Максим Горький
I
Эрхип мучипе Лёнька тирĕксем кашласа ларакан урама çитсе тухрĕç. Йывăçсем хушшипе пÿрт тăррисем, хÿмесем курăнаççĕ. Ыйткалакансем ĕшенчĕклĕн тайкаланса урамалла кĕрсе кайрĕç.
— Пĕрле кайăпăр-и, Лёнька, е уйрăммăн? — ыйтрĕ кукашшĕ. — Пĕрле лайăхрахчĕ. Ытла та сахал параççĕ сана. Пĕлместĕн-çке эсĕ ыйтма…
Лёнькăн кукашшĕпе пĕрле каяс килмерĕ. Ытла та мĕскĕнленсе курпунлансах ларакан кукашшĕ ăна йĕрĕнтерет темелле-ши…
— Апла уйрăм каятпăр-и?
— Уйрăм…
— Чиркÿ патне пыр эппин кайран.
— Юрать.
Эрхип мучи сулахаялла, пĕр тăкăрлăкалла, пăрăнчĕ. Лёнька малалла утрĕ. Пĕр вунă утăм пек кайсанах вăл хăйăлтатса тархаслакан сасса илтрĕ: «Ырă çынсем, тăрантаракансем…» Вăл сасă ытла та мĕскĕннĕн илтĕнчĕ. Лёнька çÿçенсе илсе тÿрех малалла утрĕ. Кукашшĕ çапла тархасласа ыйтнă чухне вăл яланах питĕ лайăхмарланать.
Кукашшĕн мĕскĕн сасси Лёнька хăлхинче чылайччен илтĕнсе тăчĕ. Хăй пĕччен юлсан Лёнька çывăхри çатан карта сулхăнне вырнаçса ларчĕ. Унтан вăл кутамккине çурăмĕ хыçĕнчен хывса пăрахрĕ те ун çине пуçне хурса йывăр ыйхăпа çывăрса кайрĕ.
Лёнька ача сассипе вăранса кайрĕ. Çул тăрăх пĕр çичĕ çулхи хĕр ача утса пырать. Хытă макăрнăран унăн пичĕ куççульпе хĕрелсе, кÿпчесе кайнă. Çара урисемпе таплаттарса утнăран хăйăрлă çул çинче çăра тусан çĕкленет. Хĕр ача питне тăтăшах кĕпе аркипе сăтăра-сăтăра илет, çавăнпа унăн пичĕ тусанлă куççульпе вараланнă ĕлкĕрнĕ.
— Эсĕ мĕншĕн макăратăн? — ыйтрĕ Лёнька хĕр ача хăй тĕлне çитсен.
Хĕр ача шартах сикрĕ те макăрма чарăнчĕ. Унтан, Лёнька çине кăшт пăхса тăнă хыççăн, унăн тути каллех чĕтреме тытăнчĕ. Хĕр ача татах тăрнех çухăрса макăрса ячĕ те малалла утса кайрĕ.
Лёнька ăшĕнче темскер хĕссе илнĕ пек пулчĕ. Сасартăк вăл хăй те хĕр ача хыççăн утса кайрĕ.
— Илтетĕн-и? — терĕ Лёнька хĕр ачана. — Хĕнерĕç-и-мĕн сана? Е мĕн те пулин урăххи пулчĕ?
Хĕр ача аллисене пичĕ çумĕнчен уйăрмасăрах пуçне хуйхăллăн сулласа илчĕ те ÿлесе макăрни витĕрех вăраххăн çапла каларĕ:
— Тутăра… çухатрăм… Атте пасартан илсе килнĕччĕ… Кăвакчĕ, чечеклĕччĕ. Эпĕ çыхсаттăм та — çухатрăм, — унтан каллех тата хытăрах хурланса сасăпах макăрса ячĕ.
Лёнька тинех ку хĕр ачана нимпе те пулăшаяс çуккине ăнланчĕ. Ăна вăл питĕ хĕрхенчĕ, йăпатма мĕнле те пулин ăшă, ырă сăмах шыраса тупма тăрăшрĕ.
