Тупмалли
1 пай: 1 сыпăк | 2 сыпăк | 3 сыпăк | 4 сыпăк | 2 пай: 1 сыпăк | 2 сыпăк | 3 сыпăк | 4 сыпăк
Николай Симунов: Ан йĕр эс, Лена (Туй)
1 пай
1 сыпăк
Святослав Всеволодовчи училище директорĕ. Ун патне Артамонов учитель пырса ĕçрен хăтарма ыйтать. Çĕпĕре тухса каясси çинчен пĕлтерет. Укçа сахал илнĕшĕн пăшăрханать. Директор малтан Çĕпĕр унăн пурнăçне пăсса хуни çинчен каласа парать, ан кай тесе ÿкĕте кĕртме тăрăшать, заявление алă пусса ирĕк парать. Машапа Даша пырса кĕреççĕ. Вĕсем кунта вĕреннĕ Лена ятлă хĕрĕн тантăшĕсем мĕн, тусĕсем мĕн. Вĕсем те училищене института кĕриччен вăхăтлăх вырнаçасшăн. Лена çинчен япăх калаçаççĕ. Директор училищене те конкурс урлă кăна илесси çинен татса калать. Хĕрсем стадион çумĕнче настойкапа сăра ĕçме каяççĕ. Унта ик каччăпа паллашаççĕ те малтан общежитине каясççĕ, анчах вахтер вĕсене кĕртмест, унтан пĕр ача патне хваттере кайса эрех ĕçеççĕ. Хĕрсем çарапакка çывăрма кĕрсе выртаççĕ. Ăнсăртран килхуçи ачан эрехе ернĕ амăшĕ килсе кĕрет, кусене курсан тухса каять. Ирпе Варук (ача амăшĕ) Света тусĕпе килсе кĕрет, хăйĕн ачи Света патне каять. Кусем пĕрле ĕçеççĕ.
Директор Ленăна киле пурăнма илнĕ Ытар ятлă старик пирки лайăх шухăшлать. Анчах Ытарпа пулса иртекенсем вулакана кăшт виçеллĕрех, пурне те ĕненмесĕр, тăрă ăспа хакламашкăн юрăхлă. Ваççа ĕçсе лартнă, ун тĕлне Ытар пулать. Ваççа Ытара тарăхнă, мĕншĕн тесен гаражра сăмакун юхтарнăшăн Ытар милицисене чĕнтерсе гаража ухтарттарнă. Милицисем укçалла штраф çырса панă. Ытар эрех вăл вилĕм шывĕ, вăл пулмасан ĕçекен те пулмĕ текелесе Ваççана хăй тĕрĕс тунă тесе ÿкĕте кĕртесшĕн. “Ачам” тет. Ашшĕ-амăшне каласа пама пулать. Ваççа суймасăр хăй шухăшланисене пурне те калать вара Ытара, тытса аяк пĕрчисене шутлас килет ун çак ватăнне. Ку диалог питĕ лайăх. Унта Ытар ухмахлăхĕ, вăл усал чĕрелле персонаж, хăйĕншĕн кăна тăрăшакан “святоша” пулни лайăх палăрать. Симунов ăна хитре ÿкересшĕн пулсан та. Ÿкĕте кертейменнипе аптранăскер вăл та Ваççа пекех вилĕмпе хăратма тытăнать. Ваççа чышкăлассипе хăратать, Ытар влаçа, е ашшĕ-амăшне, е ял халăхне каласа парса тĕрмене хуптарассипе. Ваççа тĕрĕссипе кулать кăна. Ним тума аптранă старик урăх темă çине куçса каять. Хĕрарăмсем те вĕлереççĕ тет вăл. Ваççа çапла каланишĕн çилленет, мĕнле-ха ват старик урăххисем пирки çапла калама пултарать. Хăйне хăй тÿрре кăларас шанчăк тупса ват “священник” проповедь вулама пуçлать. Унăн та арăмĕ ача прахнă имĕш. Йывăр ĕç туса. Ытар асăрхаттарнине пăхмасăр. Ваççан вара арăмĕ темиçе хут та ятарласа ача пăрахтарма çÿренĕ. Ваççа ăнсăртран ача ÿкнине çылăх пек курмасть, хăй арăмĕн ĕçне çылăх пек курать. Ытар лăпланать те, лăплантарать: лайăх вăл санăн арăм тет. Унччен Ваççа ашшĕ-амăшне Ваççа сăмакун юхтарса сутни çинчен те каламĕ пек пулса çемçелсе каять. Мĕншĕн-ши? Е хăйĕн арăмĕ те пулин Ваççа арăмĕнчен святтойрах пулнине курса-и. Кунта Ытар чунĕн вĕтĕлĕхĕ лайăх сăнланса юлать.
