, — ассăн сывларĕ Владимир Григорьевич, — халь ĕç-пуç çиçĕм хăвăртлăхĕпе пулса иртет, сиссе те юлаймастăн. Рынок хутшăнăвĕсем çине куçатпăр тесе сĕмсĕр спекулянтсене никам чарма пултарайман ирĕклĕх патăмăр. Халь ĕнтĕ чи кирлĕ таварсем патшалăх магазинне кĕриччен çав çынсен аллине çакланаççĕ. Раççейре тавар туса илессишĕн тăрăшмаççĕ, тăкак анчах кÿрет вăл. Пĕр хулара йÿнĕ хакпа туянаççĕ те тепĕр хулана кайса хаклă хакпа сутаççĕ, Усламĕ пулчĕ те. Хула пасарне кайса пăх-ха, мĕнлерех кăна дефицит тавар çук унта! Ĕлĕкрех вăрттăн-хĕрттĕн кăна суту-илÿ тăвакансем паян никамран хăрамасăр çав таварсене куçкĕрет сарса хунă.
— Ĕлĕкхи пек явап тыттармалла, таварне конфискацилемелле, — сĕнчĕ Сергей.
— Хăтланса пăх-ха… Пурте паянхи саккунпа, рынок хутшăнăвĕпе килĕшÿллĕ ĕçленĕн пулса тухать. Пирĕн саккунĕ тĕрĕс мар. Çук, ĕç укçипе кăна пурăнма шутсăр хĕн халь çынсене.
— Пирĕн зарплатăпа тăраниччен те çиеймĕн, мĕнле пурăнмалла вара? — пăшăрхансах ыйтрĕ Сергей Плешков çумнерех куçса.
— Çавăнпа милицире ĕçлекенсем рапорт хыççăн рапорт çырса ĕçрен тухаççĕ терĕм-иç… Малашне те çакнашкалах пулсан, ĕç укçине ÿстермесен ĕçлекен те тупаймăпăр-ха, — ăнлантарасшăн пулчĕ Владимир Григорьевич.
— Малашне яла кайса пурăнма тивет. Çĕр-аннемĕр епле пулсан та ĕçлекене тăранмалăх тупăшне паратех. Эпĕ çапла шутлатăп.
— Ман пекки ăçта кайĕ? — иккĕленерех ыйтрĕ Игнатьев. — Пенсионер яла кайсан та хаплатса ĕçлес çын мар. Яла çамрăксене ямалла. Хулара пурăнакансем валли çăкăр-тăвар, аш-пăш хатĕрлеччĕр.
— Темĕн, çамрăксем хуларан каясшăн пулĕç-ши? Ялти пылчăкра, тислĕкре камăн çăрăлса выртас килтĕр. Ни çул-йĕрсен йĕрки çук, ни хутма-çутма енĕпе çăмăллăх памаççĕ.
— Пурнăç йăлтах хĕсĕнсе çитрĕ апла? — ура çине çĕкленнĕ май калаçрĕ Сергей. — Юлташсем, манăн эмел ĕçмелли вăхăт, кĕме ирĕк паратăр-и?
— Ыйтать тата, — кулса илчĕ аслă лейтенант. — Тархасшăн. Ну, Сергей, сана илме миçе сехете машина ямалла?
— Çуранах каятăп, Владимир Григорьевич, — именерех кăна каласа хучĕ Сергей. — Капла та нумай кантăм, кăштах утни сиенлĕ пулмĕ. Ытар мучи çуран килет те…
— Ну, хăвăн кăмăлу. Кирлех пулсан шăнкăравла. Кĕрсе тух, ыран вырăнтах пулатăп.
Хăй патне килнĕ çынсем хыçĕнчен Сергей вăрахчен пăхса тăчĕ. Ытла та канăçсăр самантсем тапранчĕç ун пурнăçĕнче. Мĕншĕн шăпах Сергейсем ÿснĕ, кил-йышлă пулнă вăхăтра пуçланчĕ-ха çакăн пек йывăр пурнăç? Больницăран тухсан ăçта кайса мĕн ĕçлемелле? Тата ывăл çуралнă. Халь ĕнтĕ унăн виçĕ çыншăн ĕçлемелле. Виççĕшĕн кăна-и? Ытар мучипе Елюк кинемее ăçта хурăн? Ватăсем кунран-кун йăшса, вăйсăрланса пыраççĕ, малашне вĕсене пулăшу паянхинчен темиçе хут ытларах кирлĕ.
Вăл васкамасăр кăна алăка хупрĕ те пуçне чиксе иккĕмĕш хута хăпарчĕ. Процедурăсемпе аппаланакан сестра ăна сиввĕнрех кĕтсе илчĕ, хăй кăмăлсăр пулнине пытармарĕ.
— Тем пулнă паян сире, шыраса тупма та çук, укол тумалли вăхăт иртсе кайнă. Кĕрĕр хăвăртрах. Халиччен самаях йĕрке тытса пыраттăрччĕ. Ыран киле каяс хаваслăх пĕтĕм тĕнчене мантарса ячĕ-им? Ан васкăр, васкакан суккăр пулнă тет…
— Каçарăр, — савăнăçне пытараймарĕ Сергей, — ывăл, ывăл çуралнă манăн! Пĕлетĕр-и, пăхаттир! Тăватă килограмм ытла.
Сестра ним ăнланмасăр Сергей куçĕнчен пăхрĕ, анчах урăх ăна-кăна ыйтса тăмарĕ. Унăн çилленни те иртсе кайрĕ.
Кĕрешÿ секцийĕ хыççăн Якур больницăна васкарĕ. Лена арçын ача çуратнине телефонпа шăнкăравласа пĕлнĕччĕ, çавăнпа вăл халь урампа вĕçнĕ пек пырать, часрах больницăна çитсе йăмăкне курасшăн. Тăлăх туратăн асапланса ÿснĕрен-и Лена нихăçан та çемьеллĕ пулса саăвăнассăн туйăнмастчĕ. Кунта вара… ывăл! Турăçăм, Якур кукка пулса тăмарĕ-и çак? Хăйĕн савăнăçне пур вăйран кăшкăрса пĕтĕм хулана пĕлтересси килчĕ унăн. Курччăр, пурте пĕлччĕр Якур йăмăкĕ камне. Пĕчĕк чухне хăш-пĕрисем ыйткалакансем тесе хăртатчĕç — уйрăмах çавсем пĕлччĕр. Пурнăç вăл паянхипе кăна мар çав. Çÿлти турă сан патна тем те çавăрса çитерме пултарать иккен. Паян пурнăç шик! шăхăрса пынă чухне çынран нихăçан та ан кул, никама та темтепĕр каласа ан хăрт! Ху калани ху çинех хаплатса ÿкме пултарать.
Тата тепĕр савăнăç та çĕклентерет каччă чунне: Сергей сывалса çитнĕ, ыран ăна киле яраççĕ.
Мĕн тери хуйхăртрĕ вăл чечек пек Ленăна, мĕн чухлĕ пурăнас кунне чакарчĕ. Сергей тĕрĕс-тĕкел сывалса тухасса, тĕрĕсси- пе каласан, Якурпа Лена çеç мар, тухтăрсем те ĕненсех пĕтермен. Пуç мими чĕтренни аван патне илсе пыманнине специалистсем мар, пĕр вĕренмен çын та тавçăрать тетчĕ Ытар мучи Ленăран вăрттăн ассăн сывласа. Чĕкеç пек хĕрарăм ытла хытă ан хуйхăртăр тесе кăна хăй пăшăрханнине нихăçан та палăрт- мастчĕ. Йывăр çын кунсерен хуйхăпа ыталашса çÿресен ыррипе кĕтме çуккине пĕр самантлăха та асĕнчен кăларман вăл.
Якур çула май чечексен лавккине кĕчĕ. Ача амăшне çакăн пек чухне чечек çыххи памасан епле пултăр-ха? Ачине валли мĕн туянмалла-ши?
Аллине чечек çыххи тытнăскер, Якур «Ача-пăча тĕнчи» тесе çырнă магазина пырса кĕчĕ те тутине юн тĕслĕ сăрланă чиперкке умне пырса тăчĕ, кăкăра шăнăçайми савăнăçне пытармасăр сутакантан канаш ыйтрĕ. Ара, тин çуралнă ачашăн мĕн туянмаллине çакăнта ĕçлекенсенчен лайăхрах кам пĕлме пултарĕ? Вĕсене ятарласа вĕрентеççĕ тесе те илтнĕ Якур. Çамрăк аттепе аннесемшĕн вырăнлă та ырă канаш паракансем загспа «Ача- пăча тĕнчинче» ĕçлемелле те ĕнтĕ.
Якур ыйтăвне тимлĕн итленĕ пек туса тăнă чиперкке кăтра çÿçне лапсăртаттарса илчĕ те хыпăннă каччă çине сиввĕн пăхса:
— Ачăра çуратиччен манпа канашламан вĕт, халь мĕн манран ыйтса тăратăр! — тесе айккинелле пăрăнса тăчĕ. — Пур пек тавар куç умĕнче, хăшĕ кăмăла каять — çавна туянма пултаратăр!
— Эпĕ халиччен кукка пулман та… — каçару ыйтса ăнлантарма тăчĕ Якур.
— Кукка-и, мукка-и унта, ĕçĕр хăвăрăн, — сивĕ тинĕс пек чашкăрчĕ юн тĕслĕ тута. — Халь ачисене хамăн тесе калакан арçынсем çук пуль? Куккăшĕ кăна… çывăрнă чухне ылтăн купи çинче усрама сăмах панă пуль-ха, ман ачан ашшĕ пек…
— Ачи ман мар, йăмăкăн, — хĕр хăйне нимпе те ăнланасшăн пулманран тарăхма пуçларĕ каччă.
— Вăт, вăт, каларăм кăна-ха… ачи те, арăмĕ те манăн мар… эпĕ кастарса янă хусах… Çапла-и? Ха-ха-ха-ха!
Çак сивĕ кĕлетке пичĕ çинче кулă пекки çураласса кĕтмен Якура тин çеç çумне пырса тăнă карчăк тăна кĕртрĕ.
— Çав тăм тухьясемпе тарăхса пуплени усси пур тетĕр-и? — каччă çине ăнлануллăн пăхрĕ вăл. — Курмастăр-им хăвăр умăрта кам тăнине? Пĕр-пĕр теплицăра çитĕнтернĕ хăяр мĕлки ĕнтĕ. Ачăра валли çиттисем туянăр, анчах ку лавккара вĕсене тупаймастăр. Ман ывăл иртнĕ эрнере Мари Республикине кайса килчĕ, эпир те çĕнĕ кайăк çураласса кĕтетпĕр. Çавăнта вĕçтерĕр, автобусĕ Атăл леш енче ГЭС урлă каçсанах çынсене кĕтсе тăрать. Ирхине кайсан каçа çаврăнса та килетĕр.
— Ман ача мар, йăмăкăн. Паян çуратнă, ывăл! Халь унта
васкатăп-ха, кунта çула май анчах кĕтĕм. Марие ыран каймалла пулĕ.
Карчăк Якур çине савăнса пăхать. Тен, унăн ывăлĕ те ачи çуралсан çак йĕкĕт пек вĕçсе каясла савăнĕ. Ывăл çураласса епле кĕтет те! Хуть ывăл, хуть хĕр — пурпĕрех мар-ши? Мĕнле йăла- тăр çак арçынсен: пĕрремĕш ачине пурте ывăл пултарасшăн. Пирĕн заказпа пулманнине пĕлмеççĕ, айвансем. Турри кама парать — çавăнпа сапăр пул.
Çитти-мĕнне кайран туянса парăп тесе Якур ытти лавккасенче телей шырама пуçларĕ. Патшалăх таварĕсене сутакан магазинсенче нимĕн те çуккине курса коммерци хакĕпе сутакан лавккана пырса кĕчĕ. Чăнах та куç-пуç алчăраса каймалла! Мĕнле кăна япала çук! Якур пĕр хитре пуканене куçларĕ те сутаканран ыйтса илчĕ.
— Пин те тăхăрçĕр аллă çичĕ тенкĕ, — каччă çине пăхмасăр пуканене шаклаттарса хучĕ мăйăхлă çамрăк. — Карăпкине хурса хăюпа çыхса парсан тата аллă виçĕ тенкĕ тÿлес пулать.
— Турăçăм! — терĕ Якур кĕсйинчи укçи çур пукане туянма та çитменнинчен шутсăр вăтанса. — Укçана киле манса хăварнă, халех илсе килетĕп, каçарăр…
— Вăт-вăт, шулĕк иккенне сывлăшĕнченех сисрĕм, — тутине пăркаларĕ мăйăхлă услап. — Куртăр-и, укçасăр-мĕнсĕр сăптăрса кайма шутланă. Кăнтăр кунĕнчех çаратаççĕ, милици ăçта? Халех хăваласа тытăр çавна! Мана çаратаймарĕ пулсан — тепĕр лавккара çаратать. Тытăр ăна!
— Намăса пĕл, çамрăк çын, — калаçăва хутшăнчĕ пĕр арçын. — Мĕншĕн айăпсăр çынна çыхланатăн? Каччи нимле усал сăмах та каламарĕ, мĕншĕн элеклесе милици аллине парасшăн? Свидетелĕ хам, ырă чĕлхепе çеç ыйтрĕ вăл санран. Укçа манса хăварасси хăш чухне манăн та пулкалать. Халь лавккасене пĕр михĕ укçа çĕклесе тухмалла та! Каччи салтакран çеç таврăннă пулас, гимнастеркăпах, тен, улăштарма тумĕ те çук. Лавккари хаксене пĕлмеççĕ те пултарать.
— Эсир пур те пĕр пăх! — урсах кайрĕ сутакан. — Çавăнпа ачăр-пăчăр та вăрăпа пĕтнĕ. Сире пĕр судсăр-мĕнсĕрех çемйĕр- пех тĕрмене хупса лартмалла, ялтан килнĕ анкă-минкĕсене! Ни культура çук сирте, ни… Чăвашран çавăнпа ĕмĕртенех кулнă.
— Чăвашсем начар пулсан мĕншĕн кунта килсе пурăнатăр, кам ирĕксĕрлесе илсе килнĕ сире кунта? Горький хулинче санашкал культурăллă çынсем кăна пурăнаççĕ пулсан унта каймаллаччĕ. Мĕншĕн çакнашкал пуçупа чăваш хушшинче ятна ярса пурăнмалла? Тĕрĕс, хитре, çамрăк эсир. Аçупа аннÿ парнеленĕ çÿçне те сăрлама пĕлнĕ: йăлтах культура çынни, эппин. Анчах та чĕлхене сăрласа, хитрелетсе яма çук çав, сăрласан та тирпейлĕхĕпе çынна илĕртеймĕ вăл.
— Пошел ты… — ним калама аптăранăран хăмач пек хĕрелсе тăвăнчĕ çамрăк сутуçă. — Мана воспитани парасшăн-и? Малтан вырăсла калаçма вĕрен, ют чĕлхепе калаçакансене эпĕ ăнлансах пĕтерейместĕп. Юрать-ха эпĕ ĕç вырăнĕнче, çавăншăн турра тав ту.
— Воспитани пама кая юлтăмăр пулас. Ман хамăн та сан пекех ханттар мăнук пур, ĕмĕлке темелле-ши? Сăрланă ĕмĕлке!
— Çитет сире пакăлтатма! — çиллĕн каларĕ пĕр арçын. — Тупнă калаçмалли тема! Сутуçăн палкаса мар, тавар сутса вăхăт ирттермелле. Сире çавăншăн шурă халат тăхăнтартса лартнă пуль кунта?
— Эсĕ ревизор мар пуль те? — вăтам çулсенчи арçынна вичкĕн куçĕпе пăталарĕ шурă халат.
— Хуть кам пулам, — сассине хăпартрĕ арçын. — Сирĕн клиентсене тивĕçтерес пулать.
— Миçере эс, хитре арçын, — ыйтрĕ сутуçă икĕ йĕрке шап- шурă шăлне тутинчен хăтарса.
— Мана ав леш танкĕ кирлĕ ывăлăма валли, — илтмĕше печĕ арçын. — Миçе тенкĕ? Ценникне мĕншĕн хуман?
— Договорпа вăл, — танкне илсе арçын умне хучĕ сутакан. — Лайăхрах калаçсан йÿнетме те пулĕ. Миçере терĕр-ха?
— Эп миçери сире мĕн тума кирлĕ, хĕр мар, пурпĕрех усси
çук.
— Хĕр-и, каччă-и, санран ыйтман, — тăрăхласа илчĕ сутакан. — Миçере терĕн-ха?
Арçын вĕчĕрхенме пуçларĕ, чышкисене чăмăртарĕ. Анчах каччă ăшшăн кулчĕ, хăй мĕншĕн ун пек калаçнине ăнлантарса пачĕ. Тавар ытла хаклăран çынсем лавккара тытăнса тăмаççĕ иккен. Вĕсене кĕпĕрлентерес тесе çамрăк сутуçă юриех сăмах кĕрĕштерсе тăрать. Вара çынсем, вăл калаçнине итлеме, нумаййăн пухăнаççĕ. Вăт çапла майпа халăха хăй тавра пуçтарать. Пăхăсăн, кам-тăр мĕн-тĕр туянатех, сутакана хăйне те ĕçленĕ пек туйăнать, хуçасем те мухтаççĕ…
Больницăна çитсен Якур чи малтан Сергей патне чарăнчĕ, кĕрÿшне ывăл çуралнă ятпа саламларĕ. Унтан вĕсем ача çуратакан уйрăм еннелле васкарĕç, ара, кунтан та пысăк савăнăç вĕсемшĕн мĕн пулма пултарĕ?
Акă тилмĕрнĕ чÿрече те умрах, ун кĕленчи çине шурă хутран касса «5» паллă çыпăçтарса хунă. Ку ĕнтĕ, малтанах калаçса татăлнă пек, Лена выртакан пиллĕкмĕш палатăна пĕлтерет. Часах унăн шурă калпак тăхăннă шуранка сăнĕ те курăнса кайрĕ, икĕ йĕрке тип-тикĕс те шап-шурă шăлĕсене кăтартса савăнăçне пытармасăр кулать хăй. Çак кулă мĕне пĕлтернине, мĕнлерех ачаш туйăма палăртнине çамрăк анне хăй кăна пĕлет пулин те, çав телейĕн асамлă хăвачĕ Сергейпе Якурăн чĕрине те ăшшăн кĕрсе вырнаçрĕ. Тертлĕ ачалăхра ÿссе çитĕннĕ Лена паянхи куна курăп, анне ятне илтĕп тесе ĕмĕтленме те вăтанатчĕ, унăн пуласлăхĕ темшĕн хура каç пек тĕттĕм туйăнатчĕ ăна, савăнăç тенĕ япала е туйăм çак çĕр çине уншăн çуралман пекчĕ.
— Килнĕшĕн тавах, — пиччĕшпе мăшăрĕ çине тилмĕререх пăхрĕ Лена, — форточкăна вăрах вăхăт уçă тытсан ачана чир- леттерĕпĕр, куçăрсем ÿкесрен те хăратăп, кайăрах ĕнтĕ. Пурте аван, пăшăрханмалли çук.
Çак вăхăтра Лена Сергее хăй пек те туйăнмарĕ, такам, ангел пек чун, кантăк леш енне кĕрсе калама çук ачаш чĕлхепе пупленĕн туйăнчĕ ăна. «Ача çуратни хĕрарăма çаплах улăштарма пултарать-ши вара? Чиркÿсенче курнă çунатлă ангел пек. Анчах сăнĕ мĕншĕн çак териех шурă-ши? »
Чăнах та çапла. Лена çине пăхатăн та, ахаль те калама çук хитрескер, тата хитреленсе кайнă. Шурă тум хăйне çав тери килĕшет, чиркÿри сăна аса илтерет. Вĕсене унта Ленăран ÿкерсе илмен-ши?
Ача амăшне çеç паллă туйăм вăрансан хĕрарăм икĕ çын, икĕ чуншăн пурăнма пуçлать теççĕ. Хăй çинчен пачах манса каять иккен вăл, çĕр çине амăшне ылмаштарма килнĕ чун унăн пурнăçне йĕп чикмелĕх те вырăн хăвармасăр çурхи шыв пек капланса тулать иккен. Ачаш чĕреллĕ амăшĕ пĕр хăйĕн тĕпренчĕкĕ çинчен çеç шухăшлать, ун пуласлăхне шухăшпа чи хитре сăрсемпе сăрлать, чи çутă инçетре курать: вар-хырăмра вăрах вăхăт аталаннă пепке тĕнчере чи илемлисенчен, хитрисенчен пĕри, чи пултаруллисенчен те пултаруллăраххи, чи телейлисенчен те телейли уншăн! Ватлăх кунĕсенче вăл хăйне çуратса ÿстерекене юмахри пек канлĕ пурнăç парĕ. Ачине чунпа юн паракансенчен телейли, канлĕхли çĕр çинче урăх пулас та çук. Анчах та ăçтан сиксе тухаççĕ-ши çав Ытар мучипе Елюк кинемей пек тăлăх ватăсем? Юлашки кунĕсенче мучи паянхилле кÿршĕ ачисемпе йăпанăп тесе ĕмĕтленнĕ-ши? Кăкăр сĕчĕпе ÿстерсе çитĕнтернĕ ачу-пăчу хăвна юлашки çула та ăсатмасан мĕншĕн хăйсен пурăнас кунне панă вĕсене? Кунĕсене çеç-и? Сывлакан сывлăшне те, çывăрас ыйхине те, канăçне те сăпкана, пепкин минтерĕ айне катса-татса хунă, сăпка юрри туса лăкăш-лăкăш сиктернĕ, тутлă тĕлĕк пулса ыйхине кĕнĕ.
Паян пахчара муталанакан карчăкпа старик çине пăхатăн та кăмăл хуçăлнăран куççуль пăчăртанса тухнине сисетĕн. Мĕншĕн çаксен пурнăçĕ вĕçĕмсĕр тăсăлмасть-ши? Çынсем çине кам ярать-ши çав ватлăха? Куштанланнă, сăмса каçăртнă услапсен куçĕнчен кам пăхĕччĕ? Паянхи пек тĕреклĕн утса çÿресен те турра шĕкĕрччĕ, нимле пулăшу та кирлĕ марччĕ. Елюк паттăр-ха, Ытар мучи те аванах çÿрет. Хăйсемшĕн хăйсем кăштăртатса çÿренине мĕн çиттĕр? Нихăçан та ямăттипе усă курман, çыннăнне хапсăнман, никампа та тулăксăр чĕрре кĕмен ватăсене малашне те паянхи шайпа пурăнсан — турăран ыйтмалли вĕсен ним те çук. Анчах та ватлăх кунĕсене сăнчăрласа лартаймăн, никама итлемесĕр, хĕрхенмесĕр юрттараççĕ лашисене вĕсем этемлĕх çулĕпе.
Çук, тархасшăн, каппайланса, урхамахăрсене уртарса, ĕрĕхтерсе ан çÿрĕр-ха, ватлăхăн хура кунĕсем, Ытар мучи çурчĕ тавра. Сире никам та сĕтел хушшине лартасшăн тилмĕрсе тăмасть, никам та хапхине уçса, ытамне сарса кĕтмест, никамшăн та тунсăхланă хăна мар эсир! Ытар мучипе Елюк кинемей сире парăнасшăн мар-ха, масар çулĕпе чупакан тăрантасăр çине ларасшăн мар. Пăрăнса иртĕр эсир, ватлăх кунĕсем, çак сăваплă кил-çуртран, çакăнта пархатарлă чăваш несĕлĕ ĕмĕр ĕмĕрленĕ вырăнтан!
Ытар мучи çĕкленсе пилĕкне авкаласа илчĕ те хула хĕрринелле тинкерчĕ. Юлашки вăхăтра кăнтăр енчи тулă пусси вырăнĕнче дачăсем тума тытăнчĕç. Çуллахи ăшă çумăр хыççăн кăмпасем кĕшĕлтетсе тухнăн икшер хутлă кантур пек çуртсем çĕкленме пуçларĕç. Кунта хула пуçлăхĕсем йăва çавăраççĕ тенине илтнĕччĕ старик. Ялти çуртсене аркатса тăкрĕç те халь хăйсене валли мĕнле пысăк çуртсем тăваççĕ. Хăйсен те çав бетон карăпка- сенче ĕмĕрĕсене ирттересси килмест иккен, мăнтарăнсен! Халăхăн ĕнси хулăн-ха, ун вăйĕпе темле кермен те хăпартма пулать. Анчах та мĕншĕн ялсене пĕтерчĕç, мĕншĕн халăхпа ка- нашламасăрах çакăнти улма-çырла пахчисене çĕрпе тикĕслерĕç? Тупăш паракан пахчисене миçе çул хушши сăпка ачи пек пăхса ÿстермеллине пĕлмеççĕ, çавăнпа ватса çĕмĕресси вĕсемшĕн нимĕн те мар. Хăйсене пахчара ĕçлеттересчĕ, ĕмĕтсĕрсене! Улма- çырла хакне пĕлĕччĕç!
Ытар мучи мăкăртата-мăкăртатах пуçлăхсене вăрçать, вырханать. Елюк кинемей те ун сăмахĕсемпе килĕшет, ăна та пуçлăхсем сахал мар терт кăтартнă.
— Эпĕ аттепе анне каланинчен пĕлетĕп, ĕлĕк колхоз тăватпăр тесе выльăх-чĕрлĕхне илсе тухнă, çурт-йĕрне пăса-пăса кайнă. Унпа та çураçнăччĕ халăх, халь вара çав çĕрсене каялла валеçме тытăннă. Ялта çамрăк сахал, ыран-паян вилес карчăк- кĕрчĕксем пĕр гектар çĕрпе мĕн тăвĕç? Мăян ÿстерме-и? Çум курăкĕ, пуçлăхсем пек, акмасăрах шăтать. Çĕр лаптăкне валеç- ни кирлех-ши? Пĕр хресченĕн те лаша çук, трактор-машини хысна аллинче.
— Çĕрне валеçсе паччăр-ха, — Елюк çумне пырса тăчĕ мучи, — ватăсен пурин те ачисем пур, хуларан килсе пулăшма пултараççĕ. Пахча çимĕç вĕсене пăсмасть. Карчăкпа старикĕсем кирлĕ пулмасан та çĕрпе хăйсемшĕн усă курма пултараççĕ, апат хутне кĕрĕ. Анчах та чи лайăх лаптăксене чи малтан çав пуçлăхсемех сăптăрса илеççĕ-çке! Куратăн-и, Елюк, хăш вырăна куçланă вĕсем? Çавăнта, тулă акакан вырăнта, чи тупăшлă хура тăпра. Мĕншĕн дачисене Йĕрĕх çырми хĕррине лартмаççĕ? Унти çĕртен тупăш илмелле пуличчен сахал мар тар юхтармалла, çавна пĕлмеççĕ тетĕн-им?
— Хура тăпраллă çĕре ватса çул хываççĕ мар-и тата? Миçе гектар пиçнĕ çĕре сая яраççĕ?
— Чи тупăшлă çĕре таçтан-таçтан бульдозерпа хыртарса çул купалаççĕ, — чĕрине ыраттарать старик. — Йĕрĕх çырми хĕррипе пыракан çула мĕншĕн пăрахăçланă-ши? Халиччен халăх çавăнтанах çÿренĕ. Кусене вара хир урлă та Мускав çулĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен пурин те çăмăл машина! Пĕр-пĕр ялтан аслă çул çине тухма асфальт сармалли çинчен кала-ха çавсене — тÿсме çук хака ларать иккен, колхоз-совхозăн укçи-тенки çук. Дачăсем патне иртекеннине кам укçипе тăваççĕ-ши? Хăйсен енчĕкĕсене пушатаççĕ тетĕн-им?
— Пуçлăхсем халăх тирне ĕлĕкренех сÿме вĕреннĕ, — çилленсех калаçма пуçларĕ карчăк та.
— Ямăтти çинче ярăнма ытла та ăслайне илсе çитрĕç çав, ĕмĕтсĕрсем! — ĕçлеме пикенчĕ старик. — Саккунĕ — саккун мар, йĕрке мар вĕсемшĕн. Пурте вăрлаççĕ пулсан кама кам явап тыттарĕ, çĕленпе калтан чĕлхи пĕр. Курак çăхан куçне чавмасть.
— Акине кÿршĕ-аршине тутарать, хистет, васкатать, лаши ÿксе вилсен, кÿршин хатĕр тăрать, — кулса илет Елюк. — Эпир ăна лашине хĕрхенсе сухапуçне хамăр кÿлĕнеттĕмĕр.
— Апла ан пултăр тесен каллех революци тумалла, мачиснай.
— Революци тума Ленинĕ те, Ворошиловпа Буденнăйĕ те çук çав халь. Вĕсемсĕр мĕнле революци пултăр? — ăнланаймарĕ Елюк кинемей. — Патшалăхăн халь утланма лашисем те, касма хĕçĕсем те çук пулас.
— Пулма та пултарать, мачиснай, пĕрмаях атом çинчен калаçаççĕ. Салма пысăкăш атом бомби пĕр хулари çынна вĕлерсе пĕтерме çитет пулсан хĕçпе мĕн тума хăлаçланмалла? Кăмака çинчи Иван пек хушса кăна вырт.
— Иванĕ халапсенче кăна хушса выртать. Халь вара Ленин çинчен мар, Горбачевпа Ельцин çинчен пĕрмаях калаçаççĕ.
— Эсĕ пурне те пĕлетĕн иккен.
— Пĕтĕм халăх вĕсене асăнать. Ылханаканнисем те тем чухлех.
— Выçăран асăнать. Хырăм тутă, çипуç питĕ чухне вĕсене те сайра хутран çеç асăнатчĕç, мачиснай. Укçа ухмахлансах кайрĕ. Паянхи пек тавар хакĕ граждан вăрçи вăхăтĕнче те пулман-тăр. Горбачевчен пенси укçипех темĕн те туянаттăмăр.
— Уйăхран уйăха ĕçме-çиме ирĕккĕн çитетчĕ, çипуçа та пар-
хатарлă тумтир илме пултарнă. Хальхи пенси укçи илнĕ чухне нумай пек, хăй вара çăкăр илмелĕх кăна.
— Капитализма каялла таврăнатпăр теççĕ. Санпа манран паян мĕнле капиталист пултăр, мачиснай. Пире халь тин машини те, лаши те кирлĕ мар. Вунçичĕ çулхи паттăрсемшĕн юрать, вĕсем вăй-халне ниçта хураймасăр çÿреççĕ. Çавсене ĕç патне явăçтарасчĕ. Вуникĕ çулта эпĕ аттепе тан шăхăрса ака тунă. Хальхи çамрăксем мăйăх айне пулсан та ашшĕ-амăш ĕнси çинчен анасшăн мар.
— Мĕн кăна туянса памалла вĕсене! Импорт та импорт туянаççĕ. Хамăр çĕршывра шăлавар та çĕлеме пĕлмеççĕ пулас, çамрăксем тиркеççĕ пулсан.
— Çапла, революци хыççăн сакăрвунă çула яхăн пурăнса та совет влаçĕ халăха кĕпе-йĕм çĕлеме вĕрентеймерĕ. Ĕлĕк эпир лавкка куçĕнчен пăхман: пирне те, сукнине те, тăлине те хамăрах тунă, кĕпе-йĕмне те çĕленĕ — çарамас, çара уран никам та çÿремен.
— Çĕрне-кунне пĕлмесĕр пир тĕртеттĕмĕр ĕнтĕ, — шухăша каять Елюк кинемей. — Халь вăл вăхăтри çинчен çамрăксене каласа парсан кулаççĕ кăна.
— Тĕлĕнмелле улшăнчĕ пурнăç. Паян пир тĕртнипе çăпата тунине муçейсенче кăна курма пулать. Тен, тĕрĕсех те пулĕ пурнăç çак териех çăмăлланни. Иртнĕ пурнăçа аса та илес килмест. Асапланнă ĕнтĕ чун тухса кайиччен, ĕç лаши пек, мăйран хăмăт тухман. Йывăр пулсан та иртнĕ пурнăç ха- васлăрахчĕ.
— Хĕл каçиччен мĕн чухлĕ пир-тăла тĕртсе хатĕрленĕ. Халь лавккара пурте пур, укçапа темĕн те туянма пулать.
— Пурте пур, — сассине хăпартрĕ мучи, — урапи — урамра, пĕкки — пасарта, турти — вăрманта, хуçи анчах çук, мачиснай.
— Ытар, Илемре манăн пĕлĕшсем пур, пĕр-пĕр кун çав яла кайса килме пулмасть-ши?
— Мĕншĕн ан пултăр, пуçтарăнмалла та утмалла.
— Автобус çÿрет-и унта?
— Мĕн автобусĕ пултăр? Кама лартса кайма? Ялĕ те саланса пĕтрĕ пулĕ, вăл еннелле тахçантанпах кайман. Авă çав хир урлă сукмак тунă пулас, хăш-пĕр чухне çынсем утнине куратăп. Апла пулсан ялта пурăнакансем пур-ха.
— Нивушлĕ Марук тусăм та хулана куçса килнĕ?
— Мĕнле Марука калатăн эсĕ?
— Астăватăн-и, эсĕ мана ăсатма пырсан хăйсен умĕнчи йăмра айĕнче каччипе ларатчĕç?
— Унтанпа пĕр ĕмĕр иртнĕ, ăçтан пурне те асра тытса пĕтерĕн. Антун тесе чĕнетчĕç, трактористчĕ пулас, çавна калатăн-и?
— Сана мантарăн-ха, ятне те астăватăн. Лайăх çынччĕ, ял- йышсем те мухтатчĕç, Марук та хăйне шутсăр телейлĕ тетчĕ.
— Каярахпа бригадир пулса та ĕçлерĕ, тăрăшуллă çын тенине эпĕ те илтнĕ. Пулăхлă çын пурне те пултарать. Ыран уçăлмалла иксĕмĕр кайса килĕпĕр, инçе мар вĕт. Илемре манăн та пĕлĕшсем пур, калаçса чуна кантарăпăр.
— Иксĕмĕр пĕрле çÿресен çынсем темĕн каласран хăрамастăн-и?
— Мĕн шухăшлама пултарĕç пирĕн çинчен? Эпир ватăлнă ĕнтĕ. Ватă-хытă çинчен калаçнă сăмахăн тути çук, палкаччăрах, мачиснай.
— Тутлă-и, мар-и — туянтăн пулсан çиесех пулать. Мана темех мар та, санăн таса ятна ярассăм килмест.
Шăкăл-шăкăл калаçакансем патне Сергей пырса тухрĕ. Салху хăй, темле вăрттăнлăх чĕрине кăшлать пулмалла. Вутпа çунса тăракан куçĕсем анса ларнă, куç тавра темле кăвак ункăсем картланнă, хăй çулĕнчен нумай аслă пек курăнать. Лена ывăл çуратни çинчен пĕлсен больницăра вăл мĕнлерех çамрăкланса, çуталса кайрĕ! Çакна Ытар мучи нихçан та манас çук. Ленăна, ачине мĕн те пулин пулман-ши?
Пулман иккен. Килте пĕччен ларса йăлăхнă та уçăлмалла кунта чарăннă. Сергей ватăсемпе вăрах калаçса тăмарĕ, Лена ăнлантарса панă вырăнтан çĕтĕк таткисемпе чĕркенĕ япалана тупрĕ те сывпуллашса килнелле утрĕ. Те васкаса утнăран, те ытлашши пăлханнăран пиншак айне пытарнă япали вутла пĕçертнĕн туйăнчĕ ăна. Малтанах вăл çав япаларан хăтăлма та шутласа пăхрĕ, милицие кĕртсе парас шухăш та пырса кĕнĕччĕ пуçне, анчах та тĕркемре мĕн пурри кăсăклантарнăран урисем хăйне итлемесĕр хваттер еннеллех уттарчĕç. Милицие евитлеме кирек хăçан та ĕлкĕрĕ. Кам тулăксăрланса васкатать, хистет ăна? Никам та çук! Çук пулсан чăрманасси те çук. Килте пуç тавра çавăрса шухăшлĕ те, мĕн тумалли курăнĕ унта.
Этемлĕхпе чыслăх çинчен нихăçан та каплах тăвăлса шухăшламанччĕ сержант. Тĕркемрен тухса выртнă укçасене курсан куç-пуçĕ алчăраса кайрĕ, аллисем чĕтреме пуçларĕç, çăвар ăшĕ типсе ларчĕ. Миçе тенкине шутлама тăрсан темиçе хутчен те арпашса кайрĕ. Ай, ытла нумай кунта! Çакăн чухлĕ укçа вăл нихăçан та тытса курман. Ăçта хурса упрамалла, мĕн туянмалла-ши унпа? Мĕн туянмалли паллă-ха, анчах та Сергейпе Ленăн ун чухлĕ укçа çуккине пурте пĕлеççĕ. Ăçтан илтĕр тесен мĕн каласа суймалла? Ашшĕ-амăшĕ те пенсионерсем, вĕсем ун чухлĕ мул тупса парайманнине çынран пытараймăн. Çитменнине тата, хăйсем те укçа ăçтан илнине тĕпче-тĕпче чĕмрен ярĕç. Хăйсен ĕмĕрĕнче вĕсем çын япалине ыйтмасăр нихăçан та илмен. Ленăна та никам пулăшакан çук. Якур хăй те укçасăр аптăрать, салтак тумне ылмаштарма та çынран кăна тупкаларĕ. Малашне пулĕ-ха, училищĕре ĕçлет.
Сергейĕн, виççĕмĕш группăри инвалидăн, пысăк укçа илесси пăхса та курăнмасть. ВТЭК комиссийĕнче ăна халлĕхе ĕçлеме хушмарĕç, виççĕмĕш группа инваличĕ тесе справка пачĕç те çитес çулччен чĕрĕлсе çитме сывлăх сунса ăсатса ячĕç. Çиччĕн- саккăрăн хăйсем, комисси членĕсем, кашнийĕ тимлĕ тĕпчет, анчах та татăклине пĕри те уçăмлăн каламасть. Мĕншĕн ĕçлеме юрамасть-ха милиционерăн?
Пуç ыратни иртсе пĕтменрен çапла шутларĕç-ши? Пĕр çулталăк ĕçлемесĕр мĕнле ларăн? Лена та ĕçлес çын мар, ача çура- такансем халь виçĕ çул килте лараççĕ. Мĕнле пурăнмалла?
Ку тертлĕ ыйтăва вăл çак çула çитсе пĕрремĕш хут хăй умне кăларса тăратрĕ. Пурнăç кулач çиме вĕрентет тесе ахаль каламаççĕ иккен. Халиччен укçа шухăшĕ нихăçан та пуçа ыраттарман. Ыттисене тĕслĕх паракан комсомолец ĕçре яланах тĕрĕслĕхшĕн чунне панă, тĕрлĕ харам пырсене тăрă шыв çине кăларса чап е мухтав сăмахне илтме тивĕç пулнă. Çук, Лена больницăран килсенех мĕнпур укçине пуçтарĕ те Плешков патне леçсе парĕ. Вăл сапаланса выртакан укçине пуçтарчĕ те хăй пĕлекен вырăна пытарса хучĕ. Лена каласа янă çĕртен çемье укçине илме шутларĕ: ăна шăккалатлă канĕхвет илсе пыма хушнă. Укçи вырăнтах, икĕ пин тенкĕ. Больницăна лекиччен ку укçапа темĕн те туянма пулатчĕ. Сергей çур çула яхăн çеç сипленчĕ, унтанпа лавккасенче пысăк улшăнусем пулса иртнĕ пек туйăнмасть. Хаксем ÿсни çинчен каланă-ха, анчах та пĕремĕк- канĕхвет çинчен калаçнине илтмен, арăмĕ пĕр сăмахсăрах парса хăварчĕ. Ара, вăл ача-пăча апачĕ те-ха…
Сергей шăхăркаласа аялти хута анчĕ. Тавар туянма таçта çÿремелле мар, тухсанах сылтăмалла пăрăнатăн та темĕн пысăкăш кĕленче алăклă гастронома пырса кĕретĕн. Тĕнче ырлăхĕ мар-и çак? Лавккинче мĕн кăна çук тата! Таварне ăçтан тупса пĕтереççĕ-ши? Халиччен унашкаллисемпе хулăн енчĕкли- сене çеç тивĕçтернĕ, милиционер кун çинчен никамран та лайăх пĕлет. Сахал мар çутуçăн сехрине хăпартнă вăл ĕçленĕ вăхăтра, сахал мар сутуçăн юратнă ĕçĕпе сывпуллашма лекнĕ. Чим-ха, мĕне пĕлтерет ку? Çавăнта кĕтесре канĕхвет-пĕремĕкпе аппаланакан шурă халатли Рая мар-и çак? Çавă, Рая! Темле çамрăкпа кулкаласа калаçать. Нивушллиционера вăл та палласа илчĕ пулас, хитре арçынпа тем пăшăлтатса çĕрелле пĕшкĕнчĕ, курмăш пулса кутăн çаврăнчĕ.
— Сывă-и, Рая, — ним пулман пекех сывлăх сунчĕ Сергей хитре арçын çумне пырса тăрса. — Кÿршĕллех пурăнатпăр иккен, халиччен пĕлменччĕ.
— Эпĕ иккĕмĕш уйăх анчах ĕçлетĕп, — именнĕ пек пулчĕ хĕрарăм, анчах та куçĕсенчи курайманлăх çиçĕмĕ пачах урăххи çинчен систерчĕ. Епле пулсан та вăл шалти туйăмне çĕнтерсе кулнă пек турĕ.
— Мана пĕр килограмм шăккалатлă канĕхвит виçсе параймăр-ши? — хăвăртрах кунтан пăрăнас тесе васкатрĕ милиционер. — Арăм больницăра выртать те.
Хĕрарăм икĕ хутчен калаттармарĕ, васкасах виçе çине ылтăн саспаллисемпе çырнă тăваткалсене шăкăртаттарса хучĕ, илĕртÿллĕ куллипе ачашласа хитре пакета тултарчĕ.
— Тата мĕн? — йăлкăшса илчĕ хут савăта Сергее тыттарса.
— Пĕремĕк виçсе парăр, — тавар хакĕ çине çаплах пăхмасăр тата ик-виçĕ апат-çимĕç ятне асăнчĕ больницăна каякан. Ача çуралнин савăнăçĕ укçа çинчен шухăшлаттармарĕ ăна.
Ыйтнине тивĕçтернĕ хыççăн çеç тăна кĕчĕ Сергей: туяннă япаласемшĕн унăн вунă пин тенкĕ тÿлемелле! Çав канĕхвет-пĕре- мĕкшĕнех-и? Ун чухлĕ укçана милиционер çулталăкра çеç ĕçлесе илнĕ. Нивушлĕ ку сутуçă тĕрмере те ăс кĕмен — каллех халăха улталама тытăннă?
— Мĕн шухăша кайрăр, Сергей Петрович? — çаплах илĕртÿллĕн кулчĕ хĕрарăм. — Укçăра манса хăварман пулĕ те? Илĕр, илĕр, кайран та кĕртсе пама пултаратăр. Унашкал манса каясси пулать. Эсир ахаль те çавăн пек ĕçре, укçа çинчен шухăшлама та вăхăтăр çук пулас. Ан именĕр, пĕлмен çын мар. Çак çуртрах пурăнатăр пулсан инçете çÿресси çук. Эпĕ сире шанатăп, пирĕн пеккисене улталас çын мар эсир. Тĕрĕслĕх хуралçи!
Сутуçă сăмахĕсем милиционера пуçран чукмарпа пырса çапнăн туйăнчĕç. Кулас шутпа е чăнтанах каларĕ-ши лавккаç? Тĕрмене ярас умĕн хăйне ултавпа çаклатса илнисене аса илтерет-ши? Малашне хăйĕнпе ан çыхлантăр тесе каласшăн-ши?
Пĕр самантлăха ним тума аптăраса тăнă хыççăн вăл сутуçă тăсса панă тĕркемĕ ярса тытрĕ те, аванмарланнăран хăмач пек хĕрелсе, халех укçа кÿрсе пама пулса гастрономран тухрĕ. Хыçĕнчен Рая кулса юлни тата ытларах вĕрилентерсе ячĕ ăна. Халь-халь каялла таврăнса тĕркемĕ çĕклесе çапма та хатĕрччĕ — тепле майпа хăйне хăй пусарса тухса кайма хал çитерчĕ-çитер- чех. Умра Лена тата йĕрмĕшекен ачи тапкаланни çеç тытса чарчĕ пулмалла. Тепĕр сехетрен унăн больницăна каймалла, мĕн калĕç пушă алăпа кайсан хаклă çынсем?
Пÿрте кĕрсен вăл тарăн шухăша путрĕ: ăçтан тупмалла çавăн чухлĕ укçа? Камран кивçен илмелле, кайран мĕнле майпа тавăрса памалла? Аттерен ыйтсан?
Сергей хайхи укçана аса илчĕ те ăна пытарнă çĕрелле утрĕ, анчах та тĕркемрен укçине шутласа илме ниепле те хал çитереймерĕ. Плешкова леçсе пама çирĕп шутланă япалана халь тин
мĕнле тĕкĕнĕн-ха? Анчах тĕркемĕ каярахпа кăна леçсе парсан? Унччен епле те пулин меллештерсе вырăнне хурсан?
Вăхăт шăвать. Лавккари сутуçă та пăшăрханма пултарать. Ленăпа канашланă хыççăн кăна леçсе парсан? Вăл мĕн калама пултарĕ? Арçын пуççăн çавна та тавçăраймастăн темĕ-и? Халь ĕнтĕ вăл çемье пуçĕ, юратнă ачипе арăмĕ умĕнче мĕскĕннĕн курăнмалла-и çакăн пек савăнăçлă вăхăтра? Хăй сывалнă, часах арăмĕпе ывăлĕ те тухса килне килĕç, анчах сывалсах çитеймен мăшăрне тутлăрах çитерме те нимĕн те çук.
Кил пуçĕ чĕтрекен аллисемпе тĕркемĕ салтрĕ. Хăйне хăй такам кĕсйине ухтарнăн, укçа вăрлама кĕнĕнех туйăнчĕ ăна. Çамки çине сивĕ тар пĕрчисем тапса тухрĕç, сывлăшĕ пÿлĕнме пуçларĕ.
«Чăх чĕри! — вăрçса тăкрĕ вăл хăйне хăй. — Хăшĕ-пĕрисем укçашăн çын вĕлерме хăрамаççĕ, эсĕ пур — кивçенле илме хăратăн! Мĕн чухлĕ кирлине ил те юлашкине Плешкова леçсе пар, кивçен илнине кала. Ăнланакан çын темех шутламĕ. Эсĕ ку тĕркемĕ, кирлех пулсан, ху патăнта та хăварма пултаратăн. Ун çинчен кам пĕлет? Ленăран пуçне никамшăн та паллă мар, мăшăру санран иртес çук. Ытти хĕрарăмсем пек шапăлти мар вăл. Ил, Сергей, ан хăра! »
Хăлхара янăракан иккĕмĕш сасă хистесех укçа шутлаттарма пуçларĕ милиционера: пин тенкĕ, иккĕ, виççĕ… «Ытларах ил! — хистерĕ каллех çав сасă хăлхара, — пурпĕрех тавăрса паратăн, вăрламастăн-çке! Çемйÿ киле таврăннă çĕре пурте пултăр, намăс ан кур! »
Вăл çирĕм пин тенкĕ шутласа илчĕ те ыттине хăй вырăннех хучĕ. Уйăрса илнине кĕсйине чиксен çеç лăштах сывласа ячĕ. Ара, мĕн хăрамалли пур, вăрланă япала мар вĕт, кивçене такам та кĕрет. Кунта нимле преступлени те çук. Çынсем мăй таран вăрласан та шик! шăхăрса кăна çÿреççĕ. Вăт мĕнле хăравçă чун çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшĕ, мĕнлерех таса чунлă мулкач ăс- тăнĕ кĕртнĕ комсомол!
Кил хуçи лăпкăн кулса илчĕ те урамалла тухма хатĕрленчĕ. Малтанах лавккана тепре кĕмелле. Вăхăт пур-ха, больницăна вăл палăртнă вăхăта шăпах ĕлкĕрет. Çула май тавар хакĕсемпе паллашма ытти лавккасене те кĕрсе тухĕ. Хаксемпе паллашмаллах: капла пурнăçран та юлма пулать иккен. Юрать-ха сутуçă пĕлнĕ çын пулчĕ, унсăрăн мĕнле намăс курмаллаччĕ паян! Мĕншĕн? Хаксене пĕлменнишĕн!
Сергей васкамасăр лавккана кĕчĕ. Паçăрхи пекех халăх сахал кунта, ĕлĕкхилле уншăн-куншăн тĕркĕшекен çук. Çынсем вăшт кăна кĕреççĕ те вăшт кăна тухса каяççĕ. Укçа хĕсĕкрех пулас вĕсен. Çырса хунă хакĕсене вуласах тивĕçеççĕ, ăна-кăна тĕпчесе сутуçăсене чăрмантаракан çук. Шурă халатлисем те пĕр- пĕрне хирсе кĕрекенсемпе харкашса нервисене пĕтермеççĕ — пукансем çинче анасласа çеç лараççĕ. Халиччен вĕсем çапла ларнине курсан пуçлăхсем выговор та панă пулмалла.
Рая çаплах леш хитре арçынпа калаçать, вĕсем паçăрах пĕр чĕлхе тупнă пулмалла, ыталашса чуптума хатĕрри те сисĕнет. Тĕрмене кайсан упăшкипе уйрăлнă пулас, унсăрăн çын умĕнче хăйне хăй çав териех ирĕккĕн тыткаламан пулĕччĕ. Мĕн-тĕр каланă чухне арçыннăн хăлхи çумнех тутине пĕрĕнтерсе илет. Çакă лешне те килĕшет пулас: куштан урхамах пек, вăрăм çÿçне силлекелет, тулнă кăмăлĕпе кулса çуталать, шалалла карăнса ыталама тăрать.
— Каçару ыйтатăп, Рая, — терĕ Сергей вĕсем патне пырса.
— Вăрах кĕттертĕм пулас?
— Мĕн калаçасси пур, — хитре арçын çине пăхса кулса илчĕ хĕрарăм, — эсир киле те çитеймерĕр пулмалла. Тухса кăна кайрăр та…
Çапла вăл çамрăк кăмăл, ырă вăхăтра сехете те мантарать.
Сергей юриех, мухтанмалла тенĕ пек, кĕсйинчен пĕр ывăç укçа туртса кăларчĕ, миçе тенкĕ памаллине лайăх астăвать пулин те тепĕр хут ыйтса тин çеç ăстанран çапăнса тухнă пек çĕнĕ, краскă шăршиллĕ хутсене васкамасăр шутласа пачĕ. «Каçарăр», — терĕ вăл вĕсем патĕнчен пăрăнса, вара ытти таварсен хăкĕсемпе паллашма пуçларĕ. Ним те мар, тавар нумаййи тата вĕсен хакĕсем тĕлĕнтерсех ячĕç ăна. Ăçтан, кам кÿрсе килнĕ мĕнпур импорта? Ĕлĕк ку таварсене пасарти спекулянтсенче çеç курма пулатчĕ. Сутуçисем те хамăр çынсемех. Чăвашсем хăçантанпа Америкăпа ытти капитализмла çĕршывсенчен тавар илсе килме пуçланă? Тавар нумаййишĕн савăнмалла-ха, анчах пенсипе кăна пурăнакансен мĕнпе туянмалла? Сахăрне туянма та мĕн чухлĕ кирлĕ, ытти çинчен калаçасси те çук. Суту-илÿре мĕнпур çамрăк, вăйпитти каччăсем нумаййи тĕлĕнтерет тата! Халиччен ăçта вĕреннĕ-ши вĕсем? Пурте çакăнти хуларан мар пуль, ăçтан та пулин капланса килмен-ши? Калаçма пĕлеççĕ тата хăйсем, ют çĕршывра çитĕннĕ çынсем пекех хăтланма пăхаççĕ. Троллейбуса е автобуса кĕрсен тата хăйсене йăлтах ирĕке яраççĕ. Сăмаххисем хăлхана ыраттараççĕ, ватти-вĕттине пăхса тăмаççĕ, ашшĕ-амăшĕ çумра тăни те иментермест.
Сережа васкаса утать. Лавккасенче пăхса çÿресе вăхăт иртни сисĕнмерĕ те. Вăл больницăра выртнă вăхăтра мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх килсе тулнă хулана! Улшăну çине улшăну. Çакă шалт тĕлĕнтерчĕ ăна. Пĕр çулталăк выртсан мĕн пулĕ? Çĕнелÿ тени савăнтарчĕ пулин те, кĕсье пушă пулни кăмăлне хуçрĕ. Малашне мĕнле пурăнмалла? Çак ыйту унран пĕр самантлăха та хăпмасть. Хăй пĕччен кăна пулманран çапла-ши? Пĕччен пулсан мĕнле те юратчĕ-ха. Ачипе арăмĕ пуçран тухмаççĕ-çке, епле усрамалла вĕсене? Телейĕ Ленăн кăна мар, Сергейĕн те çук пулас. Анчах мĕншĕн пĕччен кăна хуйхăрать вăл, арăмĕпе калаçсан кăшт та пулин çăмăлрах пулмĕ-ши?
Лена мăшăрне коридорта тĕл пулчĕ. Ачи çывăрать иккен. Вĕсем курма килекенсем валли ятарласа вырнаçтарнă креслă- сем çине ларчĕç, тин çеç тĕл пулнă, вăрах вăхăт курмасăр тăнăран шутсăр тунсăхланă мăшăрсем пек ыталашсах чуптурĕç. Пурте лайăх иккен, ырансенче больницăран кăларасси пирки те калаççĕ тухтăрсем. Ывăлĕн сывлăхĕ çирĕп. Пăхаттир! Кăкăр сĕчĕ çителĕклĕ, пĕрре те йĕрмĕшсе тулăксăрланмасть. Ачи пуррипе çуккине те пĕлмест иккен Лена. Хăйпе пĕрле выртакан Светланăн ачи пĕрмаях йĕрет, кăкăр сĕчĕ çитмест пулмалла ăна, вара вăл Ленăран пулăшу ыйтать. Ленăна мĕн? Ытлашши сĕчĕ пурпĕрех сая каять, ывăлĕ çисе те пĕтереймест.
— Çакăн чухлĕ канĕхвит илсе килтĕн-и, — целлофанран тунă хитре пакета енчен енне çавăркаласа тĕлĕнчĕ Лена. — Кăна хăçан çисе ямалла? Çакна çисе яричченех вырттарасшăн мар пулĕ те эсĕ пире?
— Нумайрах çи, ывăлшăн та, — тутине арăмĕн тути çумне перĕнтерчĕ Сергей. — Ман арăмпа ачашăн пурте çителĕклĕ пултăр. Çисе яраймасан юлташусене хăнала, Светланăна пар. Сĕчĕ нумайрах, пылакрах пултăр. Ачи мĕнле вĕсен?
— Чирлĕрех çав, халех укол сем туса асаплантараççĕ мĕскĕне, — хĕрхенсе калаçрĕ Лена. — Укол тумалăх ÿчĕ-тирĕ те çук, пурпĕрех шăри-шари çухăртсах чышаççĕ кăн-кăвак чуна. Хамăн йĕрес килет вара.
— Çынсен ачи çинчен кăна ан шухăшла, хăвăнне те лайăхрах асту, — вĕрентрĕ ашшĕ.
— Вĕсене те хĕрхенетĕп çав, — упăшкин сăмахĕсене йышăнасшăн мар пулчĕ Лена. — Пурпĕрех этем чунĕ мар-и? Эпĕ хамăрăнне çеç хĕрхенме пултараймастăп. Темшĕн апла? Вăл-ку юрĕ-ха, кун чухлĕ канĕхвит-пĕремĕк туянма укçа ăçтан илтĕн? Унта икĕ пин анчахчĕ. Кун чухлĕ кучченеç илме миçе пин кайрĕ?
— Туяннă чухне намăсланса вилеттĕм, — кулса илчĕ Сергей. — Хакне малтан ыйтман та… — Вăл хăй сиктерсе кăларнă мыскара çинчен, укçине ăçтан илнине пĕр пытармасăр каласа пачĕ.
— Ăçтан илсе тÿлĕпĕр-ши? Халь эпир иксĕмĕр те ĕçлеместпĕр. Çынсенни пек пулăшакан атте-анне те çук иçмасса.
— Манăн пуррипе мĕн усси? — хуйхăрса хашлатрĕ Сергей. — Хăйсем те пенсипе кăна пурăнаççĕ, айккинчен пĕр пус та кĕмест. Йывăр вăхăта лекрĕмĕр эпир, Лена, айăпĕ йăлтах манра. Аманса выртман пулсан çын пекех пурăннă
пулăттăмăр, анчах çапларах килсе тухнă шăпана мĕн тăвăн?
— Турри пăрахмасан пурăнăпăр-ха, — лăплантарчĕ мăшăрне Лена. — Пĕр санпа эпир кăна йывăрлăхра мар. Хам пульницаран тухсан мĕн те пулин шухăшласа кăларăпăр, ан хуйхăр. Тепĕр тесен, укçине тавăрса памасан та юрать, мана парса хăварнă вĕт ăна. Кам курнă, кам илтнĕ, кам пĕлет? Вăл хамăрăнах, мĕн милицие кайса памалла? Çакăн пек йывăр вăхăт пулмасан ним те марччĕ, кирли те çукчĕ.
— Çук, Лена, çав укçана выçă вилсен те салатассăм çук, таса мар, çын куççулĕпе е юнĕпе вараланнă пек туйăнать вăл мана. Тыткаланă чухне чун сÿлетсе илет, алă-ура чĕтрет. Милицие кайса паратăпах. Халиччен унашкал таса мар япалапа эсĕ те, эпĕ те çыхланман, малашне те турă ан хуштăр.
— Эсĕ те ман пекех шухăшлатăн, — упăшки çумнех куçса ларчĕ Лена.
—Талăкĕ-талăкĕпе выçă ларсан та çын çăкăрне ыйтмасăр илмен, илес те марччĕ. Мĕн те пулин шухăшласа тупăпăр-ха, ытла ан кулян. Тырă пусси пулсан çерçи выçса вилмест тет Ытар мучи.
— Часах ху та Ытар мучиех пулса каятăн пуль: пĕрмаях унăн сăмаххисемпе çавăрттаратăн.
— Начар-им?
— Начар теместĕп, пачах урăхла, çав тери ытарлă! Старике итлесе ларатăн та, хамăр пачах чăвашла калаçман пек туйăнать. Ни вырăсла, ни чăвашла, татарски неснайски тенĕ пек пулса тухать пирĕн.
— Çапларах çав.
— Лена, ачу вăранчĕ, — палата алăкĕнчен пуçне кăларса пĕлтерчĕ санитарка. — Ашшĕ килнине сисрĕ пулас, ку вăхăтра вăранакан марччĕ.
Лена чупсах палатăна кĕрсе кайрĕ, тепĕр самантранах ачине çĕклесе тухрĕ.
— Ашшĕне курасшăн, — ывăлне упăшкине тыттарчĕ Лена. — Чăнах та ку вăхăтра нихăçан та вăранман. Нивушлĕ ашшĕ килнине турă систерчĕ?
— Пулма та пултарать, — ачине ăшшăн ыталарĕ Сергей. — Эпир пурте турă çыннисем, мĕншĕн ан çиçтертĕр? Мĕн пысăкăш пулнă, часах утма та пуçлĕ.
— Халех утсан вара, — чĕнмесĕр тÿсеймерĕ иртсе каякан хĕрарăм, — ыран вĕçмелли кăна юлать. Нервусене нумай пĕтерĕн- ха вăл утма пуçличчен. Ашшĕсем ача çуралсан кăна япшар, пĕрик каç сăпка сиктерсен арăмĕпе ачине пăрахса шуйттан шăтăкне кайма та хатĕр. Пĕле-е-тĕп эпĕ вĕсене, сакăр ача çуратрăм.
— Пилĕк пÿрне те тан мар, — упăшкине хÿтĕлерĕ Лена.
— Тан-и, тан мар-и, курăн-ха кăшт пурăнсан. Пĕрлешсенех эпир пурте чи лайăххисем, чи ăслисем. Ача-пăчаллă пулсан темшĕн ют арăмсемпе ют упăшкасем çине куç ывăтма пуçлатпăр. Куç ывăтма кăна-и?..
Хĕрарăм палатăна кĕрсен Ленăпа Сергей пĕр-пĕрин çине ачаш кулăпа пăхса илчĕç. Кам мĕнле те, вĕсен пурнăçĕнче унашкалли пулас çук. Юрату мĕн иккенне пĕлменнисем кăна вăрçăш- са, çапăçса пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинчен сивĕ çил те вĕçсе иртеймĕ!
Кăмăлтан, чун-чĕререн калаçса ларакан мăшăра чăрмантарса Якур килсе тухрĕ. Темшĕн хĕпĕртенĕ хăй, хитре сăнне тата ытларах илем кĕртекен кулăпа йăлкăшса тăрать. Кучченеç илсе килейменни те кăмăлне пăсмасть. Тин кăна ĕçлеме пуçланă каччăн укçи çуккине пĕлекенсем лараççĕ-ха кунта. Çука ăçтан илĕн?
— Лена, — терĕ вăл йăмăкне ыталаса, — сан валли ним те туянаймарăм, укçа çук, ан çиллен мана.
— Маншăн эсĕ килни те кучченеçрен хаклă, — тетĕшĕ пекех йăлкăшса илчĕ хĕрарăм. — Сергей кунта пĕр çулталăклăх илсе килнĕ. Укçаран пуйсан илсе килĕн-ха.
— Урăх илсе килмелле ан пултăр ĕнтĕ, — шÿтлерĕ Сергей.
— Мĕншĕн? Эсĕ мана выçă усрасшăн-и? Асту, эпĕ çимесен ывăлна та начар пулать, — шуте хирĕç шÿтпе тавăрчĕ Лена.
— Хăçанччен выртасшăн эсĕ кунта? Ыран кăлараççĕ темерĕн-и? Эпĕ капла та сире кĕтсе ывăнтăм.
— Кăлараççĕ апла? — савăнăçлăн ыйтрĕ Якур.
— Паян тухтăр çапла каларĕ. Ывăл хăйне лайăх туять, пăхаттир пек. Сана хывнă пулмалла.
Вĕсем татах вăрахчен калаçса ларчĕç, темĕн çинчен те сăмах тапратрĕç. Пĕр-пĕрне хисеплекен çывăх çынсем çеç çакăн пек чуна уçса, ули-хăлине тиркемесĕр калаçса ларма пултараççĕ. Этем чунĕ вăл чÿк хуранĕ пекех, мĕн ярса пăлхататăн — çавна пĕçерсе парать. Тепĕр чухне çывăх тăвансемех асар-писер пăтранаççĕ. Пĕр-пĕрне вĕлерни те пулать. Çакă мĕнрен килекен япала-ши? Пĕр варта ÿтленнĕ çынсен ăс-тăнĕ те, кăмăл-туйăмĕ те пĕр пекех пулмалла пек. Пăхăсăн, пĕрремĕш хут курнă тăшмансем пек хирĕçеççĕ. Хăшĕ-пĕрисем ним çукранах нимĕр пĕçереççĕ тата! Кулмалла та, йĕмелле те.
— Ну, манăн кайма вăхăт, — сехечĕ çине пăхса илчĕ Якур.
— Сергей, эсĕ пыратăн-и?
— Çемьепе ларам-ха кăштах, — ура çине çĕкленчĕ Сергей.
— Киле кайсан та çаксемсĕр тунсăхласа ларатăп, капла вĕсем больницăрине те манса каятăп. Хам миçе уйăх выртрăм, халь кусемшĕн пăшăрханмалла.
— Асту эппин, эпĕ каям-ха. Хăвăртрах выртса пĕтерĕр ĕнтĕ, тата вăл-ку сиксе тухмалла ан пултăр.
— Турчăкаран турă сыхлатăр, — Якура алăк патне çити ăсатса ячĕ Лена. — Пĕри пирĕн вуннăмĕш кун выртать, киле ярас кун ачин температури ÿссе кайрĕ те. Турă пулăштăрах ĕнтĕ пире.
Тап-таса та анлă тротуарпа шăхăркаласа çăмăллăн утать Якур. Ĕçсем лайăх пыраççĕ ун, Ленăсен те чиперех, Ытар мучипе Елюк кинемей те сывах. Мĕншĕн кулянмалла вара кун пек чух? Нимĕн çинчен те шухăшламасăр хавассăн шăхăрать вăл хăйĕн пĕртен-пĕр юррине. Телейлĕ вăл паян.
Мĕншĕн телейлĕ, хаваслă иккенне хăй те тĕплĕн пĕлмест. Çав салтакра хăйне пăрахса качча кайнă хĕртен çыру илни хавхалантарса ячĕ-ши? Каçару ыйтать, сан арăму пулса пурăнас килет тет. Айванлăха пула йăнăшнă иккен, шуйттан улталанă пулас. Я куртăн хытăрах юратнă çынни те çук тет. Каччă килĕшсен паянах ун патне тухса вĕçме хатĕр. Ÿкĕнет хĕрупраç, чавси çывăх пулсан та çыртаймасть-мĕн. Эх, ку çăмăлттайлăха, больницăра операци туса касса ывăтма май пулсан ăна…
Якур хăй те Ольăсăр тунсăхлать те… Анчах ун патне ăшă сăмахсем çырма халиччен тем чăрмантарса тăрать ăна. Вăхăтĕнче çав тери эрленни иртсе кайман-ши? Ытла та мĕскĕне тăратса хăварнă пек туйăнчĕ ăна Оля салтакра чухне. Паян савнийĕ патне Якур ăшă сăмахсемпех явапласа çырчĕ. Ан тив, чăннипех юратать пулсан Оля ун патне килсе кайма пултарать. Якурăн вăхăчĕ çук, кашни кун уроксем, каçхине спорт сек- цийĕсем. Пĕр минут пушă вăхăт та пулмасть тепĕр чухне.
— Якур, эсĕ мар пуль те? — тĕлĕнсе чĕнчĕ ăна такам. — Калатăп çав çак тери хитре каччă сансăр пуçне урăх никам та пулма пултараймасть тесе.
Якур çаврăнса пăхрĕ те элес-мелес сăрланнă Дашăна палласа илчĕ. Ылтăн алкасемпе, шап-шурă сăрланă кĕске çÿçпе, пилĕкĕнчен пĕр-икĕ пÿрне сарлакăш çеç анса тăракан, витĕр курăнакан кĕпепе. Кун пек ытла та «уяр» тумланнă хĕрсене таврăннăранпа та çак хулара курманччĕ-ха каччă.
— Ăçта васкатăн, салтак? — кула-кула пашкарĕ хĕр. — Утса мар, чупса та çитейместĕп. Таврăннине пĕлетĕп, анчах та ку куна çитсе те тĕл пулман авалхи юлташа! Сывă-и, Яша?
— Хăваласа çитме эпир ăмăртура мар вĕт, — шÿтлерĕ каччă хĕрĕн юн пек хĕрлĕ чĕрнеллĕ аллине чăмăртаса. — Ют хулара курсан сана палласа та илеймĕн. Мĕнлерех хĕр пулса кайнă!
— Эсĕ ху та! — йăл-ял çиçкелесе калаçрĕ Даша. — Эсĕ тенĕшĕн çилленместĕн-и?
— Мĕншĕн? Эпĕ те сана çаплах чĕнĕп, юрать-и? — хирĕçлемерĕ каччă.
— Паллах, юрать. Эпир мĕн ачаран пĕрле выляса ÿснĕ, — Якура хулĕнчен тытса малалла утрĕ хĕр. — Атя, Якур, пирĕн çĕнĕ хваттере кĕрсе кур, халь эпир сиртен инçе мар пурăнатпăр.
— Вăхăт çук-ха, тепĕр чухне кĕрĕп, — аллине вĕçертме тăчĕ Якур. — Часрах киле çитмелле, Ытар мучи темшĕн чĕнсе янă.
— Ытар мучи ниçта та тармĕ, эпĕ сана вăрах тытмăп, кĕрсе кăна тух, — каччă аллине вĕçертме шухăшламарĕ те Даша. — Хăвăн ача чухнехи тусусене мансах каясшăн-и вара? Мăнкăмăлланса таврăннă пулас эсĕ, Яша? Ĕлĕкрех, салтака кайиччен, апла марччĕ…
Салтака кайиччен Якур çак хĕрпе калаçса та курман. Ăна та, Ленăна та вĕсем çын вырăнне те хуман, çакна Якур лайăх астăвать. Чăнах та, вăл халь ĕлĕкхи мĕскĕн ача мар, ĕнтĕ салтакран тĕрекленсе, хитреленсе таврăннă. Çийĕнче те ĕлĕкхи тум мар, ахаль пулсан Даша унпа калаçас та çук.
— Хăçантанпа Яша ятлă пулса тăтăм-ши? — хĕртен хăвăртрах хăпма шутласа тÿрремĕн персе хучĕ Якур. — Яша тесе мана никам та чĕнмен.
— Эсĕ маншăн тахçантанпах Яша, калама кăна именнĕ, — каччă çумнерех çыпçăнчĕ хĕр. — Ăçтан таврăнатăп терĕн- ха?
— Каламарăм-çке, — çаплах сиввĕн тавăрчĕ йĕкĕт. — Мана хултан тытса утнине курсан каччусем мĕн калĕç?
— Фи, каччăсем! — ахăлтатсах кулса ячĕ Даша. — Вĕсем пирĕн хулара пур тесе шутлатăн-и? Каччăсем мар, упăте çурисем çеç çуратса тултарнă пирĕн хулари хĕрарăмсем. Çÿреççĕ вара куçĕсене чарса, пĕринпе те калаçас килмест.
— Хулара сире юрăхли çук апла?
— Дискотекăсене те çÿрес килмест. Шупашкар каччисем пулмасан урама та тухас çук.
— Шупашкартисем хитре, чаплă тетĕн-и?
— Теместĕп. Якур, акă пирĕн çурт тĕлне çитрĕмĕр те.
— Кĕрсен аçу-аннÿ мĕн калĕ? Пирĕн чăвашсем каччисене ертсе кĕрекен хĕрсене кăмăлласах каймаççĕ.
— Эпĕ килте пĕчченех, аттепе анне кăнтăра канма кайнă. Тепĕр икĕ эрнерен тин таврăнаççĕ. Атя, мĕнрен хăратăн? Салтаксем теветкеллĕ пулаканччĕ. Нивушлĕ хĕрсенчен те хăратăн, пăхаттир?
— Хăраса мар, вăхăт çук. Ытар мучи…
— Çав старикĕн ятне те илтес килмест манăн, — Якура каласа пĕтерме памарĕ хĕр вăйпах хăйсен подъезчĕ патнелле сĕтĕрсе. — Пирĕн хваттере курăн, салтак пурнăçĕ çинчен каласа парăн. Унта ху ирĕккĕн таçта-таçта тухса çÿрейместĕн, гражданкăна тунсăхласа çитнĕ пулĕ салтакра?
Ку хĕртен капла кăна хăпма çуккине ăнланса Якур кутăнла- ша-кутăнлашах ертсе пыракан хыççăн утрĕ. Кăнтăр кунĕнче урамра хĕрпе çапла турткалашса тăни аван мар пек туйăнчĕ ăна.
— Пĕр самантлăха кăна, — килĕшрĕ вăл юлашкинчен. —
Пĕлмен-курман çын пулсан кĕрсе аппаланассăм çукчĕ те, юрĕ, кăмăлна хăварас мар.
— Паллах, сана унта никам та кăкарса тытмĕ, хăть пĕр минут, хăть иккĕ… — хĕпĕртесе Якура мала ирттерчĕ хĕр. — Кивĕ хваттерте пулса курманччĕ пулас эсĕ.
Вĕсем пиллĕкмĕш хута Лифтпа хăпарчĕç те сылтăм енчи алăка уçса Дашăсен хваттерне кĕчĕç. Тăватă пÿлĕмлĕ хваттере кĕрсе тăрсан каччăн куçĕ-пуçĕ алчăраса кайрĕ: кĕнĕ-кĕменех кавир та бархат ытамне кĕрсе ÿкрĕ каччă. Халиччен вăл кунашкал чаплă хваттерте пулманччĕ.
— Малалла ирт, Яша, — пушмакне хывса хĕрринчи пÿлĕм алăкĕ çинелле кăтартрĕ хĕр. — Ан имен, килти пек пул. Чим-ха, такам пур мар-и çак? Пушмакне хывнă, залра çутă çунать…
Çав самантрах пÿлĕм алăкĕнчен Даша пекех йăлтăркка Маша çăварне хăлха таранах карса тухса тăчĕ те тÿрех каччăна ыталаса илчĕ, сăрланă тутипе унăн хăлхинчен перĕнчĕ.
— Килнĕ ятпа, Яшенька, — пăшăлтатрĕ вĕри тута. — Турăçăм, кама куратăп эп? Тĕнчере çакăн пек хитре каччăсем те пу- лаççĕ-и?
Халиччен нимле ăмăртусенче те аптраса ÿкмен каччă хăйне вăйсăррăн туйса ним калама аптăрарĕ. Дашăпа Машăна лайăх пĕлнĕрен-и, халь вĕсем чăн-чăн хĕр пулса пиçсе çитнĕрен-и, хăйне вăл ĕлĕкхилле мар, темле аслă çынсен арăмĕсем хушшинче пек туйса илчĕ. Мĕн япала-ши ку? Мĕншĕн Маша çинчен Даша малтан пĕр сăмах та каламарĕ? Пĕчченех терĕ-çке?
— Сывлăх сунатăп, Маша, — тем вăхăт иртсен кăштах тăна кĕнĕ пек пулчĕ вăл. Çыпçăнсах тăракан вĕри хĕр кĕлеткине хăйĕнчен асăрханса пăрчĕ. — Мĕнле пурăнатăн? Эсир иксĕр те çеçкери чечексем пекех вара. Куратăп, япăхса пурăнмастăр.
— Ăçтан паллă-ши? — аллине вĕçертмесĕрех Якура пÿлĕмелле ертсе кĕчĕ Маша. — Эсĕ больницăран тухнине куртăмăр та…
«Дашăпа ăнсăртран тĕл пулман иккен», — пуçĕнче шухăш вĕçсе иртрĕ каччăн.
— Ха, эсир манăн кашни утăма сăнаса тăман-и, кулатниксем? — шÿтлерĕ вăл хĕрсем пекех хаваслă пулма тăрăшса. — Ку тата мĕн? Менелник ирттерме Хатĕрленмен пулĕ те?
— Мĕншĕн? — сĕтел çинчи чаплă эрех кĕленчисене вырăнтан вырăна куçаранçи пулчĕ Даша.