— Макăрма чарăн ĕнтĕ, хĕр ача, — терĕ вăл. — Каях килне. Мĕн пулни çинчен тĕрĕссине каласа пар. Эпĕ те санпа пĕрле пырса йăлтах каласа парам-и? Сан хутна кĕрĕп, ан хăра!
Хĕр ача куççульне хăйĕн пĕчĕк пичĕ тăрăх сăтăрса шăлкаласа Лёнька çине куç айĕн пăхса илчĕ те хашах сывласа илсе çапла каларĕ:
— Кирлĕ мар, ан пыр… Анне юратмасть ыйткалакансене.
Вăл Лёнькăран пăрăнса икĕ хутчен каялла çаврăнса пăхрĕ те çул тăрăх утса кайрĕ.
— Сывă пул! — тесе кăшкăрчĕ Лёнька.
Хĕр ача утнă çĕртех ун еннелле çаврăнса пăхса тăкăрлăкалла кĕрсе çухалчĕ.
II
Каç çывхарса çитрĕ. Анчах сывлăш аслатиллĕ çумăр пулас умĕнхи пек пăчă пулчĕ.
Лёнька чиркÿ патнелле утрĕ. Акă Эрхип мучи те чиркÿ умнелле çывхарать. Ăна йывăр кутамкки пуссах антарнă. Ун хыççăн йывăррăн, вăраххăн ярса пусса пĕр казак утса пырать. Унăн аллинче патак.
— Пушах-им кутамкку? — ыйтрĕ кукашшĕ. — Эпĕ ав мĕн чухлĕ тултартăм! — терĕ те вăл ахлаткаласа хăйĕн чыхсах тултарнă пир кутамккине хулпуççи çинчен çĕр çине хывса лартрĕ. — Эсĕ мĕншĕн тутуна тăснă тата?
— Пуç ыратать, — тавăрчĕ Лёнька.
Казак вĕсен çывăхнех пырса тăчĕ те тăстарса сăмах хушса çапла каларĕ:
— Ну, айтăр хурал пÿртне!
— Мĕн тума? — хыпкаланса ÿкрĕ мучи.
— Кирлĕ… Илсе пыма хушрĕç. Ну!
Вăл çаврăнчĕ те кайма пуçларĕ, анчах каялла çаврăнса пăхрĕ те вĕсем иккĕшĕ те вырăнтан тапранманнине кура тепĕр хут хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Илтмерĕр-им?!
Эрхип мучипе Лёнька вара ун хыççăн васкаса утса кайрĕç.
Лёнька кукашшĕ çине куç илмесĕр пăхрĕ. Лешĕн тутипе пуçĕ чĕтреннине тата тавралла хăракаласа пăхнине кура вăл кукашшĕ каллех пĕркунхи пек темскер вăрланине тавçăрчĕ.
Пĕркун Таманьре пулнă та, ăна унтах вăрра тытнăччĕ. Кулнăччĕ, ятланăччĕ, хĕненĕччĕ те кайран станицăран хăваласа янăччĕ. Вĕсем ун чухне таçта тинĕс пырĕ хĕрринче, хăйăр ăшĕнче, çĕр каçнăччĕ. Кукашшĕ çĕрĕпех ахлатса, пăшăлтатса Турра кĕлтунăччĕ, хăйне вăрă тесе питлесе каçару ыйтнăччĕ…
— Лёнька, — пăшăлтатрĕ кукашшĕ, — тыт-ха акă, тыт! Пăрах курăк ăшнелле. Ăçта пăрахнине астуса юл… кайран тупмалла пултăр.