Ун хыççăн Маша персе çитет. Ытар ăна палласах каймасть, анчах Лена ăçта пулнине ыйтмасăрах сутать. Дашăн тантăшĕн пулнине чухласан вара, Дашăпа пулнă пăтăрмаха аса илтернĕ пек наркăмăшлăн калакаласа аса илтерет, хăех кÿрентертĕм пулсан каçар тесе хурать. Лена пырса çитет. Машăна ăсатма тухать. Даша Маша урлă Ленăран каçару ыйтать имĕш. Лена та алхапăлах каçартăм, салам кала тенĕ пек пулать. Хăй ăшĕнче вара каçару куçа-куçăн пулмаллине пĕлет-ха. Даша ача парахтарасшăн иккен, Ленăн пулăшăвĕ кирлĕ. Унччен вара Лена контрацепци усă куртăр тенĕ имĕш, Даша итлемен пек вара. Маша кайсан Ытарпа кăшт калаçкаларĕЛена. Ытар хĕрсене “йĕксĕк”сем тата ытти хаклавсем пачĕ.
1 пай
2 сыпăк
Сережа сывлăхĕ самайланать. Ленă ача çуратма хатĕрленет. Ытар мучи Ленăпа ачине пăхмашкăн Люба ятлă пĕлĕшĕ патне каять. Любăн упăшки тĕрмере, пурнăçĕ юхăннă. Киле пынă чухне Ытар мучи Елюк тантăшне кура каять. Карчăка килĕнчен кăларса янă иккен, вăл виличчен тăван вырăнсене курасшăн çÿрет. Ытар мучи ăна хăйĕн патне пурăнма тата Ленăн ачине пăхма чĕнет. Лена шăллĕ Якур таврăнать.
1 пай
3 сыпăк
Мучипе карчăк анкартинче чакаланнă май, Ытар мучи хальхи шкулсене сăмахласа тăкать, çамрăксене пурне те пĕр пек “тăвасшăн”нине тиркет. Çуратнă Лена патне хулана тухса каяççĕ. Сережа палатинче ĕçтешĕсем лараççĕ. Пуçтахла ĕç нумйланса кайни пирки пуплеççĕ. Ытар мучи килсе кĕрет те Лена ывăл ача çуратни çинчен пĕлтерет. Эрех çуккипе мандарин сĕтекĕ ĕçеççĕ. Ытар мучи йĕрĕнет, тиркесе тăкать, мораль ăнлатма пуçлать. Сергее те больницăран кăларĕç, анчах савăннипе пĕрле çемйине епле тăрантарасси пирки те шухăшласа пăшăрханмалăх пур. Якур кĕрешÿ секцинчен Ленăна курма васкарĕ. Чечек çыххи тата “Ача-пăча тĕнчи”нчен мĕн те пулин илес терĕ. Патшалăх лавккинче ним çуккине курсан коммерци лавккине кайрĕ, анчах питĕ хаклă, Якурăн укçи çитмест. Сутуçă милицине жалоба парасшăн пулать. Больницăна çитсен малтан Сергей патне кĕрет, вара иккĕшĕ Лена патне каяççĕ… Ытарпа Елюк пурнăç улшăнса кайни пирки пуплеççĕ. Сергей Лена хушнипе пытарса хунă тĕркеме илет те килне васкать. Çак тĕркемрен нумай укçа тухать. Дашапа Маша Якура капкăна лектерме каварлашаççĕ. Якур Машăпа тĕл пулма килĕшет.