— Ах тур-тур! Мĕн кăна çук кунта! — тĕлĕнчĕ салтак. — Паянхи пек йывăр вăхăтра çакăн пек сĕтел майлама çăмăлах мар пуль, ача.
— Юратнă çыншăн ним те шел мар, — хăйсен килĕнчи пек хăюллăн каласа хучĕ Маша. — Çитменнине, ачаран пĕрле ÿснĕ çывăх çын тата!
— Эсĕ килнине илтсенех сирĕн пата йыхрава пырасшăнччĕ,
çавăнтанпах хăна кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Халиччен ниепле те тÿрĕ килмерĕ. Эсĕ салтакран таврăннă-таврăнманах ĕçе пикеннĕ иккен. Пĕрер эрне те пулин каймаллаччĕ, хăçантанпа ирĕкре пулман.
— Эпĕ унта хама хам килти пекех туйнă, — ăнлантарчĕ салтак. — Кулленех тренировкăсенче, спортсмен формипе спортзалта пулнă. Мана никам та ирĕксĕрлемен, тренировкăсене хам ирĕкпе çÿренĕ. Эсир мана кăлăхах хĕрхенетĕр. Спортсменсем ытти салтаксенчен уйрăмрах пурăнаççĕ унта.
— Çапах та ирĕкре мар, — хирĕçлерĕ Маша. — Командирсенчен пурпĕрех иртеймĕп: вăхăтра тăр, вăхăтра вырт… Налево, направо, эппин.
— Дисциплинăна пăхăнмасăр пулман ĕнтĕ, — килĕшрĕ каччă. — Унсăрăн мĕнле спортсмен пултăр, салтакра маррисем те графиксăр ĕçлемеççĕ.
— Атьăр-ха сĕтел хушшине ларар, — хăнасене хистерĕ Даша.
Фужерсем чăнкки те чанкки юрласа илнĕ хыççăн Машăпа
Даша кăпăкланса, чашкăрса тăракан эрехе чаплаттара-чаплаттарах ĕçрĕç, спортсмен эрехе тути патне илсе пыманнине асăрхамасăрах куркисене Пушатрĕç. Кайран Якур ĕçменнине курчĕç те ăна намăслантарма пикенчĕç. Шампань эрехне те ĕçеймен арçын мĕнле арçын пултăр? Якура курман-пĕлмен хĕрсем лармаççĕ кунта, вăл утайми пуличченех ĕçнисене те лайăх астăваççĕ; куштанланса, пуçа пысăка хурса лармасан та юрать. Кăшт калаçмалăх чĕлхене çемçетнипе темех пулас çук.
Якур хĕрсене хăй салтака кайнăранпа та эрех-сăрана шăршласа пăхманнине каласа ăнлантарчĕ. Малашне те ĕçме пултараймасть, часах Раççейри ăмăртусем пуçланаççĕ, каярахпа тĕнче чемпионатне хутшăнмалла. Апла пулсан хĕрсемпе юнашар ларса какăриччен эрех ĕçесси пăхса та курăнмасть. Ĕмĕтленсе те тăмалла мар.
— Шампанскинчен нимле сиен те пулас çук! — çилленмех пуçларĕ Даша. — Эсĕ пире çын вырăнне хурасшăн мар, Яшенька.
Анчах та каччăн чĕрине çемçетесси çăмăлах мар иккен. Халиччен каччисене хăйсем йăлăнтарттарма хăнăхнă хĕрсем ĕç- пуç капларах çаврăнасса пиле те илмен, вĕсем паян Якура ураран ÿкериччен ĕçтересшĕнччĕ. Мĕн ачаранах эрех-сăра тутанса ÿснĕ каччă хăйне хăй çапларах тыткалани вĕсене шалтах тĕлĕнтерсе ячĕ, иккĕшĕн вăрттăн каварне тĕпĕ-йĕрĕпех арпаштарса пăрахрĕ. Çакăн пекех хурçă кăмăллă çын тĕлне пулманччĕ- ха вĕсем. Мĕнле меслетпе çавăрмалла-ши, çемçетмелле-ши ку этеме? Хĕрарăмăн вăрттăнлăхĕпе усă курсан?
Хĕрсем темле сăлтав тупса юнашар пÿлĕме тухрĕç. Мĕн шутларĕç-ши? Каччăн питĕрĕнчĕк чунне мĕнлерех уçăпа уçса яма меслет шырарĕç-ши? Нумай кĕттермерĕç, пĕрин хыççăн тепри кĕрсе каччăн икĕ айккине вырнаçрĕç. Якур кайма вăхăт иккенне систерчĕ, хĕрсен «ăнсăртран» çĕкленсе кайнă кĕписене те, кашни сăпайлă çын чи малтан этем куçĕнчен пытарма тăрăшакан вырăнсене те курмăш пулчĕ, çăкăр-тăваршăн тав туса сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Эс пире каплах «сума çăвасса» кĕтменччĕ, — каччăна çавăрайманшăн çилленсе шăлне çыртрĕ Даша. — Пĕр фужер тутлă эрехшĕн ÿкĕтлеттеретĕн, кăмăлсене хăваратăн. Нивушлĕ çак газировкăна та ĕçме юрамасть? Юри хăтланатăн, пире çын вырăнне хумастăн! Мĕнрен кая хĕрсем эпир?
— Кая терĕн, — мăртлатма пуçларĕ Маша та, — пирĕн пеккисене ку таврара пурпĕрех никам та тупаймĕ!
— Сиртен лайăх пикесем çуккине пĕлетĕп, — хĕрсене йăпатма тăчĕ Якур, — анчах та ăмăртусем иртмесĕр мана ĕçме юрамасть. Пĕр çăвар ĕçессишĕн çакăн чухлĕ вăй хунине сая ярассăм çук. Хĕрсем, тархасшăн, ан кÿренĕр. Амăртусем вĕçленсен тĕл пулăпăр, ун чухне Якур хăйне кăтартĕ, халлĕхе ан васкăр. Васкама кирлĕ мар, эпĕ тепĕр хут салтака каймастăп, яланах пĕрле пулăпăр. Сирĕнпе пĕрле хамăн та шутсăр хавасланас килет.
—Хăвна ытла мăнна хуратăн, — тепĕр фужер хыççăн пушшех чăркăшма пуçларĕ Даша. — Пире çын вырăнне хуманни курăнсах тăрать. Асту, халь пире сивленĕшĕн кайран ÿкĕнмелле ан пултăр.
— Хытă ан кала, Даша, — тантăшне лăплантарчĕ Маша. — Каччăн чăнласах кăмăлĕ çук пулсан мĕншĕн хистетĕн? Пăхман хĕвеле вăйпах пăхтараймăн. Акă эпĕ ăна ăсатса яратăп та, пурте вырăнта пулать, çапла-и, Яшенька? Паян юлашки хут курнăçмастпăр-çке!
— Тĕрĕсне калатăн, Маша, — килĕшрĕ каччă хăйĕн хутне кĕрекен тупăннăран. — Юлашки кун мар, пуласси — умра. Ĕçĕпĕр те, çийĕпĕр те, эрех çитменрен макăрас патнех çитĕпĕр, ун пек вăхăтсем те килсе çитĕç пирĕн пата. Пуçăрсене ан усăр, паянхилле мăнаçлă, хитре пулăр. Сирĕнпе пĕрле савăнайманшăн хамăн та чун ыратать.
— Юрĕ эппин, — килĕшенçи пулчĕ Даша, — ÿлĕмрен тĕл пулăпăр. Чаплă хăнана ăсатса яр, Маша. Тен, ку та спорт çыннине сăтăр тăвакан япала?
— Тархасшăн, ăсатнине хирĕç мар эпĕ. Кăмăлăрсем пулсан, ÿркенмесен, тархасшăн. Анчах манпа юнашар утнине курсан каччăрсем ан çилленчĕр.
— Çилленччĕрех, кама хăратаççĕ. Йăванĕ пăрахсан Иванĕ алăк хыçĕнчех тăрать. Капла та хыçран лăпăстатса йăлăхтарсах çитерчĕç, тĕсĕсене те курассăм килмест, — пакăлтатрĕ
кăштах хĕрĕнкĕ Маша урама тухсан. — Сан пек каччă пулсанччĕ…
— Килĕштеретĕн апла? — юриех вăлтса ыйтрĕ каччă.
— Тахçанах юратма пуçланă.
— Тахçанах тени миçе çулталăка пĕлтерет вара?
— Пĕрремĕш класа кайсанах, — иклетсе илчĕ хĕр.
— Юрату кулачне ытла ир тутанма пуçланă-çке эс, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Якур. — Пĕрремĕш класа кайнă чухне эпĕ хырăма тăрантарасси çинчен кăна шутласа çÿренĕ. Маншăн хĕрачасемпе арçын ачасем пурте пĕр шайра пулнă, вĕсен рас- налăхне курман эп. Маша, леш каччăсем çыру çыраççĕ-и?
— Хăшĕсем?
— Тĕрмене хупнă марччĕ-и-ха вĕсене? Эсир ун чухне пирĕн Ленăна та явăçтарнăччĕ.
— Шăрши-маршисем те çук. Кама кирлĕ вĕсен çырăвĕ? Тĕрме пыйтисем кăна вĕт!
— Халĕ çапла. Малтан эсир вĕсене юратса пуçăрсене çухатнă марччĕ-и? Сирĕншĕн пластинкăна тепĕр майлă çавăрса хурасси ним те мар иккен. Халь мĕнлерех каччăпа çÿретĕн-ха?
— Никама та килĕштермен, хыçран сĕтĕрĕнекенсене те çывăха яман.
— Мĕнле-ха апла? Нивушлĕ çав тĕрмеринех кĕтетĕн?
— Çынна ан култар-ха, Якур, тĕрĕссине калатăп, эпĕ сана кĕтсе пурăнтăм.
— Ман-а-а? — куçне чарсах пăхрĕ каччă хĕр çине. — Мана мĕншĕн? Эпир санпа нихăçан та юрату çинчен калаçман. Салтака кайиччен эпĕ вообще хĕрсенчен вăтанса кăна çÿренĕ. Çын çине тухма тум-юм та пулман, хырăм та пĕрмаях çиме ыйтнă. Ман пуçра юрату шухăшĕ те пулман. Эсир пире ун чухне çын вырăнне те хуман, йĕрĕнсе çеç иртнĕ.
— Ан калаçса тăр, сана юратни çинчен Ленăна та темиçе хут каланă эпĕ, сан сăнÿкерчĕкÿсене пăхса сахал мар ассăн сывланă. Тĕлĕкре те сана кăна курса асапланнă. Çырнă çырăва ямасăр миçе хутчен чĕрсе пăрахнă.
— Мĕншĕн?
— Лена çыру яма хушмастчĕ. Сан унта Оля ятлă хĕр пуррине калатчĕ, эсир унпа Лена туйне те килнĕччĕ, астăватăп. Сана çавăнпа килессе кĕтетчĕç. Мĕншĕн пĕччен килтĕн вăрттăнлăх мар пулсан? Хитреччĕ, Дашăпа ман пекех. Халь сан патна çыру ямалла мар, ху килтĕн.
— Оля патне паян кăна çыру çыртăм. Килесшĕн, упăшкине те пăхмасть.
— Качча тухнă-и?
— Васкаса… йăнăшпа…
— Çумăнта хĕр утать, Яша, мана килĕштерместĕн штоль?
Мĕнле йывăç чĕреллĕ çын эсĕ? Пĕрисем маншăн çапăçса вилеççĕ, эсĕ пур — ытамунтине курасшăн мар. Атя малашне иксĕмĕр çÿреме пуçлатпăр, пиртен хитре мăшăр та пулас çук. Ыран сана миçере, ăçта кĕтсе тăмалла? Занятирен миçере тухатăн? Часах Дашăпа эпир сирĕн училищĕре вĕренме пуçлатпăр. Унта сирĕн бухгалтерсен курсĕ уçăлать тенĕччĕ, вунă класс пĕтернисене пухаççĕ, группа пухăнса çитсен вĕренме пуçлатпăр. Халь, коммерци вăййине выляма пуçланăранпа, бухгалтерсем дефицит иккен, престижлă специальность. Пирĕнпе кÿршĕллĕ пурăнакан хĕрарăм бухгалтерта ĕçлет, уйăхне икçĕр аллă пин тенкĕ илет. Вот сана — бухгалтер.
Якур Машăн сĕнĕвне хирĕçлесшĕнччĕ — хăй те сисмерĕ, ыран занятисем хыççăн юман катинче тĕл пулма килĕшрĕ. Паян капла та нумай кÿрентерчĕ хĕрсене. Тĕл пулса пакăлтатнишĕн мĕн пулать? Çемьеллĕ çын мар-çке! Пĕлмен çын та мар, йăмăкĕн юлташĕ. Ытла пуçа каçăртнипе те пĕлĕте çитеймĕн. Пĕр сасăпа юрату юррине юрлама тĕл пулмаççĕ вĕт. Маша хăй юратнине систерет-ха та, анчах вăл чун-чĕререн тухнине мар, чĕлхи çине мĕн килнине калать. Калатăрах, Якур хăй те Ольăна юратнине хĕртен пытармарĕ ав.
Каччăпа хĕр халь кăмăллăнах уйрăлчĕç. «Даша мĕнле-ши унта? » Çак ыйту Машăна канăç памарĕ. Васкаса утнă май вăл Якур çинчен пачах манса кайрĕ. Тен, Даша ыйтман пулсан пачах та асăнмастчĕ-и?
Даша, самаях ÿсĕрĕлнĕскер, тантăшне курсан савăнсах кайрĕ, каччăпа мĕнле сăмах пĕтернине тĕпчеме пуçларĕ.
— Ну, Ромео Джульетта тыткăнне çакланчĕ-и? — шÿтлеме хăтланчĕ вăл.
— Ромео капут, ыран юман катинче тĕл пулатпăр, — хавассăн янраттарчĕ «Джульетта». — Кăшт çын шутне кĕме тытăннă та пуçне мĕнлерех каçăртать, çара пакарта! Каччă ластанкă час пусăрăнтарăпăр эпир ăна!
— Выçă пыйтă! Йăмăкĕпе иккĕшин те хире-хирĕç ларса йĕрес кунĕсем çитĕç-ха, ун чухне курăпăр-ха мĕнлерех пуç каçăртнине, — каллĕ-маллĕ уткаласа аллисене сăтăркаларĕ Даша. — Ытлашши хăтланакансене чăтма пултараймастăп. Мĕн каларĕ сана, юрататăп терĕ-и?
— Ольăна юрататăп тет. Астăватăн-и, Лена туйне килнине? Лешĕ урăх çынна качча тухнă тет. Супьях, хăйне сивлесе урăххин патне кайнине те туймасть.
— Мĕнле çавăртăн вара кăмăлне?
— Те ман вĕри кăкăрсем хускатрĕç ăна, пĕлместĕп. Ыран занятисем хыççăн тĕл пулма килĕшрĕ.
— Вырăнне ху каларăн-и?
— Çук, хăех каларĕ.
— Халь вăл пирĕн капкăнра, хытăрах çаклатса илесчĕ. Эпир санпа тытăнсан пултараканччĕ-ха. Паçăр иксĕмĕр канашланă меслетпе хамăрпа çыхмалла ăна. Хĕрарăм ытамĕнчен нимле арçын та вĕçерĕнме васкамасть: ытамне кăна пĕлсе сармалла! Халь ĕнтĕ только вперед, назад ни шагу!
— Санпа эпир ытамне сарма вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ, ыттисене вĕрентме пултаратпăр, — куçкĕски патне пырса тăчĕ Маша. — Мĕншĕн эрех ĕçмерĕ-ха, лÿппер, нивушлĕ пачах ĕçмест?
— Унăн мĕн те пулин ыратать е эпир кавар тунине сиснĕ. Пулать вĕт унашкал туйăм, телепати тенĕскер. Анчах эпир мĕн шухăшланине сисет тесен — ĕненес килмест: хамăра хамăр епле япшар тыткаларăмăр та! Пирĕн çара урасене курсан çемçелнĕ пек пулчĕ, анчах та хăйне хăй тытса чарчĕ. Кăмăлне хытарма вĕренсе çитнĕ пулас.
— Эпĕ кĕпене санран та çÿллĕрех çĕклерĕм, çакна асăрхарĕ вăл, хĕрелсе кайрĕ, анчах та сăмсине нăш! туртса курмăш пулчĕ. Чее хăй. Ничава, ăна хамăрăн алла илме тÿсĕмлĕх çитет пирĕн. Ыранхи тĕлпулăва лайăхрах хатĕрлен, ĕмĕтленни харама ан кайтăр. Вăтанса ан тăр, айне кĕр. Хотя сана вĕрентмелле мар, унашкал капкăнсене пĕрре кăна лартман.
— Мĕн тумаллине пĕлĕп-ха, тĕлпулăва кăна пытăр, — тантăшне ыталаса илчĕ Маша. — Мĕншĕн эсĕ Якур мар- ши?
— Халех вырăн çине чĕннĕ пулăттăн-и?
— Аннерен çуралнă тумпа… — тантăшĕн тутинчен тутлăн чуптуса илчĕ Маша. — Ай, шултăра çын, миçе кило таять-ши? Ун айĕнче пашалу пек лапчăнатăн пуль.
— Çука ан калаç, капан айĕнче шăши вилнине камран та пулин илтнĕ-и? Ха-ха-ха! — хăй ăнăçлă каласа хунишĕн савăнса вăрахчен кĕçенчĕ Даша. — Тытăнса пăхар-ха, кам маларах лапчăтнине курăпăр унта.
Машăпа Даша сĕтел хушшине ларса тутлă эрехе черкке хыççăн черкке ÿпĕнтерчĕç. Ниçта каясси, никам килесси çук, ÿсĕрĕлсен выртса çывăрма та кансĕрлемеççĕ. Ашкăнаççĕ те ашкăнаççĕ ачаш чунсем, хĕрнĕçемĕн аскăн шухăш йÿçсе кăпăкланса пырать хăйсен. Юрать-ха Якур çук, текех йăпăлтатса ларман пулĕччĕç, каламаллине пат! татса хунă пулĕччĕç. Ара, Якур тесе вăтанса тăмалла-и? Вăл хĕрсене турă мĕншĕн çуратса янине пĕлмест-им? Халь утнă-утайманнисем те арçынпа хĕрарăм хушшинчи вăрттăнлăха витĕр пĕлеççĕ. Çав кĕпи-йĕмне ăçтан шухăшласа кăларнă-тăр. Адампа Ева пек рехетленсе çÿрес чухне…
— Çывăрттараканнине чейпе памаллаччĕ иккен.
— Вăл эрехе сивлессине кам шухăшланă, — тарăхать Даша. — Ку иккенне пĕлнĕ пулсан кофе туса параттăм эпĕ ăна. Пĕр виçĕ доза ярса парсан хуп турттарма кайнине сиссе те юлайман пулĕччĕ.
— Виçĕ доза памасан çывăрса та каяс çук, мĕнле тĕреклĕ те! Чăн-чăн пăхаттир. Урăм-сурăм вăйлă теççĕ тата хăйне. Тĕнче чемпионĕ ятне илме хатĕрленет тенине илтнĕччĕ.
— Тĕнче чемпионĕ! Чемпиона шухăшланипех тухма çук. Ытла пысăка хапсăнать, чун терĕш.
Тантăшсем Якура çаклатса илме темле канаш та турĕç, Ленăна тавăрас шухăша та манмарĕç, больницăран кăна тухтăр! Юрать-ха пиччĕшĕпе йăмăкĕ хăйсем ним те пĕлмеççĕ. Кавар çинчен пĕлсен мĕнлерех аçа-çиçĕм кăларĕччĕç-ши?!
Эй, пурнăç, пурнăç! Мĕншĕн çапларах килсе тухать-ши вăл чылай чух? Ленăпа Якура мĕншĕн çилленмеллеччĕ, мĕншĕн чунтан кураймасăр пурăнмаллаччĕ-ха Машăпа Дашăн? Мĕнле ĕç туса айăпа кĕнĕ-ши вĕсем çак хĕрсем умĕнче? Тăлăх туратсем тесе хĕрхенес чухне мĕншĕн пурнăçран уйăрса ямалла-ши вĕсене? Пĕр-пĕрне хисеплесси, пĕр-пĕриншĕн ÿксе вилесси чи малти вырăнтаччĕ-çке саншăн, чăваш! Уявсенче:
Пĕр улмана иккĕн çиер-и,
Пĕр-пĕриншĕн ÿксе вилер-и? —
тесе чунтан тăрăшса юрланă юрруна мĕншĕн манса кайрăн, тăванăм? Мĕн пулчĕ сана, чăвашăм? Ниме туса ушкăнпа кар! тăрса çурт çĕкленисене, тăла тунисене, хĕл ларас умĕн самăртнă выльăх-чĕрлĕхне пусса майланисене, туйсене епле чаплă ирттернисене мĕншĕн манăçа хăваратăн-ши? Йытăпа кушак пек пурăнма хăнăхса пыратăн мар-и? Этем хуйхи-суйхи хăçантанпа саншăн савăнăç пулма пуçларĕ, чăвашăм?
Чĕнместĕн эс, çаплах хăшмăрттăн пăхса шăмарса çÿретĕн, кÿршĕ-аршăна та хисеплеми пултăн, вăл лайăх пурăннине кураймасăр ним айăпсăр çĕртенех çăхав çыратăн, такăнтарса ÿкерме хатĕр тăратăн. Эсех-ши ку, ялти тăлăха ушкăнпа пăхса ÿстерекен, çын тăвакан чăвашăм?!
Йышăнмастăн айăпна эс, тăванăм. Камран тĕслĕх илсе чăвашлăхна, сăпайлăхпа, çынлăхна манса пыратăн? Хĕрпе каччă хушшинчи вăрттăнлăх çинчен йывăçсемпе ÿсентăран умĕнче те калаçма вăтанаканскер, паян пĕтĕм тĕнче умĕнче кăшкăрма камран вĕрентĕн, пикеçĕм?
Даша тайкаланса чÿрече умне пычĕ те алчăранă куçĕпе урамалла тинкерчĕ. Иртен-çÿренсем васкамасăр, ярпайса утаççĕ, сивех мар пулас, пурте çăмăл тăхăннă. Юлашки ăшăпа саркаланса пыраççĕ.
— Ав леш хитре арçынна чĕнсе кĕртмелле мар-и? — Маша еннелле пуçне пăрчĕ Даша тутине чаплаттарса.
— Кирли çук, — тантăшĕ çумне пырса тăчĕ Маша. — Темле арçын-ха вăл, сăнран хитрисем чирлĕ пулаççĕ: вĕсене юратакансем нумай. Ан çыхлан палламаннисемпе, сыхланакана турă сыхлать теççĕ. Санпа эпир иксĕмĕр те… Лесбиянкăсем çинчен курнă американски фильма манса та кайрăн-и?
— Мĕншĕн манас? Все же…
— Ничего. Атя лар çума, тепрер черккине йăвантарар та…
— Лена çинчен эпир ним те планламарăмăр-ха.
— Ун çинчен пĕркунах калаçса татăлтăмăр-çке. Больницăран тухтăр-ха.
— Ачи пирки калатăн-и?
— Паллах, анчах Якура алла илес тесен Лена умĕнче хытăрах йăпăлтатмалла. Вăхăтлăха куян тирĕ те чăтнă тенĕ пек, йăпăлтатнипе йăптăх тăкăнмĕ. Якура хамăр майлă çавăрсан питне сурса кутран тапăпăр. Пиччĕшĕпе пирĕн çинчен ырăпа кăна калаçтăр.
— Йăпăлтатассăм килмест ман. Кам умĕнче-ха тата!
— Вăхăтлăха кăна терĕм-иç.
— Вăхăтлăха та!
Вĕсем ыталансах çывăрмалли пÿлĕме иртрĕç.
Тăваттăмĕш Сыпăк
Тупмалли
Пĕрремĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Чашки-чашки йăвине касмасăрах пулман вĕт;
юрă пуçласа юрлама путсĕр хĕртен пулман вĕт.
―Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кенеки, V том
Паян пĕрремĕш кун çил-тăман ахăрма тапратрĕ. Ирхине лăпкăн тĕлĕрекен тÿлек çанталăк, такам çиллентерсе янăн, хăйпе хăй кăмăлне пăсса тулашма пуçларĕ. Малтан вăл лăпкăн сывлакан кăнтăр çилне вăратрĕ, унтан тÿперен шурă юрне аллама пикенчĕ, кăштах анасласа тăнă хыççăн айăн-çийĕн çавăрттарма тытăнчĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе пусăрăнса вăй пухать те сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн çĕнĕрен çĕнелсе каять, çиле хирĕç утаканăн сывлăшне питĕрет, пит-куçне юрпа çатлаттарать. Юрать-ха, çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çил мар, тăм илес хăрушлăх çук.
Святослав Всеволодович училищĕне яланхи пекех чи малтан пырса çитрĕ. Кабинетне кĕрсе салтăннă хыççăн чÿрече умне пырса тăчĕ. Çакăн пек çил-тăманлă çанталăк ăна кирек хăçан та Джугджур тыткăнне аса илтерет, юлашки вăя пухса вилĕмпе кĕрешнĕ самантсене куç умне кăларать.
Шăп та лăп паянхи пек çанталăк тăратчĕ ун чухне тайгара. Шап-шурă юр нÿрлĕ те мăклă çĕре пĕрремĕш хут шурататчĕ, малтанхи сивĕсем ирĕкленсе юхакан çурçĕр çырмисене хăйсене пăхăнтарма тухнăччĕ. Кĕске çу кунĕсенче ярпайса юхнă шывра пăр катăкĕсем учукка сикетчĕç, сĕлтĕш тăкăсланса вăййа тухнăччĕ. Пăлансем лакăмлă та тумхахлă юрсăр çулпа нартăсене сĕтĕрсе халтан кайнăччĕ, каюрсем хистенине пăхмасăр пынă çĕртех çĕр çине выртатчĕç. Геодезистсен ушкăнĕ Мая шывĕ таврашĕнчи вырăнсене тĕпчесе карттă çине ÿкерме каятчĕ. Вăл вырăнсенче халиччен унта пурăнакан çынсем те пулса курман иккен. Нимня шывĕн пырĕ таран пĕлеççĕ-ха, унта çитиччен кайса курнисем пайтах, анчах та малалла мĕнле çутçанталăк хуçаланнине пĕлекен çук. Кунь-Манье айлăмне çитсен Святослав Всеволодовичпа ертÿçĕ эвенк иккĕшĕ Мая шывĕ хĕррине тÿрĕ çулпа тухма шутларĕç. Николай ертÿçĕ каланă тăрăх, палăртнă вырăна экспедицин тĕп ушкăнĕнчен ик-виçĕ кун маларах пырса çитмелле. Вĕсен малтан Зея шывĕн хĕррипе иртмелле, унтан хĕвеланăçнелле пăрăнса Мая çырми патне тухмалла. Пурте йĕркеллехчĕ, анчах çанталăк çула тухнисене асаплантарма пуçларĕ: кутсăр-пуçсăр çил-тăман çавăрттарса темиçе хутчен çултан аташтарчĕ, халтан кайнăран утайми турĕ. Тепĕр кунĕ, çулти çынсене тарăхтарас тенĕ пек, ăшăтса пурлă-çуклă юра ирĕлтерчĕ, нартăсене сĕтĕрейми турĕ. Ку кăна çитмест — юр ирĕлнĕрен çырмасем кÿпчесе хăпарчĕç, урлă каçма çук пулса тăчĕç.
Аслă Чайдах сăмсахĕ патне пырса тухнă çĕре вăйсăрланнă хĕвел выртса çывăрма хатĕрленетчĕ. Çил лăпланса йывăçсем хушшине хĕсĕннĕччĕ. Вĕсем пĕчĕк уçланкăра пĕр-пĕччен саркаланса ларакан чăрăш айне çĕр каçма чарăнчĕç. Кăвайт чĕртсе ăшăннă, апатланнă хыççăн çывăрмалли хутаçсем ăшне кĕрсе ирччен канма шутларĕç. Паян ытла та хытă ывăнчĕç, ураран ура иртми пулчĕ. Тата пĕр çухрăм та утайман пулĕччĕç, мăнтарăнсем.
Ирхине, апат ăшăтса çинĕ хыççăн, вĕсем малалла васкарĕç. Васкарĕç тесен тĕрĕсех те пулмасть пуль, шухăш-туйăмпа, чун-чĕрепе çеç васкарĕç çулташсем. Чăннипе вара, тимĕр шапа та вĕсенчен пысăкрах хăвăртлăхпа куçнă пулĕччĕ-и? Йывăр çул выртса каннă çынсене часах алла илчĕ, пăлансем те ывăнчĕç.
— Çырма урлă иртерех каçса юласчĕ, — ахаль те юлашки вăйĕпе талпăнса пыракан пăлана васкатать ертÿçĕ, — кăнтăрла тĕлне çырмара шыв шайĕ çĕкленет те, каçма йывăрланать.
Анчах та вăйран ытлашши ним те тăваймăн, лавсене кăмăлпа çеç туртаймăн, чиккинчен тухса васкаса та утаймăн. Капла та куç умĕнче тĕтре çеç тăрать, чир мар-ши вăл? Ертÿçĕ чирлесен — пĕтрĕ вара.
Мĕнле тăрăшсан та вĕсем Купури çырми патне кун каçалана сулăнсан тин пырса тухрĕç, ывăнса çитнĕскерсем, шыв урлă
каçма тытăниччен кăштах сывлăш çавăрма ларчĕç. Вăрах ларма вăхăт çук, каç пулса килет, кун çутипе каçса юлмалла.
Святослав Всеволодович ирхине кăна каçасшăнччĕ — эвенк яхăнне те ямарĕ: вăл чухланă тăрăх, каçалапа вăйлă çумăр е çил-тăман пулмалла, унччен шыв урлă каçса вăрман чăтлăхне çитсе выртмалла. Уçă вырăнта каç выртма юлмаççĕ: хÿтлĕхне те, кăвайт валли вутти-шанкине те тупаймăн çывăхра.
Хĕвел анăçра пытанас чухне сасартăк çутçанталăк шăпланса ларчĕ. Йывăçсем темле сасса чĕвен тăрса тăнланăн шăпăртланчĕç. Кăнтăртан çурçĕрелле иртекен Джугджур хысакĕ те çак шăплăха хускатма именнĕ пек тăсăлса выртать. Ку пури шывĕн чулсемпе тавлашса шавлăн юхакан сасси пулмасан çутçанталăк вилсе шăпланнă теме те пулать.
Апатланса кăштах сывлăш çавăрнă хыççăн эвенк куçĕсене аллипе сăтăркаласа салхуланчĕ.
— Каç пулать-и е ман куçсем вăйсăрланчĕç-и? — ыйтрĕ вăл Святославран. — Епле пулсан та пирĕн шыв урлă тĕттĕмлениччен каçса ĕлкĕрмелле. Атя çĕклен, начальник, пăлансене пуçтарăр. Ăшăх вырăн, ман шутпа, çакăнтах пулмалла.
Святослав Всеволодовича ертÿçĕн куçĕсем вăйсăрланни пăшăрхантарма пуçларĕ.
— Ан хăра, ватă çын аташмасть, — хавхалантарчĕ ăна эвенк çулташĕн шухăшне тепле майпа ăнланса. — Купури урлă çеç каçса ÿкер.
Ăшăх вырăн тупса шыва кĕчĕç. Кунта Тарăнах мар, анчах шыв атă кунчинчен кĕрсе урана касса шăнтать, шыв айĕнчи яка чулсем çинче атă тĕпĕ йăкăртатса шăвать. Вĕсем тепĕр çыранран инçех мар пĕр пĕчĕк утрав пекки çине çитрĕç. Тата тепре вăй хурсан чиперех каçса ÿкмелле, анчах та юлашки утăмсем пысăк хăвăртлăхпа юхакан тарăн вырăнпа пымалла. Çавăнта кăна мĕн те пулин сиксе ан тухтăрччĕ. Святослав Всеволодович кăкăр таран сивĕ шывра, çырана тухма та инçе мар, анчах та юхăм ăна ураран ÿкересшĕн сĕтĕрет. Çакна сиссе пăлансем те асăрханса пыраççĕ. Эх, шуса ÿкес марччĕ çеç, хирĕлсе юхакан шыв ун чух сана самантрах Купури пырĕ патне илсе çитерет, унтан хăтăлассине ан та шутла вара: урăм-сурăм пысăк вăйпа пĕтĕрĕнсе юхакан урнă шыв сикки самантрах такама та чулсем çумне çапса салатать!
Сасартăк эвенк çавăтса пыракан чи кайри пăлан шуçса кайса чĕн пăявпа мăйракинчен çыхланса ÿкрĕ те… хăватлă юхăм ăна ытти пăлансемпе пĕрле анаталла юхтарма пуçларĕ. Святослав мĕнпур вăйне пухса пăлансене пулăшма васкарĕ, чĕн пăява ярса тытрĕ… Анчах кăлăхах хăтланчĕ вăл, юхăма тухнă пăлансене халь нимле вăй та тытса чараймасть. Акă ертÿçĕн пăланĕ те кайри урисем çине çĕкленсе эвенка шыва ÿкерчĕ…
Святослав хăй сисмесĕрех çывăхри çыраналла талпăнчĕ, чарусăр юхăм ăна çаплах вилĕм пырнелле сĕтĕрчĕ. Ĕнтĕ вăй та пĕтсе çите пуçларĕ, куç умĕнче тĕтре… Хăйĕнчен инçех мар шыв кăпăкĕ çинче эвенк алли тата пăлан мăйракисем тăраткаланса юхнине те аран курать.
Çыран хĕррине йăраланса тухсанах вăл эвенк юхнă вырăналла васкарĕ. Купури шывĕ тепĕр шывпа пĕрлешнĕ çĕрте виç-тăват чăрăшлă утрав пекки пур иккен. Пăлансем хăйсемех çав çăлăнăç утравне суйласа илнĕ, чĕн пăявпа тăлланнă ертÿçе те хăйсемпе пĕрлех унта сĕтĕрсе тухнă.
Николай пăлан персе ÿкернĕ чухне пуçĕпе чул çумне çапăннăччĕ, суранĕнчен халь юн сăрхăнать, хăй йăшăл та хускалмасть. Старик вилнĕ пулĕ тесе Святославăн сехри хăпсах тухрĕ. Хăй мĕнле вилĕм ытамĕнче пулнине те манса кайрĕ вăл. Эх, эвенксăр Джугджур тыткăнĕнчен хăтăлса тухас çук. Пăшалпа патронсем, апат-çимĕç хутаççисем юхса кайни те хăратмасть ăна. Николай, ертÿçĕ Николай çеç ан вилтĕрччĕ! Унăн пăшалĕ çурăмĕ хыçĕнчех.
Ертÿçĕпе пăлансене çырана илсе тухсан Святослав старике пулăшу пачĕ, юн тапса тăракан суранне шывпа çурĕ, хăйĕн аялти кĕпине çурса пусма татăкĕпе çыхса ячĕ. Тем вăхăтран тин эвенк сасă пачĕ. Ун сасси Святослав чĕрине самантрах чĕрĕ сывлăш вĕрсе кĕртрĕ, халь чи пысăк хăрушлăх хыçа тăрса юлнине ăнланса илчĕ вăл.
— Каç та пулса çитрĕ-им? Ай-ай, тĕттĕм, — сылтăм аллипе куçне темрен тасатма хăтланчĕ старик. — Пăлансем пур-и?
Икĕ пăланпа михĕ-хутаçсем юхса кайнине пĕлсен эвенк шăпланчĕ, хăй пăшăрханнине палăртасшăн пулмарĕ. Святослав каламасăрах хăйсем мĕнле инкеке лекнине лайăх пĕлет: апат-çимĕçсĕр, пăшал таврашĕсĕр кунта вилĕм аллине лекнĕпе пĕрех.
Тĕттĕм пулнипе пулманни çинчен тепĕр хут ыйтсан эвенк куçне темĕскер пулнине Святослав тинех тавçăрса илчĕ, тата хытăрах пăшăрханма пуçларĕ. Старик чăнах та ним те курмасть иккен. Ахаль те вăйсăрланнă куçĕсем, чул çине пуçпа çапăннăран-и, пач курми пулса тăнă. Тайгара суккăр ертÿçĕпе епле çÿрейĕн-ха вара? Святослав хăй тата кун пек лару-тăрура хăçанччен пурăнма пултарни çинчен хурланса шухăшларĕ ун чухне…
… Такам алăка шаккарĕ, директор хăй вырăнне пырса ларчĕ те тулти çынна кĕме юранине пĕлтерчĕ. Кабинета мастер кĕрсе тăчĕ.
— Святослав Всеволодович, мĕн пулнă сире? — директортан асăрханса ыйтрĕ мастер. — Чирлемерĕр пуль те, шурсах кайнă. Больницăна каймалла мар-и?
— Нимех те мар, иртнине аса илнĕрен нервăсем вăранчĕç пулмалла. Мĕн ĕçпеччĕ?
— Юлашки ушкăнра вĕренекенсем çителĕклех, конкурс иртсе пĕтрĕ, занятисене хăçан пуçлатпăр?
— Завуч мĕншĕн хăй килмерĕ? Вăл унăн ĕçĕ.
— Училищĕне килнĕ чухне вăл мана сирĕн пата кĕме хушрĕ. Хăй паян ĕçе килеймест, ачи чирленĕ. Актовăй зала ачасем пуçтарăннă, малашнехи çинчен пĕлесшĕн.
Директор аслă мастера хăй патне чĕнсе илчĕ.
Çĕнĕ группăра вăтăр тăватă ача, пурте конкурс витĕр тухнисем. Паянтан училище çĕнĕ специальноçа вĕрентме пуçлать, халиччен кунта çĕвĕ ĕçне вĕрентменччĕ-ха, çавăнпа та пулас çĕвĕçĕсене ырă çул сунма директор актовăй зала хăй те тухрĕ. Ачисемпе паллашмаллах, вунă класс пĕтернĕскерсем, хăйсене мĕнлерех тыткалаççĕ вĕсем. Саккăр пĕтернисене хăнăхнă ĕнтĕ, салтакран таврăннă каччăсене те лайăх пĕлет. Халĕ пуçтарнă группа пĕтĕмпех хĕрачасенчен тăрать. Мĕнлерехскерсем-ши вĕсем? Халь çамрăк хĕрсене мухтасах каймаççĕ.
Залра ларакан хĕрсем çине пăхатăн та — хăвна чечек пахчине кĕнĕн туятăн: хитререн хитре, чаплăран чаплă тумланса сăрланнă çамрăк хĕрсем илемлĕх конкурсне ирттерме хатĕрленсе килнĕ пек туйăнаççĕ. Пурте сăпайлă, тирпейлĕ пулнăран ушкăнра хулари чи тăрăшуллă та ĕçчен, пултаруллă хĕрсем çеç ларнăн туйăнать. Вĕсенчен пĕри те хăйсем çинчен усал калаттарассăн, йĕркене пăсассăн туйăнмасть. Авă лере, сылтăмра, Святослав Всеволодович асне тÿрех кĕрсе юлнă икĕ хĕр пуçĕсене чиксе именчĕклĕн лараççĕ. «Университета кĕреймен хайхисем», — тавçăрчĕ училище пуçлăхĕ.
Мастерсемпе преподавательсем пурте килсе çитсен хаваслă пуху пуçланчĕ. Директор çамрăксене вĕренме кĕнĕ ятпа саламларĕ, училищĕри йĕркесемпе паллаштарчĕ, унтан мастерсемпе преподавательсене сăмах пачĕ. Пурте йĕркеллĕ, вырăнлă сăмахсем çеç каланăран-и, çак группа пĕтĕм училищипех тĕслĕх кăтартассăн туйăнчĕ Директора. Вара вăл пурне те ăнăçу сунса коридора тухрĕ, спортзала каякан Егор Филимоновича тĕл пулчĕ, ăна алă тытрĕ.
— Çĕнĕ группа пухнă терĕç-и? — ыйтрĕ Якур.
— Пухасса пухнă-ха та, темле вĕренĕç ĕнтĕ. Яланах çапла вăл: пĕрремĕш кун пурте сăпайлă, тирпейлĕ, именчĕклĕ пек, каярахпа таçтан сиксе тухаççĕ пăтăрмахсем? Вĕренÿ çулне паянхи пек йĕркеллĕ пуçласа вĕçлемелле пулсан кам мĕн калĕччĕ? Çук, çав вĕренÿ çулĕ хушшинче пăтăрмахсем пулсах пыраççĕ.
— Ку ушкăнра хĕрачасем кăна, хăйсене йĕркеллех тытĕç-ха, — лăплантарасшăн пулчĕ Якур Директора.
— Темĕн… — иккĕленчĕ Святослав Всеволодович. — Тем пекехчĕ те… Сан ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ? Калаçмаллисем нумай, анчах вăхăт тупса çитерейместĕп. Вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче уйрăмах ним туса та ĕлкĕрме май çук. Талăксем йĕкĕр килсен те пурне те туса пĕтерессĕн туйăнмасть. Каçалапа, занятисем пĕтсен, хам пата киле пырса лар-ха, унсăрăн кунта пурпĕрех йĕркеллĕн калаçасси пулаймĕ. Эпир нумай пулмасть çĕнĕ хваттере куçрăмăр, пÿлĕмĕсем ирĕк, чăрмантаракансем пулмĕç. Ленинградран заданисем илтĕн-и-ха?
— Контрольнăйсен темисене ярса пачĕç, анчах та темле майпа çырмалла-ха вĕсене, манран пулмасть пуль. Унта темле ĕç те пур. Пулăшакансем пулмасан пĕччен ларса ĕç тухас çук.
— Хамăрăн преподавательсемпе мастерсем пулăшĕç. Вĕсемпе калаçса пăхман-и? Калаçмалла, пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ пирĕн училищĕре. Хăш-пĕринпе хам калаçăп. Заочно вĕренесси, чăнах та, çăмăлах мар, анчах та пуçна ан ус. Эсĕ кун пек йывăрлăхсене çĕнтеретĕнех, шансах тăратăп.
— Килте те аслă пĕлÿ илнĕ çын çук иçмасса.
— Ан пăшăрхан, хăвах алла илетĕн. Лена мĕнле пурăнать, Сергей?
— Кукка пултăм, арçын ача çуралнă.
— Ывăл апла? Сан пек спортсменах пулĕ-ха.
— Кам пулассине турă пĕлет.
— Старике курманни те пайтах пулать, мĕнле çÿрет? Сывлăхĕ йăшмасть-и?
— Тавах турра. Сывлăхпах çÿрет-ха. Тепĕр чухне эпĕ унран тĕлĕнсех каятăп.
— Мĕншĕн?
— Эпĕ астăвассах çак хурмă ватă, паян та çаплах, ним те улшăнман пек туйăнать мана.
— Куллен куç умĕнче пулнипе çапла вăл. Манран салам кала. Пĕр-пĕр каç пырса ларатăп-ха, вăл сăмахланине итлесе ларассăм килет. Хитре, ăслă калаçать старик. Ну, эпĕ кайрăм-ха. Якур, йывăрлăхсем пулсан вăтанса ан тăр, хам пата тÿрех пыр. Май çитнĕ таран пулăшăпăр. Ленăна та, Сергее те салам кала. Килччĕр, кĕччĕр ман пата, эпĕ вĕсене кĕтсе илме яланах хатĕр.
Святослав Всеволодовичăн малтанхи урокĕсем çук та, çавăнпа вăл мастерскойне кайса унти ĕçсене тĕрĕслеме шутларĕ. Анчах ун шухăшĕсене арпаштарса пÿлĕме Дашăпа Маша кĕрсе тăчĕç. Хăюллă хĕрсем Директора хăйсемпе тан хурса калаçаççĕ. Паçăр залра пуçĕсене усса ларакан хĕрачасем тесе никам та каламĕ. Элес-мелес тумланнинчен вĕсем тĕреклĕ çемьере пурăннине тавçăрса илме йывăр мар.
Вăл хĕрсене ларма хушса сăмах пуçларĕ:
— Университета кĕме пулмарĕ апла? Пирĕн патах килнĕ. Маттур, конкурсра çĕнтернĕ-ха хăвăр.
— Конкурсĕ — ерунда. Эпир университета кайрăмăр, унта миçе çул вĕренмелле те, ватăлсах кайăн. Кунта сирĕн çулталăк анчах вĕренмелле, çитменнине тата…
— Мĕн тата? — Даша сасартăк чарăннине ыйтрĕ директор.
— Пирĕн çывăх çыннăмăр та кунта ĕçлет, — Даша вырăнне каласа хучĕ Маша.
— Кам вăл?
— Кам пултăр, пирĕн Яша.
— Егор Филимонович-и?
— Ачаран пĕрле ÿснĕрен эпир ăна апла чĕнмен, пирĕншĕн вăл Яша-ха. Малашне, вĕренме пуçласан, пирĕн те çаплах каламалла пулать. Эпир ун йăмăкĕпе Ленăпа та çывăх тантăшсем, шкулта пĕр класра вĕреннĕ. Яшăсем патĕнчен тухма та пĕлмен.
— Ача чухне Ленăпа Яша хăйсем те килте сайра пулнă пуль-ха, — юриех шахвăртса каларĕ директор, вĕсен ашшĕпе амăшĕ пĕрмаях ÿсĕр пулнине витĕр пĕлекенскер. Вара вăхăта сая ярас мар тесе хĕрсем мĕн çăмăлпа килнине пĕлесшĕн пулчĕ.
— Шупашкарта пирĕн пĕр тантăш пур, — ăнлантарма пуçларĕ Даша, — килĕнче пурăнма çав тери кансĕр ăна: ашшĕ хăйĕн мар. Çакăнта сирĕн училищĕне вĕренме кĕрсен общежитире вырăн пулĕччĕ те…
— Ытти училищĕсенче те вырăнĕ çук мар пуль-ха та…
— Пирĕнпе пĕрле вĕренесшĕн, — калаçăва хутшăнчĕ Маша та. — Лайăх хĕрача, пианино калать. Эпир унпа тĕлĕнмелле концерт лартса пама пултаратпăр, училищĕне часах чапа кăларăпăр.
— Сирĕн группăна урăх çын кирлĕ мар-çке, — тÿрех хирĕçлесрен пăрăнчĕ Святослав Всеволодович. — Ытти специальноçпа вĕренсен кăна. Малярсен группине çын кирлĕччĕ пулас, тĕрĕслесе пăхас пулать. Кайса пăхăр-ха унта.
Директор малярсен группине мĕнле майпа тупмаллине ăнлантарса пачĕ те шухăша путрĕ. Мĕншĕн-ха хĕрачи хăй килсе калаçмасть? Мĕншĕн çак шывçийĕсене хушса янă? Ашшĕ хăйĕн мар, эрех ĕçет, пĕрмаях хĕрачана хирет теççĕ… Кун пек тĕслĕхсем кашни утăмрах ĕнтĕ халь… Анчах та хĕрачи хăй айăплă пулсан? Мĕншĕн тăван килтен тухса тарасшăн вăл?
Çапла çав, тепĕр чух вĕренме илетĕн те вĕсем пеккисене, тепĕр уйăхранах ÿкĕнмелле пулса тухать. Вăтаннă пек тыткалакан ачасемех йĕркене пăхăнмасăр хăйсен тем тĕрлĕ хăтланăвĕсемпе кайран чуна илеççĕ. Анчах вĕренес текен çынна мĕнле йышăнмăн?
Пĕрремĕш урок вĕçленеспе директор Якур патне спортзала кайрĕ. Меллĕ самант тупса кунта вăл Дашăпа Маша çинчен ыйтса пĕлчĕ. Мĕнлерех хĕрачасем вĕсем? Шкулта мĕнле вĕреннĕ, урамра мĕн хăтланаççĕ? Ашшĕ-амăшĕ кам?
Якур хĕрсене мухтамарĕ, килте иртĕхтерсе яни çинчен каласа пачĕ. Ленăна Раскольниковпа явăçтарса типшар кăтартма тăни çинчен те аса илчĕ. Анчах та унтанпа вăхăт самаях иртнĕ, тен, халь кăштах ăса кĕнĕ? Унтанпа Лена та ача амăшĕ пулса тăчĕ ĕнтĕ. Темĕн каламалла? Çитменнине, Маша çине тăрсах Якурпа туслă пуласшăн, хыçĕнчен йĕрлесе çÿренĕ пек йăртлатать, пĕр кĕтмен вырăнта, кĕтмен çĕрте ун умне пере-пере тухать. Чăнах та юратса пăрахнă пулсан? Чун-чĕрене сăмахпа итлеттереймĕн, вăхăт çитсен вăл хуçине пăхăнмасăрах арасланса каять. Çакăн пек самантра çамрăксем улталанаççĕ те ĕнтĕ, кайран тÿрлетсе пĕтерме çук йăнăшсем тăваççĕ, çавăнпа та Якур халлĕхе Машăна тÿррĕнех сирмест-ха. Тĕл пулмассерен ăслă та вырăнлă канашсем сĕнет, епле пулсан та кÿрентермесĕр хăй çумĕнчен айккинелле пăрма тăрăшать. Тăрăшать те çав — усси сахалтарах, хĕрача хăйĕннех тăвать. Пĕркунхине, ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне, каччăна хăйсем патне чĕнчĕ, арлă-арăмлă пек пурăнма сĕнчĕ… Нивушлĕ кашни юратакан хĕр çапла хăтланать? Якур ку енĕпе ăна-кăна пĕлекен каччă мар та — ним калама та аптăрать. Ольăсăр пуçне никампа та юрату çинчен калаçса курман вăл. Тен, ытти çамрăк хĕрсем те хăйсене Маша пек тыткалаççĕ?
Кам пĕлет?
Тулта çил-тăман çавăрттарма пуçларĕ. Ытар мучи выльăх-чĕрлĕхне апат парса кĕчĕ те хуран патĕнче кăштăртатакан Елюка Любăсем патне пĕрле кайса килесси пирки каларĕ.
— Кăçал хĕл ир ларать, сивĕ пулать, юр сахал çăвать.
— Халăха ахаль те йывăр, — апатне антарнă май калаçрĕ Елюк, — тата хĕлĕ те сивĕ, юрсăр килсен кĕр тыррисене шăнтса пĕтерет вĕт.
— Тырăсене кăна-и? Улма-çырла йывăççисене те пĕтерет. Халăх йывăрлăха сиссе асать пуль-ха, мачиснай. Паян Любăсене чăпăрккапах хăваласа килĕпĕр, унсăрăн пирĕн пата куçмаççĕ ĕнтĕ. Миçе хут каламалла?
— Ытла та сăпайлă хĕрарăм, — Любăна мухтаса илчĕ Елюк, — çынна кансĕрлесе çÿресси тет. Пĕркун унпа вăрахчен калаçса лартăмăр. Качакипе чăххисене балкон çинче хĕл каçарасси пирки калаçать. Ун пекки халиччен ăçта пулнă? Çĕр варринче балкон çинче автан авăтса ятăр-ха…
— Çук, паян хамăрпах илсе килĕпĕр. Хулари хваттертен кирлĕ япаласене куçарса пĕтертĕмĕр, вутă-шанкă çителĕклĕ, выльăх апачĕ çăва тухма çитет. Пÿрт-çурт ирĕк, ачисене чупмалăх пур, тата мĕн кирлĕ? Атя апатланар та кайса илсе килер çавсене, мачиснай.
— Кунтах хĕл каçатпăр пулсан хулари хваттер пушă тăтăр-и?
— Ленăпа Сергей часах хăйсен хваттерне куçаççĕ. Якура авлантарса яратпăр та, пурăнччăр çавăнта. Эпĕ хваттерте пурăнаймастăп, чун канмасть. Виличчен юлашки кунăмсене çакăнтах ирттересчĕ. Санпа пĕрле.
— Хăвăнне ху пĕл, Ытар, — именсе каларĕ карчăк. — Хамшăн çывăрма шанчăклă вырăн пулнишĕн те çĕрĕпе саншăн кĕлтуса выртатăп. Паян ăçта кайса пуçа чикмеллеччĕ?
— Маншăн мар, хăвăншăн кĕлту, Елюк. Епле пулсан та çак тĕнчене пĕрле пăрахса каясчĕ. Ай, арăмсăр начар! Улюна вилсен темиçе хут та ун патне кайма майлашнă эп. Ватă çын авлансан, çавна та арăм кирлĕ-ши тесе кулаççĕ çамрăксем пачах урăххи çинчен шухăшласа.
— Куттăрăн — кут шухăшĕ ĕнтĕ. Арăм вăл ача çуратма кăна кирлĕ-ши? Килте сăмах улăштарма та çын кирлĕ.
— Пĕччен пурăнман, çумра яланах Ленăсем пулнă, анчах та вĕсемпе калаçса чуна пусарма çукрах çав, кăвакал айне чăх чĕпписем янă пек. Эсĕ шывалла чăмасшăн, вĕсене, чăх чĕпписене, шыва кĕме юрамасть. Арлă-арăмлă çын пĕрле пурăнса пĕрлех вилмелле. Юрать-ха, çÿлти атте мана санпа тĕл пултарчĕ.
— Кунпа çĕр иртнине те сисместĕп, куçсем те ыратмаççĕ халь, Ытар.
— Кунĕн-çĕрĕн йĕнĕрен ыратнă сан куçусем. Ватă куçа нумай кирлĕ-и? Атя пурăнар-ха нумаях юлман пулсан та. Эсĕ ăçта иккенне ачусемпе мăнуксем пĕлеççĕ-и хуть? Килен-каян пулманран калатăп. Шыраса ан ывăнччăр тата.
— Шырама терĕн, — саппун аркипе куçне шăлса илчĕ Елюк кинемей, — эпĕ ăнсăртран пырса тухасран хăраса пурăнаççĕ-тĕр-ха. Килтен тухса кайнă кун калинккерен тухнă чухне кинĕм мана кутран тапрĕ те: «Çак хапха умĕнче урăх уру йĕрĕ те ан пултăр, нихăçан та! » — терĕ. Унтан, юлашкинчен, пĕр татăк çăкăр ыйтрăм та, чулпа печĕ. Çăкăрне выçă вилесрен хăраса мар, хăйсен сывлăхĕшĕн кĕлтуса çийĕп тенĕччĕ. Пулмарĕ, телей пе-хиллеймерĕм, мăнуксене шел.
— Ывăлу арçынахчĕ-и? Мĕнле ланчашка пулнă вăл, амăшне те хÿтĕлейменскер?
— Хÿтĕленĕ, темиçе хутчен те. Ман хута кĕнĕшĕн милиционерсем тытса каятчĕç… Аран-аран тĕрмерен çăлса хăвартăм. Судра çапах та мана ĕненчĕç, кинĕм епле çине тăрса хуптарасшăн пулсан та ман майлă пулчĕç, сумсăр карчăк темерĕç.
— Саккун хушнинчен иртмен, çавна кала. Халь санпа мана пăхса тăмаççĕ.
— Мĕншĕн? Ĕртиван Наçтукĕ упăшкине ним çукранах виçĕ çула хуптарчĕ, тĕрĕссипе, хăйне хупмаллаччĕ.
Апат хыççăн ватăлнă кĕптĕрккесем Любăсем патне пырса çитрĕç. Кил хуçи шăпах ĕçрен килнĕ, чашăк-тирĕк пуçтаратчĕ. Хăнасем килнĕшĕн пĕрре савăнса, тепре вăтанса уткаларĕ вăл пÿлĕмрен пÿлĕме. Çывăх çыннисем килни савăнтарчĕ пулсан — хăнасене чыс кăтартса сĕтел хушшине чĕнме пултарайманни пăшăрхантарчĕ пулас тараватлă çынна.
Вăрахчен калаçса тарăхупа тулнă кăмăлĕсене пушатрĕç, иртнĕ кунсене, ялти пурнăçа аса илсе пĕрре савăнчĕç, тепре хурланчĕç. Люба çаплах куçса кайма хапăл тумарĕ-ха. Халиччен çын патĕнче мĕскĕнленсе пурăнманран çапла хытă тăчĕ пулас. Выльăх-чĕрлĕхе мар, ачисем ватă çынсене тăвăрласран шикленчĕ. Ача-пăча тени иртĕхме, тĕпĕртетсе выляма юратать, ватăсем вăл пурнăçа тахçанах манса кайнă. Ун пек те, кун пек те юрамĕ. Паллах, Ытар мучи хăй кăмăлсăрланнине палăртмĕ, ытла пиçĕ çын. Темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ, анчах пĕтĕмпех хăй ăшĕнче тытса тăрать. Люба хăйĕн çемйи ватăсене кансĕрлессине лайăх пĕлет. Ачисем чамаран ытлашши шуй мар та…
Каçалапа çапах та пурте пĕрле пухăнса, качакине, чăххи-чĕппине ертсе хула хĕрринелле утрĕç. Чăхсем хупнă клеткăсене йăтнă ачасене ним те кирлĕ мар, хăйсем те сурăх путеккисем пек сиккелесе, выляса пыраççĕ. Пурнăçра мĕн пулса иртни вĕсемшĕн вăйă-кулă кăна.
— Люба, ку клеткăсене ăçтан тупрăн? — ыйтрĕ Елюк пралук çатанран пуçĕсене кăларса, тĕлĕнсе пыракан чăхсем çине пăхса. — Ай, вырăнлă япаласем.
— Магазин хуçинчен ыйтса илтĕм, — çаплах салхуллăн пăхрĕ Люба шавлă ачасем çине. — Сĕт-турăх савăчĕсене лартмалли ещĕксем, çавсенчен майлаштарса турăм. Ача-пăчасем хĕлле çунашка вырăнне те сĕтĕреççĕ вĕсене.
— Чăхсем валли ятарласа тунă читлĕхсем пек, — кулкаларĕ старик. — Часах вĕсене витене ирĕке ярăпăр, мачиснай. Автанĕ авăтать-и?
— Йăлăхтарсах çитерет. Кÿршĕ арăмĕ темиçе хут та ятлама каçрĕ, кĕçĕр канса çывăрĕ.
— Вăл хĕрарăм ялта пурăнса курман пулĕ, — çавăтнă качакине малалла утма хистет Елюк кинемей. — Мана вара автан сассине илтсен тин пурăннă пек туйăнать. Выльăх-чĕрлĕх сассисĕр пурнăç — пурнăç-и!
— Пĕр автанне пусмалла пулать, — хĕрарăмсен калаçăвне татрĕ мучи. — Икĕ автан пĕрле килĕштерсе пурăнаймĕç.
— Пирĕнне пусса çийĕпĕр, — килĕшрĕ Люба. — Эпĕ хам та ăна тахçанах пусасшăн, чăхсене хуçа кирлĕ тесе кăна пурăнтăм. Арçын вăл çемьере начар пулсан та кирлех, хамăн пурнăçранах пĕлетĕп. Халь кăна, Данил тĕрмене кайсан, ăнланса илтĕм çакна. Унччен ăна ним вырăнне те хуман, арçынсăрах шик! шăхăрса пурăнма пулать тесе шухăшланă. Çук иккен, турă пурнăçа çав тери пĕлсе тунă.
— Кашнин хăйĕн вырăнĕ пур, — мăкăртатса илчĕ мучи.
— Аван-и, начар-и — арçын пурпĕрех çĕлĕк тăхăнса çÿрет.
— Арçынсăр пурнăç — кĕсменсĕр кимĕ пек, — старикпе килĕшрĕ карчăк та. —Çил-тăвăл хумхантаракан шывра ким-мÿне кĕсменсĕр тытса пыр-ха — самантрах путса вилетĕн.
Пĕр шухăшламан çĕртенех Ытар мучи çурчĕ çапла ача-пăча сассипе тулса ларчĕ, кил хуçин кăмăлне шутсăр çĕклерĕ. Пÿрт пĕренисене те чун кĕнĕн туйăнчĕ. Çапла çав, чăваш çыннин килĕ-çурчĕ ĕмĕртен ача сассипе янраса пурнăçа чĕрĕлĕх кÿнĕ, мал ĕмĕт çуратнă, йышпа пурăнма вĕрентнĕ. Çакă çитмест иккен паянхи чăваш килĕнче.
Кам мĕнле те, Любăн виçĕ ачинчен телейлĕреххи паян кунта никам та çук: Ытар мучи ятарласа лартса панă сахăр савăтне хура шăнасем пек сырса илнĕ те, мăнтарăнсем, чейпе йĕпетнĕ çăкăрпа пусса сысна çурисем пек чаплаттарса çиеççĕ. Пылак апата вĕсем епле тунсăхлани пĕрре пăхсах паллă. Паянхи кун ача-пăча сахăр-пĕремĕкшĕн каплах тунсăхламалла та мар пек ĕнтĕ.
Ĕçрен таврăнакан Якура кĕтмен çĕртен сиксе тухнă Даша чарса тăратрĕ. Çав тери вăтаннă хĕр пек пуçне усса, хăюсăррăн сывлăх сунчĕ. Каччă сывлăх суннă хыççăн малалла иртсе кайма тăнăччĕ — хĕр айккинелле пăрăнмарĕ. «Тата мĕн кирлĕ-ши çакна? » — шухăшларĕ Якур ирĕксĕрех чарăнса. «Ним сăлтавсăрах епле тĕксе ярăн? Мĕншĕн пĕччен тата? Ялан Машăпа пĕрле çÿретчĕç».
Çак хĕрсем çинчен Ленăпа калаçнă хыççăн каччăн пуçĕнче урăх шухăш хуçаланать халь. Лена вĕсене иккĕшне те юратмасть пулсан, сăлтавĕ те пур пуль ĕнтĕ, анчах мĕншĕн вĕсем çинчен мĕн пĕлнине йăлтах каласа парасшăн мар-ши йăмăкĕ? Тепĕр тесен, пурне те пĕлмессе те пултарать вăл, Лена халь çемьеллĕ çын. Тантăшĕсем çинчен ытларах çын çинчи сăмах-юмахран пĕлет пулмалла. Çын сăмахĕ çырмасăр Çĕпĕре ярать тет Ытар мучи. Ют çинчен юмах ярасси ытла кăткăс ĕç мар: йĕп вăрланă тесен, ыранах лаша вăрланă тенине илтме пулать. Çын сăмахĕ нÿхреп çăварĕ мар, хуплашкапа витсе хураймăн, çăрапа питĕрсе илеймĕн.
Çапах та хĕрсем тăтăшах хăй тавра çапла явкаланса çÿрени темле вăрттăнлăха систернĕ пек туйăнать физкультура преподавательне. Ытла сĕмсĕррĕн çыпçăнакан хĕртен чун хăвăрт писет иккен. Юрату мĕн иккенне лайăх ăнланса витĕр куракан çын, каччă шучĕпе, нихăçан та çав таса туйăм çинчен чакак пек пĕр вĕçĕмсĕр чакăлтатса çÿремест. Кусемпе тĕл пулма хăрамалла: урăх ним çинчен те сÿтсе явмасăр вĕçсĕр-хĕрсĕр вырăн çинчи юрату çинчен кăна йăпăлтатаççĕ. Пурне те пĕлеççĕ тата, калăн, çуралнă кунтанах секс кĕнекине вуласа практика ирттернĕ.
— Машăна йĕртсе, хуйхăртса вĕлеретĕн вĕт, Яшенька! — каччă таçта пăрахса тарасран хăранă пек ăна хулĕнчен çатăрласа тытрĕ Даша.
— Çынна хуйхăртмалли ĕç пачах туман пек туйăнать-çке хама? — ĕненмерĕ Якур хĕре.
— Юратать вăл сана, вутсăрах çунать!
— Эпĕ ним тума та пултараймастăп, — пуçне пăркаларĕ Якур.
— Вăл санран ним те ыйтмасть вĕт.
— Апла мĕншĕн вутсăрах çунмалла? Эпĕ ăна хамăн юратнă хĕр пуррине тахçанах каланă.
— Сан хĕрÿ унта качча тухнă терĕ-çке?
— Кам каларĕ?
— Лена каланăччĕ, эсĕ Машăна та каланă терĕ. Ленăпа эпир ачаранах туслă, çавăнпа та сана çапла хытă юрататпăр пулас. Маша çывăх юлташ пулмасан сана хамран вĕçертместĕмччĕ те-ха… Атя, Маша телейлĕ пултăр ĕнтĕ. Эсĕ ун упăшки пулсан… Иксĕмĕр пĕр упăшкапа та пурăнма хатĕр эпир.
— Упăшки килĕшмесен? — юриех сÿпĕлтеттерме шутларĕ хускалса кайнă хĕре Якур. — Арçынсем те пурте пĕр пек мар. Машăпа эсир кăна таçтан пĕр пек ăслисем тупăннă. Ик-виçĕ арăмпа халь пирĕн чăвашсем мар, ислам тĕнне тытакансем те пурăнмаççĕ пулĕ. Чăвашăн пĕр харăсах темиçе арăм пулнине илтмен те. Историре те, илемлĕ литературăра та вуламан.
— Пăх-халĕ эсĕ ăна? — тĕлĕннĕ пек тума хăтланчĕ йĕкĕлтеме шутланă хĕр. — Эсĕ хăçантанпа вулама пуçланă вара? Шкулта вĕреннĕ чухне сана кĕнеке вулама мар, хушаматна та çырма пĕлмест тетчĕç.
— «Тет» хыççăн кайсан шыва кайса вилнĕ тет. Кăçал эпĕ Ленинградри физкультура институтне вĕренме кĕтĕм, заочно. Унта вулама-çырма пĕлменнисене илмеççĕ. Чи малтан сочинени çыртарчĕç.
— Тĕлĕнтерсех пăрахрăн, Яшенька, ăсран тайăлтартăн эс мана! Маша кун çинчен пĕлсен вилсех каять пуль? Капла та…
— Ну, Даша, эпĕ васкатăп, хăшне-пĕрне кайран калаçма хăвар.
— Маша патне кĕрсе тухмастăн-и?
— Тепрехинче, пушă вăхăт пулсан.
— Кайран ÿкĕнмелле ан пултăр, Яша, асту! Иртенпех сана кĕтсе ларать килĕнче пĕчченех, амăшĕсем пĕр эрнелĕхе командировкăна кайнă.
— Что-то сирĕн иксĕрĕн те çине-çинех улах пула пуçларĕ юлашки вăхăтра. Мана вăл мĕншĕн кĕтмелле, эпир унпа юрату çинчен калаçмăпăр тенĕччĕ-çке. Нивушлĕ эсир халиччен хулара каччă тупайман?
— Машăна хирĕçлетĕн пулсан мана юрат эппин, — ахаль те сĕмсĕр Даша ытларах та ытларах хăюланса, Хĕрсе пычĕ, сарлака кăкăрлă каччăн хĕвнелле вĕри сывлăш сывларĕ.
— Ман хамăн юратнă хĕр пур, часах вăл пирĕн хулана килмелле, — çилленмех пуçларĕ каччă.
Малтанах Якур хĕрсем çакнашкал хăтланнисене шÿт тунă пек ăнланчĕ-ха, анчах Даша та хистесех хăйне юратупа киленме сĕнсен, намăса мансах çылăха кĕме илĕртсен чиперккесем ача-пăча вăййи выляманнине тавçăрса илнĕ пек пулчĕ. Анчах çак пикесем юрату çинчен ĕнентерме тăрăшнин сăлтавне вăл тавçăрса илеймерĕ. Мĕншĕн çак териех унпа çыхланасшăн вĕсем? Унран мĕн кĕтеççĕ? Самантлăха киленсе юлассишĕн çеç çаплах куçа кĕрсе сĕмсĕрленмеççĕ пулĕ ĕнтĕ? Апла тесен çак хитрескерсен аскăн вутне Сÿнтерес ĕмĕтпе çÿрекен арçынсем сахал-им?
— Даша, сирĕн шанчăклă каччăсем тупмалла, — сĕнÿ пачĕ Якур. — Мана кĕтсе усси çук: часах Оля килет. Ун хăлхине кĕрсен вăл мана мĕн калĕ?
— Качча тухнă хĕрĕн калама совеçĕ çитĕ-ши? Эсĕ каччă, сана темех калас çук. Каччăн хĕрсем патне çыпăçасси ĕмĕртен пыракан йăла. Хулара йĕркеллĕ çамрăк та çук. Юрать-ха дискотекăна Шупашкартан килеççĕ, унсăрăн кичемпе вилсех кайăн. Эсĕ салтакран килсен савăннăччĕ.
— Çав Шупашкар каччисемпе паллашăр апла.
— Вĕсем кĕрхи хĕвел пек кăна курăнса каяççĕ. Пире кунĕн-çĕрĕн хамăрпа çÿрекенни, куç умĕнчен кайманни кирлĕ. Çавăнпа университета каймасăр училищĕне вĕренме кĕтĕмĕр, çын куласран та хăрамарăмăр. Эсĕ унта ĕçленипе çапла турăмăр.
— Эсир мĕншĕн çын куласран хăратăр, вĕреннĕшĕн-и? Ăнланмастăп.
— Мĕн ăнланасси пур унта. Училищĕре кам вĕренет? Мĕнпур дебил! Хулара çапла «сумлă» ят çÿрет вĕсем çинчен.
— Ленăпа эпир те дебилсем апла? Училищĕре вĕреннĕ-çке!
Даша ăнăçсăр сăмах каласа янине çийĕнчех тавçăрса илчĕ те йăнăшне тÿрлетме васкарĕ.
— Ленăпа эсир пачах урăх сортлă çынсем, — çавна май чуптусах илчĕ йĕкĕте хăй. — Эсир… тăлăх пулнăран кăна унта вĕреннĕ. Апачĕ те, тумĕ те янтă, тăрăшса вĕренни те кирлех мар…
— Унта вĕреннĕшĕн эпĕ турра тав тăватăп, Лена та çавнах калать. Училище мана чăн-чăн çын турĕ. Физрук пулман пулсан тĕрмене те лекнĕ пулăттăм. Лекнĕччĕ ĕнтĕ, мана та Моряк хыççăнах унталла уттарнă пулĕччĕç. Училищĕре ман пурнăçа ăнланса илчĕç, тĕрĕс çул çине тăма пулăшрĕç. Чипер юл, Даша, Машăна манран салам кала. Университет пĕтернисене шырамалла сирĕн, ман пек училище пĕтернĕ дебилсем чаплă хĕрсене кирлĕ мар, — хĕртен уйрăлса килнелле утрĕ Якур.
Ним чĕнмесĕр, шăлне шăтăртаттарса вăрахчен хускалмасăр тăчĕ Даша пушаннă тротуар çинче. Тăвăлса çитнĕ çиллине шăмараймасăр лачлаттарса сурса хучĕ. Кама çилленчĕ-ши вăл? Каччăна е тÿрмен сăмах лаплаттарса хунăшăн хăйне хăй ятларĕ? Якур ПТУра вĕренни унăн вичкĕн ăс-тăнĕнчен епле тухса ÿкнĕ-ши? Пуçĕ каплах шăтăк пулакан марччĕ-çке?
Якурĕ тата! Салтакран мĕн таранччен мăнкăмăлланса таврăннă! Спортсмен имĕш, спорт мастерĕ. Пурăнан пурнăçра мĕн тума кирĕ вăл? Арăмне хĕнеме-и? Арăма ватма, хĕнеме спортпа туслашманнисем те пултараççĕ, нимле разряд та кирлĕ мар. Ашшĕне мĕншĕн аса илмест? Спортсмен та пулман, пурпĕрех пурне те чĕтретсе тăнă. Якура хăйне мĕн чухлĕ патак çитернĕ-ши? Нивушлĕ çавсене вуçех манса кайнă, çĕтĕк çатан? Машăна мĕн каламалла халь? Эсĕ пултараймастăн тесе тĕлпулăва та ямарĕ, хăй килчĕ. Нивушлĕ çав ыйткалакана хăйĕнчен култарать? Çу-у-у-к-к! Ун пекки халиччен пулман. Малашне каччă ластанки патне килне çÿреме тытăнмалла. Сергей больницăран таврăннăранпа хваттерĕнче пĕчченех пурăнать иккен. Телейлĕ хăйсем: Ленăсен те, Якурăн та уйрăм хваттерсем! Паян хваттер илесси ача вăййи мар, пенсие тухиччен ĕçленисем те хваттерсĕр юлнисем нумай. Çав пăсара кутлă старик мĕн курать-ши вĕсенче? Ачисем ача пулин! Ватă кăркка авланса янă теççĕ.
Нивушлĕ арçын ватăлса виличченех… Хăй çине пăхсан, çĕрле урамра курсан хăрасах вилĕн. Шăмми-шаккине сарăхнă тирĕ кăна тытса тăрать. Вилме маннă шăм-шак хутаççи!
Алăкран пырса кĕрсенех каччăна ыталаса илме хатĕрленсе тăнă Маша, тантăшĕ пĕчченех пырса кĕрсен, шутсăр çилленнĕрен çурăлса кайма патнех çитрĕ, ним тума аптăраса алăкăн-тĕпелĕн уткаларĕ, читлĕхри тигра аса илтерчĕ.
— Килмерĕ-и? — тантăшĕ патне пырса аллине татса илесле чăмăртарĕ вăл. — Çаплах пулĕ терĕм, ытла вăрах тăтăн. Ÿкĕте кĕмерĕ-и? Мĕн пулнă, кам ылмаштарнă çав ыйткалакансен пуçне? Епле мăнкăмăлланса кайнă, хăйсем те мар. Якурĕ кăна мар, Лени те хăйне улпут майри вырăнне хурать. Эрех-сăра каяшĕсем!
Эх, хĕрсем, хĕрсем! Хăш улăхра, хăш вăрманта çав териех тÿсе тултарнă эсир кăмăл-туртăм хутаççине кăра курайманлăхпа? Хăвăра çуратса ÿстерекенсем вĕрентрĕç-ши сире е шкулта çав териех ăса кĕртрĕç-ши? Урамри карма çăварсем тĕслĕх пачĕç-и? Калаканăн çăварне карта тытса чараймăн. Çук, çуратса ÿстерекенсемпе шкулта ĕçлекенсем курайманлăх кĕлтине салатма, çилпе вĕçтерме çеç вĕрентнĕ сире, карма çăварсем те, йытă вĕрнĕ пек, çиле хирĕç тăрса хамлатнă. Хурăнташăрсем те хăйсен тăванне начара хăварасшăн кĕççе питленмен. Кам сирĕн вĕри юнăра хура юн хутăштарнă, кам сирĕн вĕри чĕрĕрсене пăрлантарма пуçланă? Мĕншĕн ăшă кăмăлпа телей сунса пăхмастăр эсир хăвăрăн пĕлĕш-тантăшăрсем çине? Мĕнле сиен кÿчĕç вĕсем сире, пурнăçăрта мĕнпе такăнтарчĕç?