Унтан вăл ун аллине чĕркесе чăмăртанă çĕтĕк тĕрки тыттарчĕ. Ленькăн хăранăран пĕтĕм ăшĕ сÿлесе кайрĕ, вăл чĕтремех пуçларĕ. Акă вăл кăштах аяккалла пăрăнчĕ те çăра хыт хура сырса илнĕ хÿме патне çывхарчĕ. Малта пыракан казак çурăмĕ çинчен куçне илмесĕр пăхса вăл аллине тăсрĕ. Унтан алли çине пăхса илсе çĕтĕк чăмăрккине хыт хура ăшне пăрахрĕ…
Ÿкнĕ май çĕтĕк тĕрки сÿтĕлсе кайрĕ. Лёнька куçĕ умĕнче кăвак чечеклĕ тутăр вĕлтлетсе иртрĕ. Лёнька йăлтах ăнланчĕ. Унăн хăлхинче хĕр ачан хурланса йĕнĕ сасси уççăнах янăрама пуçларĕ. Вăл ним тума аптрарĕ.
Хурал пÿртĕнче арçынсем туллиех. Акă кукашшĕ кутамккинчен çемçе çăкăр татăкĕсем сĕтел çине тăкăнчĕç. Унтан çак татăксем тĕлне çÿллĕ çĕлĕклĕ пуçсем пырса кĕпĕрленчĕç. Лёнькăна çакă йăлтах тĕтре витĕр курăннă пек туйăнчĕ. Унтан кукашшĕ сасартăк хăйăлтатакан сассипе темскер мăкăртатса икĕ вăйлă çамрăк çын аллинче кăлтăрмач пек çаврăнма пуçларĕ…
— Ахальтенех тиветĕр, православнăйсем!.. Турă курать: эпĕ айăплă мар! — çухăрса ячĕ Эрхип мучи.
Лёнька уласа ярса урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Вара çынсем ун патне пычĕç. Ăна сак çине тăратса лартрĕç те унăн пĕчĕкçеç кĕлеткине витсе тăракан мĕнпур çĕтĕк-çатăка йăлтах ухтарса тухрĕç.
— Суеçтерет Даниловпа, путсĕр хĕрарăм! Çук вĕсен нимĕн те! — кăшкăрса ячĕ тахăшĕ Лёнька хăлхи çумĕнчех.
— Тен, пытарнă-ха вĕсем ăçта та пулин! — кăшкăрчĕç ăна хирĕç теприсем.
Лёнькăна çак сасăсем хăйне пуçран пыра-пыра çапнă пекех туйăнчĕç. Вăл вара çав тери хăраса ÿкнипе ним пĕлми пулса ăнран кайрĕ.
Тăна кĕнĕ вăхăтра унăн пуçĕ кукашшĕн чĕрçи çинчеччĕ. Кукашшĕн хăранипе мăчлатакан куçĕсенчен Лёнька çамки çине пăтранчăк куççуль тумламĕсем вĕттĕн тумласа тăкăнатчĕç.
— Эх, чĕппĕмçĕм!.. Асаплантарса пĕтерчĕç вĕсем пире иксĕмĕре… Тискер кайăксем!.. Кинжал çухатнă ав, тата пĕр хĕр ача тутăр çухатнă иккен… Эй, Турă!.. Мĕншĕн асаплантаратăн?
Эрхип мучин хăйăлтатакан сасси Лёнькăна ытла та юттăн туйăнса кайрĕ. Вăл аяккарах куçса ларчĕ те йĕри-тавра пăхса илчĕ. Вĕсем станицăран тухнă çĕрте тирек айĕнче лараççĕ. Каç пулса çитнĕ ĕнтĕ. Уйăх та çĕкленнĕ. Инçетрен, çут çанталăк тÿпийĕ çеçен хир пĕрлешнĕ вырăнтан, хура пĕлĕтсем капланса хăпараççĕ.
Станицăран сасăсем илтĕнеççĕ. Хăш-пĕр тĕлте çутăсем курăна-курăна каяççĕ.
— Каяр, ачам… Каяс пулать, — терĕ Эрхип мучи.
— Ларар-ха кăшт! — терĕ Лёнька.
