Çĕнĕ хулари мыльнăй опера


Николай Симуновăн “Ан йĕр эс, Лена (Туй)”

(Пăхса илмешкĕн е куçмашкăн кунта клик тăвăр)

кĕнеки çине шухăш


Сюжет:
★★★★★
Чĕлхе илемлĕхĕ:

★★★★☆

Шухăшĕ:

★☆☆☆☆

Ырă тĕслĕх:

★☆☆☆☆

Кичем пулсан, е пурнăçа сăнама юрататăр пулсан Николай Симуновăн çĕр пине яхăн сăмахлă романĕ сирĕн кăмăлăра кайма пултарĕ. Юрату романĕйех-и калама пултараймастăп. Романри пулăмсем Совет союзĕ арканса юхăннă вăхăтра, Çĕнĕ Шупашкарта пулса иртеççĕ. Ку хутĕнче тĕп герой – Маша, роман ятĕнчи «Туй» та унăн ĕмĕчĕ.

Усалпа ырă çинчен ăс парса çырма юратакан автор шутласа кăларнă тĕнчере Маша ырă маррисен шутĕнче. Тăлăх ÿснĕ Ленăн телейне ăмсанса (романăн кунчченхи кĕнекисем), ун пек ăраскалшăн кĕвĕçсе вăл унăн пурнăçне тем те пĕр хăрушă усал ĕçпе те аркатма хатĕр: «Мĕншĕн саккунĕ хытă-ши, май пулсан Лена пек хитре айвансене пурне те пĕр шелсĕр автоматпа шатăртаттарса тухнă пулăттăм. Пурăнма кансĕрлеççĕ вĕсем».

Ытар Мучи – ырă мучи?

Автор е тата нумай çын Ытар мучире Машăна хирĕçле ырă сăнар курма пултараççĕ: вăл йăла-йĕркене хисеплет, çут çанталăка сума сăвать тата ытти те. Анчах пирĕн шутпа, вăл Симуновăн кăна мар, чăваш хушшинче уйрăмах çав тапхăрта хуçаланакан ăс-хакăл ăшăхлăхне куç умне тăратать.

Ытар мучи пек демагогсем хăйсем ватă пулнипе тем те пĕр суя та вĕрентсе çÿреççĕ. Шкулта чăваш литератури вĕреннĕ чухне те пире вĕрÿ-суру чĕлхи, темтепĕр анахронизмла кирлĕ мар уяв çинчен пуплетчĕç. Ку хайлав çав «пĕлĕве» пухкăчĕ. Кунти персонажсем те вĕреççĕ, сураççĕ, вилнисене эрех-сăрине тăкаççĕ, апат-çимĕçне татса пăрахаççĕ. Ытар мучине ĕненсен «Ĕлĕкхи вăхăтра ялта çеç мар, таврара та эрехрен вилни» пулман. Кун пек «вĕрентÿçĕсен» ялан пĕр юрă: «Чăваш çыннине такам пăсса ячĕ». Ытти халăха хурласси те пулнă-ши ĕлĕкрех?: «Йăлтах çынлăхран тухса каятпăр-и-ха? Çак çĕнĕ хулана пула мĕнпур çĕртен çынсем килсе тулчĕç. Вырăсĕ е ытти халăхĕ çын вĕлерсен те чăваш çине йăвантараççĕ, мĕншĕн тесен ĕç-пуç Чăвашра пулса иртет».

Чăваш вăл ырă, йăваш текен мифа Симунов хăй аллипех çакăн пек романсем çырса чĕрсе пăрахать. Ĕç-пуç Маша тавра пулса иртет терĕмĕр. Вăл вара чăваш. Чăвашра тем тĕрлĕ усал пулнă та, пур.

“Кирлех пулсан сана вĕлерме те иккĕленсе тăмастăп. Кам эпĕ? Чăваш!”

Маша кăна мар, ытти персонажсем те Ытарăн суя юмахне, уйрăмах питĕ аван çырнă диалогсенче, тĕрĕссипе тиркеççĕ: «Паянхи чăваша та йăваш тесе калаймăн. Акă эпĕ хамах илетĕп: кирлех пулсан сана вĕлерме те иккĕленсе тăмастăп. Кам эпĕ? Чăваш!». Ытарăн ăсĕ арпашăнчăк пулни çакăнтан курăнать: чăнлăха сирсе, чăн-чăн расист е нацист пек хирĕç каласа хурать «ыр мучи»: «Санра чăваш юнĕ тапать. Чăваш çынни вара йăваш ята ахаль илтмен. Чĕрÿнте аçупа аннÿ юнĕ юхать пулсан çын вĕлерме пултараймастăн эсĕ, Ваççа ачам. Ман умра паттăрланса ан тăр. Хыт кукарлăху, непĕсÿ вара — чăвашла мар».

