Анатолий Смолин: Анне — пирĕн тĕнче


Анатолий Смолин — поэт, куçаруçă, тĕрлĕ премисене тивĕçнĕ культура ĕçченĕ. «Çилçунат» журналăн тĕп редакторĕнче, Чăваш Республикин пресс-секретарĕ тата пулăшуçи пулса ĕçленĕ.  14-ран ытла сăвăпа проза пуххи кăларнă. … Тĕплĕнрех→


Анне — пирĕн тĕнче

 

Аннене суйламаççĕ,
Ма тесен вăл — пĕрре.
Аннене хурламаççĕ —
Вăл çуратнă пире.
Эс, аннеçĕм, юратнă
Кашнине чĕререн,
Ăшă туйăм вăратнă
Юрласа каçсерен.
Сана вăхăт илеймĕ
Ачусен чĕринчен.
Анне — пурнăç илемĕ,
Анне — пирĕн тĕнче.
Сухаланă пит тарăн
Сăн-питне хура-шур.
Çÿçÿнте сан, мăнтарăн,
Пурнăç пурçăнĕ пур.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.