Çĕнĕ хулари мыльнăй опера

Николай Симуновăн “Ан йĕр эс, Лена (Туй)”

(Пăхса илмешкĕн е куçмашкăн кунта клик тăвăр)

кĕнеки çине шухăш


Сюжет:
★★★★★
Чĕлхе илемлĕхĕ:

★★★★☆

Шухăшĕ:

★☆☆☆☆

Ырă тĕслĕх:

★☆☆☆☆

Кичем пулсан, е пурнăçа сăнама юрататăр пулсан Николай Симуновăн çĕр пине яхăн сăмахлă романĕ сирĕн кăмăлăра кайма пултарĕ. Юрату романĕйех-и калама пултараймастăп. Романри пулăмсем Совет союзĕ арканса юхăннă вăхăтра, Çĕнĕ Шупашкарта пулса иртеççĕ. Ку хутĕнче тĕп герой – Маша, роман ятĕнчи «Туй» та унăн ĕмĕчĕ.

Усалпа ырă çинчен ăс парса çырма юратакан автор шутласа кăларнă тĕнчере Маша ырă маррисен шутĕнче. Тăлăх ÿснĕ Ленăн телейне ăмсанса (романăн кунчченхи кĕнекисем), ун пек ăраскалшăн кĕвĕçсе вăл унăн пурнăçне тем те пĕр хăрушă усал ĕçпе те аркатма хатĕр: «Мĕншĕн саккунĕ хытă-ши, май пулсан Лена пек хитре айвансене пурне те пĕр шелсĕр автоматпа шатăртаттарса тухнă пулăттăм. Пурăнма кансĕрлеççĕ вĕсем».Малаллине вулас

Кĕске содержани: Ан йĕр эс, Лена

Николай Симунов: Ан йĕр эс, Лена (Туй) 

1 пай

1 сыпăк

Святослав Всеволодовчи училище директорĕ. Ун патне Артамонов учитель пырса ĕçрен хăтарма ыйтать. Çĕпĕре тухса каясси çинчен пĕлтерет. Укçа сахал илнĕшĕн пăшăрханать. Директор малтан Çĕпĕр унăн пурнăçне пăсса хуни çинчен каласа парать, ан кай тесе ÿкĕте кĕртме тăрăшать, заявление алă пусса ирĕк парать. Машапа Даша пырса кĕреççĕ. Вĕсем кунта вĕреннĕ Лена ятлă хĕрĕн тантăшĕсем мĕн, тусĕсем мĕн. Вĕсем те училищене института кĕриччен вăхăтлăх вырнаçасшăн. Лена çинчен япăх калаçаççĕ. Директор училищене те конкурс урлă кăна илесси çинен татса калать. Хĕрсем стадион çумĕнче настойкапа сăра ĕçме каяççĕ. Унта ик каччăпа паллашаççĕ те малтан общежитине каясççĕ, анчах вахтер вĕсене кĕртмест, унтан пĕр ача патне хваттере кайса эрех ĕçеççĕ. Малаллине вулас