1 пай
4 сыпăк
Якур училищене физрук пулса ĕçе кĕрет. Дашăпа Маша та университет шухăшне пăрахăçласа училищĕне каяççĕ. Святослав вĕсене саламлать. Ĕç хыççăн Даша Яшăна чарса тăратать те, Маша хайхи каччăшăн вутсăр çунни пирки каласа тăкать, анчах Якур “манăн савнă хĕр пур, вăл килет” тесе хăнт та тумасть. Ытарсем Любăн чăххи-автанĕсене яла куçарса килеççĕ. Ытарпа Елюк упăшкаллă-арăмлă пурăнма канашлаççĕ…
2 пай
1 сыпăк
Якур патне тахçанхи юлташĕ – Моряк хушма ятлă Денис Ухтияров килсе кĕрет. Вăл Якур пекех çамрăк пулин те, тĕрмере темиçе хутчен ларса курнă хыççăн самай ватăлнă. Ăна Якур училищене ĕçе кÿртесшĕн пулчĕ, Святослав та Якура, хăйĕн пекех çемçе чунлă пулнăшăн мухтанă пекки турĕ. Анчах тĕрмери ача тунчĕ, Козьмодемьянска тухса кайрĕ. Маша вара хăй ĕçĕнчен тунмарĕ, темиçе хутчен Якур çумне çулăхрĕ, анчах Якур вĕçĕм Оля пирки аса илет. Хăй юнашар пулмасан та унăн чĕринче те иккен вăл. Маша çакна тăрăхласа хăй те вĕçĕм ăсĕпе Якурпа пулни çинчен каласа хучĕ, мĕншĕн Якур сисмест-ши. Юлашкинчен Маша çĕнĕ план шутласа кăларчĕ: Якура подъезчĕ умĕнче икĕ юлташ каччăпа сыхларĕ. Якур килес умĕн вăшт! уйрăлчĕ, каччăсем Якура çулне пÿлсе хупăрларĕç. Маша вара çăлма килнĕ пекки турĕ. Якура хăйĕн патне кĕртме ыйтрĕ. Ку хутĕнче Якур чăтаймарĕ. Малалла сăмах ватăсем мĕн хăтланни çине куçса кайрĕ. Ытарсем патне Сергей пычĕ, хăй пĕр ĕçе кĕрĕшесси пирки пĕлтерчĕ. Хăйĕн ăшĕнче вара çав пахчара тупнă укçашăн савăнни кăна, мĕншĕн тесен юраллă ĕç çук, укçи вара кирлĕ. Тен ÿкĕнмелле пулĕ, анчах халĕ савăнать. Унтан Ытарпа арăмĕ Елюкăн çуралса ÿснĕ ялне курма каяççĕ. Унта тантăшĕ Сăпани пурăнать. Ял та, карчăк та юхăнса кайнă. Ĕни валли хĕл каçмалăх утти çук. Ытара вăл çак питĕ юратнă ĕнине усрама илтĕр тесе тархасларĕ. Киле Ытарсем ĕнепеле таврăнчĕç.