Хĕрсем пачах урăххи çинчен шухăшлаççĕ. Айванлăхпа ача-пăчалăх тухса пĕтеймен пуль вĕсенчен? Унсăрăн пурнăç çине урăх куçпа пăхнă пулĕччĕç. Халь вĕсенче юрату туйăмĕ те амаланайман, пурнăç тути те тĕвĕленеймен. Пурнăç тени вĕсемшĕн вăйă-кулă, камит çеç. Малашне ун суранĕ епле ыратма пултарнине, тепĕр чухне çав тертлĕ асапа сиплеме майĕ-шывĕ те çуккине ăнланма тăрăшмаççĕ. Пурнăç лавне атте-анне сĕтел çине хатĕрлесе панă апат-çимĕç вырăнне çеç хураççĕ: антарса панă сана, çи хырăму урлă кайиччен! Каçхи апат çинчен ан шухăшла — сана выçă хăвармаççĕ.
Арçынсемпе хĕрарăмсен прави пĕр тан тени те пăсать пулмалла сире, хĕрсем. Эсир паян каччăсенчен нимпе те кая юласшăн мар тапаçланатăр, хăвăрăн ачашлăхăрпа чунлăхăр çинчен, тĕнчене этемлĕхĕн несĕлне малалла тăсма килни çинчен лĕм те шухăшламастăр, аркă çинче ача сиктерессине пиле те илместĕр, анне тенĕ сăваплă ята илтессишĕн хыпса çунмастăр. Çав вăхăтрах, АННЕ ята илтекен çеç тĕнчере телейлĕ иккенне пĕле тăркачах, арăм рольне чăн-чăнах выляса иртĕхетĕр! Арçынпа тан праваллă тени каччăсене пусмăрлăр тенине пĕлтермест, шăлавар-çĕлĕк тăхăнса хăвăр мĕн пĕлнĕ çавна тăвăр тени те мар вăл. Ăçта, хăш çул çинче ÿкерсе хăвартăмăр-ши эпир хĕрсен сăпайлăхне, чыслăхне, ачашлăхпа чĕре ăшшине?
Нивушлĕ çав пĕртанлăх лавĕ çине пăрахса утиле ăсатрăмăр-ши вĕсене? Çутçанталăк хĕрарăмпа арçынна ÿт-пÿ енчен те уйрăм тунă-çке, мĕншĕн эпир çавна ăнланса илейместпĕр-ши? Çутçанталăк вăл хăй туса хатĕрленĕ япаласене пăснăшăн, урăх-латнăшăн каçармасть. Унăн кашни тусан пĕрчи хăй вырăнĕнче, çав йĕркене нихăçан та пăсса арпаштарас марччĕ пирĕн: арçынсем — атте, хĕрарăмсем — анне ятпах юлччăрччĕ çакă тĕнчере! Çавăн чухне тин пирĕн асап курасси чакĕччĕ кăштах.
Хĕрсем! Пуласлăх çине куç хупса пăхма кам вĕрентнĕ сире? Кĕсри хыççăн тихи чуптăр, ĕни хыççăн пăрушĕ чуптăр тесе çуратнă сире çак тĕнчене. Каç пулсан каçан сиктернипе кăна мар, пурнăç çулĕпе утма ялан çиле май кăна пулмасть. Атте-анне сĕтелĕ çинчен мĕн тутлине çисе выртнипе кăна мар, тар юхтарса, вăй хурса тупасчĕ хамăра çимелĕх. Çавăн чухне тин пурнăç мĕн иккенне чухлакан пулăпăр-и?
— Атя Лена патне каятпăр, — темле шухăш пырса кĕчĕ Даша пуçне. — Сергейĕ халь килте пулмасса та пултарать. Ачине курăпăр, утьăкка сиктерĕпĕр.
— Ман унăн тĕсне те курассăм килмест, ячĕ те хăлхана çĕртет. Аттепе анне яланах çав ланчашкана тĕслĕхе хураççĕ: имĕш, тăлăх ÿснĕ, сăпайлăхне çухатман, вăхăтлă та вырăнлă качча тухнă, ывăл çуратнă, — йĕрĕнчĕклĕн кулса, амăш пекех тăста-рарах калаçрĕ Маша. — Чихала я çав ланчашкан скромноçĕ çине! Родиона кăна çилĕ килет: мемме, çавăнта Ленăн чыслăхне варалайман.
— Уншăн эпĕ те çилленетĕп тĕрме пыйтине, — килĕшет Даша. — Чăмласа панă апатне çăтса ярайман, çăкăр мурĕ. Килте мана та çав Ленăна тĕпе хурса чуна илеççĕ, эрленсех вилĕн! Хĕрĕ хĕр пулсан татахчĕ! Ни калаçма, ни кулма пĕлмест, калăн, чунсăр çын. Чăнах та, пĕрле чухне мĕнпур каччă ластанки ун çинчен куç илмеççĕ, калăн, пылпа сĕрсе янă çав шăршă-маршă-на. Якурĕ тата! Сăмсине пĕлĕте çити каçăртнă. Эпир вăл кам иккенне пĕлмесен татахчĕ.
— Ăнлантарас пулать вĕсене, йăлăхтарса çитерчĕç. Пăнчă лартма вăхăт. Атя-ха кайса курар çав идеальнăй красавицăна. Халь пирĕнпе калаçасшăн та пулмĕ-и? Пĕлетĕн-и, ман пуçа урăх шухăш пырса çапрĕ.
— Мĕнлескер тата?
— Сергейне Ленăран туртса илсен?
— Ан калаç, милиционер вĕт вăл. Хĕр тамашипе илĕртсен те саккуна пăсас çук. Ан çыхлан, темĕн курса тăрăн.
— Айван эсĕ, Даша. Нивушлĕ эпĕ арçын чĕрине пĕлместĕп? Стоит захотеть… Ман ытамра чун çеç мар, чул та ирĕлсе кайĕ.
— Темĕн çав. Милицире вăл чи хастарри пулнă вĕт.
— Милицире хастар çын ытти ĕçре те хастар… Курса тăрăн, эпĕ ăна хам енне çавăратăпах. Эсĕ Якурна кăна ан вĕçерт.
— Лена çинчен аскăнчăк ятне ярасчĕ. Пирĕн леш, Канашран килни, пур вĕт-ха, пуçне ниçта чикеймесĕр çÿрет, çавна хĕтĕртес. Лена пеккисене самантрах майласа хурать.
Тантăшсем чи чаплă тумĕсене тăхăнса, чи хитре сăрсемпе сăрланса урама тухрĕç. Çанталăк çуллахи пулмасан та çара урисене хупламарĕç, пуçне çĕлĕкпе витмерĕç. Иртен-çÿренсем ахлатса юлччăр-ха пĕрех хут! Хăйсен хулинче камсем пурăннине пĕлччĕр. Мускавран инçетре пулсан та мода енĕпе çывăхра! Чăваш хĕрĕ тесе ан шутлаччăр. Вырăс хĕрĕсем пĕр айккинче тăччăр.
Хĕрсем юриех васкамасăр училище урамĕпе иртме шутларĕç. Паллакансем ăмсанса юлччăр, тен, спортзалран Якур та куç ывăтĕ. Училищĕне çÿрекен тумпа маррине курсан арçын туйăмĕ çуралтăр-ха чапрас чĕринче. Ашшĕ хĕнесех çавна анкă-минкĕ кăларнă пулас. Ухмаха нумай кирлĕ мар: вăйĕ пулсан пуçĕ ĕçлемесен те юрать, кÿлепи кăна пултăр. Спорт вăййисенче çавăнпа илтерет пулас. Упаран вăйли те çук, анчах шкулта вĕренеймест. Пуçсăра пуçхĕрлĕ çÿреме турă çуратнă.
— Сергейпе эпĕ кăна калаçăп, — асăрхаттарчĕ Даша Ленăсем патне кĕрес умĕн. — Санăн Якур пур, ăна якартмалла. Ленине иксĕмĕр лăплантарăпăр.
Вĕсем васкамасăр хăпарса алăка шаккарĕç. Лена пĕчченех иккен. Сергей ăна-кăна туянма лавккана тухнă. Хĕрсем тантăшне, чи çывăх юлташа ыталанăн, кăкăр çумне хĕстерчĕç. Халиччен хăйсем патне çывăх туссем килменрен-и, çамрăк амăшĕн чĕри çемçелчĕ, тутисем чĕтренсе илчĕç, икĕ кăвак куçĕнчен кĕмĕл тĕпренчĕкĕсем татăлса анчĕç. Ача çуратаканăн сăн-сăпачĕ улшăнать тесе ахаль калаççĕ иккен: Лена тата ытларах хитреленсе кайнăн туйăнчĕ тантăшсене. Вĕсем ун çине каччăсем ăмсанса пăхнăн тинкереççĕ, чĕрисенче пăр анчах пулсан та, савăнăçĕсене палăртма тăрăшаççĕ.
Лена хаваслă. Çывăх çынсемсĕр пуçне унăн ачине никам та курманччĕ-ха. Люба аппăшĕ килсе курнăччĕ. Халĕ… шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташсем, ыран-паян хăйсем те ача амăшĕ пулмалласкерсем. Мĕн чухлĕ вăрттăнлăх, ыйтса пĕлмелли! Çав вăрттăнлăхсене юлташна епле уçса памăн-ха? Урама тухса кăшкăрса çÿремеççĕ вĕт. Çуратакансен пурнăçĕнче тем те пулса иртнĕ пулĕ, анчах та ун çинчен халиччен кам мĕн илтнĕ?
Хĕрсем сывлăх сунса кăштах ун-кун хавхаланса калаçкаланă хыççăн сумкисене тултарнă ăпăр-тапăрĕсене кăларма тытăнчĕç. Пушă алăпа килмен иккен, тахçан амăшĕсем усă курнă кипкесем, çитĕсем, ытти ача япалисем илсе килнĕ. Хăшĕ-пĕрисем çĕнех тата, нумай вăхăт хушши усă курман пулас вĕсемпе. Чăваш арăмĕ хăйĕн ĕçчен те ăста аллипе тĕрленисем те курăнаççĕ.
Ленăн хăйĕн те ачи валли тем те пур, ăна ним те кирлĕ мар. Аслашшĕпе асламăшĕ ача çураличченех кипке таврашне пĕтĕмпех илсе хунăччĕ. Ытар мучипе Елюк кинемей те манса кайман. Сергейпе Якур Йошкар-Олана кайсах ача валли ятарласа кăларнă çитĕсем, каркăçсем, кипке тĕркемĕсем илсе килнĕччĕ. Ку çеç-и? Сăпка та туяннăччĕ вĕсем! Теттесем мĕн чул тата! Çук, Лена тем тесен те илес çук тантăшĕсем илсе килнĕ çак кивĕ япаласене. Халь вăл хĕр чухнехи тăлăх турат мар, тăхăнмалли-тумланмалли хăйĕн те çителĕклĕ, ачи валли те ытлашшипех туянса панă. Укçа-тенкĕрен тилмĕрсе пурăнакан Люба аппăшĕ те кипкесене икĕ комплект таран туянчĕ. Лена ачишĕн савăнса, хăйсем çиес укçана пуçтарса парне хатĕрленĕ пулас, мĕскĕн. А кусем? Урай мунчали тума çеç юрăхлă ăпăр-тапăра пуçтарса килме те вăтанман! Тен, юриех çапла тунă? Ленăна мĕскĕн тесе тата аяларах путарма канашланă? Çавна май ача амăшĕ юриех сĕтел çине училище директорĕн парнийĕсене саркаласа хучĕ. Ача кÿми кăна мĕне тăрать! Ытти япалисем çинчен калаçасси те çук.
— Ха, пирĕн директор сана епле юратать, Сергей кÿлешмерĕ-и? — йĕкĕлтенçи пулчĕ Даша Лена тавăрса панă япаласене çÿп-çап валли лартнă савăта пăрахса. — Ахальтен мар пулас-ха ку парнесем.
— Парне паракан кашни ырă кăмăллă çын çинчен темĕн те пĕр ан калаçăр-ха эсир, — йĕрмĕшме пуçланă ачине сиктерме тытăнчĕ Лена. — Эпĕ вăл училищĕре икĕ çул вĕреннĕ, директорĕ çав тери ырă кăмăллă, çынна хĕрхенме пĕлет. Якура та юратать, салтакран килнĕ-килменех ĕçе илчĕ, вĕренме кĕме пулăшрĕ. Тĕлĕнмелле ырă çын, уйрăмах тăлăхсене çывăха хурать. Куславккара тăлăхсен çуртĕнче вăрах вăхăт директор пулса ĕçленĕ теççĕ. Çамрăк çын мар ĕнтĕ.
— Ничава-ха, — кулса илчĕ Даша. — Пулă çукран хуппи те пулă тенĕ пек, çывăхра арçын шăрши çук чухне…
— Шупашкарти тантăша вĕренме кĕртес шутпа пырсан эпĕ ăна куç хĕсрĕм-ха, — ахăлтатсах кулма пуçларĕ Маша. — Сисрĕ пулас, хĕрелсех кайрĕ. Апла пулсан хĕрарăмсене отказ памасть-ха. Пĕрре-пĕрре улахрах вырăнта ăна ухмахлантарма юрать. Сăн-питрен хитре, хул-çурăмĕ тĕреклĕ. Мĕнрен начар каччă? Хальхи шĕвĕрĕлченсенчен темиçе хут ирттерет пулас. Хальхи каччăсем — тряпкăсем анчах. Лĕмпĕр-лемпĕр…
— Тĕрли тĕл пулать, — Лена унашкал сăмахсене юратманни çинчех лаплаттарса хучĕ Даша. — Хĕшĕ-пĕри хăвна тряпка тăвать.
— Тем калаçатăн эсĕ, Даша, — аванмарланчĕ Лена. — Калăн, пĕр кĕтÿ каччă сан патăнта пулнă. «Тĕрли тĕл пулать» тесе юххасем кăна калама пултараççĕ.
— Çапла ĕнтĕ вăл — ман калаçма пĕлмен чĕлхе, — йăнăшне çийĕнчех тÿрлетме тăрăшрĕ Даша. — Калаçма пĕлмен чĕлхерен мĕнле кут ирттернĕ теççĕ-ха? Маша, сирĕн килте ун пеккине калаççĕ-и?
— Илтмен, анчах та эсĕ ăна случайно кăна персе ятăн наверно? Тĕрлине ăçта, хăçан курнă эсĕ? Нумай каччăпа çыхланнă пулсан эпĕ пĕлнĕ пулăттăм, санран пĕр шит те уйрăлман, яланах пĕрле. Апатне те уйрăм çимен темелле.
Хĕрсем сăмаха Якур çине куçарчĕç. Мухтаса пĕтереймеççĕ, салтакран лешĕ палламалла мар улшăнса, чăн-чăн çын пулса таврăннă иккен. Каччи эрех-сăра ĕçменни уйрăмах тĕлĕнтерет вĕсене. Ленăн ашшĕпе амăшĕ, Палюк пиччĕшĕ те çав эрехе пулах пуçĕсене çинĕ, Якур вĕсем пек мар. Ун пек каччăна паянхи кун мĕнле хĕр ан юраттăр. Анчах мĕнле çавăрма пулать-ши унăн кăмăлне? Мĕншĕн вăл Дашăпа Маша çине чалăшшăн пăхать?
Хĕрсем вăраннă ачана алă çине илсе пĕрин хыççăн тепри чунтан юратнă пек сиктерме тытăнчĕç, тем пакăлтатаççĕ. Хăйсем пĕрне-пĕри куç ÿкесрен сыхланма асăрхаттараççĕ.
Савăнать, çунатланать çамрăк амăшĕн чĕри. Тантăшĕсем унăн ачине епле юратаççĕ! Ачи те шутсăр аван тата, халех кулать. Нивушлĕ хăйне чунтан юратнине те ăнланать çак тĕпренчĕк?
Лена сĕт кухнине кайса килме хатĕрленчĕ, тантăшĕсене хăй çаврăнса киличчен ачапа ларма ыйтрĕ. Лешсем хаваслансах килĕшрĕç. Сергей те часах таврăнмалла, паçăрах кайнăччĕ, çавăнпа та тантăшĕсене Лена нумайлăхах чăрмантармĕ. Сĕт кухни те инçе мар, амăшĕ хăй те наччасра çаврăнса килĕ.
— Мĕн тăватпăр? — пăшăлтатрĕ Даша Лена хваттер алăкне хупнă-хупманах. — Кунтан та лайăх вăхăт тупăнас çук.
— Уксуспа мар тулĕк, — пуçне пăркаларĕ Маша пĕчĕк кĕленче савăта сумкине пытарса. — Тÿрех пире калаççĕ, кунта урăх никам та пулман.
Даша чÿрече еннелле тилмĕрсе пăхрĕ, ытамĕнчи ачипех унта пырса форточкине яриех уçса ячĕ, Машăна хваттер алăкне те кăштах уçма хушрĕ. Хăйĕн ăнăçлă шухăшĕнчен савăнса кулса ячĕ.
— Витĕр вĕрекен çил ача çинче нимле шăйрăк та хăвармасть, — хĕпĕртесе алăк патне васкарĕ Маша. — Халь ача сачĕсенче те хăш-пĕр воспитательсем никама итлемен ачасене сквозняк çинче тытаççĕ тет. Лешсем чирлесе ÿкеççĕ те больницăна çакланаççĕ иккен. Тарăхнă воспитателе ним те кирлĕ мар вара: усал ачаран хăтăлчĕ вăл.
— Вилмеллех чирлемеççĕ пуль? — ачана сиктеренçи пулса форточка ани патнех çĕклерĕ Даша.
Çав самантрах коридорта ура сасси, çынсем калаçни илтĕнчĕ.
— Такам килчĕ, — çиçĕм хăвăртлăхĕпе форточкăна хупса айккинелле пăрăнчĕ Даша.
— Алăк уçăлса кайнă вĕт, — хаваслă сăнпа пÿрте кĕрсе тăчĕ Сергей. — О-о, кунта хăнасем те пур иккен, хуçи лавккасем тăрăх чупса çÿрет. Ача курма килтĕр-и?
— Ывăлăр шутсăр хитре, кăмăллă, — такмакласа ачана утьăкка сиктерчĕ Даша. — Çакăн пеккине çуратса пулĕ-ши пиртен? Ытла та сапăр-çке, ватă çын пек пурне те ăнланать. Хăйне еплерех юратнине те сисекен пулнă.
— Сирĕн те çуратма вăхăт çитĕ, ан васкăр, — кула-кула алăк патĕнче пушмакне хыврĕ арçын. — Ывăлăмăр паттăр ÿсет, куккăшне хывнă пулмалла. Çĕрле те лăпкă, апатшăн та ытла тулăксăрланмасть. Сапăр ача.
— Лена пек ĕнтĕ, арăму мĕнле хитре те… — алă çинчи ачана йăпатса хăйĕн илемлĕ вырăнĕсене Сергей куртăр тенĕ пек юриех авкаланса пăркаланчĕ Даша. — Ача çуратнă хыççăн тата хитреленсе кайнă пек вăл. Пилĕкĕнчен аяларах вырăнĕсем туллирех пулсан идеальнăй хĕрарăм пулмалла.
— Санăнни пек, например, — Дашăн вĕчи çине аллине хучĕ Маша. — Пур енчен те килĕшÿллĕ çынсем сайра тĕл пулаççĕ çав. Эсĕ ытти енчен çав тери ăнса пулнă, сăн-питрен кăна Ленăна çитейместĕн.
— Эсир иксĕр те пылпа çу çинче саркаланса пиçнĕ çырласем пек, — Даша кĕлеткине куç хĕррипе сăнаса мухтарĕ арçын, — çавăнпа та пуль каччăсем сиртен хăпма пĕлместчĕç. Халь те çаплах пулĕ. Больницăра вăрах выртрăм, юлашки хыпарсене никам та пĕлтерсе тăман.
— Эпир халь дискотекăсене те çÿреместпĕр, — Сергей умне пырса ачине тыттарчĕ Даша. — Мĕн тумалла унта?
— Ташламалла.
— Кампа? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Даша. — Сан пеккисем пулсанччĕ.
— Унта манран ирттерекеннисем те лăк тулли.
— Ç-у-у-к вара, — тăстарса каларĕ Маша. — Çак хулара пурĕ те икĕ çын кăна… Ыттисемпе калаçса çăвар тутине сая яни те не стоит. Арçын форми туса янă та, çÿреççĕ сулланса. Арçынлăхĕсем ним те çук вара: ролĕсене пĕтĕмпех хĕрарăмпа ылмаштарнă.
— Çав икĕ çынни камсем-ши? — кулкаласа ыйтрĕ Сергей лешсем камсем пулассине малтанах сиссе.
— Якурпа иксĕр ĕнтĕ, — Маша вырăнне каласа хучĕ Даша.
— Ир авлантăн, Сергей, çÿремеллеччĕ-ха çĕмĕрттерсе. Якур авланмасăр тĕрĕс тăвать ав.
Урамри ачаш сивĕ чуптунăран хĕрелнĕ питпе Лена килсе кĕчĕ. Чăнах та, халь вăл пушшех хитре те çамрăк пек туйăнчĕ Сергее. Ах, кам ан юраттăр çак илеме, Машăпа Даша ун çывăхне те пыраймаççĕ. Авланса тĕрĕс турĕ Сергей: хитре тавар лавккасенче кăвакарса выртмасть çав вăл. Халиччен Ленăна такам та качча илсе кайнă пулĕччĕ. Кам аллине çакланĕччĕ-ши ун арăмĕ? Шухăшĕпе арăмĕ çумне вăл хăй кăмăлланă икĕ-виçĕ çынна тăратса пăхрĕ. Пăхрĕ те — кĕвĕçÿ чусти йÿçме те пуçларĕ кăкăрĕнче. Ун вырăнĕнче никам та пулма пултараймасть! Сергейпе Лена — пĕр-пĕриншĕн çуралнă чунсем. Çÿлти турă хăех вĕсене пĕрле пулма çырнă. Ку хĕрсем хитре кĕлеткеллĕ пулсан та ун арăмĕ çумĕнче ним те мар, ылтăн çумĕнчи пăхăр таткисем çеç.
— Ыльăм йĕрсе тарăхтармарĕ-и? — салтăннă хыççăн сивĕ аллисене вĕрсе ăшăтрĕ Лена. — Сĕт кухнинче çакăн чухлĕ çын халиччен те курманччĕ. Черет тăма тÿр килчĕ. Те ача çуратакансем нумайланнă? Кил-ха, ывăлăм, хам пата, эпĕ сана тунсăхласа та çитрĕм.
Хĕрсем киле кайма майлашрĕç. Лена вĕсене килнĕшĕн тав турĕ, татах та кĕрсе тухма хушрĕ.
— Сире ăсатса ямалла мар-и? — чÿрече патне пырса урамалла пăхрĕ Сергей. — Часах каç пулать, хăрамастăр-и?
— Тем пекехчĕ, — хĕпĕртесех ÿкрĕ Даша. — Çамрăк вăхăтусене аса илĕн, авланиччен сахал мар хĕре ăсатнă пулĕ.
— Лена мĕн калать, — арăмне ыталаса ывăлне чуптурĕ ашшĕ.
— Мĕн ыйтса тăратăн? — хĕрелчĕ Лена. — Кăмăлу хăвăн, ман утмалла мар. Кăштах уçăлса кĕни сиенлĕ пулмĕ, больница хыççăн уйрăмах усса пымалла. Халь урама тухма хăрушăланса çитрĕ. Пуçри çĕлĕксене, алка-çĕрĕсене кун çутинчех хывса илни çинчен калаççĕ ав.
— Кирлех пулсан эпир вĕсен çĕлĕкĕсене хамăр та хывса илме пултаратпăр, — пуçне каçăртрĕ Даша. — Пире хăратма-и! Çав пушă михĕсенчен те хăрасан.
Çамрăксем тухса кайма майлашнăччĕ кăна — Ытар мучи килсе кĕчĕ. Кĕрсенех çĕлĕкне хывса пуçне тайрĕ, хушасса кĕтмесĕрех фуфайкине хывса пăтана çакрĕ, тин çеç çывăрса кайнă ача çине пăхса ăшшăн кулчĕ.
Старик килнĕрен пулас, Сергей хĕрсене алăкран кăна ăсатса ячĕ, малашне те Лена патне кĕрсе çÿреме каларĕ. Хĕрсем хирĕçлемерĕç, ыранах килме пулса аялти хуталла васкарĕç.
Старик Дашăна паллаймарĕ пулас, унсăрăн ăна мĕн те пулин каламасăр пÿртрен кăларса ярас çукчĕ.
— Ку йĕпе кутсем мĕн хĕвĕшсе çÿреççĕ кунта? — ыйтрĕ мучи алăк хупăнсанах. — Палласа илеймерĕм. Лена, сан юлташусем пулчĕç-и?
— Паллах, унăн, манăн мар ĕнтĕ, — кулса старик çумне ларчĕ Сергей. — Ача курма килнĕ, Ленăна та пайтахранпа курман.
— Хăйсене те ача çуратма вăхăт, — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ мучи. — Неччу çын пахчинчи улмана сăхланса çÿреме?
— Мĕнле пурăнатăр, Ытар мучи? — сăмаха пăрса ячĕ Лена. — Пÿртĕр сивĕ мар-и? Паян урамра аванах сивĕтнĕ. Елюк кинемей мĕн çĕмĕрттерет? Çĕнĕ вырăна хăнăхать-и?
— Турра шĕкĕр, — кăмăллăн калаçма пуçларĕ малалла старик. — Мĕншĕн ан хăнăхтăр, ют çынсем патĕнче мар вĕт. Халь пирĕн çемье пысăк, кичемленсе ларма вăхăт çук. Люба аппуна та çемйипех, выльăх-чĕрлĕхĕпех хамăр пата пурăнма куçартăмăр. Авланнă тесе халь манран кулаймĕç.
— Авланнă тени кулни пулать-и? — ăнланмарĕ Сергей.
— Ман çула çитсе çав сăмаха илтсе пăх-ха, мачиснай. Мĕн иккенне пĕлĕн вара.
— Пурне те хăлхана чиксен пурăнма та çук, — старике лăплантарчĕ Сергей.
— Хальхи çамрăксем шăрчăк пек сикеççĕ, — терĕ старик. — Вĕсемшĕн пурте çĕрĕ витĕр шăхăрнипех пулассăн туйăнать, анчах пурнăçĕ темшĕн малалла мар, каялла чакса пырать. Чăвашла калаçма та манса пыратпăр. Арендатор, биржа, брокер тенĕ сăмахсене çакăн чул пурăнса та илтмен. Радио итлетĕп те мĕн çинчен сăмах пынине те ăнланаймастăп.
— Пурнăçĕ пĕр вырăнта тăмасть те, — хирĕçлеме пăхрĕ Сергей.
— Лаши те пĕр вырăнта тăмасть, анчах мĕнле тăрăшса чупсан та вĕçен кайăк пулаймасть, мачиснай. Вăл-ку юрĕ-ха, ывăлăра мĕн ятлă хурасшăн?
— Эпĕ Петя ятлă хурасшăн, Сергейĕн ашшĕне чĕннĕ пек, — мучи çумнех пырса ларчĕ Лена.
— Аван шухăш, — ырларĕ старик. — Атте-аннене ĕлĕкрен çапла сума сунă. Петĕр хăй пĕлет-и?
— Пĕлет, пĕркунĕ каланăччĕ. Шутсăр савăнчĕ.
— Ятне ăçта, чиркÿре шыва кĕртме кайсан хурасшăн-и?
— Пăянампа пăятам шыва кĕртме илсе каясшăн-ха та…
— Тĕрĕс тăваççĕ. Эпир те Елюкпа çапла шутланăччĕ. Шыва кĕртме чиркĕве пĕрле илсе кайăпăр.
Старик Любăсем хăйсем патне куçнине кăна пĕлтересшĕнччĕ, анчах сăмах хыççăн сăмах тенĕ пек, калаçу вăрăма тăсăлчĕ. Сергейĕн малашнехи пурнăçĕ кăсăклантарать старике: ăçта ĕçлеме шутлать вăл? Укçа-тенкĕсĕр пурăнма йывăр-çке-ха. Пĕрре лавккана тухса кĕме те темиçе пин кирлĕ. Пенси укçипе кăна саркаланса пурăнаймăн.
Сергей хăй те кунĕн-çĕрĕн çавăн çинчен шухăшласа хуйхăрать. Ăçта кайса ĕçе вырнаçмалла? Тухтăрсем йывăр ĕçе çулталăксăр вырнаçма хушмаççĕ. Милицире те ăна валли çăмăлрах ĕç тупăнмарĕ. Каçхи хурала кайма пулать, анчах çамрăк пуçпа хуралçă ятне илтес килмест. Унта ытларах ватăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем те укçашăн кăна вырăн йышăнаççĕ, сăмса айĕнчине те курмаççĕ. Ытларах вăхăта çывăрса ирттереççĕ. Хуралçăсем халиччен кама вăрăпа тытни пур?
Лена ячĕпе такам панă укçана Сергей арăмĕнчен вăрттăн кашни ир шутласа пăхать. Укçи нумай-ха, анчах та вăл нумаййи пĕрре те савăнтармасть. Кивçенĕсем кунсерен епле хăвăрт ÿссе пынине курать те, çÿçĕ-пуçĕ вирелле тăрать. Ăçтан тупса тÿлемелле, хăçан милицие кайса памалла? Юрать-ха çак вăрттăнлăха Ленăпа иккĕшĕ кăна пĕлеççĕ, Сергейрен никам та ыйтакан çук. Лена тавçăрать укçи пĕтнине, анчах упăшкине çакна пĕлтересшĕн мар. Пурнăç ялан кун пек пулмĕ-ха, сывлăш çавăрса ярсан пĕр пусĕ таранччен хурĕç çав ещĕке, пĕр пусĕ таранччен леçсе парĕç милицие.
Хуйхăрать Сергей. Тепĕр чухне ывăлĕ пурри те савăнтармасть ăна юлашки вăхăтра. Мĕнле усрамалла арăмĕпе ывăлне? Сывлăхĕ пулсан аптăрамĕччĕ. Шăп çак телейлĕ вăхăтра инвалида тухмалла пулчĕ-çке! Турă мĕншĕн хута кĕмест-ши? Ним туса та çылăха кĕмен-çке вĕсем?
Юрать-ха пахча çимĕçне, çĕрулмине Ытар мучипе ашшĕ-амăшĕ парса тăраççĕ. Вĕсене туянма та мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пулатчĕ.
Вăйпитти çамрăк арçынсем, паллах, ÿркенменнисем, коммерсант пулса тăнă, мĕльюншар укçа сăптăрса выртаççĕ. Çавсемпе çыхланма май килмĕ-ши, мĕн тумалла-ши?
— Мĕншĕн хуйхăратăн, кĕрÿ? Начарлансах кайнă. Ĕлĕк лашине çухатнă çынсем çапла хуйхăратчĕç, мĕншĕн тесен пурнăç тĕрекĕ лаша çинче кăна тытăнса тăнă. Сана мĕн çитмест? Арăму çумра, ачу арку çинче! Ытти-хыттине хамăр, хăтасемпе пĕрле, тупшăрма пултараймастпăр-и-ха? Э-э, сывалса çитĕн те акă ĕçе вырнаçăн, ĕçлекен çын аптăрамасть.
— Пурнăç шухăшлаттарать, Ытар мучи, — хаш! сывлать Сергей. — Хам та ăçта ĕçлемелле-ши тесе шухăшлатăп. Халь килте ларма юрать-и вара? Укçасăр пĕр кун та пурăнаймастăн.
— Укçа тесе çаплах хуйхăрмалла-и-ха, ачам? Ытлашши ан хуйхăр. Мăян çулĕ мар, майлаштаркаласа пурăнăпăр-ха. Эсир таçти утрав çинче пĕччен пурăнмастăр-çке. Тĕрĕс, пурнăçĕ йывăр, анчах та ăна пуç усса ларнипе çăмăллатаймăн.
— Пуçăма уссах ларасшăн мар-ха хам та, анчах мĕнле ĕçе кĕмелле-ши? Кăмăл туртнă ĕçре ĕçлеме юрамасть, кăмăлламаннине хамăн чун туртмасть.
— Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă тет. Вăхăтлăха ăçта ĕçлесен те юрĕ. Малтан лайăх сывалса çит, унтан куç курĕ. Сывлăху кăйттăлансан укçалла та илеймĕн.
— Пир-авăр фабрикине чĕнчĕç, — ачи патĕнчен сĕтел патне пырса ларчĕ Лена, — унта каясшăнах мар. Проходнойра кĕрен-тухана пăхса ларасси темле йывăр ĕçех марччĕ-ха та.
— Мĕн йывăрĕ пултăр, — терĕ Ытар мучи те. — Тĕрĕс, Лена, пилĕк авса, тар юхтарса, хаплатса ĕçлемелле мар унта.
Чĕнмерĕ Сергей. Вăл чĕнмесĕр ларни Лена чунне ыраттарчĕ. Пĕр-пĕр заводра ĕçленĕ пулсан цехри, бригадăри юлташĕсем те пулăшкаланă пулĕччĕç. Производствăра инвалида тухакансене ятарласа пулăшу та параççĕ. Милиционер та ĕçре суранланса инвалид ятне илтрĕ, анчах пенсирен урăх ăна ним те çук. Нивушлĕ хуралçăнах кĕмелле? Кашни кĕрен-туханăн кĕсйине ухтарса ларас-и вара? Пир-авăр фабрикинче ытларахăшĕ хĕрарăм. Вĕсене те хыпашласа кăлармалла-и? Ай турах!
— Тата пĕр-ик вырăна кайса пăхам-ха малтан, — татăклăн каларĕ Сергей.
— Унччен ку вырăнна та йышăнсан? — иккĕленчĕ старик.
— Вĕсем пĕр уйăх ытла çын шыраççĕ тет. Тепĕр тесен, ним те калаймăн, — пăшăрханма пуçларĕ Лена. — Шăп та шай çакăн пек чухне сиксе тухать те ĕнтĕ пăтăрмах.
— Самани каплах пăтрашăнса кайман пулсан манăн пурăнмалăх укçи пурччĕ-ха, — ассăн сывласа илчĕ мучи. — Йывăр кунсем килĕç тесе пуçтарнăччĕ. Халь вăл укçа ниме те тăмасть. Ĕлĕкхи хаксем пулсан пĕр-ик çул шик! шăхăрса пурăнма пулатчĕ. Мĕншĕн пурнăç çак таранах арпашăнса кайрĕ?
— Ялан çын ĕнси çинче пурăнмаллаччĕ-и вара пирĕн? — хирĕçлерĕ Лена. — Эпир ун пек хăнăхман. Хамăн атте-анне пирки каламастăп, Сергейĕн ашшĕ-амăшĕ те лайăх пулнă, пĕри те çын ĕнси çинче пурăнма хăнăхман.
— Мана ют çын вырăнне хуратăн-и, хĕрĕм? — кăмăлсăрланчĕ мучи. Ун пек каласан ман кăмăл юлать. Пуррине пĕрле, çуккине çурмалла тăвасчĕ виличчен. Эпĕ сире хам ачасем вырăннех хуратăп. Кунта никам та мар, самана пăсакансем айăплă. Халиччен выçă та ларман, çĕтĕк те çÿремен, çын патне те кивçене кайман. Авă Люба мĕнлерех тертленет, ун çине пăхсан куççуль тухать. Хăй çапах ăна-кăна палăртасшăн мар.
— Акă кунта, паянхи хаçатра, шăпах сан шухăшна темле Портнова хушаматлăскер çырать, — хаçатри пĕр статья çине тĕллесе кăтартрĕ Сергей. — Вуласа тух, Ытар мучи.
— Эпĕ хăвăртах вулаймастăп, ачам, статйи пысăках мар, хăвах вуласа пар-ха. Мĕн çырать çав хĕрарăм? Хула çынни пулĕ-ха.
Сергей хаçатра çырнине вулама пуçларĕ:
«… Эпир çирĕм çул тар тăкса, асапланса 14 пин тенкĕ укçа пуçтарнăччĕ (килограмне 10 пусран çĕрулми, 2 тенкĕпе вăкăр, сысна самăртса патшалăха сутнă), — çырать хĕн-хур тÿснĕрен чунĕ кÿтнĕ хĕрарăм. — Малтан пÿрте те, хуралтăсене те йывăçран çавăрнăччĕ, халь пурте çĕрнĕ, ишĕлсе анас патнех çитнĕ. Çĕнĕ çурт лартма укçи-тенкине çителĕклех пуçтарнăччĕ. Ял Советне виçĕмçулах кирпĕч черетне тăратма хут çырса панăччĕ. Черечĕ вара кăçал кăна çитет. Хаксем урсах кайрĕç, пирĕн 14 пинпе ним те илеймĕн. Иксĕмĕр те пенсире, ача-пăча çук. Ишĕлекен пÿрте кам юсаса парĕ-ши? Пĕр çул хушшинчех мĕн туса хучĕç, ай тур-тур! Хуть паянах çакăнса вил. Пусăн-пусăн, çимесĕр, тумланмасăр (кухвайкăпа ĕç халачĕсĕр, резина атăсăр пуçне нимĕн те тăхăнайман! ) пуçтарнă укçана «туртса» илчĕç, çилпе вĕçтерчĕç. Упăшка кун çути курмасăр тракторпа, комбайнпа ĕçлерĕ, хам эпĕ фермăра пылчăкпа тислĕк ăшĕнчен тухса курман…
Халĕ «фирма», «бизнес», «брокер», «аукцион» тесе пĕр вĕçĕм кăшкăраççĕ, эпĕ вара вĕсене çилленнипе «пăхçи» тесе радиона чарса хуратăп… Каласа парăр-ха, мĕн тумалла пирĕн? Ниçта кайса пуçа чикме пĕлместĕп. Ăш-чик, чĕре çунать. Пирĕн килте халь пĕр хаваслă самант та çук. Ыйхăран вăрансанах чĕре шар! çурăлать. Выльăх-чĕрлĕхне те усраймастпăр — ватăлтăмăр. Хамăр тĕллĕн çурт лартасси пиртен пулмасть. Вулакансем, эсир те пулин пулăшăр-ха! Мускаври пуçлăхсем патне ман сăмахсене çитерĕр, хам вырăсла çырма пĕлместĕп. Нивушлĕ вĕсем ман сăмахсене ăнланмĕç? »
Сергей вулама чарăнчĕ. Пÿлĕмре шăп, никам чĕнекен те çук. Ытар мучи çеç пĕчĕк ачалла нăшăклатса куçне шăлса илет. Чăваш арăмне вилĕмĕ хăй патне çитмесĕр çакăн пек çыру çыртараймăн.
— Чуниллисем! — такама ятласа аллине сулчĕ старик. — Ĕмĕр тăршшĕнче лаша та пирĕн чухлĕ ĕçлеймен, паян, килсĕр йытă пек, крыльца айĕнче вилесси çеç юлчĕ пулас.
— Хаçата çырнин мĕн усси? — чĕтренчĕ Ленăн сасси. — Нумайăшĕ çавнашкал пурăнатпăр пулсан камшăн кам ÿксе вилĕ? Ку хĕрарăмăн сассине Мускавра илтĕç, куççульне курса хĕрхенĕç тетĕр-и? Асту пулăшма васкĕç! Кунашкал çырнисене пĕрре мар вуланă пулĕ. Пуçлăхсем хăйсем те ют çĕршывран апат-çимĕç, тум-юм ярса парасса кĕтсе выртаççĕ тесе çырнăччĕ пĕр хаçатра. Пирĕн çĕршыв пуян-çке, çапла кĕлмĕçленмелле-и?
— Выçă хырăм вăтанмасть: ыйткалама та кăларса ярать, вăрлама та вĕрентет, — тăрса уткалама пуçларĕ мучи. — Мĕншĕн çак териех хамăра çаратма патăмăр-ха? Кам айăплă-ши?
Якур килсе кĕчĕ, пурте шăпланчĕç, хаçат çинчен те манса кайрĕç пулмалла.
— Мĕн пурте шыв сыпнă пек ларатăр? — салтăнса ача сăпки патне иртрĕ каччă. — Тата мĕн сиксе тухрĕ?
— Хаçат вуларăмăр та, пĕр савăнăçлă хыпар та çырмаççĕ, — сак çине ларчĕ старик. — Санăн ĕçсем мĕнле пыраççĕ?
— Тавах турра, — терĕ Якур, — халлĕхе йĕркеллех, ĕçлетĕп, вĕренетĕп.
— Якур, эпир кунта сансăрах ача ятне хутăмăр, — пĕлтерчĕ мучи.
— Аван тунă, — мухтарĕ каччă. — Мĕн манран ыйтмалли, сывлăхĕ кăна пултăр.
— Сана, куккăшне, хывнă, сывлăхлă пулатех, — хĕпĕртенине пытармарĕ мучи. — Мĕнле унта, хваттерте пĕччен кичем мар-и?
— Эпĕ киле çывăрма кăна таврăнатăп, кичемлĕхре ларма вăхăт çук. Ĕçрен килсен контроль ĕçĕсемпе лармалла. Мана вĕренме йывăр, малтан тăрăшманни хуплать. Халь шкулта вĕреннисене тепĕр хут пăхса тухмалла, мĕн чухлĕ вăхăт сая каять.
— Шкула çÿренĕ чухне санăн вĕренме те майĕ-шывĕ çукчĕ. Атя халĕ маххă ан пар, епле йывăр пулсан та тÿсес пулать, кайран хăвнах çăмăл пулĕ. Улмуççине лартма мар, улмине çиме аван. Йывăççине лартсан çырлине çийиччен мĕн чухлĕ асапланмалла! Якур, ачана Петĕр тесе чĕнес терĕмĕр, Петя!
— Хăтана сума суса чĕнес терĕр пулĕ ĕнтĕ. Аван, аван! Сывлăхлă пултăр, тĕреклĕ ÿстĕр.
— Санăн та авланса яма вăхăт.
— Вăхăчĕ çитмен-ха.
— Ун вăхăтне Мускаврисем каламаççĕ пуль? Пĕччен мĕн тарăхса пурăнмалла. Хваттерĕ пур, Елюкпа эпир виличченех хамăн çуртра пурăнас тетпĕр. Люба аппусем пирĕн пата пурăнма пыни те кăмăла çĕклерĕ, халь пурăннă пекех туйăнать. Ачасăр кил-çурт — чĕпĕсĕр йăва. Эсир ÿссе çитĕннĕренпе ача-пăчана тунсăхласа çитнĕччĕ.
— Хваттерĕ хамăн мар-ха. Анчах эсир вăт мĕншĕн хулара пурăнасшăн мар — çавна пĕлейместĕп. Кунта пурнăçĕ çăмăлрах-çке: хутнă-çутнă, шывне ăшăтнă. Шăп та лăп ватă çынсене пурăнма тунă пек. Хамăн хваттере куçсан та юрать, анчах малтан хĕрне кĕтсе илес тетĕп. Тепĕр уйăхран килме пулнăччĕ.
— Кам çинчен калатăн?
— Оля çинчен.
— Эсĕ ăна качча тухнă тенĕччĕ-çке?
— Ман пата килесшĕн, пĕрле пурăнасшăн. Çырăвĕнче йăнăш тунăшăн ÿкĕнсе çырать.
— Каснă чĕлĕ каялла çыпçăнать-ши? — пуçне пăркаларĕ старик хăй кăмăлламаннине систерсе. — Сирĕн пурнăç тумалла, ĕмĕре çав çынпа ирттермелле. Ĕмĕр тăршшĕ — кустăрма, вĕçне-хĕрне шыраса тупаймăн. Асту, ачам, йăнăшас марччĕ.
— Хам та васкамастăп çав.
— Астуса тăмасан тăп-тăрă çăл кÿчĕ те вараланать, шывне те юшкăн шăлса каять, — ÿсĕрем пекки турĕ мучи. — Килĕштерсе пурăнсан кăна ĕмĕр иртни сисĕнмест вăл. Килĕшÿсĕр пурнăçăн пĕр кунĕ те çулталăка тăрать. Васкамалла мар çав. Ку хваттерĕ те санăнах пултăр. Эпĕ çавăнтах, атте-анне вырăнĕнчех, вилесшĕн. Эсир çакна çеç манса ан кайăр: вăхăт çитсен унта-кунта сĕтĕрсе ан çÿрĕр, пупа чĕнсе çырлахтарăр та тĕтĕмсĕр яла ăсатăр. Улюна тăприпе юнашар эпĕ хама валли вырăн хатĕрлесе хунă. Халь те эсир пур, юлашки çула кам тирпейлесе ăсатнă пулĕччĕ мана.
Вилĕм çинчен калаçни пурне те йывăр шухăша ячĕ. Чăнах та, Ытар мучи те вилме пултарни çинчен кунта ларакансем халиччен аса та илменччĕ. Якурпа Лена астăвассах çакăн пек вăл, ним чухлĕ те улшăнман, апла пулсан вилĕмĕ те çук пек туйăнатчĕ. Халĕ акă мучи ун çинчен хăй асăнать. Вăл кайсан тĕнче те пушанса юлать пуль? Апла пулсан ырă çынсене хамăртан уйăрас марччĕ.
— Елюка тĕл пуличчен пурнăç пуш-пушахчĕ. Эсир, кайăк чĕпписем пек, çитĕннĕ пĕри хăйĕн йăвине çавăрма тытăнтăр. Ку ĕмĕртен пыракан йăла. Халь ĕлĕкхи мар, ват çынна хисеплемеççĕ. Ĕлĕкчĕ вăл — асли калани пуриншĕн те саккунччĕ. Хальхи çамрăксене сăмах чĕнсе пăх-ха…
Те ыйхи тăраннăран, те калаçакансем хытăрах шавланăран сăпкари ача вăранса йĕрмĕшме пуçларĕ. Лена ăна аллине илесшĕнччĕ — Якур маларах ĕлкĕрчĕ. Аллине илчĕ те, ывăлне амăшĕ такмакласа сиктернĕ пек, алли çинче сиктерчĕ. Епле хыт юратать вăл ачана! Старик çакна сăнаса савăнса ларать: мĕнлерех ачаш чĕреллĕ, ăшă кăмăллă ÿсрĕç тăлăхсем. Тепĕрри, теп-лицăри пек хÿтлĕхре ÿсни, çакăн пек ачаш чунпа тăван ачине те пăхас çук.
— Вăрах лартăм, килтисем çухатрĕç пуль, — ура çине тăчĕ Ытар мучи. — Ыран пирĕн пата хăвăр пырăр-ха, Елюк пĕчĕккине курасшăн, тунсăхланă. Люба ачисем те Петюкпа вылĕç. Ача-пăча тени пуканепе выляма юратать.
— Ан васка ĕнтĕ, лар кăштах. Тахçанта пĕрре килетĕр те, — ярасшăн мар Лена.
— Тепĕр чухне, — фуфайкине уртса ячĕ мучи. — Эпир тунсăхлаттарсах тăмастпăр.
— Елюк кинемей пирĕн тĕле пĕлет вĕт, хăй кăна та килме пултарать. Эсир килсен, сире курсан пурнăç тулсах каять. Часчасах килсе çÿрĕр, пире манса ан кайăр. Çăва тухсан Петяпа сирĕн пахчаран тухма та пĕлмĕпĕр-ха.
— Турă хуштăрччĕ. Лайăх, канлĕ çывăрăр, тутлă тĕлĕксем курăр, — сывпуллашса алăкран тухрĕ Ытар мучи.
— Çак ватăсем пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайсан пурăнма кичем пулать, — салхуллăн каларĕ старике ăсатса кĕнĕ Якур. — Вĕсемпе калаçсан пурнăçри йывăрлăхсем çинчен те манса каятăн.
— Тĕрĕс, Якур, вĕсемсĕр пурнăç катăк пулать, темле хаклă япалана çухатнăн туйăнĕ. Ытла та тулли упраса хăварнă çав пирĕн Ытар мучи хăйĕн çынлăхне. Унăн чунĕ пуриншĕн те ыратать. Любăсене те йывăрлăхран ав епле туртса кăларнă вăл. Елюк кинемее те кăмака çинче ăшă кĕтес уйăрса панă. Чăваш юнĕпе чунĕ хытă палкаса тăрать-ха старикре! Пирĕн те ун пек пуласчĕ, — ĕмĕтленсе калаçрĕ Лена.
Иккĕмĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Тупмалли
Пĕрремĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Тăваткал минтер, хăмаç пит, питĕ тăвăртан хăпармасть; мĕн çамрăкран хуйхă курнăран çамрăк кăкăр çаврăнмасть.
— Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. VII том
Ленăсен ăшă йăвинчи çемье илемĕпе килĕшÿлĕх ытамĕнче вăрахчен ларнă Якур хăй хваттерне çур çĕр çитеспе кăна таврăнчĕ. Халиччен кил-йыш телейне курманскер, ашшĕпе амăшĕн харкашнă чухнехи хаяр сăмахĕсенчен ĕмĕрлĕхе йăлăхса çитнĕскер, йăмăкĕн телейĕшĕн чун-чĕрипе хĕпĕртесе ларчĕ вăл. Пĕчĕк Петя та хăй патĕнчен ямарĕ пулас. Ларчĕ те ларчĕ çынсен телейне пĕр кĕвĕçÿсĕр ăмсанупа сăнаса. Оля качча тухман пулсан унăн та паян çавăн пек çемье ăшшипе киленмеллеччĕ, юратнă арăмне чун ăшшине памаллаччĕ. Эх, Оля, Оля! Мĕн тери йăнăш турăн эсĕ тĕлсĕр-мĕнсĕр качча тухса. Халь ху та ÿкĕнетĕн, каччă чĕрине те ыраттаратăн. Мĕншĕн васкарăн-ши? Пĕрле пулма калаçса татăлнă хыççăн-ха тата! Ĕмĕр каяймăп, ватта юлăп терĕн-ши? Е эсĕ Якура пачах юратман? Вăхăтлăха кăна йăпантăн-ши? Апла пулсан мĕншĕн-ха çырăвунта виличчен те манас çук тесе çыратăн? Мĕн çырсан та хут тÿсет тесе суя чунпа çеç çыратăн-ши? Якур таса чунлă иккенне лайăх пĕлнĕрен, пĕчĕк ачана йăпатнăн, улталаса чĕркелесен те юрать терĕн-ши?
Килме килсе çитĕн-ха, самолет таçта та илсе çитерет. Анчах та кăшт пурăннă хыççăн пуçна урăх шухăш хĕсĕнсе кĕрсен? Якур патне каялла таврăнма йăлăнассишĕн качча тухман-çке эсĕ?
Хăй пĕччен кăна пулнăран-ши, ăшă пÿртре те сивĕ пек туйăнчĕ халь Якура, тунсăх-кичемлĕх пусса илчĕ ăна. Ытар мучи те çук çакăн пек вăхăтра, çав мучи пĕр-ик сăмахпах чун-чĕрене вырăна лартнă пулĕччĕ.
Авланма вăхăт çитнĕ тесе мучи тĕрĕсех калать пуль. Оля килсен каялла ярас мар ăна, пурăнтăрах Якура юратать пулсан. Урăххине халь кама шырăн?
Каччă куçĕ умне кĕтмен çĕртен Маша сăнарĕ тухса тăчĕ. Юрататăп тет вăл. Анчах çав сăмахне чĕре тĕпĕнчен хĕстерсе кăларнăн туйăнмасть. Нивушлĕ юратакансем пурте намăс-симĕсе пĕлмесĕр çапла куçа кĕрсе çÿреççĕ-ши? Маша каланă сăмахсем çавăнпах пуль чĕре тĕпне вырнаçмаççĕ, чуна ăшăтмаççĕ. Пĕрмаях тÿшек-çытар çинчен калаçнăран хăйĕнчен сивĕтет-ши хĕр? Якура ялтан килнĕ лĕпсĕк вырăнне хурать-ши тата вăл? Унсăрăн епле пултăр. Ялтан килнĕ каччă хула хĕрĕ патне юратушăн çунса пытăр-ха! Кунĕн-çĕрĕн уй-хирте е фермăра пуç çĕклеми ĕçлекен, çав чĕпĕ мĕлки пек хĕре тăрантарассишĕн ыйхă тĕлне те пĕлмен каччăна мĕн кăна каласа хăртмĕ-ши вăл? Мĕншĕн тесен хăй хулара пурăнакан пике-çке, ăна ял тункати мар, «культурăллă» каччă кирлĕ! Ан тив, пĕр ĕçлемесĕр вырттăр вăл, хăратса вăрласа укçа туптăр, эрех ĕçтĕр, табак турттăр — юлашки модăран çеç ан юлтăр! Хула каччисем кăнтăр кунĕнчех хĕвĕшекен халăх умĕнчех чуптума та вăтанмаççĕ ав. Хăйсен çăварĕсем табак тĕпне пăрахмалли савăт пек шăршлă, çавна вара хĕрĕсем выçăхнă пăру пек антăхса ĕмеççĕ. Çавнашкал «кĕл савăтне» çулани юратнине пĕлтерет имĕш. Уй-хирпе вăрман, улăх-çаранпа чечек шăрши айне пулнă ял каччи вĕсемшĕн айккинчех тăтăр! Çапларах паян хулари яш-кĕрĕм. Ял ачисене хулара курсан вĕсенчен йĕрĕнеççĕ, тислĕк купипе танлаштараççĕ. Хулари çынсемпе ял çыннисен пурнăçĕ пĕр тан пулать тесе каланисем ăçта-ши халь? Маша та Якура хула культурине вĕрентесшĕн куçа кĕрсе калаçать-ши? Апла тесен вĕсем те Якурсемпе кÿршĕллĕ ялтах çуралса ÿснĕ-çке, пĕр шкултах вĕреннĕ. Уйрăмлăхĕ те тĕрлĕ çемьере ÿсни анчах. Чипер хăйсем, ÿт-пÿпе те, сăн-питрен те çынран катăк мар, ăс-хакăлĕ те шкулта вĕренмелĕх пур. Хăюлăх тени вара ытлашшипех, какăрмалăх та пур вĕсенче. Тем тĕрлĕ хитре калаçас тесен те хăйсем вара сăмахĕсемпе айккинеллех тĕртеççĕ. Çук, Якур Машăпа юнашар юрату çулĕпе юраттарас çук, Маша уншăн çырнă хĕр мар.
Такам хуллен кăна алăка шаккани шухăш çăмхине сÿтĕлме чарчĕ. «Çав алăка халиччен те шăнкăрав хураймарăм-ха, — хăйне хăй ятласа алăк патнелле утрĕ Якур. — Çак вăхăтра ыйхине татсах кам çÿрет-ши? Ленăсем мар, вĕсем манран тĕрĕс-тĕкелех юлчĕç, Ытар мучи те çĕрле çÿрес çук. Кам-ши?»
Коридорта тăраканни алăка тепĕр хут шаккарĕ.
— Кам унта? — хуллентерех ыйтрĕ каччă. Юлашки вăхăтра хваттер çаратакансем çĕр варринче пыра-пыра кĕнисене хаçатсенче нумай çыраççĕ. Якурăн çаратмалли ним те çук та, çапах сыхланакана турă сыхлать теççĕ. Вĕсем вĕлерсе хăварма та пултараççĕ, çавăнпа та алăка яри! уçса яма васкамарĕ.
— Кам пулатăн эс, ăнланмарăм-ха? — тепĕр хут ыйтрĕ вăл.
— Кабурщик, академик из дальней академии, — вырăсла чĕнчĕ коридорти. — Яша, ты что ли?
— Кам пуçтахланса çÿрет унта, — тарăхма пуçларĕ Якур.
— Ятна кала. Мĕн кирлĕ?
— Не гони порожняк, дружище, открой саблю. Салазки замерзли.
— Тепĕр хут калатăп, алăк умĕнчен халех пăрăннă пултăр! — çилленсех кăшкăрчĕ Якур.
— Что, у тебя там в постели герла что ли? Открой, Яша, это я, Моряк. Не захотел проситься на ночлег в вытряхаловку, извини, что беспокоил тебя.
Моряк ятне илтсен Якур ним тума аптăраса тăчĕ. Ун куçĕ умне сарлака хул-çурăмлă, сап-сарă çÿçлĕ, тельняшкăллă каччă тухса тăчĕ. Мĕн тери кăмăллатчĕ ăна тăлăх турат çав вăхăтра, унпа паллашнă вăхăта нихăçан та манас çук. Моряк уншăн пуринчен те ăсли, паттăрри, чапличчĕ. Моряка юратнипех хваттер çаратма та кайрĕ, анчах вăрлама кĕмерĕ, хуралта тăма ирĕк ыйтрĕ. Моряк… Вăл вăхăтра Якур хăй тăлăххипе кăна мар, юлташĕсем çуккипе те шутсăр эрленсе çÿретчĕ. Унпа çÿренине пĕлсен ытти ачасене ашшĕ-амăшĕсем пĕçеркке паратчĕç. Вĕреннĕ чухне камăн та пулин çăкăрĕ çухалсан тÿрех Якур çине яратчĕç. Комсомолтан та кăларса пăрахрĕç. Темле пысăк çухату пек те марччĕ, анчах та çав пухура ăна комсомолтан мар, çын ретĕнчен кăларса пăрахнăн туйăнчĕ. Халь комсомолĕ хăй те тислĕк купи çинче кăна. Ун чухне Якура мĕн кăна каласа намăслантармарĕç пуль, мĕнле кăна сăмахсемпе хуратса чĕрмерĕç унăн ятне! Шкулта спорт секцине çÿреме чарчĕç. Кунтан та пысăк асаплану пулмарĕ вара уншăн. Çапла пĕччен, тÿсме çук йывăр вăхăтра хăйĕн хÿттине илсе ăшăтнăччĕ ăна Моряк. Анчах та ку ырлăх нумая пымарĕ, суд умне тăмалла пулчĕ, Моряка Якуртан уйăрчĕç, тĕрмене илсе кайрĕç. Çав кунтанпа курман-ха вĕсем пĕр-пĕрне, хыпарне те пĕлмен юлашки вăхăтра. Çыру çырма Якур салтака кайсан пăрахрĕ, Морякĕ те ун çинчен маннăччĕ пулас. Халĕ акă… Мĕн тумалла? Кĕртмелле-ши çав тĕрме çыннине? Мĕнле шухăшпа çÿрет вăл сĕм çĕрле? Мĕн кирлĕ ăна çак вăхăтра ют хваттерте?
Якур алăка васкамасăр уçсан ун умне халиччен курма хăнăхнă хитре кулăпа çиçсе тăракан çын вырăнне сухал айне путнă типшĕм питлĕ ватă çын тухса тăчĕ. Салтак бушлачĕпе çĕлĕкĕ те çамрăклатаймаççĕ ăна. Куçĕсем ĕлĕкхиллех вăрттăнлăхпа çиçсе тăмасан Якур çĕрлехи хăнана нимпе те палласа илес çукчĕ. Нивушлĕ Моряк? Яланах шукăль тумпа çÿрекенскере мĕн пулнă? Кăçатă тăхăнса янă тата! Мĕншĕн çулне кура мар ватăлса кайнă? Нумайранпа выртса канман пулас, халь-халь йăванса кайма хатĕр пек туйăнать.
— Моряк? — пÿлĕме иртме ирĕк парса алăкне яриех уçрĕ кил хуçи. — Мĕншĕн ытла кая юлса çÿретĕн? Ăçтан таврăнатăн эсĕ? Пулă тытма кайма тухман пулĕ те?
Çĕрлехи хăна тем калама тăнăччĕ — калас сăмахне ÿслĕк хупласа хучĕ. Вăрахчен кăхлатрĕ вăл, сывлăшне çавăраймасăр кăвакарсах кайрĕ. Тарăннăн сывлăш çавăрса янă хыççăн тин питне хĕрлĕ сăн çапрĕ, сасси те тĕрекленчĕ. Унтан хутаççине çурăм хыçĕнчен илсе алăк патне кĕтесе пăрахрĕ, бушлат тÿмине вĕçертрĕ.
— Дрек я, Яша, —çаплах тĕрме сăмахĕсемпе вырăсла ăнлантарчĕ Моряк. — Чуть-чуть дубаря не дал. Дербализнуть бы сейчас трошки… Кажется, душки отморозил. Если бы тебя не было дома, я попросился бы на ночлег в душетерку. Хорошо, что сюда забросил кости.
— Эсĕ чăваш каччи-çке, мĕнле чĕлхепе калаçатăн? Эпĕ сана ăнланаймастăп. Чăвашла калаç. Аçу-аннÿпе те çаплах калаçасшăн-и?
— Не буду заарапить, — вырăслах çаптарчĕ Моряк. — Трудно мне на родном языке, вся молодость прошла в конде, не помню, когда я от души говорил с корынкой и с корынцем. Но постараюсь удовлетворить твою просьбу.
— Эпĕ санăн чăн-чăн ятна та пĕлместĕп.
— Зови по-старому. А настоящее имя мое — Денис. Фамилия — Ухтияров.
Якур Моряка çăвăнса тухма ваннăра ăшă шыв туса пачĕ, улăштарса тăхăнма кĕпе-йĕм хатĕрлерĕ. Хăна чăрмантарас мар тесе çăвăнмасан та юрать пуль текелерĕ. Апла пулсан чăвашлăхне йăлкăмĕ юлмичченех çухатман-ха вăл, виçĕ хутчен тĕрмере ларнă пулсан та намăс-симĕс тенине ăшĕнчен пĕтĕмпех кĕреçепе хырса кăларман. Ара, этемĕн тăнĕ-пуçĕ сысна вити мар-çке-ха, унти пур пуянлăха тислĕк пек тасатса кăлараймăн. Епле йывăрлăхра та çынлăхне çухатман çынра шанчăк та пур, вăл хăçан та пулин йĕркене кĕмеллех.
Çапла шухăшласа каччă чĕнмен хăнан тум-юмне çутă умне пырсах саркаласа пăхрĕ. Çĕнĕ япаласемех иккен, хывмасăр йăваланса çÿренĕрен вараланса лÿчĕркенмен. Нумайранпа мунча курман çын шăрши те кĕмест. Утюг таврашне юп курни те палăрать, апла пулсан Моряк тĕрмерен тухсан тÿрех ун патне килмен. Килĕнче пулнă-ши? Халиччен мĕншĕн Якура систермен? Унăн ашшĕпе амăшĕ çак хуларах пурăнатчĕç пулас. Вăл çуралнă чăваш ялĕ те хутлă-хутлă çуртсем айне пулса юлнă. Мĕншĕн ытла салху? Сăн-питрен те старике çаврăннă, питĕ хытă ÿсĕрет. Хальхинче тĕрме çăкри тутлах пулман курăнать. Якурпа паллашсанах тĕрме пурнăçне хăна пурнăçĕпе танлаштаратчĕ: апачĕ, тÿшек-çытарĕ янтă, тумлантараççĕ, ÿркенмесен мĕнле специальность кăмăла каять, çавна алла илме пулать тетчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Якур çав тĕрмене хăй ирĕкĕпе кайма та хатĕрччĕ, çул çитменни кăна кансĕрлерĕ. Моряк мухтанă тĕрме пурнăçĕ унăн килти тамăкĕнчен темиçе хут лайăхрах пек туйăнатчĕ.
Вăрахчен çăвăнчĕ Денис. Якур вăл тухнă çĕре çатмапа çăмарта ăшаларĕ, чей хатĕрлерĕ, шурă эрех кĕленчи кăларса лартрĕ. Çăвăнса тухнă Моряк ăна курсан савăнсах кайрĕ. Унтан вĕсем пуканĕсене хире-хирĕç вырнаçтарса тутлă шăршă сарса ларакан сĕтел хушшине ларчĕç.
Якур хăй ĕçмест пулсан та икĕ черккине те тултарчĕ.
Моряк çăмлă аллисене ниçта хума аптăраса чавси çине тĕренчĕ. Ал туни çинче мĕнле кăна ÿкерчĕк çук! Пÿрнисем таранах темле ăнланмалла мар «çĕрĕсем» ÿкернĕ. Якур çав татуировкăсене тимлĕн сăнаса пăхнине асăрхасан Денис аванмарланнă пек пулчĕ, хăйĕнчен ыйтмасăрах ăнлантарма пуçларĕ.
— Вот этот перстень означает, что я был осужден в несовершеннолетнем возрасте. Когда я сидел в первый раз. А это, — вăл бубновăй туз варрине масар хĕресĕ ÿкернĕ çĕррине кăтартрĕ, — означает, что вор совершил кражи из квартир. Вот этот последний перстень говорит о том, что владелец ведет себя положительно и отошел от преступных группировок.
Пурне те ăнлантарса пĕтерме те çук, ăçта кăна, мĕн кăна ÿкермен этем ÿт-тирĕ çине! Калăн, çÿлти турă çак çынна ÿкерчĕксем тума тап-таса ÿт-тир панă! Ку ÿкерчĕксем ытти хăш-пĕрисеннипе танлаштарсан ним те мар иккен-ха. Теприсем мунчара çын умĕнче хывăнма та вăтанаççĕ-мĕн. Хăйсен ирĕкĕпе лăпăртаттарнă ÿкерчĕксене ăнланма пулать-ха, мĕншĕн те пулин айăпа кĕнĕшĕн ирĕксĕрлесе эрешленине çынна кăтартма та намăс: зек тĕрмере кам пулнине тÿрех ăнланса илме пулать иккен. Тĕрмере кам хĕрарăм вырăнĕнче пулнине те пĕлме май пур.
— Çитĕ-ха тĕрме кĕнекине вуласа, — тулли черккине тытма сĕнчĕ кил хуçи. — Эсĕ тĕрĕс-тĕкел таврăннă ятпа, Денис. Малашне унта лекмелле ан пултăр.
Денис черккине сыпма мар, аллине те илмерĕ. Ĕçме пăрахни çулталăк çитет иккен ун. Ĕлĕк Моряк кĕленче çăварĕнченех ĕçетчĕ. Çавна аса илсе Якур халь тĕлĕнсех кайрĕ. «Çак çын та эрехрен писме пултарнă иккен, — шухăш вĕçрĕ унăн пуçĕнче. — Ман аттепе анне мĕншĕн эрехрен çапла сивĕнеймен-ши? »
— Мĕн, тĕлĕнтерсех ятăм-и? — чăвашлах каласа хучĕ тĕрме çынни. — Мана ĕçме юрамасть. Итлессÿ килет пулсан мĕншĕн иккенне каласа пама пултаратăп. Юлашкинчен тĕрмене лекиччен ĕçессин нормине тултарсах кайрăм пулас. Самоядкине те, самодуринскине те тиркесе тăман, шывсăр антăхнă вăкăр пек лĕрккенĕ.
Тĕрме пурнăçне лайăх пĕлсе çитнĕ Моряк унта виççĕмĕш хут çаклансан хăйне пысăка, асла хума хăтланнă иккен, ĕçрен пăрăнасси уншăн тĕп тĕллев пулнă. Вăл пуçлăхсене пĕр-икĕ хутчен улталама хал çитернĕ-ха, виççĕмĕшĕнче ăна комисси тĕрĕсленĕ те тăрă шыв çине кăларнă. Карцера хупмалла тунă «чирлĕ» çынна. Бетон хутаçра выртса тăрасси тар тăкса ĕçлессинчен те кансĕр япала иккен тата! Унта çемçе вырăн сарса хуман, йывăç сак та çук. Епле ыйхă килсен те урасене ирĕке тăсса яраймăн, шыв сапнă сивĕ бетон урайĕнче тутлă тĕлĕксем те йăпатаймаççĕ, апачĕ те куллен çиме хăнăхни мар…
Çапла, виçĕ хутчен карцера çакланчĕ никама та пăхăнмасла талăрнă Моряк. Юлашкинчен ăна больницăна илсе кайрĕç. Хальхинче вăл чăн-чăнах чирленине тĕрĕслеме комисси те кирлĕ пулмарĕ: пысăк температура вăл ÿпке шыççи лектернине кăтартрĕ. «Пĕр енчи ÿпке кăна мар, икĕ енĕпех шыçнă», — терĕ тĕпчекен тухтăр. Чирĕ, чăнах та, хăрушă аталанса пычĕ, мĕн чухлĕ эмел çăтсан та усси пулмарĕ. Дениса хулари поликлиникăна куçарчĕç. Кунта, ирĕк больницăра, ăна лайăх пăхрĕç, тем тĕрлĕ эмел парса хăвăртрах сиплесе кăларма тăрăшрĕç, анчах та тĕрмене таврăнас вăхăт çитеспе инсульт текенни пырса тăрслаттарчĕ Моряка. Сулахай ури-алли хуçине пач итлесшĕн мар пулчĕ, тути чалăшрĕ. Малтанхи вăхăтра вăл хăй тĕллĕн утма та пултараймарĕ: сулахай ури хуçине тÿрех айккинелле сĕтĕрсе каятчĕ, пуç çаврăнни йĕркеллĕ утăм тума памастчĕ. Ăна хула поликлиникинчех хăварчĕç. Тепĕр виç-тăватă уйăхран иккĕмĕш группăри инвалид тесе амнистипе ирĕке ямалла турĕç.
Телейлĕччĕ-и-ха Моряк? Тĕрмене çаклансанах ирĕке тухассишĕн хăйне хăй тем туса сусăрлатма та хатĕрччĕ. Ирĕкре çÿрессинчен хакли урăх ним те çук пек туйăнатчĕ ăна. Халĕ ирĕке кăларассине пĕлсен сехĕрленсех ÿкрĕ, килне васкасах çыру çырчĕ. Çĕнĕ хулари хваттерне урăх хулапа ылмаштарма йăлăнчĕ çуратса ÿстерекенсене. Унта ăна пурте пĕлеççĕ, тусĕсем, юлташĕсем нумай. Вĕсемпе тĕл пулсан эрех-сăрине кÿпессинчен хăтăлаймăн, кирлĕ-кирлĕ мар ĕçрен те парăнаймăн. Ял йытти ял еннеллех вĕрет теççĕ. Пĕр иртĕхме вĕреннĕ çын хăйне хăй тытса чараймасть, çитменнине тата, авланма та вăхăт. Мĕнлерех хĕр качча тухĕ темиçе хут тĕрмере кăвакарнă çынна? Ун çинчен тăван хулара çынни кăна мар, йытти-кушакĕ те пĕлет. Йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнма шухăш тытнă çынна урăх хуларан лайăххи ним те çук. Унта ăна çăвар уçмассерен тĕрмепе хăртма пултараççĕ, унăн халь çынсем хушшинче çын пекех пулас килет. Тата мĕнле ĕçе вырнаçмалла? Тĕрмерен тухнă çынна кам кĕтсе тăрать, кам ĕç вырăнĕ хатĕрленĕ ун валли? Урăх ĕç кĕнекипе паспорт тутарсан та ăна паллаççĕ. Пуçлăхсем пĕлмесен те йышра палланă çын тупăнатех. Сăмахран сăмах тухсан вара — пин сăмаха çитессине пĕлсех тăр! Çапла, çĕнĕ пурнăçпа пурăнас ĕмĕтпе авăрланса тĕрмерен тухрĕ Моряк. Çĕнĕ хуларан ĕмĕрлĕхех кайса иртнĕ пурнăçа çăва тĕпне тумалла, пĕр-пĕр чиперккене арăм туса çемьеллĕ пулмалла, йăлтах сывалса çитсе укçа нумай тÿлекен ĕçе вырнаçмалла. Тĕрмере пурăннă çулсем, тÿссе ирттернисем малашне тĕлĕке те ан кĕччĕр. Тĕрмерен тухнă çынран лайăххине кĕтме çук тесе ахалех калаççĕ. Этем тени кирек ăçта пулсан та этемлех шухăшлать, телейлĕ пуласси çинчен ĕмĕтленет. Ăсне-тăнне, чунне-юнне картла выляса янисем те ирĕке тухсан хăйсем телейлĕ пурнăçпа пурăнма тытăнасси пирки иккĕленмесĕр калаçаççĕ. Моряк вĕсем пек мар-и вара? Мĕн енĕпе катăк вăл ытти икĕ ураллă чĕрчунсенчен?
Çул çине панă виççĕр тенкĕ укçине кĕсйинче чăмăртаса Моряк тĕрме картишĕнчен тухрĕ. Чи малтанах вăл лавккасене кĕрсе ашшĕ-амăшĕ валли кучченеç туянма шутларĕ. Анчах та япала хакĕсене курсан анрасах кайрĕ! Пурлă-çуклă укçи киле çитсе ÿкме те çитмест иккен. Япала сутса укçа тума та майĕ çук: унăн кивĕ кирĕк тумне паян кам туянĕ? Лавкка тулли ют патшалăх япалисем куçа çисе выртаççĕ. Укçа пулсан çĕнĕ тум туянсан та пăсмĕччĕ те…
Выçăллă-тутăллă асапланса Моряк çĕнĕ адреспа килне, урăх хулана, çитсе ÿкрĕ. Хули ытла шавлах, пысăках мар, хăнăхнă çĕнĕ хула пекех туйăнса кайрĕ ăна. Часах вăл хăйне кирлĕ урама çитсе амăшĕ çырса янă хваттер алăкне пырса шаккарĕ. Турăçăм, тĕрме çынни те çакăн пек савăнтарма пултарать иккен ватă амăшĕн чĕрине! Çур сехете яхăн ытамĕнчен вĕçертмесĕр куççуль витĕр ачаш сăмахсемпе такмакларĕ тунсăхланă хĕрарăм. Çак черченкĕ чăваш арăмĕн чĕринчен çакăн чухлĕ савăнăç тухма пултарать тесен — нумайăшĕ ĕненмен те пулĕччĕ. Анчах та çав виçесĕр туйăма пĕр Денис кăна каласа, ăнлантарса пама пултарать. Йăмăкĕ те савăннă, анчах та ун шатлăхĕ амăшĕн туйăмĕ çумне пырса та ереймест.
— Ан йĕр, анне, — хăйне чунпа юн паракана çурăмĕнчен ачашларĕ ывăлĕ, — малашне пĕр-пĕринчен нихăçан та уйрăлмăпăр. Ывăлу тупа тăвать. Аттене кăна кураймарăм, мана кĕтсе илеймерĕ, мĕскĕн.
— Аçу чунĕ тухас умĕн те сан ятна асăнчĕ, — халь ĕнтĕ шăпăртатса юхакан куççульне те шăлмарĕ амăшĕ. — Юлашки сывлăш çаврăмĕчченех сана кĕтрĕ, чĕппĕм.
Чĕппĕм тенĕ сăмаха ывăлĕ амăшĕнчен аркă çинче сикнĕренпе те илтменччĕ. Чĕппĕм тенине кăна-и? Тĕрме пурнăçĕпе пурăнма тытăннăранпа та çуралсанах панă ятпа ăна никам та чĕнмен. Унти юлташĕсенчен мĕнле кăна ят илтмен? Тепĕр чухне хăй те аса илсе пĕтереймест. Ирĕке тухсан та ун çине шанчăклă куçпа никам та пăхман. Пĕрисем шикленсе йăпăлтатнă, теприсем йĕрĕнсе калаçман, виççĕмĕшĕсем палламăш пулса иртсе кайнă. Амăшĕн чĕрине, чунне-юнне кăна никам та улăштараймасть иккен. Уншăн паян çак тĕнчере чи хакли, чи çывăххи — тĕрмерен таврăннă çĕтĕк тумлă, сухаллă ывăлĕ! Ăна вăл никампа та, нимĕнпе те ылмаштарас çук. Вĕлереççĕ тесен те ывăлĕ вырăнне хăй выртса вилме хатĕр. Çапла вăл аннесен чĕри. Эпир кăна çавна ăнланасшăн мар!