Саккун пулса çÿрекен çакнашкал светтошшăсене курса ÿснĕ ачасен хуравĕ пĕрре: «Мана урăх ачам тесе ан кала, сан пек йăх-яхăн ачи пулас килмест». Чăн та, 19 ял вырăнĕнче çĕкленнĕ Çĕнĕ хула çумĕнчи пĕччен ял çынни пулса юлнă Ытар мучин хăйĕн ачисен тĕсĕ-йĕрĕ те çук. « Хамăннисем ăçтине те пĕлекен çук» – тет вăл. Темшĕн-çке «Эх, ачам, сăмаха пурте ман пек вырăнлă каласанччĕ! Эпĕ тĕп-тĕрĕссине кăна калатăп, çавăнпа мана хăшĕ-пĕрисем юратаççĕ» тесе мухтанса каппайланса, тата « Эсир пурсăр та хĕсĕр кĕсресем», тата « Нимле намăс-симĕс те юлман чăвашра» тесе ыттисене тиркесе, çынсен çăварĕсене «ытлашши ан кала, хĕрĕм» хуптарса çÿрекен мучи хăйĕн намăсне курмасть. «Çамрăк çын йăнăш çулпа утнишĕн амăшĕ айăплă мар, вĕсене усал-тĕсел ертсе çÿрет, кирлĕ мар ĕçсем тутарать» – тет вăл.

Хăйне хăй хирĕçлекен çакăн пек айван персонажа чăвашлăхăн тĕреклĕхĕ вырăнне хуни романăн чи пысăк тата наркăмăшлă çитменлĕхĕсенчен пĕри. Ун тавра ĕрчекен мимесĕрлĕхсемпе танлаштарсан Маша харсăр та чĕрĕ сăнар. Таçти юмахри, ытарлă мифри чăваш мар, чăн пурнăçри чĕрĕ чăвашсен техĕмлĕ тути-маси те шăпах хаяр персонажсенче курăнать.  Машăн амăшех Ленăпа Якура «сăмакун каяшĕ» тесе пат татса хурать, «Эрех çÿпçинчен урă çын çуралмасть» тет. Шăпах çак çÿп-çапа, хăйĕн ачисене мар, пăхать Ытар мучи. Анчах çав хушăрах пĕр намăссăрах «Сан ачусемшĕн ют арçын нихăçан та тăван ашшĕ пулаймасть! … ют çын ачине хăвăн ачу пекех юратма вĕрентеççĕ. Пурнăçра вара ун пек мар», тет. Якур е Ленă вырăнĕнчи ачан вырханмалла марччĕ-и çакна илтсен. Романăн аслă идеинчен – алкоголик, хурах çемйине çуралнă ачасем те – Лена тата Якур – «çăл шывĕ пек таса пулаяççĕ» – мĕншĕн пăрăнать-ши автор? Тен, хăйне хăй хирĕçленĕ пирки.

 Морализм?

Тутартстанра çуралса çитĕннĕ Симуновăн тытнă тĕнне пĕлместĕп. Асран хутран пĕр-ик христианла символ, темиçе тĕслĕ мусульманла сăмах тата шухăш пур, анчах ытларах чухне чăвашла халăхла ĕненÿ палăрать: шăпаран иртейменни, вĕрÿ-суру, ваттисене асăнни. Романăн пур персонажĕ тенĕ пекех, турра кĕл туса тав тăвать. Çапах та чăн тĕнпе пурăнакан, ыттисем валли тĕслĕх пулма тивĕçлĕ, пĕр лайăх персонаж та çук. Ленăна тем пек ырă кăтартма тăрăшсан та, шутласа пăхсан Дашăпа Машăран чăнах та хăш енĕпе лайăхрах? «Çук, Лена хăйĕн куççулĕпе халиччен мĕнпур çылăхне çуса тасатнă, турă умĕнче ун нимле айăп та çук!» – тет. «Турă мĕншĕн хута кĕмест-ши? Ним туса та çылăха кĕмен-çке вĕсем? (Сергейпа Лена). Анчах вулакан Сергейпа Лена вăрттăн çылăха – укçа вăрласа – кĕнине сăнать. Пĕртте çылăхсăрскерсем мар.

Эппин, кашни страницăра та тенĕ пек турăна асăнни, çак роман авторĕ тĕне пĕлнине пĕлтермест. Ырă та черсен пек кăтартма тăрăшакан персонажсен çитменлĕхĕсене курмăш пулса çырни те романра сăнланă, Чăвашра паянхи кун та тăтăшах пулса иртекен ĕç-пуç сăлтавĕсене ăнланса илме май памасть. «Ытла та тĕреклĕ, нихăçан та типсе хăрмалла мар тунă иккен чăвашлăхăн тымарне! Ан тив, халь вăл йăвашланнă-ха, анчах паянхилле чĕрĕлме пуçласан часах вăй илсе сарăлĕ, тĕрекленĕ! Ытар мучисем вилсе пĕтмен-ха!» текен айванла шухăш – сарă стеклоллă куçлă кăна, мĕншĕн тесен кунти теп героиня Маша. Тĕрĕсех астăватăр пулсан, Нарспи те чунилли кăначчĕ.

 

Çĕнĕ хулари мыльнăй опера” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.