Митта Ваçлейĕ: Вунтăваттă Çапсан


Вунтăваттă Çапсан

— Çапать кун чапĕ вунтăваттă,
Салам Пĕрремĕш апреле!
Ĕнтĕ ман хурлăхлă йăва та
Пăртак çуталчĕ темелле.

Чуна уçса, пăлхавлă варкăш
Кĕрет хĕç карнă кантăкран.
Тĕнче ăшши кунта та пур кăшт,
Чĕре таппи чарăнмасан.
 
Туятăп, ав, каплам-капламăн
Мăн Атăлта тапраннă пăр.
Эиир хăçан çапла, тăванăм,
Çĕр чĕтретсе тапранăпăр?
 
Çĕклен, кам выçлăх, кам чуралăх
Кунне текех курасшăн мар.
Вăркать ăшчик, çунать хаярлăх,
Пĕр харăс çапăçма тухар!—
 
Çапла вăл, алăкăн-тĕпелĕн
Утса, хăйпе хăй сăмахлать.
Пĕрре çиçсе илет хĕвелĕн,
Тепре сĕм каç пек шăмарать.
 
Е, акă, темĕскер астунăн,
Пуçне тытать ик аллипе.
Çунат, çунат пулинччĕ унăн,
Ытла та мăшкăл каплипе.

Çилкайăк евĕр, тăвăл умĕн
Çÿресчĕ тинĕс çийĕпе;
Е, хум пулса, пăлхавăр кунĕ
Тапасчĕ аскăн çилĕпе…
 
Ларать пĕччен пĕр камерта вăл,
Кун хыççăн кун ахаль иртет…
Жандарм калать: «Семенов, тайăл!»
Семеновĕ: «Эп — Тайăр!»—тет.
 
Ĕнтĕ çулталăк тыттармаççĕ
Ăна хутпа кĕнекене.
Чи пысăк хурлăх çакă мар-ши
Пăртакçă ăс пĕлекене?..
 
Шарланкă тăраймасть кĕрлевсĕр,
Вĕçмесĕр пурнаймасть хăлат.
Çырман поэт чăн-чăн телейсĕр,
Вăл, пулă пек, типпе юлать…
 
— Ак çапрĕ, çапрĕ вунтăваттă,
Хускалнă вăй мăн Атăлта.
Çĕклентĕр тĕлĕрнĕ хăватăм,—
Çур кунĕ ялтăрать тулта!
 
Тăп-тăп пусса, кал-кал утам-и,
Кисрентĕр цементлă урай.
Çĕлен пек сăнчăрăн ытамĕ
Ан пустăр кăкăра пĕрмай.

 
Ăçта эс, вутлă чăн сăмахăм,
Илемÿпе мана çутат!—
Çапла вăл тăлăххăн-хăраххăн
Кун-кунласа утать, утать…
 
Çук, халь ĕнтĕ вăл тăлăх мар тек:
Вăл туйрĕ турă пуррине…
Ĕмĕрлĕхех поэт ăнкарчĕ —
Çав турă юрă иккенне!
 
Ĕнтĕ тулать пек хĕсĕк пÿлĕм
Хăватлă юрă-сăвăпа.
Пăхăнтаруллăн, çĕнтерÿллĕн
Кĕрлет йыхравлă йĕс труба.
 
Пĕр харăс уççăн хуравлаççĕ
Ăна хĕн-хурлă флейтăсем.
Чĕнет, хистет, янрать мăнаçлăн
Фанфара, кĕвĕ ÿснĕçем.
 
Çĕр çĕмĕрсе маттур çар умĕн
Утса килет мăн параппан.
Вĕçĕ-хĕррисĕр халăх хумĕ
Тапса тăрать пур урамран…
 
— Аркат, çунтар, тĕп пултăр хурлăх,
Эпир çĕн никĕс хывмалла.
Мĕнпур тĕнче, пур ырлăх-пурлăх
Сана çеç, халăх, пулмалла.
 
Герой-и, турă-и, патша-и,—
Пире никам та çăлас çук.
Ху тивĕçне ху çапăçса ил,
Шаккар-ха тимĕр хĕрнĕ чух!—
 
Çапла вăл алăкăн-тĕпелĕн
Кун-кунласа хутлать, хутлать.
Чăваш çĕрне хăват кĕртмелĕх
Вут хĕç пек сăмахсем тупать.
 
Вăл тăлăх мар, вăл паттăр çарăн
Мухтавлă юррине илтет.
Жандарм калать: «Семенов, чарăн!»
Поэт: «Юрра чараймăн!» — тет.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.