Килте икĕ кун каннă хыççăн Денис чăнласах та çĕнĕ пурнăçпа туслашма шутларĕ, хулана ĕç шырама тухрĕ. Денисăн специальноçĕ нумай, тĕрмере вăл чăнах та тăрăшса вĕренчĕ. Ĕçе вырнаçтаракан кантуртан темиçе адрес илсе пĕлтерÿ панă вырăнсене çитсе килме шутларĕ. Сĕм çĕрлечченех çÿрерĕ вăл адрессем тăрăх. Ĕçлекенсем чăнах та кирлĕ, анчах та тĕрмерен панă хута вуласанах пуçлăхсем сивчир пырса çапнă çынна çаврăнаççĕ: штата кĕскетеççĕ, ĕç укçи çук иккен. Пĕр эрне çÿрерĕ Денис, анчах ĕçе çаплах вырнаçаймарĕ.
Кунпа та çырлахма пуçланăччĕ — тепĕр инкек сиксе тухрĕ: йăмăкĕ ăнсăртран машина айне пулчĕ. Пĕр ÿсĕр водитель ытлашши васканăран «ăйăрне» тытса чараймасăр çул урлă каçакан хĕр çине кĕрсе кайнă. Больницăра та тăна кĕртеймерĕç ăна. Нумай пулмасть упăшкине пытарнă хуйхăпа касăлнăскер, юратнă хĕрĕн вилĕмĕпе çырлахаймасăр, ывăлĕ килнĕ савăнăçа манса амăшĕ вилсе кайрĕ. Моряк пĕчченех тăрса юлчĕ. Пĕрмаях вилесемпе аппаланса тĕрмерен панă хучĕсене те çухатрĕ. Хваттерне ун çине çырмарĕç. Вăл ашшĕ-амăшĕн ывăлĕ иккенне саккун йĕрки-картине тытса пыракансене ниепле те ĕнентереймерĕ. Мĕн тумалла?
Çак йывăр вăхăтра вăл Ульяновск хулинчен çыру çырса тăнă
хĕрарăма аса илчĕ. Унпа вĕсем ĕлĕкрехех паллашнăччĕ, Шура тесе чĕнетчĕç ăна. Çавăн патне кайса ун хушаматне йышăнсан? Çĕнĕ паспортпа ĕç кĕнеки илсен? Паллах, тĕрмере пулни çинчен паллă тумасăр илнĕ документсем кирлĕ, унсăрăн пурпĕрех ĕçе вырнаçма çук.
Шура Дениса ăшшăн кĕтсе илнĕ пек турĕ. Вокзалтан тÿрех хăй патне илсе кайрĕ, ĕçтерчĕ-çитерчĕ, тум-юмне те çуса, якатса пачĕ. Пĕр сăмахпа каласан, тĕрме хыççăн Моряк чăн-чăн çемье ăшшине пĕрремĕш хут тутанса пăхрĕ. Анчах унăн савăнăçĕ нумая пымарĕ, мĕншĕн тесен Шура час-часах киле лайăх «ăшăнса» таврăнма пуçларĕ, хăш-пĕр чухне таврăнмастчĕ те, ăçта пулни çинчен те каламастчĕ. Денис çапах та ЗАГСа кайса хут тутарчĕ, паспорт илчĕ. Халь ĕнтĕ унăн хушамачĕ Ухтеркин мар, Борисов. Шура, темле пуçлăхпа çыхăннăскер, таса ĕç кĕнеки те туса пачĕ. Унта Денис халиччен тĕрмере мар, Ульяновскри моторсем тăвакан заводра ĕçленĕ тесе кăтартнă. Документсем тăрăх, Денис пачах та тĕрмере пулман пек курăнать. Çав савăнăçпа Шура хăна пуçтарчĕ, каçалапа кĕреш пек икĕ арçын ертсе килчĕ. Унтан, яланхи пекех, ĕçкĕ-çикĕ пуçланчĕ. Шура хăнасенчен те ытларах ÿсĕрĕлсе кайрĕ пулас. Арçынсем ăна пуканене тыткаланăн лутăркарĕç. Акă çав икĕ юман кĕрешнĕ те Шура çывăрмалли пÿлĕме ертсе кĕчĕ, çийĕнчи тумне ним юлмиччен хывса пăрахнă хыççăн лешсене хывăнтарма тытăнчĕ. Калама çук тăвăлса çитнĕ Денис сăмах чĕнмесĕр тÿсеймерĕ, «арăмне» намăслантарма хăтланчĕ. Анчах та арçыннисем тÿрех Моряк çине сиксе ларчĕç те ăна урайне тăсса ÿкерчĕç… Икĕ кунтан çеç больницăра, реанимаци палатинче, тăна кĕчĕ вăл. Хăйпе мĕн пулнине паян та йĕркеллĕн аса илеймест. Халĕ Денис Козьмодемьянскри хваттерне таврăнать. Çĕнĕ документпа ĕçе вырнаçма, хваттерне хăй çине çыртарма май килмĕ-ши? Кунти ватăсенчен Моряк чăнах та хăйĕн ашшĕпе амăшĕн ывăлĕ иккенне çирĕплетекен хут илсе каймалла. Усси те пулас çук та, пырши тухнă пăчăрăнни пек, этемĕн те малаллах тапаланас пулать.
— Кунтан илнĕ хутсемпе те ĕç тухмасан? — хĕрхенсе ыйтрĕ Якур.
— Тĕтĕмсĕр яла пропискăпа кĕмелле пулать, — куланçи турĕ Денис. — Халь эпĕ инвалид, иккĕмĕш группăрисене ĕçе илесшĕнех мар. Ĕçлеме вăй-хал та çук. Шалта, кăкăрта, тем япала татăлнă пулас манăн, кăшт ÿсĕрсенех юн кайма пуçлать. Паянхи пек пурнăçпа инвалидсене мар, сывă çынсене те пурăнма йывăр. Тата çемье çавăрса пурăнма ĕмĕтленнĕччĕ. Çук, маншăн çырнă япала мар иккен…
Хăйĕн çамрăклăхне, вăй-халпа сывлăхне упрайманшăн ÿкĕнет Моряк. Çамрăклăх вĕресе тăнă вăхăтра утайми пулса çынран катăк çÿресси кама савăнтартăр ĕнтĕ? Эпир хамăра çак çĕр çине нихăçан та ватăлмасăр ĕмĕр ирттерме килнĕ улăп вырăнне хурса пуçтахланмастпăр-ши? Денис та малтан çапла шутлатчĕ, халь иртнĕ кунсене каялла хăваласа килĕччĕ те — чавсу хăвăнах пулсан та çыртаймăн çав!
Кунта киличчен Денис Якур çинчен пачах урăхла шухăшланăччĕ. Тăлăх, эрех-сăрана ачаранах тиркеменскер иртĕхсе çÿрет пулĕ тенĕччĕ. Тĕрмерен тухнă «паттăрсене» ĕлĕк вăл çывăха хуратчĕ, çавăнпа та Моряк Якура тĕрме çыннисемшĕн ют мар тесе шутлатчĕ. Хăй йăнăшĕсемшĕн ÿкĕнме пуçланăскер, кăмăллă йĕкĕте тĕрме çулĕ çине тăмалла марри çинчен ÿкĕтлеме ятарласа хăнана кĕнĕ вăл халь. Хăрани, пăшăрханни кăлăхах пулчĕ иккен: Якур эрех-сăраран пачах писнĕ ав, тĕнчипех чаплă спортсмен пулма пултарать. Çавăнпа хĕпĕртесе вăл лăпкăн çывăрса кайрĕ.
Çемçе те ăшă вырăн çинче Моряк кăнтăр апачĕ иртичченех çывăрчĕ.
Хваттерте тупăкри пек шăплăх тăнăран-и, аманнă-суранланнă ÿт-тир çăвăнса витĕр тасалнăран-и, хăй астăвасса пĕрремĕш хут çакăн пек канлĕ те тутлă ыйхăпа киленчĕ Денис. Якур урисене шакка-шакка юртан тасатнине те илтмерĕ.
Ĕçе кайнă чухне Якур тарăн ыйха путнă Моряка вăратмарĕ. Вилнĕ пек çывăракан сухаллă юлташĕ çине хĕрхенсе пăхса тăчĕ, хут çине виçĕ-тăватă сăмах çырса, çăра уççипе пусарса курăнмалли çĕре хучĕ.
Общежитире пурăнакан çамрăксемпе ирхи зарядка ирттернĕ хыççăн Якур директор патне кĕчĕ. Святослав Всеволодович пĕчченех, линейка ирттерме хатĕрленет. Юлашки вăхăтра училищĕре иртнĕ кунсенчи лару-тăру çинчен хыпарласси йăлана кĕчĕ. Кам-кам йĕркене пăсни, эрех-сăрапа иртĕхсе кирлĕ мар ĕç туни, спортра е художествăллă пултарулăхра тунă çитĕнÿсем, вĕренÿ хыпарĕсем ачасене самаях кăсăклантарма пуçларĕç. Линейкăра мухтани е япăх енĕпе асăнни юлташусене сан çине чăнах та урăх куçпа пăхтарать иккен. Ушкăн хаклани вара ачасемшĕн учительсемпе мастерсем, ашшĕ-амăшĕсем хакланинчен темиçе хут вăйлăрах витерет иккен. Урăлтаркăч алăкĕнчен пĕрре мар кĕрсе тухнă пуçтахсем те юлашки вăхăтра «типĕ тытма» пуçларĕç. Уроксемпе практикăсене çÿресси те самаях лайăхланчĕ, группа журналĕнчи хаксем те маччаналла кармашма пуçларĕç.
Якур Директора Моряк хăнана килни тата унăн пурнăçĕ ытла та хĕсĕнсе çитни çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ. Çав тери хĕрхенет иккен каччă çав мĕскĕне, май пулсан тем туса та пулăшма хатĕр.
— Хăвна вăрă ĕçне явăçтарнăшăн тав тăвасшăн апла? — тарăхса ыйтрĕ директор преподавательтен. — Сана та хупнă пулсан иксĕрĕн те пĕрешкел шăпа пулма пултаратчĕ.
— Эпĕ Моряк юлташ пулнăран хутне кĕместĕп, — ассăн сывларĕ спортсмен. — Вăл хăйне тивĕçлине шыраса тупнă, суйласа илнĕ ĕнтĕ. Паянхи шăпи чуна ыраттарать. Ухмах çын мар, хăйĕн йăнăшне халь ĕнтĕ никамран та лайăх туять, ÿкĕнет. Йĕркеллĕ пурнăçалла тапаçланать. Пирĕн общество вара, уйрăмах паянхи бюрократсем, шыва путакана алă парас вырăнне тарăнрах авăра тĕксе ярать. Ашшĕпе амăшĕн хваттерне те пĕртен-пĕр ывăлĕ çине çырмаççĕ, мĕншĕн тесен вăл — тĕрмере ларнă. Хăйне тăрантармалăх та укçа ĕçлесе илеймесен çын ретне мĕнле кĕтĕр вăл?
— Ĕçлесе илме кам чарать?
— Ĕçе илмеççĕ ăна, «тĕрме» сăмах мĕнпур пуçлăха хăратать. Моряк чирлĕ, ăна вăй хумасăр ĕçлемелли вырăн кирлĕ халь.
— Ун пек ĕç вĕреннĕ çынсемшĕн кăна пулас? — шухăша кайрĕ директор. Якур çак териех ырă чунлă пулни ăна савăнтарчĕ те, хăратрĕ те. Мĕнле майпа хваттерне шанса хăварнă-ха, вăрă ĕçĕпе çакланнă çынна çапла шанма юрать-и?
Денис усал япала текех ним те тăвас çуккине Якур пĕлет. Çĕркаç епле тарăхса, ÿкĕнсе ларнине курчĕ, таса кăмăлтан калаçнине сисрĕ, ăнланчĕ, ĕненчĕ вăл, çавăнпа ăна килне пĕччен хăварма та шикленмерĕ.
— Эсĕ те манашкал çемçе кăмăллă çав, — асăрхарĕ Святослав Всеволодович каччăн сăмахĕсене витĕр ăнланса. — Май пулсан санпа эпир инкеке лекнĕ çынна юлашки йĕме хывса паратпăр. Мĕншĕн çаплах чуна ыраттаратăп-ши çыншăн, тепĕр чухне çакăншăн хама та тарăхатăп. Этеме хĕрхенсе хам типшар курнисем те сахал мар пулнă.
— Эпĕ те ытла уçă кăмăллă пулнăран пĕрре мар ÿкĕннĕ, — килĕшрĕ директорпа Якур. — Çынна хĕрхеннĕрен савнă хĕрсĕр тăрса юлтăм. Ольăна хĕрхеннĕренех унăн çулĕ çине тăмарăм, ун чухне вăл мана упăшкипе калаçтарасшăн мар куççульпех йăлăнчĕ. Моряк та тĕлсĕр иртнĕ çамрăклăхĕшĕн ÿкĕнни витĕр курăнать, мĕнпе пулăшмаллине кăна пĕлместĕп.
— Ун пекки пурнăçра пулать вăл. Эпир ун чухне Азербайджанра ĕçлеттĕмĕр. Пĕррехинче çĕрле палаткăра çывăрса выртатăп, темле ăнланмалла мар сасă илтсе вăранса кайрăм. Пăхатăп: ман пуç тĕлне брезента çурса финка анать. Нумай та вăхăт иртмерĕ, çурса янă çĕртен финка тытнă алă, унтан вăрăм çÿçлĕ пуç курăнса кайрĕ. Кăшкăрса ятăм та финкăллă алла çатăрласа тытрăм. Ман сасса илтсе юлташсем сиксе тăчĕç. Тăват-пилĕк беспризорник пире çаратма шутланă иккен. Юлташсем вĕсене кăштах тÿнккесе илме те хирĕç марччĕ — хĕнеттермерĕм.
— Хулана илсе кайса милици аллине патăр пуль?
— Вăл вăхăтра çапкаланчăк ачасем кашни хуларах лăк тулличчĕ. Темшĕн кăмăла кайрĕ çав ачи, халь те ăнланаймастăп. Эпĕ ăна хамăр лагере юлма хушрăм, анчах та вăл килĕшмерĕ, вăрламасăр пурăнаймасси çинчен пĕлтерчĕ. Икĕ кун тÿскелесе пурăнчĕ, виççĕмĕш каçхине юлташăн сехечĕпе укçине илсе çĕр çăтнă пек çухалчĕ.
Пĕр уйăхран хайхи çапкаланчăк каллех пирĕн легере пырса тухрĕ. Пырса тухрĕ тени тĕрĕсех те мар пулĕ, эпир ăна хуларан лагере каякан çул хĕрринчи канавра выртаканскере тупрăмăр. Такам ăна уринчен пăшалпа персе амантнă пулнă. Çĕтĕкпе çыхса янă ури çĕрсе шăршланма тытăннă, çывăхне пыма çук шăрш кĕрет. Эпир ăна лагере лашапа илсе çитертĕмĕр, суранне çуса тасатса çыхса ятăмăр. Тепĕр кун кăна калаçма пуçларĕ ача. Хăй мĕнле аманнине, пирĕн пата килме тухсан тăнне çухатса йăванса кайнине каласа пачĕ.
— Укçапа сехет вăрланă хыççăн сирĕн пата пыма мĕнле хăюлăх çитернĕ-ха вăл вара? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Якур. — Айăпа кĕнĕ хыççăн куçран пăхма вăтанман çынра пăрахатăр çук пек туйăнать мана. Чунсăрсем çеç çапла тума хал çитереççĕ.
— Малтан эпир те çапла шутланăччĕ. Калаçакан пулсан вăл пире укçапа сехете мĕнле вăрлани çинчен каласа пачĕ, анчах та вăрланă япалисене алăран алла яман иккен. Темиçе хутчен те лагере килсе хуçине парасшăн пулнă, тĕрлĕ сăлтавсене пула килеймĕн. Халĕ, хăйне вилĕм умĕнче туйсан, çылăхне каçарттарма упаленсе те пулин лагере çитме шутланă, анчах та çитеймен.
— Хăйĕн айăпне ăнланнă апла?
— Вăрлама юраманнине те пĕлетчĕ çав ача, анчах вăрламасăр пурăнма пултарайманнине те йышăнатчĕ. Эпĕ пурпĕрех шанчăка çухатманччĕ, вăл таса чунлă çын пулса çитĕнессе шанаттăм. Юлташсем манран кулатчĕç, çапкаланчăка юратмастчĕç, май килсен чышкăлама, кÿрентерме пăхатчĕç, лагерьтен хăваласа яма хистетчĕç. Гриша — ачи çавнашкал ятлăччĕ — манпа кăна калаçатчĕ тата экспедицие килсе ернĕ йытăран уйрăлма пĕлместчĕ.
— Ман пекех, — хурлăхлăн каласа хучĕ каччă хăй ачалăхне аса илсе. — Урăх тармарĕ-и?
— Тата темиçе хутчен те çухалчĕ. Кашни тармассерен мĕн те пулин илсе каятчĕ, анчах япалине каялла кÿрсе паратчĕ.
— Пăшалпа кам пенĕ вара ăна?
— Пĕр ялта пахча çаратнă та, хуралçи пăшалпа пенĕ.
— Тăварпа авăрланă-и?
— Мар çав, пăшалне кайăк тытмалли етресемпе авăрланă пулнă.
— Кайран?
— Эпĕ ăна явапне хам çине илсе лагерьтех хăвартăм, черетлĕ канусем вăхăтĕнче вăл пирĕн патра килте пурăнатчĕ, аттепе анне ăна хăйсен ăшшине хĕрхенмесĕр паратчĕç. Куç умĕнчех çитĕнчĕ Гриша, хитре те паттăр каччă пулса салтака юрăхлă пулчĕ. Ун çине пăхсан чун савăнатчĕ, çав тăлăх турата вăхăтра ăнланса илнĕшĕн хама хам тав тăваттăм эпĕ. Анчах та Гришăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Салтакран килсенех пирĕн экспедицинче ĕçлеме пуçларĕ. Юрататтăмăр эпир ăна, ушкăнра чи пултаруллисенчен, ырă кăмăллисенчен пĕриччĕ вăл. Юлташĕ йывăрлăха лексен хăйĕн пурнăçне хĕрхенмесĕр ăна пулăшма чи малтан пыратчĕ. Шел, тÿсме çук шел Гришăна! Джугджур тыткăнĕнчен хăтараймарăмăр ăна. Геодезистсен пĕр ушкăнĕ аташса кайнăччĕ, çавсене хăтарма кайсан Гриша ту çинчен шуса анакан юр çулĕ çине лекнĕ… Çын евĕрлĕн масара та пытараймарăмăр. Тен, халĕ те юр купи айĕнче çаплипех выртать? Тăпри çăмăл пултăр тесе калама та çук, — куççульне шăлчĕ Святослав Всеволодович. — Аттепе анне çавăншăн хуйхăрсах çĕре кĕчĕç пек туйăнать мана. Пĕлетĕн-и, Гриша пек ачаш чĕреллĕ, çыннăн терт-асапне хăйĕнни пекех йышăнакан çынсене сахал тĕл пулатăн. Çавăн чухне ăна милици аллине парса хамăрпа экспедицие илмен пулсан эпир мĕн пысăкăш йăнăш тунă пулăттăмăр. Пурне те аса илсен халĕ те чун кÿтсе килет.
Пĕр саманта вĕсем кашнийĕ хăйĕн шухăшĕпе пусăрăнса шăпăрт ларчĕç. Юр айне пулса вилнĕ Гришăна тарăн ыйхăран вăратас мар тенĕ пек, йăшăл та хускалмарĕç.
— Моряк пĕчченех юлчĕ тетĕн? — шăплăха хускатрĕ директор. — Енчен те эпир ăна ĕç тупса парсан?
— Вăл чирлĕ, мĕнле ĕç тупма пулĕ-ши ун валли? — иккĕленчĕ Якур. — Денис тĕрĕс çул çине тăрасшăн, çакна мана темле туйăм систерет. Çамрăк та айван тесе ан калăр, Святослав Всеволодович.
— Çав Гришăна экспедицие илнĕ чухне эпĕ те ватă çын пулман, санашкалах çамрăкчĕ. Манран та юлташсем кулатчĕç. Эсĕ ху çынлăхран тухман, çавăнпа сана турă систерет. Пире общежити валли вахтер кирлĕ, хăй килĕшсен сĕнсе пăхар. Мĕнле шутлатăн, Егор Филимонович? Пурăнма обжежитире пĕр пÿлĕм парăпăр, укçи те пулать. Ачасене кăна «професси» ан патăр, вăрăсем вĕсем çынна вĕрентме юратаççĕ-çке, — Якур çумне пырса ларчĕ директор. — Халь çав йĕкĕте пулăшайманшăн кайран ÿкĕнмелле ан пултăр.
— Ĕç хыççăн тÿрех киле вĕçтеретĕп, — хĕпĕртесе ÿкрĕ каччă. — Вахтер ĕçне пултарать вăл, унта вăй хурса ĕçлемелле мар. Пурăнма вырăнĕ те пулать.
— Мĕнпур мĕскĕне пулăшаймăпăр та, куç умĕнче тăракан мĕскĕне вăй çитнĕ таран пулăшасчĕ, — сăнĕ çуталчĕ директорăн та. — Чăвашсем пĕр-пĕрне авалтан пулăшнă, çав ырă йăла халĕ те пирĕн юнра çывăрать, вăратмалла анчах.
— Тавах, Святослав Всеволодович! Сире çынсемшĕн пурăнмах çуратнă пуль. Денис хĕпĕртет ĕнтĕ.
Якур сăмахĕсене Моряк лăпкăн итлесе пĕтерчĕ. Тав турĕ, Директора мухтарĕ, анчах та вахтерта ĕçлеме килĕшмерĕ. Ку хулара ниепле те юласшăн мар иккен вăл. Иртнĕ кунсен ÿкĕнĕçĕ ыйхине те канлĕн çывăрттарас çук, мĕншĕн тесен хăйĕн иртнĕ çылăхĕсене вăл вĕçсĕрех аса илет, чун ыратнăран куççуль те сахал мар юхтарать. Лере, Мари çĕрĕнче, ăна-кăна пĕлекен çук, çавна май айăпĕсене кунсерен аса илтерекен те пулмĕ.
— Хăçан ÿкĕнме пуçланă вара эсĕ çак териех? — ăнланман пек пулчĕ Якур. — Хăйĕн айăпне йышăнса ÿкĕнекен çын виçĕ хутчен тĕрмене çакланмасть пуль? Эпĕ, сăмахран, санпа хваттер çаратнă хыççăн аттепе аннен вилтăприйĕ çине выртса тупа турăм. Çавăнтанпа мана нимле вăй та кирлĕ мар ĕç тума илĕртсе хавхалантараймĕ.
— Эпĕ те тупа тунă, Якур, тĕрмерен тухмассерен тупа тунă, анчах та манăн пĕр тăшман пулнă, ун чухне çавна эп ниепле те çĕнтереймен. Çав тăшман мана кашни утăмрах хĕтĕртсе çÿретчĕ. Эпир халь унпа уйрăлнă.
— Мĕнле тăшман тата вăл? — тĕлĕнчĕ Якур.
— Эрех! Çавна çĕнтерейменниех пуçа çирĕ. Кăшт çăвара кĕрсенех алăран çавăтатчĕ, чуна çемçетсе, илĕртсе çÿретчĕ. Вăт çав япаларан маларах уйрăлмалла пулнă.
— Эрехе нумай çын ĕçет-çке…
— Пуриншĕн те пĕр мар вăл, лавккара сентре çинче кĕленчере чухне кăна хăйне тăп-тăнăç тытать. Савăтран тухса пирĕн ăша кĕрсен темле хăватлă, тĕреклĕ çынна та хăй аллипе тыткалать. Эс, ыр çыннăм, турра тав ту хăвна спортпа çыхлан-тарнăшăн, унсăрăн эсĕ те ман хăраххăм пулаттăнах! Эсĕ кам иккенне астăватăп-ха, Якур. Ан çиллен мана, çак сăмахсене эпĕ хаяр сунса каламастăп. Эсĕ маттур каччă, ĕмĕрÿ иртичченех пурнăçра çавăн пек юл!
— Унта кайсан мĕнле пурăнăн-ха? Тăван-пĕтенÿсем çук, арăмупа ачусем те кĕтсе тăмаççĕ. Сана халь техĕмлĕ апат, ăшă хваттер, ăшă куçпа пăхакан кирлĕ. Ăçта вĕсем сан? Кунта сана паллаççĕ тесе хулана та пырса кĕмелле мар-и? Пĕр эсĕ кăна тĕрмерен таврăнман, вĕсем пĕри те вăтанса-пытанса килтен тухмасăр лармаççĕ. Хăшĕсем питĕ хаярланса таврăнаççĕ, кÿршĕ-аршисен сехрине хăпартаççĕ. Ун пеккисем те пур, хăвах пĕлетĕн.
Денис пурпĕрех ÿкĕте кĕмерĕ. Тепĕр каç выртнă хыççăн Козьмодемьянск хулине тухса кайрĕ. Якур ăна автобуса ăсатса ячĕ.
— Якур, эсĕ лайăх юлташ, — автобуса кĕриччен ыталаса илчĕ ăна Денис. — Эпĕ кунтан санăн ятна варалас мар тесе каятăп, айăп ан ту. Санпа эпир менле ĕç тунине астăвакансем кунта сахал мар. Эсĕ ху çавсене маннă пулсан — асна илтерекенсем тупăнма пултараççĕ. Таса ана çинче кирек хăçан та çум курăкĕ тупăнать. Çакна манса ан кай.
— Хыпар тумасăр ан тăр, — ыталарĕ юлташне каччă та. — Хваттер пирки ытлашши хирĕç тăраççĕ пулсан шăнкăравла, тен, пулăшу кирлĕ пулĕ. Саккун картинче ĕçлекенсем пурте чунсăр мар, йывăç чĕреллисем унта нумай çакланаççĕ пулин те. Эсĕ мĕнлерех çемьере, камран çуралнине çирĕплетекен хутсене хамах майлаштарса ярăп, ху килсе те ан çÿре. Сан канмалла, сывалмалла, вара ĕçе те кĕрĕн.
— Чăрмантарсан-тусан ан çиллен вара, Якур, ман хута кĕрекен урăх никам та çук. Лайăх ĕçле, сывлăхлă пул. Мана айăп ан ту, çавна йăлăнсах ыйтатăп.
Акă вăл пурнăçпа вылянин тĕслĕхĕ. Вăй-хал тĕреклĕ чухне, çамрăк юн вылянă кунсенче кам шутлать-ха пурнăçри тăнăçлăх-йĕркелĕх çинчен? Малашлăх ун чухне яланах пĕлĕтсĕр, çутă та хĕвеллĕ пулас пек туйăнать, пурнăç урапи кăлттă-малттă кусма пултарасси пиле те килмест. Анчах та тертленсе курман çынна кашни утăмрах апла ту, капла ан ту тесе ăс парса тăмалла-и-ха? Вăл пурнăç тути-масине те пĕлмест, хурапа шурра та ăнланмасть пулсан? Ăнсăртлăхĕсемпе кĕтменлĕхсем вара пире яланах кĕтесрен систермесĕр чукмарлама хатĕрленсе тăраççĕ! Дениспа та çапла пулмарĕ-и? Телейлĕ те тăнăç çемьере выляса-кулса ÿснĕскер, малашне хăйне такăнтармалли тупăнĕ тесе нихăçан та шухăшламанччĕ вĕт вăл. Хăйĕн пуласлăхне уçса паракан пулсан та унран çав самантсенче ахăлтатсах кулнă пулĕччĕ. Эпир пурсăмăр та çавах мар-и? Паянхи кун тивлечĕпе кăна йăпанса çÿреместпĕр-и-ха? Паян лайăх чухне ĕмĕр те лайăх, начар чухне — ĕмĕр те асаплăхра çеç иртессĕн туйăнать пире.
Якур йывăр шухăшсен лавне çапла сĕтĕрсе килнелле утрĕ.
— Эх, Моряк, Моряк! — сасăпах каларĕ вăл, — паян сана çак халпа курасси çинчен шухăшламанччĕ. Нивушлĕ эпĕ те сан пекех пулма пултарнă? Хăрушă, шухăшлама та хăрушă ун çинчен?
— Кампа калаçатăн эс, Якур? — шартах сиктерчĕ ăнсăртран хăлхана пырса кĕнĕ сасă. — Пĕчченех утатăн-çке?
— Маша? — тÿрех ним калама аптăрарĕ Якур. — Темле юрă сăмахĕсене аса илсе пыратăп-ха.
— Телейлĕ çынсем кашни утăмрах юрлаççĕ çав! — юнашар утрĕ Маша. — Хăçан та пулин çав телее тупса пулĕ-ши ман?
— Çылăха ан кĕр, Маша. Сан пек телейли çак çĕр çинче урăх çук та пулĕ. Санăн пурте пур, тата мĕн çитмест?
— Эсĕ çук, — татăклăн каласа хучĕ хĕр. — Манран кулма пултаратăн.
— Шухăшламан та кулма.
— Якур, эсĕ мĕншĕн манпа туслă пуласшăн мар?
— Сăлтавне сана тахçанах каланă, эсĕ ăна лайăх пĕлетĕн. Часах Оля килсе çитмелле.
— Вăл пулмасан мана юратнă пулăттăнччĕ-и?
— Пĕлместĕп çав, Маша-а!
— Килмест вăл сан патна, — хăй сăмахĕ çинех тăчĕ Маша.
— Манăн чун сисет.
— Кĕтсе ил тесе çырнăччĕ, анчах телеграмми килмерĕ-ха.
— Упăшки ямасть пулсан?
— Вĕсем пĕрле пурăнмаççĕ.
— Урăххине тупнă, асту! Ху çумăнтанах качча тухакан хĕр сана кĕтсе лартăр-и? Эпĕ хĕрсен психологине лайăх пĕлетĕп: юратнă çын тĕл пулсан ним çинчен те шухăш çук вĕсен. Акă мана качча илетĕп тесе илĕртекенсем темĕн чухлех, анчах та пĕри те кирлĕ мар! Манăн юратакан каччă пур! Эсĕ салтакран килни миçе уйăх иртрĕ ĕнтĕ, унтанпа эпĕ хам çывăха никама та яман, чунăма та, ÿтĕме те пĕр саншăн çеç упратăп. Эсĕ кăна çавна туймастăн!
— Çав тери васкаттăмччĕ-ха, — аллине вĕçертсе малалла утма тăчĕ Якур.
— Ăçта васкатăн, йĕрекен ачу пур-им? — каччă аллине вĕçертме шутламарĕ те Маша. — Килте эсĕ пĕчченех, кичем пулĕ сана? Ытар мучи ялти кивĕ çуртрах çĕнĕ арăмĕпе пурăнать-и? Мĕнле…
Якур ăна каласа пĕтерме памарĕ, аллине карт! туртса илчĕ те çул айккинелле çиллессĕн сурса хучĕ.
— Тепре кăна мучирен кулнине илтем, хĕр тесе пăхса тăмăп, — асăрхаттарчĕ каччă. — Ватăсем çынсăр пурăнаймаççĕ, вĕсене сăмах улăштарма та юлташ кирлĕ. Эсĕ, намăссăр, çап-çамрăк пуçупа старике ху пек куратăн! Намăса пĕлесчĕ кăштах.
— Сăмахăмсем кÿрентерчĕç пулсан каçар, Яшенька, — ним пулман пекех каласа хучĕ Маша. — Енчен те Ытар мучи çинчен калаçни кăмăлна килмест пулсан виличчен те ун ятне асăнмасса сăмах паратăп. Пĕлмен, ăна хÿтĕлекенсем те пур иккен. Сăмах вылятса каланăшăнах эсĕ тем тума та хатĕр. Ан çиллен, эпĕ чăн-чăн каламарăм, капла кăна. Ватă-хытăсем çамрăк мăшăр маррине лайăх ăнланатăп, эсĕ çук сăмаха чĕре патне илессе кам пĕлнĕ? Каçар, тархасшăн.
— Эпĕ киле кайрăм, — аллине сулчĕ Якур.
— Сан пата улаха пыма юрать-и?
— Çук, ман унта улах мар.
— Пĕчченех терĕн-çке?
— Пĕччен мар, Оля ман асăмран тухмасть. Шухăшра вăл яланах манпа пĕрле.
— Манран айвантарах çынсем те пур иккен.
— Мĕншĕн?
— Эпĕ хам кăна сана пуçăмран кăлараймастăп пулĕ тесе. Эпир санпа куллен тĕл пулатпăр. Оля аякра, эсĕ унăн сăнне те манса кайрăн пулĕ. Çывăхрине те курмасан аякри ăçтан курăнтăр? Хăнана пырам-ха, мана ним те кирлĕ мар, ху çине пăхса ларма кăна ан чар. Куçăмсем килениччен пăхса ларăп та киле таврăнăп, пĕр эрнелĕхе çитет те…
Каччă Ленăсен тĕлне çитсен ним сăлтав çукранах вĕсен подъездне пăрăнса кĕчĕ. Хĕр ирĕксĕрех урама тăрса юлчĕ.
«Якур сăмах париччен Ленăна систерме юрамасть, — шухăшларĕ вăл. — Сережа та Дашăпа Маша çинчен мухтаса калас çук. Якурпа салтăнмалла мар çыхăниччен çав тункатасем нимĕн те ан пĕлччĕр. Ленăпа Сергей Машăшăн çĕрĕк тункатасем кăна. Якурне хăть, циркри тискер чĕрчун пек, алла илме пулĕ-ха. Халиччен Маша хăйне начар дрессировщица тесе шутламастчĕ. Якур пеккисене кăна курнă! »
Юлашки çулсенче Хĕл Мучи йÿтесех çитрĕ пулмалла: ĕлĕкрех тÿперен вĕçсĕр юр аллатчĕ, кăçал вара хĕл пуçламăшĕнче ик-виçĕ талăк алхаснипех вăйран кайрĕ, лăпланса выртрĕ. Çил ачисем те шурă сухалтан шикленми пулчĕç курăнать, пуçтахланса мăрьерен шăхăрмаççĕ, юр чăмаккисемпе персе иртен-çÿрене тарăхтармаççĕ, вăрман тăрăх алхасса çÿремеççĕ. Малтан çунă юр ирĕлсех пĕтрĕ темелле. Ытти çулсенче ку вăхăтра ача-пăча урамра çуйăхаканччĕ, тăвайккисемпе сăрт çамкисене йĕлтĕр-çунашка тĕкĕр пек якатаканччĕ. Халь, пăхăсăн, халăх сăран е резина атăпа çăрхаланать, ачи-пăчи те килте чÿрече умĕнче тунсăхласа ларать. Уйрăмах ял халăхĕ Хĕл Мучие ятласа намăслантарать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхне чикме-пусма тахçанах вăхăт çитнĕ, анчах та çак ăшăра кам сысна, вăкăр, хур-кăвакал пусĕ? Пĕр эрнерех аш-какая урама кăларса пăрахмалла пулать! Çутçанталăк хăйĕн холодильникне хута яман-ха. Анчах та самăртнă выльăх-чĕрлĕх ырханланма пуçласан, çитерме апат пĕтсе çитсен ирĕксĕрех кама та пулин ятлас пулать. Хула çыннисем аш-пăш хакне ÿстернишĕн хресченсене ятлаççĕ хăть. Хĕл Мучин айăпĕ çинчен вĕсен шухăш та çук.
Паян Хĕл Мучи халăхсем ятланипе çилленсе вăранчĕ пуль. Çутăлнă-çутăлманах чи те чи чăрсăр çил ачисене пуçтарчĕ те алланă юрпа пĕрле çĕр çинелле вĕскĕртсе ячĕ. Пуçланчĕ хайхи ахăрсамана! Кунĕпех алхасрĕç çил ачисем, кун каçах алларĕ хăйĕн çăнăхне шурă сухал. Халиччен çывăрнине пĕр талăкрах кăларас терĕ пулас. Тепĕр кун ирхине Хĕл Мучи халăхпа пĕрле ыйхăран вăранмарĕ, каллех шăпланчĕ.
Ытар мучи çĕкленÿллĕ кăмăлпа картишне тухрĕ! Турăçăм! Ăçтан тухнă çакăн чухлĕ юр? Пахчана решетке таранах шăлса кайнă. Ак сана ватă Хĕл Мучи! Тепĕр çамрăкран та ирттерет мар-и? Йывăç тураттисем те аран-аран тытăнса тăраççĕ вуллисем çинче, ытла та йывăр çĕклем айне тунă вĕсене. Хăвăртрах туратсене юртан тасатмалла, унсăрăн хуçăлса-чĕрĕлсе пĕтме пултараççĕ. Йывăçсем çумне кăшт перĕнме те çук — ăшă та кăпăш юр лашлатса анать, сан çине шап-шурă çитĕ уртса ярать. Тăнăç та лăпкă ир. Вăрах кĕттернĕ шурă юр ура айĕнче нăтăртатса илет, хăй кая юлса çитнĕрен кăмăлсăрланса каçару ыйтнăн туйăнать. Мучи урамалла тинкерчĕ: ăçта килчĕ унта кĕртсем хуçаланаççĕ, ĕлĕкхи пурнăçа аса илтереççĕ.
Ытар мучи йывăç кĕреçе илсе тухрĕ те улмуççисен айне нÿрлĕ юра таптаса хытарма пуçларĕ: юр айĕнчен шăшисем çÿресе йывăçсене кăшласа сиен ан туччăр терĕ. Юрне вăл шыв çапсах таптарĕ, мĕншĕн тесен пăрлантарнă юра шăши шăтараймасть.
Ытар мучи сывлăш çавăрмалла кĕреçи çине таянса юман кати еннелле тинкерчĕ. Кураксем те пурте вĕçсе кайман иккен кăнтăра. Вĕсен манса юлнă ушкăнĕ ката çийĕн, кĕркуннехи пекех, айăн-çийĕн çаврăнать. Мĕншĕн ыттисемпе пĕрле ăшă ырлăха ăсанман-ха çаксем, вĕсен ертÿçи мĕне ăмсанса юлнă-ши? Чĕрчунсем шухăшлама пĕлмеççĕ-ши вара? Çутçанталăк вăрттăнлăхне турă кăна пĕлет, старикĕн уншăн пуç çĕмĕрмесен те юрать.
Кăçал пахчара кăсăясем ытти çулхинчен нумайрах пек туйăнать. Мучи çав кайăксем валли кĕркуннех апат хумалли сырă-шсем туса çакнăччĕ. Вĕсене те юртан тасатмалла, сарă пĕсехеллĕ туссене кун пек çанталăкра тата лайăхрах апатлантармалла. Лешсем, апат парасса кĕтсе тăнă пекех, старикĕн алли çинех пăр! та пăр! вĕçсе лараççĕ, çунаттисемпе чăвашла сăмах кăлараççĕ. Старик вĕсене пăхса савăнать, ачаш сăмахсем калать. Кăсăйи-сем ăна ăнланаççĕ пулмалла, ырă çынна чĕвĕлтетсе тав тăваççĕ, çĕлĕкĕ çинех пырса лараççĕ.
Юлхавлăн утса, çĕнĕ çул уçса пахчана Мăркка та тухрĕ. Темрен тĕлĕннĕн чарăнса тутлăн карăнса илчĕ те мучин юрлă çăматти çумне пырса хăршаланса ачашланчĕ, туратсем çинче хавассăн сиккелекен кайăксем çине чее куçпа пăхса тутине çуласа илчĕ. Çак самантра ун хăйĕн те кайăк пуласси килчĕ-ши? Çăмăллăн кăна сиксе аялти турат çине хăпарчĕ те йăпшăнса çÿлелле кармашрĕ, пĕр ăссăр тырă сăхакан кайăксене хăратрĕ. Вĕсен апатне шăршласа пуçне сулкаласа илчĕ те кăмăлсăррăн мăйлатса старикĕн хулпуççийĕ çине сиксе ларчĕ.
— Мĕн, сан апату мар-им? — кулса çупăрларĕ мучи кушака. — Часах сана та апатлантарĕç, Елюк кинемÿ тĕтĕм кăларать авă, мăрьерен тĕтĕмпе пĕрле аш шăрши тухать. Çĕрĕпе сунарта çÿресе пÿрнеске пек хырăмна та тăрантараймарăн-и?
Ир тăрсан пурне те апат кирлĕ. Старик чăххи-чĕппине тырă сапса пачĕ, выльăх-чĕрлĕх валли сырăша утă хучĕ. Люба качаки пуринчен те малтан ĕлкĕрекенни пулчĕ. Вăл ĕнтĕ юлашки вăхăтра сурăхсене те кĕвĕçтерсе ячĕ, лешсем мучи çине сивĕрех куçпа пăхма пуçларĕç. Кĕвĕçмелли кунта нимех те çук-ха. Ытар мучи выльăх апатне хĕрхенсе тыткаламасть, пурне те пĕр пек парать.
Хапхаран Сергей килсе кĕчĕ, старике сывлăх сунчĕ. Юр ашса утнă пулас, çамки тарланă хăйĕн, пичĕ хĕп-хĕрлĕ, йывăррăн пашкаса сывлать.
— Сирĕн пата çитиччен йăлт халтан кайрăм, — крыльца çине пырса ларчĕ вăл. — Пĕтĕмпех юр шăлса кайнă, ниçта та çул çук, аран-аран ашса тухрăм. Ĕлĕк кунта çынсем мĕнле кĕркелсе çÿренĕ-ши?
— Ĕлĕк ку вăхăтра урамра аслă çул çинчи пек тап-таса пулнă, — Сергей çине куларах пăхрĕ старик. — Ял халăхĕ халиччен çывăрса выртман, çутăличченех вати-вĕтти юр тасатма тухнă. Акă халĕ эпĕ те юлхава çаврăнтăм, тинтерех кăна тăрса тухрăм.
— Аслă çул пек? — ĕненмесĕр ыйтрĕ Сергей. — Ун чухне _ бульдозерсем пулман-çке. Хулари ÿрамсене çавсем тасатса тăраççĕ.
— Кирлĕ те пулман, — хăйĕннех печĕ старик. — Лашасем мĕншĕн тесе пĕлетĕн? Халь кăна бульдозерсене кĕтсе выртма пуçларĕç. Леш, халапри пек, улмуççи çинчен улма татăлса анасса кĕтекен харам пырсем пек.
— Лашапа çакăн чухлĕ юра тасатнă-и? Мĕнле майпа?
— Майне-шывне тупнă ĕнтĕ, — кулчĕ мучи. — Эсĕ ирех ăçта кайма тухнă?
— Плешков патне килнĕччĕ. Ĕç шырама.
— Мĕнле ĕçе илчĕç?
— Пир-авăр комбинатне хурала илчĕç, ĕçлесе пулать-и?
— Урăх ĕç пулмарĕ-им?
— Сан кăмăлна та каймасть апла ку ĕç?
— Мĕнлерех çав.
— Ахаль хурал мар, ВОХР теççĕ. Военизированная охрана, пистолетпа хурал тăмалла.
— Пурпĕрех рабочисен кĕсйисене хыпашласа лармалла, мачиснай. Хыпашласа çÿреме ĕмĕртенех юратмарăм та, урăххи çук пулсан мĕн тăвăн. Атя ĕçлесе пăх-ха, куç курĕ унта.
Сергей ку ĕçе хăй те кăмăлламасть, мучие те килĕшмест эппин. Анчах та кăмăла каяканнине икĕ эрне шыраса та тупаймарĕ-çке! Инвалид мар, сывă, вăйпитти çынсем те ĕçсĕр çÿреççĕ халь. Тÿшекрен ытла уруна тăсаймăн.
Сергей вăй-халĕ çитсен нимле ĕçе те тиркесе тăман пулĕччĕ. Такам парса хăварнă укçа та шыв пек юхать, ун çумне пĕр пус та хушăнмасть. Çав укçана милицие леçсе паманшăн вăл халь шутсăр савăнать: вăл пулман пулсан мĕн тумаллаччĕ? Парса хăвараканни, почтăна яраканни нивушлĕ Палюках пулнă?
Сергей çамкине пĕрсех шухăшлать: алăри укçана мĕншĕн вĕçертмелле-ха? Кам пĕлет ун çинчен? Апат-çимĕç туянсах çавăн чухлĕ тăкак тÿсмелле чухне алăри çерçие вĕçертсе тÿпери тăрна-на хăваласа çÿремелле-и? Çук, урăх ун пирки иккĕленмелле мар, мĕн пуррипе усă курмалла. Хăш-пĕр чухне ытла таса чунлă пулни те пурăнма чăрмантарать иккен. Пĕтĕм халăх вăрланă чухне ун мĕншĕн алăри пурлăхпа усă курмалла мар? Хурал ĕçĕнчен те кăлăхах йĕрĕнет. Пĕрне-пĕрне пысăк ĕçпе çаклатса илсен мĕлью-нĕпе укçа хырса илме пулать. Халь çынсем нумайăшĕ çапла пурăнаççĕ. Пĕр ĕç укçипе кăна пурăнмалла пулсан çăмăл машинăпа илтерсе çÿреме мар, троллейбуспа автобус çинче те ярăнаймăн. Çук, пурнăç сĕннĕ телейрен тармалла мар. Вăхăчĕ çавнашкал.
Анчах та пĕрре-пĕрре вăрттăн ĕçпе çаклатса илсен? Хăй милицире чухне епле тăрăшатчĕ. Унашкал тăрăшакансем халĕ те сахал мар. Кайран çынна куçран пăхма намăс пулмĕ-ши? Унăн ятне ярасси килмест. Халь уйрăмах. Ывăлĕ пур-çке, начар ят ун çине куçма пултарать. Лена тата? Ахаль те ачаш чунлăскер вилсех кайĕ. Апла пулсан тĕк кăна ĕçлемелле. Атя, ку укçине тустарни те çитĕ.
Крыльца çине Елюк кинемей тухрĕ, Сергей килнишĕн савăнса ирхи апата чĕнчĕ. Арçынсем икĕ хут калаттармарĕç, урисене кивĕ шăпăрпа тасатса пÿрте кĕчĕç.
— Пĕчĕкки мĕнле-ха унта? — Ытар мучи каласа панă тăрăх пурне те пĕле тăркачах ыйтрĕ Елюк кинемей алă çуса тăракан Сергейрен. — Паян хам пырасшăн-ха сирĕн пата, ĕнер мана илсе каймарĕ вĕт.
— О, сирĕн кунта ача сачĕ пекех, — урайĕнче урлă-пирлĕ выртса ыйхă тĕтĕрекен ачасем çине аллипе кăтартса кулса илчĕ Сергей. — Люба аппа ĕçе кайнă-и?
— Талăкĕпе тенĕ пекех ĕçлет, — пĕччен хĕрарăма хĕрхенсе калаçрĕ кинемей. — Епле чăтать, мĕскĕн. Хĕрарăм мар, арçын та тÿсеймĕ. Кунта куçнăранпа тата каçхи хурала кĕчĕ, икĕ каç урлă пĕрре каять. Каласан çын ĕненмелле мар, виçĕ çĕрте ĕçлет. Ирĕксĕрех ваттисен сăмахне аса илĕн.
— Мĕнле сăмах тата вăл? — юриех ыйтрĕ мучи.
— Пĕр лаша вилме выртсан асапланса йĕнине калатăп.
— Леш ĕç тихине калатăн пуль-ха?
— Çавна. «Турăм тиха, турăм тиха — мăйăмран хăмăт каймарĕ», — тесе макăрать тет вилме выртнă лаша. Нумай тиха тусан та вĕсен уссине курайман, янавар. Люба та çав лашана аса илтерет: ачи-пăчи нумай, упăшки тĕрмере, пĕччен çыннăн мăйĕнчен хăмăт тухмасть. Пирĕн çĕршывра кăна хĕрарăмсемпе арçынсене пĕр тана хураççĕ-ши? Кама кирлĕ ун пек пĕртанлăх? Любăна-и?
— Мĕн Люба патне каясси пур унта, хамăрах ил, Елюк. Сана пăхса вĕлерекен пур-и, мана-и? Эпир çапла ача-пăча уссине тивĕç те мар-ши вара? Камшăн пурăннă халиччен? Камшăн хуйхăрса ман Ульяна вăхăтсăр çĕре кĕчĕ? Вилме выртсан та мăйри хăмăта хывса кам пире сывлăш çавăрма парĕ-ши? Асту, кĕтсех тăр! Халĕ акă Сергей ывăл çуралнă савăнăçпа пĕлĕтре вĕçсе çÿрет. Мĕн, эпир те çаплах çĕкленсе хавхаланман-и? Мачиснай! Паян мĕн куратпăр? Ватлăх кунĕсене Якурпа Лена ытамĕнче ирттересси çинчен кам шухăшланă? Хамăрăн ачасем пулмасан татахчĕ…
— Хăтапа тăхлачă мĕнле пурăнаççĕ? — Сергей ашшĕпе амăшĕн халне пĕлесшĕн пулчĕ кинемей. — Чирлемеççĕ-и?
— Мăнукĕ çуралнăранпа чирлеме вăхăчĕсем çук-ха, кашни кун тенĕ пекех пирĕн патра пулаççĕ. Мана та аплах юратман пуль, — савăнсах хуравларĕ Сергей. — Ахальтен каламаççĕ иккен мăнукне тăван ачинчен те ытларах юратаççĕ тесе. Кĕмĕл ылтăнран та хаклăрах пулас. Ача чухне мана ылтăнăм тетчĕç.
— Пĕрле пурăнманран-ши, çав туйăм маншăн ют, — салхуллăн каласа хучĕ мучи. — Атте-анне арки çинче ача-пăча таптанă йĕрсем пур теççĕ те, эпĕ çав йĕрсене курмастăп.
— Эпĕ мăнукăмсемсĕр тунсăхласах çĕре кĕретĕп пулĕ ĕнтĕ, — тутăр вĕçĕпе куçне шăлчĕ кинемей. — Пĕрремĕш утăм туни, пĕрремĕш сăмах калани — пурте, пурте куç умĕнчех, асăмрах. Юрататчĕç мана мăнукăмсем, кинсем çавăнпа кÿлешсе кураймастчĕç пулас. Тепĕр чухне амăшĕ чĕнсен те ман аркăран аллисене ямастчĕç.
— Асламăшне юратнăшăн савăнмалла пуль ăна, — ăнланман пек пулчĕ Сергей.
— Камăн мĕнле кăмăл вĕт. Кин мана ачисен çывăхне те яман, мачиснай. Тĕрĕс, эпĕ пĕр кинпе кăна пурăнса курнă, ыттисене пĕлместĕп, вăл та хăйĕнчен мăй таранах пистерчĕ. Хальхи çамрăксем урăхларах çав, эпир каланипе пурăнмаççĕ, ватăсене итлесшĕнех мар. Çеруш, эпир Елюкпа ĕне туянас тетпĕр. Сĕт-турăх халь пире нумай кирлĕ. Лавккаран илни вăл укçана харама яни çеç, сĕт савăтне çумалла та мар, шурă шыв кăна сутма пуçларĕç, каяннăйсем! Мĕнле пурнăç ку?
— Ĕнесем халь ытла хаклă. Ун чухлĕ укçа ăçтан тупăпăр? — тĕлĕнчĕ Сергей. — Выльăх апачĕ те нумай кирлĕ пулать.
— Сирĕн те ача пур, Любăн та миçе ав. Çамрăк ÿт-пĕве аталанма ăшă сĕт кирлĕ, — ăнлантарчĕ мучи. — Укçи ĕне илмелĕх пур, выльăх апачĕ те çителĕклĕ-ха халлĕхе. Эпĕ çу каçиччен çурăм хĕртсе выртнă тетĕн-им? Утă-улăмĕ кут айĕнче чухне, ĕлĕкхи йăлапа, кирлĕ пулассине пĕлмесĕрех тултрăм та тултрăм. Хуралтă пысăк, таçта тултарма та пулать. Халь эпĕ пĕччен мар, Елюк та ĕçсĕр тăраймасть. Туянатпăр!
— Мĕн калаçмалли пур? Сăмса умĕнче выльăх апачĕ таптанса выртнă çĕрте выльăх усрамасан пире çылăх пулĕ, — Хĕрсе калаçăва хутшăнчĕ кинемей те. — Ура утать, куç курать, сывлăх-сем — турра шĕкĕр. Çак вырăнта мĕнле ĕçсĕр выртмалла? Пĕчĕк ачасене те хĕрхенетĕп. Сĕтсĕр, пылак апатсăр Люба ачисем сарăхса кайма пуçланă. Хамăра та, ватăсене, çăмăл апат кирлĕ. Çук, Ытар, çитес вырсарникун яла кайса килетпĕр. Пĕлнĕ çынсем ĕнине улталаса сутас çук. Халь пасарта шанчăк сахал, яка пăр çине лартса хăварма пултараççĕ.
— Ним те калаймăп, хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр эппин, — килĕшрĕ Сергей. — Ман шутпа, асапланмасан та юрать пек, сирĕн халь канса кăна пурăнмалла. Икĕ çын ĕмĕрне пурăнас çынсем мар вĕт. Эпир пулăшайманнине хăвăрах пĕлетĕр.
— Çакăн пек халпах пурăнсан пире халлĕхе нимле пулăшу та кирлĕ мар, — ал сулчĕ старик. — Елюк та аптăрамасть. Утайми пулсан кăна ан пăрахăр пире, епле пулсан та этемле майласа чикĕр. Халь эпир тем тума та пултаратпăр-ха. Чăваш — пиçĕ çын, ан хăра, Çеруш. Эпир иксĕмĕр те кĕçмек çынсем мар.
Уроксем хыççăн Якур спортзалтан таврăнатчĕ, коридорпа пĕр шухăшсăр утса пынă çĕртен ăна Маша чарса тăратрĕ. Вăл ăшă курткине хывăнтаркăçран илсе тумланма та ĕлкĕрнĕ иккен, калăн, юлашки урокра пулман та. Халь вĕсен группинче занятисем пуçланнă-мĕн.
— Сывă-и, Яша? — саламларĕ хĕр каччă çулне вăшт çеç пÿлсе. — Сана кĕтсе тăратăп, урăх урок çукчĕ пулас, расписанире курмарăм.
— Урокĕ юлашки те…
— Пĕрле кайăпăр-и? Мана ăсатса хăвармăн-и? — каласа пĕтерме памарĕ Маша ăна.
— Даша ăçта?
— Чирленĕ, паян вĕренме те килмен-ха вăл.
— Мĕн пулнă тата? — кăсăкланмасăрах ыйтрĕ Якур.
— Мĕн пулнине пĕлместĕп, — хуйхăрнă пек турĕ хĕр, — паян кунта килнĕ чух ун патне чарăнаймарăм.
— Чирленине ăçтан пĕлетĕн?
— Ĕнерех пуç ыратать тетчĕ, çавăнпа калатăп. Пĕччен киле кайма хăратăп, ăсатса хăваратăн-и?
— Çук çав. Эпĕ паян киле час каяймастăп-ха, — пĕр суймасăр каларĕ спортсмен.
— Пуху тавраш пулать-и?
— Секци, вунпĕр сехетсĕр те пушанаймастăп.
— Секци пуçланиччен ăсатса хăвар эппин. Калаçмалли пур ман санпа.
— Ан çиллен, Маша, тÿр сăмаха тÿрех калатăп: пирĕн хушăра нимле сăмах-юмах та пулма пултараймасть. Ольăна кĕтетĕп эп.
Якур хăйĕн çак шухăшне хĕре темиçе хутчен те каланă ĕнтĕ, усси пурпĕрех çук: сăвăс пек çыпçăнать пике каччă çумне, куçне кĕрет. Çакăн пек сĕмсĕр çынна вăл халиччен тĕл пулманччĕ-ха.
— Мана эс ăсатса кăна яр, пĕччен кайма хăратăп. Çывăх çын пулнăран çеç калатăп. Мана ăсатас текенсем лăк тулли, анчах кам çавсемпе юнашар утать? Çуратса янă, патька…
— Училищĕре вĕренекен ачасене мĕншĕн çын вырăнне хумастăн эс, Маша? — тарăхса кайрĕ Якур. — Маншăн пулсан чи лайăх каччăсем шăпах пирĕн патра вĕренеççĕ пек туйăнать. Сăн-питрен те хитре, кÿлеписем те пур, пăхса ытараймăн! Пурте спорта юратаççĕ тата!
— Мăкла такасем вĕсем, кĕвсесем. Эх, мĕншĕн хам каччă мар-ши?
— Хăвна ытлашши мăнна хунăран çапла туйăнать сана, Маша. Ан çиллен те тÿрĕрен каланăшăн: йывăр пулать сана пурнăçра. Кăмăлу япăх, акă мĕн. Начар хушшинче те авана тупмалла чухне эсĕ пур çĕрте те япăххине çеç куратăн. Пĕр çын та хăйне начара хумасть, Маша! Хăш-пĕрин шухăшĕпе, тен, эсĕ чи начар хĕрача, кам пĕлет. Пуçа кутăн лашалла каçăртнипе кăна çынна юраймăн. Лайăх лашана лав туртнăшăн хаклаççĕ. «Упăтепе тĕкĕр» юптарăва вуланă-и эс?
— Эп Пушкин сăввисене юратмастăп. Есенин пулсан…
— Вăл юптарăва Крылов çырнă.
— Тем более… Кашкăрпа путек, шăрчăксемпе кăткăсем çинчен çыраканни… Вăл кăна ăслă имĕш. Чихала… Пымастăн апла?
— Часах ачасем секцие пуçтарăнмалла терĕм-çке. Вĕсем мансăр мĕн тăвĕç? Юрамасть, эпĕ вĕсен вĕрентекенĕ, епле пулсан та вырăнтах пулмалла ман.
— Сывă пул, вĕрентекен юлташ. Асту, мана çухатнăшăн ÿкĕнес кунусем ан килччĕр. Ман пеккисем кашни утăмра, коридорсенче кĕтсе-кĕлмĕçленсе тăмаççĕ. Мана юрать ĕнтĕ, пĕлнĕ çын, юратнă каччă, çавăнпа намăса çухатрăм, мĕскĕнлентĕм сан умăнта. Сан пекех ырлăхран таракан каччăсене курманччĕ-ха. Алăри телейне вĕçертетĕн, Яша. Сан Олю унта темле пурăнать-ха. Каччисене каçсерен ылмаштарнă пулсан? Çумра чухнех улталаса хăварма пултаракан хĕр тем тума та хал çитерет вăл. Шанса пурăн-ха, кĕтсе ил! Кăтартĕ-ха вăл сана кирлине.
— Чипер кай, Маша, — алăкран кăларсах ячĕ хĕре каччă.
— Айăп ан ту, хама хам та, сана та улталама пултараймастăп. Оля килтĕр-ха, курăпăр унта. Эсĕ те тĕрĕс шухăшлама пултаратăн, анчах та халлĕхе ĕлĕкхиллех, юлташсем çеç пулар.
— Кая юлсан каю шăтать, Яшенька, çавна манса ан кай. Гуд бай!
Вăрахчен шухăша кайса тăчĕ Якур алăк умĕнче. Хĕр сăмахĕсем ун пуçне самаях çавăрма пуçларĕç. Маша пăхма нимрен кая хĕр те мар, анчах та мĕншĕн çак таранчченех ун çумне сĕкĕнет-ха? Нивушлĕ юратсах пăрахрĕ ăна? Юнĕ пур та, чунĕ çук çав хĕрĕн тесе шухăшлани тĕрĕс мар эппин? Курайман çын Маша чĕлхипе калаçнă пулĕччĕ-ши?
Шухăшла, Якур, шухăшла! Япалана çиччĕ виçсе пĕрре касма хушнă. Каччă ĕмĕрĕ куçа хупласа пытаникле выляма тухнă вăхăт мар. Хĕр ĕмĕрне те хăналăха çеç теççĕ. Анчах та Маша çакна лайăх ăнланать пулсан мĕншĕн-ха ун сăмахне вырăна хурасшăн мар тапăçланатăн? Оля та таса чунлă маррине куртăн, ăна хăвăнтан кулма ирĕк патăн. Çумри савнине пăрахса каякан хĕр пурнăç çулĕ çинче урăх такăнмĕ тесе çирĕплетейĕн-и? Чăнчăнах юратнă-ши вăл сана? Юратать-ши? Пурнăç çулĕпе шăвакан çунашки сулăнка лексен кăна аса илмен-ши? Эсĕ чирлĕ чухне ыйхине татса мĕншĕн пуçу вĕçĕнче ларман? Эсĕ пурпĕрех качча илессине хăй пĕлсех тăнă-çке? Хăйне суйманнине пĕле тăркачах качча каймасăр юласран хăранă тесе калама май пур-и тата? Шухăшла, Якур, шухăшла! Тĕплĕн шухăшлани тарама пулмĕ. Пурнăç вăл нихăçан та эпир тăвас тенĕ пек пулса пымасть. Ун çулĕ çинче сакăлта, ай, нумай-çке! Хĕрарăм куççулĕ вăл шыв мар — сĕреке: айван пулă пек ишсе кĕрсе кайма ан васка. Арăм та атă мар, кăмăла каймасан кайран хывса пăрахаймăн.
Шухăшла, Якур, шухăшла. Авланиччен ман арăм пек лайăххи çукчĕ, авлантăм та — ун пек начарри те çук тесе каламалла ан пултăр кайран. Тата çакна манса ан кай: хура çĕр шурă кулач çитерет, шурă юр — шăнтса вĕлерет.
Секци ирттернĕ хыççăн Якур килне кайма пуçтарăнчĕ. Çамрăксем тăрăшса вăй хунишĕн савăннăскер, çĕкленнĕ кăмăлпа утрĕ вăл юр шăлса кайнă тротуарпа. Каçĕ ăшă та лăпкă, çил çук. Тин çеç çуса лартнă кăпăшка юра тасатманни те кăмăла пăсмасть. Пушмак ăшне юр кĕни кÿрентерсен те кама мĕн каласа айăплăн? Укçине сахал тÿлесен тата сан ĕçне никам та сума сумасан кĕреçе тытма та алă çĕкленмест пулас çав. Ĕлĕкрех халăх нимле ĕçе те хистеттерсе тăмастчĕ. Пăнтăх вăхăчĕ тетпĕр пулсан та тротуарсем ун чух чĕлхепе çуланăн тасаччĕ, шуса ÿкесрен пăрлă вырăнсене тăм-хăйăрне кăна мар, тăварне те сапса тултаратчĕç. Халь тăварне яшкана яма та аран-аран тупкалаççĕ.
Хăйсен çурчĕ умĕнче Якур темле виçĕ çын тăнине асăрхарĕ.
Çамрăксем каçсеренех çапла ăçта килчĕ унта кĕпĕрленсе тăнăран вĕсем çинчен нимех те шухăшламарĕ-ха. Вăл çывхарса пынă май пĕри ушкăнран уйрăлса айккинелле васкарĕ. Вăйсăр хунар çутинче вăл Маша кĕлеткине аса илтерчĕ. Чăннипех çавă пулчĕ-ши вара? Анчах мĕншĕн кунта килсе тăмаллаччĕ-ха унăн ку вăхăтра? Хăçанах училищĕрен килне кайрĕ те, халь Якура кĕтсе тăрать-и? Мĕншĕн юнашар подъезда чупса кĕчĕ? Якур ăçта пурăннине лайăх пĕлет-çке? Вăл пулмарĕ пуль, халь çамрăксем пурте пĕрешкел тумланса çÿреççĕ.
Якур çакскерсен умĕнчен иртсе кайма тăнăччĕ çеç — пĕр çамрăкĕ ун умне тухса тăчĕ, вăхăт ыйтрĕ. Хăйне вăл патмаррăн та кĕрнеклĕн кăтартасшăн пулас, сăмси айне мăйăх пекки ÿстернĕ: йĕкехÿренни пек шăртланса тăрать. Витĕр пăхаймăн куçĕсене чăрсăррăн вылятма тăрăшать. Чăрсăр та теветкеллĕ ача пулмалла: умĕнчи юман кĕрешĕнчен те шикленесшĕн мар. Иккĕн пулнăран çапла-ши?
Ку пуçтахсем вăхăт пĕлессишĕн кăна калаçу хускатса ярасшăн маррине спортсмен тÿрех сисрĕ. Хăй çак шĕвĕрккерен ним чухлĕ те шикленменнине пытармарĕ вăл.
— Куçлăхсăр курмастăп çав, — пуç пысăкăш чăмăрлă аллине палламан каччă сăмси умнех тытрĕ Якур. Ан тив, куртăрах ун чаплă сехетне, ăмсаннипе сĕлеки юхтăр.
— Ă-ă-ă-ă… — тем каласшăн пулса сăмахне çăтрĕ каччă сăмси айĕнче чăн-чăн арçын чăмăрне курсан. — Эпир мĕн… юлташа кĕтсе тăратпăр… темшĕн вăрах тăчĕ, пирĕн васкамалла…
— Кам вăл? — юриех ыйтрĕ Якур, кунти çамрăксене пурне те паллаканскер. — Каçхи апат çиет пуль.
— Эй, эсĕ мĕн унта çав териех тĕпчетĕн? — çĕрлехи çутăпа йăлкăшакан çĕççине вылятса юлташĕпе юнашар пырса тăчĕ тепри. — Мĕн ыйтса пĕлесшĕнччĕ?
— Сиртен ыйтмалли çукчĕ-ха ман, юлташу чарса тăратрĕ мана, — кулса илчĕ Якур. — А эсĕ кăлăхах çĕçĕпе çÿретĕн. Милиционерсем курсан мĕн калĕç? Уншăн тĕрмене хупаççĕ, статья пур.
— Эсĕ прокурор мар пуль те? — сайра та сарă шăлĕсене кăтартса чашкăрчĕ çĕçĕлли. Ку каччи малтанхинчен тĕреклĕрех пек курăнать, пĕвĕпе те çÿллĕрех, хулпуççийĕ те сарлакарах. Чăрсăрлăхĕ енчен те турă хĕрхенсе виçеллĕ кăна паман курăнать. Пăтăрмахсенче пĕрре мар пулнăн туйăнать — çĕççине еплерех тыткалани унăн теветкеллĕхне çирĕплетет.
— Сирĕн манпа урлă пулас кăмăл пур, çапла-и? — хăй çине тапăнма хатĕрленнĕ каччăн çĕçĕ тытнă аллине хĕскĕчлесе илчĕ Якур. — Малашне кампа çыхланмаллине пĕлĕр, юрать-и?
Капкăна лекнĕ каччă урăм-сурăм çиллине шăнараймасăр темиçе хутлă киревсĕр сăмах каласа аллине вĕçертме тăчĕ. Шĕвĕркке ăна пулăшма васкарĕ пулас, Якур хыçнелле иртме тăчĕ. Çав самантрах, çĕçĕ тытнин хаяр сассине илтсе пулас, подъездран паçăр кĕрсе кайнă хĕр вирхĕнсе тухрĕ те вĕсем патне пырса тăчĕ.
Чăнах та Маша иккен, çитнĕ-çитмен кăшкăрса пăрахрĕ. Пуçтах каччăсем çийĕнчех шăпланса пуçĕсене усрĕç.
— Кама тапăнатăр эсир? — каçхи шăплăха янратса хускатрĕ хĕр сасси. — Халех çухалнă пултăр кунтан! Якур, вĕçерт эсĕ ун аллине, хамах тăн кĕртсе яратăп.
Маша çĕçĕ тытнине питĕнченех çутăлтарса ячĕ, теприне урипе тапрĕ. Чăн-чăн арçын ача тейĕн, ним хăрамасăр хăтланать. Хăйĕн пултарулăхĕпе Якура кăна тĕлĕнтереймест: малтанах сăмах пĕтерсе хуни куç умĕнчех. Çак çапкаланчăксем Машăн çывăх çыннисем пулмалла.
Апăршасене ăсатса ярсан Маша Якур патне таврăнчĕ.
— Тавтапуç, Маша, — юриех пĕлмĕше хывса тĕлĕннĕ пек пулчĕ Якур. — Эсĕ кунта мĕн туса çÿретĕн?
— Сан патна килнĕччĕ, — пытармарĕ хĕр.
— Мĕншĕн?
— Кăштах калаçса ларассăм килчĕ.
— Канма вăхăт, Маша, ман çывăрас килет. Ÿлĕмрен…
— Сан патна кĕме юрать-и?
Каччă хирĕçлемерĕ, Машăн малашнехи ĕмĕт-шухăшĕ çинчен пĕлесси килчĕ пулас ун…
Хуларан виçĕ çухрăмра ларакан Çатра ялне Ытар мучипе Елюк кинемей ирхи лăпкă çанталăкпа киленсе утма çуранах тухрĕç. Тÿлек çанталăк ватăсемшĕн ятарласа хăйĕн асамлăхĕпе илемне хатĕрлесе тăнă тейĕн: утма çулĕ тап-такăр, çил çук. Юлхавлăн сарăлса выртнă кăпăшка юр таса та тикĕс. Икĕ талăк хушши пĕр канмасăр вылянă çил ачисем те канаççĕ пулас. Таврара ним те хускалмасть, çурт тăррисенчен тухакан шĕвĕ тĕтĕм кăна, юпа пек тăсăлса, тÿпенелле хăпарать, калăн, çав çуртсене пĕлĕтрен кăкарасшăн. Ĕлĕкрех ку вăхăтра ял енчен йытă вĕрни, выльăх-чĕрлĕх макăрни илтĕнекенччĕ. Халь шăплăха нимле сас та хускатмасть, таврара чĕрĕ чун та çук пек туйăнать.
Хĕл пуçламăшĕнчех юр сахал ларнăран кĕрхи тырра йывăр килесрен хăранăччĕ старик, капла пулсан, турра шĕкĕр, уçăм чиперех хĕл каçĕ. Хулăн та ăшă çитĕ тымарсене упраса хăваратех. Ачаш çутçанталăкăн ытамĕнче ватă чун та çамрăкланать: карчăкпа старик те çамрăк вăхăчĕсене аса илсе пычĕç. Этем тени чунĕпе яланах вунçиччĕре иккен. Вăй-хал хавшанă пулсан та ăс-тăн çаплах вунçич çулхи вăхăтсене туртăнать. Пултăрах. Çын хăйне ватлăхра курмасан пурăнма та çăмăлтарах!
Тÿпемлĕрех вырăнта ларнăран-и, ĕлĕк Çатра ялне таврари чи хитре ял тетчĕç. Вунсаккăрмĕш ĕмĕртех тунă çÿллĕ чиркÿ ытла пысăках мар яла пĕлĕтелле çĕклесе тăнăн туйăнатчĕ. Пурте пурччĕ унта: шкулĕ те, больници те, фермисем те… Пушар каланчи те чиркÿпе ăмăртмалла çÿлелле каçăрăлса куштанланатчĕ. Çулла яш-кĕрĕм вăййа тухсан урамран ытарса кĕрес килместчĕ.
Вĕсем калаçа-калаçа ял хĕрринчи масар тĕлне çитнине те сисмерĕç. Хамăрăн этемлĕхе эпир вилнĕ çынсене сума сунипе хаклатпăр, масар çинче ялăн, унта пурăнакансен питне куратпăр. Халь ĕнтĕ масарĕ те ялĕнчен пысăк лаптăк йышăнать, таçта çитиех сарăлса кайнă.
— Хĕвелтухăç енчи кĕтесре ман аттепе анне выртаççĕ, — ассăн сывласа илчĕ Елюк. — Вилсен мана хама та çавăнта пытарсан лайăхчĕ.
— Э-э, ан калаç-ха вилĕм çинчен, — мăкăртатрĕ старик. — Эсĕ манран нумай çамрăк-ха…
— Сан вырăну паллă. Улюнапа юнашар. Кĕтет пуль-ха. Вилнисем калаçаймаççĕ кăна, утса та çÿреймеççĕ. Унсăрăн йăпăртлăха та пулин килсе кайĕччĕç.
— Выртчăр, ан çÿреччĕрех, — аллине сулчĕ старик. — Мĕнпур виле хăнана çÿреме пуçласан… Чĕррисене выçă вĕлерес марччĕ. Куратăн-и, аякран ял сăн-сăпачĕ мĕнлерех курăнать? Елюк, кунта санăн тымару, эсĕ çакăнта, çак тымартан аталанса кайнă, вăхăтлăха çулçă сарса хĕвелпе киленнĕ…
— Масар хÿми ишĕлсе аннă, нивушлĕ çавна куракан та çук? — пăшăрханса малалла тинкерчĕ карчăк. — Ытар, сан куçусем вичкĕнрех кураççĕ, çавăнта мĕнсем тума пуçланă?
— Масар валли уйăрса хăварнă вырăнта дачăсем тума пуçланă, хулана çывăхрах пултăр тенĕ ĕнтĕ.
— Вилнĕ çынсене пытармалли вырăнсăр урăх çĕр çук-ши?
— Тикĕс вырăн аванрах иккенне чухлакан çын çырма-çатрана кайса çурт лартмасть çав, унти çĕре тупăш илме юрăхлă тăвиччен мĕн чухлĕ вăй хумалла. Акă курăн-ха, çулла çав дачăсенче мĕнле пулĕ… эрех-сăра, хĕрачасем… калаçассăм та килмест. Хÿмине те çавсемех ишсе пĕтернĕ пулĕ-ха. Машина-тракторпа ăна-кăна турттарма çул кирлĕ вĕт, мачиснай. Эсĕ хăвна кунта пытарма хушатăн, вилес вăхăт çитнĕ чух масарăн тĕлне те тупаймăн-ха. Халиччен аван-и, начар-и — ял Совечĕсем мĕн те пулин çĕнететчĕç. Малашне масар хуçи кам пулать-ши?
— Хуçи çукран çапла иртĕхеççĕ те, — пăшăрханчĕ Елюк. — Авă лере çырма хĕррипе те çуртсем лартса кайнă. Халь кашни çын хăйне хăй хуçа-им ара?
Ытар мучи тем каласшăнччĕ — ял енчен хĕрарăмпа арçын килнине курсан чарăнса тăчĕ.
— Ялта çынсем пурăнаççĕ иккен-ха, — терĕ самантран.
Часах ялтан тухнисем хăйсем те килсе çитрĕç. Çыннисене
палламасть пулин те Елюк вĕсене сывлăх сунчĕ. Лешсем карчăкпа старик çак енчисем иккенне пĕлсен чарăнса тăчĕç. Арçынни Елюк тантăшĕн ачи иккен. Палламалла мар улшăннă, кинемее вăл та астумасть.