2 пай
2 сыпăк
Маша Якурпа юлташ пулса çывăхланса каять. Каччă ăна Ольги пирки йăлт каласа кăтартать, сăнÿкерчĕкĕсене кăтартать, çыру çÿретнине ăнлантарса парать. Якурпа Машăна пĕрле Ытар та, Лена та кураççĕ. Анчах арлă-арăмлă хутшăну çук. Намăс чирпе (ар хутшăнăвĕ урлă ерекен чирпе) аванмарланса кайнă Даша хăйĕн тантăшне Якур килĕштерекен хĕр сăнарне пурнăçлама вĕрентет – сăпайлă, лăпкă. Якур çук чухне çырăвĕсене вулакан Маша ун çинчен, унăн шухăшĕсене пĕлет, чĕлхине те çавна кура якатать. Ольга Якур вырăнне урăххине качча тухнăшăн чиркÿре ÿкĕнсе Мускавран Шупашкара килме тухать. Анчах ун телеграмми Маша аллине лекет те, ÿкĕннĕ хĕрарăма Машăпа хулигансем кĕтсе илеççĕ, хăратаççĕ, каялла тухса тарма хĕтĕртеççĕ. Якур пурпĕрех кĕтет, çакă Машăна тарăхтарса ярать. Вара вăл палланă почтальонпа канаша кĕрсе савнийĕ патне Мускава кайса килме хатĕр сĕмленекен Якур патне Ольăран пек суя çыру ярать, Оля Якура манасшăн, текех нимĕн те пулмĕ тесе çыркаланисене вуласан каччă Оля мĕншĕн пĕрре пĕр майлă, тепре шухăшĕсене улăштарнине ăнланса çитеймест.
2 пай
3 сыпăк
Ытар патне Вăкăр Ваççи бульдозерпа юр тĕксе тасатма килсе мучие тĕлĕнтерсе ярать, пурте апатланнă чухне Турра тав тăваççĕ, Ытар тахçан каланисем те Ваççа куçне уçнă имĕш, иккĕш мирлешеççĕ. Лена пĕччен ача пăхса ларнипе ывăнать, ун патне Маша тата Улька килме пуçлаççĕ. Машăна Миша енчен пăтăрмах килет. Хайхи капитанăн вăрă-хурахĕсенчен Джек унпа пĕрле пуласшăн, Миша хĕре уçăлма илсе каяп тет, анчах хайхи Олькăна хăратнă хваттере леçет те Джекпа паллаштарса ÿсĕртет. Хĕр парăнмасть. Мишăна милицирен пулăшу ыйтам-и тесе сĕнет. Миша иртсе кайĕ-ха тесе шанать. Машапа Миша Йошкар-Олана Дашăна шырама каяççĕ, анчах тупаймаççĕ. Йошкар-Ола хыççăн Маша Улька патне каять. Кайран Якур патĕнче çĕр каçать. Миша патне кĕтмен çĕртен каллех Джек пырса çитет, хăйне тăрантма, ÿсĕртме хушать, Мишăна ăна вĕлерес шухăш астарать. Анчах хăйне тĕллĕн пистолетпа вĕлерес вырăнне вăл юлташĕсене чĕнсе ÿсĕр Джека шăннă Атăлăн пăрĕ айн тăвас тет, çапах та хăйне йĕрлесе тупакансем пулĕç тесе хăранипе, çывăхри поликлиникăна пăрахса хăварма хистет. Анчах çĕрле Джек каллех Миша патне персе çитет.
2 пай
4 сыпăк
Ленăн ачи чирлесе ÿкет. Унчченхи сыпăкра Машапа Улька юри чÿрече умне тытса шăнтнă пиркиех пулĕ. Ачана реанимацине кĕртсен, Ленăна та инсульт пулма пуçлать. Якур сессине Петербурга тухса каймалла. Пуринпе те сывпуллашрĕ, Маша кăна юри Якур патне пымарĕ. Якура шухăшлаттармалăх сăлтав шыраса, Улькине илсе Лена патне кайре, унта Ленăпа пĕчĕк ачи Петĕрккешĕн питĕ кулянса ÿкни çинчен роль туса кăтартрĕ. Лена та Машăна Сергей умĕнче тус теме пуçларĕ. Даша Йошкар-Олана лавккасем тăрăх çапкаланмалăх, ун хыççăн Козьмодемьянска каймалăх кăна çул тытнă иккен. Çула май вăл Алешапа