Николай Симунов: Ан йĕр эс, Лена

 

Николай Симунов


Ан йĕр эс, Лена (Туй)

Роман. Иккĕмĕш Кĕнеке.

Пĕрремĕш Пайĕ

Пĕрремĕш Сыпăк

Вăрăм сăрка юсавне юсăр лайăх тееççĕ.

Хĕр чухнехи пурнăçа — хăналăха тееççĕ.

—Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. V том

Sijen2

• Пĕтĕмĕшле аморальлĕх

• Ырă тĕслĕх  çук

Святослав Всеволодович пÿлĕмре пĕчченех. Кĕмĕл пĕрчĕсемпе укаланнă çÿçне сылтăм аллинчи тÿрипе ачашласа чÿрече патне пычĕ. Пĕр-икĕ эрне каялла çеç çутă симĕс сăрпа йăлкăшакан йывăç çулçисем сархайма пуçланă, паян акă вут-хĕм сирпĕтсе тăраканнисем те курăнкалаççĕ: часах шартлама сивĕсем килсе шартлаттарасси те куç умĕнчех. Юрать-ха кĕрхи çил кахалланса ĕшнере выртать, унсăрăн çав вĕлтĕрти çулçăсем сарă çумăр ташшинче киленнĕ пулĕччĕç.Малаллине вулас

Çăкăр

Юрий Артамонов


Амăшĕ каçхинех кăвас хурса лартать. Ирхине вара туратсăр, типĕ, малтанах хатĕрлесе хунă яп-яка пуленкесене суйласа илсе васкамасăр вут хутса ярать, унаса хунă çавра çăкăрсене таса пир татăкĕпе витет, вĕсене кăмакана хывиччен яланхи йăлипе яшка, хура чугунпа çĕр улми пĕçерме лартать, выльăх апачĕ хатĕрлет, шыв вĕретет. Çаксем пурте вĕреме кĕрсен, пиçсен йăлтах пĕр енне, кĕтеселле, вырнаçтарать, кайран-малтан ан кансĕрлеччĕр тет ĕнтĕ. Унтан çунса пĕтеймен вутпуççисене тимĕр хĕскĕчпе хĕстере-хĕстере картишĕнчи шыв валашкине тухса пăрахать. Павлик, кăмака çинчен пуçне аялалла усса пăхса выртаканскер, амăшĕн кашни утăм нех сăнать, веçех курать.Малаллине вулас