— Ку масара мĕншĕн çак териех юхăнтарнă-ши, хÿмине те йăвантарнă? — кăмăлсăррăн ыйтрĕ Елюк. — Пурин те çакăнта килмелле-çке…
— Вилесене халь кунта пытармаççĕ ĕнтĕ, — пĕлтерчĕ çамрăк хĕрарăм. — Пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ ялăн тепĕр енчи хырлăхра çĕнĕ масара пытарма пуçлани. Кунта, çак масарпа ял вырăнĕнче, темле комплекс пулать теççĕ.
— Вилсен те канлĕх пулмасть иккен, — хуйхăрма пуçларĕ Елюк. — Çав комплексне тума ялпа масарсăр вырăн çук-шим?
— Мĕн ялĕ пултăр унта? — тараватлăн кулса илчĕ çамрăк арçын. — Тĕтĕм кăлараканни те ултă çурт анчах юлнă. Вĕсем те паян-ыран тĕпленеççĕ. Урамсенче хуралтăсем йышлă курăннипе ан савăнăр, çыннисем пурăнмаççĕ, пурте хулара хваттер илнĕ.
— Шкулĕ те çук-и? — кăсăкланчĕ кинемей. — Ĕненме те йывăр.
— Çыннисем пулмасан ачи-пăчине кам çуратса ярĕ? — çаплах çĕкленÿллĕ кăмăлпа калаçрĕ арçын. Хăнара кăштах çакланнă пулмалла ăна.
— Шкулне те, ял Совечĕн çуртне те, клубне те колхозăн тĕп вырăнне куçарса кайнă. Ялта халь вилнĕ-вилеймен пĕр вунă çын анчах пурăнать, çавăнпа кивĕ масара та хупнă, йĕрке тытса тăраканни çук. Унта çăва тухсан выльăх кĕтĕвĕ çÿрет. Вилтăпри çинчи хĕрессене те кĕтÿçсем кăвайт хурса пĕтереççĕ, чултан, тимĕртен тунисем çеç парăнмаççĕ-ха.
— Чирлĕ, ватă, ыйткаласа çÿрекенсене те хĕрхенекен çук та, вилнĕ çынсене сума сăвасси çинчен калаçса тăратпăр, мачиснай! — ял еннелле куçне хĕссе пăхнă май калаçрĕ старик. — Халĕ эпир мĕнпур айăпа хĕсĕк пурнăçпа хуплама тăрăшатпăр. Авă çавăнта пĕри икĕ хутлă дача çĕклет, çав çурт укçипе кăна масар хÿмине виçĕ хут çавăрма пулать. Малашлăх çинчен шухăшлами пултăмăр, чи çывăх, хаклă çынсене асран кăларса пăрахрăмăр, мачиснай.
— Михетер Сăпанийĕ пурăнать-и-ха унта? — ыйтрĕ Елюк хирĕç пулнă çынсенчен.
— Асапланать-ха, — йăвашшăн пĕлтерчĕ çамрăк хĕрарăм. — Ун патне кайсаччĕ, пĕр эрнелĕх çăкăр хăварсаччĕ.
— Пĕр эрнелĕх… шăлсăр карчăка ун чухлĕ хытнă çăкăр… — тĕлĕнчĕ кинемей. — Ватă вĕт вăл?
— Çăкăрĕ хытсан чейпе çемçетсе çиет. Кунсерен çÿрей-
местпĕр, тĕрлĕ сменăра ĕçлеме тÿр килет. Çапла эрнере пĕрре килсе каятпăр.
— Ачисем пăхмаççĕ-и?
— Унăн никам та çук, эпир пулмасан выçах вилет. Ĕлĕкхи çынсем нумай пурăнаççĕ тата! Сывлăхĕ тĕреклĕ, апатне лайăх çиет, таплаттарса кăна çÿрет.
— Çав çуртрах пурăнать-и?
— Çавăнтах та, хĕлле пÿртре мар, мунчара пурăнать. Хутмалли сахал, мунчи те пысăк ун.
Карчăкпа старик калаçмасăр утаççĕ. Тарăннăн та ассăн сывлани кăна вĕсем йывăр шухăша путнине систерет. Калаçма та кирлĕ мар, ăçта кайсан та пĕр сăмах: малашне мĕнле пурăнмалла? Революциренпех çăмăл та ирĕк, хаваслă та çителĕклĕ пурнăç çывхарса пынине калаççĕ. Пурнăçĕ çăмăлланнине курман-ха — ĕмĕр иртет. Çăмăл пурнăç тĕлĕке те кĕмест, самолет çинчен те курăнмасть, космонавтсем тата çÿллĕрех хăпарса пăхсан та коммунизмăн ылтăн-кĕмĕл керменне курнине калаçмаççĕ. Ăçта, мĕнле вырăнта, кам çĕклет-ши çав коммунизм çуртне? Совет çыннисен унашкал кермен лартма хал çук, хăйсем те аран-аран тупшăркаласа пурăнаççĕ.
Карчăкпа старик урама кĕчĕç. Çăварнире чи хастар лашасемпе çак урамсем тăрăх епле вирхĕнсе çÿренине Елюк астăвать-ха. Кил-çурт таврашне шăпăрпа шăлса тасататчĕç, хапха умĕнчи ватăсем çамрăксене ăмсанса тăратчĕç. Ача-пăча тăвайккине сырса илетчĕ. Çамрăксен сассипе, ача-пăча çуйхашнипе пĕтĕм ял янраса тăратчĕ. Хырăм выçсан та урамран кĕрес килместчĕ. Хавасланма çыннисене ялĕ те пулăшатчĕ темелле. Чаплăран чаплă çуртсем урампа иртекене ăшă кăмăлпа ăсатса яратчĕç.
Елюк чÿречисене хăма çапса хупланă çуртсем çине чунне ыраттарса пăхать. Янраса тăракан пушă хуралтăсем патнелле урамран çул та пăрăнса кĕмест. Кунĕн-çĕрĕн хупăнма пĕлмен хапхасем çурри таран кĕрт айĕнче тĕлĕреççĕ. Ĕлĕкхилле чуна уçса автан авăтни те, выльăх-чĕрлĕх мĕкĕрни-макăрни те ялти пурнăç вĕресе тăнине систермест. Пĕлĕтелле çеç пăхма вĕреннĕ мăрьесем «пирус-сигарне» хĕмлентерме пăрахни самаях пулас, вĕсен ăшне чавкасем йăва çавăрса чĕпĕ кăлараççĕ. Урамра пĕр чĕрĕ чун та курăнмасть. Юрать-ха Елюк çакăнта ÿснĕ те кам ăçта пурăннине лайăх астăвать, çынран ыйтмалла мар. Пусăсем патне шыва тухнă çынна та кураймăн. Пĕтнĕ ял. Часах унăн ятне те тĕрлĕ хут çинчен чĕрсе пăрахĕç, çурчĕсене, дачăсене куçара-куçара кайĕç, капла та сахаллăн тăрса юлнă вĕсем. Юлашки çынсем вилсен кам асăнĕ-ши çакăнта тĕлĕнмелле хитре чăваш ялĕ кĕрлесе-шавласа ларнине? Хулана куçнисене халь ял кирлĕ мар, ямăттинче пурăнаççĕ вĕсем. Хăшĕ-пĕрисем çулла пахча таврашне акса хăварма пăхаççĕ-ха…
— Ак çакăнта сирĕн çуртăр урама тăрăх янраса ларатчĕ, — пушă вырăна аллипе кăтартрĕ мучи.
Елюк чарăнса тăрсах виçĕ хутчен пуççапса сăхсăхрĕ, куçне шăлса илчĕ: умне ачалăхĕ тухса тăчĕ пулмалла.
— Пирĕнни пек чаплă сад пахчи таврара та çукчĕ, — сасси чĕтренсе тухрĕ унăн.
— Лайăх астăватăп-ха, пĕр каçхине сана ăсатма килсен пахчана кĕрсе лартăмăр, — кулса илчĕ старик. — Аçу пирĕн çине йыттине вĕслетсе ячĕ. Йытти, хамлатса каçхи «вăрăсене» ярса илессе кĕтсе ывăннăскер, пирĕн пата хăй пырса тăчĕ. Эпĕ ют пулсан та йытти сана паллать-çке.
— Эпĕ тесе шухăшламан вăл ун чухне, — кăмăлне ăшăтрĕ Елюк та. — Тепĕр кун пĕçеркке пачĕ вара. Эсĕ мĕнле каччă иккенне пĕлмен-çке. Халь пулсан…
Пушă урампа юр ашса вĕсем пилĕк кĕтеслĕ кивĕ çурт хапхи умне çитсе чарăнчĕç. Тахçан ĕлĕк ку пÿрт чаплă пулнă: эрешленĕ карнисĕпе чÿрече хупписем кил хуçи илеме юратни çинчен калаççĕ, анчах та вĕсем халь кивелнĕрен, хăмăрланса çĕршĕнн-ĕрен хăйсен сĕмне çухатнă, хăйпăна-хăйпăна ÿкнĕ. Урамалла тухакан крыльцин эрешлĕ юписем те халь-халь тÿнсе каясла чалăшнă, кунтан кам та пулин юлашки хут тухса кĕнине тавçăрма çук. Хапхан кĕçĕн алăкĕ патнелле çул уçман, такам чĕркуççи таран ашса йĕр хăварнă: паçăрхи хĕрарăмпа арçын йĕрĕсем пулас.
Сылтăм енче кунта сад пахчи пулнă, халĕ хÿми ишĕлнĕ, хуçăлса пĕтме пуçланă груша, улмуççи, слива йывăççисем армак-чармак тураттисемпе кăмăла хуçса лараççĕ: хуçасăр килçурт юхăнса кайни чăваш çыннин чĕрине яланах ыраттарнă, чунне-юнне тăвăлтарнă. Ялта пурăнакан чăваш кил-çурта ĕмĕртенпех тĕплĕ тытнă.
Кĕçĕн алăк хăнасене чуна ыраттаракан сасă кăларса кĕтсе илчĕ, картишнелле кĕртсе ячĕ. Кунтă та юр хÿсе лартнă, кĕреçе таврашĕ тĕкĕнмен. Мучипе кинемей ним чĕнмесĕр мунча еннелле иртекен йĕр тăрăх утрĕç. Мĕн калама пултарĕ-ха Ытар мучи? Тирпейлĕх çук тейĕ. Анчах йĕркине камăн тумалла? Вилес карчăкăн-и?
Мунчи, чăнах та, самаях пысăк иккен. Ĕлĕкхи вăхăтра чухăнсем çакнашкал пÿртсенче пурăннă. Килнĕ çынсем асăрханса пăлтăра кĕчĕç. Тĕттĕмре кунта такăнса ÿкме те пулать.
— Кам унта? — илтĕнчĕ шалтан вăйсăр сасă. — Пăлтăр алăкне уçса хурăр, тĕттĕм унта.
— Курăнать-ха, — калаçа-калаçа мунча алăкне уçрĕ Ытар мучи.
Вĕсем кĕрсе тăрсан Сăпани аптăраса ÿкрĕ. Палламан çынсене никама та кĕтменччĕ вăл? Камсем-ши? Çак вилме майлашнă
яла аса илекенсем те пур-ши тĕнчере? Тинкеререх пăхсан килнĕ çынсене палласа илчĕ те шăпăртатса юхакан куççуль витĕр такмакла-такмакла хăйĕн савăнăçне пĕлтерчĕ, хăй вилĕм шăтăкĕнче маррине те ĕненчĕ пулас. Чĕтрекен аллисемпе çăкăр касма тăчĕ, керогазне чĕртсе ячĕ.
— Пурăнатăп-ха çапла, çăва тухиччен кунтах тертленме лекет ĕнтĕ, Елюк. Каçхине — ирхине Вилменшĕн, ирхине — каçхине каллех Вилменшĕн турра тав туса куллен кĕлтăватăп. Хĕлле вилес килмест çав. Ача чухне ачаш та, ватăлсан качамас ĕнтĕ эпир. Каларăм-çке, хĕлле пытарма чăрмавлă пулать. Мекĕçленсе те пулин çуллаччен пурăнас пулать, симĕс курăк шăтса тухсан аптăрамастпăр вара.
— Асатте кил хушши тытать, асанне — пÿрт ăшши. Асатти пулнă пулсан та аптăрамастăрччĕ-ха та эсир, — хĕрарăма хĕрхенчĕ старик. — Кил ăшши пултăр тесе эпĕ те ав Елюка хам пата илтĕм.
— Мĕн каласси пур, — хăнасене сĕтел хушшине лартрĕ Сăпани. — Халь те Çăмкка хăтан ачисем пур, хуларан кашни эрнерех килсе çÿреççĕ, çăкăр-тăварне парса хăвараççĕ. Вĕсем пулмасан тахçанах выçă вилмелле. Сирĕн хуть хулара лавккана тухса кĕме пулать… Кунта пирĕн вилсе кайсан та эрнесĕр пĕлес çук. Ахванеç арăмĕ Пăлаки вилнине саккăрмĕш кунхине тин пĕлтĕмĕр. Чирлесен-тусан та пулăшу ан кĕт: пульницана пăсса кайрĕç, телефон таврашĕ çук. Колхозсене пĕрлештерич-чен пушарниксем патне кайса шăнкăравлама пулатчĕ, шкулпа ял Советĕнчен те калаçма пулнă.
— Сирĕн яла «васкавлă пулăшу» машини чĕнсен те кĕреймест, — асăрхарĕ Елюк та. — Сукмакпа та аран-аран ашса тухрăмăр.
— Вут-кăвар тухсан мĕн ĕçлемелле, мачиснай?
— Циркăсенчи пек пăхса тăмалла, — стаканне чей тултарчĕ Сăпани. — Юрать-ха вăл-ку çук, турри сыхлать пулĕ ĕнтĕ пире. Ахаль те кĕç-вĕç вилес çынсем, юлашкинчен кăмăлсене хуçас мар тет пуль. Хам ĕмĕрĕмре пĕр ача та çуратса параймарăм, çавăншăн шутсăр кулянатăп. Çакăн пек йывăр вăхăтсенче пулăшнă пулĕччĕ те…
— Ывăла шаннă — хуран хăлăпĕнчен тытма хушнă, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хушнă, — чей сыпнă май калаçрĕ мучи. — Ман ывăлсем пуррипе çуккин пĕлтерĕшĕ пĕрех ав. Хальхи çамрăксем — вольни казаксем вĕсем: ватă-хытăсем çинчен шухăшлама вăхăчĕсем те çук пулас. Елюкăн та мĕн савăнмалли пур? Вилес карчăка ыйткалама кăларса янă, кĕвсе-сем!
— Унашкаллисене турă тытать-ха. Атте-аннене пăхман çын хăй те сумсăр вилет теççĕ. Паллах, ху ачуна хăвах вырханмăн-
ха та… Виличчен тав сăмахĕ те калас çук, — старик çине ытараймасăр пăхрĕ Елюк. — Халь те сана тĕл пултăм, Ытарăм…
— Çапла пулма сире турă хушнă, — ассăн сывласа илчĕ Сăпани. — Нимле айăпа кĕмесĕрех йытă вилĕмĕпе вил-ха? Улюна кăна ан тыттăр, эсир ăна ан кÿрентерĕр.
— Мĕнпе? — ăнланмарĕ старик. — Çамрăк чухне эпир Елюкпа туслă пулнине Улюна пĕлнĕ. Эпĕ унран ним пытарман. Халь те эпир арлă-арăмлă пурăнмастпăр. Пĕр килте икĕ ватă килĕштерсе тату пурăннишĕн ухмах кăна кĕвĕçме пултарать. Ман Улюна сÿтĕк çын марччĕ. Елюкпа эпир ун тăприне тирпейлесе тăратпăр, пур ĕçе те унпа канашласа тăватпăр.
— Çапла пулмасăр, — терĕ Сăпани. — Акă эпĕ кĕркунне татăлса ÿкнĕ çулçă пек сĕм пĕччен пурăнатăп, никампа сăмах улăштарма та çук. Ахлатсан та, охлатсан та тăр пĕччен. Килте ăна ятлаçма та çын кирлĕ.
— Хулана ватăсен çуртне куçас теместĕн-и? — сĕнчĕ старик.
— Турă ан хуштăр, çакăнтах вилесчĕ, çакăнти масарах кĕресчĕ.
— Унта та тăвансемпе выртма памаççĕ, — хăйĕн кăмăлĕ юлнине пĕлтерчĕ Елюк. — Эпĕ те çакăнта пытарма каланăччĕ, халь кăмăл писрĕ: кивĕ масара пытарма чарнă иккен.
— Çĕнĕ масар уçам пекки турĕç те, халăх килĕштермест. Вăрттăнлă-хĕрттĕнлĕ пурпĕрех киввине пытараççĕ. Ял-йышран вилсен те уйрăлас килмест-çке. Пуçлăхсем çавна ăнланмаççĕ. Çав вырăна хула çыннисене дачăсем тума сутнă тет-и? Кивĕ масар çине хăшĕ-пĕри кирпĕч çурт та купалама пуçланă ĕнтĕ, — çилленсех вырханчĕ Сăпани. —Ялĕ те пĕтнĕ те, пурпĕрех шел, пушă выртакан лаптăксем те нумай. Хулине мĕншĕн пирĕн çывăха лартрĕç-ши? Пĕтĕм ял çынни халь унта пурăнать.
Калаçу хĕрсех кайрĕ. Мĕн чухлĕ тарăху, мĕн чухлĕ курайманлăх, мĕн чухлĕ вырхану сăмахĕсем тăкăнмарĕç пуль ватăсен çăварĕнчен сĕтел хушшинче. Çакна илтсе тăрас пулсан хăш-пĕр пуçлăхсен шăпине ялта кун-çул уттине утса тухнă чăвашсем пĕри те ăмсанман пулĕччĕç. Анчах кам айăплă-ши çав кукăр-макăр пурнăç çулĕшĕн? Паллах, пуçласа сукмак хывакансем айăплă, кунсерен пуç çĕклеми ĕçлекенсем мар.
Мĕнле хĕл каçĕ-ши Сăпани? Чирлĕ кунсенче шыв ăсма та тухаймасть вĕт. Юрать-ха хĕлле картишĕнче юр нумай, керогазпа ирĕлтерме пулать. Хăй валли кăна пулсан апла та юрĕччĕ, анчах пĕр ĕнипе икĕ сурăхне те шыв кирлĕ-çке? Утă-улăмĕ çитет-и-ха тата çăва тухиччен?
Ытар мучи мĕн шухăшланине сиснĕ пекех, Сăпани ассăн сывласа ячĕ те:
— Тата пĕр-ик кунлăх выльăх апачĕ пур, унтан мĕн çитермелле? — тесе хучĕ. — Вĕсем выçăпа макăрнине тÿссе тăраймăп эп. Ытар, эсĕ ĕне туянасшăн мар-и çав? Тархасшăн, ман ĕнене илсе кай. Ыйхăма канлĕ çывăрăп иçмасса. Пĕчĕк ачасем пур терĕн-иç? Ĕни ватă пулсан та тепĕр ик-виç çул усрама, пăрулаттарма юрать-ха. Несĕлĕ аван, тына пăру туса парсан амăшĕ вырăнне хăварăр. Тархасласах ыйтатăп: мана пĕр асапран хăтарсамăрччĕ.
— Эпир мĕн, — аванмарланчĕ мучи, — ял каплах юхăннине пĕлмен. Ĕлĕкрех кăмака таврашĕ тума тăтăшах килсе çÿренĕ те, халь… Ун чухне пăру, сурăх тата ытти выльăх-чĕрлĕхе килĕрен сутатчĕç.
— Эпĕ те атте-анне вилнĕренпе яла килмен, — ÿкĕнчĕ Елюк. — Тĕрĕснех калатăн пулсан пире пурпĕрех, Ытар чăнах та ĕне туянасшăн. Любăпа Лена ачисене шел, çав лавккари шурă шыва ĕçиччен ăшă сĕт ĕçчĕр.
— Ĕнене илсе кайсан эсир мана вăхăтсăр вилĕмрен хăтарнă пулăттăр, — çине тăчĕ Сăпани. — Ĕлĕкрех, колхоз хамăр ялта чухне, фермăсем пурччĕ. Сĕре хĕн килсен, кайса йăлăнсан ферма хуçисем пĕрер чикĕм утă е улăм пăрахса хăвараканччĕ.
— Колхоз председателĕпе ял Совет пуçлăхĕнчен ыйтмалла пулнă, — хăйĕн шухăшĕ чăн пурнăçпа килĕшсех пĕтменнине сисет пулин те асăрхаттарам пек турĕ мучи. — Халь пенсионерсене пулăшма саккун пур-çке.
— Хуçасене курман çав, палламастăп та. Ĕçе юрăхлă чухне бригадир таврашĕсем чÿрече умĕнчен каймастчĕç. Пĕр ĕçрен те юлман. Халь эпир пуррипе çуккине пĕлекен те çук пулас. Тархасшăн, илсе кайăр ĕнене. Хам выçă тăнинчен те ытларах чунăма ыраттарать. Сурăхсене епле пулсан та чашăк-тирĕк çунă шывпа паранкине юрса парса та усрăп. Виçĕ чăхпа пĕр автана та нумаях кирлĕ мар. Пенси укçипе Çăмкка хăта ачисем кăштах тырă туянса панăччĕ-ха.
— Ĕни хăçан пăруламалла? — кăсăкланчĕ мучи Сăпани чунчĕререн тархасласа сĕннине кура.
— Ĕни вăл пирĕн вĕçе-вĕçĕн сутарать, пăрулас умĕн нихăçан та пăрахтарса курман. Март уйăхĕнче пăруламалла тесе тăратăп. Туртăнса ан тăрăр, Ытар, хатĕрленĕ утă нумай пулсан сире ĕне кирлех. Çăва тухсан апачĕ нумай кирлĕ мар, аптăрамстăр.
— Çапла тăвăпăр, Сăпани, — кил хуçипе юнашар пырса ларчĕ мучи. — Ĕнине илсе кайăпăр, эрнене пĕр-икĕ хут сĕт леçме килĕпĕр. Çуне-чăкăтне те манса каймăпăр. Хамăр килеймесен Сергейпе Якур уçăлмалла килсе кайĕç. Çăкăртан та татмăпăр. Укçине те халех парса хăваратпăр. Ăнсăртран кам та пулин ăна-кăна сутма килсен кирлĕ пулĕ.
— Укçа? — тĕлĕнчĕ Сăпани. — Ху каланă пек тусан хамран тухать. Савăнтарсах ятăр эсир мана, турă илтрех пулмалла — сире хушса янă вăл авă. Тухса çÿрекен пулсанах чиркĕве кайса сирĕн сывлăхăршăн çурта лартăп. Укçипе ман мĕн тумалла? Лавкка çук кунта, хам ниçта та тухса çÿрейместĕп. Хутран-ситрен чей-сахăрне, ăна-кăна кÿрсе парсан манран телейлĕ çын та пулас çук. Юлашки кунсене йĕмесĕр пурăнса ирттересчĕ хуть. Пурнăç тăршшĕпе юхтарнă куççульрен кÿлĕ те пулнă пуль ĕнтĕ çĕр айĕнче.
Тавралăха каç сĕмĕ çапичченех шавласа ларчĕç Сăпани патĕнче Ытарпа Елюк. Ытларах кил хуçи калаçрĕ. Çапла та тунсăхласа çитет иккен этем чĕрĕ çынпа сăмахламасăр пурăнсан! Пĕччен, хăйпе хăй калаçа-калаçа ывăннă пулас вăл. Картишне тухсан ĕни-сурăхĕпе пуплет пуль-ха, анчах та калаçăвĕ пурпĕрех пĕр енлĕ кăна-çке, ăша пусармасть вăл. Ĕмĕрне халăх хушшинче ирттернĕ хĕрарăм çынсемпех калаçса чунне пусарасшăн. Ан тив, йывăр пурнăç çинченех калаçнă пултăр — пурпĕрех лăштах кайрĕ Сăпанин чĕри. Тĕттĕм мунча та çурхи хĕвеллĕ кун пек туйăнма пуçларĕ уншăн, йÿçĕ сăмахсем те пыл тути калаççĕ пек. Çынна нумай та кирлĕ мар, тепĕр чухне пĕр ăшă сăмах та пин-пин тенкĕрен ирттерет иккен!
Эх, ватлăх, ватлăх! Мĕн калайăн ĕнтĕ сан пирки паян кун? Ытар мучипе Елюк ашшĕ-амăшĕ те ватă пулнă, анчах та сăмах-юмах ярассинчен тунсăхласа выртман вĕсем. Чĕнмесĕр выртма терĕн! Мĕн куçне хупичченех килте ăна-кăна асăрхаттарнă, тĕрлĕ хушусем тунă. Пĕр сăмахпа каласан, ывăл-хĕрне ăс-хакăлтан пуянлатнă. Вилĕмĕ те савăнăçлă пулнă вĕсен: хăй вырăнне шанчăклă çын юлнине пĕлсен кам пăшăрханса вилĕ? Сана выльăхла мар, этемлех сума суса юлашки çула ăсатассине пĕлсен кам эрленсе йĕрĕ? Сăпани хăйне кам, мĕнле тата ăçта пытарассине те пĕлмест ав. Юлашки сăмахĕсене, кăмăлне пĕлтерсе кама хăвармалла ун?
Эх, ватлăх, ватлăх! Сăпани пек тăлăхсем патне мĕншĕн пырса сĕкĕнетĕн-ши эсĕ çакнашкал йывăр вăхăтра? Çурхи хĕвеллĕ кун, çуллахи ăшă çанталăкра кам сана пыма чарать? Ун чухне сирĕн хушăрти калаçу та ăшăрах, çутăрах пулĕччĕ. Хăнари çынсене чăваш кирек хăçан та ăшă сăмахпа ăсатса ярать. Мĕншĕн çавсенчен тĕслĕх илместĕн эсĕ?
Вăрахчен куççуль витĕр пăхса тăчĕ Сăпани юратнă ĕнине çавăтса каякансем хыçĕнчен. Çук, хĕрхенсе мар, вырханса та мар, Чиперкки ырă хуçа аллине лекнĕрен савăнса куççулленчĕ вăл. Чиперккене хĕрхеннĕрен кĕçĕр те куç хупмасăр çĕр каçнă пулĕччĕ. Çынна юратнăн ачашласа усратчĕ вăл кÿнтем Чиперккине, вăй-хал тĕреклĕ чухне яланах умра апачĕ юличчен çитерме тăрăшатчĕ ăна. Тепĕр хуçан йытти те Сăпани ĕни пек хыçран çÿремен пуль.
Ир тăрса тухсанах Сăпани Чиперккепе калаçатчĕ. Лешĕ ăна ăнланатчĕ, хуçипе килĕшмесен пуçне суллатчĕ. Халь кампа калаçмалла? Çакă çех пăшăрхантарать Сăпание. Сурăхпа чăхсене аплах килĕштермест вăл, вĕсемпе пуплесен те усси çук пек туйăнать.
Ялтан тухичченех пăхса тăчĕ Сăпани ĕне çавăтса утакансене, лешсем курăнми пулсан тин унталла виçĕ хут тайăлса сăхсăхрĕ, куçне саппун аркипе шăлса типĕтрĕ те кĕçĕн алăкран кĕрсе çухалчĕ.
— Сирĕн юлташăра ырлăха ăсатрăм, — терĕ вăл хăй патне шăппăн пырса меклетнĕ сурăхне лăпкаса. — Ан кулянăр, тен, сире те ырă çын аллине парăп. Хам алăрах хăварăттăм та, вăй-халăм хавшаса çитрĕ, каçарăр мана. Хăвăра юлташ пăранласа парăр, сире хаваслăрах пулĕ. Манăн ним кĕтмелли те çук, вилĕмсĕр пуçне. Вăл та мана илме вăхăтлă килмĕ-ха.
Мĕн чухлĕ калаçсан та сурăхсем чĕнмерĕç, хуçин сăмахĕсене ăнланнине палăртмарĕç. Чиперкке пулсан…
Сăпани мунчана кĕрсе виççĕллĕ лампине çутса ячĕ. Мунча тĕксĕм çутăпа тĕтреленчĕ. Çак тĕтре ăшĕнчен хăçан та пулин тухса курайĕ-ши вăл?..
Ытар мучипе Елюк çул тăршшĕпех Сăпание хĕрхенсе пычĕç. Пĕр юлташ та çук-çке ун иçмасса, пĕччен мĕн шухăшласа ларать-ши ĕнтĕ халь? Кушакĕ те таçта кайса çухалнă иккен, çапах та юлташ вырăнне аванах пулнă пулĕччĕ вăл. Йытă-кушак килтен писни начара пĕлтерет теççĕ. Авана мучи хăй те кĕтмест. Çапах та, йĕпе çине сапа тенĕ пек, çак вăхăтра синкер сиксе тухасса кĕтме тата йывăртарах.
Ĕни сапăр чун пулчĕ тата: çул тăршшĕпе те кутăнлашса ватăсене тарăхтармарĕ. Çăкăр парса илĕртни усса пычĕ-ши? Мар пуль. Выльăх-чĕрлĕх те кăмăллă алла чухлать теççĕ. Хăйĕн ăшă та тутă пуласлăхне, малашлăхне сисрĕ-ши?
Вĕсем хулана пырса кĕнĕ çĕре тĕттĕмленсех ларчĕ. Хапха умĕнче Ытар мучипе Елюк кинемей таврăнасса Любăпа ачисем кĕпĕрленсе кĕтсе тăраççĕ. Яла мĕншĕн кайнине каласа хăвар-нăран пулас, чăтăмлăхне çухатнă вĕсем. Тепри çăмăл машина илсе килессине пĕлсен те каплах тилмĕрсе тăрас çук.
Люба ватăсене кĕтсе илме тăкăрлăках пычĕ, кăмăллă та лăпкă ĕнене пуçĕнчен ачашласа пĕр татăк çăкăр хыптарчĕ.
— Ют çĕртен килнĕшĕн ан пăшăрхан, — терĕ вăл ĕнене, — кунта сан кăмăлна хăваракан пулмĕ. Несĕлÿ малтанхи пекех ăнăçлăн малалла тăсăлтăр, сана та, пире те ырлăхĕ пултăр. Авă ачасем епле ырă сунса кĕтеççĕ сана.
— Чиперкке ятлă вăл, — хĕпĕртесе пĕлтерчĕ старик. — Эсĕ, Люба, ĕне чĕлхине те пĕлетĕн иккен.
— Данил тĕрмене кайиччен ĕнесĕр пурăнманччĕ эпĕ, — хаваслăхне пытармарĕ Люба. — Ĕне вăл — пурнăç тыткăчи.
— Сĕт савăтне хатĕрле, Люба, — хушрĕ мучи. — Ĕнине сума пăрахман, вĕçе-вĕçĕн сутарать терĕ Сăпани.
— Пирĕн хамăрăн та çаплаччĕ, — куçса килнĕренпе пĕрремĕш хут хаваслă çутă курчĕ Елюк çак харсăр çамрăк хĕрарăм пит-куçĕнче. — Кукамай кучченеçĕ кулачăран тутлăрах теççĕ çав.
Иккĕмĕш Сыпăк
Тупмалли
Пĕрремĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Чÿречесем çинче уртăш йывăç, уртăш йывăç çинче — кăранташ. Ĕнтĕ пĕр тантăшсем, савнă тантăш, хăçан пулăпăр-ши хурăнташ?
— Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, VI том
Якур çырăвне Оля виçĕ-тăватă хут вуласа тухмасăр та вырăнтан хускалмарĕ: темĕн вуланмасăр юлнăн, савнийĕ тем каласа çитереймен пек туйăнчĕ ăна. Мĕншĕн-ха Ольăн ĕçĕ çинчен Якур пĕр сăмахпа та асăнман, вăрттăн качча тухнине асне илтерсе йĕплĕ сăмахпа тирмен, хăй кÿлешнине палăртман? Ун пек чухне такамăн чĕринче те кĕвĕçÿ пулмалла-çке? Чикĕсĕр юратакансем кĕвĕçеççĕ тенине Оля пĕрре мар илтнĕ, анчах та çырура ун пек сăмах çук. Юратмасть е писнĕ пулмалла каччă чĕри. Хĕр ытлашши хурланса, каçарма ыйтса çырнăран кăна, лăплантарма çеç вараланă хут татки мар-ши ку? Мĕншĕн ăна илме хăй килмест тата, чĕнсе çеç ярать? Вăхăчĕ çук имĕш. Тĕрĕс мар, авланакан çынна кирек хăçан та, ăçта ĕçлесен те виç-тăват куна канмалли параççех. Çырура темĕнле вăрттăнлăх пурах пек туйăнать. Анчах та Оля ĕнерхи савнине лайăх пĕлет: Якур тÿррĕн сухалама юратать, тункаталлă вырăнсенчен те пăрăнса иртмест. Сăмаха иккĕлле çаптармасть… Çапах та чун вырăнта мар. Этем тени улшăнма та пултарать. Оля ăна улталаса качча тухнă пек хăтлансан? Пырса çитĕн те, вăл сана кĕтме те тухмĕ, пĕрре суйсан иккĕмĕшне ĕненмеççĕ тейĕ. Мĕн тери намăс тÿсмелле пулать вара? Якур хăй мĕнле тÿссе ирттерчĕ-ши Оля мăшкăлне?
Çук çав, ку пăтăрмахра мĕн тесен те Оля хăй айăплă. Мĕне кирлĕччĕ, чăнах та, пуçа каçăртса çапла качча сиксе тухма? Упăшки ĕнтĕ Якур пек хитре те мар, кăмăлĕ те чăваш каччинне çитеймест, пĕвĕ-сийĕпе те… Çук, Чăваш çĕршывне каймалла мар, çын култарса çÿрени кăна пулĕ.
Таса кăмăлтан çырнă пулсан? Кайсан та, каймасан та хĕре унсăр пурăнма чăтма çук йывăр, çакна халь вăл витĕр ăнланать.
Лайăххи инçетрен курăнать тесе ахаль каламаççĕ ĕнтĕ. Тĕрĕс, Якур пеккине вăл тепĕр хут çуралсан та тупаймĕ. Мĕншĕн çапла çав териех айван-ши хĕрупраç тени? Мĕн çитместчĕ ăна? Пĕрпĕрне лайăх ăнланса çитнĕччĕ вĕт-ха, пĕрлех пурăнатчĕç. Çук, шуйттан илĕртсе çылăха кĕртрĕ пулас, тăн-пуçне арпаштарчĕ хĕрĕнне. Халь ĕнтĕ куçĕнчен пăхма та намăс. Каччи кам-ха тата? Ыран-паян чемпиона тухмаллискер!
Якур каланă вăхăт тĕлне тухса каясси пулаймарĕ Ольăн. Намăс-симĕс тени шутсăр пусмăрларĕ ăна, пĕччен юлнă самантсенче те хăмач пек хĕреле-хĕреле кайрĕ вăл, шухăшĕпе вара инçете-инçете тарчĕ. Айăпне пĕтĕмпех йышăнать-ха хăй, пĕр вырсарникун чиркĕве кайсах ÿкĕнсе килчĕ. Ĕç-пуç килĕшÿпе пĕтсен ĕмĕрĕнче нихăçан та ăна улталамасса сăмах пачĕ. Çапах та теветкеллĕх çитмест, ытти чухне унăн хăюлăхĕнчен пурте тĕлĕнетчĕç. Юратнăран çапла иментерет-ши?
Юлашкинчен, кăмăлне çемçетсе, телеграмма пама вăй çитерчĕ-çитерчех. Кĕтме тухĕ-ши? Тухма тивĕç. Çырури сăмахĕсем тĕрĕс пулсан чечек çыххипех аэропорта пымалла, тÿрех килне илсе каймалла.
Маша Якур патне каçсеренех пырса ларать. Каччă ÿкĕте кĕртнипе вĕсем халь юрату çинчен калаçмаççĕ ĕнтĕ. Сăмахĕ витĕмлĕ пултăр тесе кил хуçи хăй Оля патне çырнă юлашки çырăвне те хĕре вулаттарчĕ. Çавăнпа та чĕре ыратăвĕ çинчен текех сăмах-юмах пымасть вĕсен хушшинче, Маша салтак альбомне пĕрре мар уçса тухнă пулин те çĕркаç ăна татах аллине илчĕ. Темле пăшăрхану пырса кĕчĕ ун чĕрине, ларса тăма вырăн тупаймарĕ вăл. Паян уроксенче те ларасси килмерĕ, юлташĕсемпе сăмахлама та кăмăлĕ çук. Икĕ сехет аран-аран тÿссе ирттернĕ хыççăн вăл спортзала кайрĕ. Якурăн урокĕ çук иккен, хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче темле хут çырса аппаланать вăл.
— Ĕç вăхăтĕнче ман пата кĕрсе çÿремелле мар тесе миçе хутчен асăрхаттарнă сана? — кăмăлсăррăн кĕтсе илчĕ вăл Машăна. — Ачасем мĕн калĕç? Эпĕ ĕçри çын вĕт!
— Каçар, Яша, каçар, — кулса ыталарĕ хĕр каччăна, — Чирлерĕм пулас. Киле кайсан каллех аттепе анне мăкăртатма пуçлаççĕ, хуйхăрма тытăнаççĕ. Пăшăрхантарассăм килмест, çавăнпа килтĕм. Пулăш-ха.
— Эпĕ тухтăр-им?
— Эпĕ сан хваттерне кайса выртасшăн. Унта кансĕрлекен çук, эсĕ ĕçрен таврăниччен выртам-ха, тен, иртсе кайĕ.
— Мĕн ыратать сан?
— Пуç.
Учитель пĕр авка шухăшланă хыççăн хĕре хваттер уççине тыттарчĕ, çула май больницăна кĕрсе тухма хушрĕ: мĕнле те пулин эмел параççех ĕнтĕ чирлĕ çынна.
Нимле больницăна та кĕмерĕ Маша, васкасах Якур хваттерне вĕçтерчĕ. Хывăнса чей вĕретсе ĕçрĕ, салтак альбомне илсе сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Ун пуçĕнче пĕр шухăш кăна: мĕншĕн Якур çине тăрсах çав хĕрарăма килме чĕнет-ши? Нивушлĕ Маша унран кая? Мĕн енĕпе?
Вăл Оля сăнÿкерчĕкне тупрĕ те вичкĕн те сĕмсĕр куçĕсемпе лешĕн куçĕсенчен пăталарĕ. Сăнÿкерчĕк — сăнÿкерчĕкех, Оля куçне мăч! тутармасăр Маша çине пăхать ав. Чунĕ пулсан мĕн каланă пулĕччĕ-ши çак сÿрет[vii]? Альбомри пек шăпăрт пăхса лармĕччĕ!..
— Якур сана пула манăн мар! — чышкипе юнарĕ Маша куçран шăтарасла пăхакан палламан хĕре. — Нивушлĕ кунта килме совеçÿ çитет? Эсĕ ăна пăрахса качча кайнă, намăссăр, кĕççе пит…
Тата темĕн каласа хăртнă пулĕччĕ Маша — такам алăк шăнкăравне икĕ хутчен пусрĕ. Кам çÿрет-ши? Хуçа ĕçре иккенне пурте пĕлеççĕ-çке. Нивушлĕ…
Алăкран Оля килсе кĕрессĕн туйăнчĕ ăна. Ухмахăн пĕр юрă тенĕ пек, çав инçетри хĕр ун пуçĕнчен халь пĕр минута та тухма пĕлмест. Сăнÿкерчĕк çине тепре пăхса илчĕ те алăка васкамасăр уçрĕ. Тавах турра, почтальонка иккен, хаçат-журнал тултарнă сумкине аран йăтса тăрать.
Почтальонка Якура ыйтрĕ, ун валли телеграмма пуррине пĕлтерчĕ.
— Хăй ĕçре-ха, каçсăр таврăнмасть, — ăшшăн калама тăрăшрĕ хĕр шухăшлани тĕрĕс килменрен хĕпĕртесе.
— Эсир кам пулатăр? — куçран шăтарас пек пăхрĕ çыру валеçекен. — Мăшăрĕ мар пуль?
— Йăмăкĕ эпĕ, — пĕр шухăшламасăр персе ячĕ Маша.
— Апла телеграммине сире парса хăварма та юрать пуль?
— Мĕншĕн ан юратăр? — кулса илчĕ Маша, — эпир харкашса пурăнмастпăр. Пирĕн вăрттăнлăхсем çук.
Почтальонка блокнот евĕрлĕ пысăк кĕнекине кăларчĕ те телеграммине хăçан, хăш вăхăтра панине кăтартса хĕре ал пустарчĕ.
— Килсенех хăйне парăр вара, — асăрхаттарчĕ вăл. — Тăхтавсăр телеграмма, васкавлă ĕç пулма пултарать.
Маша тав туса алăка хупрĕ, питĕрсе лартрĕ те васкамасăр кăна вулама тытăнчĕ. Телеграмминче виçĕ сăмах анчах. Оля хăйне çав-çав самолетпа, çав кунхине кĕтсе илме ыйтать.
— Стерва! — лачлаттарсах сурчĕ хĕр урайне. — Пăх-халĕ çав сĕмсĕре, килмех шутланă! Ну, тăхта, соперница! Этот номер не пройдет!
Вăл вырăсла-чăвашла сăмахсене купаласа сасăпах пÿрт тулли ятлаçрĕ. Унтан васкаса курткине тăхăнчĕ те телеграммине кĕсйине чиксе çывăхри çыхăну уйрăмне вĕçтерчĕ. Хваттерте телефон çук, унăн самолет миçе сехетре вĕçсе килнине ыйтса пĕлмелле.
Почтăра ĕç пĕтерсен вăл тÿрех Даша патне чупрĕ. Тантăшĕ чирлĕ, вĕренме те çÿреймест. Даша кирек хăçан та ăслă канаш параканччĕ.
Даша хăйĕн тантăшне салху сăнпа кĕтсе илчĕ. Кунашкал ăна Маша нихçан та курманччĕ-ха. Маша килнишĕн те яланхи пек хĕпĕртесе ÿкмерĕ ав. Куçĕсем те хĕрелнĕ, йĕнĕ пулас.
— Эсĕ мĕншĕн ура çинчех? — чирлĕ çынна вырăн çинче курма ĕмĕтленнĕрен ыйтрĕ Маша. — Температура-и сан?
— Мана больницăна вырттараççĕ, — куçĕнчен пĕр йăлтăркка тумлам хĕссе кăларчĕ Даша.
— Уншăн мĕн йĕмелли пур? — тĕлĕнчĕ Маша.
— Эсĕ нимĕн те пĕлместĕн-ха, — кăмăлне çаплах çĕклеймерĕ Даша. — Вăл хăрушă больница. Урăх хулана кайса выртмалла-ши?
— Темĕн калаçатăн эсĕ, Даша? — çаплах ним те ăнланаймарĕ Маша. — Мĕншĕн ют хулана каймалла, хамăр тухтăрсем сиплеймеççĕ-им?
— Сиплеççĕ, анчах ят сарăлма пултарать. Анализсене çирĕплетиччен каплах хуйхăрманччĕ. Лешне те курса калаçаймарăм, тен, ĕлĕкхине астуса пулăшнă пулĕччĕ.
— Горкомрине калатăн-и? Вĕсем хăйсене кирлĕ чухне çеç вĕтеленсе çÿреççĕ. Даша, итле-ха, эпĕ телеграмма илтĕм. Мĕнле канаш паратăн?
Телеграммине çине-çине вуларĕ Даша. Оля ятне курсан хăйĕн чирĕ çинчен те манса кайрĕ. Çынсем мĕншĕн телейлĕ-ши? Машăн кунпа килĕшмелле мар, хăйĕн телейĕшĕн çанă тавăрса çапăçмалла!
— Якурпа сирĕн ĕçсем мĕнлерех унта? Эсĕ ун патĕнчен тухма та пĕлместĕн пулас?
— Леш, çĕçĕпе тапăнма тăнă каччăсемпе пĕрле мыскара туса илнĕ хыççăн вăл мана хăйне вилĕмрен хăтараканĕ тесе ĕненчĕ пулас. Халь хăваламасть, аванах килĕштеретпĕр. Олине манайманни кăна манран сивĕтет ăна, Олине пулах манпа çывăхланма шутламасть.
— Якура çав хĕрарăм аллине парсан тăр ухмах пулатăн, Маша. Асту, ан вĕçерт. Хăвна ху ун умĕнче сăпайлăрах тыт, ытти каччăсемпе те халлĕхе ан çыхлан. Яша лăпкă хĕрсене килĕштерет, çавна манса ан кай. Эх, хамăн больницăна каймалла мар пулсан, çав Олине пĕрле кĕтсе илеттĕмĕр те -ха… ан кулян, çав тусусемпех кĕтсе илме пултаратăн.
— Хăшĕсемпе?
— Якура çĕçĕ кăтартнисемпе. Телеграммине Якура ан кăтарт, кĕтсе илме çав каччăсемпе ху тух.
— Итлĕç-ши? Эпĕ… эпир ăна палламастпăр-ха та…
— Сăнÿкерчĕкĕ пур терĕн-çке? Каччисемпе хам калаçатăп, вĕсем итлеççĕ. Ольăна сирĕн каялла ăсатмалла, Якурпа тĕл пултармалла мар.
— Каччисене ăçта тĕл пулмалла? Эсĕ чирлĕ тата, килĕнтен тухаймастăн пуль?
— Чирне те çав Мишăранах ертрĕм пулас. Ман чирпе Мускава кайса килме те пулать. Темĕнех мар. Ячĕ кăна халиччен сехрене хăпартнă. Пĕр çавăнтан хăраттăм, хăтăлса пулмарĕ иккен. Пĕтĕмпех Миша айăплă. Мĕншĕн вăл мана ним те каламан, сыхланнă пулăттăм. Вăл паян ман пата килет-ха, тĕкне-çÿçне йăлт тустаратăп. Маша, эсĕ ман пата паян каçхине çиччĕре кил, Миша çав вăхăтра пыратăп тесе шăнкăравланăччĕ. Аэропорта пĕрлех каятăр.
Тантăшĕ патĕнче Маша вăрах лармарĕ, хăйне ырă канаш панăшăн тав туса Якур хваттерне васкарĕ: сумкине унтах хăварнăччĕ. Часах вăл алăк уççине те леçсе парĕ, хваттерне кĕреймерĕм тейĕ. Халь унăн каччисене кăтартма Оля сăнÿкерчĕкне илмелле: йышлă халăх çинче пĕччен асăрхамасăр иртсе кайма та пулать.
Çăра уççине тыттарсан Якур тĕлĕнсех кайрĕ.
— Сывалтăн та-и? — ыйтрĕ вăл куçĕсене айккинелле тартса калаçакан Мăшăрăн. — Больницăра укол турĕç пулмалла?
— Ăхă, — суйрĕ хĕр. — Пĕр уколшăн çур кун черетре тăма тÿр килчĕ. Халăх питĕ йышлă чирлет. Больницăна кайиччен кăна хулара чирлĕ çын пачах çук пек туйăнать. Унта кайсан — пĕтĕм хула çынни чирлĕ пек.
— Грипп таврашĕ ернĕ пуль-ха?
— Сан хваттерне çитеймерĕм, Яша, вырăн таврашне çуса парасшăнччĕ. Хуралнă кĕпÿсем те пурччĕ.
— Оля килнĕ çĕре вĕсене эпĕ хамах чÿхесе çакăп, халиччен никама та йăлăнман. Темшĕн ответ ямарĕ-ха.
— Хăй килет пулсан ответ çырса тăмасть ĕнтĕ, — лăплантарчĕ Маша. — Систермесĕр килсе çитсе сана тĕлĕнтересшĕн пуль? Ак кĕçĕр алăкна шăнкăр-р-р тутарĕ те…
— Тем пекехчĕ те, кĕтсе илейĕп-и? — хĕпĕртерĕ каччă.
— Мана кичем, йывăр пулать вăл килсен…
— Сан телейÿ хăвна таçта çывăхрах кĕтсе выртать пуль-ха, пуçна ан ус, Маша.
— Паян сан патна пыма юрамасть апла? — ăшĕнче каччăран кулса ыйтрĕ хĕр.
— Ку кунсенче ман пата ан çÿре, Оля килме пултарать, темĕн шухăшлĕ тата. Санпа эпир çывăх юлташсем пулса юлăпăр. Шăпа çапларах килсе тухрĕ пулсан мĕн тăвăпăр, чĕрене ирĕксĕрлеймĕн.
— Хăвăн кăмăлу, Яшенька. Чипер юл, эпĕ кайрăм, — хăйне хурлăхлă кăтартма тăрăшрĕ Маша.
Каччă хĕре хĕрхенсе те илчĕ. Чăнах та юратать пулас. Малтан тĕл пулнисене аса илсен, халь пачах урăх çын пулса тăчĕ. Ха, юратма та, хурланма та пултарать иккен ку хĕрупраç? Çын-çынах ĕнтĕ, вăхăчĕ-вăхăчĕпе алхасас кăмăл та пырса кĕрет пуль çав. Юратакан çын хăйĕн туйăмне пытараймасть пулмалла, ку вăл ĕмĕртен килекен япала. Пушкин вăхăтĕнчех пулнă ун пекки: сăпайлă Татьяна та ав хăйĕн юратăвĕ çинчен çырупа çырса малтан пĕлтерет. Вĕсем пирĕн пек кĕтĕр-метĕр кăна çынсем пулман. Çапах та…
Ольăран хыпар килменни Якура пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарчĕ. Вăл чамаланă тăрăх, паянсенче е телеграмма, е хăй килсе çитмелле. Чирлесе ÿкмерĕ-ши? Ун пек пулсан та хыпар тумалла, çырăвĕсене епле тунсăхласа çырать те… Çывăхра та мар иçмасса, кайса килнĕ пулĕччĕ.
Самолетран ансан Оля тÿрех вокзала утмарĕ, йĕри-тавра тимлĕн сăнаса Якура шырарĕ. Çынсем трапран васкамасăр анса малалла утаççĕ, вĕсене те кĕтсе илекенсем çук. Э-э, кĕтекенсене самолет патне кăлармаççĕ иккен.
«Нивушлĕ телеграма çитеймен? — вокзал патĕнче Якура шыраса тупаймасăр ыйтрĕ вăл хăйĕнчен хăй. — Хыпар илнĕ пулсан тухатчех пуль? Вокзалта кĕтсе лармасть-ши?
Шалта халăх нумай мар, пушă вырăнсем те шăкăринех. Палланă çын пулсан, ăна инçетренех курма пулать кунта. Акă çумранах икĕ каччăпа хĕр ун çине тимлĕн пăхса иртсе кайрĕç те пĕр-ик утăм тусанах чарăнса тем çинчен пăшăлтатма пуçларĕç. Чăвашла калаçаççĕ пулас: Оля пĕр сăмахне те ăнланаймарĕ. Инçетрен килнĕ хăна çаплах çывăх çыннине куçĕпе шырарĕ-ха. Анчах ăна ниçта та тупаймарĕ. Мĕн пулчĕ ĕнтĕ ку? Мĕн тумалла халь? Ăçта каймалла? Ку вăхăтра автобус та çÿремест пулас. Такси тытсан…
Çапла шухăшласа тăнă вăхăтра ун патне хайхи икĕ каччăпа хĕр пырса тăчĕç.
— Эсир Оля мар-и? — ыйтрĕ палламан хĕр тÿрех. — Мускав — Шупашкар самолетран антăр-и?
Хăнана килнĕ çынна чун кĕрсе кайнăнах туйăнчĕ: Якур темшĕн хăй тухайман та кĕтсе илме çаксене янă! Хăйне мĕн пулнă-ши?
— Якур мĕншĕн килмерĕ? — ыйтрĕ Оля, ăна-кăна ним те шухăшлама ĕлкĕрейменскер. — Чирлемен пуль?
— Сывах, — япшар чĕлхипе калаçма пăрахрĕ хĕр. — Сана кĕтме мана ячĕ, атя машина çине, ун патне вĕçтерĕпĕр вара.
Маша хĕр аллинчи сумкăна каплаттарса туртса илчĕ те малалла утрĕ. Хăна ун хыççăн васкарĕ.
Машинăра паçăрхи каччăсем лараççĕ иккен. Вĕсем хĕрсене шалтан тухсах кĕтсе илчĕç, хăна сумкине багажника хучĕç.
— Ну, Якур савăнать ĕнтĕ! — хăнана юнашар лартса руль хыçне кĕрсе ларчĕ сарлака хул-çурăмлă йĕкĕчĕ. Шăртлă мăйăхли Машăпа юнашар кайри ларкăч çине вырнаçрĕ.
— Ма ун пек калатăр? — хĕпĕртерĕ хăна.
— Хăй каларĕ. Аэропорт енчен юлашки кунсенче куç та илмен терĕ. Сана кĕтсе пĕр эрне ĕнтĕ йĕркеллĕ çывăраймасть.
— Çапах та мĕншĕн сирĕнпе килмерĕ-ха вăл?
— Вăхăчĕ пулмарĕ. Ĕçлĕ çыннăн ĕçĕ нумай-çке.
— Эпир кĕтсе илни пурпĕрех мар-им? — тимĕр пек чанкăлтатрĕç Маша сăмахĕсем. — Çуран уттармастпăр, сивĕре шăнтмастпăр. Тата мĕн кирлĕ?
— Тавах сире, эсир мана ăнланмарăр, — айăпа кĕнĕн каларĕ хăна. — Кÿрентересшĕн марччĕ, тунсăхланăран каларăм. Пĕрне-пĕри хăçантанпа курман, сăнне те манса кайма пуçланă.
— Манса кайнă пулсан аса илетĕр, часах çитетпĕр. Хăй сана манса кайман пек калаçать-ха. Юратать пулас.
— Çитрĕмĕр, тухма пултаратăр, — терĕ мăйăхли Оля енчи алăка уçса.
Вĕсем пурте хваттере кĕпĕртетсе кĕчĕç. Кунта тирпейлĕ çынсем пурăнманни каламасăрах паллă. Чухăн пурăнаççĕ пулас, пĕр пÿлĕмлĕ хваттерти япаласем умра ывăç тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ.
— Икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнатăп тесе çырнăччĕ-çке Якур? — нимĕн те ăнланмасăр тăчĕ Оля.
— Акă мĕн, Якур ятне урăх асăннă ан пултăр! — хăна умне хаяр сăнпа пырса тăчĕ Маша.
— Мĕншĕн? — анрасах кайрĕ хăна, хăй япăх ушкăна лекнине ăнланса.
— Эпĕ Якурăн арăмĕ! — татса хучĕ Маша. — Пурăнассу килсен — тепĕр самолетпа каялла вĕçетĕн, билетне илсе хунă. Каяссу килмесен — кунтах юлатăн, ĕмĕрлĕхех.
— Каçарăр, вăл ман пата улталаса çырнă апла? — сехри хăпсах тухрĕ хăнан. — Хăй чĕнсе янипе килтĕм-çке-ха эпĕ. Унсăрăн вырăнтан та хускалман пулăттăм. Хăйне курма пулать-и ăна?
— Сана курас мар тесе кĕтсе илме пире ячĕ те ĕнтĕ, — суйрĕ Маша. — Унсăрăн хăйĕн пулас арăмне кĕтсе илме мĕншĕн ют çынсене ятăр? Хăвах чухла.
— Эсир хăçантанпа пĕрле? — пĕр хушă анраса тăрсан ыйтрĕ хăна. — Эпĕ ун çырăвне нумаях пулмасть çеç илтĕм-çке-ха. Çырăвĕ те хамрах, вулама пултаратăр.
Хăна тăсса панă çырăва ахăлтата-ахăлтата кулса вуласа тухнă хыççăн аякран килнĕ хĕрарăмпа ăна кĕтсе илнĕ çамрăксем аэропорта кайма майлашрĕç. Хăна кунта урăх пĕр минут та тытăнса тăрасшăн пулмарĕ. Пĕрре Якура шутсăр çилленни, тепре сехре хăпса тухмалла хăрани васкатрĕ пулас ăна. Çапла пулмасăр: нихçан курман çынсем хушшинче, çитменнине тата, ют хулара… Вĕлерсе пăрахсан та пĕлекен пулмĕ. Акă мĕнле мыскара кăтартрĕ ăна Якур! Ĕмĕрне манаймăн.
Чĕтрене ернĕ Оля самолет çине вырнаçса ларсан та лăпланаймарĕ. Пĕлĕте çĕкленсен тин чунĕ кÿтсе çитнине чараймасăр йĕрсе ячĕ. Хăйне вĕлереççех пуль тесе шутланăччĕ вăл. Ара, упăшка патне ют хĕрарăм килсен кам тав сăмахĕпе кĕтсе илĕ? Çав мăшкăла тăр ухмах хĕрарăм кăна кÿнме пултарать. Маша вырăнĕнче Оля хăй пулсан та… Мĕнле майпа ăна хуларан чиперех кăларса ячĕç-ха? Нимле сиен те тумарĕç. Калла таврăнма билет та туянса хунă. Мĕншĕн туяннă? Çак ыйту Ольăна каллех шухăша ячĕ. Якур укçа панă-ши? Мĕншĕн кĕтме хăй тухман, юлташĕсене шаннă? Юлашкинчен кунта ăна темле вăрттăнлăх пур пек туйăнма тытăнчĕ. Тĕрĕссине калама хăюлăх çитереймерĕ-ши? Пулма пултараймасть. Хăюлăхĕ ун вунă çыннăнни чухлĕ те пур, сăмаха тÿрĕрен калама юратать вăл. Телеграммине илнех, унсăрăн юлташĕсем ăçтан пĕлмелле? Нивушлĕ çак каччăсемпе юлташлă пурăнать вăл? Хурах ĕçĕ тума çеç çуралнă пулĕ вĕсем?
Çук, Якурне хăйне курса калаçмаллахчĕ. Анчах та мĕнле майпа? Самолета ларма килĕшмен пулсан вĕлерсе пытаратчĕç пуль. Вăл килнине Якуртан урăх кам пĕлтĕр? Мĕншĕн çак териех мăшкăл тумаллаччĕ-ха вĕсен ăна? Якурĕ чĕнсе çырман пулсан вырăнтан та тапранас çукчĕ. Калла таврăнсан пĕлнĕ çынсене, юлташсене мĕн каласа суймалла халь? Вĕсемпе куççулленсех, яланлăхах уйрăлчĕ те… Хăйне пăрахса качча тухнă хыççăнхи эрлĕке манаймасть пулмалла. Тавăрма шутланă. Эх, Оля хăй те айăплă çав, каччă чĕрине ĕмĕр ыраттармалла амантса хăварнă. Ухмах пулнă.
Самолет Мускава çитиччен те лăпланаймарĕ Оля. Аэропортра ун пуçне тата çĕнĕ шухăш пырса кĕчĕ: Якур патне çапах та каялла тепре таврăнса тĕл пулма хăтланса пăхмалла мар-ши? Ниепле те киле таврăнасси килмест-çке унăн! Ăнлантарса пама çук темле вăрттăн туйăм ăна килне ярасшăн мар. Анчах та хăйпе нумай пулмасть çеç мĕн пулса иртнине аса илет те — каллех çан-çурăмĕ сÿлетсе илет, ал-ури чĕтреме пуçлать. Хăй вилĕм аллинчен çапла чĕрĕ, сывă тухса килнишĕн савăнса та илет тата.
Машăпа машина хуçи шăртлă мăйăха антарса хăварчĕç те хăйсем Çĕнĕ хуланалла вĕçтерчĕç, çул тăршшĕпех хăнана епле чыс тунине аса илсе, Дашăсен умне çитсе чарăничченех хăйсен пултарулăхĕпе мухтанса, ахăлтатса пычĕç.
— Даша чирленĕ, — пĕлтерчĕ Маша машинăран тухас умĕн.
— Пĕлетĕп, ун валли эмел илсе килтĕм.
— Ну, çаксене каласа парсан Даша кулсах вилет, — савăнăçне ниçта шăнăçтараймасăр хускалкаласа илчĕ хĕр. — Кино çине кăна ÿкерсе илмелле, чăн-чăн комеди! Якурĕ мĕн шухăшласа ларать-ши?
— Мĕн шухăшлатăр, ыйхине çухатсах кĕтет пуль. Кĕтмессе те пултарать, мĕншĕн тесен телеграммине илмен. Çырупа пĕлтерни вăл серьезнă мар.
— Ытлашши мăнаçланса кайнă, хăй те мар, нахра! — кулма чарăнчĕ Маша. — Пурпĕрех хамран вĕçертместĕп!
— Нахра мĕне пĕлтерекен сăмах?
— Ялти асаннесем сысна сăмсине çапла калаççĕ.
— Тата мĕншĕн ăна качча кясшăн ху?
— Ахаль. Качча тухнă хĕрарăмран еркĕн тупсан та кулмаççĕ.
— Упăшки пĕлсен?
— Пĕлтĕрех. Халь еркĕнсĕр хĕрарăмĕ те, арçынĕ те çук пуль?
— Сана кăна çапла туйăнать. Эсĕ ху кам çакланнă, çавăн хулĕнчен çакăнатăн. Халь эпĕ Даша патне кĕрсе тăмастăп, çак эмелсене кĕртсе пар-ха, Маша, юрать-и?
— Паллах, — килĕшрĕ вăл.
Кайран килне çитсен те вăрахчен çывăрса каяймасăр вăрттăн кулса выртрĕ Маша. Ĕç-пуç çав тери ăнăçлă вĕçленни ăна питĕ паттăрла ĕç тунăн туйăнчĕ. Анчах та пĕлесчĕ, Маша Оля вырăнĕнче пулсан мĕн хăтланнă пулĕччĕ-ши? Çук, Машăпа унашкал мыскара нихăçан та пулас çук, мĕншĕн тесен вăл — Маша, Оля мар. Айван хĕрарăм, тÿрех чĕтреме пуçларĕ. Мускава çитрĕ пуль ĕнтĕ халь. Çиттĕрех, кунта вăл кама кирлĕ çын? Якура çыру çырса ярсан? Нивушлĕ çавăн пек çиллентернĕ хыççăн та çыру çырма пулать? Маша хăй пулсан ĕмĕрне те çырас çук! Халь ĕнтĕ ăна Якурпа пĕрлешме чăрмантаракан çук, каччă унталла-кунталла пăркаланаймĕ.
Якур хăйне вĕри çатма çинчи пулă пек туять, ниçта ларса тăма вырăн тупаймасть. Аптранă енне Оля çырăвне татах та татах вуласа тухать те алăкăн-тĕпелĕн кумма пуçлать. Çав çырусене вуласан Оля пĕчĕк ача амăш кăкăрĕшĕн ăшталаннă пек хыпса çуннине туятăн. Якур çырăвне илнĕ-илменех вăл кунта, Якур патне, тухса вĕçессĕн туйăнать. Анчах та каччă пурнăçĕнчи шăплăха çаплах никам та хускатмасть-ха ав, пĕр Маша кăна йăлăхтарсах çитерчĕ. Хĕрĕ сăнран та, кĕлеткинчен те Ольăран пĕрре те кая мар пек ĕнтĕ, пурпĕрех хăй патне туртмасть. Пачах тепĕр майлă — айккинелле тĕртсе ярать.
Якур паян ĕçрен иртерех таврăнчĕ те çыру çырма ларчĕ. Уроксенче те вĕçсĕрех Оля çинчен шухăшларĕ вăл, пушă вăхăтра та ăшра инçетри тусĕпе калаçрĕ. Машăпа ларнă чухне те ун вырăнĕнче савнинех курать. Хăçан та пулин вĕçне тухса пулать-ши синкер тĕлĕкрен?
Тепĕр чухне Машăна та хĕрхенет йĕкĕт: кунта вăл айăплă мар. Туйăма никам та сутăн илеймест! Çынна хĕнесе, ăçта та пулин питĕрсе лартса та итлеттерме çук, ху майлă пурпĕр çавăраймăн.
Çырать каччă, темиçе страницăна ĕнтĕ чĕререн сăхса кăларнă сăмахсемпе эрешлет. Ку çырăва вуласа тухсан чĕрĕ çын мар, вилнĕ çын та тупăкран çĕкленсе тăрĕ. Чунтан савсан такамăн та çыру çырма сăмах тупăнать иккен! Çырма юратмастăп тесе ахаль кăна калать иккен каччă. Çăлкуç пек тапса тăракан туйăм хăех хистет иккен. Çакна илнĕ хыççăн та явапламасан Ольăн чăн-чăн кăмăлĕ пĕтĕмпех уçăлса ума тухса тăрĕ, каччăшăн тупмалли-сутмалли юмах пек пулмĕ. Анчах та юратнă çынна çухатни — укçа е пĕр-пĕр япала çухатни мар çав. Ун суранĕ часах тÿрленес пек туйăнмасть. Ĕмĕрлĕхех чунпа юна кĕрсе юлнă пулсан!
Çырăвне яма каччă почтăна кайрĕ. Юлашки çыру… юлашки салам… Е хăй килет, е… Çук, шухăшлама та хăрамалла. Нивушлĕ çакăнти сăмахсем те витмĕç хĕр чунне?
Почтăран тÿрех вăл Ленăсем патне кĕчĕ. Çынпа пĕрле хуйхăрсан шалта тем çăмăлланнăн туйăнаканччĕ.
Ленăпа Сергей урайне çÿхе витĕнкĕç сарса пăрахнă та ачине, пĕчĕк Петюка, теттесемпе илĕртсе-йăпатса выртаççĕ. Мĕн тери кăмăллă иккен телейлĕ çемье савăнăçĕ çине пăхса ларма! Ашшĕпе амăшĕ хăйсем те пĕчĕк ачана çаврăннă: сăмахĕсене те ачалла селĕп калаççĕ, ахăлтатса кулаççĕ.
Якур кĕрсен ача ашшĕ васкамасăр çĕкленчĕ те хăнана алă тытрĕ.
— Урайĕнче ачана сулхăн мар-и, мĕншĕн унта антарнă? — хăраса ыйтрĕ каччă. — Акă эпĕ мĕн чухлĕ сивĕ илсе кĕтĕм.
— Халь кăна вырттартăмăр, — тÿрре тухма тăрăшрĕ Лена. Куккăшне хунă, сиввине те, ыттине те парăнмасть. Çапла-и, Петюк?
— Хваттерте ăшă та, витĕнкĕç айĕнче çывăрса курман-ха, — арăмĕн хутне кĕчĕ упăшки. —Кăшт вылянипех тем пулас çук.
— Алăкран кĕнĕ чухне пурпĕрех сыхланмалла, — хăй сăмахĕ çинех тăчĕ ачан куккăшĕ. — Чирлесен тин кая юлатăр. Ытар мучи курсан лекет сире, астăвăр.
— Вăл курчĕ-ха, ăшă сĕт леçме килнĕччĕ, — терĕ Лена. — Халь ача кухнине çÿремелле мар ĕнтĕ пирĕн.
— Малашне хăвăр кайса илĕр, ватăсене ан çÿреттерĕр.
— Темиçе хут та каланă, ирĕксĕр илсе килеççĕ. Вĕсем те Петюкпа вылясшăн мар-и?
Сăмах-юмах каярахпа Якур çине куçрĕ, ăна пурте авлантарасшăн иккен. Якур вара юлашки эрнесенче Ольăпа пулса иртнĕ пăтăрмах çинчен каласа пачĕ.
— Тĕнче пĕр ун çинче кăна тытăнса тăрать-им? — каласа хучĕ юлашкинчен Сергей. — Ав Маша та пур ун вырăнне.
— Маша — пурнăç тумалли çын мар, — хирĕçлерĕ Якур. — Çитменнине тата, эпĕ ăна нимĕн чухлĕ те кăмăлламастăп.
— Пĕрле пурăнсан хăнăхать теççĕ-ха та, — ирĕксĕртен, хăй сăмахне хăй те ĕненмесĕр тенĕ пекрех каларĕ Сергей. — Нумай çын çапла пĕрлешет, кайран çавсемех ĕмĕрĕсене шăкăл-шăкăл килĕштерсе ирттереççĕ.
— Нумайăшĕ тата туй хыççăнах уйрăлаççĕ, — кулса илчĕ каччă. — Ман ун пек кути-мати пулас килмест. Авлантăн-тăк — пĕрле пурăн! Ĕмĕрне пулмана, Чăваш çĕршывĕ тăрăх мĕн чухлĕ тăлăх е çурма тăлăх ача çапкаланса çÿрет.
— Радиопа каласа тĕлĕнтереççĕ çав, хăшне ĕненес те килмест вара, — ывăлне чуптуса илчĕ Лена. — Эпĕ ача чухне хамăр кăна тăлăхсем тесе шутланă. Темле, намăс пекчĕ, çынсем çине пăхма вăтанăттăм. Çĕтĕк-çурăк çÿренĕрен те çапла пулнă пуль -ха та…
— Хаваслă япала мар ĕнтĕ, — арăмне лăплантарасшăн пулчĕ Сергей. — Юрĕ, иртни çăва тĕпне кайтăр. Амăшĕ, Нервусене упра, ача ĕмĕртекен иккенне манса ан кай. Ача хăлăхсăр пулни пĕтĕмпех амăшĕнчен килет теççĕ.
— Такамран килет, пĕлсе пĕтер унта, — хăй çине илесшĕн мар пулчĕ ку сăмаха Лена. — Эс хăвна лăпкă çын тесе шутлатăн-и? Пăхма кăна кунĕ çын пек, тепĕр чухне кăрсаклăху темиçе çынна та çитет.
— Халь ун пек мар, чир хыççăн йăвашлантăм, — кулса илчĕ Сергей. — Якур, ман хăвăртрах сан туйунта сикес килет, нивушлĕ пĕр чиперкке тупаймастăн? Йытта тапсан хĕре тивет те… Çав Машăна илсе ярсан та юрать пек. Ашшĕ-амăшĕ пуян, тепĕр куннех çăмăл машинăллă пулăн.
— Пĕвĕ-кĕлеткипе начар мар та… — каласа пĕтермерĕ Лена.
— Çăтмаха кайма çылăхран хăратăп тесшĕн-и? — кулчĕ Сергей тем çинчен асне илсе.
— Çав тери улшăнчĕ вăл, Маша пек те мар халь, — хĕр хутне кĕчĕ каччă. — Кулма, шÿтлеме те манса кайнă. Темшĕн хуйхăрать, апăрша. Малтан тĕл пулнă вăхăтсене аса илетĕп те хама хам та ĕненместĕп. Дашăна больницăна вырттарнăран çапла-ши? Ăна пĕччен кичем пулас.
— Дашăна мĕн пулнă тата? — тĕлĕнчĕ Лена. — Эрне каялла кăна пирĕн пата килсе кайнăччĕ мар-и?
— Мĕн пулнине пĕлместĕп, Йошкар-Оланах илсе кайнă.
— Пирĕн тухтăрсем сиплесшĕн пулман-им? — тĕлĕнчĕ Сергей. — Интереснă.
— Унта вĕсен çывăх тăванĕ тухтăрта ĕçлет те, çавă чĕнсе кайнă терĕ Маша.
— Илсе яр апла çавнах, — Машăна ытлашши ырламаннине пĕлтерекен сасăпа сăмах çукран тенĕ пекрех каларĕ Сергей.
— Улшăннă пулсан мĕн те пулин ăнланса илчĕ-тĕр. Шăмпай хĕр мар, лайăххине усаллинчен уйăрать. Сан çумна ахальтен çыпçăнмасть пуль-ха?
— Юлташла çеç çыпçăнать. Эпĕ Ольăна чĕнсе янине те пĕлет вăл.
— Кăшт сăпайрах пулсан аванччĕ те… — каласа пĕтермерĕ Лена. — Ытла иртĕхтерсе ÿстернĕ вĕсене. Тертлĕ пурнăç мĕн иккенне пач пĕлмеççĕ. Пурнăç вĕсемшĕн ĕмĕрех ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕ евĕр е пыл шăрши çеç сарса ларакан тетте пек туйăнать пулмалла. Нуша кулач çиме вĕрентет тенине хăлхана та чикесшĕн мар.
— Çук ĕнтĕ, Машăпа эпир пĕр сăмах тупас çук, — Ольăна аса илсех калаçать Якур. — Пирĕн хушăри уйрăмлăхсем çĕрпе пĕлĕт хушши пекех. Вăл тÿпере ÿснĕ, эпĕ — çĕр çинче. Çакна вăл хăй те лайăх туять, анчах та хĕрсен вăхăтра качча кайса юлмаллине те пĕлет. Упăшкаллă пулсан мĕн хăтлансан та çын калаçмасть теççĕ пуль унашкаллисем. Хăй пеккине тупĕ-ха, пире мĕн? Эпĕ ăна нихçан та кăмăлламан. Пĕлнĕ çын пулнăран çеç хăваламастăп.
Пĕчĕк ачапа йăпанса, çывăх тăванĕсемпе чунтан калаçса вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Каччă сывпуллашса килнелле уттарчĕ. Анчах пĕчченлĕхе килĕштерменрен унăн халь пÿрте те кĕрес килмерĕ. Тепĕр чухне уçăлса çÿреме тÿрех юман катине утаканччĕ. Паян темшĕн унта та чун туртмарĕ.
Подъезд умне çакнашкал шухăшсемпе пырса çитнĕччĕ çеç — аллинчен Маша пырса тытрĕ, ырă каç сунчĕ.
— Пĕлетĕп халь сана мĕнле йывăр иккенне, Яшенька, — терĕ вăл нихçанхинчен те ачашрах сасăпа.
— Мĕн пĕлетĕн? — ыйтрĕ каччă калаçасси килменнине систерсе. — Эпĕ никама та ним те каламан-çке.
— Хамран пĕлетĕп, — кулмарĕ хĕр те. — Эсĕ мана чунсăр çын вырăнне хуратăн, анчах та пĕлсех тăр, пирĕн чĕресем халь иксĕмĕрĕн те пĕр пек тапаççĕ.
— Интереснă… — подъездалла утрĕ каччă. — Мĕнле-ха апла?
— Çапла çав, — каччăран пĕр шит те юлмарĕ хĕр. — Эсĕ Ольăна мĕнле юрататăн, эпĕ те саншăн çавăн пекех çунатăп. Пĕр калăпран тухнă мăшăр атă расна пулать-и?