паллашать, каччă ăна менельнике чĕнет. Хĕр килĕшмест, анчах Алеша ăна Йошкар-Олара тупать те, хăйпе пĕрле килнĕ икĕ хĕр ÿкĕчĕпеле вăйпа тенĕ пек дачăна илсе каять. Даша Алешапа пĕрле выртмасть, Алешăн ырă кăмăлĕнчен, хăйне вăйпа хĕсĕрлеменнинчен тĕлĕнет. Козьмодемьянска кайнă чухне çамрăксене гаишниксем чарса штраф çыраççĕ, каччăсен укçи çитменнине кура Даша парать. Кайнă тĕле çитсен куншăн ÿкĕнмелле пулать унăн: куккăшĕ дежурствăра, килĕнче никам çук, гостиницăра вырнаçмашкăн та укçа юлман. Маршруткă кĕтсе тăнă чухне, ун тĕлне Денис, Якурăн тĕрмере ларнă юлташĕ пулать, çавă Дашăна хăйĕн патне, общежитири пÿлĕме ертсе каять. Уççăн калаçаççĕ. Дашăн чирĕ çинчен пĕлсен, Денис хайхине больницăна ан кай, килтех сиплен, тухтăр чĕнетĕп тесе шантарать. Килекен тухтăр вара Дашăн куккăшĕ пулать. Даша малтанах намăсланать, анчах кайран кун пек пулса тухнăшăн питĕ савăнать, турра тав тăвать. Ленăн ачин чирĕ йывăр иккен. Больницана килсе Маша ăна хăй Сергея машинипе пĕр хĕрарăма леçни çинчен каласа парать. Сергей килсен Лена кĕвĕçнине каласа кăтартать те Сергей “машинине сутатăп” тесе тухса каять, анчах ăна подъезд патĕнче Тамара, шăпах çав хĕрарăм кĕтсе илет, хваттерне телевизор леçтерме ыйтать. Тамарăн кÿрши кусене курсан ятлаçма тытăнать, мĕншĕн тесен вăл Ленăна паллать, больницăра выртнине пĕлет, Сергей та хăйĕн упăшки аскăнланса тата ĕçкĕре çÿренипе танлаштарса арçынна вăрçса тăкать. Киле таврăннă чухне Сергейăн Тамара тепре кайса курас килет, ун патне хваттернех каять. Юлташла кăна калаçнă хыççăн Сергей ашшĕ-амăшĕ патне те кĕрсе тухать, кайран киле çитсен укçа пĕтнине мĕнле майлаштармалла-ши тесе пуçне ватать, çав хушăра милицисем килсе кĕреççĕ, инспеторăн Сергейпа вăрттăн калаçмалли пур иккен. … Якур сесси вăхăтĕнче Оляпа тĕл пулаймарĕ, Шупашкара çитсен аэропортра ăна Маша кĕтсе илчĕ, вара вĕсем пĕрле çĕр хута Якур килне кайрĕç. Маша Оля пирки пĕлсен савăнăçне пытарса, хăйне Якуршăн çунакан, анчах Якур ăна сивленишĕн асапланакан рольне вылярĕ, Якур ăна сиввĕн ыталаса илсен, Маша хайхискере хĕрÿллĕн ыталаса чуп тума пуçларĕ. … Дашăран çыру килет те, Маша хайхискерĕн амăшĕнчен укçа илсе Козьмодемьянска кайса килет. Килнĕ килменех училище директорĕ ăна кĕтмен хыпар пĕлтерет, вăл Ытар мучипе пĕрле Маша ашшĕ-амăшĕ патне хăта пулса килĕ. Машăн планĕ тулчĕ – вăл Якурпа пĕрлешет… Якур сессире чухне çырса янă çыру Оля аллине лекет. Малтан Оля усал сăмах каласа çырăва лÿчĕркесе перет, анчах темĕнле вăрттăнла вăй ăна çав çырăва вулаттарать. Якурпа телеграф урлă çыхăнма тăрать, пулмасть. … Туйне чăвашла Ытар мучи килĕнче ирттереççĕ. Савăнăç пынă çем тăруках татăлса ÿкекен хĕрарăм сасси каять. Вăл – Оля. Якур ун патне васкать, Маша кайса ÿкет.
[…] Кĕске содержанийĕ | Рецензи […]
КилĕштересКилĕштерес