— Ну, ларар, ларар эппин, — мăкăртатрĕ Эрхип мучи хĕвĕнче темскер шыраса.
Лёнька кукашшĕнчен пăрăнса ларчĕ те инçетелле тинкерсе пăхма пуçларĕ.
— Лёнька!.. Пăх-ха! — сасартăк хаваслăн йынăшса илчĕ кукашшĕ. Унтан ÿслĕк пăвса килнипе пĕвĕпе хутланса Лёнька еннелле темскерле йăлтăркка вăрăм япала тăсса кăтартрĕ. — Кĕмĕл. Кĕмĕлленĕ вĕт… Алă тенкĕ тăрать.
Лёнька шартах сиксе унăн аллине сирсе ячĕ.
— Пытар хăвăртрах!.. Ах, кукаçи, пытар! — тархасласа пек пăшăлтатрĕ вăл хăвăрт йĕри-тавралла пăхкаласа.
— Ну, мĕн-ха эсĕ, айван? Хăратăн-им, ачам?.. Пырса пăхрăм та эпĕ чÿречерен — унта вăл çакăнса тăра парать… Эпĕ ăна кап ярса тытрăм та аркă айне персе чикрĕм… Кайран йывăç тĕмĕсем ăшне пытартăм. Станицăран килнĕ чухне çĕлĕке ÿкернĕ пек пулса пĕшкĕнтĕм те илтĕм ăна… Ухмахсем вĕсем!.. Тутăрне те илтĕм — акă ăçта вăл!
Эрхип мучи чĕтрекен аллисемпе хăйĕн çĕтĕк-çатăк тумтирĕ ăшĕнчен тутăр туртса кăларчĕ те ăна Лёнька пичĕ умĕнче силлесе илчĕ. Сасартăк ачан куçĕ умне çакнашкал ÿкерчĕк тухса тăчĕ. Вĕсем кукашшĕпе иккĕшĕ станица тăрăх утаççĕ пек. Хирĕç тĕл пулакансем пурте вĕсене: «Вăрăсем! Вăрăсем! Пĕчĕк вăрăпа пысăк вăрă», — тесе калаççĕ. Пĕр чÿречерен хĕр ача Лёнькăна курать те чĕлхине кăларса витлет.
Мăнукĕ кукашшĕ çине çиллессĕн пăхса илчĕ. Ăна вăйсăр, ĕмĕтсĕр, çĕтĕк-çатăк тумтирлĕ кукашшĕ ытла та юттăн курăнчĕ.
— Çĕр тенкĕ пухса хурсанччĕ… Вилĕттĕмччĕ вара ун чухне лăпкăн, — хăйăлтатрĕ Эрхип мучи.
— Чарăн! — сасартăк сиксе тăчĕ Лёнька. — Вилĕттĕмччĕ… вилĕттĕмччĕ!.. Вилместĕн вĕт акă. Вăрлатăн! Ватă вăрă эсĕ! Пĕчĕк ачанне вăрланă! У-у!.. Пулас çук сана çакăншăн каçару леш тĕнчере те!
Сасартăк хаяррăн шатăртаттарса аçа çапрĕ. Тĕттĕм пулса ларчĕ. Çиçĕм çиçсе илчĕ. Лёнька васкаса сăхсăхрĕ. Пĕлĕт тепĕр хут чĕтренчĕ. Вăл çĕнĕрен кăвак çулăмпа хыпса илсе çĕр çине тепĕр хут хăватлăн шартлаттарса çапрĕ. Шултра çумăр тумламĕсем тапăртатма пуçларĕç. Аслати вĕçĕмсĕр кĕрлерĕ, пĕлĕт те час-часах ялтлата-ялтлата çуталчĕ.
— Кукаçи! — кăшкăрчĕ Лёнька. — Каяр станицăна!