— Интереснă, — Маша ăна хăй шухăшнех каланăран кăсăкланчĕ Якур, хĕре хăйпе пĕрле кĕме чармасăр. Мĕншĕн чармалла? Лартăрах сÿпĕлтетсе, сăмах тĕтĕм мар, куçа йÿçĕхтерес çук. Çитменнине тата, пĕччен ăна хăйне те кичем, пĕрмаях инçетри савнийĕ çинчен шухăшласа пуçĕ те ыратакан пулчĕ ĕнтĕ. — Маша, апла эпир санпа пĕр тăван, пĕр чĕреллĕ пулсан…
— Кулатăн эсĕ, каччăсем хĕрсем чухлĕ нихçан та асапланмаççĕ, анчах та пĕлсе тăр, Яшенька, сана качча тухмасан, ĕмĕрĕмре те урăх çын арăмĕ пулмастăп. Çак сăмахсене ăçта та пулин çырса хур-ха, тĕрĕсе килсен, мана манмасан асăнса вулăн. Анчах ан кул манран…
Якур çÿçенсе илчĕ. Хăй те хальтерех çеç çаплах шухăшламанччĕ-и-ха? Анчах никампа та калаçманччĕ-çке? Маша ăçтан пĕлет-ши çавна? Нивушлĕ çакна хăçан та пулин хăй каланă вăл ăна? Ленăпа Сергей умĕнче те пакăлтатман. Маша чун-чĕрипе татăлса калаçни пирки апла иккĕленмелле мар. Турăçăм, çав телепати текенни тĕрĕсех-ши вара? Савнийĕ патне юлашки çырăвĕнче шăп çак сăмахсене çырса янăччĕ вăл. Çак сăмахсенех! Мĕнлерех шел Машăна, вăл та чи хăватлă юрату авăрне кĕрсе ÿкнĕ иккен. Халь вĕсен мĕн тумалла ĕнтĕ? Пĕри армана, тепри вăрмана кайма тухман-и вĕсем? Ăçтан, епле юнашар утăн-ха арманĕпе вăрманĕ пачах хире-хирĕç вырнаçнă пулсан?
— Кăлăхах асапланатăн, Маша, — ачашшăн калаçма тăрăшрĕ каччă хĕр куçĕсене сăмса тутрипе шăлса типĕтнине курсан. — Эсĕ хитре, тăнлă-пуçлă, ырă чĕреллĕ хĕр, ман пеккине кăна тупмăн-ха. Телей тени шăл çĕмĕрсех кĕрĕ ак.
— Ача-пăча вăхăчĕ, пуçа каçăртса çÿрессисем иртсе кайрĕç ман, Яша, — салхуллăн каларĕ хĕр. — Сирĕн Ленăсен çемйине куратăн та, чуна çĕçĕпе тирнĕн туйăнать. Манăн та вĕсем пек пулассăм килмест тесе шутлатăн-и? Çук, нумай çынна култартăм, малашне унашкал айван пулас марччĕ.
— Санран çын кулнине илтмен-çке эпĕ? — йăпатрĕ каччă хĕре. — Даша çинчен пĕр вăхăтра калаçкалатчĕç. Мĕншĕн ытлашши татăлса хуйхăрмалла?
— Пĕтертĕн эсĕ мана, Яша. Эсĕ салтака кайиччен манра çакăн пек туйăм пур тесе пĕри-пĕри каланă пулсан кулсах вилнĕ пулăттăм. Каçар та, сан çине тимлесе те пăхман эп. Темшĕн эсĕ мана тĕрмене лартма хатĕрлесе хунă резерв пек туйăнаттăн. Палюк пиччÿ тĕрмере пулнăран-и е аçу-аннÿ йĕркесĕр пурăннăран çапла туйăннă, пĕлместĕп. Пĕлетĕн-и, хăçан юратма пуçларăм эп сана?
— Çук. Вăл шухăш ман пуçа та пырса кĕмен.
— Лена туйне савнийÿпе килсен… Эсĕ мана пĕлĕтрен аннăн, пĕр маншăн килнĕн туйăнса кайрăн. Ун чухне калама кăна хăюлăх çитереймерĕм, мĕншĕн тесен савнийÿ çумăнтаччĕ.
Пĕччен пулнă пулсан манран хăтăлаймастăнччĕ. Çав кунтанпа вара сана асăнман сехет те иртмен. Иксĕмĕртен пĕри çухалмалла пулсан пирĕн, халь мĕн тумаллине те пĕлместĕп.
— Урăххине тĕл пулсан мана хăвăрт манса кайăн ак, Маша, — хĕре чăнахах хĕрхенме пуçларĕ каччă. — Лавккаран эпир чи кăмăла кайнă япала туянатпăр, анчах тата лайăхраххине курсан туянни çинчен пачах манса каятпăр. Санăн пулас юратăву та çаплах килсе тухĕ.
— Юратăва япалапа танлаштармалла мар çав, — килĕшмерĕ Маша. — Сана юратма пуçличчен эпĕ те çаплах шутланă. Халиччен, ача-пăча пуканелле вылянă пек, юратулла кăна вылянă иккен. Шел пулин те, çакна каярах юлса ăнлантăм.
— Хĕр чухне хĕрĕх тус теççĕ. Халь ÿкĕнсе ларнин пурпĕрех усси çук, малашне ун пек айван ан пул. Самантлăх туйăм — шевле выляни çеç, аслати кĕмсĕртетсе каяссине кĕтмелле те мар, çумăрĕ те çумасть.
Хальхинче Якур та кăмăлтанах калаçса ларчĕ, кунĕн-çĕрĕн Оля çинчен шухăшласа ывăнса та çитнĕччĕ пулас вăл. Маша диван çинче ларнă çĕртех çывăрса кайнăшăн та пăшăрханмарĕ, ăна килне ăсатса ярас темерĕ. Нăшлатса çывăракан хĕрĕн хитре сăнĕ çине хĕрхенÿллĕ куçпа пăхса ларчĕ те ун пуçĕ айне минтер хурса утиялпа витрĕ. Çывăртăрах, Якур пекех юратушăн ялкăшакан чун ыйхăра та пулин канăçлăх туптăр.
Хĕллехи каç вăрăм, уйрăмах ыйхă çухатнă çыншăн. Якур ниепле те çывăрса каяймасть. Маша сăмахĕсем те, Оля пĕрмаях куç умĕнче кулса тăни те ăна урăх тĕнчене çавăтса кайнă. Йĕри-тавра чечеклĕ улăх, кайăк-кĕшĕк туй туса янрашни, хĕрÿ хĕвел айĕнче кăваккăн тĕлĕрсе выртакан юханшыв… Çыранта Оля кулса тăрать, Якур ун патне çÿлелле хăпарасшăн — алли-ури хăйне итлемест. Çавăнтах Оля та мар пек, Маша тем кăшкăрса калать пек, анчах та хĕр урăх чĕлхепе калаçнăран пулас каччă ун сăмахĕсене ăнланаймасть. Çак самантра миçе чĕре асапланса выртать-ши аташнă шăпа тĕлĕшĕпе? Тен, Оля та çак сехетре çывăраймасть? Кам пĕлет…
Ирхине Якура алăк шăнкăравĕ вăратрĕ. Тĕлĕкпе минресе выртаканскер салтакри пекех сиксе тăрса пÿрт ăш-чиккине пăхса çаврăнчĕ. Маша çаплах ним шухăшсăр çывăрать, витĕнкĕçĕ сирĕлнĕрен çара урисем курăннине те туймасть. «Урисене хывманччĕ-çке, чăлхапахчĕ, — шухăш вĕлтлетсе илчĕ каччă пуçĕнче. — Апла пулсан хĕр çĕрле вăраннă… »
Ытар мучи иккен, сава илме килнĕ. Якур тин кăна вăраннине туйса старик каçару ыйтрĕ. Диван çинче выртакан хĕре курсан аванмарланса кайрĕ. Старик сассипе вăраннă хĕр васкаса тăрса ларчĕ, ним те ăнланаймана персе унта-кунта пăхкаларĕ.
— Каçар, Яша, эпĕ ларнă çĕртех çывăрса кайнă, — мучи умĕнче тÿрре тухма тăчĕ хăй. — Çĕркаç санпа ытла вăрах ларнăччĕ пулас.
— Темех мар, Маша, эсĕ çывăрса кайсан эпĕ те выртнă. Вăрах палкаса лартăмăр çав.
— Çамрăк чухне ыйхă тутлă вăл, — кăçатне хывса япаласем хумалли пÿлĕм алăкĕ патнелле утрĕ старик. — Çак ĕç хатĕрĕсене илсе кайма та алă çаврăнмасть, мачиснай. Çÿретĕп çынсене чăрмантарса.
Маша вăр-вар кăна тумланса тухса кайсан мучи сĕтел хушшине ларчĕ. Чи малтанах хăйĕн савăнăçне пĕлтерчĕ. Чиперкке ятлă ĕни çĕнĕ хуçасене йăлтах хăнăхса çитнĕ иккен, ирхине апат пама тухсан йытă пек хыçран утать-мĕн. Сĕтне вăйлă пама пуçланă, сĕтри çăвĕ те нумай пулас хăйĕн: савăт хăйма ярса пушатнă хыççăнхи пек шуралса юлать. Вуникĕ литр парать, колхоз ĕнисем ун чухлĕ сĕт нихçан антарса курман пуль. Хĕллехи вăхăтра сăвăм кăтартăвĕсене райхаçатра пичетленине мучи лайăх астăвать-ха. Пилĕк-ултă литр суса илекен фермăсене мухтаса пĕте-рейместчĕç.
Сĕтне Якур валли те илсе килнĕ иккен. Ленăсем патне те кĕртсе хăварнă. Çак вырсарникун Сăпани патне леçме каймалла. Якур ерçеймест-ши? Сергей пушă мар, хурал тăма шăпах унăн черечĕ. Якур хаваслансах килĕшрĕ. Колхоз пуçлăхĕ патне кĕрсе Сăпанипе тантăшĕсем çинчен сăмах хускатма пулчĕ.
— Çамрăкрах çав-ха эсĕ, Якур. Çав мăнкăмăллăскер сана итлес çук. Унпа хамăн кайса калаçмалла пуль, — кăмăлсăррăн каларĕ мучи.
— Çамрăксене ма итлемелле мар-ха тата? — кулса илчĕ Якур.
— Ненай çав, ку председательне халăх мухтасах каймасть. Ырă çын пулсан айккинчен пырса каласса кĕтмелле мар та. Мĕн, Çатрара утнă-утайман карчăк-кĕрчĕксем çеç пурăннине пĕлмест тетĕн-им? Хăй çавнашкал çын ĕнтĕ: Иван — Иваншăн, Ванюшка хăйшĕн йĕрет халь, мачиснай.
— Пурнăçĕ çапларах арпашса кайрĕ-ха та, — вырăнне пуçтарма пикенчĕ каччă. — Пĕр-пĕрне хисеплесси, сума сăвасси кайри вырăна юлчĕ халь. Пĕр картари выльăхсем те пĕр-пĕрин çине паянхи çынсем пек кашкăрла пăхмаççĕ пуль. Çитес вырсарникун республикăн пĕрремĕш президентне суйламалла. Ытар мучи, камшăн сасăласшăн?
— Халиччен пĕрне те курман, калаçнине кăна пĕркунĕ нехекрен[viii] итлеме тÿрĕ килчĕ: Сергей пĕчĕк радио çĕклесе пынăччĕ.
— Хăшĕ килĕшерех пачĕ?
— Иккĕшĕ те калаçма вĕренсе çитнĕ. Менелникре виле пытарни çинчен калаçмаççĕ ĕнтĕ, мачиснай.
— Малашне пурнăçĕ лайăхланма пултарать. Халиччен пирĕн президент çукчĕ, çавăнпа лару-тăру арпашăнса кайрĕ пуль. Эпĕ çавна ĕненетĕп.
— Витери ĕнене ытларах ĕненетĕп эпĕ, — пĕр кулмасăр каларĕ старик. — Пире халиччен мĕнле кăна сăмахсемпе йăпатса пурăнмарĕç, лайăха кĕте-кĕтех ыйткалакана тăрса юлтăмăр. Çав Сăпани пек мĕскĕнсем паян лăк тулли пулĕç тесе кам шухăшланă халиччен? Ватлăх кунĕнче çав нушана кур-ха! Çавăншăн пуç çĕклеми, пĕр кун канмасăр ĕçленĕ-ши? Шăматпа вырсарнисенче хăйăр çине хĕрĕнме çÿренĕ пулсан татахчĕ. Уявсенче те уй-хирте упаленнĕ вĕт вĕсем! Хăйсен ĕмĕрĕнче ана çинче хырăмпа шуни çĕр чăмăрĕ тавра çаврăнмалăх та пулнă, мачиснай.
Ытар мучи савине илсе кайма тăчĕ, анчах та алăк умĕнче темĕн чарса тăратрĕ ăна.
— Çамрăксем хушшинче хĕсĕнесшĕн марччĕ те… — çăрхаланса илчĕ старик, — ыйтмасан чун чăтмасть. Çапларах çуралнă пулсан мĕн тăвăн? Çитмен çĕрĕм çук, килентернĕ ĕçĕм çук. Çав хĕрачана эсĕ арăм тума ертсе кĕмен пуль те?
— Машăна-и? — кулса илчĕ каччă. — Лена тантăшĕ вăл, кичем чухне кĕркелесе ларать. Пирĕн пата пырсан курнă эсĕ ăна.
— Çавă пулчĕ-им-ха? Ара, вăл çулла кăлкан пек шурă çÿçпе марччĕ-и? Лена патне пынăччĕ…
— Çÿç тĕсне улăштарасси халь ним те мар.
— Май пулсан çÿçĕсене кăна мар, пуçĕсене те улăштарĕччĕç те, меслетне шыраса тупайман пулас. Ничава хăй, пăхса тăма аптăрамасть. Шăлавар та тăхăнман никак?
— Тăхăнать, халь кăна джинсăпа мар. Ытар мучи, эпĕ Ольăна кĕтетĕп, лешне, салтакрине. Маша ĕмĕрне те ман арăм пулас çук.
— Сана авлантарасшăн каламарăм. Леш, хулигансемпе çыхланнă хĕр пулсан сана асăрхануллăрах пул тесе каласшăнччĕ. Ленăна та ун чухне чутах аташтаратчĕç.
— Вĕсем ун чухне ытла çамрăк, айван пулнă.
— Мĕнпур çамрăк çавăн пек услапсемпе минĕресе çÿремест-ха та. Асту, ачам, тип шар курса лармалла ан пултăр, темĕн курса тăрăн. Эсĕ ху та ăслă-ха та… Хĕрсене çĕр каçма ан хăвар. Эпĕ те аннерен ватă çуралман, вăхăтĕнче каччă та пулса пăхнă. Тÿнтерсе янă шыва каялла витрене тултараймăн.
— Ан пăшăрхан, Ытар мучи, — лăплантарчĕ мучие Якур. — Тĕрĕсне калатăн. Çывăрса кайрĕ те — хăваласа кăларма хăват çитереймерĕм.
— Каччăсем патне çĕр каçма çÿрекенсем темĕн тума та хăват çитереççĕ, асту. Оля килсен каласа пама пултараççĕ.
— Пире никам та курман. Каласан — калаччăрах, пирĕн хушăмăрта нимĕн те пулман. Юлташла калаçса сăнÿкерчĕк пăхнишĕн çылăх пулмасть пуль? Çамрăксем вĕт-ха эпир.
— Çамрăк кăмпа та хуртлă пулать, — парăнма шухăшламарĕ мучи. — Ну, ачам, юрĕ, ăс-тăнна кăна ан çухат. Эсĕ аташасран хăрамастăп та — вăхăтĕнче асăрхаттарса хунин сиенĕ пулмĕ. Çылăха кĕнĕ алăсемшĕн каçанăн тÿсмелле ан пултăр.
Мучи тухса кайсан Якур та ĕçе кайма пуçтарăнчĕ. Хăлхинчен çаплах старик сăмахĕсем тухма пĕлмеççĕ. Ватă çын та Машăна кăмăлламасть иккен. Ашшĕ-амăшне тиркенĕрен мар-ши? Вĕсене ĕнтĕ мучи тахçантанпах кăмăлламасть. Ратне-хурăнташĕсене те килĕштермест. Хăçан-тăр урлă-пирлĕ пулнă-ши?
Якур училищĕре кирек хăçан та чи малтан директорпа тĕл пулать. Каччăн ирхи зарядка ирттермелле, директорăн хуçалăха тĕрĕслемелле.
— Мĕн сан пит-куçу ытла салху паян? Пăшăрханмалли тупăнчĕ-им? — яланхи пекех ырă кăмăлпа ыйтрĕ директор каччăн аллине чăмăртаса.
Вĕсем кабинета кĕчĕç. Якур хăйĕн хуйхи çинчен ним пытармасăр каласа пачĕ.
— Ытла та таса чунлă пек сăнарласа патăн эс ăна. Сана систермесĕр урăх каччăпа çыхланса кайни çеç кăмăла пăсать. Халь те çапла хăтланмасан юрать-ха та. Кăштах кĕтсе пăхмалла мар-и? Çук, Якур, варана юлсан — вараланать теççĕ. Хăвах кайса кил ун патне. Миçе кун кирлĕ? Манăн пурнăçра та ун пекки пулнă, çавăншăн паян кун та ÿкĕнсе пурăнатăп.
— Сирĕн те çавнашкал пăтăрмах тÿссе ирттерме тÿрĕ килнĕ апла?
— Вăл та Ольга ятлăччĕ. Урăхла каласан Ольга Никитична Казачук, Хабаровскра педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хитре хĕр, ссылкăна янă çемьеренччĕ. Казачуксен çемйинче тăватă арçынччĕ, пĕри те унтан таврăнайман…
— Святослав Всеволодович, вăхăта сая ярса çÿремелле те мар пуль, миçе урок сиктермелле те, — сăпайлăн хирĕçлерĕ Якур.
— Каларăм-çке, кайран ĕмĕр тăршшĕпе ÿкĕнмелле ан пултăр. Урокусене таврăнсан ирттеретĕн. Çула тухма халех майлаш.
— Тепĕр икĕ эрнесĕр каясси пурпĕрех пулмасть.
— Мĕншĕн?
— Республика шайĕнче ăмăртусем пуçланаççĕ. Кайран — Раççейре мала тухассишĕн…
— Ху вырăнна кама та пулин хăварма çук-и?
— Ачасене хамран пуçне никама та шанса памастăп. Мансăр хăйсем те аптраса ÿкĕç. Спорт çапларах ĕç вăл, тренер пулмасан…
— Икĕ эрнерен тин кайсан Оля мĕн калĕ?
— Мана кĕтмест вăл, эпĕ пыраймастăп тесе çырнăччĕ.
— Тепĕр телеграмма парсан?
— Паянах яратăп. Апла пулсан, Святослав Всеволодович, икĕ эрнерен мана кайса килме ирĕк паратăр?
— Паллах.
Якура çунат хушăннă пек пулчĕ. Тулли кăмăлпа вăл хăйĕн ĕç пÿлĕмне васкарĕ. Ним çине пăхмасăр сĕтел хушшине ларса çыру тĕрĕлерĕ, унтан телеграмма валли сăмахсем хатĕрлерĕ. Çырăвне ÿпкевне палăртса, тунсăхне чалăртса эрешлерĕ—ачаш сăмахсем те сахал мар тупăнчĕç. Ку çырăва хирĕç те сас-хура пулмасан мĕн тумалла-ши? Хăй патне кайса Килмеллех, çырупа çеç вĕçне-хĕрне тупаймăн.
Маша тÿрех килне каймарĕ, çыхăну уйрăмне кĕчĕ. Ытар мучи ыйхине татни те иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Малтанах вăл старике каччăпа калаçса уйрăлма кансĕрленĕшĕн çапса ÿкерме те хатĕрччĕ. Халь унăн пуçĕнче пачах урăх шухăш: почтăра ĕçлекен тантăшĕпе Венерăпа курса калаçмалла. Якур çав териех Ольăшăн пăшăрханни ăна хăратсах пăрахрĕ. Тепĕр хут телеграмма пама пултарать. Каччăсем те çав таранчченех юратма пултараççĕ-ши вара? Тĕлĕнмелле! Миша та Дашăна çапла хытă юратать-ши? Темĕн, юратма пĕлекен каччăсем сахал пулĕ. Даша мĕнле-ши тата? Çав айма-куйма Мишăранах чир ертнĕ-ши? Пулĕ те, такам патне те пырса çулăхаççĕ… СПИД таврашĕ пулмасан юрать-ха. Çав каччăра Даша мĕн тупнă-ши? Хитре пулсан татахчĕ. Усаллăхĕпе пуçтахлăхĕ вара виçĕ çын валли те çитет. Машинăллă имĕш. Машина халь велосипед вырăнне кăна юлчĕ пуль? Пĕр-икĕ çул каялла Маша та машинăсене юрататчĕ, каччисене юратмасан та! Халь тем пулчĕ ăна, пуçран çав Якура ниепле те кăларса пăрахаймасть. Кам та пулин пуç çавăрттарман-ши? Мĕншĕн вăл кунĕн-çĕрĕн ун çинчен шухăшлать? Халиччен унашкалли нихăçан та пулманччĕ ун.
Венера, Вăкăр Ваççин хĕрĕ, Çĕпĕртен таврăннăранпа çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет. Машăна ытлах килĕштермест пулин те, хăйĕн сивĕ туйăмне палăртасшăн мар кулса калаçать.
— Эсĕ Улькана паллатăн-и? — ыйтрĕ вăл сĕтел хушшинчен тухса. — Халĕрех кăна ĕçе вырнаçрĕ-ха.
— Шкулта курнă пек туйăнать, — сассине ачашлатрĕ Маша. — Унăн ашшĕ исполкомра ĕçлетчĕ никак?
— Эпĕ сана лайăх астăватăп, Маша, — хĕр патне пырса аллине тăсса пачĕ Улька. — Эсĕ пĕрмаях концертсенче калаттăнччĕ, сана юратса итлеттĕмĕрччĕ.
— Шкулта Дашăпа эпир юрламан-ташламан концерт пулман ĕнтĕ, — именнĕ пек кулса хуравларĕ Маша. — Хаваслă
пурăнаттăмăр ун чухне. Аса илтĕм, Улька, астăватăп, пĕррехинче эсĕ пире кимĕпе ярăнтарнăччĕ.
— Пулнă пуль, халь манса та кайнă ĕнтĕ, — терĕ Улька. — Ун пекки пĕрре кăна пулман. Юлташсемпе кулленех Атăл çине уçăлма тухаттăмăр. Маша, манăн та сан пек пулас килетчĕ, артистка пулма ĕмĕтленеттĕм. Аттепе Мускава та кайса пăхрăмăр…
— Ĕç тухмарĕ-и?
— Унта Çĕнĕ хулара мар çав.
Улькапа калаçнă хыççăн Венерăпа Маша коридора тухрĕç. Кунта вĕсене вăрттăн калаçма чăрмантаракан çук. Маша малтанах Якур çыру е телеграмма янипе яманнине ыйтрĕ, унтан Ольăран каччă патне мĕн те пулин килнипе килменнине тĕпчерĕ. Анчах тем пулнă Венерăна, хальхинче вăл Машăпа ытлашши уçăмлăнах клаçасшăн мар пăркаланчĕ. Эх, Даша пулсан, куçпа хирсех чĕлхине уçĕччĕ те… Хăвăртрах таврăнтăрччĕ больницăран. Мĕншĕн унта çити кайса выртрĕ-ха? Пĕр вăл кăна чирлемест-çке?
Темĕн каласа та илĕртсе пăхрĕ Маша, анчах та Венера кăмăлне хăй майлă çавăраймарĕ. Леш телеграммине панăшăн та хуйхăрса çÿрет иккен вăл: пĕлсен-тусан вырăнтан тапса сиктерĕç. Хальхи вăхăтра ĕç вырăнĕпе иртĕхме юрамасть, çил хăваласа çÿрекенсен шучĕ çук, ăшă вырăна смантрах ыттисем кĕрсе ларĕç. Чеерех пулсан, каччă вĕсене смантрах тăрă шыв çине кăларма пултарать, мĕншĕн тесен телеграмма килнине паллă тăвакан кĕнеке çине хăçан, кам йышăннине паллă тумасăр хăвармаççĕ. Çырăвĕ темех марха, вуласа тухсан конверта калла хурса çыпăçтарма та пулать. Çын япалине пурпĕрех тĕкĕнмелле мар. Машăна юрасшăн пулса хăйĕн таса ятне варалас çук-ха Венера.
Укçа-тенкĕпе те илĕртрĕ, Дашăпа та хăратса пăхрĕ Маша, анчах усси пулмарĕ. Çавна ăнланса-и, вăл Улькана хăйсем патне хăнана чĕнчĕ. Лешĕ хаваслансах килĕшрĕ, паянах пыма пулчĕ. Ял тени вăл нихçан та çерçисĕр пулмасть. Улькана хăнана чĕннине Венера сисмерĕ, ку лайăх-ха, ĕçе вăрттăн тума пулать. Улька килĕшнипе лăпланса Маша килне таврăнчĕ. Анчах ун пуçне пĕр япала пурпĕрех минретме пăрахмарĕ: мĕншĕн чăхăмларĕ-ха Венера? Якур мĕн те пулин сисмен-ши? Телеграммине Маша илсе пытарнине пĕлсе Венерăна асăрхаттарса хунă пулсан? Апла тесен вăл ун çинчен Машăна та каланă пулĕччĕ, çĕркаç пĕр сăмахĕнче те иккĕленни палăрмарĕ. Эх, çамрăклăх, çамрăклăх! Çапах сана çын пурнăçĕнчи чи илемлĕ те телейлĕ вăхăт теççĕ. Çав илемпе телей ăçтарах выртаççĕ-ши? Май пулсан, Маша ăна усăсăр вырттармĕччĕ — халь тесен халь илсе кĕрсе пуçтарса хурĕччĕ. Епле пулсан та Якура систерес марччĕ. Вăхăт иртет, часрах ун арăмĕ пулмалла Машăн! Кая юлсан каю шăтма пултарать.
Даша патне кайса килмелле мар-ши? Ирех тухса кайсан каçа çаврăнса килме пулать. Мастерпа калаçсан пĕр кунлăха юлма ирĕк парĕ-ши? Вĕсем те ухмахла хăтланма тытăнчĕç: пĕр кун училищĕне каймасан та укçа тÿлеттерессипе хăратаççĕ. Шкулта аплах хĕстерместчĕç.
Якур çĕркаç килне хăваламанни те лăплантарать хĕре. Пуçĕ айне минтер хурса панă, витĕнкĕçпе витнĕ. Нивушлĕ каччăн кăмăлĕ çаврăнма пуçланă? Малтанхи вăхăтсенче калаçасшăн та марччĕ унпа, пĕрмаях Оли çинчен сÿпĕлтететчĕ. Халь сайра хутра кăна асăнма пуçларĕ. Иртнĕ куна каялла тавăрма çуккине ăнланчĕ-ши? Епле пулсан та ăна Ольăран çыру таврашĕ илтермелле мар, хăйĕн çырăвĕсем те хĕрĕ патне ан çитейччĕр. Мĕнпур шанчăк Венера çинчеччĕ. Кам илĕртсе сивĕтрĕ-ши ăна Машăрăн? Калаçасшăн та мар, йĕксĕк. Чĕри ăмăрткайăкăнах пулсан та, ула курак пек кăна вĕçет хăй. Тăхта, пуçна ан каçăрт!
Улькапа пĕр канаша килессĕн туйăнать-ха. Епле çăмăлттайла калаçать тата хăй! Киле илсе килсе хăналасан, пĕр-пĕр парне те парсан майлаштарма пулать пек-ха. Ачаш ÿснĕ ача чунне темле майлă та çавăрма пулать. Куштанланма, каппайланма юратакан хĕре тĕкĕ май кăна шăлмалла. Каччă таврашĕ пурши тата хăйĕн?
Пулăçă пулăçа инçетренех курать тени тĕрĕсех пулас. Пилĕк сехетре ĕç пĕтерсе тухнă Улька, Венерăпа сывпуллашса, тÿрех Маша патне утрĕ. Лешĕ Килтехчĕ, чÿречерен куçне илмесĕр кĕтнĕ пулин те, хăна килнĕрен шутсăр тĕлĕннĕ пек пулчĕ Маша. Ыталаса илчĕ ăна, салтăнма пулăшса тумне шкафа çакрĕ, вара хăйĕн пÿлĕмне ертсе кайрĕ те сĕтел хушшине лартрĕ.
— Туртма пултаратăн, — кĕл савăтне Улька çывăхнерех куçарса хучĕ хуçа. — Эпĕ те туртаттăмччĕ, аттепе анне ятласа пăрахтарчĕç. Унпа кăна та мар — Якур туртмасть те…
— Кам вăл?
— Лена пиччĕшĕ, астăватăн пуль-хă?
— Астумасăр, эпир пĕр вăхăталла вĕреннĕ вĕт. Нумаях пулмасть кăна курнăччĕ-ха, сĕт кухнине каятчĕ. Качча тухма кăна мар, ача çуратма та ĕлкĕрнĕ иккен. Эпир ватта тăрса юлатпăр пулас, пире Лена ывăлĕ качча илес çук.
— Малтан ÿссе çын пулмалла, унтан курăнĕ, — каласа хучĕ Маша.
— Эсир Ленăпа çывăх тăмастăр пулмалла? — ыйтрĕ вăл Машăна тĕлĕнтерсе. — Шкулта вĕреннĕ чухне те вăл яланах пĕччен çÿретчĕ. Астăватăп-ха.
— Эпир ăна хĕр вырăнне те картман, çапах чи малтан качча тухрĕ.
— Качча тухасси — темле паттăрлăх кăтартни мар.
— Пĕрер черкке наливка тутанмастăн-и? — тавçăрнă пек турĕ хуçа. — Эпĕ хам ытлашши кăмăлласах каймастăп та…
— Кăштах юрать пуль, — хирĕçлемерĕ хĕр. — Пĕлсен анне хытă ятлать-ха та… Атте ун пекех мар.
Вăрахчен калаçса ларчĕç хĕрсем. Маша Улькана килне çитичченех ăсатса хăварчĕ, калла килнĕ чух кĕрсе Якур алăкне шаккарĕ. Килте çук ахăр, уçакан-тăвакан пулмарĕ. Ĕçрен халь те килмен-ши вара? Секцире пулсан кăна, тепĕр эрнерен ăмăртусем пуçланаççĕ тенĕччĕ. Ытла та хастарланса кайнă, чапа тухасшăн тăрмашать. Атя, атя, Якур, мекĕçлен! Ытлашши хайăр-сан кутана тухать теççĕ.
Мĕн тумалла? Ăçта каймалла? Килне каясси килмерĕ ун, училищĕне кайсан та Якур çилленесрен шикленчĕ. Ăçта каймалла-ши? Даша килте пулсан вăхăт ирттермелли вырăн шыраман пулĕччĕ те…
Вăл ăна-кăна чухламасăрах училище еннелле утрĕ. Пуçра темĕн тĕрлĕ шухăш çаврăннăран хирĕç тĕл пулакансем çине те пăхмарĕ.
— Маша! — кĕтмен çĕртен шартах сиктерчĕ ăна тахăшĕ.
Хĕр чарăнса тăчĕ, хăй умĕнче такам ытамне сарса тăнине курсан аптраса ÿкрĕ. Хунар çутинче хĕрлĕрех курăнакан палламан çын пичĕ çине Маша тинкерсерех пăхрĕ. Таçта курнă пек, анчах та аса илеймест. Курпун сăмси такама аса илтерет-ха, кулли те ют мар пек.
— Паллаймарăм, — аванмарлансах йышăнчĕ хĕр. — Курнă çын пек туйăнатăн. Кам пултăн?
— Эпĕ сана шыраса училищĕре пултăм, халь унтан килетĕп.
— Тантăша ăсатма кайнăччĕ, — çаплах тĕлĕнсе пăхрĕ хĕр çамрăк çын çине. — Занятирен тахçанах тухнă. Мана епле палласа илтĕн?
— Сан пек хитре пикесене те палламасан, — йăлкăшса кулкаларĕ палламан çын. — Кашни иртсе пыракана пăхатăп — сан пекки урăх пулмарĕ-ха.
— Кам вара эсĕ? — тарăхма пуçларĕ хĕр. — Ятна кала хуть.
— Ман ятăм сана ним тума та кирлĕ мар.
— Апла пулсан калаçса вăхăт ирттересси те çук, — иртсе кайма тăчĕ Маша. — Пĕлмен-туман çын хулара нумай, кашни иртен-çÿрен çапла чарса тăратсан…
— Президентпа Капитанран салам, — лÿчĕркенсе пĕтнĕ хут тыттарчĕ палламан çын. — Сана шыраса тупма хушса ячĕç. Çыру çинче йăлтах паллă, вуласа тух та хуравне çыр. Кĕтеççĕ вĕсем. Халь ман санпа пакăлтатса тăма вăхăт çук, ыран калаçăпăр. Ăçта, миçе сехетре тĕл пулатпăр?
— Пулеметпа пенĕ пек ан такăлтат-ха, — Президент ятне илтсен анрасах кайрĕ хĕр. — Мана эс мĕнле тупрăн?
— Очень просто! — савăнăçĕпе пĕрле мухтаннине те пытармарĕ палламан çын. — Хваттертен тухнăранпах сан хыççăн йĕрлесе çÿретĕп. Иккĕн пулнăран хăшĕ Маша иккенне тÿрех тавçăраймарăм. Юлташна ăсатса янă чухне пĕр çамрăкран ыйтрăм та, вăл лешне Улька терĕ. Апла пулсан эсĕ — Маша терĕм.
— Капитана хăçан куртăн? — тинех тавçăрма пуçларĕ хĕр.
— Ун пирки ыран калаçăпăр, — йĕри-тавралла пăхса илсе пăшăлтатрĕ курпун сăмса. — Мансах кайман иккен-ха эсĕ ăна, тÿрех аса илтĕн. Хăй те сан ятна çине-çинех асăнать, юратать ĕнтĕ. Сан пек чечеке кам сăхланмĕ? Асту вара, ыранхи пирки манса ан кай. Хăвăрăн пÿртĕр умĕнче шăп та лăп вунпилĕк сехетре тĕл пулăпăр.
Хĕрлĕ пит урам урлă каçрĕ те «Жигулин» уçах тăракан алăкĕнчен кĕрсе ларчĕ. Машинăра татах çынсем пур пулас, анчах та хунар çутинче кам иккенне пĕлме çук. Çыру парса хăва-раканни кĕрсе ларнă-ларманах «тачка» тапранса кайрĕ те пысăк хăвăртлăхпа Шупашкаралла çул тытрĕ.
Ку тĕлпулу Машăна пуçран çапса минĕретнĕ пекех пулчĕ: машина куçран çухалсан та юпа пек хытса тăчĕ вăл, иртен-çÿренсем хăй çине сăнасарах пăхнине те туймарĕ. Кам, мĕн, ăçтан килсе ăçта кайса çухалчĕ ку этем? Капитан… Нивушлĕ ирĕке янă ăна? Мĕн çырать вăл, мĕн тума? Пăх-халĕ эсĕ ăна, халь те манса кайман. Маша ун çинчен тахçанах шухăшлама пăрахнăччĕ. Тĕрме çинчен сăмах тухсан çеç иртнĕ хăрушлăха асне илсе чĕтресе илекенччĕ. Мĕнле хăйса çырнă-ха вăл çавăн хыççăн? Маша хăйне кĕтсе тăрать тет-ши? Ыран çак хĕрлĕ питпе тĕл пулмалла. Пулмаллах-ши?
Маша хăй ăçталла кайнине чухламасăрах малалла утрĕ. Малтанах вăл çакăн çинчен Якура каласа парасшăнччĕ, çырăвне те пĕрлех вуласшăнччĕ, анчах та училище умне çитсен калла çаврăнчĕ, килнелле васкарĕ. Мĕншĕн Якурпа пĕрле вуламалла? Тен, унта ăна пĕлме юраман хыпар пур? Машăпа Капитан хушшинче никам пĕлмелле мар хăтланни те пулса иртнĕ. Ун çинчен Якурăн мĕншĕн пĕлмелле? Эх, çакăн пек чухне Даша ăçта-ши? Тантăшĕсĕр пĕр кун та пурăнайманнине тинех витĕр ăнланса вăл подъезд алăкĕнчен кĕрсе çухалчĕ.
Килте амăшĕ кăна иккен. Хĕрĕ хывăнса кухньăна иртсен вăл хыпăнсах ун сывлăхĕ çинчен ыйтрĕ. Ытла та шурса кайнă, куçĕсем те тĕтреленнĕ пек. Температура çук-и, пуçĕ ыратмасть-и?
Амăшĕпе калаçса тăмасăрах хĕрĕ хăйĕн çывăрмалли пÿлĕмне иртрĕ те хăршалса, хуçкаланса пĕтнĕ çырăва сĕтел çине сарса вулама пуçларĕ.
«Аван-и, чечекĕм! Çак çыру сана тĕлĕнтерсех ярĕ, эпĕ ăна почтăпа мар, юлташран парса яратăп, ăна ирĕке ячĕç. Çырура нимĕнех те çырмастăп, ман çинчен пĕтĕмпех юлташ каласа парĕ. Сан патна пĕр ыйту пур, чĕкеçĕм: тархасшăн, пĕр-ик куна ман пата килсе кай. Çав тери тунсăхласа çитрĕм, сана курассишĕн эпĕ вилме те хатĕр. Халиччен сан патна çыру та çырмарăм, ятна ярас, кăмăлна пăсас темерĕм. Эпĕ айăплă чун, сан пек чипер хĕр ман пек тĕрме пыйтисемпе ăçтан çыру çÿреттĕр? Анчах та хама хам лăплантараймастăп, пĕр сана кăна курассăм килет. Халь пире çывăх çынсемпе тĕл пулма ирĕк параççĕ, çавăнпа та сана кĕтетĕп. Укçу çук пулсан юлташа кала: мĕн чухлĕ кирлĕ — çавăн чухлĕ тупса парĕ. Унпа тĕрĕссине калаç, ан хăра, вăл нихăçан та сутас çук. Пĕр-ик сăмах та пулин çырса яр, çав тери кĕтетĕп. Сана эпĕ вилсен те юрататăп пулĕ.
Ĕмĕр-ĕмĕрех санăн чуру — Капитан».
— Нахал! — терĕ Маша çырăвне вуласа пĕтернĕ хыççăн. — Намăс кăтартни сахал — хăй патне чĕнет тата! Тьфу, сÿтĕк, çăпата калăпĕ! Кам тесе шутлатăн-ши хăвна? Мана, ача-пăчана, улталарăн, халь вăл вăхăтсем иртсе кайнă. Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн, шăмпай! Милицие кайса калатăп та юлташна тыттаратăп. Вăт пĕлĕн ун чухне чĕкеçÿ кам иккенне, маймăл.
Сасăпах каларĕ пулин те — ăна итлекен çук иккен. Çавна ăнланса вăл шăпланчĕ те çырăвне тепĕр хут вуласа тухрĕ. Çыру — çырăвах, каччăсем йăпăлтатма пĕлеççĕ, анчах та Машăн халь унашкал ачаш сăмахсем Капитанран мар, урăххинчен илтес килет. Çаксене Якур каласанччĕ! Тĕрме çынни тунсăхлани никама та тĕлĕнтерес çук. Пĕрмаях читлĕхре тытсан тискер кайăк та мĕнле майпа та пулин ирĕке тухасси çинчен шухăшлать. Çук, Капитан пеккисемпе калаçмалла мар, ун пеккисене халь Маша çывăха та ярас çук.
Ку ыйтăва татса пама ансат-ха, анчах леш хĕрлĕ питлипе мĕнлерех пулмалла? Ыран тĕл пулмалла-ши, çук-ши?
Çĕрĕпех пăшăрханса выртрĕ хĕр. Мĕн тумалла? Çутăласпа, çывăрса каяс умĕн, хăйне çирĕппĕн каласа хучĕ: ниçта та никампа та тĕл пулмалла мар. Капитанĕ хăй чуна пистернĕ пулсан ун пурнăçĕ ним тума та кирлĕ мар. Чăнахах тунсăхлать пулсан та кирли çук. Ыран çав эсреметпе тĕл пулмалла мар. Темле çын-ха, пĕлсе пĕтер унта. Çăвара пĕрре пĕçерттернĕ ĕнтĕ, çитет! Халь вăл сивĕ шыва та вĕрмесĕр сыпмасть.
Тепĕр кун та Капитан Маша асĕнчен тухмарĕ. Уроксенче ларнă чухне вăл хăйне вăрман уçланкинче пек, Капитанпа шашлык çинĕн туйрĕ. Анчах та çав кино вăраха пымарĕ, Якура асăнсанах куç умĕнчен çухалчĕ. Хăлхара çаплах «вунпилĕк сехетре» тени илтĕнсе тăрать. Вунпилĕк сехетре те, çирĕм пиллĕкре те вăл унпа тĕл пулмасть. Ăçтан килсе тухрĕ-ха çав курпун сăмса? Шыраса тупма та пĕлнĕ тата! Пачах курман пулсан шухăшĕ те çукчĕ.
Уроксем хыççăнах киле таврăнса çывăрма выртасси çинчен шухăшласа пыратчĕ хĕр — подъезд алăкĕ умĕнче хайхи хĕрлĕ пит тăнине курах кайрĕ. Вăхăт çитессе те кĕтмен, вĕçтерсе çитнĕ!
— О, хĕлле те мĕн тери чечексем ÿсеççĕ чăваш çĕршывĕнче! — çăварне хăлха таранах сарса пăрахрĕ курпун сăмса. — Пирĕн Капитан ахальтен ăшталанмасть иккен, кунашкал илемшĕн такамăн чĕри те çунса кăмрăкланмалла. Ман кăкăрта та темĕскер тĕлкĕшме пуçларĕ ав — çулăмĕ çĕкленесси те инçе мар пуль?
— Мĕн каласшăнччĕ? — сиввĕн ыйтрĕ хĕр. — Капитан çинчен çур сăмах та ан кала, илтессĕм килмест. Эпĕ ăна тахçанах манса кайнă.
— Эсĕ… эсир унпа пĕрле чухне пачах урăхла шухăшланă, пĕлетĕп эпĕ, — сарăлнă тутине пуçтарса куллине сÿнтерчĕ палламан çын.
— Ача-пăча пулнă, — сассине ăшăтма шутламарĕ те хĕр. — Çав апăршана пула милици умне тăтăм. Намăс, çав тери намăс куртăмăр эпир. Ман ун ятне асăнсанах хăсас килет!
— Кĕтменччĕ, — хĕсĕкрех куçĕсене май килнĕ таран чарса витĕр шăтарасла пăхрĕ курпун сăмса. — Авă мĕнлерех пăхатăн эсĕ инкеке лекнĕ савнийÿ çине! Вăл, мĕскĕн, пулăшу ыйтать, кĕтсе пурăнать. Урăххине тупса ятăн пуль-ха?
— Вăл тĕрмене кайсанах, — çирĕплетрĕ хĕр. — Вунă çул хушши кам кĕтсе ларать, мĕн, хĕрсене лаша тапса анăратнă тесе шутлатăр-и эсир? Çапла пулмасăр! Кунта пирĕн вăрă-хурах-семсĕр пуçне те каччăсем çителĕклĕ.
— Ясно, — терĕ хĕрлĕ пит шухăша кайнă пек пулса. — Ясненько, но… Каччуна кала, çак сехетрен урама ан тухтăр, унсăрăн…
— Вĕлерессипе хăратасшăн-и? Ха-ха-ха! Капитанпа сан пеккисене вĕрсе вĕçтерет.
— Посмотрим, — лачлаттарса сурчĕ хĕрлĕ пит. — Эсĕ те куç тĕлне ан пул! Часах амнистипе Капитана та ирĕке ярĕç.
— Чечеке таптасшăн-и? — чарăнмарĕ Маша. — Халь эпир те, хĕрачасем, çара алăпа çÿреместпĕр. Çитет, нумай çынна хăратрăр. Часах кунта ман юлташсем килсе çитмелле: курăн акă кама хăратмаллине. Санран ним чухлĕ те кая мар! Эпĕ вĕсене ĕнерех асăрхаттарса хутăм.
— Ан лапăртат! — шăлне шăтăртаттарчĕ хĕрлĕ пит. — Халех кĕрсе кайнă пултăр, унсăрăн юр çинче шăлусене суйлама тÿрĕ килĕ. Эпĕ шÿтлеме юратмастăп, çавăнпа мана кунта шанса янă.
— Эпĕ сан хваттерÿ умĕнче мар, ан кăшкăр! — çилленсех кайрĕ Маша, анчах çав самантрах юр ăшне кĕрсе ÿкрĕ.
— Су-у-ка! — илтрĕ вăл юр ăшĕнчен. — Шухăшна улăштармасан пыршуна куматăп. Манса ан кай, ыран çак вăхăтра хурав кĕтетĕп… Капитан хăй çук кунта, çавăншăн тав ту. Унсăрăн…
Маша ăна-кăна тавçăрса иличчен курпун сăмса çăмăл машинăпа хускалса та кайрĕ.
— Турăçăм! — сасăпах каласа хучĕ Маша. — Мĕншĕн ман тĕле кăна çакланаççĕ çак эсрелсем?
Машăна хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Вăл çĕкленсе юртан тасалчĕ, йĕри-тавра пăхса илчĕ: куракансем пулмарĕç-ши? Иртен-çÿренсем асăрхарĕç пулмалла, анчах вĕсен кашнин хăйĕн хуйхи.
Ним тума аптăранăран вăл училищĕне каялла васкарĕ: Якура каласа памаллах, вăл мĕн каланине илтмелле.
Якурĕ ĕçрен тухса кайнă иккен. Анчах килте те çукчĕ-çке вăл. Ăçта та пулин чарăнмалли пулнă-ши? Маша кунта кăшт та тăмарĕ, Ленăсем патне кайрĕ. Çавăнта ларать пуль-ха, каччă пуççăн çав пĕчĕк ачашăн вилсех каять вара вăл. Тепри хăйĕн ачишĕн те аплах çунас çук. Начар çемьере асапланса ÿснĕ çыннăн туйăмĕ хăвăртрах хытать теççĕ. Тĕрĕс мар пуль ку сăмах. Якурпа Лена иккĕшĕ те ав çыншăн ÿксе вилме хатĕр, çук япалана çурмалла тăваççĕ.
Алăка Сергей уçрĕ. Лена та килтех иккен, ачине çитерсе ларать.
— Маша, мĕн пулнă сана? — хĕр алăкран кĕрсенех ыйтрĕ Сергей. — Пăрнă тутăр пек шурса кайнă.
Маша тÿрех Якур кунта килни-килменни çинчен пĕлесшĕн пулчĕ — килмен иккен.
Ытар мучисем патне кайнă пуль, урăх ăçта пултăр? Килте халь вăл ытларах контроль ĕçĕсем çырса вăхăт ирттерет, хĕллехи сĕсене кайма хатĕрленет.
— Тем пулман пуль те? — иртсе ларма чĕннĕ май пăшăрханнă сасăпа ыйтрĕ Лена та. — Чăнах та, санра этем сăнĕ те юлман.
Маша хăйпе мĕн пулса иртнине каласа парсан, пĕр вăхăта пурте шăпланса ларчĕç. Капитан ятне илтсен Лена та хăраса ÿкрĕ. Раскольниковпа пĕрле ларса калаçнине, уçланкăра хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут шашлык çинисене манса кайман-ха вăл та. Пистолетлă Родион хăйне, чăх чĕппине хăлат çаклатнă пек, чÿрече патне сĕтĕрнине паянхиллех астăвать. Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ пулин те манса кайма памаççĕ шăпăрлансем. Сергей кăна çав пăтăрмахсене асне илсе хирĕлме ан пуçлатăр. Юлашки вăхăтра ăна тем пулнă-ха, кăмăлне пĕрре те ăшăтмасть, ачапа та малтанхи пек вылямасть. Кĕвĕç чунлă мар та… Лена айăпсăр качча тухнине те пĕлет, анчах та тăрсан-тăрсан ним çукранах çĕтĕлме пăхать, çăварĕнчен вырăнсăр сăмахсем те тухса каяççĕ. Çын чĕри чул мар çав, ялан пĕр вырăнта выртмасть. Ĕçне кăмăлламанни те сисĕнет, пĕрмаях çавăн çинчен калаçать. Тата ăçтан килсе кĕчĕ ку Маша? Çумкурăк акмасăрах шăтать теççĕ çав.
— Манса каймаççĕ апла? — ларнă çĕртен йывăррăн çĕкленсе ыйтрĕ Сергей. — Самани тăнăç мар, сыхлануллăрах пулмалла. Хаçатсенче кулленех çыраççĕ: кăнтăр кунĕнчех пăшалпа переççĕ, çĕçĕпе чикеççĕ, вĕлереççĕ. Тĕрмерен тухнисенчен темĕн те кĕтме пулать. Маша, эсĕ ăна кăлăхах çиллентернĕ.
— Мĕншĕн кăлăхах? — ăнланмăш пулчĕ хĕр. — Эпир ун чухне айван ача-пăча çеç пулнă. Вĕсене манса кайни те миçе çул, çаплах аса илтермĕ тăрăшаççĕ. Кирлех мана арестантсем, теçеткипе пĕр пуса парсан та никам илес çук. Хăйсене хăйсем таçта кайса хураççĕ: пăшал-çĕçĕ пур иккен вĕсен! Çав вăхăтрах ман алăра пăшал пулсан манран та хăраççĕ. Этем нушисем! Хăйсем те çын евĕрлĕ пурăнаймаççĕ, ыттисене те чăрмантараççĕ.
— Вăл çаплах-ха, анчах çавсемех сана та асап кăтартма пул-тараççĕ-çке, çавна манса ан кай. Пĕрре йĕр çине ÿксен вăл тискер кайăксене аташтарма хĕн вара. Сăмахне каласан — ĕçне тăваççех. Плешков патне кайса каламалла, унран çапах та хăраççĕ вĕсем.
— Якур кирлĕччĕ терĕн, — калаçăва хутшăнчĕ Лена, — çакна пĕлтересшĕнччĕ-и? Маша, тархасшăн, ку ĕçе ăна ан явăçтар! Темĕн туса хурĕç. Ĕçрен çĕрле кăна таврăнать, алăк умĕнче сыхласа тăрĕç те…
— Çук, урăххи çинчен калаçмалли пурччĕ ман, — суйрĕ Маша.
— Урăххисем çинчен вăл пит калаçасшăнах мар çав, — терĕ Сергей. — Салтакри хĕрĕнчен хыпар илейменнишĕн çаплах кулянса çÿрет.
Маша кунта вăрах тытăнса тăмарĕ, Лена аллинчен пĕчĕк ачана илсĕ вылям пекки турĕ те тухса кайрĕ. Подъездра хăйне хирĕç Якур хăпарнине курчĕ. Хĕрĕн вĕчĕрхенме пуçланă чунĕ лăштах пулчĕ. Йăл-ял кулкаласа вăл каччăна ыталаса илчĕ.
— Юрать-ха хирĕç пултăн, Яшенька, — чĕтренчĕ ун сасси. — Эпĕ шăпах сана шыраса килнĕччĕ.
— Мĕн пулчĕ?
Хĕр ăна ним пытармасăр каласа пачĕ.
— Халь киле кайма та хăратăп, — хăйне хăй ирĕксĕрлесе куçĕнчен пĕр тумлам куççуль хĕстерсе кăларчĕ вăл.
— Ан йĕр, килне хам ăсатса хăварăп, — лăплантарчĕ ăна каччă. Эсĕ мана кунта кăштах кĕтсе тăр, эпĕ çак япалана парса тухам, пĕчĕкки валли туяннăччĕ. Халех тухатăп.
Каччă чăнах та вăрах кĕттермерĕ. Вĕсем урама тухрĕç, анчах хĕр килне каясшăн пулмарĕ. Якур та ун кăмăлĕпе кÿнме[ix] пуçларĕ ахăр: хăйĕн хваттерĕ патне илсе тухакан сукмакпа шарламасăр утрĕ.
— Хăратаççĕ апла? — ыйтрĕ вăл хваттер алăкне уçнă май.
— Çапла, пĕрре хăнăхнă йытта, Ытар мучи каларăш, шăмă кăшлама пăрахтараймăн.
— Кирлех вĕсем мана! — чăрсăррăн лаплаттарса хучĕ хĕр.
— Хĕл Мучие хĕвел мĕнле кирлĕ, вĕсем те мана çавах. Таçтан аса илеççĕ, çапкаланчăксем.
— Кам пĕлет? — хăйĕн кăмăлне палăртмарĕ Якур. — Маша, пире кÿршĕ-аршăсем çамрăк мăшăр тесе шутламаççĕ-ши?
— Мĕншĕн ун пек шутлаччăр? — ăнланмана печĕ хĕр. — Эпĕ сан патна икĕ эрне ура та ярса пусманччĕ, паян çеç… Оля килмелле терĕн те ху… Мĕн, калла тапса сикрĕ-им? Килмерĕ пулать апла? Пулаççĕ вĕт çавăн пек тĕпсĕр витрепе шыв ăсакансем! Мĕншĕн суймалла? Иккĕмĕш хут яка пăр çине йĕмсĕр-мĕнсĕр лартса ямарĕ-и ĕнтĕ сана? Çапах çавна çын вырăнне хурса телеграммăна чĕнетĕн, çыру çыратăн. Юратмасть вăл сана, Яшенька, ман пек савсан аманнă çунатпа та вĕçсе килмелле, Сăмахпа кăна йăпатса пурăнать. Юратакан çын савнине пăрахса качча та каймĕччĕ. Ытлашши кÿнтем чĕреллĕ эсĕ, кашни çын сăмахне ĕненетĕн. Çавăнпа лартса хăвараççĕ те сана. Мана та шанмастăн, мĕншĕнне те каламастăн. Оля çине йăвантарни сăлтав мар пек туйăнать. Малтанах ĕненеттĕм, халĕ…
— Суймастăп сана, Маша, ĕнен, — каллех тарăхма пуçларĕ каччă, — ун хыççăн никама та чун çывăхне яраймастăп. Пĕлетĕп, эсĕ юратнине те куратăп, анчах та хамăн юратăвăмпа ăшăтай-мастăп, ан çиллен.
Ху çумăнтан кăна ан тĕксе яр мана, — мĕскĕнленчĕ хĕр.
— Юнашар калаçса ларни те çитет, юратма ыйтмастăп!
— Ку каччăпа тĕл пулма ыран тухатăн-и? — сăмаха айккинелле пăрчĕ Якур.
— Эсĕ чĕнмесен никам патне те тухмастăп!
— Вĕлерессипе хăратсан?
— Маншăн пурпĕрех. Савман çын умра тăни — вилĕмпе пĕрех! Капитанĕ хăй мар та… — Хăй пулсан та тухассăм çук, вĕсем маншăн ĕнерхи кунсем кăна.
Сыснана сăмсине чиктермелле мар тенĕ. Сăмса кĕнĕ хушăкран хăй те кĕрсе каять иккен. Машăн та çавăн пек пулчĕ: килне вăл ниепле те каясшăн пулмарĕ. Кунта вăл хăйне килĕнчи пекех ирĕккĕн тытрĕ: Якурпа иккĕшĕ арлă-арăмлă тесех шутлать-ши? Ăçта мĕн выртнине те йăлт пĕлет. Паранкă шуратма пуçларĕ: ара, каччăн выçă выртмалла мар-çке-ха, хĕрхенет вăл ăна. Самантрах çапла апат çакса ячĕ, сухан та турама пикенчĕ. Нимĕн тума, нимĕн калама та пĕлмерĕ кил хуçи, Маша сĕмсĕрлĕхĕ çине вăл ĕнтĕ алă çулма пуçларĕ курăнать. Хăй вăл халь Маша пек унашкал сĕкĕнме, сĕмсĕрленме ниепле те хал çитереймен пулĕччĕ. Ача чухне, шкула çÿренĕ вăхăтсенче, çын аллинчен çăкăр та туртса илсе çинĕ, пушмакĕсене хывтарса та тăхăннă. Унăн ун чухне урăхла пурăнма май пулман. Ку хĕре мĕн çитмест? Çăтмахри пек пурăнать. Мĕн кирлĕ—çавă пур, нимĕншĕн те тилмĕрсе çÿремелле мар.
— Капла çĕр каçма та таврăнмасан аçу-аннÿ мĕн калĕ? — çаплах пăшăрханать-ха каччă.
— Вĕсене эпĕ кирлĕ тетĕн-и? Укçа кăна пултăр ман аттепе аннешĕн. Ытти çинчен аса та илмеççĕ вĕсем.
— Сана тумлантараççĕ, ĕçтереççĕ, çитереççĕ, тата мĕн кирлĕ?
— Мĕнех вара? Çуратса ÿстерекенсен тивĕçĕ çапла. Пăхса ÿстересси çук тăк — çуратман та пулĕччĕç. Хама çуратса яма эпĕ вĕсенчен ыйтман вĕт. Хăйсен тивĕçне манса ан кайччăр.
— Пирĕн те хамăрăн парăма манса каймалла мар-çке.
Темле те калаçса пăхрĕ каччă — усси пурпĕрех пулмарĕ.
Каçхи апат çинĕ хыççăн Маша сĕтел çинчен пуçтарчĕ те диван çине вырăн майласа кил хуçине ырă тĕлĕк курма сунчĕ. Хăна çывăрма выртсан хуçин мĕн тумалла-ха? Вăл та салтăнса кравачĕ çине йăванчĕ. Çывăртăрах, кама кансĕрлĕ тепĕр тесен? Якуршăн вăл пуррипе çукки пурпĕрех. Çакăн пек чухне Оля кăна килсе ан кĕтĕр. Маша умĕнче ун чунĕ таса: пÿрнепе те тĕкĕнмен ăна, тĕкĕнес те çук. Тен, пĕччен ăна та кичем? Кампа та пулин вăхăт ирттермелле-çке? Морякпа тĕл пуличчен ăна та çăмăл марччĕ, кам çумне те пулин çыпăçас килетчĕ. Даша çукки те канăçсăрлантарать пулас, ниçта вырăн тупаймасть ав. Лешĕ мĕнле чирпе асапланать-ши тата.
Темĕн çинчен те шухăшларĕ çак каç каччă. Машăна савни тума та юрать пек туйăнчĕ ăна хушăран, анчах та çапла шухăшласанах куçĕ умне Оля туха-туха тăчĕ. Эх, çакăнта диван çинче вăл выртсанччĕ! Шăкăл-шăкăл калаçса çĕр иртнине сисмен те пулĕччĕç!
Ирхине вĕсене алăк шăнкăравĕ вăратрĕ. Якур, çăмăл ыйхăллăскер, васкаса тăчĕ те алăк «куçĕнчен» коридоралла тинкерчĕ. Лена иккен, Ытар мучисем патне сĕт илме кайнă та тетĕшне те парса хăварасшăн. Диван çинче çывăракан тантăшне курсан тĕлĕнсех кайрĕ вăл: авă мĕншĕн каччă хыççăн яртлатса çÿрет иккен Маша! Намăссăр, качча тухичченех çывăрса çÿрет. Якурĕ те тăр ухмах, çавна суйласа илнĕ. Маша мĕнле аскăнланса çÿренине Лена лайăх пĕлет.
Пÿлĕмре хытă сасăпа калаçнăран пулас, Маша та вăранчĕ. Хăйне килти пекех туйса, тутлăн карăнса илчĕ. Тантăшне курсан хăйне кăштах именчĕклĕн те, мăнаçлăн та тытма тăрăшрĕ, куртăр-ха кам халь вăл Ленăшăн!
— Лена? — тĕлĕннĕ пек ыйтрĕ хĕр илĕртÿллĕ куллине ирĕке ярса. — Ытла ир тăнă-çке эс, ытла ир çÿретĕн-çке.
— Эсĕ кунта мĕн туса выртатăн? — сиввĕн ыйтрĕ Лена. — Асту, каçхи ĕç ир кулли ан пултăр. Арлă-арăмлă мар пуль те эсир?..
— Арлă-арăмлисем пĕр вырăн çинче çывăраççĕ пуль? — йăмăкĕ сĕт ярса панă савăта кулкаласа сĕтел çине лартрĕ Якур. — Вăрахчен калаçса лартăмăр та, килне кайма хăрарĕ.
— Çын çине сăмах тухсан? — Маша умне пырса тăчĕ Лена.
— Тухтăрах, — аллине сулчĕ Маша. — Тĕтĕм мар, куçа кĕмест.
— Якур каччă-çке, — чарăнмарĕ Лена. — Авланнă чухне каччăсем пурте хĕр илесшĕн вĕт-ха, урçа[x] тесе ятне ярсан?
— Ан хăра, Лена, сан пиччÿ тиркемелли хĕрсене илес çук. Оля хăй те качча тухнăскер кăна, — лăплантарнă пек турĕ тантăшне Маша.
Маша тетĕшĕн пурнăçне лайăх пĕлни Ленăна кăштах пусăрăнтарчĕ. Оля çинчен Якур ăна пĕтĕмпех каласа панă пулас, апла пулсан вĕсем кунта чăнах та юлташла кăна çĕр каçнă пуль-ха. Хĕр Оля çинчен пĕлни аван-ха, унсăрăн, сĕмсĕрскер, каччăн тинкине кăларма та хал çитерĕ. Машăн кăмăлне, хăватне, шухăш-ĕмĕтне Лена лайăх пĕлет. Каччă çумне ятарласа çыпăçсан ăна никам та хăпăтаймастчĕ, хăй тăвас тенине вăл пурпĕрех тăватчĕ. Халь кăштах пусăрăннă-ши элле? Пулма пултарать, мĕншĕн тесен вăл та çитĕнсех пырать. Ĕмĕр иртсе кайичченех вунçиччĕре пулаймăн.
— Плешков патне кайса пĕтĕмпех каласа пар, — Маша тухса кайма пуçтарăнсан канаш пачĕ ăна каччă. — Асăрхануллăрах пулмалла. Çав пуçтахсемпе çыхланса каймалла мар, çавă çеç манăн сĕнÿ.
Машăпа Лена Якур патĕнчен пĕрлех тухрĕç. Лена çаплах тетĕшĕн ячĕ каясран хăрать иккен, çавăнпа Машăпа ăшшăн калаçмасть. Çакна лешĕ те туять, анчах та чăн-чăн туйăмне çиеле кăлармасть.
— Телейлĕ эсĕ, Лена. Упăшкупа ачу çумра, хваттер янтă, ятлакан-лăркакан çук, — Лена пурнăçне ăмсаннăн каласа хучĕ Маша урампа утнă чух.
— Уншăн хам та турра тав тăватăп. Эпĕ мĕнпур хĕрупраçа çапла ăнăçлă качча кайма сутаттăм. Пирĕн хушăра Сергей пеккисене тупма йывăртарах çав. Çамрăк чухне пурте çăмăлттай эпир.
— Эсĕ çăмăлттайла хăтланнине астумастăп-ха, çаврă-нăçусăртараххине вара пытармастăп. Халь акă ватă çын пекех калаçатăн. Ытар мучипе пĕрле пурăннин усси пурах-тăр ахăр. Паян кăна мĕн чухлĕ ăслă сăмах кишĕклесе пăрахрăн та. Тепри ватă пуççăн та сан пек калаймĕ.
Машăпа Лена кăмăллăнах уйрăлнă пек турĕç, анчах та хăйсем кашниех ăшра тантăшне хирĕç темле сивĕ туртăм чăмăртанса тăнине сисрĕç. Сăмахĕсем çеç чĕлхе патне çитей-мерĕç. Унтах çитнĕ пулсан ырăпах уйрăлман пулĕччĕç. Лена ытлашши сăмах ваклама юратмасть пулин те, хăйĕн чĕлхи вĕçĕ кĕçĕтнине сиссех тăчĕ. Маша Якура пула ун умĕнче ырă ятлă пулмаллине манса каймарĕ. Каччăн юлашки сăмахĕсем çеç янăраса тăчĕç ун хăлхинче халь: «Плешков патне каймалла… »
Мĕншĕн ун патне ярать-ха вăл ăна? Хăй ертсе кайсан мĕн пулатчĕ-ши? Милиционерĕпе туслă пурăнаççĕ-çке, пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Вăл пур — хĕре пĕччен ярасшăн. Ăçта кайса каламаллине Маша унсăрăнах лайăх пĕлет. Якурпа пĕрле кайнă пулсан шанчăклăрах пулатчĕ, çавă çеç. Нивушлĕ ним чухлĕ те юратмасть? Калаçма калаçать, кăмăлĕпе те малтанхи кунсенчи пек хытах мар, анчах ыталаса илесси çинчен тĕлленмест те. Калăн, умĕнче вĕри чунлă хĕр мар, тăм кĕлетке, тăхлан куç тăрать.
Плешков кабинечĕн алăкне Маша хăюллăнах шаккарĕ. Владимир Григорьевич вырăнтахчĕ. Вăл, яланхи пекех, килнĕ çынна уçă кăмăлĕпе кĕтсе илчĕ, хĕре ларма вырăн сĕнчĕ. Машăна лайăх астăвать иккен, миçе çул иртсе кайнă пулсан та ятранах чĕнчĕ. Хĕрĕ вара милиционер унтанпа ним чухлĕ те улшăнманнине курса ун умĕнче хăй тата хитререх иккенне палăртма тăрăшрĕ. Йăпăлти сăмахĕсене кăларса пĕтерсен кунта мĕн çăмăлпа килнине пĕлтерчĕ: тĕл пулмалла-ши çав курпун сăмсапа е тĕл пулмалла мар-ши?
Владимир Григорьевич тимлĕн итлесе ларнă хыççăн хăратакан çамрăкăн ятне пĕлесшĕн пулчĕ. Çук иккен. Маша унăн ятне пĕлеймен, хушаматне те ыйтман.
Тÿррĕнех канаш париччен Владимир Григорьевич такам патне кайса килчĕ. Унтан хĕре хăй патне килнĕшĕн мухтаса илчĕ, сĕнÿсем пама пуçларĕ. Машăн тĕлпулуран пăрăнмалла мар-мĕн. Çыруне те хатĕрлесе хумалла, кăмăл таврăннисене çырмасан та юрать. Капитан нимĕн те ан систĕр. Çак апăрша урлă ытти пуçтахсен вăрттăнлăхне пĕлме май пулать пек.
Тĕл пулмалли çинчен каласан хĕр хăраса ÿкрĕ: леш этемми хăйне юр ăшне чышса ÿкернине манса кайман-ха вăл. Юрать-ха юр ăшне кăна, ыраттармаллах та çапмарĕ. Ольăна Мишăсемпе кĕтсе илнĕ чухне вĕсем хăйсем те ырă мар шухăш тытнăччĕ. Миша хĕрсех кайнăччĕ, Дашăна хĕрхеннĕрен кăна ним те тумарĕ. Кусем те мĕн те пулин тума канашласан? Анчах халь унашкал пăтăрмах Машăна кирлĕ мар. Якур кăмăлĕ çаврăннă пек чухне шăв-шав кăларма кирлех-ши?
Вăл хăйĕн шухăшне Владимир Григорьевича ним пытармасăр каласа пачĕ. Якурпа çывăх, туслă иккенне, каччă патĕнче çĕр каçнисене те палăртма тăрăшрĕ.
— Сана пĕччен хăвармастпăр, иккĕленме кирлĕ мар, — ĕнентерчĕ Плешков. — Эпир санпа пĕрлех пулатпăр, ан шиклен. Тен, капла та тĕкĕнес çук.
— Сире курсан ман пата пымасть те вăл, ухмах мар вĕт, — килĕшесшĕн пулмарĕ хĕр.
— Эпир сирĕн умăрта саркаланса тăмăпăр, ыттисен куçĕ тĕлне те пулмăпăр, — кулса илчĕ Плешков. — Ан хăра, Маша. Хамăрпа пĕрле Якура та илĕпĕр.
Якур ятне илтсен хĕре çăмăл пек туйăнса кайрĕ, вăл кулса илчĕ. Владимир Григорьевича çакă çеç кирлĕччĕ. Чăнах та, хăраса, чĕтресе тăракан çын хатĕрленнĕ пĕтĕм операцие тарама яма пултарать-çке-ха. Капла вăл юнашарах юратнă каччи тăнине туйĕ, курпун сăмсаллипе те лăпкăнах калаçĕ.
Маша кайма тăнăччĕ çеç — пÿлĕме Якур пырса кĕчĕ. Плешков хулпуççийĕ çинчи çĕнĕ пакунсем çине пăхса илчĕ те:
— Çĕнĕ званипе саламлама ирĕк парсамăр сире, капитан юлташ! — терĕ.
— Званине пачĕç-ха, хакне тавăрайăп-и? — кулса илчĕ капитан.
— Хакне кура — таварĕ тет пирĕн Ытар мучи. Пĕлмесĕрех памарĕç пуль. Салтакра мана ав сержантран çÿллĕрех ниепле те хăпартмарĕç. Тивĕçлĕ пулайман ĕнтĕ… Маша, эсĕ халĕ те кунта-и? Сана килĕнте çухатрĕç пулĕ?
— Кунта кĕме ху хушса янă-çке, мĕн тата пĕлмĕше персе тăратăн? — кулса илчĕ Плешков. — Анчах та калăр-ха: мĕншĕн мана эсир туя йыхравламастăр? Санран кун пек систермесĕр авланасса кĕтменччĕ, Якур!
— Мĕнле туй? Мĕнле авлану? — ăнланмарĕ каччă.
— Ан пытар, Маша мана аванах систерчĕ-ха. Тĕрĕс тăватăн, йăва çавăрас вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Пулас мăшăру та пиçсе çитнĕ çырла пек. Вăхăтра татмасан пиçнĕ çырли те çиме юрăхсăра тухать.
— Ак тата! Хамсăрах авлантараççĕ! — хĕр çумĕнчен тăрса капитан çумне пырса ларчĕ Якур.
Эх, Якур! Якур! Маша мĕнле шурса кайнине курасчĕ эсĕ! Мĕншĕн ун çине куç хÿрипе те пулин пăхса илместĕн? Саншăн пулсан вăл пÿлĕмре çук пекех. Хĕрхен кăштах, хуть çын умĕнче те пулин ан намăслантар! Сан ятна Плешков асăнсан вăл çурхи хĕвел пек çуталса кайнăччĕ, эсĕ пур — хĕвел ачашлан çурхи куна пĕлĕтлĕ хура каç туса хутăн.
Хĕр кайма хатĕрленсе тăчĕ те Якур патне пырса ăна хулĕнчен тытрĕ:
— Ан ĕненĕр ăна, Владимир Григорьевич, — терĕ çавна май кулкаласа. — Çĕркаç анчах калаçса татăлтăмăр унпа, эпир çывăх кунсенчех пĕрлешетпĕр. Вăл сире туя чĕнесшĕн мар çеç калать. Ан пăшăрханăр, сире эпĕ хамăн ятран чĕнĕп. Атя, Якур, каяр, ĕçлĕ çынна чăрмантарса ларар мар.
Хĕр çапла калаçса Якура пÿлĕмрен çавăтса илсе тухса кайрĕ. Маша сăмахĕсене Якурĕ шÿт вырăнне хунă пек турĕ, хирĕçлемерĕ. Владимир Григорьевичне вара каярахпа ятарласа тепре кĕрсе тухасси çинчен пĕлтерсе хăварчĕ. «Туя йыхравлама килет-ши? — çамрăксем тухсан хăйĕнчен хăй ыйтрĕ капитан. — Маша епле çитĕнсе, хитреленсе кайнă! Вăхăт тикĕслет пулмалла çав, хĕрача та çын ретĕнчех пек туйăнать ав».
— Юрать-ха Владимир Григорьевич пĕлнĕ çын, намăслантарса вĕлеретĕн вĕт, — терĕ Якур урама тухсан. — Мĕншĕн çапла калаçрăн унпа?
— Эпĕ çынна намăслантармаллах начар, илемсĕр, ниме тăман хĕр-и-ха апла? — кăмăлсăрланчĕ Маша. — Халиччен мана никам та çÿпĕ вырăнне картманччĕ!
— Сана эпĕ те çÿпĕ вырăнне хуман…
— Тата мĕнрен намăслантăн?
— Туй тенипе. Ара, мĕнле туй пултăр пирĕн?
— Ольăна мĕншĕн кĕтетĕн тата?
— Вăл пачах урăх япала. Эсĕ Плешкова иксĕмĕр пĕрлешес-си пирки каланă. Кăлăхах, ун пекки нихăçан та пулас çук!
— Мана çаплах тиркетĕн апла? Асту, тиркекене тиркĕ тĕпĕ лекет.
— Юрĕ, эпир кун çинчен нумай калаçнă.
— Якур, эсĕ пурпĕрех мана качча илетĕн! — пĕр кулмасăр татса хучĕ хĕр. — Авланмасăр пурпĕрех пурăнаймастăн, авланас тесен вара — ман пеккине урăх никама та тупаймастăн.
Туй-çуй çинчен калаçса каччăн хăлхине урăх йÿçĕхтерсе темерĕ Маша, хăйсен умне çитсен хăвăрт уйрăлчĕ.
Якур училище еннелле утнă май миçемĕш хут ĕнтĕ çав Маша тĕлĕшĕнченех пуçне çĕмĕрсе пычĕ. Чăнах та, мĕншĕн çаплах çыпçăнать-ха вăл ун çумне? Тен, кам та пулин хĕтĕртсе тăмасть-ши ăна? Çĕр хут каласан та ăнланасшăн мар-çке. Унашкалах хытă сĕмсĕрленсен хăйĕнчен хăех такама та пистерет вĕт, çавна мĕншĕн ăнланса илеймест-ха? Этем тени кирек хăçан та ирĕксĕр панă япаларан пăрăнать. Пама юраман япалана вара вăрлама хатĕр тăрать. Кунта та темскер пурах, — тĕттĕмри илĕрткĕçе унăн çутатса пăхмаллах. Юрĕ — ку темех мар, Ольăран хыпар çукки чăтма çук пăшăрхантарать ăна.
Маша вĕренме каймарĕ. Ирхи апат хыççăн çыру çырса конверта чикрĕ те çыхăну уйрăмне уттарчĕ. Улька паян хăш сменăра ĕçлет-ши? Кăнтăрларан анчах ĕçе килет иккен, çавăнпа Маша ун патне килне шăнкăравларĕ. Тупрĕ. Лешĕ Машăна хăйсем патне чĕнчĕ. Анчах Машăн пĕлмен çĕрте хăйĕн вăрттăн ĕçĕ çинчен калаçасси килмерĕ, çавăнпа Улькана вăл хăйсем патне чĕнчĕ. Лешĕн пурпĕрех ку еннелле ĕçе килмелле те — хис-теттерсе тăмарĕ. Маша ăна подъезд умĕнче кĕтсе тăчĕ, çав тери тунсăхласа çитнĕ пек ыталасах илчĕ, вĕри тутисемпе питне сĕртĕнчĕ. Улька парăмра юлмарĕ, вăл та ачашланма, йăпăлтатма пĕлет иккен.
— Тунсăхларăм, — терĕ çавна май. — Халиччен эпир санпа мĕншĕн çывăх тăман-ши? Ман шăп та шай сан пек тантăшпа пĕрле пулас килет!
— Санран эпир аçу пысăк пуçлăх пулнăран пăрăннă, — суйрĕ Маша. — Сан пек чаплă хĕр шкулта та пулман. Мĕнпур хитре каччă сан тавра явкаланатчĕ. Эпир сан çумăнта палăрман та.
Вĕсем пĕр-пĕрне мухта-мухта хваттере кĕчĕç. Малтан кăмăлĕсем туличчен тĕрлĕ апатпа сăйланчĕç, эрех те ĕçрĕç. Улька нумаях мар, пичĕ хĕреличчен çеç сыпрĕ, вара çыртмалли-хыпмаллине мухтаса сĕтел хушшинчен тухрĕ. Кун хыççăн хайхискерсем часах вăрттăн ĕçе пикенчĕç: Улькан Маша çырăвне хăй аллипе çырса конверта чикмелле, мĕншĕн тесен Якур унăн почеркне палламасть. Дашăпа Маша çырнине курсанах кам хăтланнине чухлама пултарать. Е тата Ленăна кăтартĕ. Лена та Улька почеркне пĕлмест.
— Анчах Оля çырнине Якурĕ пĕлет вĕт? — хăраса ыйтрĕ Улька. — Ун çырăвĕнчен ÿкерсе илме май тупмаллаччĕ.
— Ан хăра! — кулса ячĕ Маша.
Унра Оля çырни те пур иккен, сăнÿкерчĕкĕпе пĕрле конверта чиксе килнĕ.
Чăнах та, пултарать иккен почтăра ĕçлекен, пĕрер сехет пек муталансан саспаллисене Оля майлах кукăртма пуçларĕ.
— Якур мар, эпĕ те кам çырнине уйăрса илейместĕп! — мухтарĕ качча каясшăн хыпса çунаканни хăйне пуринчен те витĕр куçлă, чее çын вырăнне хурса.
Çырăвне вăрăм çырмарĕç, анчах та сăмахĕсем вара витерÿллĕ пулса тухрĕç. Хĕрсем хăйсен ĕçĕпе савăнса ултавлă çырăва конверта чиксе çыпăçтарса хучĕç, адресне те Оля пекех çырчĕç. Тем пек пысăк ĕç тусан та тепри кунашкал савăнман пулĕччĕ, кусен вара ташша яманни кăна юлчĕ. Пĕрне кулă, теприне хулă тенĕ пек, Якур мĕн хăтланĕ-ши ĕнтĕ çакна вуласа тухсан?
— Эрне каялла чакарса штемпель çапатăп та, — çĕнтерÿçĕ пек каçăрăлса илчĕ Улька, — Якур патне «лета с приветом, вернись с ответом» тăватăп.
— Якур киличчен почта ещĕкне хамах кайса пăрахатăп, — хавасланчĕ Маша та. — Тулĕк, Уля, тархасшăн, сăмах ан кăлар, никама та ан кала. Пĕтеретĕн вара эс мана. Сăмах тухсан ху та начар ят илтĕн. Иккĕн пĕрле тунă ĕçрен пăрăнса юлаймăн, çавна та пуçрах тыт. Хăратса каламастăп, чÿлмек сутма кайнă чухне ывăлне сутуçă пасара кĕричченех хĕнесе хунă тет.
— Мĕншĕн ? — ăнланмарĕ Улька.
— Асăрхануллă пулма. Чÿлмекне çĕмĕрсен тин хĕнесен усси ним те çук-çке. Çавăнпа калатăп сана, асту, сăмаха вĕçертсен тытма çук ăна. Пĕр вĕçерĕнсен тытнин те усси çук тата.
— Маша, иккĕленсе ан тăр! Эсĕ мана пĕлместĕн-ха, пурнăçра эпĕ милици умĕнче те тăрса курнă — хама хам мĕнле тытмаллине пĕлетĕп. Манран сăмах тухас çук.
— Мĕншĕн тăнăччĕ вĕсен умĕнче?
— Пĕр каччăна кимĕпе Атăл леш енне каçарнăччĕ, çавăншăн.
— Уншăн мĕн тума милици çыхланнă вара?
— Вĕсен машинине такам вăрланă та, çав каччă мар-и тенĕ пулас. Аванах тарăхтарчĕç, мур илесшĕсем! Çав Плешковпа Петр Петрович текеннине нихăçан та манас çук. Аннене чĕнтерсе аптăратрĕç тата. Эпĕ ун чухне вунсаккăр та тултарманччĕ.
— Апла пулсан атя халех почтăна каятпăр, — иккĕленме пăрахрĕ Маша. — Ĕçе пĕтерер те турра тав тăвăпăр.
Хĕрсем майлашса урама тухрĕç. Хулара паян Маша пек савăнăçлă çын та çук пулĕ, халь ĕнтĕ вăл Якур хăйĕн пулассипе пулмасси пирки иккĕленме пач пăрахрĕ. Чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕ çитет ун, халиччен кĕтнине сахала кĕтме пулĕ. Анчах ытлашши куçа кĕрсе çÿремелле мар, йăлăхтарсан алă сулма та пултарĕ. Капла вăл хăех Маша патне туртăнма пуçлĕ. Кам патне кайĕ хулинче те Маша пекки пулмасан?
— Мĕнле каччă вăл сан, çĕр хута Атăл урлă çÿрекенскер? — ыйтрĕ Маша вăрахчен чĕнмесĕр утнă хыççăн.
— Кам пĕлет. Эпир унпа Шупашкарта паллашнăччĕ, командировкăна килнĕскер терĕ. Укçи хутаççипех хăйĕн, миллионер пулас. Мĕн туянас тенине пĕтĕмпех илсе парать.
— Улька, хамăр мĕн тунине Венерăна систерес марччĕ, — каллех асăрхаттарма манмарĕ Маша. — Ытла мăнаçланса кайнă юлашки вăхăтра, кăмăла кайма пăрахрĕ-ха вăл тем…
Хĕрсем кĕске хушăрах пĕр-пĕрне çав тери килĕштерсе пăрахрĕç. Сăмахĕсене калаçса та пĕтереймеççĕ. Калаçмалли те шыв юххи пек татти-сыпписĕр тупăнса пырать тата.
Оля çырăвне илсен хваттере Якур вĕçсе каяс хаваслăхпа чупса кĕчĕ. Пушмакне те хывса тăмарĕ, çыпăçнă юра та шаккамарĕ, тÿрех конверта уçрĕ. Ытла сахал çырни те кÿрентермерĕ ăна. Вăл, пÿртре итлекен пур пек, сасăпах вулама пуçларĕ, анчах та саламне вуланă хыççăн сасси шăпланса ларчĕ.
«Якур, — тути кăна мĕкĕлтетсе илчĕ каччăн, — санран çак мыскарана кĕтменччĕ эпĕ. Сана хытă юратнăран çапла пулĕ вăл. Урăх ман пата çыру ан çыр, чун-чĕре ыратăвне пĕчченех тÿссе ирттерĕп. Тĕлĕнтерсех ятăн эсĕ мана улталаса. Халь ĕнтĕ сана ĕмĕрлĕхех пуçран кăларса пăрахма тăрăшатăп. Сана кун пекех ултавçă тесе шутламанччĕ. Чипер юл, тархасласах ыйтатăп, урăх ман пата пĕр сăмах та ан çыр. Мана ан шыра. Оля».
«Мĕншĕн? — йынăшса пукан çине ланк ларчĕ каччă. — Мĕн тунă вара эпĕ? Сана кунĕн-çĕрĕн куç пек кĕтетĕп-çке. Малтан çырнисем каллех суя сăмахсем çеç пулчĕç апла? Иккĕмĕш хут улталарăн мана, виççĕмĕшĕ пулмĕ!»
Якур умне Ольăпа ирттернĕ кунсем тĕтреллĕн тухса тăчĕç. Анчах çав ырă вăхăтсем унăн пурнăçĕнче мар, илемлĕ кинора пулнă пек çеç туйăнчĕç ăна халь. Оля та ăнсăртран тĕл пулнă чее те усал хĕр çеç иккен. Çынран кулассишĕн ÿркенмесĕрех çавнашкал çырусем çырмаллаччĕ-и-ха ĕнтĕ? Анчах та хĕршĕн мĕн ыррине тунă-ха вăл чăнах та? Кунта ăна Якур хăçантанпа ĕнтĕ тÿсĕмлĕхне çухатса, хăйне юратакан хĕрсенчен пăрăнса çÿресе кĕтет! Эх, ку тĕнчере никама та шанма çук иккен. Мĕншĕн пурте ултавпа çăрăлса пĕтнĕ? Никама та ĕненмесĕр мĕнле пурăнмалла тата? Ытар мучисене те часах туй пулать тесе хав-халантарнăччĕ. Сергейпе Лена та çав вăхăта хĕпĕртесе кĕтсе тăраççĕ. Халь мĕн каламалла ĕнтĕ вĕсене? Святослав Всеволодовича мĕн темелле? Юрать-ха хăй ун патне тухса каймарĕ. Хăваласа янă пулĕччĕ-ши?
Лăпланаймасть каччă, çырури сăмахсем ниепле те ун ăшне вырнаçаймаççĕ. Чăнах, чăнах, çав тери юратап тесе тăракан çын мĕншĕн манса каясшăн асапланать? Мĕн сиксе тухнă унăн çулĕ çине? Çук, кунта темле тасамарлăх пур. Халех ыйтса çырмалла, сăлтавне калатăр хуть. Кÿрентермелли сăмах нихçан та çыр-манччĕ-ха вăл.
Вырăнтан та хускалаймасть каччă. Паçăрах каçхи апат çимеллине те манса кайнă, аллинчен тухса ÿкнĕ çырăвне те асăрхамасть.
Мĕн туса хучĕ ку Оля? Якурăн пурнăçне пĕтĕмпех пĕтерсе хучĕ мар-и? Анчах та ăна юратнă пек кама савма пултарĕ-ха вăл тата? Савман çынна качча илсен те йĕрки-карти пулмĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех юратман çынна суйса пурăнмалла-и? Ăнланасса вара пурпĕрех авланмалла. Çав Маша пеккисенех, чун туртмасан та, илсе ямалла пулать-ши ĕнтĕ?
Ăш çуннине пусарма вăл Сергейсем патне тухса утрĕ. Вĕсем патĕнче пĕчĕк Петĕрпе йăпанма пулать хăть, пĕр вăхăта йывăр шухăшсене айккинелле сирсе яратăн вара.
Ленăпа Сергей те çĕнĕ хыпара илтсен аптрасах ÿкрĕç. Капла килсе тухасса кĕтмен çынсемшĕн чăн-чăн пуçватмăш пулса тухрĕ ку.
— Хăвăн кайса килмелле! — терĕ юлашкинчен татăклăн Сергей. — Кунта эпир мĕн чухлĕ пуçа ыраттарса ларсан та сăлтавнепĕлес çук. Иртнĕ çырăвĕнче кăна мĕн тери çунатлă сăмахсем çырнăччĕ, иккĕленмелли ним те çукчĕ. Халь вара ăнланса та пĕтереймĕн.
— Директор чармасть, анчах ăмăртусем иртмесĕр каяймастăп. Ачасене хăçантанпа хавхалантарса тăратăп та! — чĕрене ыраттармалла пăшăрханса каларĕ Якур.
— Паянах çыру çыр апла, — сĕнчĕ черетпе Лена, — эпĕ те пĕр-ик сăмах хушса çырăп. Çынран çапла кулмалла-и? Калăн, унпа ача-пăчалла выляççĕ. Халех ларса çыр, Якур.
— Килте çырăп, халь алă ручка патне те пымасть, шалкăм çапнă пек туйăнать хама.
— Лайăхрах шухăшласан — çырмасан та юрать, — алăкăн-тĕпелĕн уткалама пуçларĕ Сергей. — Иккĕмĕш хут улталать мар-и? Малтан пăрахса качча кайнă, тен, каллех çавнашкал ĕç сиксе тухнă? Мĕншĕн вăл малтан Якура хирĕçле çырман? Туй сикме вăхăт çитсенех калла тапнă. Çук, ултавçă вăл, ĕненместĕп ун сăмахĕсене. Кăмăлĕ таса марри такамшăн та паллă. Кăлăхах пăшăрханатăн, Якур, сан хуйхуна тивĕç çын мар вăл, каçар та…
Лена мăшăрĕпе килĕшесшĕн пулмарĕ.
— Хĕр тени туй кÿми çине ларсан та качча каймастăп тесе калать вăл. Хăйпе калаçмасăр тупсăмне çаплах татăклăн çырса хурар мар. Тете, санăн ун патне кайса Килмеллех пулать.
Кайса килмеллине Якур хăй те лайăх пĕлет, анчах вăхăт çитмесĕр тухса каяймасть.
Хĕрлĕ питли Маша патне урăх килмерĕ. Вĕсен умне «Жигули» килсе чарăнчĕ-ха, анчах унта Дашăн çывăх тусĕ Миша кăна пулчĕ. Хальхинче вăл пĕчченех, хĕре машинăпа ярăнса çÿреме чĕнет. Дашăсăр тунсăхласа çитнĕ-мĕн, ниçта кайса чунне пусарайманран килнĕ иккен.
Маша патĕнче паян Улька пур, вăл ăна пăрахса ниçта та каяймасть. Иккĕшне пĕрле чĕнес пулсан хирĕç мар.
Каччă нимле Улькана та лартса каясшăн пулмарĕ: вăрттăн калаçма чăрмантарать имĕш. Çитменнине тата, Миша шучĕпе, Улька мĕнле хĕр иккенне Маша лайăх пĕлеймест-ха, тин кăна туслашнă вĕсем. Ун ашшĕ, хула ĕçтăвкомĕн председателĕ пулнăскер, халĕ те пысăк вырăнта. Ирĕклĕ пурнăçпа пурăнакан Мишăпа ун юлташĕсене юратас çуках вăл, малашне пысăк чăрмав та пулма пултарĕ. Çук, халлĕхе Улькана айккинче тытмалла.
Çав вăхăтра вĕсен çывăхĕнчен çăмăл машина иртсе кайрĕ. Маша ун çине куç хÿрипе те пăхмарĕ: ара, хула урамĕнчи мĕнпур транспорта пăхса ăсатаймăн ĕнтĕ. Анчах та Миша сасартăках темшĕн пăшăрханса ÿкни ăна тĕлĕнтерме пуçларĕ. Халь кăна хĕре уçăлма чĕнекен каччăна тем пулчĕ, хистесех чĕнекенскер, хĕрсемпе сывпуллашмасăрах машини çине ларчĕ те вăл пысăк хăвăртлăхпа хускалса кайрĕ.
— Ку мĕне пĕлтерет тата? — нимĕн ăнланмасăр тĕлĕннĕ сассипе ыйтрĕ Маша çав вăхăтра юнашар пырса тăма ĕлкĕрнĕ Уль-каран.
— Пĕлсе пĕтер вĕсенне.
— Шалта Плешков ларса пынăн туйăнчĕ.
— Пултăрах, унăн ĕçĕ çавă.
— Миша çавна курчĕ пулас, сăнран улшăнчĕ те тапса сикрĕ.
— Плешковран мĕншĕн хăрамалла ун, преступник мар вĕт. Сана кăна çапла пек туйăнчĕ пуль.
Вĕсем пÿрте кĕчĕç. Часах Миша çинчен манса, Якур куççульпе çырнă çырăва ахăлтата-ахăлтата вулама пуçларĕç. Чунчĕре суранĕпе çырнăскер пулин те кулаççĕ çамрăксем, ют çын асапĕ вĕсемшĕн ниме те тăмасть.
— Асаплантăр-ха малалла та! — хĕпĕртесе тантăшне ыталарĕ Маша. — Мана ним вырăнне хурасшăн мар, Оля та Оля тесе кăна тăрать. Акă лекрĕ хăех, пурпĕрех ман пата пырать!
— Паллах! — хĕпĕртенĕ пек турĕ Улька та. — Халь вăл сан аллунта, рульне кăна пĕлсе тыт. Пĕрер эрне йĕрсе çÿретĕр те, атакăна кай, ниçта та тараймĕ, Машенька. Халлĕхе эсĕ ăна асăрхаман пек пул, курсан та ан чĕн. Курăн акă, пĕр вунă кунран хăй сана чĕнсе илет. Каччăсене пĕлетĕп эпĕ.
— Темĕн, Якур унашкалли мар пулас, малтанах эпĕ те шухăшласа çÿреттĕм, — иккĕленчĕ Маша. — Чĕри йывăçран пек туйăнать ун мана. Хваттерĕнче миçе хутчен çĕр каçнă, тăмран туса хĕвелпе хытарнă пек, хĕрарăм шухăшĕ ним те çук унра! Тепри пулсан хатĕр хĕре ытамран вĕçертетчĕ-и-ха?
— Ан васка, курăпăр-ха, мĕнлерех кăна хĕртсе ярăн эсĕ ăна! Халлĕхе вара ун умĕнче пуçна каçăртса çÿре. Ан йăпăлтат, сĕмсĕррĕн ан çулăх, хăй сана шыратăр. Хĕрÿлĕхĕ пур унăн. Оля патне мĕнле сăмахсем çырать!
Хĕрсем вăрахчен калаçса ларчĕç, унтан çырăвне çуркаласа пăрахрĕç те урама тухрĕç. Ăçта кайса вăхăта ирттермелле? Халлĕхе Улькан та савнийĕ инçетре иккен. Дискотекăна каясси çук: вĕсене юрăхлă каччăсем çÿремеççĕ унта. Эх, пĕр-пĕр пысăк хулара пулсан, Мускав пеккинче! Вăхăта хаваслă ирттермелли вырăн тупнă пулĕччĕç! Кунта пысăк ял пек кăна. Ăçта кайсан та паллакансем лăк тулли: вăрттăн-хĕрттĕн нимĕн те тăваймăн, пурте куç умĕнче.
Якур Ольăран хыпар илеймерĕ. Кунсеренех почта ещĕкне тĕрĕслерĕ, почтальонкăпа та калаçрĕ, анчах пĕр хут татки те пулмарĕ ун валли. Юлашкинчен кĕтме те пăрахрĕ: хĕр хăйне пурнăçĕнчен ĕмĕрлĕхех кăларса пăрахнăн туйăнчĕ ăна. Халиччен суйса çеç пурăннă иккен тесе хăйне лăпланма хистерĕ. Каснă чĕлĕ чăнах та çыпçăнмастех иккен. Кунпа та çырлахма хатĕрччĕ Якур — юлашки вăхăтра тепĕр тĕлĕнтермĕш асăрхама пуçларĕ: Машăна темĕн пулнă тата, каччăпа та чĕнсе калаçмасть, хваттерне те пымасть. Пĕччен тĕтĕмсĕр çуннă вăхăтсенче унпа та сăмах улăштарма юратчĕ-ха. Халь вăл Якур умĕнчен мăнаçлăн иртсе каять те çаврăнса та пăхмасть. Çĕнĕ каччă тупрĕ-ши?
Уроксем хыççăн иртерех кайма шутласа алăкран тухатчĕ кăна Якур, васкаса кĕрекен Машăна хирĕç пулчĕ. Яланхи пекех сывлăх сунса иртсе кайма тăнă хĕре чарса тăратрĕ.
— Маша, эсĕ манпа темшĕн калаçми пултăн-çке? — ыйтрĕ вăл хĕртен.
— Мĕн çинчен калаçмалла-ши пирĕн? — аллине сулчĕ хĕр калаçу вĕçленнине пĕлтерсе. — Эпĕ Оля мар-ха та…
— Кичем мана, Маша…
— Эпĕ, мĕн, каччăсене кичемлĕхрен хăтаракан хĕр-ши вара? — кÿреннĕ пек пулчĕ хĕр.
— Кÿрентересшĕн марччĕ, каçар, Маша. Тепĕр чухне эсĕ ăша пусаракан сăмахсем аванах тупма пĕлетĕн. Çавăнпа çеç…
— Хăçантанапа çакăн пек шухăшлама пуçларăн тата?
— Тăхта, Маша. Кĕçĕр ман пата пырса лар-ха.
— Шел, вăхăт çук кĕçĕр, — каччă ÿкĕтлесе каланă сăмаха хăлхине чикмесĕр малалла васкарĕ хĕр. — Кирлех пулсан ху пирĕн пата пырса лар. Кирлĕ пулмасан гуд бай!
— Ай тур-тур! — ĕнсине хыçкаласа илчĕ Якур.
Виççĕмĕш Сыпăк
Тупмалли
Пĕрремĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Пайĕ
Пĕрремĕш Сыпăк
Иккĕмĕш Сыпăк
Виççĕмĕш Сыпăк
Тăваттăмĕш Сыпăк
Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ; пĕр турăях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ.
Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки, Х том
Кăçал çанталăк кĕркуннеренпех ăшă тăрать-ха. Хĕле кĕнĕренпе шартлама сивĕсем пулмарĕç тесен те юрать. Малтанах юр çукки Ытар мучие пăшăрхантарчĕ, халь вара кунсерен тÿперен шурă çăнăх аллаççĕ те, унăн вĕçĕ-хĕрри те çук тейĕн. Ăçтан тухать-ши çавăн чухлĕ юр? Ытар мучи пахчине те кĕреймест: йывăçсен тăррисем кăна курăнса лараççĕ унта. Февраль уйăхĕ çил-тăманлă пулнине старик лайăх пĕлет, кĕртсем пÿрт тăррипе танлашнине пĕрре мар курнă. Кăçал татах та ытларах тултарĕ-ши?
Хĕл юрлă пулсан тырă лайăх пуласса кĕтсех тăр. Килес кĕр мăнтăр пуласси хĕпĕртеттерет старике. Пурнăçĕ пырать-ха, капла майпа аптăрасах каймĕç. Люба та хаваслă ав. Халь те старик пулчĕ, унсăрăн мĕн ĕçленĕ пулĕччĕ, мăнтарăн? Ачисем те çаврака питлĕленсе, хăпарса кайрĕç, сиккелесе анчах çÿреççĕ. Елюк кинемей вĕсене асламăшĕ вырăннех пăхать. Ачасем мучие асатте тесех чĕнеççĕ.
Ĕне усрани пурнăçăн çуррине пулăшса пырать. Виçĕ çемье лавккаран сĕт-çу туянмасть халь. Паянхи хаксене шута илсен, миçе тенкĕ укçа перекетленет! Выльăх апачĕ хатĕрлесе тĕрĕс турĕ старик. Карчăка хăй патне илсе те пурнăçне ăнтарчĕ.
Мучи паян иртенпех картишĕнче юр тасатать, урамалла çул уçать. Сукмак туни те юрĕ-ха халлĕхе, тăкăрлăка тухиччен пурпĕрех тасатса пĕтерес çук. Хула урамĕсенче тракторпа хыртараççĕ — Ытар мучи хуралти патне çынсем çÿременрен ура йĕрри те çук кунта, йыт-качка иртни те курăнмасть.
Мучи çамки çинчи тарне шăлса типĕтнĕ самантра Якурпа Сергей килсе тухрĕç. Паян вырсарникун, иккĕшĕ те ĕçлемеççĕ иккен.
— Юр айне пулса вилмен-ши терĕмĕр, — кула-кула аллине пачĕ Сергей. — Ай, алларĕ тĕк алларĕ юрне! Хĕл Мучи çитес çулшăн та планне тултарасшăн пулас.
— Юрĕ вăл кирлĕ-ха, — кăмăллăн калаçрĕ старик. — Пÿрте кĕрĕр, хĕрарăмсем тахçанах вăраннă унта, ачасем те çывăрмаççĕ.
— Ытар мучи, ан асаплан, часах бульдозер килсе çитет, пулăшу ыйтма ятарласа ЖЭКа кĕрсе тухрăмăр. Унсăрăн сирĕн пата иртме те çук. Кĕреçепе кăна хăтăлаймăн кунашкал кĕртрен.
— Кунта ахаль ярĕç тетĕн-и буьдозерне? Укçине тÿлесе пĕтереймĕн. Пĕлетĕп эпĕ вĕсене…
Старик сăмахне каласа та пĕтереймерĕ, тăкăрлăкран бульдозер йăраланса та тухрĕ, хăй хыççăн сарлака йĕр хăварса юр айне пулнă çурта тыткăнран хăтарма васкарĕ. Часах вăл хапха умне пырса чарăнчĕ. Кабинăран Вăкăр Ваççи сиксе анчĕ. Ăна курсан старик пÿрте тарса кĕме те хирĕç марччĕ — Ваççа хăй малтан ун аллине тытса чăмăртарĕ, кула-кула çурăмĕнчен лăпкарĕ.
— Мĕн, Ытар мучи, сана хулана кăларасшăн мар-и? — хавассăн шавласа кабинăна каялла кĕрсе ларчĕ Ваççа. — Часах эпир ку нушана чăл-пар салатăпăр, çапла-и, каччăсем?
Якурпа Сергей Вăкăр Ваççине юра ăçтан та ăçтан тастмаллине кăтартса ăнлантарчĕç. Мучи, нихçан пулмана, чĕлхерен çĕтрĕ. «Акă сана сăмакунщĕк! — тĕлĕнчĕ вăл. — Пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать çав, ун чухне кăлăхах хытă каларăм. Нивушлĕ иртнине манса кайнă, мачиснай? Алă пачĕ, кăмăлĕ юлнине нимĕнпе те палăртмарĕ. Маттур, Ваççа, маттур. Ĕçлеме те пуçланă иккен, ашшĕ пăсăрлантарнă пулас».
Трактор — тракторах çав. Пÿрт умĕнчи юра самантрах икĕ айккинелле купаласа та хучĕ. Тата кăштах ĕçленĕ хыççăн Ваççа кулкаласа мучи патне пычĕ. Старик тракториста тав турĕ, иртнисемшĕн çилленсе çÿременшĕн чунтан савăнчĕ: тĕрĕс, Вăкăрсемпе ĕмĕртен пурăннă вĕсем, малашне те çаплах пултăрччĕ.
— Çилле хăваласа çÿреместĕн, ачам, тавах сана, — айăпа кĕнĕ çын пек ÿкĕнсе каларĕ мучи.
— Ху кăна ан çиллен, — чунтан хĕпĕртерĕ Ваççа та чăнахах старик кăмăлне çураçтарнине курса.
— Мана ун чухне эсĕ мар, эрехÿ кÿрентернĕ, çавăнпа та сана эпĕ тахçанах каçарнă, ачам.
Машина сассине илтсе Люба ачисем те тумланса тухрĕç, трактора сырса илчĕç. Пысăкраххисем кабинăна кĕресшĕн тапаçланаççĕ. Ытар мучи асăрхаттарнине хăлхана та чикмеççĕ шăпăрлансем. Кĕçĕн алăкран Люба хăй те тухса тăчĕ. Пурнăç хăнана килнĕ пек туйăнчĕ ăна. Хаваслă сăнпа арçынсене сывлăх сунчĕ те ирхи апата кĕме чĕнчĕ.
Урамрисем темиçе хут чĕнтермерĕç, урисене тăрăс! та тăрăс! тапса юртан тасатрĕç те пÿртелле иртрĕç.
Çак ватă пÿртре паян уяври пек, хĕрарăмсем те кулкаласа кăна çÿреççĕ. Сĕтел çинче пăс кăларса ларакан турилккесем те хăнасене пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕн туйăнаççĕ. Пÿртре лапкăшпех тутлă шăршă сарăлнă.
— Сирĕнпе пĕрле пÿрте те илем кĕчĕ, — терĕ Люба Елюк кинемейпе юнашар сĕтел хушшине вырнаçса. — Тавах сана, Ваççа, пире мĕн пысăкăш ĕçрен хăтартăн. Ирхи апат çинĕ хыççăн хам та тухас тесе тăраттăм-ха. Сана кунта çÿлти атте хушса янă пекех пулчĕ.
— Якурпа Сергее тав ту, — кулкаларĕ Ваççа. — Паян вĕсем ман пата ирех пырса çитрĕç.
Хĕпĕртенĕ старик çутă пуçлине те уçасшăн пулчĕ — Ваççа хирĕçленине пула каялла йăтса кайрĕ тата: руль тытакан çынна юрамасть, паян ун каçченех ĕçлемелле. Якурпа Сергей те эрех-сăрана яхăна та ямаççĕ, старикпе хĕрарăмсем çинчен сăмахласси те çук.
— Аçупа аннÿ мĕнле пурăнаççĕ? Сывлăхпа çÿреççĕ-и? Мăшăрупа ачусем мĕнле тата? — Ваççасен пурнăçĕ çинчен пĕлесшĕн пулчĕ мучи.
— Тавах турра, — кăмăллăн тав турĕ Ваççа. —Çавăнтанпа килĕштерсех пурăнатпăр-ха. Ачасем те чиперех ÿсеççĕ.
— Хăçан вăл çавăнтанпа, — ăнлансах пĕтереймерĕ мучи.
— Сăмакунпа тытнăранпа, — кулса ячĕ Ваççа. — Çав шăршлă шыва пула кăшт çеç ухмаха тухмарăм, пуйма тытăннă имĕш. Çемьене те асап кăтартса çеç пурăннă. Укçине халь сăмакун сутнинчен те нумайрах илетĕп. Тавах ĕнтĕ, Ытар мучи, куçа уçнăшăн. Тĕрмене кайса ларасси те çăп-çăмăл унпа.
— Данил ларать ав, — кÿренмест-ши тесе мучи Люба çине пăхса илчĕ. — Мĕн çитмен ăна? Хăйне те шел, çемйине тата ытларах хĕрхенетĕп. Ырлăх кăтартас чухне çав ачасене асаплантарма пăрахса хăварчĕ.
— Лайăх çын эсĕ, Ытар мучи. Люба çемйи те, Елюк кинемей те сан çинче ырă кураççĕ.
— Мĕн каласси пур, — хыпăнсах калаçма пуçларĕ кинемей те, — çапах турă çук теççĕ. Турри юнашарах утса çÿрет. Вăл пулмасан ăçта выртса вилмеллеччĕ-ши ман? Кам мана çĕрпе хупланă пулĕччĕ? Халĕ ют çын вилли никама та кирлĕ мар, никамăн та чăрманасси килмест. Хуласенче тăванĕсен виллине те морграх хăвараççĕ тет, тупăк таврашĕ шутсăр хаклă теççĕ. Вилене ăна укçа-тенкĕ тăккалама мар, сăвапĕшĕн пытараççĕ пуль. Çын çутă тĕнчерен ĕмĕрлĕхе уйрăлать, çав вилерен те услам курасшăн. Хăçан та пулин уншăн турă тытать-ха та ак…
— Турри тытрĕ ĕнтĕ пире, антихристсене, — алă сулчĕ старик. — Çитмĕл çул ытла турра хисеплеменнипе паянхи йывăрлăхсене тÿсетпĕр. Халĕ кашни çын хăйшĕн кăна пурăнать…
Апатланнă хыççăн çамрăксем хуçисене, турра тав туса сĕтел хушшинчен тухрĕç. Вăкăр Ваççи татах та килме пулса старике савăнтарсах ячĕ. Ытар мучи çамрăксем хăйне пулăшнăшăн пĕчĕк ача пек хĕпĕртерĕ. Ваççа пурне те алă тытса тухса кайрĕ.
— Ха, ку ача йăлтах майлашса кайнă-çке, — аллине çунă май калаçрĕ мучи. — Ун чухне ÿсĕрпе мана мĕнле пăскăртнине илтнĕ пулсан эсир!
— Юрать-ха чышкă тутантарса хăварман, хĕрĕнкĕ çыннăн турти кĕске ун, — калаçрĕ Люба сĕтел çинчи чашăк-тирĕке пуçтарнă май. Пирĕн Данил пулсан хирĕç чĕнекенĕ кам иккенне пăхса тăман пулĕччĕ. Ÿсĕрле мар, урă пуççăнах пăркаласа илетчĕ мана.
— Ватă çын çине те алă çĕклеме пултаратчĕ-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Елюк кинемей.
— Кинÿ сана ÿсĕрпе тÿнккетчĕ-и — ăнлантарса тăмарĕ Люба.
— Люба, эсĕ упăшку патне хăçан кайса килесшĕн? — ыйтрĕ мучи калаçу начар йĕрпе кусма пуçланине туйса. Çакăн пек лайăх чухне япăххи çинчен аса илсе мĕншĕн чуна ыраттармалла? Вăрçă хутне ырă кĕмест. Хĕсĕк пурнăç капла та сывлама памасть.
— Якур туйне ирттерсен, — каччă çине кулса пăхса илчĕ Люба. — Вăрах кĕтмелле мар тенĕччĕ.
— Туй пулмасть, — терĕ Якур çăкăрăн курткине илсе. — Атя, Сережа, тухса тислĕк купалар-ха, выльăхĕсене кăштах апат пăрахса парар.
Старик хирĕçлемерĕ, анчах тислĕкне çуркуннесĕр пахчана кăларма çук-ха, юр хÿсе кайнă. Картишне купалама малтан вырăн тумалла.
— Туй мĕншĕн пулмасть? — ыйтрĕç ватăсем.
— Оля хирĕçлет, ним çукранах каялла тапса çыру çырса янă. Пуçне темле шухăш пырса кĕнĕ унне, ăнлантарса çырасчĕ хуть. Хамăн кайса килме вăхăт пулмарĕ-ха.
— Чирлемен-ши? — тĕлĕнчĕ кинемей. — Пурнăçра вăл ун пекки те пулать.
— Чирлесен урăхла çырнă пулĕччĕ, — хутшăнчĕ Сергей. — Туй тăвасси — ача вăййи мар, вăл ĕмĕрлĕх япала.
Ватăсене çапла шалтах тĕлĕнтерсе çамрăксем картишне тухрĕç. Ытар мучи те вĕсен хыççăн утрĕ: тислĕке ăçтарах купаламаллине кăтартмасан йăнăш ĕç тума пултараççĕ. Пахчана çывăх çĕре купаламалла, малтан юрне тасатмалла. Картишне те лаккинченех çуса тултарнă, тен, юрне çунашкапа урама туртма тивет.
— Якур, сан Оля патне çитсе Килмеллех, — тислĕке купаламалли вырăна йывăç кĕреçине тăрăнтарчĕ старик. — Хĕрачи мана килĕшнĕччĕ, тÿрĕ чунлă пек туйăннăччĕ. Ним çукран нимĕр пĕçермест пекчĕ, ăнсăртран сиксе тухнă япала чăрмантарчĕ пуль. Пĕрре авлансан çавăнпа ĕмĕр ирттермелле вĕт, ун пек ĕçе пуçпа шухăшласа тăвас пулать.
Якур чĕнмерĕ. Çынсене ăнлантара-ăнлантара йăлăхнă ĕнтĕ вăл, асăнасси те килмест, чунĕ вара ыратать.
Çамрăксем мĕнешкел хаплатса ĕçленине старик ытараймасăр пăхса тăрать. Çамрăк чухне хăй çапла чунне парса ĕçлетчĕ вăл, йышпа ĕçе тунă чухне çынсене пăхса тăмастчĕ, вăйĕ çитнĕ таран хайăратчĕ. Кусем те çаплах иккен. Старик хăй пĕччен марришĕн çав тери хĕпĕртерĕ. Капла пурăнсан вилме те канлĕ пулас пек туйăнчĕ ăна. Ывăлĕсем çумĕнче марри кăна кăмăлне пăсрĕ. Вĕсем çакăнта кирлĕччĕ халь.
Улюна мĕнле выртать-ши юр айĕнче? Çанталăк тамалса çитсен ун патне те кайса килмелле. Тунсăхларĕ пуль, çил-тăман вăраха кайрĕ, килтен тухма чăрмантарчĕ.
Çамрăксене кансĕрлес мар тесе мучи выльăхсемпе аппаланма пуçларĕ. Чăхсене тырă сапса панă хыççăн сырăша утă антарчĕ. Савăнать ял ĕçĕпе пиçнĕ çыннăн чунĕ, хăйне хăнăхнă хайвансемпе пупле-пупле муталанать. Качаки старике ыттисенчен те ытларах юратать пулас, алă айнех кĕрет, урасене тăлланта-рать. Мĕн пысăкăш телей кÿреççĕ вĕсем, хăйсем çавна чухлама та хал çитереймеççĕ, янаварсем. Выльăх-чĕрлĕхе мĕншĕн çын пек шухăшласа калаçмалла туман-ши? Хуйхи-суйхине те пĕлтереймеççĕ, кирлĕ пулсан та ыйтса илеймеççĕ. Çук, вĕсем те ăнланаççĕ, хăйсене ырă тăвакана епле килĕштереççĕ! Ют çын çине мĕншĕн урăхла пăхаççĕ?
Пÿртри ĕçсене тирпейленĕ хыççăн Люба та картишне тухрĕ, мĕн те пулин туса пулăшасшăн пулчĕ. Анчах арçынсем яхăна та ямарĕç: хăйсене те ĕç сахал иккен вĕсене кунта. Люба çуйхашакан ачисем урамра мĕнле вылянине пăхрĕ. Вĕсем те кунта унсăрах лайăх выляççĕ.
Нимĕнле ĕç тупайманнипе вăл вара Лена патне кайса килме шутларĕ. Час-час кайма вăхăчĕ те пулманччĕ-ха халиччен, пĕчĕк Петĕре те сайра хутра çеç куркаланă. Ачисене килĕштерсе выляма хушса вăл Елюк кинемей патне кĕчĕ. Наччаслăха пулсан карчăк та пыма хатĕр иккен, вăл та пĕчĕк ачана чылайранпа курмасăр тунсăхласа çитнĕ. Ытар мĕн калĕ? Чарас çук, анчах халиччен каламасăр çÿремен те — ăна та каласа хăвармаллах пуль.
Арçынсене картишĕнче хăварса тасатнă çулпа хĕрарăмсем вара хуланалла утрĕç. Кĕпе-йĕм çумаллаччĕ те — ăна ĕлкĕрĕç-ха. Мунчине çине-çинех хутса тăнăран-и, хура-мара та ытла нумай пуçтарăнмасть пек, хăшне-пĕрне мунчарах çуса тухаççĕ. Хулара чухне Люба çуса та ĕлкĕрейместчĕ. Ленăна пулăшса ăна-кăна тусан та çылăх пулмĕ.
— Данил патне кайса килесшĕн апла? — ыйтрĕ Елюк кинемей пĕр авăк чĕнмесĕр утнă хыççăн. — Ачусене те илсе каятăн-и?
— Билет хакĕ ухмахла хаклă пулмасан пĕр-иккĕшне илсе кайсан юратчĕ те, — салхуллăн хуравларĕ Люба. — Укçана пĕтĕмпех унта кайса пĕтерсен кайран мĕн çитерĕп вара? Пĕрмаях Ытар мучи ĕнсине çÿхетме ытла намăс, сĕт-турăхĕшĕн те ĕмĕр парăмра эп.
— Пепкисене асăнса çырать-и?
— Асăнать кăна-и! Пĕтĕм çырура вĕсем çинчен ыйтса тултарать. Малтан, килте чухне, вĕсемпе сивĕрех пулнишĕн ÿкĕнет.
— Арçын вăл ачасемпе амăшĕ пекех япшар мар çав, — ассăн сывларĕ Елюк кинемей. — Ман ывăлăмсем те çаплаччĕ, ачисене юратман пек туйăнатчĕ. Кăшт чирлесен-тусан вара — чунне кăларса пама та хатĕрччĕ. Сергей мĕнле-ши?
— Лена савăнса пĕтереймест.
— Телейĕсем кăна пулччăр, ирĕн-каçăн çавна турăран ыйтатăп. Çыннисем сĕре лайăх, хам çуратнисем пекех хаклă.
— Ачисене ним те калаймăн, — кăмăлĕ уçăла пуçларĕ Любăн. — Лена çапла телейлĕ пулĕ тесе эпĕ шухăшламан та. Çуралнă кунтанах куç умĕнче асапланса ÿснĕрен çапла-ши? Якурĕ мĕнлерех тата? Кама курса çапла ăслă пулчĕ-ши? Ашшĕпе амăшĕ те мана ачисем пек çывăх марччĕ. Кунĕн-çĕрĕн эрех ĕçнипе çапла пулнă ĕнтĕ.
— Лена ачипе пĕччен тертленмест-ши?
— Тĕрлĕрен пулать, ача-пăча ÿстернĕ çын вĕт эсĕ, пĕлетĕн.
Ленăн паян кичемленсе ларма вăхăчĕ те пулмарĕ. Сергейпе Якур тухса кайсанах ун патне Маша пырса кĕчĕ. Хĕр те пĕчĕк ачана юратать иккен, аллинчен те ярасшăн мар. Мĕн çинчен кăна аса илсе лармарĕç-ши вĕсем! Шкул пурнăçĕ хăй вăхăтĕнче йăлăхтарса çитерет пулин те чун-чĕрене пурпĕрех кĕрсе юлать иккен. Тантăшсем ачалăхри тĕрлĕ мыскарасене аса илсе тăраниччен кулчĕç. Хăш-пĕр хурлăхлă самантсенчен куççуль тумлатма та вăтанмарĕç.
Лена Якурăн хуйхине те пĕлтерме манса каймарĕ. Юратнă хĕрĕ качча тухма килĕшмест иккен ăна. Каччă çавăншăн ниçта кайса кĕрейми хуйхăрать, апат та анмасть-мĕн унăн, пурăнасси те килмест. Мĕнле майпа çавна авлантармалла-ши, пусăрăнĕччĕ кăштах, лăпланĕччĕ. Капла ун çине пăхма та йывăр, ачапа та кăсăкланми, йăпанми пулса çитрĕ, калаçма та манса каять-и?
Каччăна авлантармаллине Маша та пĕлет, анчах юрăхлă хĕр ăçтан тупмалла? Маша хăй те качча тухма хирĕç мар та, Якур сивлени чăрмантарать.
Лена вара Маша мĕнле çын иккенне лайăх пĕлет. Шкулта сахал мар курнă. Дашăпа иккĕш вĕсем пĕтĕм шкула айăн-çийĕн çавăратчĕç, кăмăлланă качăсемшĕн çапăçма та вăтанса тăмастчĕç. Шкулта мар чухне те хăйсене ытла ирĕккĕн тыткалатчĕç. Юрать-ха Лена вĕсемпе çÿремен, мĕнпур вăрттăнлăхне пĕлмест, анчах та çынсем тиркесе калаçнине сахал мар илтнĕ. Расколь-никовсемпе вăрмана кайса шашлык çини кăна мĕне тăрать: çавсене пула Лена чутах хĕр чысне çухататчĕ. Ун пек аташу нихăçан та пуçран тухмасть вăл. Дашине тата тем пулнă, хăçантанпа больницăран хăтăлса тухаймасть. Мĕнпе чирленине те пĕлекен çук. Маша пĕлсен те каламасть-ши?
Çук, Лена Якур вырăнĕнче пулсан Машăна ĕмĕрне те качча илес çук, Якур та çаплах шухăшлать ахăр. Килĕштерме килĕштереççĕ хăйсем, анчах пĕр-пĕрне юратни курăнсах каймасть. Çын юратни-юратманни вăл куçранах паллă, пытараймăн.
Çуллă сăмахсемпе калаçать Маша, тăрăшать: ун пек юратма пĕлекен тĕнчере те çук иккен. Ăна качча илекен — чи телейлĕ çын пулмалла! Йăмăкĕ тетĕшне каласа патăр тесе тăрăшать ĕнтĕ. Анчах Лена та ним ăнланми тăмсай мар-ха, сăмаха лешĕ ăçталла илсе пынине сисет, çавăнпа та юриех хĕре хавхалантармалли сăмахсем калать.
Пĕчĕк Петĕр вăранса йĕрмĕшме тытăнчĕ. Амăшĕ ăна васкасах аллине илчĕ те кăкăр çитерме вырнаçса ларчĕ. Ачине ачашласа тантăшĕ çинчен те манса кайрĕ пулас: тĕпренчĕкĕ пĕр сăмах та ăнланманнине пăхмасăр ăна ачаш сăмахсем калать, хăйĕн виçесĕр савăнăçне пĕлтерет пуль çакăн пек ăшă та ырă туйăм.
Машăшăн пулсан çав хĕрлĕ мечĕк пек тапкаланчăка кăкăр хыптарма мар, ĕмкĕч пама те шел пек. Ав епле антăхса ĕмет — выçăран касăлнă путек мар-им? Чаплаттарса кăна тăрать, апшур хырăмĕ…
— Ачана мĕншĕн кĕленчерен çитерместĕн? — амăшне хĕрхеннĕн ыйтрĕ хĕр. — Хăвăн илемне пăсатăн вĕт — вара Сергей те юратма пăрахĕ. Халь çамрăксем ĕмĕртмеççĕ. Амăшне те канлĕ.
— Хĕрарăм кăкăрне турă арçынсене йăпанма мар, ача-пăча валли тунă пуль? — тантăшĕн сăмахне кулса кăна, хăлхана чикмесĕр ирттерсе ячĕ Лена. — Кĕленчерен ача çитерекенсене тÿсме пултараймастăп. Ыльăма аркă çинче ĕмĕртсен хама та кăмăллă, чун кайсах каять. Ача та канăçсăрланса хирĕçмест, çĕрле те лăпкă çывăрать. Сергей мана юратса илнĕ, халь тин тиркес çук. Ывăл сывă пулсан мана ним те кирлĕ мар. Хамăн телейĕм пулмарĕ — ачамсене телейлĕ ÿстересчĕ.
— Сан Сергейÿ те арçынах пуль? — ăс пама пуçларĕ Маша. — Эсĕ ăна ытла та таса чунлă çын вырăнне хуратăн, кашни сăмахне ĕненетĕн. Пĕрре-пĕрре ÿкĕнмелле пулать-ха, асту!
— Пĕр-пĕрне шанмасан мĕнле пурăнмалла вара? Пĕр йăвари йытăпа кушак мар-çке эпир!
— Эсĕ халь сĕт кухнине çÿреместĕн апла? — Лена унта каймассине пĕлсех ыйтрĕ хĕр. — Паян сана усă кÿреймерĕм иккен, эсĕ кайса киличчен ывăлупа ларасшăнччĕ. Юрĕ, чăрмантартăм, айăп ан ту.
— Сĕтрен аптăрамастпăр, халь пире Ытар мучи пулăшать, карчăкпа старике уншăн тавах, — çисе тăраннă ачине сарнă витĕнкĕç çине вырттарчĕ Лена. — Мĕншĕн васкатăн, лар-ха, пĕччен мана та кичем.
— Эсĕ пĕччен мар-çке, мĕншĕн апла калатăн?
— Сергей ĕçе кайсан никампа калаçма çук. Пушă вăхăт пулсанах килсе лар, Маша. Ывăлăм калаçакан пулсан аптăрамăттăмăр-ха та.
— Тепрехинче Улькапа килĕпĕр. Лайăх хĕр, пысăк пуçлăх çемйинче ÿснĕ пек те мар. Калаçма манран та ытларах юратать, кăмăлĕ çемçе, çынна хĕрхенме пĕлет. Ана эсĕ пĕлме тивĕç, пĕр вăхăталла шкула çÿренĕ.
— Пĕлетĕп, çывăх юлташсемех пулман та…
— Шкулта сан Дашăпа пиртен çывăххи никам та çукчĕ. Эсĕ ху айăплă, кĕтĕве хутшăнман сурăх пек чĕмсĕрленсе çÿреттĕн.
— Вăтанăттăм, пурте ман çине пăхнăн туйăнатчĕ. Начар çемьере ÿсекен çамрăк çапларах вăтанчăк пулать ĕнтĕ. Çипуç япăххи те, атте-анне тÿпелешни те, выçă хырăм та — çаксем пурте мана ялан пусарса тăнă. Ирĕксĕрех пуçа çĕрелле усма, куçа çын çинчен тартма хăнăхатăн.
— Пирĕн вăхăтра та пуянпа чухăна пăхаççĕ-и вара?
— Епле кăна пăхаççĕ-ха, юнашар та ларасшăн мар. Эпĕ нумай хурланса йĕнĕ, чухăн пурнăçăн тути-масине пĕлетĕп.
— Юрĕ, каяс, — Лена тарăхса калаçнине итлесси килмерĕ пулас Машăн. Вăл кайма тесе алăка уçрĕ те чарăнса тăрсах Ленăна хăйсем патне пырса курма тепре асилтерчĕ.
— Ах, алăкран сивĕ кĕрет, Петя чирлесе ÿкĕ тата, — кайма тăнă хĕр патне пычĕ Лена. — Пырăп-çке, айăп туса ан кай.
— Ан хăра, пирĕн атте ĕне пăрушне ятарласа сивĕре усратчĕ. Кайран чирлеми пулать, организмĕ закаляться тăвать иккен. Сан ывăлу та çаплах тĕрекленĕ, чăтăмлă пулĕ.
— Мĕн калаçатăн эсĕ, Маша? Ачана ĕне пăрушĕпе ан танлаштар, алăка хуп-ха часрах. Пĕчĕкскерĕ чире кайма нумай кирлĕ мар.
— Чипер юл, Лена, ан пăшăрхан… — сăмахĕсене каласа та пĕтереймерĕ хĕр, ăна хирĕç шавлăн калаçса Елюкпа Люба килсе кĕчĕç.
— Ку йăпăлкка каллех сан патна илешнĕ-и-ха? — Маша хыçĕнчен алăк хупăнсан ыйтрĕ Люба.
— Кам пирки çак эсĕ? — ăнланаймарĕ Елюк кинемей.
— Пире хирĕç тухса кайрĕ вĕт, эсĕ палламастăн ăна. Вăл Ленăна пĕрре лайăх типшар кăтартнăччĕ-ха.
— Ун чухне эпир пурте айван пулнă, — хĕрелчĕ Лена. — Ăна мар, леш тăсланкисене айăпламалла: пире, çара пакартасене, улталаса çÿренĕ вĕсем. Çав каччăсем мĕнле этемсем иккенне Маша хăй те пĕлмен.
— Пĕлмесен çыхланмалла пулман, — килĕшесшĕн пулмарĕ Люба. — Çав каçăр пуçсем мар пулсан сан çумна никам та пырса çыпăçас çукчĕ.
— Турри çапла хушнă пуль, мĕн тăвăн? — ним ăнланмасăрах Ленăна хÿтĕлесшĕн пулчĕ Елюк кинемей. — Пĕве çитнĕ хĕр кил чăххи мар вăл.
— Пĕлнĕ вĕсем, — пусăрăнаймарĕ Люба. — Ун чухнех ытла шухă çÿретчĕç. Тепри Даша ятлăччĕ пулас, вăл ăçта-ха?
— Больницăра, — ачине пырса пăхрĕ Лена. — Сире чей вĕретсе ĕçтерем-ха, Петя шăпах тутлă ыйхăпа çывăрать халь.
— Çын умĕнчех пĕр пĕлмен каччă ластанкисен тутисене çуласа çÿреççĕ те кайран пульницана кайса выртаççĕ, кĕççе питсем, — ниепле те лăпланаймасть Люба. — Хамăн ачасем мар, эп вĕсене ăса кĕртсе илнĕ пулăттăм.
— Хальхи çамрăксем ытла ирĕке кайрĕç çав, сăпайлăх тенине йăлтах манчĕç, — Люба сăмахĕсене килĕштерсе каларĕ кинемей.
— Сăпайлăх çинчен калаçасси те çук — пĕтĕм пурнăçа бардак туса хучĕç. Кам, мĕнле майпа тÿрлетсе пĕтерĕ-ши ку арăш-пирĕше!
— Çынсем çаплах намăссăра тухнине çак çула çитсе чăнах та курманччĕ, — хĕрме пуçларĕ Елюк кинемей те. — Çылăхăмăр ытла нумай пухăннă тет Ытар, тĕрĕсех пуль. Çав пăрттаварсене те лайăх тасатмаççĕ, кунта çитиччен халтан кайрăм. Ытти хуласенче те пулкаланă, хăйăр çеç мар, тăвар та сапаççĕ унта. Халь тăварне туянма та чун çÿçенет — пенси укçине çуррине кăларса хумалла.
— Иртнĕ çулсенче пирĕн урамсем те тасаччĕ-ха, кăçал манса кайрĕç пулмалла. Шуçлакран ÿксе миçе çын чăлах пулчĕ ĕнтĕ. Хаçачĕсем çине çырмĕçинччĕ хуть, — каллех ятлаçма пуçларĕ Люба.
Хĕрарăмсем çапла Лена патĕнче улах тунă вăхăтра арçынсем Ытар мучи кунсерен вите кĕтессине купаласа пынă тислĕке картишне кăларса пĕтерчĕç. Ĕç хыççăн кăштах канса ларас тенĕччĕ — ĕнерех калаçса татăлнă икĕ электромонтер пырса кĕчĕç. Çак вăхăта килме Якур хăй каланăччĕ вĕсене. Хуралтине пăсас тесе, хула ĕçтăвкомĕнчен хушнипе, çутă тата радио пралукĕсене тăпăлтарса кайнăччĕ. Халичченех çурта çутипе асапланса пурăнчĕ Ытар мучи. Ватăсене апла та юратчĕ-ха та, Люба куçса килнĕренпе ун ачи-пăчине çав тери шел пула пуçларĕ. Шкула каяканнисем кăна мар, кайманнисем те вуласа ларасшăн, çырасшăн, ÿкерчĕксем тăвасшăн кастараççĕ. Вĕсемшĕн пулсан çутă çеç пултăр, кам патĕнче пурăнни ниме те пĕлтермест. Çыннисем çеç ырă пулччăр.
Ытар мучи çутă пирки калаçнă хыççăн Якур ĕçтăвкомра пулчĕ, ăна унтан çывăхри ЖЭКа ячĕç. Пуçлăхĕ çак монтерсемпе ĕçлемеллине пĕлтерсен Якур савăнсах кайрĕ: шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемех иккен, вĕсем хапăл тусах пулăшма пулчĕç. Вырсарникунне пăхмасăрах персе çитрĕç ав. Старик вĕсене апата чĕнчĕ, анчах лешсем çисе кăна тухнă иккен, мухмăр чĕртме пĕрер черкке пулсан вара — пăсмасть-мĕн.
Мучи эрехне хĕрхенмест-ха. Анчах юпа çине хăпарсан инкек сиксе тухмĕ-ши? Темĕн курса тăрăн. Ун пек-кун пек пулсан хуйхăрсах вилĕн вара.
Çук, ним те пулмасса ĕнентереççĕ монтерсем, паян кăна ĕçмеççĕ-çке, юпа çине пĕр черккепе кăна хăпарнă-и? Урасем итлеми пуличчен лаплаттарсан та ĕçленĕ…
— Вилĕм вăл ура айĕнчех, ачамсем, тата икĕ хут та килмест, — мăкăртатрĕ старик лешсене черккесем тыттарса. — Сыхланакана турă сыхланă, çавна манса ан кайăр.
— Çутă юписем вырăнтах, çавăншăн турра тав тăвăр, — пуçне каçăртса алса тулĕ пек карнă çăварне тулли черккине ÿпĕнтерчĕ хăнчăр куçли. — Хĕл кунĕнче юпа лартасси çăмăл ĕç мар вăл. Радио пралукне те çыхăнтармалла-и? Динамикĕ упранса юлнă-и? Кирлех пулсан телефон та кÿртсе паратпăр. Ытар мучи, АТСра калаçса татăл та — ĕçĕ те пĕтнĕ. Сире, ватăсене, телефон кирлех! Эсир хула варринче пурăнмастăр, чирлесе ÿксен те скорăйне те чĕнейместĕр.
— Халлĕхе çутăпа радио пулсан та тем пекех, ачамсем, тавах ырă канашăршăн. Пыра-киле телефон та пулĕ, телевизорне те туянăпăр. Ачасене вăл та кирлĕ, çынран катăк ан пулччăр.
Ĕç хĕрсех пырать. Монтерсем ăçта мĕн тумаллине лайăхах пĕлеççĕ иккен. Юпа çине юрла-юрла хăпарса анаççĕ, шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Якурпа Сергей те вĕсене пулăшаççĕ.
Хĕллехи кун кĕске пулсан та çамрăксем хăйă çутма вăхăт çитнĕ çĕре ĕç пĕтерсе пÿрте кĕчĕç. Çутă çутса ярсан Люба ачисем ура! кăшкăрса сиккелеме пуçларĕç. Мĕн тери пысăк савăнăç кÿрет иккен электричество çути. Ĕлĕк унсăр мĕнле пурăннă-ши? Ытар мучи краççын лампипе ларнисене лайăх астăвать пулин те ĕлĕкхи çынсем мĕнле пурăннинчен тĕлĕнет. Анчах çав мĕлтĕркке çутăлăх мĕн чухлĕ ĕç тунă! Арланă, тĕртнĕ, çĕленĕ, мĕнле кăна тĕрĕсем тĕрленĕ!
Ытар мучи монтерсене тав туса сĕтел çине апат хатĕрлерĕ. Ĕçленĕшĕн укçа сĕнсе пăхрĕ. Лешсем итлесшĕн те пулмарĕç, вĕсене «сивĕ чей» анчах кирлĕ иккен. Ăна вара мучи чăнах та шел-лемерĕ.
Хĕрарăмсем Лена патĕнчен килнĕ çĕре кунта «Катюша» та çырана тухнăччĕ ĕнтĕ. Атя, юрлаччăрах, хăçантанпа юрă сассипе тулса курманччĕ çак ватă кил-çурт! Пĕренесем те çав юрра итленĕн туйăнать. Халиччен пулмана, кушак та сĕтел хушшине хăнасемпе юнашар ларса хăйĕн «мăр-мăр» юррине шăрантарса ячĕ, ырă ĕç тунăшăн тав тунă пек, монтер çумне пуçĕпе сăтăркаланчĕ. Тĕпеле кĕпĕрленсе тăнă ачасем хăнасем юрланине çăварĕсене карсах итлеççĕ.
— Пурнăçăмăр тулсах кайрĕ, — савăнăçне ниçта кураймарĕ Елюк кинемей. — Пирĕн ачасем те çутта тухрĕç иккен. Пĕрмаях çавсене хĕрхенсе çÿреттĕм, Ытара каламан кăна.
— Эпĕ хам та сан пекех пăшăрханаттăм, Елюк, систермен анчах, — хĕпĕртесе калаçрĕ старик. — Хула ĕçтăвкомĕнчен тепĕр хут килсе пралука татса каймасан юрать-ха. Вĕсенчен ыррине кĕтме çук, мачиснай. Çине тăман пулсан кил-çуртăм тахçанах кĕлленетчĕ, çилпе вĕçсе йăлкăмĕ те юлмастчĕ.
— Пирĕнни пек, — старик калани çумне хушса хучĕ Люба. — Халь эпĕ те ÿкĕнсе вилетĕп. Мĕншĕн çапăçмарăм-ха çав вăхăтра пăсма килнĕ айвансемпе? Пуртă тытмаллаччĕ…
— Вара Данилпа юнашар тĕрмере лараттăнччĕ, — кулса илчĕ старик. — Ман хыççăн ан сик, хĕрĕм. Эпĕ ытла ватă, пуртăпа хирĕç тăрсан та мана вăхăтлăха кăна, хуралта пăсса кайиччен, пуш пÿлĕмре хупса тытнă пулĕччĕç. Манпа тĕрмере мĕн тăваççĕ, ыран-паян вилес çынпа. Мар, Люба, сан пек ĕç лаши кирлĕ унта. Сана судсăр-мĕнсĕрех илсе каятчĕç. Эх, хула айне пулнă çав вунтăхăр ял пĕрле кар! тăнă пулсан-и…
— Ун чухне апла хăтланма май çукчĕ çав, — юрлама чарăнса калаçăва хутшăнчĕç самаях хĕрелнĕ монтерсем. — Хирĕç пĕр сăмах чĕнсе пăх-ха! Пирĕн ялсем кăна-и? Атăл тăрăхĕнче ГЭСсем тунă май миçе ял масарĕ-мĕнĕпех шыв айне юлнине никам та пĕлмест.
— Хальхи чирсем çав масарсенчен тухаççĕ те ĕнтĕ, — ăнлантарма пуçларĕ старик. — Шыв айне юлнă масарсенче халир чирĕпе е сибирски язвăпа вилнисене те, ытти зараза вырса кайнă выльăх-чĕрлĕхне те пытарнă. Çав чирсене пуçласа яракан микробсем çĕршер çул пурăнаççĕ тет.
— Эсĕ, Ытар мучи, тухтăр пекех, пурне те пĕлетĕн-çке, — кулса ячĕ хăнчăр куçлă монтер. — Анчах та вилесене çĕр айне пытарнă вĕт-ха.
— Эй, ачам, Атăл тăрăх тупăксем ишсе иртнине курман-и эсĕ? Масар тăприсене тахçанах шыв çуса кайнă, унти микробсем Атăла тухнă. Эпир халь çав шыва ĕçсе пурăнатпăр. ГЭС тунăранпа çăл шывĕ те çырма шывĕ пулса тăчĕ. Начартарах пулмасан…
— Микробсем çинчен ăçтан пĕлетĕн?
— Сергей больницăра выртнă чухне Ираида Алексеевна текен тухтăрпа паллашса кайрăм. Çав чунĕпе тарăхса кала-кала панăччĕ. Вăт çапла пирĕн пурнăç: хамăра хамăр пĕтерме темĕн те шутласа кăларатпăр.
— Сан сăмахна итлесен шывне те ĕçмелле мар апла?
— Хăраса кăна ĕçетĕп. Хулари шыва пачах ĕçмен.
Ытар мучие итлеме çав тери кăмăллă, çĕр хута тăнласа ларсан та тăранаймăн, анчах килнĕ çынсен каясах пулать. Хăнасем кăштăртатса тумланма тытăнчĕç. Старик монтерсене тата тепрер черкке çул курки тыттарчĕ. Сергейпе Якур вĕсене ăсатма тухрĕç. Картишĕнче те кăнтăрлахи пек çутă. Малтанах кÿртнĕ проводсене Ытар мучи тĕкĕнмен. Пÿрт умĕнчи юпа çине çакнă хунарĕ те урамра савăнăçпа кулать: юпа çинче ку таранчченех ĕçсĕр çакăнса тăни ăна та йăлăхтарса çитернĕ пулас.
— Пахчари çутă темшĕн çунмасть, старик сÿнтернĕ-ши? — ыйтрĕ Сергей.
— Лампочки çунса кайнă терĕ мучи, — ăнлантарчĕ Якур. — Халь вăл пит кирлех мар. Çулла майлаштарăпăр-ха.
Часах Якурпа Сергей те киле кайма пуçтарăнчĕç.
— Сергей, — терĕ Люба мучи каччăсене тав тунă хыççăн. — Ленăна эсĕ те кала, çав яртлашкасемпе ытлашши туслашсах ан кайтăр. Вĕсем ман кăмăла каймаççĕ.
Çамрăксем Люба çине ним ăнланмасăр пăхрĕç. Яртлашкасем тесе кама калать-ши вăл?
— Камсем çинчен çак эсĕ, Люба аппа? — ыйтрĕ Сергей.
— Ленăн юлташĕсем пурччĕ вĕт-ха, шкулта вĕреннĕ чухне кăшт çеç ял çине ят ямарĕç. Пĕрне Маша тесе чĕнетчĕç пулас.
Якурпа Сергей тинех ăнланчĕç, вара кулса ячĕç. Ара, Ленăн, Робинзон Крузо пек, утрав çинче хăр пĕччен пурăнмалла-и вара? Капла та кунĕн-çĕрĕн ачипе кăна, вăл та пулин калаçма вĕренеймен-ха. Никам та пымасан калаçма та манса кайĕ.
Вĕсем Любăпа тавлашса тăмарĕç, Ленăна асăрхаттарма пулса урамалла тухрĕç. Çула май Владимир Григорьевич патнĕ кĕчĕç: капитан тумне тăхăннăранпа Сергей ăна курман-ха. Çĕнĕ званипе саламламаллах.
— Ĕçсем мĕнле, Сергей, хăнăхса пыратăн-и? — çумне лартсах ыталарĕ капитан Сергее. — Кунтинчен аванрах пуль?
Сергей хурал ĕçне халь чăнах та тиркемест ĕнтĕ, хăнăхрĕ. Милиционерсен ĕçне паян кун ним енчен те ăмсанмалли çук, çамрăксем кунран-кун чăрсăрланса пыраççĕ. Миçе милиционера амантса-суранлатса пĕтерчĕç. Нумай. Рэкетирсем вĕсенчен темиçе хут лайăхрах хĕçпăшалланнă, иномаркăсемпе кăна вĕçтерсе çÿреççĕ. Укçаран та пуян.
— Хăнăхса çитрĕм, — терĕ Сергей. — Малтан сĕре кансĕрччĕ. Эпĕ йĕм кĕсйисене ухтарма хăнăхманччĕ. Хĕрарăмсене хыпашласси пушшех тарăхтаратчĕ.
— Машăна хăратакан леш каччă пирки ĕçсем мĕнле унта? — ыйтрĕ Якур, Сергей каласа панине темиçе хут та илтнĕскер.
— Вăл ун чухне хăй килмерĕ, — шухăша кайрĕ Плешков. — Маша патне урăххи чарăнчĕ, эпир ăна тахçанах асăрханă. Мана вĕсем пĕр ушкăнран пек туйăнать.
— Вăл Миша ятлă, Даша каччи, — çирĕплетрĕ Якур. — Мана ун çинчен Маша каласа панăччĕ. Машăна таçта лартса каясшăн пулнă вăл, сирĕн машинăна палласан тарнă пулас.
— Пулма пултарать, — килĕшрĕ Плешков. — Эпир калла çаврăнса килнĕ çĕре машини çукчĕ. Çав Машăна çапса ÿкере-кеннипе Миша хушшинче çыхăну пур пек туйăнать. Тен, хĕре вăл лешĕ хушнипе ăçта та пулин улах вырăна лартса каясшăн пулнă? Анализ çавăн пек шухăш патне илсе пырать. Машăна кала, сыхлануллăрах пултăр.
— Эпир хальхаççăн унпа калаçманччĕ-ха, — хуравларĕ Якур. — Манран юлашки вăхăтра тарса çÿрекен пулчĕ вăл.
— Йăлăнтарса пăхасшăн пуль кăшт, — кулса илчĕ Сергей. — Асту, чее хĕр вăл.
— Качча тухасшăн вăл мана, — Сергейпе килĕшмерĕ Якур. — Ун çинчен темиçе хут та калаçу пуçарчĕ.
— Якур, вăл сана юрăхлă мăшăр мар! — тÿрех сивлерĕ Плешков. — Оля текенни çаплах килмерĕ-и-ха? Сан ун патне кайса килмеллехчĕ. Çиччĕ виçсе пĕрре касма хушаççĕ, ан ман çавна.
— Çĕнĕ çулта каникула тухмасăр пулмасть ĕнтĕ кайса килесси, — ассăн сывласа илчĕ каччă. — Кайсан та усси çук пуль-ха та. Миçе çыру ярса та хирĕç çырмарĕ. Мĕн пулнă — сăлтавне пĕлместĕп.
— Ун чухне сан каллех вăхăту пулмасть ак, — асăрхаттарчĕ Сергей. — Хĕллехи сесси пуçланать, унта каймалла.
— Çула май пĕр-ик куна ун патне чарăннипе темех пулас çук пуль тетĕп те. Иккĕленсе çÿремелле ан пултăр тесе кĕрсе тухатăпах ун патне çавăн чух.
Плешковăн вăрах калаçса ларма вăхăт çук, телефон татти-сыпписĕр шăнкăртатни те калаçу тутине пăсать, çавăнпа та Сергейпе Якур капитана нумаях чăрмантарса лармарĕç, сывпуллашса урама тухрĕç.
— Каçалапа, пушă вăхăтра, пырса лар пирĕн пата, Владимир Григорьевич, — аллине тăсса пачĕ Якур.
— Эсĕ ман ывăла та курман вĕт-ха, — тарават пулма тăрăшрĕ Сергей те. — Усет, часах хама хăваласа çитет.
— Пушă вăхăт… ăçта-ши вăл? — кулса илчĕ Плешков. — Хам ачасемпе ларма та пушă вăхăт тупаймастăп, анчах та сирĕн çĕнĕ кайăкăра курма арăмпа пурпĕрех пыратпăр-ха пĕрре. Эпир сире хамăр та асран кăларман. Ну, чипер кайăр.
Маша хăй сăмахне тытрĕ-тытрех: пĕр хĕвеллĕ те лăпкă кун Сергей килте çуккине пĕлсе Лена патне Улькана ертсе пычĕ. Маша тĕрĕс каланă: Улька çав тери илĕртÿллĕ чĕлхепе калаçма пултарать, пĕчĕк ачасене те юратать. Ленăна хăйне те çывăха хурать, хисеплет. Халь акă Лена çемйишĕн чĕри çĕкленет, чунĕ хĕпĕртет унăн, хăйшĕн те аплах хавхаланас çук.
Ленăна вăл шкулта чухнех килĕштернĕ имĕш, ун илемне сăхланса çÿренĕ, вăтаннăран кăна çывăхланман, хăйне тем те пĕр каласа хăртасран хăранă. Халь ĕнтĕ Улька пек телейлĕ çын та çук: Лена ăна айккинелле пăрса ямарĕ. Тавах уншăн пĕчĕк Петюк амăшне, тараватлă пулнăшăн, хĕре çывăха хунăшăн — çапларах «такмакларĕ» лара-тăра пĕлмен Улька.
Ачапа вăл мĕнешкел ăшшăн йăпанни Машăн кăмăлне каймарĕ пулмалла — тантăшĕ юрла-юрла сăпка сиктернине куç айĕпе хăррăн пăхса, шăлне çыртса ларчĕ вăл. Ку та, Лена пекех, пĕчĕк ачашăн çунать иккен, çавăнпа пĕрмаях качча каясси çинчен пакăлтатать. Ача çуратасси темех-ши ĕнтĕ ун шучĕпе? Хăвна каччăсемпе ирĕккĕнрех тытсан кирлĕ пулмасан та çум курăкĕ пекех шăтса тухать вăл!
— Çын ачипе ытлашширех супмастăн-ши эс? — кăмăлсăррăн мăкăртатса илчĕ-илчех вăл юлашкинчен. — Ачашăн ун пекех çунатăн пулсан никакой проблема çук: качча персе тухмалла çеç. Савни пур вĕт-ха сан, хăвăртрах авлантар эсĕ ăна!
— Ача-пăчана юратнипе качча тухасси пĕр мар-çке, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Улька. — Те юрататăп-ха эпĕ ăна? Вăл та юрату мĕнне пĕлмест-ха, ман шутпа. Ăнланмасăр пĕрлешнине эпĕ ют çырма шывне сиккипех танлаштаратăп: тĕпсĕр авăра лекме пулать.
Тантăшĕсем килнипе усă курса Лена лавккана тухса кĕме шутларĕ. Лавкки çак çуртăн аялти хутĕнчех пулнăран ăшă тум тăхăнса та тăмарĕ — çаплах тухса кайрĕ.
Маша пĕчĕк ачана Улькаран илсе ăна ун пекех такмакласа алли çинче сиктерме пуçларĕ.
— Ху та юрататăн-çке, — кулса илчĕ Улька. — Пăх-ха, епле ăста сиктеретĕп. Маша, сана та качча тухма вăхăт çитнĕ. Сирĕн килĕрте те, пирĕнни пекех, урăх ача-пăча çук çав, çавăнпа пĕчĕккисене иксĕмĕр те юрататпăр пулас эпир.
Çапла калаçса Улька сăнÿкерчĕксем пăхма тытăнчĕ. Палланă çынсем нумаях мар, анчах та пĕр сăнÿкерчĕкĕ ăна шалтах тĕлĕнтерсе ячĕ. Ăçта курнă вăл ку çынна? Ниепле те аса илеймест. Маша та нимех те калаймарĕ: халиччен тĕл пулнă çын мар. Лена пĕлет пуль-ха. Çак çыннăн сăнÿкерчĕкĕ Якур альбомĕнче те пур. Çывăх тăванĕ пулас, унсăрăн альбомра ус-рамĕччĕç. Сергей юлташĕ те пулма пултарать.
Маша ачана вырăнĕ çине вырттарчĕ. Ачи çав тери кÿнтем, ют алăра пулсан та нĕр те тумасть.
Часах Лена килсе кĕчĕ — икĕ аллинче икĕ сумка. Лавккара халăх нумай пулнăран черет тăма тÿр килнĕ иккен ăна.
— Çывăрса та кайрĕ-и? — ыйтрĕ вăл ачи куçне хупса выртнине курса. — Çывăрма юратарах парать-ха вăл ман.
— Сывлăхлă ача яланах çывăрма юратать теççĕ.
— Турă хуштăрччĕ, — хĕпĕртерĕ Лена.
— Лена, — альбома уçса умне хучĕ Улька, — ак ку кам пулать-ши, такама аса илтерет?
— Эсĕ ăна пĕлме пултараймастăн, — терĕ Лена. — Хăйне тĕл пулсан эсĕ мар, эпĕ те паллайман пулăттăм. Пирĕн тете вăл — Палюк. Тĕрмерен ярса панăччĕ.
— Сирĕн ун пек тăванăр та пур-и? Эпĕ сире Якурпа иксĕр кăна тесе. Тĕрмене кайни нумай пулать-и вара? Илтменччĕ…
— Ун çинчен эпир никампа калаçман тесен те юрать. Люба аппасемпе тата Ытар мучисемпе кăна аса илетпĕр. Тĕрме çинчен калаçма юратмастпăр çав. Вунă çул ытла ĕнтĕ, пĕрер çултан таврăнмаллаччĕ — çунса вилчĕ. Ун çинчен илтмен çын та çук-тăр? Пушар сÿнтерме халăх акатуйри пек пуçтарăннăччĕ.
— Пушарне пĕлетĕп-ха, илтнĕ. Такам çунса вилни çинчен калаçатчĕç, анчах ун пирки тимлĕн шухăшламанран асран та тухса кайнă. Ют çын çапла вăл, час манăçать.
— Сăнÿкерчĕкре — шăпах çунса вилнĕ çав Палюк пичче, — çирĕплетрĕ Лена. — Ăна эсĕ курман, Улька. Унашкал сăнарлă çынна вара ăçта та пулин урăх çĕрте тĕл пулнă пуль, пĕр сăнлă çын тĕнчере виççĕ тет.
Улька пурпĕрех лăпланмарĕ: ку çынна вăл курнах! Аса та илĕ-ха, нумаях пулмасть кăна курнă пек туйăнать.
— Юрĕ ĕнтĕ, сăнÿкерчĕк час-часах улталать вăл, — Улька пăшăрханнине туйса лăплантарчĕ ăна Маша. — Тăххăрмĕш класра чухне ÿкерттернĕ фото çинче мана аттепе анне та палласа илеймерĕç.
Сасартăках Улькана тем пулчĕ: пĕрре шурса, тепре хăмач пек хĕрелсе кайрĕ. Çакна курсан Лена хыпăнса ÿкрĕ.
— Улька, мĕн пулнă сана? Йăлт сăнран кайрăн эс, — хыпăнса ÿкрĕ вăл.
— Çук, ним те пулман, — чĕтрекен сасăпа хуравларĕ хĕр, вара алăк патĕнче çакăнса тăракан кĕрĕкĕ патне васкарĕ.
— Темшĕн пуç çаврăнма пуçларĕ, урама уçă сывлăша тухам-ха.
— Пĕрле тухăпăр, ан васка, — тумланма пуçларĕ Маша та.
— Паян ытла вăрах лартăмăр, ÿлĕм тата килĕпĕр.