— Каймастăп эпĕ станицăна! Ан тив мана, ватă йытта, вăрра… Кунтах çумăр хăй айне тутăр… аçа çапса вĕлертĕр, — пÿлĕне-пÿлĕне каларĕ Эрхип мучи. — Каймастăп! Кай пĕччен! Кай!.. Кунта лартас килмест манăн сана! Кайсам! Кай! Кай, кай!.. Кай!..
Эрхип мучи ĕнтĕ хуллен çеç хăйăлтатса кăшкăрчĕ.
— Кукаçи!.. Каçар!.. — тархасласа йăлăнчĕ Лёнька ун çумне йăпшăнса.
— Каймастăп… каçармастăп… Çичĕ çул пăхрăм, ÿстертĕм сана аннÿ вилсен. Йăлтах саншăн… пурăнасса та… саншăн. Мана кирлĕ-и-мĕн?.. Вилетĕп вĕт эпĕ… вилетĕп. Эсĕ вара вăрă тетĕн. Мĕншĕн вăрă? Сана валли… сана валли пĕтĕмпех. Ил акă… тыт… Сана пурăнма… пĕтĕм пурнăçна валли… пухрăм… çавăнпа вăрларăм та… Турă йăлтах курать… Турăçăм, яр мана чун тивĕçлине… Ох!..
Çумăр хытăрах тăкса ячĕ. Лёнька хăранипе, шăнса кайнипе тата кукашшĕ çапла çухăрашнăшăн хăй айăплине туйнипе пушшех хăраса сехĕрленсе ÿкрĕ.
— Кукаçи!.. Каяр!.. — кăшкăрчĕ Лёнька. Кукашшĕн пичĕ çиçĕм йăлтăртатса çиçнĕ чухнехи кăвак çутăра вилнĕ çын сăнлĕ курăнчĕ.
Вара ухмаха ерĕç патнех çитнĕ Лёнька ура çине сиксе тăчĕ те таçта малалла ухă йĕппи пек ыткăнса чупрĕ. Укрĕ, тăчĕ, татах чупрĕ.
Çумăр çав тери сиввĕн чашлаттарса çурĕ.
IV
Тепĕр кунне, ирхине, станица ачисем ял вĕçне чупса тухрĕç те çавăнтах каялла таврăнчĕç. Вĕсем аслисене тирек айĕнче ĕнерхи ыйткалакана курни çинчен пĕлтерчĕç.
— Ăна чиксе пăрахнă пулмалла, мĕншĕн тесен ун патĕнче кинжал выртать, — терĕç вĕсем.
Анчах ватă казаксем пырса пăхрĕç те, ачасем калани тĕрĕс марри курăнчĕ. Старикĕ вилеймен-ха. Унăн чĕлхи çĕтнĕ, вăл нимĕн те калаймарĕ. Каç еннелле Эрхип мучи вилчĕ. Ăна хăй вилнĕ çĕртех, тирек айнех, пытарчĕç. Масар çине пытарма кирлĕ мар тесе шутларĕç. Пĕрремĕшĕнчен — вăл ют çын, иккĕмĕшĕнчен — вăрă, виççĕмĕшĕнчен — çылăхне каçарттармасăрах вилчĕ. Старик çывăхĕнче, пылчăк ăшĕнче, кинжалпа тутăр та тупăнчĕç.
Тепĕр икĕ е виçĕ кунтан Лёнька та тупăнчĕ. Çеçен хирти пĕр васан çумĕнче, станицăран инçех мар, çăхансем явăнма пуçланă. Унта пăхма кайсан çумăр хыççăн васан тĕпне юлнă шĕвĕ пылчăк ăшĕнче ача виллине тупрĕç. Вăл аллисене сарса пăрахса ÿпне выртнă.
Малтанах Лёнькăна масар çине пытарма шутларĕç, вăл ача кăна-ха терĕç. Анчах шухăшласа пăхрĕç те ăна Эрхип мучипе юнашар çав тирек айнех пытарчĕç. Пытарнă тĕле çĕр купаларĕç. Вăл тĕмеске çине пысăк чул хĕрес туса лартрĕç.