— Килĕр, килĕр, пĕччен мана та кичем, — чарса тăратмарĕ вĕсене кил хуçи хĕрарăмĕ. Хĕрсем вара тумланса тухса кайрĕç.
— Маша, — терĕ Улька çамкине юрпа сăтăрса, — эпĕ киле кайса выртам-ха, темĕн пулчĕ…
— Сана сăнÿкерчĕкри çав çын пăлхатса ямарĕ-и? — ĕненмерĕ тантăшне Маша. — Сисрĕм эпĕ: Лена Палюк çинчен калама тытăнсанах сăнран кайрăн. Ан пытар, мĕн пулчĕ? Никама та каламăп. Эпĕ сутакан çын маррине ху та пĕлетĕн.
— Чăннипех калатăп, Маша, — хăвăртрах тантăшĕнчен уйрăласшăн пулчĕ Улька, — ун тетĕшне эпĕ ăçтан пĕлме пултарăп-ха? Виллине те курман, пушар хыççăн калаçнине илтнĕ, такамăн çунса пĕтеймен кĕлеткине тупнă тесе сăмахлатчĕç.
— Мĕншĕн килне васкатăн вара, атя пăртак уçăлса çÿрер, пуç ыратни часах иртсе кайĕ, — уйрăласшăн пулмарĕ Маша Улькаран.
— Пуç çаврăнать, — суйрĕ Улька. — Тем пулса ан тухтăр. Выртса кансан иртсе каять пуль-ха. Ыран ирех ĕçе каймалла, хăвах пĕлетĕн.
— Апла пулсан кайса выртах эппин, — ĕненнĕ пек турĕ Маша. — Эпĕ Якур патне каятăп. Пĕркунхине вăл мана училищĕре тем каласшăн пулнăччĕ.
Тантăшсем вара уйрăлчĕç. Маша Якур патне кайрĕ.
«Çавă, тем каласан та çавах!» — янăрарĕ Улька пуçĕнче пĕр шухăш.
Хĕр çав тери вичкĕн куçлă пулнинчен шкулти юлташĕсем те тĕлĕнетчĕç. Пĕрре курнă çынна, хуть ăçта пулсан та, урăххипе арпаштармастчĕ вăл. Халь те çав каччăнах курчĕ! Урăхла пулма та пултараймасть. Пĕр япала кăна тĕлĕнтерет хĕре: çунса вилнĕ пулсан мĕншĕн сывах çÿрет-ха этемми? Вĕсем иккĕшĕ миçе кун хушши пĕр пÿлĕмре пулчĕç те! Палюк пулсан мĕншĕн килĕнче мар, хăна çуртĕнче пурăнчĕ? Ленăпа Якура та тĕл пулман… Мĕншĕн вăл хĕре Атăл урлă каç пулсан каçарттарчĕ?
Нимĕн те ăнланаймасть Улька. Атăл урлă каçсан, уйрăлнă чухне, мĕншĕн хăй çинчен никампа та калаçма хушмарĕ?
Кайран милицире хăйне епле тĕпчесен те Улька ун çинчен пĕр сăмах та кăлармарĕ.
Ятне мĕнле каланăччĕ-ха? Роман. Хитре те асра юлакан ят тенĕччĕ. Дневник çине çырса хума та хушмарĕ. Палюках пулсан мĕншĕн урăх ят каланă пулĕччĕ?
Тĕрĕслĕхе ăçта, епле шыраса тупмалла? Ленăна каламалла-ши? Вăл хăй те тетĕшне çын сăмахĕ тăрăх кăна пĕлет. Çĕннине мĕн калама пултарĕ-ши? Якурĕ те тетĕшне тĕлĕкри пек кăна астусан йăмăкĕ мĕн калатăр? Машăна калани усси çук, пĕлмесĕрех тăтăр: кампа та пулин сÿпĕлтетсен çĕнĕрен милиционерсен хăлхине кĕме пултарать. Улькан вĕсемпе тĕл пуласси килмест, аран-аран лăпланса çитнĕччĕ-ха. Чĕнтере-чĕнтере, тĕпче-тĕпче чĕмрен ярĕç. Çук! Тупсăмне Улька хăех шыраса тупĕ. Çавăнтанпа хĕрпе урăх тĕл пулмарĕ вăл. Хăй вара шыраса тупатăпах тенĕччĕ.
Ан тив, Палюках пултăр, анчах вăл Ленăпа Якур сăнлă мар. Ытла та пăхаттир кĕлеткиллĕ. Якурĕ те çаплах-ха, анчах та пичĕ лешĕнни пек кÿпшек мар. Спортсмен пулнăран-ши?
Улька килне çитсен те пусăрăнса çитеймерĕ. Ун куçĕ умĕнчен сăнÿкерчĕк ниепле те кайма пĕлмерĕ. Анчах вăл Палюках пулсан вăрттăн çÿремелле мар-çке ку таранччен: тĕрмерен тухма вăхăт çитнĕ терĕ Лена. Тепĕр хут хупса хунă пулсан?
Хĕр çĕрĕпех çывăраймарĕ. Куçне хупсанах Шупашкарта паллашнă çав арçын тухса тăрать, хăна çуртĕнче ирттернĕ каçсем…
Улькаран уйрăлсан Маша Якур патне кĕмерĕ, килнелле утрĕ, каччă хăй пырса ÿкĕтлессе, йăлăнасса кĕтрĕ. Ольăран хыпар-хăнар малашне те пулмасан каччă йăлтах аптраса ÿкессе шанчĕ. Хăй вăл тÿссе çÿреймен пулĕччĕ, çавăнпа çапла шухăшларĕ-ши? Каччă училищĕре тем каласшăн пулни те унăн вĕри чĕринче шанăç çуратрĕ пулас. Мĕн каласшăнччĕ-ши вăл ун чухне?
Капитан çынни пач çухални те ăна канăç памарĕ. Ку япала ахаль иртсе каяс çуккине хĕр сисет. Унашкал апăршасем ырă ĕç туманнине ăнланать вăл.
Улька сасартăк аптăраса ÿкни те тĕлĕнтерсех ячĕ ăна. Кула-кула ача сиктерекенĕн ним çукранах пуçĕ çаврăнма пуçланине ним чухлĕ те ĕненесси килмерĕ. Шанма майĕ те çук. Суять, чее-ленет пулас. Çав Палюк тенĕ çыннăн сăнÿкерчĕкĕ пуçран пырса Çапман вĕт. Палюка ăçта курма пултартăр вăл? Вилнĕ çын тупăкран тăрса тухнине халиччен никамран та илтменччĕ-ха. Чăн-чăн пуçватмăш мар-и ку? Эх, ытти хĕрсен пурнăçĕ те çапла пăтрашуллă-ши?
Подъезд умĕнче хĕре каллех Миша кĕтсе илчĕ: Дашăсăр ниепле те чунне лăплантараймасть иккен каччă. Мĕншĕн çыру та пулин çырмасть вăл? Ним туса та кÿрентерменччĕ-çке?
— Ман пата та çырман, хăй часах таврăнать пуль, лăплантарма хăтланчĕ хĕр Мишăна. — Вăл та, ман пекех, çыру çырма юратмасть. Телефонпа шăнкăравлама пулнăччĕ — çук-ха, сасхура пулмарĕ. Сан машину пур вĕт, атя хăй патне кайса килетпĕр. ГЭС çийĕпе иртекен кĕпер урлă каçма ирĕк панă терĕç халь.
Анчах та каччă тунсăхлатăп тесе калаçрĕ пулин те, каясси пирки татăклă сăмах пама васкамарĕ, Машăна уçăлса çÿреме чĕнчĕ.
— Машина çинче ларса çÿрени — уçăлни пулать-и? — кулма пăхрĕ хĕр. — Миша, тĕрĕссине кала-ха, эсĕ мана ăçта лартса каясшăн? Даша вырăнне тăвасшăн мар-и?
— Çук, пĕччен кичемрен çеç, — суйрĕ каччă.
— Каларăм-çке ыран ун патне хамăр кайса килер тесе. Инçе мар, час çаврăнса килетпĕр. Хамăн та питĕ курас килет.
—Юрать, — терĕ каччă шăл витĕр сурса. — Миçере тухатпăр? Сан ыран вĕренме каймалла мар-и?
— Вĕренесси тармĕ, çав мастерсем вĕçсĕр ăс пани йăлăхтарсах çитерчĕ. Вĕсем кăна пурнăçри тĕрĕслĕхе витĕр курса тăраççĕ имĕш. Пăхăсăн, хăйсене пурăнма та ăсĕсем çитмеççĕ. Мĕнлерех тумланса çÿренине курсанччĕ эс! Те пурте комиссионнăйран туянаççĕ? Эпĕ вĕсен тумĕпе урама та тухас çук.
— Ирхине саккăрта кĕтсе тăр, юрать-и?
— Юрать, — килĕшрĕ хĕр. — Атя эппин, кăштах ларса çаврăнам, пурпĕрех ниçта каясси те çук.
Каччă машинăна Шупашкаралла тытрĕ. Хĕр хирĕçлемерĕ, ăçта каясси пирки те урăх ыйтмарĕ.
Вĕсем Ольăна аэропортран илсе килнĕ çурт умне çитсе чарăнчĕç.
— Эс мана ăçта илсе килтĕн? — ыйтрĕ Маша Ольăна ертсе кĕнĕ подъезд алăкĕнчен Миша хыççăн кĕрсе. — Ăçта иккенне пĕлетĕп-ха, анчах мĕн тăвасшăн эсĕ кунта?
— Кайран пĕлĕн, — хăйĕнчен малалла ирттерчĕ хĕре Миша.
Алăка хайхи курпун сăмса уçса ярсан Маша кăшт çеç каялла тапса сикмерĕ. Капитан патĕнчен килнĕ çын Мишăн юлташĕ иккенни каламасăрах паллă пулчĕ.
— Килĕр, иртĕр, — хапăл туса кĕтсе илчĕ вĕсене хĕрлĕ пит.
— Тахçантанпах кĕтетĕп сана, Маша. Пĕркунхине юр ăшне тĕксе ÿкернĕшĕн ÿпкелерĕн пуль. Ан çиллен, эпĕ шÿтлесе кăна турăм ăна.
Курпун сăмса ун чухне шÿтлеменнине пĕлет-ха Маша, анчах та чăхсен хушшине лекнĕ автан пек кăтиклетекен çыннăн çĕкленнĕ чунне пăсас мар терĕ — ун пекех кулкаласа шÿтлĕ сăмахсемпе калаçма тăрăшрĕ.
Каччăсем хĕре салтăнма пулăшрĕç. Часах сĕтел çине эрех кăларса лартрĕç, куркасене тултарчĕç.
— Эсир мана вĕлерсех пăрахасшăн-и? — тулли стакана айккинелле тĕксе курпун сăмсаран ыйтрĕ хĕр.
— Нихăçан та! — терĕ Капитан тусĕ. — Эпĕ пур чухне чи çывăх юлташăн варлине никам та тĕкĕнеймĕ!
— Хитре юмахлатăн, — кулса илчĕ хĕр каллех çакскер хăйне юр ăшне епле çапса ÿкернине аса илсе. — Поэт мар-и эс?
— Унта поэт та, профессор та тăваççĕ, — хĕпĕртерĕ пулас лешĕ. — Пурнăçри чи аслă университет вăл — тĕрме!
— Ятăра çаплах каламастăр-ха, профессор юлташ? — шÿтлерĕ хĕр.
— Мана Джек тесе чĕнеççĕ, — аллине тăсса пачĕ лешĕ.
Турăçăм, мĕнле кăна ÿкерчĕк туман-ши алли çине!
«Ку çыннăн хырăмĕ-çурăмĕ çине пăхма та йĕрĕнчĕк пуль…» — шухăшларĕ Маша тăсса панă алă çине тĕлĕнсе пăхса. Кунтах авă, шăлне йĕрнĕ арăслан пуçĕпе юнашарах, хоботĕнчен шăнкăрав çакса янă слон пуçĕ, ромб варрине курак тузĕ ÿкернĕ çĕрĕ, патшасен корони тата темĕн те пур. Анчах та хĕр хăй йĕрĕннине палăртасшăн пулмарĕ.
— Джек Лондон писатель апла? — ыйтрĕ вăл улшăнман сассипе.
— Англире Хыркасси ялĕ те пур-и? — хаваслă пулма тăрăшрĕ хĕрлĕ пит. — Çапла, шкулта вĕреннĕ чухне писатель пулас ĕмĕт чăнах та пурччĕ ман.
— Чăрмантарчĕç-им?
— Хамах алă султăм. Пусма ларнă чăх пек вĕçсĕр хут вараласа лар-ха.
— Чăхсем хут варалаççĕ-и?
— Вырăнтан хускалмасăр тесе каласшăнччĕ. Ну, Маша, Капитан валли çыру илсе килтĕн-и?
— Шутламан та, — суймарĕ хĕр. — Халь пирĕн хушăра нимĕн те çук.
— Вутпа вылятăн, — куркине Янках пушатрĕ Джек. — Хăвна хĕрхенсе калатăп, кайран ÿкĕнмелле ан пултăр. Ман вырăнта урăххи пулсан…
Джек сăмахпа каламарĕ — мăйĕ тавра шĕвĕр пÿрнипе ункă туса кăтартрĕ. Машăна юратнăран кăна ăна халлĕхе тĕкĕнмест иккен-ха вăл. Капитана хирĕçле пырсан ăна сывă хăварма хушман. Ку сăмахсене те вăл юратнипе çеç калать имĕш. Анчах та халь ун Капитан патне мĕн тесе çырмалла-ха? Вăл каланине тумасан хăйне çакланать. Кунта лешĕн тусĕсем нумай, кашни утăмрах çаклатса илме пултараççĕ.
Джек ÿсĕрĕлнĕçем Хĕрсе, сĕмсĕрленсе пычĕ, хĕре ыталама хăтланчĕ. Анчах та Маша вăл ĕмĕтленнĕ çăмăлттай мар иккен — хăй яхăнне ярасшăн пулмарĕ намăссăра. Миша пурри те кансĕрлемест, пĕрре те туртăнмасть. Чĕлхи çине мĕн килсен те шухăшласа тăмасть.
— Капитанран та хăрамастăн-и? — аса илтерчĕ юлашкинчен Маша сăпса пек çыпăçакан сĕмсĕре. — Эпĕ ун патне çырса ярсан?
— Тухатмăш эсĕ! — çиллессĕн чашкăрчĕ Капитан тенине илтсен Джек. — Халь кăна унран писнĕ терĕн… Миша, халех илсе тухса çак çĕлене кĕпер айне пăрахса хăвар! Эпĕ ăна тÿсме пултараймастăп… Элекçĕ, аскăн несчастная!..
Джек тата темĕн те пĕр каласа тултарчĕ, анчах та хĕр ун сăмахĕсене ăнланаймарĕ: лешĕ пĕтĕмпех тĕрме чĕлхипе пакăл-татрĕ. Çак эсрелтен хăтăлас шухăш та васкатрĕ пулас хĕре, салтакла вăр-вар тăхăнса та лартрĕ. Юлташĕн характерне Миша лайăх пĕлет. Лешĕ хăйĕн шухăшне каялла тума пултарать, çавăнпа та часрах Машăна кунтан илсе тухса каймалла. Вĕсем хваттер алăкĕнчен пуля пек тухса сирпĕнчĕç.
— Мĕншĕн илсе килтĕн эсĕ мана ун патне? — куççуль витĕр ыйтрĕ хĕр Мишăран машина картишĕнчен сарлака çул çине тухсан. — Юлташ çапла пулать-и? Вăл мана чут çеç пусмăрламарĕ…
— Манăн та пурăнас килет, Маша, — каçару ыйтрĕ Миша.
— Тархасшăн, Дашăна каласа ан пар.
— Эсĕ вĕсемпе ăçтан çыхланнă? — Джек илтме пултарнăн пăшăлтатрĕ хĕр.
— Ку çынна эпĕ пĕлместĕп, — ăнлантарчĕ Миша. — Малтан Капитанпа ватă амăшĕ пирĕнпе юнашар хваттерте пурăнатчĕç. Вăл тĕрмене çаклансан эпир аннепе Шупашкара куçса килтĕмĕр, çавăнтан хăрасах çуралса ÿснĕ вырăнтан пăрахса каймалла пулчĕ.
— Мари Республикинчен апла? Сире Капитан вăрă ĕçне явăçтарнă-и? Эсĕ ăçта пурăннине халĕ епле шыраса тупнă?
— Ун ушкăнĕнче эпир пиллĕкĕнччĕ, — терĕ Миша. — Пурте тĕрмере пулса курчĕç. Кунта куçса килмен пулсан эпĕ те лекеттĕмччĕ. Çавăнтан хăрасах Шупашкара тарса килтĕмĕр. Ман адреса ăçтан тупнине пĕлместĕп.
— Эсĕ апла мĕншĕн пĕччен пурăнатăн?
— Анне аппа патĕнче пурăнать. Ку хваттере мана хăварчĕç. Халь хваттер илме çăмăл мар. Даша килĕшсен эпĕ авланасшăн.
— Ку бандитсем унччен сана тĕрмене ямасан. Ан çыхлан вĕсемпе. Куртăн-и, ман çине епле çисе ярасла пăхрĕ. Капитана аса илмен пулсан сан патăнтан ыррăн кăларса ярас çукчĕ. Хыпаламан вырăн хăвармарĕ, йĕксĕк! Ыраттарса пĕтерчĕ. Халь мана мĕн тăватăн ĕнтĕ? Сана темĕн вĕрентсе ячĕ-çке?
— Килне леçетĕп, — тем каласа пĕтермерĕ каччă, ассăн сывласа илчĕ. — Ыран… ыранччен пурăнтарсан… ирех Даша патне каятпăр, килтех пул.
— Милицие пĕлтерес-и? — Мишăна ăнланса пăшăрхануллă сасăпа ыйтрĕ хĕр.
— Тархасшăн, ан хăтлан, — хăрасах ÿкрĕ Миша. — Ун чухне иксĕмĕр те пĕтрĕмĕр вара… капла, мушăт, иртсе кайĕ-ха. Эпĕ ăна йăваниччен сыптаратăп та… хула хĕррине лартса тухатăп…
Машина хăйсен умне çитсе чарăнсан тин чун кĕчĕ Машăна, халь ĕнтĕ кулса калаçма та хал çитерчĕ вăл, каччăна питĕнчен тутипе перĕнсех ăсатса ячĕ.
Эх, хĕр ĕмĕрĕ! Ахальтен çеç калаççĕ иккен сана чи илемлĕ вăхăт тесе. Мĕнле илемлĕ пурнăç пултăр унта? Чун-чĕрене ырат-тармасăр пĕр кун та иртмест-çке. Ыран мĕн кĕтет-ши тесе чĕтресе çÿретĕн, выртнă вырăн çинче те канлĕх тупаймастăн, утнă çул çинче те такăнатăн, тĕлĕкре те эсреметсемпе тертленетĕн… Епле кĕтсе илмелле ку пурнăçра ыррине? Тăнăçлăхпа канăçлăх пулмасан чи илемлĕ вăхăт текен пурнăçпа мĕн тумалла?
Вăрахчен шухăша кайса ларчĕ хĕр подъезд умĕнчи сак çинче, Мишăна та хĕрхенчĕ. Халиччен вăл çав каччă çине сăнасах та пăхманччĕ темелле, унашкал сăмсавайсем халь урам тулли сĕтĕрĕнсе çÿреççĕ. Çавна Даша килĕштерсе пăрахнинчен тĕлĕнетчĕ.
Мĕн кĕтĕ малашне Мишăна? Тĕрĕссине пĕлсен Джек ăна каçарас çук. Эрехне те ĕçмĕ, апатне те çимĕ. Çав териех хăрушă çын пулас. Пĕр килĕштермен сăмахшăнах чĕтреме пуçлать, тути айккинчен кăпăк кăларма тытăнать: çав самантра çынна çапса пăрахасси уншăн ним те мар-тăр.
Тепĕр кунне хĕр Мишăна кĕтсе илеймерĕ. Мари Республикине ирех каятпăр тенĕрен вăл çутăлнă-çутăлманах вăранса тăнăччĕ, тантăшĕ патне илсе кайма кучченеç те хатĕрленĕччĕ. Сакăр сехетре урама та тухса пăхрĕ — Миша курăнмарĕ. Нивушлĕ çав Джекпа çыхланса пăтăрмах сиксе тухнă? Мĕнле, камран пĕлме пулать-ши?
Кăнтăр апачĕ çитсен Маша пушшех пăшăрханма пуçларĕ.
Миша пĕччен пурăнать, ăна çапса пăрахсан та пĕлекен-тăвакан никам та пулмĕ. Телефонĕ те çук иçмасса! Пулсан та темех тăваймăн, машинăллă çын килте пулмасса та пултарать.
Хваттерне кайса пăхмалла-ши? Анчах Миша пурăнакан урама та, çурт номерне те пĕлмест. Машинăпа пынă чухне ăçтан, епле пăрăнса кĕнине те сăнаман, урам ятне те ыйтман. Машинăран тухнă — подъезда кĕнĕ, çавă çеç. Хваттерĕ пĕрремĕш хутрине пĕлет-ха. Хальхи хулара кашни çурчĕ, подъезчĕ пĕр калăпран тухнă пек те, кун каçиччен шырасан та тупаймастăн пуль? Даша патне пĕчченех кайса килмелле-ши? Анчах вăл, больницăра выртаканскер, мĕн тума пултарĕ? Миша адресне пĕлсен юрать-ха. Пĕлмесен?
Маша çамкине пĕрсех аэропортран Ольăна илсе килнĕ çула асне илме тăрăшрĕ — усси пулмарĕ. Ун чухне çул шухăшĕ марччĕ çав. Якур савнийĕнчен хăтăласси çинчен кăна шухăшланă. Хваттерĕ аэропортран инçех марччĕ. Кăнтăр поселокне часах çĕмĕрттерсе çитнĕччĕ. Хутлă çурт та куç умĕнчех, анчах та асра урăх нимле уйрăмлăх та юлман. Шупашкара кайсан та усси пулас çуккине туйса вăл килне кĕчĕ те салтăнмасă-рах вырăн çине хăпарса выртрĕ. Миша килес-тăвас пулсан тĕлне пĕлет.
Каç та пулчĕ. Миша килмерĕ.
Мĕн çинчен кăна шухăшламарĕ-ши Маша çĕр каçиччен. Вăл ирхине кăна çывăрса кайрĕ, анчах ыйхи пурпĕрех канлĕ пулмарĕ ун: пĕрмаях çав хĕрлĕ пит канăç памарĕ ăна, хăратрĕ, юнарĕ, пусмăрлама тăчĕ.
Маша такам алăк шăнкăравне янраттарнăран вăранса кайрĕ, халатне уртса алăк патне пычĕ.
Миша иккен, темле ыйхăллă куçĕпе хĕр çине хăюсăррăн пăхать. Ĕнер килейменшĕн каçару ыйтать.
— Мĕншĕн килеймерĕн? — ыйтрĕ Маша куçне икĕ аллипе йăваласа.
— Çав ненормальнăя пула, каçар, Маша, — салхуллăн хуравларĕ каччă. — Никак пăрăнса пулмарĕ, ĕçсе лартнă та — ăна-кăна ыйтса чуна илетчĕ. Аран-аран хăтăлтăм. Кашни сăмах урлă сана ыйтать. Суйрăм…
— Манпа мĕн тăвасшăн?
— Кам пĕлет?.. Санпа… çывăрасшăн пулас.
— Халь ăçта кайрĕ?
— Канаша леçсе хăвартăм. Темле юлташ пур терĕ те… Урăлса та çитейменччĕ. Хушнă тĕле кĕртсе хăвартăм. Алăкне пĕр çамрăк хĕр уçрĕ, паллаканни пулчĕ ахăр, ятранах чĕнчĕ. Анчах та Джек ятпа мар, урăхла…
— Тавах турра, — туррине ĕненмест пулин те сăхсăхса илчĕ хĕр, — юлашки вăхăтра урама тухма хăракан пултăм. Çав Капитана асăннăранпа йĕркеллĕ выртса та çывăрайман. Апла Джек ятлă мар тетĕн?
— Вĕсене пĕлсе пĕтереймĕн, вунă ятпа та çÿреççĕ пуль. Халь сана шуйлантарас çук-ха вăл, ан чĕтре. Леш чиперкке ытамĕнче выртать пуль-ха.
— Ан чĕтре тесе çынна йăпатма эпĕ те пултаратăп, — каччăна иртсе ларма сĕнчĕ хĕр. — Куртăн-и, мĕнлерех псих вăл? Кăшт çилленсенех çапса ÿкерме хатĕр, хăйне аран-аран алăра тытать, шăлне çыртать, çăварĕнчен кăпăк кăларать. Нор-мальнăй çын çапла хăтланмасть ĕнтĕ.
— Чунăма илетчĕ манне те, — килĕшрĕ Миша. — Тухса каясса сунмарăм. Ун пек çынпа пĕрле пурăнмалла пулсан никам та тÿсеймĕ. Е хăйне, е ăна…
— Халиччен килменрен сана вĕлерчĕ пулĕ тесех шутланăччĕ эп. Шупашкара пырасшăнччĕ — адресна пĕлместĕп. Çĕрĕпех çывăраймарăм, ирпе кăна тĕлĕрсе кайнă. Аттепе анне ĕçе кайнă, эпĕ паян та вĕренме кайманнине пĕлсен пĕтереççĕ мана. Атя, тухар часрах.
— Хăратăн-и?
— Çук та… аннене шел, куççульпех такмаклама пуçлать вара. Атте чĕнмест, ĕçрен таврăнсан хаçат тытса ларать те пĕтĕм тĕнчене манса каять. Уншăн эпĕ пур-и, çук-и — пурпĕрех. Вăл харкашманни мана лайăх-ха. Миша, Даша патне хăçан каятпăр?
— Ыран кайса пулмасть-ха, ĕç нумай. Тепĕр кунне хатĕрленсе тăр, саккăрта кунтан тапранса каятпăр.
Вĕсем урама тухрĕç. Уçă сывлăшра Машăн ыйхи хăвăрт сирĕлчĕ. Джек хăйне текех аптăратас çукки те кăмăлне çĕклерĕ пулас. Темшĕн унăн çак Мишăна ыталаса чуптăвас килсе кайрĕ, анчах ун куçĕ умне Якур тухса тăчĕ те ĕмĕтне лăпах сÿнтерчĕ. Вăл мĕнле пурăнать-ши тата? Оля патне çыру çырма та пăрахрĕ, телеграмма та ямасть.
Миша урамра вăрах тытăнса тăмарĕ, хыпар пĕлтерме кăна чарăннă иккен вăл кунта.
Маша та ăна чăрмантарас темерĕ, ырă ĕç тунăшăн тав турĕ те алă сулсах ăсатса ячĕ.
Сергей çăмăл машина туянасшăнне пĕлсен Плешков ăна хĕпĕртесех пулăшма пулчĕ. Хăй вăл тăватă кустăрмаллă урапапа пиллĕкмĕш çул ĕрĕхтерсе çÿрет, ăçтан сÿтсе-майламаллине те лайăх чухлакан пулса çитрĕ. ПТУра ялхуçалăх машинисене вĕренни те харама каймарĕ. Теорипе практика пĕрле çыхăнса ăслă-тăнлă çын аллине лексен пархатар пуласси куç умĕнчех.
Машинине туянсан çĕнĕ номер илме те Плешковах пулăшрĕ, вăхăтлăха лартма гараж та тупса пачĕ. Паян темшĕн çавна аса илсен шухăша кайрĕ вăл. Инвалид, çемье тăрантараканскер, пилĕк миллиона яхăн укçа ăçтан тупма пултарнă-ши? Малтан çавăн çинчен темшĕн аса илмен вăл, пĕтĕм шухăшне туянас тавар çине янăран-ши? Машина таврашне чикĕсĕр юратать, çавăнпа пуль. Гаражра аппалана-аппалана тепĕр чухне çемйи çинчен те манса каять.
Сергей машинине алăран туянчĕ. Пĕр çамрăк хĕрарăм, упăшки сарăмсăр вилнĕрен тăлăха юлнăскер, хĕрхене-хĕрхенех сутса ячĕ хăйсен «Жигулине». Куççульне те пытармарĕ — упăшкине сĕре юратнă иккен. Ашшĕсĕр юлнă ывăлĕ ÿссе çитĕниччен пурнăç тахăш еннелле пăрăнса каять-ха, унччен мĕншĕн тутăхтарса лартмалла çав юлашки пус укçапа туяннăскере.
Нумай та çÿреймен иккен упăшки, спидометр çинче ЗО пин çухрăм анчах курăнать: машинине вĕр çĕнĕ теме те юрать. Тĕсĕ те кăмăла каять, паспорчĕ çине рубин тĕслĕ тесе çырнă: Кремль çăлтăрĕсем пек эппин. Моторĕ тикĕс ĕçлет, лайăх туртать.
Паян Сергей хăй патне кĕрсен укçа пирки ыйтса пĕлчĕ-пĕлчех Плешков.
— Сережа, мана ан çиллен-ха та, — терĕ вăл ытла чăкăлтăш çын пек курăнас мар тесе, — эсĕ таса чун-чĕреллĕ иккенне пĕлетĕп, ĕç вăхăтĕнче вăрттăнлă-хĕрттĕнлĕ майпа укçа енчĕкне хулăнлатас ĕмĕтпе çÿремен, анчах та çавăн чухлĕ укçа пуçтарма хал çитернĕ. Атте-анне пулăшман пулсан эпĕ виличчен те машина туянас çукчĕ. Эпĕ илнĕ чухне хакĕ те йÿнĕ пулнă-ха. Сана та аçусем пулăшрĕç-и? Сахал укçа мар вĕт?
— Укçине тупма хĕн пулчĕ çав, — хаш! сывласа илчĕ Сергей. — Тĕрĕс. Ман укçапа туянаймăн, пулăшакансем тупăнчĕç, кивçенле пуçтартăм. Халь ĕçре те аванах тÿлеççĕ, пенси те илетĕп — пурпĕрех сахалтарах. Аттепе анне нумаях пулăшаймаççĕ, вĕсем те пенсипе кăна пурăнаççĕ. Тĕрĕссипе, манăн хамăн вĕсене пулăшмалла та — май килмест.
— Çынран кĕтмелле пуçтарнăскер, хăвăн укçа мар апла, каялла тавăрса памалла, — хĕрхенчĕ Владимир Григорьевич.
— Халь тата çунтармалли-сĕрмелли те хаклăланчĕ. Малашне çĕмрĕлнĕ пайĕсене юсама çĕннисем те кирлĕ пулĕç. Укçа-тенкĕ нумай тăккаламалла пулать. Туянма тăхтасан та юрамастчĕ-ши? Лена ĕçлеме пуçличчен нумай пурăнмалла-ха.
— Укçине пит васкасах памалла мар, — ал сулчĕ Сергей. — Тăвансем пуян пурăнаççĕ ман, пĕчĕккĕн тÿлесе татăп.
— Тăванусем ăçта ĕçлеççĕ?
— Коммерцире. Уйăхне миллионшар тенкĕ илеççĕ. Çывăх вăхăтрах аптăратас çук-ха. Çунтармалли-сĕрмеллине те тупма май пур — фабрика директорĕ пулăшма пулчĕ. Хам хуралта мар чухне вĕсене машинăпа пулăшатăп. Пурте йĕркеллех.
— Сан ун пек пуян тăвансем пуррине пĕлменччĕ, — хăй иккĕленни тĕрĕсе тухманран хĕпĕртерĕ капитан. — Кунта ĕçленĕ чухне эсĕ вĕсене нихăçан та асăнман та…
— Кунта чухне пирĕн килти çинчен калаçма та вăхăт пулман.
— Çапларах çав, пĕрмаях ĕçшĕн хыпса çуннă. Ăçта пурăнаççĕ терĕн, хамăр хулара мар пуль, пĕлнĕ пулăттăм.
— Ульяновскра. Автомобиль тăвакан заводра пĕр кукка, моторсем кăлараканнинче — тепĕрри. Иккĕшĕ те хăйсен кĕçĕн предприятийĕсене йĕркеленĕ, аван илтереççĕ пулас.
— Коммерсантсем апла, — шухăша кайрĕ капитан. — Вăл ĕмĕт ман пуçа та пырса кĕнĕ, анчах та хам ĕçе юратни тытса тăрать мана. Пурсăмăр та коммерцие кайса пĕтсен милицире кам ĕçлĕ? Малашне пире те укçа ÿстерсе параççĕ, паллах, нумаях пулмасан та…
— Ун чухне эпĕ те кунта ĕçлеме куçатăп вара, — таса чунĕпех каларĕ сержант пулнă Сергей. — Хальхи ĕçе кăмăлласах каймастăп. Укçине тÿлеççĕ-ха, çавă анчах тытса тăрать. Эпĕ те, сирĕн пекех, милицире кăна ĕçлеме çуралнă пулас.
Çур сехет пек калаçса ларчĕç вĕсем, ăшра пуррине Сергей пурне те каласа пĕтернĕ пек пулчĕ Владимир Григорьевича. Çапах та капитанăн шалта темле иккĕленÿ туйăмĕ йăшăлтатма чарăнмарĕ-чарăнмарех. Халь ун умĕнче пачах урăх Сергей ларнăн, канăçсăр куçпа пăхнăн, витĕмсĕр сăмахпа калаçнăн туйăнчĕ ăна. Машина туянни çавнашкалах вĕçкĕнлентерсе ямарĕ-ши?
Тепĕр чухне пурнăçра унашкалли те пулать: санпа юнашар пурăнакан калаçма, чĕнме вăтанакан çынах, калăпăр, çĕнĕ тумтир тăхăнсан каçăрăлма пуçлать, сывлăх сунмасăрах иртсе каять. Сергей ĕçре кирек хăçан та таса чунлă, тĕрĕслĕхе пĕлекен çын пекчĕ. Ăна ушкăнра пурте хисеплетчĕç, яланах тĕслĕх вырăнне хуратчĕç.
Çапах та Сергей халь улшăннă! Хăйĕн ăшĕнче темле пăшăрхану пуррине Владимир Григорьевичран вăл пытараймарĕ. Пуç мими чĕтрени çапларах йĕр хăвармасан юрĕччĕ те…
Плешков патĕнчен Сергей, чăнах та, лăпкă чунпа тухаймарĕ. Уйрăмах ăна укçа-тенкĕ çинчен сăмах хускатни пăшăрхантарчĕ. Капитана улталама çуккине лайăх пĕлнĕрен хăйне хăй çул тăршшĕпех ятласа пычĕ вăл: çак машинине туянмалла та марччĕ иккен ун. Мĕн тума кирлĕ-ха ăна çак трандулет хальхи вăхăтра чăнах та? Ĕçе унпа пурпĕрех çÿремест, Шупашкара кайса вăхăт ирттермелле мар — мĕн кирли кунтах пурте пур. Ачине лартса-ярăнтарса çÿриччен самаях пурăнмалла-ха, халь вĕсем ăна урама илсе тухма та хăраççĕ. Хĕрсене ярăнтарассине аса та илмен, мĕншĕн тесен арăмĕнчен хитререххине халиччен тĕл пулман вăл. Куç хĕсме пăхакан çамрăк хĕрарăмсем ĕçре сахал мар-ха, анчах та вĕсемпе вăл ку таранччен пĕринпе те çыхланман.
Укçине ăçтан тупни-илни çинчен Плешков кăна шухăшлать пулсан темех мар-ха. Чăнах та, паянхи ĕç укçипе машина туяннă тесен Сергей çавнашкал сăмаха хăй те ĕненес çукчĕ. Çапах та васкаса турĕ вăл ку ĕçе, Лена сăмахне итлемерĕ. Таса алăпа ĕçлекен нихăçан та машина туянайманнине пурте пĕлеççĕ. Йÿнĕ хакпа туяннă пулсан татахчĕ. Халиччен суйса курман çын паян çывăх та шанчăклă тусне улталарĕ! Эх, тăмсай…
Мĕн тумаллаччĕ-ха ун? Укçине ăçтан тупнине каламаллаччĕ-и? Тĕрĕссине каланă пулсан Плешков паянах çав «Палюка» шырама тытăннă пулĕччĕ. Владимир Григорьевич характерне Сергей лайăх пĕлет, унпа шÿтлеме юрамасть.
Машинине гаража лартсан вăл килне троллейбуспа вĕçтерчĕ. Анчах та кăмăлне çаплах лăплантараймарĕ. Хăлхинче минутлăха та чарăнма пĕлмесĕр «укçа» тени янраса пычĕ. Мĕншĕн тÿрех Плешкова кайса памарĕ-ха вăл çав пĕçертсе тăракан тĕркемĕ? Паян лăпкăн çывăрнă пулĕччĕ. Апла тесен паян тата çав укçасăр мĕн тунă пулĕччĕ-ши? Машина туяннăранпа Лена та канлĕ çывăрайми пулчĕ. Ахаль те куян чун-чĕреллĕскер, пĕрмаях çав парне пирки йăнкăртатать. Юлашки юлнине леçсе памаллаччĕ иккен, палламан çын вĕсене миçе тенкĕ парса хăварнине кам пĕлет? Параканни хăй те Лена аллине шутласа тыттарман.
Троллейбусран ансан Сережăна темле çамрăк сасă ятранах чĕнни илтĕнчĕ. Часах çынни хăй те ун умне пырса тăчĕ. Фабрикра ĕçлекен çамрăк хĕрарăм иккен: хăйсем патне хăнана кĕрсе тухма чĕнет. Сергей сăнран ăна паллать, ятран чĕнмест. Лешĕ вара Сергее те, Ленăна та лайăх пĕлет имĕш — ахаль пулсан ним çук çĕртех чарса та тăратмĕччĕ ăна. Фабрикăрах калаçма пулатчĕ пуль-ха та, анчах çынсем урăхла ăнланма пултарасси шиклентерет иккен тата: фабрикăра хурал тăракана йăпăлтатать темĕччĕç-и айккинче пăхса тăракансем?
Çынсемпе паллашма лайăххине лайăх-ха та, анчах та паян хăнана кĕме май килместех Сергейĕн. Тата хĕрарăмсем улаха чĕнсен мĕн пулассине вăл милицире ĕçленĕ кунсенченех пĕлет: çĕрлехи пăтăрмахсене пĕрре мар уçса панă.
Çапла, Сергей хăнана кĕмерĕ. Арăмĕпе ывăлĕ куç умне килсе тухрĕç те, ăна темле вăй самантрах килнелле пăрса ячĕ. Ырă çынсем патне кĕрсе тухнă пулсан та темех пулас çукчĕ-ха та. Хĕрарăм Ленăна лайăх пĕлет имĕш ав. Епле майпа паллашнă-ха вĕсем? Ăçта?
Хĕрарăм кăмăлсăррăн пăхса юлчĕ: Сергей çапла улаха пыма килĕшес марри çинчен шутламанччĕ вăл. Теприсем хăйсем сĕмсĕрленсе çÿреççĕ, ку вара — сĕтĕрсен те кĕресшĕн мар. Мĕнрен хăрать-ши?
Çын кăмăлне хăварма юратманскер, хĕрарăм патне йăпăртлăха кăна кĕрсе тухманшăн Сергей ÿкĕннĕ пек пулчĕ. Ара, хăйне сума суса йыхравлакан патне кĕмесĕр мĕншĕн кăмăлне хăвармаллаччĕ-ха ун? Типшар курасран хăранăран-и? Çапла пулмасăр! Ăна унашкал йыхравсемпех хăратаймăн! Лена та темех каламан пулĕччĕ. Килте пĕччен ларса та йăлăхса çитрĕ пуль ĕнтĕ вăл. Акă Сергей пырса кĕрет те, кивĕ халатлă арăмĕ, вĕçсĕр ачапа тăрмашаканскер, кĕтсе илет, апат антарса çиме хушать, лавккаран ыран валли мĕн туянмаллине калать. Унтан? Унтан каллех ачипе аппаланма тытăнать. Сергей çинчен юлашки вăхăтра мансах кайрĕ вăл: те пур уншăн упăшки, те çук — çавна хăй те пĕлмест пулмалла. Нумаях та пулмасть маттурринчен те маттуртараххиччĕ вăл. Илемлĕрен те илемлĕ тăхăнатчĕ тесе калаймăн та, анчах хальхи пек пĕр улăштармасăр уйăхĕ-уйăхĕпе кивĕ халатпа çÿреместчех ĕнтĕ. Халь вăл пĕтĕм чунне-юнне ывăлне панăран хăй çине çапла алă сулчĕ-ши? Ан тив, килте упăшку кăна пултăр, пурпĕрех çипуçа йĕркеллĕ тытмалла пек-çке. Упăшкан та чунĕ пур, лайăха унăн та куçĕ курать. Арçын вăл ют хĕрарăм çине хăйĕн арăмĕ начар пулнăран мар, юратнă арăмĕ упăшка умĕнче хăйне хăй тирпейлĕ тытман-ран ытларах пăхать теççĕ. Килĕшÿллĕ тăхăннă мăшăрĕ çине кирек мĕнле упăшки те пĕрремĕш хут курнăн савăнса куç ывăтать вĕт! Çакна хăш-пĕрисем лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа упăшки умĕнче хăйсене пăрахăçа кăлармаççĕ. Арăм япăх тумланни — мăшăрне сума суманниех вăл. Лена та Сергее çав териех асăрха-ми пулса çитрĕ-ши вара?
Вĕсем патне Якур пынă иккен, Ленăпа тем çинчен канашласа лараççĕ. Пĕчĕкçи çывăрать.
— Машинупах килтĕн-и? — кĕрÿшĕ алăкран кĕрсе тăрсан ыйтрĕ Якур.
— Гаража лартрăм, — тумтирне хывнă май хуравларĕ Сергей.
— Йăпăрт кăна Шупашкара кайса килмелли пурччĕ, — кăмăлсăррăн каларĕ Якур. — Ирхинех каласа хумаллаччĕ иккен, пĕлмерĕм.
— Мĕн те пулин сиксе тухман пуль? Ыран кайса килĕпĕр, ман вăхăт пулать ун чух.
— Паянах кирлĕччĕ те, юрĕ, ыран кайăпăр апла.
— Мĕншĕнне пĕлместĕн-и? — кула-кула ыйтрĕ Лена мăшăрĕнчен.
— Çук, ăçтан пĕлем-ха? — тĕлĕнчĕ Сергей.
— Паян эсĕ çуралнă кун вĕт, —çаплах кулчĕ Лена. — Машина туяннă хаваспа пĕтĕм тĕнчене манса кайнă эс.
— Эпĕ хам çуралнă куна нихăçан та палăртман та… Пирĕн килте никам çуралнине те паллă туман.
— Сан валли Шупашкартан парне туянасшăнччĕ, — терĕ Якур. — Эпир те Ленăпа атте-анне пур чухне çуралнă кун хăçан иккенне те пĕлмен. Малашне çынран юлас пулмасть. Чăвашăн ун пек йăла пулман-ши элле? Эпĕ кÿршĕ-аршăсем çавна уявланине те астумастăп. Пирĕн аттепе анне çинчен калаçасси çук-ха…
— Мĕн эс Шупашкарах каясшăн, хамăр магазинсенче çуким? Укçуна пĕтермесен те юрать, хăвна кирлĕ пулĕ.
— Шупашкара ăмăртăва кайсан хитре япала курнăччĕ, шăпах сан валли. Укçа пирки калаçасси çук, ĕçлесен татах параççĕ.
— Парнесĕр кăна палăртсан та темех мар, — хирĕçлерĕ Сергей. — Çĕнĕ çултан кашнин менелникне палăртма калаçса татăлăпăр, ун чухне парнесĕр пулмĕ. Паян эпĕ çуралнă ятпа пĕрер черкке ĕçме тÿр килет апла.
— Эпĕ пурне те хатĕрленĕ, — сĕтел çине майлама пикенчĕ Лена. — Ытар мучисене те, Люба аппана та чĕннĕ, часах вĕсем килсе çитмелле.
— Ну даете! — терĕ Сергей хăйне çапла хисепленĕшĕн хĕпĕртесе. — Аттепе анне кăна ним те пĕлмеççĕ, ман пекех…
— Вĕсене те йыхравланă, килеççĕ, — лăплантарчĕ Лена пăшăрханма пуçланă мăшăрне. — Маша каламан пулсан ку уяв çинчен, пытармастăп, хам та мансах кайнăччĕ эпĕ.
— Эп хăçан çуралнине Маша ăçтан пĕлнĕ-ши тата? — тĕлĕнчĕ Сергей.
— Мана качча тухасшăн вĕтеленсе çÿрет-ха вăл, çавна пĕлместĕн-и? — куç хÿрипе пăхса илчĕ Сергей çине Якур. — Тăванлă, хурăнташлă пуласшăн ĕнтĕ. Сан валли парне те туянса хунă пуль-ха, кĕтмен çĕртен килсе кĕрĕ те аллуна тыттарĕ ак.
— Мăшăрăн тем те кĕтме пулать, — ал сулчĕ Сергей. — Анчах та эпĕ унран парне йышăнмастăп.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Якур. — Урлă пулнăччĕ-и элле?
— Çук та… Килĕштерместĕп эпĕ ăна. Киле илештернĕшĕн Ленăна та ятларăм-ха. Вăл мана пĕрре те таса чунлă хĕр пек туйăнмасть.
— Халь улшăннă вăл, — тантăшне хÿтĕлерĕ Лена. — Шкулта чухне эпĕ те килĕштермен ăна. Ури çине ĕнĕ пусрĕ пулас, пачах улшăннă халь. Кăлăхах тиркетĕн, Сергей.
— Пулма пултарать. Анчах… ĕненессĕм килмест… Ытар мучи каларăш, йытăран тилĕ пулать-ши вара? Якур, эсĕ мĕнле шухăшлăн?
— Халь вăл шкулти арçури мар, Лена тĕрĕсне калать, — йăмăкне хÿтĕлерĕ каччă. — Эпĕ те малтан, Сергей, сан пекех шутлаттăмччĕ. Унпа калаçассăм та килместчĕ. Калаçса пăхрăм та — хама хам та ĕненмерĕм: ăслă калаçать, шухăшĕсем те ачалла мар. Пурнăç хăех ăса вĕрентет иккен. Пуçа ÿксен — пушмак теççĕ.
— Терт курман-ха вăл, — терĕ Лена. — Çынсенчен тĕслĕх илет пулмалла: Сергейпе пирĕн пурнăçа та ăмсанатăп тет. Ухмах мар, шухăшлама пĕлет, мĕншĕн çын ретне кĕресшĕн ан çунтăр?
Тепĕр кунхине Машăпа Миша, калаçса татăлнă пекех, çула тухрĕç. Çанталăк лăпкă, ăшă тăрать. Çĕрле те ытлашши шăнтман. Анчах та çул çийĕ шуçлак, руль тытса пыраканăн пĕр самантлăха та тимлĕхе çухатас пулмасть. Çакна çул айккине тухса ларнă е канавалла тÿннĕ машинăсем ним каламасăрах асăрхаттараççĕ. Миша васкамасть, вĕсен ытла инçе каймалла мар, каçчен çаврăнса килсен юрать.
Маша тем шухăша кайнă, каччă çине хутран-ситрен кăна пăхса илет. Çул çинче руль тытса пыракана пули-пулмипе аптратма юраманнине лайăх пĕлет вăл: пĕр çăмăл машина куç умĕнчех çула урлă çаврăнса ларчĕ ав. Ăçта васкать-ши шоферĕ? Халиччен машина тытса курман пулмалла. Юрать-ха хыçĕнче йывăр машина çук — шалтах персе ÿкерсе лапчăтса хăваратчĕ.
Атăл кĕперĕ урлă каçсан вĕсем Йошкар-Оланалла каякан сарлака та тикĕс çула тухрĕç. Кунта хăйăр сапнă, машина вылянса пымасть. Миша хăвăртлăха ÿстерчĕ, Маша та çăмăллăн сывласа ячĕ.
— Миша, — терĕ Маша каччă енне çаврăнса, — тĕрĕссипе кала-ха, çав Джека эс Канаша ăсатман вĕт?
— Мĕншĕн кирлĕ вăл сана? — ăнланмана печĕ Миша. — Тунсăхлама пуçларăн-и? Темех мар, ан пăшăрхан, Даша патĕнчен таврăнсан сан патна лартса килĕп. Кăмăлна кайрĕ-им?
— Ăн кул-ха манран, —çиллĕн каларĕ хĕр, — эсĕ мана вилĕмрен хăтартăн, вăл ырăпа каçарас çукчĕ. Ун çинчен çĕрĕпе шухăшласа выртрăм. Юрать-ха ăсатаканни эсĕ пултăн, унсăрăн… Сана Даша умĕнче мухтамалла пулать. Паттăрла ĕç тунине пĕлсен мĕн хăтланĕ-ши ман вĕри чĕреллĕ тантăшăм? Сана тата хытăрах юратма пуçлĕ, курăн акă. Пулăхлисене юратать вăл!
— Тĕрĕсне калатăн, Маша, — килĕшрĕ каччă, — чăнах та, сана çултан пăрма хушнăччĕ вăл. Çавăнпа ăна Канаша ăсатрăм, çĕрĕпе сан çинчен ыйтса тарăхтарчĕ. Тăраниччен ĕçтертĕм те машина çине лартса Канаша вĕçтертĕм. Унти юлташсем мĕн тумаллине пĕлеççĕ: инçе-инçе каякан поезд çине лартаççĕ те — тепре куриччен!.. Ăна документсемсĕр, укçа-тенкĕсĕрех ăсатаççĕ.
— Вăранса кайсан е вăратсан? — хăраса ыйтрĕ хĕр.
— Билетсĕр çынна вăратакан пулмĕ, эпир ун çинчен те шухăшланă, — лăплантарчĕ каччă. — Пĕр çывăрса кайсан вăл час вăранмасть, эпир ăна лайăх пĕлетпĕр. Урăличчен тĕнче хĕррине çитет!
— Сире тавăрма вăл каялла килет, кĕтсех тăр! — лăпланаймарĕ хĕр.
— Килсе пăхтăр-ха, — кулса ячĕ Миша. — Капла та пире нумай хăратса пурăнчĕ, хамăр йăваш пулнăран нумай мăшкăл кăтартрĕç. Малашне ун пек пулмĕ. Пирĕн предприятире халь унашкал кĕрхи йĕпсем кăна мар вара! Джекăн тĕрмене кайичченхи тусĕсем те хăйсен предприятийĕсене уçнă. Укçине аван илеççĕ, вăрласа тупшăрмасан та хăйсене пурăнма çитет. Тĕрмене никамăн та каясси килмест. Тĕрĕссипе каласан, эпир çав Джексен çывăх çынни нихăçан та пулман, хăратнăран кăна пĕрле хутшăннă.
— Сана пурпĕрех шыраса тупнă. Хальхинче те эсир хăваласа янине ăнланса илетех. Пĕтерет ак сана.
— Каялла килсе пăхтăр-ха, курăпăр кам кама иккенне. Маша, çитĕ-ха ун çинчен калаçса, илтессĕм килмест. Тăрантарнă вĕсем мана мăй таранах. Дашăна тупайăпăр-ши, ăçта выртнине пĕлместпĕр-çке?
— Вăл хулара пулнă эпĕ, унта больницăсем нумаях мар. Тупатпăр, ан пăшăрхан, Миша.
— Мĕнле шухăшлатăн, Маша, мана качча тухĕ-ши Даша?
— Тухĕ-ши? — ăнланса илеймерĕ Маша. — Çыншăн хуравлаймарĕ Нивушлĕ авланма шутларăн, Мишенька?
— Ăхă, — çирĕппĕн пĕлтерчĕ каччă. — Çитет мана капла кил тĕлне пĕлмесĕр çапкаланса çÿресе. Хваттер пур, халлĕхе пĕчĕкрех те, пурăна-киле пысăкраххине туянăпăр. Укçа пулсан паянхи саккунсемпе чаплă кермен туянма та, укçине тупшăрма та пулать, тăрăшмалла кăна.
— Аçупа аннÿ мĕн калаççĕ-ха, авлантарасшăн пулмасан мĕн тăвас тетĕн? Тата пулас кине те курман пулас-ха вĕсем. Кăмăла каймасан?
— Эп тĕрмене лекесрен сехрисем хăпса тăраççĕ вĕсен, каккуй хирĕçлеме унта. Шуйттана качча илсен те сăмах чĕнес çук: ывăлĕ çеç арăмĕн сăмахĕнчен ан тухтăр. Упăшкине тĕрмене ярасшăн тĕпĕртетсе тăракан арăм сахал вăл… Аттепе анне мана юратаççĕ, Шупашкара çавăнпа куçса килнĕ, епле пулсан та ывăлне япăх ушкăнран туртса илес тенĕ ĕнтĕ, мĕскĕнсем.
— Çĕнĕ вырăна хăнăхса çитме те çăмăл мар вĕсене. Ĕмĕрĕсене пĕрле ирттернĕ çывăх çыннисем çук кунта.
— Паллах, — килĕшрĕ каччă. — Лере вĕсене урамри йытă та паллать. Кунта килсен урама та тухмастчĕç. Халь апла мар ĕнтĕ. Кÿршĕ-аршăсем те киле-киле лараççĕ. Вĕсем çинчен çитĕ-ха, Маша, мĕнле шутлатăн, Даша хирĕçлемĕ-ши? Юрататăп тесех чуптăватчĕ те…
— Малтан хăйне курса калаçмалла-ха, унтан калама пулать, – лăплантарчĕ Маша пăлханма пуçланă каччăна.
— Ытла хирĕçлет пулсан йăлăнса тăмастăп, тытатăп та — сана качча илетĕп, Маша. Эсĕ хирĕç мар-и?
— Ытла васкатăн, — кулса илчĕ Маша. — Даша та качча тухасшăн пулсан? Пире иксĕмĕре те пĕр харăс арăм тăваймăн. Ун пек йăла çук.
— Арăм пулсан йăлипе мĕн тăвап эп? — пĕр кулмасăр калаçрĕ каччă. — Ĕлĕк çын куласран йăрт! ярса çÿренĕ ăна. Хальхи çамрăксем хăйсем саккун кăлараççĕ.
Стационарлă выртакансен списокĕнче Даша хушамачĕ курăнманран вĕсем тепĕр больницăна вĕçтерсе çитрĕç, ăста йăхравçăсем пек тĕплĕн çавăрттарса тантăшне шырама пикенчĕç. Вĕсен пăтравĕнчен сипленме выртнă çын мар, ятарласа пытаннăскер те куç умĕнче юлайман пулĕччĕ. Анчах епле тăрăшсан та усси пулмарĕ — Даша тупăнмарĕ. Хушаматне çырма манса кайман-ши?
Ăçта шырамалла? Нивушлĕ çав юрату чирĕпе чирлекенсен больницинче йăваланса выртать? Вилсен те унта каймастăп тенĕччĕ-çке Даша! Куккăшĕ çапла тума хушрĕ-ши? Мишăна мĕн каламалла?
Вĕсем пурпĕрех çав больницăналла çул тытрĕç. Даша хăйĕн чир-чĕрне Мишăран ертнĕ пек калаçрĕ ун чухне, пĕр-пĕрне пĕлеççĕ пуль-ха.
— Кунта сывă çынсем кăна выртаççĕ пуль, — мăкăртатрĕ Миша коридорпа вăкăр пек таса, тĕреклĕ арçынсемпе каччăсем уткаласа çÿренине курсан. — Хĕрĕсене те халь тесен халь чи хитрисен конкурсне хутшăнтарма пулать. Ку больницăра чирлисене чĕртмеççĕ пуль, сывлăхлисене пуçтарса вырттараççĕ пек туйăнать мана… Авă епле ахăлтатса çÿреççĕ, ыратаканниллĕ çынна нимле кулăшпа та кунашкал култараймăн!
— Сывалса çитнисем пуль, — каччă ăна-кăна тавçăркаличчен тухса кайма васкарĕ Маша. — Киле каяс хаваслăхпа çунатланса çÿреççĕ пуль.
Кунта та ĕç тухмарĕ вĕсен, икĕ сехете яхăн вăхăта пушăлла ирттерни çеç пулчĕ. Палатăсем тăрăх хăшкăлса çÿрени харама кайрĕ. Даша кунта çуккине витĕр пĕлсен вĕсем пуçĕсене усса урамалла тăнкăлтатрĕç. Ăçта мура кĕрсе кайма пултарнă? Нивушлĕ суйрĕ вăл хăйĕн чи çывăх тантăшне? Мишăна чике тăршшĕ лартса хăварма та пултарĕ-ха вăл. Анчах ăна мĕншĕн улталамалла?
Тăванĕсем патĕнче мар-ши? Сипленме килнĕ çын унта мĕн туса выртĕ? Кану çуртне килмен вĕт вăл?
Тăванĕсен адресне те панăччĕ вăл Машăна, аптранă енне вĕсем унта та çитсе курас терĕç.
Даша панă адреспа шыранин те усси пулмарĕ — тăванĕсем патĕнче пачах пулман, инкĕшĕ вăл чирленине те пĕлмест. Тата ăçта кайса пăхмалла? Кунта пысăк клиникăсем урăх çук та иккен. Производствăри медсанчастьсене паспортпа йышăнаççĕ. Вĕсем тăрăх шыраса çÿренин усси пулас çук, унта хăйсен çыннисем çеç выртаççĕ.
Мишăпа Маша ним тума аптранăран магазинсене кĕре-кĕре тухрĕç. Столовăйĕнче апатланнă хыççăн тĕттĕмленсе çитиччен киле таврăнас тесе çула тухрĕç.
Ним чĕнме аптраса ларса пыраççĕ каччăпа хĕр. Çаплах чике тăршшĕ лартса хăварчĕ-ши вĕсене Даша? Мĕн туса çиллентерчĕç-ши ăна пĕр çăвартан пурăнакан юлташĕсем? Мĕншĕн вăл хăй патне пырса çÿреме хушса хăварчĕ тата пытанса выртать пулсан?
Каччăпа хĕр Даша больницăна кайиччен калаçнисене аса илсе пыраççĕ. Сипленме каясси пирки малтан вăл нихăçан та асăнман, кирлĕ те пулман вăл ăна. Каяс умĕн çеç йĕре-йĕре каласа панăччĕ тантăшне. Мишăпа ун çинчен калаçман иккен. Арçынпа мĕнпур вак-тĕвеке кам сÿтсе явтăр? Нивушлĕ?.. Çук, ун çинчен асăнма та хăрушă, хĕрĕ хăраса тăраканниех мар, кирлех пулсан хăй такама та çапса пăрахма хал çитерекенскер. Пистолетпа çамкаран тĕллесе тăракансенчен те хăраса ÿкес çук. Вилĕм çинчен асăнни тĕлсĕр кунта. Çитменнине тата, çав тери хăрушă ĕç çинчен сас-хура та тухĕччĕ. Шăши вилли мар вĕт!
— Джек пеккисем çавăрса илсен темĕн те кĕтме пулать, — хуйхăрма пуçларĕ каччă. — Пĕлетĕп эп вĕсене, темле вăя та çĕнтереççĕ. Вĕсем пек чунсăрсене халиччен курман-ха.
— Даша хăйне аплах çăмăл улталаттарас çук, — каччă сăмахĕнчен чĕтреме пуçласан та хăйĕннех çирĕплетрĕ хĕр. — Суйман вăл мана, пĕлетĕп эп ун кăмăлне, мĕн те пулин гениллĕ шухăш туртса кăларнă-ха вăл. Мари Республикине каясси çинчен те манпа çеç калаçнă. Урăх никам та пĕлме пултарайман çавна, апла пулсан кам йĕрлесе çÿрĕ ун хыççăн?
— Ăнсăртран автобусра тĕл пулсан?
— Кам?
— Пĕр-пĕр курайман тăшман? Апла тесен автобуса та ăсатса ятăм ăна, пĕлĕш-тăвăшсем никам та çукчĕ, — аптрасах ÿкрĕ Маша. — Мĕнле-тĕр те — кĕтмен ĕç сиксе тухнах пуль. Теме систерет ман чĕре, вăл кайнăранпах вырăнта мар, пуçра темле шухăш та çаврăнать, çĕрле те тĕлĕксемпе анраса çывăраймастăп. Мĕн пулчĕ-ши, Мишенька? Амăшĕсене мĕн каласа йăпатмалла ман?
— Вĕсене халлĕхе пĕлтермелле мар, — татăклăн каларĕ каччă. — Милицие кайса евитлĕç, мана допроса сĕтĕре-сĕтĕре чĕмрен ярĕç. Эпĕ епле пулсан та унăн савнийĕ-çке-ха. Пĕлме тивĕç ун çинчен. Паян вĕçне-хĕрне тухаймарăмăр пулсан тата тепре килсе тĕплĕнрех шырамала пулать. Ăнсăртран сиксе тухнă пăтăрмах хыççăн минресе çÿретпĕр пулас эпир, Маша. Хамăр шыраса тупаймарăмăр пек туйăнать мана, тата малалла шы-рамаллаччĕ те — адрессем çук урăх. Сана каламасăр ниçта та каяс çук вăл, пĕлетĕп эп ăна!
— Эпĕ те пĕлместĕп мар, — лăпланма пуçларĕ Маша. — Анчах та тем пулнах ăна, синкер сиксе тухман пулсан кун пекех пач çухалас çукчĕ. Халиччен ман пата çыру çырмасăр та тÿсеймен пулĕччĕ. Калатăп çав пĕр хыпар та çукки ырра мар тесе.
— Ан хуйхăр, Маша, шыраса тупатпăрах ăна! — хавхалантарчĕ каччă хĕре Çĕнĕ хулана кĕрлеттерсе кĕнĕ май. — Пиртен йĕп те пытанаймĕ, ан пăшăрхан, тепрехинче хамăртан хăвар-мастпăр ăна!
Çĕнĕ хулана таврăнсан хĕр чи малтан килне мар, училищĕне çитсе курма шут тытрĕ, Миша тусĕ çинчен палкаса пыни Якурпа тĕл пулма туртрĕ ăна. Вăл тата мĕн туса пурăнать-ши? Çаплах Олипе аташса çÿрет-ши? Çыру илме пăрахнăранпа çунсах тухрĕ мĕскĕн. Çапла кирлĕ-ха ăна, хăйне савакан пур çинче ан çÿретĕр айккинче. Çĕр çинчи телейне пăрахса тÿпере тÿре пуласшăн, айван. Маша çине ал суласшăн, мемме. Витере выльăхсемпе пĕрле ÿснине маннă, сăмсине каçăртнă!
Якур училищĕре çук иккен, паçăрах килне кайнă терĕç хуралçăсем.
Маша килне кĕрсе васкамасăр апатланчĕ те сехете яхăн куçкĕски умĕнче явкаланнă хыççăн каллех урама тухрĕ. Улькан мĕнле çĕнĕ хыпарсем пур-ши? Çыру е телеграмма таврашĕ килмен-ши почтăна? Çав хыпартан хаклăраххи уншăн ним те çук паян, епле пулсан та Якурпа Ольăна çыхăнтармалла мар, Оли хăйне еплерех кĕтсе илсе ăсатса яни çинчен тĕплĕн çырса пĕлтерме пултарать. Якур хăлхине çав мыскара кĕрсен пурнăç пĕтрĕ вара! Хăть çавăнтах çакăнса вил.
Улька килтехчĕ. Машăна курсан çав тери хĕпĕртенĕ пек пулчĕ.
— Таврăнтăр та-и? — хăнине ыталаса илчĕ вăл. — Атя, хывса çак пальтуна, çул çинчен ывăнтăн пуль, шăнмарăн-и?
— Машинăра кăмака çунсах пырать вĕт, — кулса илчĕ Маша. Ывăнман эп, Улька, анчах та Дашăна тупайманни çав тери чуна ыраттарать. Ниçта та тĕпĕ-йĕрĕ çук, как-будто сквозь землю провалилась.
— Милицие пĕлтермелле пуль, — канаш пачĕ Улька. — Вĕсем ăна çĕр тĕпĕнчен те шыраса тупĕç. Вĕлерсе пăрахма та пултарнă, вăхăчĕ çавнашкал халь. Хаçатсенче вулатăн пуль, пĕрмаях çухалнă çынсене шыраса пĕлтерÿсем пичетлеççĕ, сарăмсăр вилнисем те йăлăхтарсах çитерчĕç, телевидени чуна çÿçентерсе çав хăрушлăхсене кăтартать. Радио та. Тепĕр чухне урама тухма та хăратăп эп. Дашăпа ун пек ан пултăрччĕ. Эсир Мишăпа ытла пăшăрханса ÿкнĕрен калатăп-ха та кăна…
— Милици пирки эпир Мишăпа калаçрăмăр ĕнтĕ, — тарăннăн хашлатса илчĕ Маша. — Тĕрĕсех калать пуль Миша: унта пĕлтерĕн те, çывăх тусĕсем пулнă тесе хамăра сĕтĕре-сĕтĕре чуна илĕç. Даша çинчен нимĕн те пĕлместпĕр тесен кам ĕнентĕр? Пире хамăра айăплама пултараççĕ.
— Ашшĕ-амăшне те канлĕх памĕç, — килĕшрĕ Машăпа Улька та.
— Вĕсем пачах пĕлмеççĕ, Даша вĕсене больницăна каясси çинчен каламан.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕ Улька.
— Мĕншĕнне пĕлместĕп, — сăлтавне пĕлет пулин те каламарĕ Маша. — Куратăн-и, милицие пĕлтерсен мĕн чухлĕ çынна канăçсăрлăх кĕтет? Ку кăна та мар-ха, Мари Республикинчи тăванĕсене те тĕпчеме пуçлĕç: Даша вĕсем патне тухса кайрĕ-çке, эпĕ ăна хамах автобуспа ăсатрăм, ыйтакансене çапла епле каламăн? Унпа юлашкинчен эпĕ калаçнă…
— Мĕнех вара? — çаплах Дашăна хĕрхенсе калаçрĕ-ха Улька. — Эсĕ ун виллине ăсатман вĕт. Сана мĕншĕн айăпламалла? Эсир Дашăпа пĕр чун пек пурăннă, хирĕçмен, çапăçман, харкашман. Кăлăхах хăратăн, Маша. Çав вăхăтра ăна пулăшу кирлĕ пулсан?
— Вăл маххă параканни мар-ха, — витĕмлĕн каласа хучĕ Маша. — Вутра та çунас çук, шывра та путмĕ. Ытла хĕн килсен йывăрлăхран хăтăлма мел те шыраса тупĕ. Мишăпа тепĕр хут Мари Республикине кайса килес тетпĕр. Унта та тупаймасан, ним тума та çук, милицие евитлеме тÿр килетех.
Килтисен умĕнче вăрттăнлăхсем çинчен калаçма аван мартан тантăшсем тумланса уçă сывлăша тухрĕç. Çанталăк ăшă, каçĕ типĕ те уяр. Нумай хутлă çуртсем пин-пин çутăпа йăлкăшакан куçĕсене хупма васкамаççĕ-ха. Кунĕпе ĕçре ĕшеннĕ çемьесенче телевизор пăхаççĕ, магнитофонĕсене çавăрттараççĕ, унта-кунта пухăнтарса хăна сĕтелĕ хушшине лартаççĕ. Çывăрма ĕлкĕрĕç-ха, этем капла та хăйĕн чĕрĕк ĕмĕрне тÿшек çинче çан-çурăмне кантарса ирттерет!
Васкамасăр утаççĕ хĕрсем. Тăкăс юра кăчăрт та кăчăрт хирсе утнăран тротуар айккинчи йывăçсен тураттисем çÿçенсе юлаççĕ тата çуркуннене часрах кунта çитерме васкаса тилмĕрнĕ пек туйăнаççĕ. Анчах та Улькапа Маша халь пачах урăххи çинчен шухăшлаççĕ-ха, ăшă кунсене кĕтсе ларакан йывăçсем кăсăклантармаççĕ вĕсене.
Авă Улькана пăхăр-ха, мĕн тĕрлĕ кăна сăмах хускалсан та Палюк çинчен ытларах пĕлесшĕн çунни палăрать унра. Кам вăл, мĕн вăл? Ленăпа тăванлă пулни те шалтах тĕлĕнтерет ăна. Çук, Палюк тахçанах вилнĕ, ку каччăпа вăл пушар хыççăн темĕн чухлĕ вăхăт иртсен тин паллашнă-ха. Пĕр сăнлă икĕ çын çинчен сăмах пырать пуль кунта. Паллах, çапла, вилнĕ çын тупăкран тăрса килмен ĕнтĕ, ку — ухмахшăн та паллă.
Урам тăрăх çапла çÿресе икĕ çамрăк хĕр хăйсен чĕрисенчи чи вăрттăн шухăш-туйăм тĕввисене кишĕклерĕç, шуйханнă кăмăлĕсене пусарма тăрăшрĕç. Ыйхă кайăкĕсем куç хупанки çине вĕçсе килсен çеç пĕр-пĕрне ырă каç сунса ыранччен уйрăлчĕç вĕсем. Хĕллехи уяр каç вĕсене уйăх куçĕпе пăхса ăсатса ячĕ.
— Улька, — терĕ Маша, килелле кайма хускалнăскер, — Ленăн çав тетĕшĕ мĕншĕн канлĕх памасть сана? Тахçанах ыйтасшăнччĕ те, сăмах хушшине пулса юлчĕ. Сисетĕп, пĕр вĕçĕм ун çинчен тĕлленетĕп, калама кăна хал çитерейместĕн. Кĕçĕр эсĕ ятшăн кăна манпа юнашар çÿрерĕн, ху вара Палюк ытамминчех пултăн. Манран ан пытар, пурпĕрех сисетĕп. Ыйтмаллине тÿрех ыйт, мĕн пĕлнине каласа парăп. Анчах та халь мар ĕнтĕ, ыран, канлĕ çывăрса тăрсан.
— Эсĕ те пĕрмаях Якурпа аташатăн-çке, — хурав парас вырăнне каласа хучĕ Улька. — Эпĕ, тĕрĕссипе, Палюк çинчен шухăшламастăп, çавăн сăнлă каччăпа паллашнăран кăна канăçа çухатрăм-ха.
— Палюка эс нихçан та курман, курма та пултарайман. Масар шăтăкĕнче ун шăм-шакĕ те çĕрсе пĕтрĕ пуль ĕнтĕ.
— Палюка аса та илмен-ха эп, — мăртлатса илчĕ Улька вилнĕ çын çинчен калаçнине ырламасăр. — Унашкал сăнлă çын пĕр Палюк кăна-им вара? Тĕлĕнтеретĕн, Маша. Вилнĕ çынсенчен хăратăп эпĕ, атя урăх калаçар мар. Ыран тĕл пуличчен, Маша.
— Тĕлĕкÿнте сарă каччăсене кăна кур, асту, Улька, вилнисемпе ан аташ, çаплах пăрахса каяймарĕ-ха Маша. — Вилнĕ çын тĕлĕкре курăнни авана мар теççĕ. Урăххи çинчен шухăшла.
— Сăнÿкерчĕкне курсан ток çапнă пек пулса кайрĕ, — калаçма чарăнаймарĕ Хĕрсе кайнă Улька. — Сана халь мĕнле куратăп, çавăн пекех ман ума тухса тăчĕ. Шуйттан мар-ши вăл, Маша?
— Ан аташ-ха, — лăплантарчĕ ăна тантăшĕ. — Шуйттан сăнÿкерчĕкре пулмасть вăл, хăй сан умна çитсе тăрать теççĕ. Кунĕпе çав каччă çинчен шухăшласа çÿренипе вăл сан пуçна минретсе çÿрет. Пăрах ун çинчен шухăшлама — ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Мана алăк умне çитиччен ăсатса яр-ха, Маша, хăранипе чĕтреме пуçларăм. Каллех куçа курăнакан пулчĕ, эсремет. Шуйттан астарать пуль мана, урăхла пулма пултараймасть. Лена вĕреçĕлен çинчен каласа панăччĕ, çавăн пекки пулса иртмест-ши халь? Ухмахланмастăп-ши эп?
— Кирлĕ мара ан калаç, — янраттарсах кулса ячĕ Маша. — Лена вăл — чĕрĕ халап, утса çÿрекен юмах эппин. Çав пăсара кут старикрен темтепĕр илтет те — пирĕн пек айвансене хăратасшăн каласа парать. Старик сăмахне тĕпе хурсан пурăнмалла та мар. Лена та ăслах мар, мучи сăмахне ялан чĕре тĕпне вырнаçтарать. Вăхăтсăр çуралнă чун вăл, пĕр ĕмĕр маларах килмелле пулнă унăн çак тĕнчене. Ăна акса хăварнă ака-сухаçисем пĕлмесĕртерех ĕçленĕ куран: катăкрах çимĕç пухса кĕртнĕ. Атя эппин, сана алкум вĕçне çитерсе хăварам, унсăрăн капла ыранччен те уйрăлаймастпăр эпир.
Вĕсем çапла калаçа-калаçа подъезд еннелле утрĕç.
— Ленăна ахалех хăртатăн эс, Маша, — килĕшмерĕ Улька васкамасăр утнă май.
— Хăртмастăп, — кулчĕ Маша, — хăйне хăй пирĕшти пек таса кăтартасшăн, такана хырăм. Ача хыççăн ача ишсе выртма çуралнă тунката, ыттине кĕтме çук унран. Çÿпçине кура хупăлчи тупăннă, Сергее кам пулсан та юрать. Çав анкă-минкĕрен пуçне арăм тупайман, анра сурăх. Çавнашкал çынсене те турă пулăшать-ши?
— Ай, Маша, ытла та хытă калатăн-çке капла? — тĕлĕнсех кайрĕ юлашкинчен Улька. — Ху унпа тăванлă пуласшăн вутсăр çунатăн, Якур хыççăн таплаттарса çÿретĕн! Лена хăлхине кĕрсен? Якура каласа парсан? Эпĕ вĕсен пурнăçне çав тери ăмсанатăп, Лена пурнăçĕпе хамăн пурăнас килет. Маттур çынсем вĕсем. Упăшкам Сергей пек пулас пулсан ĕмĕрĕм иртиччен те сивĕ сăмах каласа кăмăлне хăварассăм çук эп унăнне!
— Эпĕ шÿтлесе çеç, — Улька умĕнче пытанарах калаçмаллине тинех сиссе илчĕ Маша. Ара, çак хĕр умĕнче, кăмăл-туйăмне витĕр ăнланса илмесĕрех, мĕншĕн уçса кăтартрĕ-ха вăл хăйĕн шăртлă чунне? Чăнах та Якурпа Лена хăлхине кĕрсен? Чĕлхин чаракĕ пур пек туйăнмасть Улькан, пĕр калаçма пуçласан пулеметпа пенĕ пек тăкать сăмахĕсене!
— Эпĕ вĕсене юратса çеç каларăм, — Улька енне тепĕр питне çавăрса та хучĕ Маша. — Шутсăр юрататăп çав тăлăхсене! Тĕрĕсне калатăн,